Кĕпер :: Шăматкунччен эрнекун пулать
Трашук — Çăпата Михалин пĕртен-пĕр ывăлĕ. Унăн пиччĕшĕ-аккăшĕсем те, шăллĕ-йăмăкĕсем те пулнă, анчах нумай пурăнайман вĕсем: хăшĕ чирпе пĕчĕккĕ чухнех вилнĕ, хăшĕ — выçлăх çулсенче, чылай пысăклансан. Çăпата Михалипе унăн карчăкĕ самаях ватăла пуçланă ĕнтĕ, урăх ача тăвасси çинчен шухăшламан, çавăнпа вĕсем Трашука ачаш пăхса ӳстернĕ. Çапах ачи ачашланса, пăсăлса кайман. Кăмăлпа йăвашскер, урамра ытлашши нумай чупса çӳремен вăл. Шкула кайиччен юмах-халап юратнă. Кăшт вулама вĕренсенех, кĕнекерен хăпа пĕлмен. Вара Çăпата Михали, Ятрус учительпе Мăрзабай сăмахне итлесе, хăйĕн пĕртен-пĕр ачине малалла вĕрентес тенĕ. Çын пултăр, ашше пек, ĕмĕрне çăпата туса ан ирттертĕр.
Чухăн çемьĕре пĕртен-пĕр ача та ытлашши ачашланса пăсăлса каяймасть çав. Тĕрлĕ ĕç тума тиветех. Çын ĕçне те ашшĕпе пĕрле ĕçлесе курнă Трашук. Пурпĕр йывăр ĕçех тăратман ăна ашшĕ. Ялти ачасем вунтăваттăра та утă çулаççĕ. Трашук та çава тытса сулкаларĕ те, ашшĕ чарчĕ:
— Хресчен ĕçне вĕренме ăсах кирлĕ мар. Елкĕрĕн-ха, нуша кйлсен. Халĕ, эп пур чух, хăвăн ĕçне лайăхрах вĕрен. Тăватă хырăма тăрантармалăх вăйăм пур-ха. Эс вĕренсе тухсан, пирĕн пурнăç та кăшт çăмăлланĕ. Пире, тĕттĕм тăванусене, манмăн-ха теп. Е манăн та-и? — Юлашки сăмахне куçне вылятса каларĕ ашшĕ.
— Пирвайхи шалу укçипех лаша илсе парăп сана, — ырă кăмăлпа çунатланчĕ ывăлĕ.
Ашшĕ ăшри ăшă куллине сухалпа витрĕ, ывăлне кă-тартмарĕ. Вăл ывăлĕ Куçминккаран вĕренсе тухичченех укçа çитерсе лаша туянма ĕмĕтленет иккен.
Трашук вĕренме хастар. Тăнлă ача, лайăх вĕренет. Шкулта мĕн вĕрентни сахал уншăн, çавăнпа вăл кашни кун тенĕ пекех библиотекăна чупать. Тĕнче хĕрри уншăн куллен-кун сарăлса пырать. Пĕлĕтри çăлтăрсем çине те ача урăх куçпа пăха пуçларĕ ĕнтĕ, çĕр çинчи пурнăçа та лайăхрах сăнакан пулчĕ. Вуланăçемĕн пуçра çĕнĕрен çĕнĕ шухăшсем тапранаççĕ, чуна кансĕрлеççĕ.
Турă пур-и, çук-и? Хăçантанпа çак шухăш ăса пăтратать! Малтанах тĕнче йĕркеллĕччĕ. Çӳлте — турă, çĕр çинче патша этем пурнăçне тытса тăнă. Мĕн пĕчĕкренех илтнĕ Трашук: «Эй, турăçăм, пӳлĕхçĕм!» «Пурăннă, тет, пĕр патша», — тесе юмах пуçланă çынсем. Халĕ ак патшасăр пурнăç пуçланчĕ. Патшасăр пурăнма пулать пулсан, турăсăр та пурăнма юрать мар-и? Турри те тата миçе-ха вăл? Вырăсăн — пĕр турă, тутар-пушкăртăн — пĕр турă, Чăвашăн — икĕ турă е ытларах та...
