Кушкă ачи :: Инкек çине синкек
Баратынский тарăн шухăша кайрĕ, пайтахчен хуравламасăр ларчĕ: каламалла-ши тĕрĕссипе, çук-ши? Ача хăй Пахумсен çемйине мĕнле лекни çинчен пĕлмест тесе шутламан вăл. Эй, хăçан та пулин вăл тĕрĕслĕхе пĕлме тивĕçлĕ, хăйĕн учителĕнчен илтсен авантарах пулĕ. Тăванĕсем, хăйсенчен сивĕнĕ тесе, ку вăрттăнлăха халиччен уçман пулас ăна.
Алексей Иванович ачана ыталаса çапла каларĕ:
— Хăв çапла шухăшласа килни аван. Саншăн чи çывăх çынсем аслаçупа асаннӳ, аçупа аннӳ. Вĕсем сана пăхса ӳстернĕ, чун-чĕререн юратаççĕ. Анчах сана çакяпалана пĕлме вăхăт çитнĕ: эсĕ çуралсан икĕ кунтанах тăлăха тăрса юлнă...
Баратынский Ивана йăваш сасăпа Энтри хăйне çеç вăрттăн пĕлтернине тĕплĕн каласа пачĕ.
Иван кăшт лăпланчĕ: тăван ашшĕ-амăшĕсем çук, ăна халĕ никам та юратнă çынсем патĕнчен туртса илес çук. Вăл ĕмĕр-ĕмĕрех аслашшĕпе, асламăшĕпе, ашшĕпе, амăшĕпе, Наçтаçпа пĕрле пурăнĕ. Çакăнти шкула пĕтерсен, тата малалла, малалла вĕренетех, ӳссе çитĕнсен, хăйне пйхса ӳстернĕ тăванĕсене лайăх пурăнма пулăшатех. Мĕнле лайăх пурăнмаллине вăл хăй те тĕплĕн пĕлеймест, анчах çакă паллă: лайăх япала — лайăх. Кушкăсене те лайăх пурăнма пулăшĕ. Уншăн нимĕн те кирлĕ мар ăна. Акă, çырма-вулама вĕренсенех, кушкăсене çырăва вĕрентме тытăнĕ. Вĕсем çапла калĕç: «Спаççипă сана, Кĕркурипе Алтатти мăнукĕ, спаççипă, нумай пурăн!»
Çак ĕмĕтсем çавăн чухнех тĕреклĕн кĕрсе ларнă пулас Иван пуçне. Вăл пысăк çынна тухсан, чăваш халăхĕшĕн тава тивĕçлĕ ĕçсем тунă вăхăтра, Кушкăра двухкласснăй шкул уçать, столяр мастерскойĕ уçать, Кушкă халăхне уйрăммăнах пысăк пулăшу тăвать: вăрман, Атăл улăхĕ, çĕр илме пулăшать. Кушкăсем чăнах вара çĕрĕн-кунĕн хăйсен Иван Якăлчне тав тунă...
Иван Баратынский ывăлĕпе — Петрпа пĕрле пĕр курка тутлă чей ĕçрĕ, унтан шашкăлла выляма ларчĕç.
— Юмах итлетĕн-и? — ыйтрĕ Петр.
Иван куçĕсем çуталса кайрĕç: юмах итлеме хатĕр, уншăн çĕрĕпе çывăрмасăр чăтма пултарать.
Кĕнеке шкапĕнчен Петр пĕр кĕнеке илчĕ, кирлĕ вырăна тупса, вуларĕ: «Сказка о царе Салтане».
Иван пирвайхи хут итлет çак юмаха. Мĕн тĕрлĕ асамлă тĕнче тухса тăчĕ ун умне: патша ачи кунпа мар, сехетпе ӳсет. Акăш хушнипе утрав çинче хула пулса тăрать, хрусталь çуртра пакша пурăнать, мăйăр катать: хупписем пурте ылтăнран, тĕшĕ таса изумруд; тинĕс хумĕ çырана пырса сиксе тухать те шывран вăтăр виçĕ пăхаттир кăларать, вĕсен пуçлăхĕ Черномор; акăшран пулса тăнă хĕрĕн çивĕчĕ айĕнче уйăх çутатать, çамки çинче çăлтăр çунать...
