Кушкă ачи :: Тутор
Асли ĕçне хăра-хăра тытăнчĕ Иван: ытла ответлă ĕç. Вĕрентес тесен, хăвăн нумай пĕлмелле, хăвăн вĕренмелле. Камран? Пĕртен-пĕр учитель — Алексей Иванович Баратынский. Вăл шкулта сахал пулать, закон божипе çеç уроксем ирттерет, ачасене пĕр-пĕрне мĕн вĕрентмелли çинчен калать те пуп ĕçне тума тухса каять. Ун килĕнче те ĕç мăй таранах: утмăл теçеттин çĕр, выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕпсем, улма пахчи.
Çапла ĕнтĕ, Иван хăйшĕн çеç мар, юлташĕсемшĕн те вĕренмелле. Ĕçре тата çакна туйса илет вăл: пĕлни те çитмест иккен-ха, вĕрентмелли меслетсем кирлĕ, çынсене ăнлантарса пама маçтăрлăх пулмалла.
Каçсерен шкула çӳреме тытăнчĕ Иван. Унта вăл лампа çутать те хăш чухне шурăмпуç киличченех вĕренсе ларать. Арифметика правилисене, грамматика правилисене питĕ лайăх пĕлет, ăшра шутлас тĕлĕшпе пуринчен те ирттерет. Уншăн пĕлни çапах сахалтарах пек туйăнать-ха.
Хăш чухне класа шкул хуралçи, ватă салтак, аслашшĕ тусĕ, кĕре-кĕре ларать, Ивана сасăпа вулаттарса тăнласа ларма юратать. Ăнланать-и вăл, ăнланмасть-и — уйăрса илме çук, сайра-сайра ассăн сывласа, çапла ахлатать: «Мĕн тума кăна пултармасть çын?! Шухăшне хут ăшне пытара пĕлет! Эх-хе-хе, пăх-ха çăл пек юхса выртать, анчах кашни ун шывне ĕçеймест çав!»
Пĕр енчен, ватă салтак чăрмантарать Ивана, тепĕр енчен, ыйхине вĕçтерет. Тата шкулта йĕркелĕх тытса пыма пулăшакан çынна епле усал калăн?
Мушкеев Гаврил ăна килте вĕренсе ларманшăн темиçе хут вăрçрĕ ĕнтĕ, Баратынский те пĕрре çеç ятламан: асли хăйне хăй пĕртте шеллемест.
Пĕрре ун патне Тиек пырса кĕчĕ. Чĕмпĕртен темĕскерле ямшăкпа çул май Пăрăнтăка çитиччен ларса килнĕ иккен вăл, Ивана шыраса шкула персе çитнĕ. Çĕнĕ хыпар илтнĕ пысăк хулара Тиек: утелни йĕрки çаплах пулмалла-ха, анчах хресчен ялтан тухса кайма пултарать, çав тĕлĕшпе çĕнĕ саккун тухнă, теççĕ. Халĕ Иван хулана ĕмĕрлĕхех тухса кайма пултарать, ăна тытса чарма, саккун тавраш çук ĕнтĕ. Тиек тăрăшса вĕренме канашлать, анчах çапах хăйне хăй çапла асаплантармалла мар: чахуткăпа чирлесси инçе мар.
— Мĕн эсĕ ытти ачасем пек канма та çывăрма та пĕлместĕн, çĕрĕ-çĕрĕпе вуласа ларатăн? — ыйтрĕ вăл Иванран. — Мĕне вĕрентет сана кĕнеке?
— Нумай япалана вĕрентет, — хуравларĕ Иван.
— Купса пулма вĕрентет-и?
— Çук.
— Вăрласа пуйма?
— Çук, Тиек тете, вăрлама кĕнекесĕрех вĕренеççĕ, — терĕ Иван.
— Вăл тĕрĕс, — килĕшрĕ Тиек, чăтаймарĕ, татах ыйту пачĕ. — Улпута тухма вĕрентет-и кĕнеке?
Иван сăмахĕпе, кĕнекесем нумай пĕлме пулăшаççĕ, нумай пĕлекен çын ыттисене вĕрентме, халăха ырă тума пултарать.
Кĕнекесем нумайтарах пĕлме пулăшнине Тиек лайăх ăнланать, анчах кашни нумай пĕлекен çын халăха ырă тума пултараймасть, ун шухăшĕпе. Авă, улпутсем сахал вĕренеççĕ-им? Ырă тăваççĕ-и-ха хăйсен хресченĕсене? Тавралăхра хăш улпут хресченĕсене ирĕке янă?