Пĕррехинче Трашук ашшĕпе пĕрле мунча кĕнĕ чух сăмах хускатрĕ: «Атте, тамăкра мунча чулĕ çинчи пек вĕри, теççĕ. Ма вара çынсем тамăкран хăрамаççĕ?» Ашшĕ: «Пĕлместĕп, ачам. Турă тамăкĕнче никам та пулса курман, çавăнпа пуль», — терĕ.
Кайран, мунчаран тухса чей ĕçме ларсан, ашшĕ ывăлĕпе юлташпа калаçнă пекех калаçрĕ:
— Леш тĕнчере тамăкпа çăтмах пуррипе çуккине никам та пĕлмест. Аслă çынçем турра ĕненмеççĕ. Вĕренсен-вĕренсен, кĕнĕке ытларах вуласан — хăвах пĕлекен пулăн. Ман пĕр çывăх юлташăм пурччĕ, Мăрзабай Павăлĕн шăллĕ — Тимуш. Çамрăк чух эпир унпа чиркĕве юрлама çӳреттĕмĕр. Вăл Куçминккари шкултан вĕренсе тухрĕ. Шутсăр нумай кĕнеке вулатчĕ. Ун пирки çынсем «кĕнеке вуласа ухмаха ернĕ» тесе калаçа пуçларĕç. Çав Тимуш мана самаях ăса кĕртсе хăварчĕ... Эс ăна пĕлместĕн. Вăл эс çураличченех халерă текен чирпе вилсе кайрĕ. «Тамăкĕ те, çăтмахĕ те çĕр çинче кăна. Туррипе шуйттанне этем хăй шухăшласа кăларнă, çуккă вĕсем, леш тĕнчи те çуккă», — тетчĕ вăл.
Ашшĕ çапла калаçнине Трашук кайран маннăччĕ. Халь, Ятрус учительпе калаçнă хыççăн, çавсене пĕтĕмпех аса илчĕ.
Темшĕн паян Трашукйн шухăшĕ пĕрмаях ашшĕ тавра çаврăна пуçларĕ. Вал яланах ĕçре. Çулла çын ĕçне тарă кĕрĕшсе ĕçлет, хĕлле çăпата туса пасарта сутать. Унăн ашшĕ айван ăслă çын мар иккен. Пĕлтĕр Трашук ашшĕне хĕвел ăшши çинчен, ют çĕршывсем çинчен, тинĕссем çинчен, мĕншĕн çĕр айĕнчен шыв палкаса тухни çинчен хăй мĕн пĕлнине каласа панăччĕ. Ашшĕ савăнсах итлесе ларчĕ. Кайран: «Вĕрен, ачам, лайăхрах вĕрен, тен, эсĕ те çут тĕнчен майне-шывне пĕлсе çитĕн», — терĕ.
Халь ĕнтĕ шăматкуна тем пек çунса кĕтет Трашук. Лашине те курас килет, паянхи лару-тăру пирки те ашшĕпе пĕрре-пĕрре ларсах тĕплĕн калаçасчĕ...
Трашук Куçминккари ĕçсене, улшăнусене сăна пуçларĕ.
Патша пуррипе çукки ял пурнăçĕнче сисĕнсех каймарĕ-ха. Вăрçă пĕтессе, мир пуласса кĕтсе илеймерĕ халăх. Хĕрарăмсем макăрса савăнни кăлăхах пулчĕ. Чиркӳре «Спаси, господи, люди твоя» юрланă чух халь патшана асăнас вырăнне «Победы христолюбивому воинству» тесе юрлаççĕ. Революци хыççăнхи мĕнпур улшăнăвĕ те çав кăна. Трашук хуçисем патшана сирпĕтнине сисмесĕрех юлчĕç тейĕн. Пĕр сăмахпа та асăнмарĕç.
Çĕнĕ пурнăç пуçланас пирки лавккаçăсем, мишавайсем, пуп таврашĕсем анчах калаçкалаççĕ.
Вася Черников, Трашук юлташĕ, — лавккаçă ывăлĕ. Вăл Трашука тĕрлĕ çĕнĕ хыпарсем каласа парать. Моле-бен тунă кун пуп ывăлĕ земскине хăй халăхран пытарнă, тет. Çĕрле хулана тарнă тесе халăх умĕнче суйса каланă пулать. Тарасси вăл чăнахах тарнă, анчах ун чухне мар, тепĕр каç. «Тарман пулсан та, ним те пулмастчĕ ăна, — тет Вася. — Халь ун ятне асăнакан та çук».