Иван патша арăмĕпе ывăлĕ майлă, Ткачихăпа Поварихăна, Барбарихăна кураймасть. Салтан патша та айван, çавсем улталанине ĕненнĕ.
Епле хитре сăвăсем юмахра:
Ветер по морю гуляет
И кораблик подгоняет;
Он бежит себе в волнах
На раздутых парусах...
Ты, волна, моя волна,
Ты гульлива и вольна.
Пушкин çырнă ку юмаха. Сăвăлла. Иван пурпĕрех хăй сăмахĕсемпе те пулин çак юмаха Кушка кайсанах Матви Иванне, килтисене ярса паратех! Лайăх вулама вĕренсен, çак кĕнекене Алексей Иванчăран ыйтса илĕ те пурне те вуласа кăтартĕ, хăй те чăваш юмахĕсене çапла илемлĕ сăмахсемпе ярса пама тăрăшĕ...
Питĕ каçа юлса таврăнчĕ Иван хваттерне. Аккăшĕ ачисем çывăраççĕ, хăй выртман-ха, хăй çутипе çăм авăрласа ларать.
— Ăçта халиччен чупса çӳретĕн? — ыйтрĕ вăл. — Çĕре юлса çӳреме юрамасть, усал тăвакансем тупăнĕç. Чиртен чĕрĕлсе çитеймен, аран-аран ура çинче тăратăн, питӳ çинче юн тĕсĕ çук. Аслаçуна каласа парсан!
— Пачăшкă патĕнче пултăм, — хуравларĕ Иван, хăй чиккине çĕнĕ хăйă тивертсе лартса. Вăл килĕнче те хăйă çутса ларма юратать. Асламăшĕ юмăçлама вĕрентнĕ. Хăйă çатăртатса çунсан, çанталăк пăсăлать. Хĕрсем икĕ хăйă илеççĕ, пĕрин вĕçне çураççĕ те тепĕрне кĕртсе лартаççĕ, варринчен чĕртсе яраççĕ, сăнаççĕ: хăш еннелле сикет? Кăмака еннелле е малти кĕтесе ыткăнсан, кăçал качча каймасть, алăк патнелле сиксен, качча тухать.
— Хăйă çатăртатса çунать, акка, мĕне-ши? — ыйтрĕ Иван, пĕлмĕш пулса. Сăмаха урăх çул çине ямалла: хăй çинчен калаçнине юратмасть Иван.
— Юр çăвать пулĕ, — хуравларĕ аккăшĕ. — Вучахра типĕлле хывса пĕçернĕ паранкă, çиессӳ килет пулсан, çи, чӳлмекре, çавăнта, вĕретнĕ сĕт. Вĕри яшка çиессӳ килет пулсан, салма ăшăтăп.
— Ман, акка, çиес килмест, çывăрас килет, — терĕ сăпайлăн Иван. Сентре çине улăхса выртрĕ. Аккăшне çапла юри каларĕ, çывăрасси килмест ун, пĕччен шухăшласси килет. Баратынский пĕлтернĕ хыпар ăна пĕрре чĕтреттерет, тепре вĕрилентерсе ярать. Сивчир ернĕ тейĕн. Пуçĕ ыратма тытăнчĕ: нивушлĕ татах чир тапранать-ши?
Апла иккен, вăл ашшĕн тăван ывăлĕ мар, аслашшĕпе асламăшĕн тăван мăнукĕ мар, Пахомов мар, Яковлев вăл, тӳррипе каласан, Яковлев та мар. Якку вăл хреснашшĕ иккен. Шӳккев улпучĕн музыканчĕ. Чăн-чăн ашшĕ кам? Килĕнче мĕншĕн вăл тăлăх-турат иккенне пĕлтермен-ши? Хальхи амăшĕ тăван маррине лайăх, пĕлет. Ун умĕнхи амăшне тĕтрери пек астăвать: арки çинче ларнине, хăйне çупăрласа юратнине, кӳмепе туртса çӳренине. Акă куç умне килсе тăчĕ: каçхине ирпе хутма пĕр çыхă улăм йăтса кĕчĕç. Çĕрĕпе выртса вăл ăшăннă. Ирхине Иванпа Наçтаç улăм çинче выляççĕ: чикеленеççĕ, сак çине улăхса тăрса сикеççĕ, ахăлтатаççĕ. Иванăн вĕçесси килсе кайрĕ, амăшĕнчен ыйтать: «Анне, мĕншĕн çынсем вĕçмеççĕ?» — «Мĕн тума? Çыннăн алли-ури пур, çитет ăна». — «Манăн вĕçес килет!» — тет Иван, хăй. качака путекĕ пек, улăм çинче тăкăлт-тăкăлт сиккелет. Çынна вĕçсе çӳренĕ чухне мĕнле туйăм çавăрса илнине вăл лайăх пĕлет: тĕлĕкре сахал вĕçмен, çунат та кирлĕ пулман, патак е кĕвенте çине ларатăн та...
