Кĕпер :: Марзабай хăни
Трашук сăрт çине ĕселеннĕ вăхăтра Мăрзабай хапхи умне юланутлă çын пырса чарăнчĕ. Хуçа чӳречерен пăхрĕ те пăлханса ӳкрĕ:
«Ах, турăçăм, Белянкин! Çул ӳкичченех юланутпа мĕн шыраса çӳрет-ши ку вырăс шуйттанĕ? Çул майăн çеç килсе çакланчĕ пулсан, пырĕччĕ. Юри ман пата çӳллĕ кĕпер урлă каçса, çирĕм çухрăмлă тавра çулпа килчĕ пулсан, ырра мар вара. Вулăсри эсерсен çулпуçĕ вырăнне хурать-ха хăйне хăй. Асăрхан, Мăрзабай, хăлхуна тăрат, чĕлхӳне çырт, яка калаçакан чее вырăсран чылай чеерех пулма тăрăш».
Тарăн шухăшлă Мăрзабай хуçалăхшăи пăшăрханнипе кăна мар старшинаран тухма васкарĕ: тăхăрçĕр пиллĕкмĕш çулхи пăлханусем асран каймаççĕ. Яппун варçи хыççăн иуçланчĕç вĕсем. Хальхи вăрçă темиçе хут вăйлăрах, хăрушăрах. Халăх та темиçе хут вăйлăрах пăлханма пуçлĕ. Ун пек самана пуçлансан, влаçсенчен те пăрăн, тĕрлĕ революционерсемпе те ан çыхлан. Мĕн шухăшлани пулчех вĕт. Февральти пăлхану патшана сирпĕтрĕ. Ун хыççăн, ак, пăлхавĕ пĕтме мар, сарăлсах пырать. Хăй ĕçрен вăхăтлă тухнăшăн хытă савăнчĕ старшина пулнă çын. Куçминккари тусĕсенчен пăрăнас терĕ вăл, çавăнпа юлашки вăхăтра пасара çӳреме те пăрахрĕ. Анчах «тусĕсем» ăна манасшăн мар иккен. «Белянкин хапха умне килсе тăни ырра марах. Юрĕ-ха. Ĕçтерес ăна хытăрах, ӳсĕртес. Политика пирки ытлашши калаçма асăрхантăр тесе, сĕтел хушшине тата тепĕр çын лартас...»
Çак шухăшсем Мăрзабай пуçĕнче, вăл хăнана палланă хыççăн, çиçĕм пек çиçсе илчĕç.
— Сăмавар ларт, çăмарта, шăрттан ăшала, тăварланă хăяр-купăста хатĕрле, — хушрĕ вăл арăмне, хăй хăнана хапха уçса кĕртме, «вашаватлă» кĕтсе илме васкарĕ.
Хăна килчĕ-тĕк, сăй хатĕрлесех пулать ĕнтĕ. Мĕн тумаллине, кама мĕнле сăйламаллине Укахви хăех пĕлет те, упăшкин сăмахĕ ăна пит тĕлĕнтерсе пăрахрĕ.
Хăнана шалти пӳлĕме ăсатнă хыççăн хуçа вăййа çӳреме пăрахнă хĕрĕ валли те ĕç тупрĕ:
— Трашука чĕнсе кил. Сăрт çине вăййа хăпарнă пуль. Вăл мана кирлĕ пулать. Эп ăна сĕтел хушшине чĕниччен кунта кĕтсе лартăр.
Амăшĕпе хĕрĕ, тĕлĕнсе, куçран куçа пăхса илчĕç. — Мыскараçă. Ухмаха ере пуçланă пуль аçу, — мăкартатрĕ Укахви, упăшки шала кĕрсен. — Тарçа сĕтел хушшине лартасшăн! Тăр-ухмах мар-и! Тимука чĕнтересчĕ иçмасса. Вăл хăть хурăнташ.
— Мĕн калаçан, анне. Тимук пичче вырăсла мар, чăвашла та калаçма пĕлмест. Трашук вырăсла кĕнеке вуланă пек калаçать, — сăмах хушрĕ Кулине.
— Хуп çăварна! — кăшкăрса пăрахрĕ амăшĕ. — Кай ĕнтĕ хушнă çĕре. Çул майăн инкӳне чĕн, иулăшма килтĕр.