Учительсем пирки те пĕлет Вася. Вĕсем пурте эсерсем тет. Пĕр Екатерина Степановна кăна патшашăн куççуль тăкать. Ана ытти учительсем монархистка теççĕ. Вăл патша çемйин сăнĕсене арча тĕпнех пытарса хунă тет...
Вася тата Трашука хулари хайхи каччăн юлашки çырăвне вулаттарчĕ. Çырăвне хальхинче сăвăламасăрах. çырнă, юрату пирки асăнман та. «Прощай, Наташа! — тенĕ вăл хăйĕн кĕске çырăвĕнче. — В городе появились большевики — слуги антихриста и немецкие шпионы. Мы им объявили смертельную войну. Я достал револьвер. Возможно, когда ты будешь читать это письмо, я буду лежать пронзенный пулей врага. Война до победы! Да здравствует Временное правительство! Твой Виктор Половинкин».
— Ухмах вăл Половинкин, — терĕ Вася, — хушамачĕ тăрăх та, ахаль те унăн пуçĕнче чăннипех те çур ăс кăна. Маншăн мĕнле правительство пулсан та — çунса кайтăр вăл! Эпĕ никам майлă та хам ирĕкпе алла нăшал тытас çук.
Трашук кăшт урăхларах шухăшларĕ. Вăл малтанах Кăяш Тймккине аса илчĕ. Çавăн йышшисене большевик тесе чĕнеççĕ иккен. Кунта та хулари пек пулса кайсан, Трашук хăй кам майлă алла пăшал тытĕ-ши? Шухăшне юлташне пĕлтермерĕ Трашук.
...Эрнекун, уроксем пĕтсен, Трашук ачасемпе пĕрле урама тухрĕ. Асăрхарĕ: Санька юланутпа Куçминккана килнĕ. Чее Миття унпа калаçса тăрать. Санька Трашука асăрхасанах чĕнсе илчĕ. Анчах вăл çăвар уçиччен маларах Чее Миття хăйĕн усал чĕлхипе пакăлтатма та пуçларĕ:
— Чуп часрах килне. Аçу вилет вĕт. Вăл лаша вăр...
Санька ăна малалла калама памарĕ.
— Çук, вилмест пуль, — терĕ вăл, лешне пӳлсе. — Хытă чирленĕ аçу. Аннӳ сана часрах киле таврăнма хушрĕ.
Такам чукмарпа пуçран килсе çапнă пек туйăнчĕ Тра-шука.
Шалтикасра шăвăç витнĕ икĕ йывăç пӳрт хушшинче хытхура пусса кайнă пуш вырăн пур. Улт-çичĕ çул каярах çак вырăнта тата тепĕр пĕчĕк йывăç пӳрт ларнă — Тай-ман Сахарĕн пӳрчĕ. Хуçи пушкăрт енне Пасарлăяла пурăнма куçнă. Пӳртне куçарса ĕлкĕреймен, сутса та хăварман. Вăл кĕр еннелле пысăк пушар вăхăтĕнче çунса кайнă. Çурт вырăнĕ халĕ те çав Тайман Сахарĕн шутланать. Лайăх вырăн. Ана пĕр енче пурăнакан Мăрзабай та, тепĕр енче пурăнакан Хаяр Макар та йышăнма хатĕр. Анчăх хуçи çав сутса хăварман вырăна йышăнма никама та ирĕк паман. Малтанах хам калле таврăнатăп тенĕ, каярах, пушă вырăн пуш-пушах ан вырттăр тесе, унта Çăпата Михалине куçса ларма хушнă. Михаля — Сахарăн çывăх хурăнташĕ, мăнаккăшĕн ывăлĕ. Çĕнĕ хуçа пӳрт туса лартма хал çитереймен. Çĕр чавса каллех çĕрпӳрт тунă та халĕ те çав çĕрпӳртре, икĕ пуян хушшинче, пурăнать. Кунта пӳрт пуррине, çын пурăннине, пĕрре пăхса асăрхаймастăн та. Çавăнпа икĕ чаплă çурт хушши халĕ те пушă выран пек курăнать.