— «Эсĕ вĕç!» — йăл кулчĕ амăшĕ. «Мĕнле? — ыйтрĕ Иван. — Çунат çук-çке ман!» — «Аллусене çунатсем пек сар та урусене хыçалалла тăс». Иван амăшĕ ăс панă пек тăвать, анчах вăл ниепле те вĕçеймест, сикмессерен çӳлелле мар, аллисемпе хăлаçланса аялалла анать, ахăлтатать. Пӳртĕнче вĕсен ансăр та вăрăм сак пур, тикĕс мар урай çинче сиккеленсе ларать. Çав сак тăрăх каллĕ-маллĕ чупса çӳренĕ вăхăтра Иван кĕçех ӳкетчĕ, çурăмĕ тăрăх пăр пĕрчисем чупрĕç, пирвайхи хут кăкăрĕ пĕрре хăпарнине, тепре лăпчăннине сисрĕ. «Мĕншĕн ман кăкăр хăпара-хăпара анать? — ыйтать амăшĕнчен. — Ниепле те чараймастăп». — «Эсĕ сывлатăн», — ăнлантарать амăшĕ. Иван вара пирвайхи хут ĕмĕрĕнче туйрĕ: сывлать иккен вăл.
Амăшĕ пычĕ, ăшă чăлха тăхăнтарчĕ. «Анне, эпĕ миçере?» — пĕлесшĕн Иван, пухса купаланă вырăн çине хăпарса, çавăнтах шуса анчĕ те минтерсене урайне ӳкерчĕ. «Эсĕ виççĕре», — хуравлать амăшĕ, çав вăхăтрах хăйне çилленнĕ пек тытать. Амăшĕ юри çапла вăрçнă пек тунине Иван ăнланать, татах вырăн купи çине хăпарать.
Çав амăшĕ çухалчĕ вара, тепĕр амăшĕ килчĕ, пит хитри, илемлĕ кĕпеллĕ, хушпупа, сурпанпа. Иван лайăх астăвать: хĕвеллĕ кун, Аслулăхра ашшĕпе амăшĕ утă çулаççĕ, шăкăлтатса калаçаççĕ, кулаççĕ. Вĕсене аван. Ивана кичем, лĕпĕшсене хăвалама тытăнчĕ...
Асаилӳ хыççăн асаилӳ килет Иван пуçне, асаплă аса-илӳ. Асаилӳ вăл, кĕркуннехи çумăр пекех, пĕр тапрансан чарăнма пĕлмест.
Ивана асаилӳсем канăç памаççĕ. Алексей Иванович сăмахĕпе, Ивана Пахумсем усрама илнĕ. Ĕненес килмест. Тĕрĕс мар, тĕрĕс мар, суяççĕ! Вăл тăван ачи вĕсен, аслашшĕне, асламăшне, ашшĕне юратать, амăшне те юратать, вăл хăйне, Ивана, юратмасть пулсан та...
А-а, тĕртсе каламарĕ-ши вăл Иван çинчен, картишне аташса кĕнĕ путек тесе. Ан тив çапла пултăр. Уссе çитĕнсен, пурпĕрех тăванĕсене манас çук!..
Чупса каясчĕ Кушка, тĕплĕрех ыйтса пĕлесчĕ...
