Кушкă ачи :: Учӳк
Учӳк çитрĕ. Халăхпа сăра тунă, вăкăр илсе çитернĕ. Хĕвел анас умĕн ăна ваттисенчен юлнă йăласемпе пуснă та вакласа икĕ пысăк хурана ярса каштасем çине çакнă. Айĕсенче вут ялкăшать: типĕ юман вутти питĕ хĕрӳллĕ çунать. Кушкăсен чӳк лапĕ Киремет çырми çумĕнче, вăрăм та çӳллĕ ту аяккинче. Кунта çеремлĕх, ăна нихăçан та суха тимĕрĕ пырса перĕнмен. Чӳк хуранĕсене çакакан юпасемпе каштисене никам та тивмест, вĕсем пур вăхăтра та çакăнта сăваплă вырăн иккенне палăртса лараççĕ: «Асту, чăваш, кунта таса вырăн, иртнĕ чухне усал ан шухăшла, ан варла ман вырăна!»
Иван, Йăкăнат, Матви Иванĕ учӳка пĕрле кайрĕç. Вĕсем пынă çĕре хурансем вĕреме кĕнĕ. Вут кутĕнче ваттисем лараççĕ, инçе мар çамрăксем вăййа пухăннă. Иван ваттисем калаçса ларнине пăхса тăма питĕ юратать, анчах ăна тусĕсем ирĕксĕрех вăйă каланă çĕре сĕтĕрсе кайрĕç.
Çамрăксем хăпарту евĕрлĕ сăрт çинче ункăланса вăйă калаççĕ.Таçта та çитет пулĕ çак тӳлек каç вĕсен уçă сасси.
Пиçнĕ çырла вăрманта
Татса çиме чĕнет-çке,
Шăкăр-шăкăр мăйри те
Шăл катасса кĕтет-çке.
Пирĕн касри пикесем
Пуринчеи те хитре-çке,
Тата çамрăк йĕкĕтсем
Пуринчен те паттăр-çке.
Хĕрсем виçĕ туса вăййа кĕртрĕç. Матви Иванĕ çумĕнче — Наçтаç, Иванпа юнашар таçтан Лисук сиксе тухрĕ, куç хӳрипе пăхса йăл-йăл кулса пырать.
Ешĕл курăк улахра,
Хитре чечек аллăмра.
Вут хĕлхемĕ ăшăмра:
Юрату-ши чĕрере?!
Хире тухрăм тыр вырма,
Çивĕч хурçă çурлапа.
Çамрăк йĕкĕт (пике) пуçăмра:
Савни мар-ши ман умра?!
Иван вăйă калама кăмăлласах каймасть. Кунта тата юнашарах, ун аллине чăмăртаса, Лисук сĕркеленсе пырать, темĕншĕн вăтанать вăл çав хĕрачаран. Вăйă каланине айккинчен пăхса тăма юратать Иван: пуçа тĕрлĕ шухăш пырса кĕрет, ырă ĕмĕт чуна çĕклентерет.
Май килнĕ вăхăтра Иван вăйăран тухрĕ те пĕчченех чӳк вучĕ еннелле чупрĕ. Ваттисем хăйсемпе калаçса лараççĕ, вĕсен сăмахĕ лăпкă шыв пек юхать. Хурансем çывăхĕнче Иван лайăх пĕлекен çынсем: Шăхран, аслашшĕпе асламăшĕ, Лӳпинкке карчăк, Шакмаксем, лутра хура Шăкăр, Суеççĕ Хветĕрĕ, Пăркка, Тарас, Купса, Симунĕем, Тиек те унта иккен.
Шăхран, вĕреме кĕнĕ хурансене пăтратрĕ, пăс хытăрах хăпармах тытăнчĕ, аш шăрши сарăлчĕ.
— Турă парнене ырăларĕ. Вăкăр çурăмĕ çине шыв пĕрĕхсекех, силленсе илчĕ, ырлăх анасса пĕлтерет, — терĕ вăл.
— Виçĕмçул, астăватăр пулĕ, учӳк вăкăрĕ виçĕ витре шыв сапсан та силленмерĕ, тепĕр вăкăр тупмашкăн чĕлхене тăсса кăлариччен чупма тиврĕ ун чух мана, — терĕ Шакмак Энтрийĕ, сарлака сухалне сăтăркаласа илсе.