Трашук ашшĕне çынсем куçранах Çăпата Михали теççĕ. Уншăн кӳренмест вăл. Мĕншĕн кӳренес? Хăй чăнахах çăпата тума ăста çын. Çăпата хуçма Михаля пĕчĕкренех ашшĕнчен вĕреннĕ.
Ялта çăпата тума пĕлмен çын пулман та пуль. Кашни çук çын хăйен çемйи валли хăй çăпата тăвать. Анчах Михаля пек çăпата ăсти урăх çук. Тукмак пуçлă чăваш çăпатине те вăл тĕрлĕрен тĕрлĕ хуçма пĕлет: арçын çăпати, хĕрарăм çăпати, хĕр çăпати. Пасар валли Михаля ытларах лаптак та çавра пуçлă вырăс çăпати е çавнашкалрах мăкшă çăпати тăвать.
Анчах çăпата хуçсах укçа нумай тăваймăн. Михалян пĕр ят çĕр пур. Лаши çук, ĕмĕр пулман. Пĕр ят çĕрне ĕçлесе тăма çулла пĕр-пĕр пуянран лаша илет вăл. Вара лаша панăшăн çав пуян ăна çăвĕпех хăйĕн ĕçне тутарать.
Çапла тертленсе пурăннă Трашук ашшĕ.
Этем шутне кĕрес тесен, ике пысăк ĕç тумалла-ха Михалян. Малтанах лаша туянмалла. Лаша туянсан, тепĕр ĕçне те тума пулать вара: çак чаплă вырăнта тăм пӳрт те пулин туса лартасчĕ, çĕр айĕнчен тухасчĕ. Трашук кĕçех шкул пĕтерсе çемьене пулăшакан пулать. Михаляшăн та савăнăçлăрах кунсем çывхараççĕ.
Ак халĕ Ятрус Хрулкки пулăшнипе хулара лайăх ула кĕсре туянчĕ вăл. Ывăлне те савăнтарас тесе, шăматкун çитессе ăшталанса кĕтет. Тата ик-виç кунтан кĕтсе илетех ĕнтĕ Трашука. Анчах этем ĕмĕрĕ пĕр кун тăршшĕнчех вĕçне çитме пултарать....
Лешекки пуянĕ Медведев çулленех Михаляна хăйĕн тарçисем валли çăпата тума хушать. Ку таранччен пĕр çĕклем çăпатине Михаля çуранах йăтса танккатчĕ. Халь лашапах (хăйĕн лашипе) леçсе пама пулать ĕнтĕ.
Кĕçнерникун Михаля ула кĕсрине утланчĕ те (хыçсăр çунине туса пĕтермен-ха), çăпата çыххине лаша урлă çакса, юланутпа Тук урлă юрттарчĕ.
Медведев çурчĕ пек чаплă çурт ялта çук. Пĕренерен тунă сакăр кĕтеслĕ пӳртне вăл вак хăма çапнă та симĕс сăрăпа сăрланă. Юнашарах — тепĕр сăрланă пӳрт. Хуçи чи пуяннисенчен кая юласшăн мар иккен: пӳрт пĕренисене хăма çапмасăрах сăрланă... Кунта ял старости Фальшин Никон Иванович пурăнать. Чулçырма чăвашĕсемшĕн те староста çавах.
Пирĕн Михаля икĕ сăрланă пӳрт тĕлне çитсе чарăнчĕ. Лашине юпа çӳмне кăкарчĕ те, çăпатисене йăтса, Медведев килкартине кĕрсе кайрĕ.
Усал шăпа илсе килчĕ кунта паян Михаляна. Ял старости çав вăхăтра килте ют ял çыннипе сĕтел хушшинче эрех ĕçсе ларнă. Ансăртран тенĕ пек çеç вăл чӳречерен çаврăнса пăхнă та ула кĕсрене курах кайнă. Темшĕн (ытлашши сыпнăран пуль) хăнине тăрăхларах каланă вăл:
— Эс, ача, ула лаша çухалчĕ терĕн. Ак сан ула лашу хăех сана шыраса килнĕ кунта.
Хăни те чӳречерен пырса пăхнă, савăнтах савăннă пек пулса çухăрнă:
— Тупата туршăн, ман ула лаша ку!
Вара икĕ вырăс урама тухнă. Лашине çывăхра курсан, Фальшин хăнине пӳрнепе юнаса каланă:
— Эс, шельма, хусах лаша темерĕн-и? Ку, ула пулсан та, кĕсре-ха.
