Кушкă ачи :: Çын вăл — юрласа пĕтмен юрă
— Эсĕ, Ваня, пире ан ман. Эпир — вырăссем, эсĕ — Кушкă чăвашĕ, анчах темшĕн сана эпир пурсăмăр та юратрăмăр. Мĕнле чĕлхепе калаçсан та, çын чĕри пĕрех-тĕр çав. Хамăртан уйăрас килмест сана, Ваня!
Иван чĕререн тав турĕ. Вăл никама та манас çук, нихăçан та, нихăçан та!
Шăнкăравсем янăраса çитрĕç. Лав чарăнни илтĕнчĕ. Баратынский килчĕ. Хура ряса тăхăннă, кăкăрĕ çинче пысăк кĕмĕл хĕрес. Пурне те пиллерĕ, ырă ир сунчĕ.
— Аван-и, Григорий Пахомыч? — алă пачĕ Пахомова.
— Чиперех-ха. Хăвăр мĕнле, Алексей Иваныч?
— Турă пулăшнипе сывлăхсем пыраççĕ-ха, анчах канăçлăх сук, — тарăхнине палăртрĕ Баратынский. — Акă, ачасене мишавай шкулне леçмелле.
— Саншăн вăл телей, пачăшкă, Чĕмпĕре кайса куратăн, тата хысна укçипе, — тĕртрĕ Гаврил.
Баратынский хирĕçмерĕ, кулса илчĕ, килĕшрĕ:
— Тĕрĕс каларăн, Гаврил Иваныч. Пире тĕртсе каламасн, эпир кăмпалансах каймалла... Ну, юрĕ, калаçни çитĕ, майлашăр, — асăрхаттарчĕ вăл. — Един свят, един господь, Иисус Христос, во славу бога отца, аминь! Иван Яковлев, майлан. Кĕтсе тăма вăхăт çук. Шурăмпуç килет. Паян Чĕмпĕре çитмелле. Çывăх çул мар, çитмĕл çухрăма яхăн. Григорий Пахомыч, халăх йăлипе мăнукна пилле.
— Эпĕ ăна пиллерĕм, Алексей Иваныч.
— Турра ан мантăр! — терĕ Баратынский.
— Илтетĕн-и, Иван? — лăпкăн ыйтрĕ Пахомов.
— Илтетĕп, асатте, — Иван аслашшĕне чун хавалĕпе ыталарĕ.
Семен Рубцов чупса çитрĕ, хыпăнса ӳкнĕ, Ваньăна ясатма килнĕ пулать.
— Ăсат, ăсат, ывăлăм, — хирĕç мар пулчĕ пуп.
— Ваня, сан умăнта çылăхлă эпĕ, каçар, — тархасларĕ Семен Рубцов.
— Ун çинчен калаçмасан та пымалла.. Хут ярса тăр, Сема.
— Çырăп, çырăп. Ваня, ху çырса тăр тата, — хĕпĕртерĕ Семен Рубцов.
— Тăвансем, уйрăласси йывăр вăл, анчах мĕн тăвăн, уйрăлма тиеет, — татах асăрхаттарчĕ Баратынский. — Ачасене паян мишавайсен шкулне çитермелле. Сывпуллашăр та, вĕçтерер часрах.
Матви Иванĕ Иван япалисене лав чарăннă еннелле леçрĕ. Пахомов мăнукне ыталарĕ, уйрăлма питĕ хĕн ăна. Пуçĕнче тĕрлĕ шухăшсем çунаççĕ-тĕр. Ивана та уйрăлма питĕ хĕн, Кушка урăх таврăнассăн туйăнмасть ăна, куççулĕ шапăртатса анчĕ. Аслашшĕ чĕтрекен сассипе çапла каларĕ:
— Сыв пул, Иван, ан ман пире!
— Сыв пул, шăллăм, ан ман пире! — Ивана ыталарĕ Наçтаç.
— Ну, тусăм, ан ман пире. Çĕнĕ халапсем нумайтарах пухма тăрăш. Канаш панăшăн тавтапуç! — Наçтаç еннелле пăхса илчĕ Матви Иванĕ.
Мушкеев Ивана тăванесемпе сывпуллашма чăрмантармарĕ, унтан ăна ыталаса çапла каларĕ:
— Ваня, эсĕ маншăн тăван ывăл пекех. Сыв пул. Ан ман пире. Телейлĕ пул, Кушкă ачи!
Иван пуринпе те сывпуллашрĕ. Шăпăртатса юхать куççулĕ. Баратынский хыçĕнчен ĕсĕкле-ĕсĕкле утрĕ вăл. Унччен те пулмарĕ — Пăркка сиксе тухрĕ. Сурпанĕ саланса кайнă.
— Ха-ха-ха! Çул памастăп сана, Иван! Çул памастăп! — çухăрать вăл. — Аслаçушăн тавăратăп. Маншăн пулмасан, уншăн та ан пултăр! Мур шăтăкне анса кай! Тьху, тьху, тьху! — сурать Пăркка тухатса.
Ĕненет-ши çав хĕрарăм тухатăва? Кам пĕлет! Çынсен сехрине хăпартни те ун чĕрине лăплантарать пулĕ.
— Ха-ха-ха! — ирĕксĕррĕн кулать Пăркка Кĕркури умĕнче. — Сана та мар, мана та мар!
— Брысь, тухатмăш! — хăваларĕ Пăрккана Мушкеев. Леш, лăпчăнса, йывăçсем хушшинче çухалчĕ.
Ямшăк шăхăрса ячĕ, шăнкăравсем янăрани, ураписем кăлтăртатнă сасă ирхи тӳлек сывлăшра ерипен сӳнчĕ.
Нумайччен тăчĕç вырăнтан сикмесĕр ăсатакансем, нумайччен аллисемпе сулларĕç. Юта тухса кайрĕ Иван. Çуначĕ ӳссе çитĕнмесĕрех йăвинчен тухса ӳкнĕ чĕпĕ пулмĕ-ши?!
— Ачан пуласси пысăк! — ĕнентерсе каларĕ Мушкеев.
— Çын вăл юрласа пĕтмен юрă, вĕçĕ мĕнле пуласси курăнмасть! — терĕ Пахомов, суккăр куçĕнчен йăрăлтатса анакан куççульне типĕтсе.
Тĕнче çынсен чĕрине явăнакан йывăр шухăшсене пăхмасть. Уçă хĕвел тап-таса тӳпене тухрĕ. Ыйхăран вăраннă кайăксем сиксе кайса юрлаççĕ...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...