Иван ниепле те çывăраймасть, çаврăна-çаврăна выртать. Аккăшĕ те тахçанах выртнă, харăлтаттарса çывăрать. Иккĕмĕш автансем авăта пуçларĕç. Сĕрĕм тивнĕ пек пуçĕ ыратать Иванăн. Темиçе хут вăл тĕлĕрсе кайнă çĕртен шартах сиксе вăрана-вăрана кайрĕ. Çапла вĕриленсе-тапкаланса выртнă май, вăл кăмака çи хĕрнех çаврăнса çитнĕ-мĕн. Сасартăк чĕри çурăлнă пекех туйăнчĕ: вĕçет пек... сентре çинчен персе аннине ăнкарса та ĕлкĕреймерĕ.
Иванăн куçне уçма та вăйĕ çитеймест. Хусканаймасть те. Таçтан аякран сасăсем илтĕнеççĕ:
— Эх, инкек çине синкек!
— Телейсĕр ача!
— Вилнĕ пулĕ тесе!
— Тухтăра чĕнме янă.
— Ах, тур-тур, халь те килмест! Вилсе те кайĕ!
— Инçе çул çав!
Çынсем уткалани илтĕнчĕ. Тахăшĕ кĕчĕ. Сăмсине çурса яракан шăршă пырса çапăнчĕ, Иван, ыйхăран вăраннăн, куçне уçрĕ. Пӳрт тулли çын: тăванĕсем, кӳршĕ-аршăсем, Алексей Ивановичпа арăмĕ хурлăхлă тăраççĕ; шурă халатлă çын пуçне хыпаласа пăхрĕ, суранне лектерчĕ пулас: пуçĕ чăтма çук ыратса кайрĕ, мĕн пулнине те ăнланса ĕлкĕреймерĕ.
Пĕр сасă кăларман ачана ăшă шывпа çурĕç, таса кĕпе-йĕм тăхăнтарчĕç. Шурă халатли пĕçертсе чĕпĕтекен эмелпе ыратакан вырăна сĕрчĕ те шурă япалапа чĕркесе çыхрĕ.
...Кушкă. Тăван кил. Çывăх тăвансем, туссем. Кун хыççăн кун, эрне хыççăн эрне иртет. Йывăр суран Иванăн: пуçĕ миме патне çитичченех шăтнă. Алексей Иванович ырă чĕреллĕ çын иккен, ун патне фельдшера темиçе хут ячĕ. Тăванĕсем те лайăх пăхаççĕ, пĕчĕк ĕç те тутармаççĕ. Хăй ирĕкĕпе çеç пĕчĕк шăллĕпе, Энтрипе, вылякалать. Амăшĕ те сивĕ сăмах каламан. Иван пĕчĕкçĕн ура çине тăчĕ. Матви Иванĕ кашни кун вĕсен патĕнче. Вăл ĕнтĕ тусĕнчен саспаллисене пурне те вĕреннĕ. Туссем пĕрле саспаллисене çыпăçтарса сăмахсем кăлараççĕ, анчах хăшпĕр сăмахшăн паллăсем çитмеççĕ. Акă АВТАН, ЛАША, АРМАН лайăх пулса тăраççĕ, КĂМАКА, ХĂНКĂЛА сăмахсене çыпăçтарма вара саспаллисем çитмеççĕ, ТЕНКЕЛ, СЕНКЕР, СЕТНЕР сăмахсем те аванах майлашăнчĕç, ĔМĔТ, СĔЛĔ сăмахсене майлаштарма каллех саспаллисем çитмеççĕ.
— Эсĕ çав саспаллисене шухăшласа кăлар, — ăс парать Матви Иванĕ.
— Шухăшлама пулать, — тет Иван.
Кун хыççăн кун, эрне хыççăн эрне чупать. Сивĕ вăхăтсем иртсе пыраççĕ. Çуркунне çитессе кĕтеççĕ.
Каçсенче арçынсем çăпата тăваççĕ, ĕç валли çичĕ пушăтран, уяв валли тăхăр пушăтран, хĕрарăмсем кĕнчеле авăрлаççĕ, пир тĕртме хатĕрленеççĕ. Ивана йывăр ĕç тума юрамасть-ха: пуçĕнчи суранĕ тӳрленсе çитмен. Ашăрах кунсенче пĕчĕкçĕн урама тухкалакан пулчĕ. Аслашшĕ кăмăллă: мăнукĕ чĕрĕлет, ертсе çӳрекен пур.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...