Вырăс шурă пурçăн кĕпе тăхăннă, пилĕкне ансăр сăран пиçиххи çыхнă, уринче хром атă (калушне тулти пӳртре хывса хăварнă). Кĕрсенех вăл хура сукна пиншак аркисене сирсе, икĕ аллине те пиçиххипе кĕпе хушшине хĕстерчĕ, хуçа пек алăкăн-тĕпелĕп уткала пуçларĕ. Утнă çĕрте темшĕн кĕлеткине пĕр еннелле чалăштарать, çавна майăн çӳхе тути те темрен йĕрĕнсе чалăшнă пек курăнса илет. Çӳллĕ те типшĕмрехскер, çара янахлă, пĕчĕк уссиллĕ, çӳçне вирелле тураса янă мишавай каснă-лартнă вырăс интеллигенчĕ ĕнтĕ.
Хуçа, ăна хăнапа'таилаштарса пăхсан, сăн-сăпачĕпе те, кĕлеткипе те пачах урăхла çын. Лутрарах та кĕрнеклĕрехскер, вăл çӳçне вирелле яман, аялалла тураса йĕри-тавра пер пек кастарнă. Хура сухалĕ вара хăлха таранах, çапах ăна та вăл тирпейлĕ кастарать. Хăй уçă кăмăллă çын пек курăнать. Чеелĕхĕ пулсан та ăна вăл куç тĕпне те сухал айне пытарма пĕлет.
Хăна уткаласа çӳренĕ вăхăтра хуçа та, хăнана чыс туса, кăшт тумланкаларĕ: кăвак кĕпи çинчен жилетка тăхăнчĕ, кĕмĕл вăчăраллă сехетне жилетка çухавинчен çаклатса, çӳлти пĕчĕк кĕсйине чикрĕ.
Салам сăмахĕсене иккĕш те килкартинчех каланăччĕ. Халĕ пĕри те сăмах пуçласшăн мар-ха.
Мăрзабай хăна еннелле куç айĕн пăхса илчĕ. «Мĕн тесен те хăвна ху улпут евĕрлĕрех тыткалатăн эс, ача. Елĕкрех Куçминккара йăваш çын пек курăнаттăнччĕ, çунатсăрччĕ. Халь, ав, çунаттусене епле сарса янă: те ăмăрткайăк, те кăркка эс. Мужиксĕр эсир те, çĕршывăн çĕнĕ хуçисем, пурнаймастăр. Ăхальтен килмерĕн пуль ĕнтĕ. Мĕн тӳрĕпе килнине ыйтмасăрах калăн-ха».
Хуçа шухăшне илтнĕ пекех вырăс ун умĕнче тап чарăнса тăчĕ.
— Ну, Павел Алексеевич, хальхи самана пирки мĕн шухăшлатăн, каласа пар, — терĕ вăл. — Кам эс? Монархист-и, кадет-и, революционер-и?
— Эпĕ кам-и? Пĕлетĕн, чăваш. Çĕр çынни. Мана патши те чăрмантармастчĕ. Тиркешсе тăма эп сан пек нумай вĕренмен, — терĕ Мăрзабай, кулкаласа.
— Çук ĕнтĕ, гражданин Мурзабаев, манпа капла юптарса ан калаç. Чăннипех калаçма вăхăт çитрĕ. Хула пăлханать, арми пăлханать, халăх пăлханать...
— Çавă çав, — терĕ хуçи, хăннне пӳлсе. — Ытла пăлханма юрататăр эсир, вырăссем. Тĕрĕссипе каласан, маншăн, чăвашшăн, лайăх йĕркесĕрлĕх вырăные луччă начарйĕркелĕх пултăр.
Вырăс каллех уткала пуçларĕ, хуçи сĕтел хушшине ларма сĕничченех урăх сăмах хушмарĕ. Сĕтел хушшине ларсан тин вăл куçне хаваслăраххăн вылятса илчĕ:
— Çуттине ăçтан тупрăн тата?
— Ху вĕретмесен, ăçтан тупăн ăпа?
— Вот, чăваш тетĕн, — кулса каларĕ хăна, — чăваш çĕр çынни тесе мĕскĕнленсе ларатăн. Чăвашĕ вырăсран та чеерех. Çавна вĕретме те вырăссем чăвашранах вĕреннĕ. Çапла мар-и?