— Сан аллу йывăр, Энтри, — пат каласа хучĕ лутра хура Шăкăр пичĕке ăшĕнчен тухакан евĕрлĕ сассипе. — Шакмаксем пурте йывăр алăллă çынсем.
Шакмак Энтри куçĕнчен çиçĕм çиçтерчĕ, анчах чӳк каçĕ харкашма юраманнине пĕлет вăл, çавăнпа нимĕнте каламарĕ. Сăмаха Суеççĕ Хветĕрĕ хăй çулĕ йĕрне кĕртсе çăмăллатса ячĕ.
— Пӳлĕхçĕ пӳрмен, тăвансем, — терĕ вăл. — Ун пек чухне инкек-синкек кĕтсех тăр.
Иван çак чăваша кăмăллать. Ун пысăк улма пахчи пур, Кĕтес кас ачисене витри-витрипе валеçет вара вăл тутлă улмасене. Хветĕр арăмĕ те Ивана кучченеçсем паркалать. Мĕншĕн? Кам пĕлет?! Ырă кăмăлĕсенчен килет пулĕ. Ун чухне Иван пĕлмен çав хăйне, çуралсан икĕ кунтан амăшсĕр юлнăскере, Хветĕр арăмĕ кăкăрне ĕмĕртсе вилĕмрен çăлса хăварнине!
Хветĕрпе пĕчĕкçеççĕ Лӳптткке карчăк килĕшрĕ.
— Тĕрĕссан сăмаху, Хветĕр, — хăвăрт-хăвăрт сирпĕтет сăмахĕсене типсе пĕркеленнĕ карчăк. — Астăватăр пулĕ, çав çул тырра пăр çапса кайнăччĕ.
Сасăсем илтĕнеççĕ:
— Хӳреллĕ çăлтăра манман пулĕ-ха, çав çул иртрĕ вĕт!
— Халăх парни чĕререн пулман ун чух!
— Пурте аслă турăран килет, — сăпайлăн хутшăнчĕ Иван асламăшĕ.
Хĕрпе каччă хăвалашса иртсе кайрĕç. Ваттисем йăл кулса юлчĕç: çамрăк вăхăт асĕсене килчĕ пулас.
Нятти Яккăвĕ хăра-хăра пычĕ. Чашăк тытнă. Ытла çиесси килнĕ пулас. Тутă хырăмпа кунта килес çукчĕ Якку, Тĕрĕссине каласан, хăçан та пулсан тутă пулать-ши вăл? Кил-çурчĕ çук. Çулла ăçта килчĕ унта çывăрать, хĕлле — ăшă мунчасенче. Çăва тухсан, вăрмăнтан шăлан татса, милĕк хуçса тăранкалать, хĕлле. Кăннара вак касса пурăнать. Ăна ача-пăча «Ухмах Якку!» тесе хăваласа çӳресе хăратса пĕтернĕ. Унсăрăн та хăравçă çын вăл: çынпа тĕл пулас пулсан, аякранах пăрăнса иртет. Салтака илнĕ пулнă ăна, гвардире пулнă, теççе. Вунă çултан киле пуçĕпех таврăннă, çавăнтанпа çынсенчен тарса çӳрет, икĕ киле çеç кăмăллать ялта — Шăхранпа Хрулккана. Салтакра çав вырăсла пĕлмен чăваша хĕнесе пăснă, теççĕ ял çыннисем, хăравçă чирĕпе чирлеттернĕ, теççĕ.
Тĕлĕнтерет çав çын: миçе çултан мĕнле уйăхра, мĕнле кун, миçемĕш числара мĕнле уяв килнине нумай шухăшласа тăмасăрах калама пултарать, нихăçан та йăнăшмасть. Ăна Баратынский хăй патне чĕнтерсе кĕнеке тăрăх тĕрĕсленĕ, Якку тĕп-терĕс каласа пынă. Çапла тĕлĕнтерет халăха ухмах шутланса тăракан, çырăва пĕлмен Нятти Яккăвĕ. Унăн хăйĕн хисеп паллисем пур. Хрулкка кил-картишĕн пĕренисемпе хăмисем çине темĕнле паллăсем шурă тăмпа çырса тултарнă вăл. Тĕл пулан çынсен унăнне тинкине кăлараççĕ вара. «Якку тете, килес çул мункун хăçан пулать?» — ыйтать пĕри. «Тăватăм çул хăçан пулнă?», «Çитес уйăхра пирвайхи вырсарникун миçемĕш числора пулать?»...