Ивăн Тиекпе тавлашмасть, тавлашса вĕçне-хĕрне çитес çук, халĕ унăн вĕренмелле. Афанасьев мишавай патĕнче Ломоносов çинчен кĕнеке вуланă хыççăн ыйхине çухатнă Иван, çав аслă çын пек пуласси килет унăн. Утелни çыннисене крепостла тыткăнран тухма чармаççĕ пулсан, яла таврăнас çук вăл. Аслашшĕ вĕренме пăрахтарасшăн пăшăрханать, ăна та шел ĕнтĕ, анчах вĕренме пăрахмалла мар, пăрахмалла мар!
Тиекĕн те çывăрасси килмест, пĕр-пĕр кăсăклă япала вуласа пама тархаслать. Иван ăна Крыловăн «Юман айĕнчи сысна» ятлă юптаруне вуласа пачĕ.
Нумайччен шухăша кайса ларчĕ Кушкă çынни, унтан çапла каларĕ: «Сыснасем нумай-ха тĕнчере, çавăн пек выльăх ан пул, Иван, тăванусене, ялйыша, ырă тăвакансене нихăçан та ан ман».
Тиек сăхманне сарса урайне выртрĕ те çывăрса кайрĕ…
Тепĕр кунне Ивана Мушкеевпа Баратынскинчен аванах лекрĕ, иккĕшĕ те лайăх ятларĕç. Юрать-и çапла çĕрĕпе çывăрмасăр ларма, тата пĕрре çеç мар, яланах çур çĕр иртсен çеç хваттерне таврăнать, хăшпĕр чух, çĕркаçри пек, шкултăх выртăть. Ан тив, ятлаçчăр, мĕн тума пысăк çынсемпе тавлашмалла. Вĕсем усал сунмаççĕ-çке, хĕрхенсе калаççĕ.
Иван çакăншăн пăшăрханать: вырăсла пĕлмен чăваш ачисем уроксенче нимĕн те ăнланмаççĕ. Ним ăнланмасăрах, уроксене пăхмасăр калама вĕренеççĕ. Шкулта чăвашла калаçма юрамасть, вĕренӳ чĕлхи вырăс чĕлхи. Мĕн тумалла-ха ачасем лайăх ăнланса вĕренччĕр тесен?
Юлашки çулсенче шкула чăваш ачисене нумай пухса килнĕ пулнă. Утелни хресченĕсем патша ратнишĕн ĕçленĕ. Утелни ведомствине 1797 çулта йĕркеленĕ пулнă, вăл вăхăтра патша çемйи аллинче 4162 пин теçеттин çĕр пулнă, Иван вĕреннĕ вăхăтра 10 миллион теçеттине çитнĕ. Паллă ĕнтĕ, ӳссе пыракан утел хуçалăхĕшĕн кăшт вĕреннĕ çынсем кирлех пулнă, çавăнпа ачасене ялсенчен ирĕксĕрех тенĕ пек пухнă. Иван вĕреннĕ вăхăтра Пăрăнтăк шкулĕнче вĕренекенсен шучĕ хĕрĕхе çитет, вĕсенчен чăвашсем вăтăра яхăн пулнă.
Теветкеллĕ Иван вĕрентнĕ чухне вăрттăн тăван чĕлхĕпе усă курма тытăнать. Тĕлĕнмелле улшăнусем пулса иртеççĕ: ачасем ăнланаççĕ те, хăйсем ăнланнине уçăмлăн каласа пама та пĕлеççĕ.
Иван хăй ирĕкĕпе уроксене чăвашла ăнлантарнине пĕлсен, Баратынский хытă çилленет, ятласа пăрахать ăна, кайран, çав меслет уссине туйсан, хĕпĕртесе ӳкет, закон божий урокĕсенче хăй каласа панисене лайăх вĕренекен ачасене чăвашла куçарттаракан пулать.
Пĕрре вăл Ивана хăй патне ятарласах чĕнсе илчĕ, кĕрекене лартса хăналарĕ, унтан нумайччен шкул ĕçĕсем çинчен калаçтарчĕ.
