Кĕпер :: Туслăх
Рамаш Трашук патне хăнана килнĕренпе икĕ эрне çитрĕ ĕнтĕ. Кунсем çурхи шыв пек хăшĕ шăнкăртатса, хăшĕ лăпкăн юхса иртсе кайрĕç. Çанталăкĕ самаях савăнтарчĕ çак кунсенче. Аслати кĕрлекелерĕ, çумăр çукаларĕ, улăх чечекленчĕ, вăрман саркаланчĕ.
Икĕ тус таçта-таçта çитсе курчĕç: Тук тăрăх вăрманти сукмаксемпе тухăçалла та, анăçалла та çӳрерĕç, Чулçырма варĕпе çурçĕрелле Йĕнерлĕ ту патне çити кайса килчĕç. Кăнтăралла çеç çӳремен, вырăс енне каçса курман.
Шавлă та савăк кăмăллă çамрăк хăна сасси Мăрзабай килĕнче кăна мар, çĕрпӳртре те ян янрарĕ. Сăпанин пысăк хуйхăпа пĕркеленсе ларнă тĕксĕм сăнĕ якалма, çуталма пуçларĕ. Сӳнес патне çитнĕ пурнăçа та чĕртме пăхрĕ Рамаш. Вăл Трашукăн чĕмсĕрленнĕ асламашне кăмака çинчен антарчĕ, тула йăтса тухса, хĕвел ăшшине ешĕл курăк çине лартрĕ. Типĕтнĕ пулă пек хытса кайнă карчăка та чун кĕчĕ, ун шăлсăр тути-çăварĕ уçăлчĕ:
— Эй, ие путекки, намăшшăр, ан алхаш, — терĕ вăл, çурта пек сарăхса кайнă пӳрнипе Рамаша юнаса.
Трашукшăн Рамаш килнĕренпе çут тĕнчене чун кĕнĕ пек туйăнать. Тĕрĕссипе, Рамаш хăй те чĕрĕлсе кайрĕ тăван ялта, паян тин куç уçса илемлĕ çанталăка, кăмăллă çынсене курнă пек туйăнать ăна.
Ахăртнех, иккĕшĕн те пачах улшăнас вăхăт, каччă вăхăчĕ, çитрĕ пуль. Лере, Пасарлăялта, мар, кунта, Чулçырмара, тин тăруках мăнланнă-ши вара Рамаш?
Аплах мар ĕнтĕ. Рамаш ашшĕне вăрçа ăсатнă чух каланă сăмах тĕрĕсех. Çĕрĕ-çĕрĕпе «çиçĕм» лампа çутипе кĕнеке вулани харама кайман. Кăяш Тимккин вăрттăн вуламалли кĕнекисем уйрăмах шухăшлаттарнă ăна, ăстăнпа хăйĕн тантăшĕсенчен маларах çитĕнме пулăшнă. Майĕпен ун куçĕ уçăла пуçланă. Çут тĕнче те икĕ вĕçлĕ иккен: пĕр енче — «Пасар вĕçĕ», тепĕр енче — «Чăваш вĕçĕ»; пĕр вĕçре — пуянлăх, тепĕр вĕçре — чухăнлăх; пĕр вĕçре — усал, тепĕр вĕçре — ырă...
Тата çакна та асăрханă Рамаш: библиотекăран илсе вулакан кĕнекисенче, кашни кĕнекерех тенĕ пек, писательсем ытларах юратупа туслăх çинчен çыраççĕ. Çак икĕ туйăм пирки юлашки вăхăтра вăл час-часах шухăшла пуçларĕ. Туссем пур-ши ун? Çук мар. Анчах туслăх-и вăл! Кашни «туспах» ним мар çĕртен вăрçса кайма пулать.
Юрату тени мĕнле вара? Рамаш хăй кама та пулин юратса курнă-ши? Шухăшпа ку тĕле çитсен, сасăпах кулса ячĕ каччă. Хăйĕн пурнăçĕнче пулнă пĕр мыскараллă историе аса илчĕ. Унччен Рамаш хĕрачасене вăрçтарнă çеç. Хальхинче вăл кĕтмен-шухăшламан çĕртен çĕнĕ библиотекаршăна сасартăк юратса пăрахрĕ. Майра хĕрĕ çап-çамрăк пулин те, ăна Татьяна Николаевна тесе чĕнеççĕ. Анчах хальччен тутанса курман, чуна канăçсăрлантаракан туйăм вăраха пымарĕ.
