Кушкă ачи :: Картишĕнче
Иван çурăмĕ тăрăх пăр пĕрчисем чупса иртрĕç, таçта кĕрсе выртса пытанасси килчĕ. Ытла çивĕч куçлă чикан майри, витĕр шăтарать.
Ивăн аслашшĕ хӳттине тăчĕ. Ха, кунтан та курать чикан майри, ача çинчен куçне илмест.
— Пысăк çын пулăн, ачам, инçе утăн эсĕ! — пĕлтерчĕ асамлăн хĕрарăм. Хăй çавăнтах юсман ярса илчĕ. — Пурăнăçра такăнасран ан хăра. Виçĕ утăм ярса пуссанах ӳкĕнекен çын пĕчĕк ту çине те хăпараймасть. Çавна асрах тыт.
Чикан майри тепĕр юсман ярса илчĕ те хапха патнелле утрĕ.
— Ырлăх антăр çак кил çине! — пиллерĕ вăл. Унтан хапха патне çитсен çаврăнчĕ, çапла каларĕ: — Пысăк тăшман пур сан, Григорий Пахомыч! Çĕнĕ хыпар кĕтет сана! Арлан çĕре чавать — тырă тухăçĕ ӳсет! Ан пăшăрхан!
Пӳртрен Энтри тухрĕ. Аллинче кивĕ сăхман, тутăрпа чĕркенĕ çăкăр. Ашшĕ ăна сывлăшĕнченех туйрĕ, ятлама тытăнчĕ.
— Мĕн кĕçеленсе тăратăн? — хыттăн печĕ сăмахĕсене. — Хире васка, — хушрĕ çавăнтах. — Паян лаптăка акса пăрахсан аван пулĕччĕ, — çемçетрĕ сассине. — Ана çинче кĕлтума ан ман. Çапла тархасла: «Эй, турă, халĕ çак акас тырра-пулла çил-тăвăлтан, пăр-çумăртан, хурт-кăпшанкăран сыхла, пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илме пар пире!» — те. Лашасене авалхи йăлапа пĕрер чĕлĕ касса тăвар сапса пар.
Çапла вĕрентни Энтри кăмăлне каймарĕ: вăл хăй те лайăх пĕлет мĕн тумаллине. Пăркка тухса кайнă хыççăн лăпланса çитеймен Кĕркури çапла каларĕ: «Ваттисем каланине итле. Вĕсен сăмахĕ — тĕпсĕр çăл». Унтан Ивана ашшĕпе пĕрле сухана кайма хушрĕ. Леш хавасланса пусма çине çăпатине сырма ларчĕ. Юратать вăл хире тухма. Унта тĕнче курăнать. Мĕнле-мĕнле кăна курăк ӳсет, мĕнле-мĕнле кăна хурт-кăпшанкă пурăнать.
Хăшĕ-пĕри тырă-пулашăн усăлла, тет асламăшĕ, хăшĕ-пĕри сиенлĕ, тет. Эх, сиенлисене лĕтерме меслет тупсан? Ивансем патне Йăкăнат килсе кĕчĕ. Макăрнипе куçĕсем шыçăннă, сăмсине нăш-нăш турта-турта илет. «Тӳпелешнĕ пулмалла, — шухăшлать Иван. — Микка вĕтнĕ-ши?»
— Йăкăнат, кам хĕнерĕ сана? — ыйтрĕ Энтри
— Никам та хĕнемен мана! — хуравларĕ Иăкăнат. Çав вăхăтра ун куççулĕ шыв пекех шăпăртатса анчĕ.
— Мĕн пулчĕ вара, ачам? Куçу та шыçăннă-çке! — сăмах хушмасăр чăтаймарĕ ырă чĕреллĕ Алтатти. — Ав, кăмкан çакăнса тăрать, питне çу-ха!
— Пăрăнтăк шкулне каймалла тунă, теçетник пырса каларĕ, — ĕсĕкле-ĕсĕкле пĕлтерчĕ Йăкăнат.
— Ан макăр. Вĕренни вăл аван япала, теççĕ, — йăпатрĕ Энтри.