Паян та Нятти Яккăвне сырса илчĕç те калаçтара пуçларĕç. Çав вăхăтра Йăкăнатпа Матви Иванĕ Ивана чĕнсе илчĕç, айккинелле пăрăнчĕç, кула-кула темĕскер çинчен канашларĕç. Иван каялла таврăнчĕ те Тиекпе Пăркка çывăхне ларчĕ.
Ваттисем шăкăлтатса калаçаççĕ. Яккăва ыйтусем пара-пара йăлăхса çитрĕç пулĕ, тĕрлĕ курни-илтни çинчен сăмах пуçарчĕç. Пĕри пĕр япала çинчен каласа хăратрĕ, тепĕри тепĕр япала çинчен каласа култарчĕ. Тиек нумайччен хăй черетне кĕтсе ларчĕ, чĕлхи вĕçĕ чăтма çук кĕçĕтет, анчах хăйĕнчен аслăраххисене пӳлме хăяймасть-ха.
Тиек пысăк тирĕк илсе пынă учӳке. Килĕнче вăл нихăçан та тăраниччен ашлă яшка çимен. Кунта, пĕр пысăк вăкăра тушкипех пĕçернĕ çĕрте, тăраничченех çиме пултарать ĕнтĕ вăл. Паян юриех иртенпе пĕр татăк çăкăр çимен, ăшне çуса тасатса кăларма темиçе хут Маклаç çăлĕ шывне ĕçнĕ: хырăма апат нумайтарах кĕтĕр. Вăкăра майланă çĕре пуринчен малтан çитнĕ вăл, вутă çурнă, шыв тултнă, Шăхрана юрасшăн йăпăлтатать. Ăслă çын сăваплăхĕнчен тĕлĕнет. Пĕлтĕр учӳк халăхĕ саланичченех çумăр çума тытăнчĕ. Хăватлă çынсем пулаççĕ çав, Шăхран пеккисем, анчах сахал. Мĕн тăван, вилсе пĕтеççĕ, ăсталăхĕсене хăйсемпе пĕрле çĕр айне илсе каяççĕ. Хальхи çынсем, ак Тиек пеккисем, — шĕвĕ çынсем, алла лекекен телее те тытса чăмăртаймаççĕ, тартаççех.
— Акă, мана илер-ха, чăнах, — çапла пĕчĕкçĕн, калаçу тилхепине аллине илсе, хăй çинчен халап яма тытăнчĕ Тиек. — Манран маларах çуралнă ачасем пĕрин хыççăн тепри вилсе пынă. Паллă, анне çуралнă ачине мĕнле шăпа кĕтнине пĕлесшĕн пулнă, юмăç патне кайнă. «Сан ачу ӳссе çитĕнсен телейлĕ пулĕ, телейне вĕçертмесен, улпут тумĕпе çӳрĕ», — тенĕ юмăç. Тĕрĕс каланă. Халĕ ун пек хăватлă юмăçсем çук çав, — Пăркка еннелле тимлĕн пăхрĕ. — Ӳссе çитĕнтĕм. Анчах ăçтан телее тупса çавăрса илмелле-ха? Телей, паллă, мулра. Камăн укçа нумай, çав телейлĕ. Ун пек çын хура çăкăр вырăнне кулач çиет, салма вырăнне — шăрттан, ашлă пăтă, çăпата вырăнне атă-пушмак тăхăнса çӳрет, каптăрма вырăнне ылтăн тӳме çакса çӳрет.