— Çук, Çĕпĕртен кнлнĕ япала вăл. Çĕпĕр вырăсĕсем малтан тырă çĕртме вĕреннĕ.
— Ан калаç. Çĕпĕрте чăваш та сахал мар. Чăваш — вăрман халăхĕ вăл. Иеркелĕхе юрататăп тетĕн. Эсир, чăвашсем, ĕмĕрнех влаçсенчеп вăрманта пытанса пурăннă. Ав, кунта та эсир вăрман çумнех килсе ларнă, вырăссем — çеçенхирте.
Мăрзабай хăнине черкке тыттарса кулса каларĕ:
— Атя-ха, пирвайхине çапах та тĕреклĕ влаçшăн, йĕркелĕхшĕн сыпар.
— Атя, атя, — терĕ хăна, черкке тытса, — малтан сыпар, кайран çав тĕреклĕ влаçне тума пулăшар.
Сыпса çырткаланă хыççăн хăна хуçи куçĕнчен чăр-чăр пăхса илчĕ.
— Чăваш тетĕн. Ак, чăваш салтакĕсем яла таврăнсан, сана та тăн кĕрте пуçлĕç. Ху чăвашне те манса кайăн вара. Халь, Павел Алексеевич, халăх урăхла кĕпĕрлене пуçларĕ. Сăмахĕ те халь урăх. Вырăс, чăваш, пушкăрт сăмахсем вырăнне рабочи, буржуй, хресчен, салтак теççĕ. Çынна палăртма халь тата урăх сăмахсем те пур: монархист, кадет, эсер, анархист, социал-демократ...
Мăрзабай, аллине сулса, çинçе сасăпа ихĕрнĕ пек туса илчĕ.
— Эх, мĕн тĕрлĕ пăлхавçăсем шăтса тухнă тĕнчере. Турă çырлах! «Чăваш-йăваш» тенĕ пирĕн ваттисем. Сăпайлăн пурăнакан халăх. Пăлханмастпăр. Влаçран хăратпар эпĕр. Хăратпăр-тăк, пăхăнатпăр пулать вара. Ак халĕ те Вăхăтлăх правительствăна йышăнатпăр-çке. Урăх тата мĕн кирлĕ?
Вырăс куçне хĕсрĕ, пӳрнепе юнаса илчĕ.
— Ан алхас, Павел Алексеич! Ишь мĕнле сăмах тупса хутăн: «Чуваш-йываш». Пăхăнатпăр. Пăлханмастпăр... Атăл пăлхавçисем пирки нлтмен-и вара эс? Чăваш пăлхавçăсене ертсе пыраканни те тупăннăччĕ ун чух: Николаев-Хури. Ячĕ те унăн санăинн евĕрлĕрех. Эсир Мурзабаев тесе те, Николаев тесе те çырăнатăр.
Вырăс хăна килсен, хĕрарăмсем шалти пӳрте сĕтел çине апат-çимĕç лартма çеç кĕрсе тухаççĕ. Тулти пӳртре хуçа тата мĕн хушасса кĕтсе лараççĕ. Кулине Трашука ертсе килнĕ хыççăн Укахви чăтаймарĕ, ăш вăрканипе килтен тухса каяс терĕ, кинне хăй вырăнне юлма хушса хăварчĕ.
Инкĕшĕ тухнă хыççăн Пăлаки хăюланса Кулинене кăлт! тĕртрĕ те:
— Мĕн калаçаççĕ? Алăк патнерех пырса итле-ха, Мир пирки асăнмаççĕ-и?
— Эп итленинчен мĕн усси пулĕ. Кил-ха, Трашук, алăк патнерех, итле те пире каласа пар вара.