Пĕррехинче кĕнеке илнĕ хыççăн Рамаш вырăнтан часах хускалаймарĕ, ун ури урайне çыпçăнса ларчĕ тейĕн. Çитĕнсе пыракан йĕкĕт хăй те сисрĕ-ха: хĕр умĕнче куç чакăртса тăни ырă мар. Çитменнине, юнашар тепĕр хĕр ларать, кунăн акамĕ пулас. Çапах Рамаш хăй ăссĕн вырăнтан хăпаймарĕ.
Татьяна Николаевна темшĕн хĕремесленсе кайрĕ те сивĕкрех сасăпа: «Эс мĕн кĕтсе тăратăн тата, чăваш ачи?
Пĕр-пĕр кирлĕ кĕнеке ятне мантăн-им?» — терĕ.
Рамаш тин тăна кĕрсе, пӳлĕмрен чупса тухрĕ. Çуллахи вăхăт. Пӳлĕм алăкĕ яр-уçăччĕ. Хыçра кулă чĕнкĕлтетрĕ.
Рамаш, хĕрсен куçне курăнми пулсан, чарăнса тăчĕ.
— Ак сан валли кавалер тупанчĕ те, Танюша, — илтĕн-чĕ пĕр сасă кулă витĕр. Унтан тепри:
— Ан та кала, Катюша. Иĕкĕт пулинччĕ хăть. Атту имшер те хăтсăр чăваш чĕппи. Каччăсем пĕлсен, кулма тытăнĕç тата.
Кӳреннинчен ытла çилленчĕ Рамаш. Тутлă туйăм çавăнтах сĕвĕрĕлсе кайрĕ. «Имшер те хăтсăр чăваш чĕппи кăтартăп эп сана, ĕмĕр манмăн», — çул тăршшĕпе çĕтĕлсе пычĕ вăл.
Кăтартасса ним те кăтартаймарĕ Рамаш Бабин купца хĕрне. Лешĕ Оренбургра вĕренет иккен. Çуллахи вăхăта каникула килнĕ-мĕн. Библиотекăра аппăш вырăнне пĕр уйăх ĕçлеме килĕшнĕ. Çавна пĕлкеленĕ хыççăн Рамаш пĕр уйăх кĕнеке улăштарма каймарĕ.
Çак кăсăк истори Рамаш Пасар вĕçне пурăнма куçас умĕн пулнăччĕ. Çитĕнсе çитекен йĕкĕтшĕн усăллă пулчĕ-ха майра хĕр сăмахĕ.
Еликов килĕнче пысăк тĕкĕр пур. Пӳртре пĕччен юлсан, Рамаш, тĕкĕр çине пăхса, хăйĕн сăнне сăнать. Чăнах та хăтсăр çав. Шĕвĕр сăмса, хуратут. Вăл та пырĕччĕ, пĕве кайманни хăртать тата. Çавăипа мăн кăмăллă майра «чăваш чĕппи» терĕ пуль.
Вара Рамаш пӳ-сăнра мĕн çитменнине хаклă тумпа çи-терес терĕ. Хуçан хушса панă «ĕç укçи» шăп вырăнлă пулчĕ. Саша черкес та йĕкĕте ку ĕçре хытă пулăшрĕ: канашпа та, çитмен укçана çитерсе те.
Хитре тумланма пуçлани пулăшрĕ вĕт йĕкĕте. Пасар вĕçĕнчи мăн кăмăллă каччăсем йышăнчĕç ăна, хĕрсем те ютшăнми пулчĕç: каç-каç унпа чиркӳ старостин хĕрĕ Маня çӳре пуçларĕ. Мĕн кирлĕ тата çамрăк йĕкĕте?
Çапах темĕскер çитмен çав ăна. Ашшĕне тепĕр хут «салтака» ăсатнă хыççăн Рамаш тăрук тăван яла хытă тунсăхланине туйса илчĕ. Трашукăн çур енне килнĕ çырăвĕ те аса килчĕ. Вара йĕкĕт хуçаран çимĕкчеи отпуск илчĕ те тăван яла вĕçтерчĕ.
Икĕ эрнерен Рамаш киле каяс пирки шухăшла пуçларĕ.
Тĕрĕссипе, тăван ялтан тухса кайма вăхăт çитнĕ те ĕнтĕ. Хуçа ăна çимĕкчен виç-тăват кун маларах таврăнма хушнăччĕ...