Каярахпа, тата темиçе çултан, Иван халăха çутта кăларас ĕçе хатĕрленнĕ вăхăтра, Баратынский, Пăвара училищнăй советăн председателĕ пулнă май, «06 устройстве сельских училищ Буинского уезда» ятлă проект çырать. Унта вăл чăваш пек вак халăхсен шкулĕсенче ачасене вырăсла вĕрентнĕ чух тăван чĕлхепе усă курмалли çинчен сăмах тапратать. Çав проекта 1866 çулта Хусанти Уйрăм комитетра сӳтсе яваççĕ, анчах темиçе çул маларах Иван усă курнă меслет, çав тапхăрта малта пыракан меслет пулнă пулсан та, ку вăхăтра юрăхлă хисепленмен, мĕншĕн тесен, ăна Çутĕç министерстви сĕнсен те, Хусанта Ильминскипе Золотницкий тăрăшнипе, округри Шестаков попечитель килĕшнипе, урăхла шухăш çĕнтерет: чăваш ачисене вырăсла мар, чăвашла вĕрентмелле.
Хăйĕн тава тивĕçлĕ ĕçне пуçласа янă чух Иван хăй те Баратынский шухăшĕ тыткăнĕнче пулать, анчах час вăл унтан хăтăлать, çĕнĕ меслетсем еннелле çаврăнса ӳкет. Вăл чăваш çырулăхне тăвать, чăвашсен илемлĕ литературин никĕсне хывать.
Чи малтан тăван чĕлхене вĕренмелле, тăван чĕлхе ытти пĕлӳсен никĕсĕ пулмалла, тесе шутлакан пулать Яковлев, хăй ĕçне йĕркелссе янă вăхăтрах.
Вăйлă кĕрешӳсем кĕтеççĕ Ивана пурăнăç çулĕ çинче, анчах çапла пуласси çинчен Баратынский умĕнче кĕре-кере ларакан Иван шухăшлама та пултарайман, халĕ ун пуçĕнче урăх шухăшсем, паянхи шухăшсем...
Асли пулса ĕçлеме тытăннăранпа кулăшла ĕçсем те пулкалаççĕ. Тутор пулсанах, Ивана кучченеçсем сĕне пуçларĕç ачасем, анчах вăл илмест вĕсене.
Кăшт пурăнсан, ăна хăйсен ялĕсемех, Алексей Рекеев ятлă ача, нихăçан пулманнине, кучченеçсемпе чысла пуçларĕ. Юлташĕнчен Иван сĕнтермесĕрех илет, мухта-мухта çиет, вăл хăй те ăна Кушкăран парса янă çимĕçсене тутантармасăр хăвармасть. Иван шухăша кайрĕ: кучченеçĕсене ăçтан илет çав ытла лăпкă, ыттисен хушшинче палăрман, сăпайлă ача?! Ыйтсан, яланах: килтен, тет. Аран-аран туйса илчĕ Иван: Алексей урлă ыттисене кучченеçсем параççĕ иккен. Кулăшла та, хурлăхлă та. Аванах лăскама тиврĕ вара юлташне: çын ятне ан яр!
Уроксенче йĕркелĕх тытса пымалла, унсăрăн ачасене ăнлантарса та параймастăн, ыйтаймастăн та. Иван умĕнче хăйĕнчен нумай аслă та, нумай вăйлăрах ачасем лараççĕ. Вĕсем халиччен пĕр йăлана çех пĕлнĕ: вĕрентекенсем вĕренекенсене вĕтсе вĕрентнĕ, вăйлăраххисем вăйсăртараххисене нушалантарнă: лăсканă, япалисене тăпăлтарнă, мăшкăлласа тарăхтарнă. Ирсĕр аслисене ачасем те çапла мăшкăлланă вара:
Туттăр-ăссăр,
Кутсăр-пуçсăр,
Алли чыссăр,
Ытла путсĕр!
Иван вĕренекенсене тивмест, вăйлисене те вăйсăртараххисене асаплантарма хушмасть, чарать, анчах ачасене ӳкĕте кĕртме хĕн. Уроксенче шавлаççĕ, çĕлĕксемпе пĕр-пĕрне переççĕ, пĕр-пĕринпе ларнă çĕртех тӳпелешекенсем пур. Пĕр тĕлте пĕринне çӳç пайăркине çăлса кăларнă, тепĕр тĕлте пĕр ачана тахăшĕ вăрттăн перопа чикнĕ. Чарăнать вара çавăн пек чухне Иван вĕрентме, куçĕсенчен вут кăларать, чăмăрĕсем вăйпа чăмăртаннипе шуралса каяççĕ, халĕ çĕмĕрсе пăрахĕччĕ айăплисене, чăрсăрлăхĕ çитмелле, анчах хăйне вăхăтра тытса чарать, хĕлхемлĕ куçĕсемпе пурин çине те шăтарас пек пăхать. Асли сассине илтмен ачасем те ун çине тинкерсе пăхма тытăнаççĕ; кăсăклă, мĕн тăвать-ха тутор? Самантлăха ачасем шăп пулаççĕ, унтан, кăшт тăрсан, татах анăш та тăвăш.