Трашук шалти алăк умне именчĕклĕн пырса тăчĕ. Пĕр-ик сăмахранах Белянкин сассине палларĕ вăл. Халь ĕнтĕ хĕрарăмсем хушнипе мар, хăех интересленсе, алăк çумне тачăрах çьшçăнчĕ. Вырăс сывлăш çавăрмасăр çаптарать:
— ...Чăваш тетĕн. Чăваш пирки, тен, эп санран та ытларах пĕлеп пуль. Пĕлессӳ килсен, тата тепĕр Николаев та пур. Ăна II Интернационалра та пĕлеççĕ. Итле, Павел Алексеевич, лайăх итле. Хăвăн сăмахна кайран калăн. Пирĕн те, социалист-революционерсен, лайăх пуçлăхсем пур. Хамăрăн кăна çирĕпрех пĕтĕçес пулать. Халь социал-демократсемпе те пĕрлешме май кнлет, анчах пуринпе те мар — меньшевиксемпе кăна. Вăхăтлăх правительствăна пĕтĕм халăх ячĕпе пулăшни кирлĕ. Итле тата малалла, Павел Алексеевич. Социал-демократсен сулахай çунатти пур. Вĕсене большевиксем теççĕ. Çавсем халăха пăтратаççĕ те ĕнтĕ, вăрçă кирлĕ мар тесе, миршĕн тăнă пек пулса, нимĕçсене пулăшаççĕ. Вĕсем пышлăн, пĕтĕм армие хăйсене май çавăрса яма тăрăшаççĕ. Вĕсем пирĕн хулара та пур, хулара мар, вулăсра та пур. Асту ман сăмаха: яла таврăнакан салтаксене сăна. Вĕсен хушшинче те большевиксем тупăнĕç. Çавсене хирĕç пĕтĕçес пулать. Халлĕхе вулăсри власть формп улшăнман-ха. Сана çĕнĕрен старшина тăвасшăн эпир. Пирĕн парти — хресченсеп партийĕ. Сан пек тĕреклĕ те авторитетлă çынсем ытларах кирлĕ пире. Пĕр учительсемпе кăна ĕç тăваймăн. Ахальтен мар эпĕ сан патна тавра çулпа, çӳллĕ кĕперпе Тук урлă каçса килтĕм. Шухăшла, Павел Алексеевич, шухăшла та килĕш.
Трашука хĕрарăмсем турткалаççĕ: «Пире те каласа пар ĕнтĕ». Леш, аллиие сулса: «Кайран», — терĕ çеç.
Мăрзабай сăмах хушмасăр шухăшлать-ха: «Усĕрĕлмест, шуйттан, хăйĕн пушăтне тиретех. Ничево. Усĕрĕлĕн-ха. Пушăт тирме сана эп урăх калăп тупса парăп».
Вырăс кăшт шарламасăр ларчĕ те хăйĕн шухăшне каласа пĕтересех терĕ пуль:
— Питĕрте большевиксем хальччен пуçсăрччĕ. Халь пуçĕ килсе çитнĕ. Ячĕ унăн Ленин. Илтнĕ-и эсĕ?
Мăрзабай, «çук, илтмен» тенĕ пек, пуçне сулкаларĕ.
— Çав ĕнтĕ уйрăм харпăрлăха пĕтересшĕн. Сан пек пуянрах пурăнаканнисене чухăнсемпе тан тăвасшăн. Халь пирĕннисем Ленин нимĕç шпионĕ тесе сăмах сараççĕ. Вăл чăнахах пломбăланă вагонра чикĕ урлă каçнă. Пирĕн те кунта большевиксем — Россия тăшманĕсем, нимĕç шпионĕсем тесе сăмах сарас пулать...
«Эснр мана çĕнĕрен старшина тăвас тетĕр иккен. Ман вара Куçмннккара нпхçан курман-илтмен Ленин пирки: «Вăл нимĕç шпионĕ!» — тесе кăшкăрмалла-и? Кĕтсех тăр! Кăшкăрма вăхăт çитсен, хамах мсн кăшкăрмаллине тупăп». Шухăшра çапла каларĕ те Мăрзабай нушанса çите пуçланă савăта тытса çавăркаларĕ, унтан арăмне кĕме кăшкăрчĕ.
Укахви вырăнне Пăлаки кĕчĕ.
— Инке таçта тухса кайрĕ. Мĕн кирлĕ? — терĕ вăл йăваш сасăпа. Хăй вырăс çине пăхса илме те именчĕ.
— Юрĕ. Укахвисĕрех тупăн. Лере унта, тулти пӳртри шкапра, кăмăшка тата пулмалла. Илсе кил. Трашука кала: кĕтĕр, хăйне хăй хăюллăрах тыткалатăр.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...