Тĕнчере пытарса хăварнă мул нумай. Пытарнă мул вăхăчĕ-вăхăчĕпе çĕр айĕнчен уçăлма тухать. Вăт çав вăхăтра çăварна ан кар. Меслете пĕлмелле. Хăрамалла мар. Калăпăр, мул арăслан пулса уçăлма тухать. Пĕр ăна пăшалпа е чукмарпа çап — çавăнтах чанкăр туса ылтăн купи пулса тăрать вăл. Акă пирĕн Хулашĕнче мул купи-купипе çĕр айĕнче выртать, анчах ăна никам та тупман-ха: хăраççĕ. Шуткă-и? Арăсланпа, кашкăрпа, упапа, пĕр сăмахпа каласан, тĕрлĕ тискер кайăкпа камăн тытăçасси килет?! Эпĕ, эсир пурсăр та пĕлетĕр, хăракан çын мар, тĕнчере нумай япала куркаланă. Пĕррехинче эп сунарçă Нетĕр Павăлĕнчен пулуштух эрехле пĕр каçлăха пăшалне илтĕм те Хулаш айĕнчен Кăннана тухакан хăвăл патне кайса выртрăм. Кĕтетĕп. Çур çĕр умĕн хăвăлта вутсем мĕлт-мĕлт турĕç. «Эхе, мул тухать!» — тетĕп ăшăмра. Эпĕ хăракан çын мар, анчах çав вăхăтра тĕлĕнсех кайрăм: тахăшĕ кĕпе аркинчен тытса хывма пикенет. Хыпаласа пăхатăп — шуйттан типнĕ йывăç турачĕ пулса тăнă та кĕпе аркинчен туртать те туртать. Вăт мĕн тăвать усал, мулне парас мар тесен. «Нăй-Нăй!» çухăрса ячĕç хăвăлта кушаксем. Унччен те пулмарĕ, пĕр-пĕринпе хăвалашса, тухсах тарчĕç. Пăшалпа та персе ĕлкĕреймерĕм. Палласа ил-ха, тахăшĕ мул, тахăшĕ тухатмăш, тахăшĕ шуйттан. Вăт çапла алла кĕрекен мула вĕçертрĕм. Çамрăкрах пулнă ун чух. Халĕ пулсан?! Йĕме хывса илсен те хăрас çук. Уйăх-хĕвел!
Çак мыскара çинчен каланине итленĕ май, Иван кантрапа малтан — Пăркка урине, унтан Тиек урине тăллать те кантри вĕçĕсене çыхăнтарать, тепĕр кантра вĕçĕнчи вăлтапа Тиек кĕпи аркинчен çаклатать, хăй вара асламăшĕ патне куçса ларать. Ку Матви Иванĕшĕн паллă пулчĕ, вăлталлă кантрине кăрт-кăрт туртрĕ.
Тиек калаçма чарăнчĕ те йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ. «Туйăнчĕ çеç», — шухăшларĕ ăшĕнче, малалла калама тытăнчĕ.
— Халĕ эпĕ нимĕнрен те хăрамастăп. Тухатмăшсене тытма шут пур-ха! — Пăркка еннелле пăхрĕ. — Мĕн тăвать вăл тухатмăш? Хăраман çынна çĕнтереймест вăл...
Матви Иванĕ татах кăрт-карт туртрĕ. Тиек Пăркка çине çилĕллĕн пăхрĕ: «Сан ĕçӳ ку, Пăркка, ан алхас!» — асăрхаттарчĕ вăл. Тĕк ларнă вăхăтрах тухатмăшран пуçне кам çапла тума пултарать?
— Мĕнле ман ĕç пулмалла? — хирĕçме тытăнчĕ Пăркка, — Эсĕ эрех ĕçмен-и? Мĕн лĕпĕртететĕн?
Матви Иванĕ Тиеке татах кăрт туртрĕ. Леш урса каяс патне çитрĕ.
— Пăркка, — терĕ вăл, чăмăрне кăтартса. — Кулма пăрах. Хальхи юмăçсене вырăна хуманнипе çилленетĕн-и? Вăйна кăтартас тетĕн-им? Тĕк лар. Ахаль те пĕтĕм ял эсĕ тухатмăш иккенне пĕлет!
Айăпсăр Пăркка кăшкăрашма тытăнчĕ, Тиеке темĕн те пĕр каласа тăкрĕ те тепĕр тĕле куçса ларасшăн ура çине тăчĕ. Акă вăл, пĕр утăм ярса пуссанах, лап тăсăлса ӳкрĕ. «Каравул!» — çухăрса ячĕ вăл.
Тиек те, хăйне уринчен сĕтĕрнине туйса, Пăрккаран аяккарах куçса ларас шухăшпа упаленме тытăнчĕ. Уринчен шавах темĕскерле вăй сĕтĕрет.
— Каравул! — кăшкăрать вăл та.
Çынсем çухăракансене сырса илчĕç. Çав вăхăтра Иван упаленсе пырса вăрттăн Пăрккапа Тиек урисене салтса ячĕ, аслашшĕпе асламăшĕ хушшине кайса пытанчĕ.
— Ĕмĕртĕ, сахал мар пурăнсан та, паянхи пек çын умĕнчех тухатмăшсем çапла хăтланнине курманччĕ! — терĕ Тиек, Пăркка еннелле пăхса.