— Вĕренни вăл — кирлĕ япала. Телейлĕ эсĕ, Йăкăнат! — ывăлĕ сăмахне çирĕплетрĕ Кĕркури.
Хăйне ӳкĕтленине Йăкăнат хăлхине те чикмерĕ, тăванĕсем çук пулсан та, ялтан тухса каяс килмест унăн. Кунта ăна, тăлăх-турата, ял тăрантарать, пурте пĕлеççĕ; кунта унăн çывăх тусĕсем пур, кунта чăвашла калаçаççĕ.
— Иванпа иксĕмĕре илсе каймалла, пĕтрĕмĕр, çавна калама килтĕм, — пĕлтерчĕ вăл, ĕсĕкле-ĕсĕкле.
— Матви Иванĕпе пĕрле-и? — ыйтрĕ усал хыпар кĕтмен Кĕркури.
— Çук, сирĕн Иванпа, — хуравларĕ Йăкăнат.
Иван çăпатине сырма пăрахрĕ, пĕр ури çăпатапа, тепĕр урине тăла чăлха тăхăннă. Чĕри алла тытнă кăсăя чĕри пек хăвăрт тапса ячĕ: те хăраса, те тĕлĕнсе, те савăнса — ăнланма çук.
Аслашшĕпе ашшĕ мĕн çинчен хĕрӳллĕн калаçнине ăнланмасть, таçта аякран илтĕнет вĕсен сасси. Асламăш аллине тытнă тăм тирĕкне ӳкерсе çĕмĕрнĕ. Ав, аслашшĕ кăшкăрашма тытăнчĕ, аллинчи туйипе такама юнать.
— Пирĕн Ивана та илсе каясшăн, эппин? — такамран ыйтать вăл. — Кăтартăп вĕсене! Алтатти! Хĕрессемпе медальсене илсе тух!
Алтатти пӳрте васкаса кĕчĕ. Кĕркури чарăна пĕлмест, темĕн те пĕр каласа хăртса пăрахрĕ.
— Кăтартăп вĕсене! — чăмăрĕпе юнать вăл. — Камран ыйтнă? Ивана вĕренме илсе кайсан, кам мана çавăтса çӳрĕ? Кăтартăп вĕсене! Иван, çавăт-ха мана! Йăкăнат, сана та памăпăр! Ял çинче пурăннипе те çитĕ. Хам пата усрама илĕп! Хӳтĕлес вырăнне тытса параççĕ сана!
— Ăçта каятпăр, асатте? — ыйтрĕ Иван, аслашшĕ аллинчен тытса.
— Теçетник патне, теçетник патне, мăнукăм! — хуравларĕ аслашшĕ. — Йăкăнат, эс те ан юл!
— Аслашшĕ, ытла ан шавла унта! — тархаслать Алтатти, упăшки кăкăрĕ çине хĕрессем çакса.
— Санран пуçнех пĕлеççĕ! — татрĕ арăмĕ сăмахне Кĕркури. — Эпĕ Нахимов адмиралпа калаçса курнă! Çавăт, Иван, çавăт, мăнукăм. Сана хамăртан уйăрма ирĕк парас çук. Эсĕ ют çын мар. Çавăт, Иван, çавăт, мăнукăм!
Иван аслашшĕ çинчен куçне илмест. Вăл çапла пăлханса кайнă пулсан, Пăрăнтăкри утелни шкулĕ чăнахах та пысăк тăшман-тăр. Тискер кайăк пекех туйăнса кайрĕ çав шкул. Çăварне карнă та вăл — ачасене кĕтсе ларать, пынине-пĕрне çăтма хатĕр. Аван-ха, вăйлă аслашшĕ пур. Севастополь геройĕ. Ивана çăлатех вăл. Йăкăната та çăлать. Часрах теçетник патне çитесчĕ.
— Атя, асатте, атя! — васкатать Иван аслашшĕне.
Юнашар Йăкăнат сулланать. Нăш-нăш тутарса пырать сăмсипе. Мĕн çинчен шухăшлать-ши тăлăх-турат?
— Ачана ан пар, Кĕркури, ан пар! — тархаслать хыçалтан Алтатти.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...