— Маннă эс, Никон Иванович, — тет чикан сăнлă хăни, хура куçĕсене ялтăртаттарса, — ĕçнипе пуçу пăтранса кайнă. Ман ула кĕсре ку. Тепре каласан, хусах-и, кĕсре-и, — саншăн пурĕ пĕр мар-и! Вун тенкĕ кĕсйӳне çĕтмест. Сахал тесен, лаша хакне çурмалла тăвăпăр.
— Ан васка-ха пайлама. Хуçине курар малтан, — тет Фальшин. — Медведев патне çӳрекен çынна труках лаша вăрри тăваймăн.
Çав вăхăтра Михаля, ĕçне пĕтерсе, урама тухать. Старостăпа чикан сăнлă çын лаша умĕнче ал сулкалашса тăнине курах каять вăл.
— Кам лашине утланса килтĕн, Сибада Михайло? — ыйтать чăвашран староста — Эсĕ ĕмĕрнех лашасăр çын вĕт.
— Лашасăрччĕ, халь лашаллă. Пĕркун хулара сутăн илтĕм, — тет Михаля. Хăй, çав вăхăтрах чĕлпĕрне салтса, лаша çине утланма пăхать. Ют çын старостăна айăкран кăлт тĕртнине курмасть вăл.
— Чим-ха, лашуна çавăтса килкартине кĕр-ха, калаçмалли пур, — тет ял старости.
Пурте Фальшин килкартине кĕрсе каяççĕ. Унта хуçи труках сассине улăштарать:
— Кала тӳрех, ăçтан вăрласа килтĕн лашуна? Ак, хуçи тупăнчĕ. Ан тун, лаша вăрри! Тунмасан, сана нимĕскер те тумăпăр. Тунма тытăнсан, халех тĕрмене ăсатăп, — юнаса кăшкăрать староста.
Михаля, сăмах чĕнмесĕр, куçне чакăртса пăхса тăрать. Ак тамаша! Лашана туртса илесшĕн вĕт кусем! Леш чиканĕ лаша чĕлпĕрне ярса тытрĕ, лашине хăй еннелле туртать. Тĕлĕнсе хытса кайнипе чĕлпĕрне алăран ячĕ чăваш. Çав вахăтрах хăйне таçтан вăй килсе кĕчĕ. «Памастăп лашана! Хулара сутăн илтĕм!» — кăшкăрать Михаля, хăй каллех лаша патне ыткăнать. Фальшин лашапа Михаля хушшине сиксе тăрать те Михаляна çухаран ярса тытать, пĕтĕм вăйпа чышса месерле сирпĕнтерет. Çав вăхăтра хапха умне такам лашапа пырса çитет...
Кĕçнерникун каç еннелле ялта сăмах сарăлчĕ: Çăпата Михали начар, вилет пулмалла. Аран лаша туяннăччĕ, мĕскĕн, — лашине туртса илнĕ. Таçтан такам вăрлана лаша пулнă, теççĕ. Хăйне, кăмăлĕ сасартăк хуçăлса ӳкнипе, тытамак тытнă, тет; ӳкнĕ чух ĕнсипе каска тĕлне пулнă, тет.
Çĕрĕпех тăна кĕмерĕ Михаля. Çĕрĕпе тенĕ пекех Мăрзабай та çĕрпӳртрен туха пĕлмерĕ. Хăйĕн «çиçĕм» лампине илсе килме хушрĕ вăл. Тĕлĕнеççĕ çынсем: ятлă çын Мăрзабай çĕр айĕнче пурăнакан çынсем патне ку таранччен пĕрре те кĕрсе курманччĕ, халь, авă, хăйĕн тăванĕ вилме хатĕрленнĕ пек, çĕрпӳртрен туха пĕлмест.
Михаля куçне уçмасть, вăхăтран вăхăта йынăшкалать çеç. Хăй сывлать-ха. Тăна кĕрсен, Мăрзабай Михаляран ыйтса пĕлĕччĕ. Аташса калаçма пуçласан та, мĕн те пулин ăнланма пулĕччĕ, анчах тăна та кĕмест, аташса та пулин калаçмасть.
Укĕнет Михаляна Лешеккинчен турттарса килнĕ Мăрзабай: «Ма сăмах хушма васкарăм-ши?» — тет вăл.