Хĕвел тухас умĕн. Пурте ура çинче. Çамрăксем вăйă калама пăрахнă. Калаçу сӳнчĕ. Ăмăртланса кĕрешекенсем те ыттисемпе хутшăннă. Шăхран халăх умне тухса тăчĕ, аллисене хĕвел еннĕлле тăсрĕ, чӳк кĕллине юрласа ячĕ. Йăла тăрăх, пĕчченех тăсать вăл кĕллине, ыттисем хытса кайса тăнлаççĕ. Иван учӳкре пирвайхи хут мар, анчах паян та, иртнĕ учӳксенчи пекех, чĕтретсе ячĕ. Темĕскерле çав тери пысăк вăй пур пек туйăнса кайрĕ. Кашни çыннăн пурнăçĕ çавăнтан килет: çуралать, вилет. Баратынский чăваш учӳкне вырăна хумасть, чиркĕве хирĕç пыракансем çеç хисеплеççĕ ăна, тет. Çакăнта килсе куринччĕ!
Йăкăнат юман евĕр тĕреклĕ тăракан учӳк пуçлăхĕ çинчен куçне илмест, нимĕнрен те хăраман Матви Иванĕ те кулма пăрахрĕ, Тиекпе Пăркка куçне тĕл пулсанах, çăварне хупласа, урăх еннелле пуçне пăрать.
Ирхи сывлăшра Шăхран сасси янăрать:
Эй, турă! Эсĕ хăвăн меслетӳпе
Пар пире канăçлăх, вăй-хăват та пар,
Тырра-пулла ӳстерекен ăшă çумăр пар!
Халăхпа çавăншăн хисеплесе,
Сана вăкăр пусса учӳк тăватпăр!..
Нумай сăмахлă учӳк кĕлли. Иван вĕсене астуса юлма тăрăшать. Кашни кĕлĕ хыççăн халăх чӳк вăкăрне асăнса макăрса юрлать:
Шурăмпуç шуралса килет,
Санăн сассуна илтес çук.
Хĕвел хĕрелсе тухать,
Санăн сассуна илтес çук!..
Учӳк хыççăн виçĕ тус килĕсене пĕрле таврăнаççĕ. Тул çутăлса çитнĕ, сывлăм ӳкнĕ. Çĕрĕпе çывăрман хыççăн халтан кайнипе Иван килне çитсенех кайса ӳксе çывăрса каймалла, халĕ çăварне уçасси те килмест.
— Çумăр чăнах пулĕ-ши учӳк хыççăн? — ыйту пачĕ тусĕсене Йăкăнат.
— Пулать! — ĕнентерӳллĕ каларĕ Матви Иванĕ.
Учӳке вырăна хумастăн, хăв çав вăхăтрах чӳк вăйне ĕненетĕн, — хулпуççийĕсене сиктеркелесе илчĕ Йăкăнат.
— Эпĕ учӳк вăйне ĕненместĕп, Шăхран старике ĕненетĕп! — хуравларĕ Матви Иванĕ. — Вăл çумăр пулассине пĕлсен çеç учӳк кунне палăртать.
— Эх, ачасем, ачасем, намăса кĕртрĕр мана! — тарăхса каларĕ хуса çитнĕ Тиек.
— Чапа тухрăн, Тиек тете! — кулмасăр каларĕ Иван.
— Çын кулли турăр!
— Эсĕ юриех халăха култарасшăн пулса çапла хăтлантăн вĕт! — ĕненнĕ пек туса каларĕ Йăкăнат. — Чăн-чăн артист эсĕ!
— Чăн-чăн артист. Эпĕ сана, Тиек тете, çапла пултарать тесе шухăшламан та, — мухтарĕ Матви Иванĕ. — Хăята пыракан балаган артисчĕсенчен те ирттертĕн эсĕ.
Тиек ачасем çине пăхрĕ. Пĕри те кулмасть. Шӳтлемеççĕ.
— Аван тухрĕ, эппин? — ыйтрĕ ачасенчен.
— Аван, аван, — терĕç харăс ачасем.
— Савăнтартăр мана, ачасем! — уçăлса кайрĕ Тиек. — Эпĕ тытăнсан артистах тухма пултаратăп!
Тиек пуçне çĕклерĕ. Пурте хăй çине кăмăлласа пăхнăн туйăнать ăна. Пĕлме çук, ачасем каланине пĕтĕмпех ĕненчĕ-тĕр.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...