Пĕррехинче сасартăк тенĕ пек вĕренӳ кунĕ питĕ шăп пуçланать. Уроксенче ачасем пăшăлтатаççĕ çеç, ӳсĕрнĕ чух та çăварĕсене ывăçпа хуплаççĕ, партăсем хупписене шаклаттармаççĕ. Ытла тĕк ларма тытăннă Семен Рубцов Ивана куç хĕскелеме тытăнчĕ, хăй шавламасть. Иван ăнланмасть, анчах çакна асăрхать: пĕрин куç айĕ кăвакарнă, тепĕрин çамкине муклашка сиксе тухнă. Тĕлĕнмелле! Нимĕн те тĕпчесе пĕлеймест Иван, Йăкăнатпа Алексей те нимĕн те каламаççĕ. Тепĕр енчен, мĕн тума нумай шухăшламалла? Йĕркелĕх пур, урăх мĕн кирлĕ?! Аван. Вĕрентме çăмăлланчĕ.
Кĕтмен çĕртен, шăп ларнă вăхăтрах, Семен Рубцов иртĕхме юратакан ачана çамкинчен шаклата-шаклата ăс кĕртме тытăнчĕ.
— Иван тутор сан кăмăлна каять-и? — ыйтать вăл.
— Кăмăла каять! — ыратнипе çухăрать Семен аллинчи ача.
— Урăх алхасмастăн-и? Яланах çапла йĕркеллĕ пулатăн-и?
— Урăх алхасмастăп!
— Тупа ту!
— Тупата!
— Асту, ан ман!
Ку япала Иван кăмăлне каймарĕ. Капла Рубцов асли хушнипе вĕтет тесе шухăшлакансем те пулĕç. Вара вăл Рубцова ачасем умне тăратсах намăслантарчĕ, унтан кĕтесе пĕр сехете тăратрĕ. Питĕ кулăшла пулчĕ çитĕннĕ каччă кĕтесре пĕрре те çаврăнса пăхмасăр тăнине курма. Вăл та вăтанма пĕлет иккен! Вĕренекенсене айăпа кĕнĕшĕн кĕтесе тăратма, чĕркуççи çине лартма, класран хуса кăларма юрать. Иван никама та вĕтмест, ачасене çӳçĕсенчен туртмасть.
Уроксене лайăх ăнлантарса пани, чун-чĕререн калаçни, Семен Рубцова та çăварлăхлани, юлашки вăхăтра ялан шкул пурнăçĕпе интересленекен Баратынский пулăшни усăллă пулаççĕ, шкулта йĕркелĕх вăй илсех пырать, ачасем чиперех вĕренме тытăнчĕç.
Май килсен, Иван ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулса та калаçкалать. Вĕсенчен нумай килет, вăл хăй те çывăх тăванĕсене юратать-çке, итлет те вĕсене.
Çапла, ачасене вĕрентес ĕç çăмăл мар. Сан умăнта миçе ача, çавăн чухлĕ шухăш-кăмăл, çавăн чухлĕ ăс.
Ача-пăча ашшĕ-амăшĕсемпе те питĕ пĕлсе калаçмалла иккен. Авă, Михайла шкулта епле вĕренни çинчен каласа панă хыççăн ăна ашшĕ вĕлтĕренпе ăшаланă та, вара вăл эрне таран чирлесе выртнă...
Йывăр, пйтĕ йывăр ĕçлеме!..
Иван пур енчен те тĕплĕн тишкĕрет шкул пурнăçне. Хăш чухне вăл хăйне хăй ача пек те туймасть, пурăнса ывăннă, шухăшсемпе чирленĕ ватă çын пек туять, аслашшĕ çулне çитнĕ тейĕн.
Нумай çул иртсен: «Пăрăнтăкри шкулта вĕреннĕ вăхăт çинчен тата унта çамрăк ачасем мĕнле пурăнни çинчен манăн пуçра ĕмĕрлĕхе йывăр шухăшсем юлчĕç...» — тесе çырать вăл асаилӳсенче.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...