— Тем пулчĕ ку чăваша. Лашине çак çын палласа илнĕ хыççăн чипер тăнă çĕртех месерле кайса ӳкрĕ, — терĕ Фальшинĕ.
Мăрзабайăн, ĕненмен çын пек пулса, вырăса куçран чăр-чăр пăхмаллаччĕ, çавăн пек тусан, тен, тĕрĕссипе каласа панă пулĕччĕ лешĕ. Çук, апла пулмарĕ çав. Сăлтавне кĕтмен çĕртенех Мăрзабай хăй тупса хучĕ: «Вăл çамрăк чухне тытамак чирĕпе аптратчĕ. Çав чирпе каллех вĕрĕлсе ӳкнĕ пуль», — тесе хучĕ. Халь акă лар ĕнтĕ кунта пуçа çĕмĕрсе.
«Лашине туртса илесшĕн юриех вĕлермерĕç-ши çынна? Апла, çын айăпне хупларăм пулать вĕт эпĕ! Халь мĕн тăвас ĕнтĕ? Фальшинне шанма çук. Çавăн евĕрлĕрех ирсĕр ĕç унччен те пулнăччĕ вĕт. Ун чух ĕçĕ пысăк инкексĕрех иртсе кайрĕ. Халь ак... Хăни те çавнашкалах усал çын пуль. Влаçсене систермелле-и? Элек çеç пулса тăрсан? Влаçсене! Влаçĕсем те çук-ха. Земски тарнă, теççĕ. При-ставĕ те хулана кайнă та халĕ те таврăнман терĕç. Хăй тăна кĕрсен, каласа парĕччĕ... Тăна кĕмесĕрех вилсе кайĕ-ши вара? Тытамак чирĕпе аптраса ӳкнĕ тесе хамах сăмах сартăм-çке капла... Ывăлне тата мĕн калăп?»
Çакăн пек шухăшсемпе тарăхса ларать старшина пулса курнă çын вилес пек выртакан Михаля умĕнче.
Ирхине мĕскĕн тăна кĕрес пек пулчĕ те, Мăрзабай хăвăртрах унпа калаçма васкарĕ.
— Михаля, итле-ха... Трашука мĕн калас? Ывăлна мĕн пулнине тĕрĕссипе пĕлтерес пулать. Трашука... Трашука мĕн калăпăр? — çине-çине-çак сăмахсемпе хупăрларĕ Мăрзабай тăнсăр çынна.
Куçне уçмасăрах сăмах хушнă пек пулчĕ Михаля:
— Хăех-хăех... — Унтан уççăнах каларĕ: — Трашук ула кĕсре утланчĕ... Хапха урлă вĕçтерчĕ...
Аташать иккен. «Хăех» тени мĕне пĕлтерет.тата? «Хăех пĕлет е хăех пурнăçне майлаштарĕ», — тесе каласшăн-ши? Çавăнтах хыпăнса ӳкрĕ Мăрзабай: «Трашука Куç-минккаран хăвăртрах чĕнтерес. Мĕншĕн çак шухăш малтанах пуçа килсе кĕмерĕ-ши?»
Мăрзабай Сăпание чĕнсе илчĕ.
— Санька Куçминккана юланутпа кайрĕ. Унран каласа ятăм, халех киле таврăнма хушрăм, — терĕ Сăпани.
— Çавраçил вăл, Санька. Хăйĕн хыçне.лаша çине лартса килес çук вăл Трашука, — терĕ Мăрзабай. — Чуп-ха пирĕн пата. Хамăн лашана кӳлсе кама та пулин Трашука хирĕç ăсатчăр. Хăй çапла хушрĕ те.
Çакăн хыççăн Мăрзабай кăшт лăпланчĕ — çапах та пĕр ырă ĕç тунă пек туйăнчĕ ăна. Хăй вара Михаляран тăнлă сăмах илтессе шанма çаплах пăрахман-ха, кĕтсех ларать. Ларсан-ларсан, чирлĕ çынпа калаçма тытăнать, пĕрмаях Трашук ятне асăнать.
Çук, урăх сăмах чĕнмерĕ Михаля. «Хапха урлă вĕçтерчĕ» тени унăн юлашки сăмахĕ пулчĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...