«Çимĕкчен эрне те юлмарĕ. Каясах пулать. Ыран юлашки хут пулă хыптарса юлас та, тепĕр кунне килелле тухса каяс. Çимĕк ярмунккине хатĕрленсе мана кĕте пуçларĕç пуль ĕнтĕ мăнтăр купца килĕнче», — шухăшлать Рамаш. Кĕçĕр те вĕсем шурăмпуç палăрнă çĕре тин Мăрзабай аслăкĕ çине хăпарса выртрĕç. Трашук яланхи пекех выртнă майăн харлаттарса ячĕ. Рамаш тӳпери çăлтăрсене тĕллесе шухăша кайрĕ. Тĕлĕнмелле. Улт-çичĕ çул хушши тăван ял пирки питех асанманччĕ. Халь ак темшĕн кунтан тухса каяс килмест. Мĕн тытса тăрать-ха ăна? Трашук-и? Туслăх-и? Пасарлăялта та туссем пур-çке. Пурах-и вара? Тен, çук та пуль. Чăваш вĕçĕнчисем мана пуçларĕç. Вырăс вĕçĕнчисем... Кам пур-ши унта, çав кăрккасем хуш-шинче? Чулçырмари пĕр-пĕр çăмăлттай Санька та вĕсенчен хаклăрах мар-и?
— Юрĕ-çке, Роман Захарччă, çывăр, — хушрĕ вăл хăйне хăй, куçне хупса. — Мĕн тесен те ырантан тепĕр кунне киле таврăнмаллах...
Çак самантра кам та пулин кăна: «Çук, Роман Захарччă, çимĕке Пасарлăяла çитейместĕн эс. Çимĕк кунĕ Пăрутапăрĕ çывăхĕнче каçса кайса ташлатăн. Лешеккинчи варлă туссемпе юратнă хĕр тытса тăрĕç сана», — тенĕ пулсан, Рамаш кулса вилĕччĕ.
Анчах тепĕр кунне пĕр ăнсăртран пуçланса каймарĕç-и кĕтмен çĕртен килсе тухнă чăрмавсем?
Ансăртран тени, тен, тĕрĕсех пулмĕ, çавах ăнсăртлăхĕ те пулчĕ çав. Рамаш Чулçырмана килнĕренпех Трашуксене, Яхрушсене вырăс ачисемпе паллаштарма, туслаштарма ĕмĕтленнĕччĕ, вĕсене пĕр каçхине вырăса вăййа кайма хистесе те пăхрĕ. Килĕшмерĕç чăваш ачисем: Трашук хăйĕн хăюсăрлăхне кура пуçне сулкаларĕ. Яхруш катăк шăлне кăтартса кулса илче: «Пĕр шăла çапса кăларни те çитĕ. Урăх çапăçас килмест ман. Пăрутапăрне те çакăн пиркиех çӳреместĕп», — терĕ.
Çав Пăрутапăрĕ çывăхĕнче паллашрĕ те Рамаш хăйĕн пулас тусĕсемпе.
Чӳккукрипе Тикĕтпусси хушшине темшĕн Пăрутапăрĕ теççĕ. Кунта вăрмана икке уйăрса тăракан чылай пысăк уçланкă пур. Хăйăрлăх. Тен, ĕлĕкрех ку тĕлте пăру тапăрĕ валли ăнăçлă çыран пулнă пуль. Халь Тук çыранĕ чăнкăланнă. Пăрутапăрĕ çывăхĕнче Тук урлă каçса çӳреме шарлак вырăн пур тата. Вырăс ачисем пулă тытма çак тĕлте ку енне йĕм тавăрса каçаççĕ. Вырăс енче Тук çыранне хăмăш пусса кайнă — пулă хыптарма кансĕр.
Юлашки кун ирхине Трашукпа Рамаш вăлта йăтса Пăрутапăрне çитрĕç. Рамаш чăнкă çыран айĕнче пĕр авăр кăмăлларĕ: «Çакăнта хыптаратпăр, кунта çуйăн тытма та пулăть», — терĕ. Трашук темшĕн турткаланса тăчĕ, çӳлерех кайса тата лайăхрах вырăн шырама хистерĕ. Рамаш килĕшмерĕ. Хăна кăмăлне тăвасах пулчĕ вара...
Рамаш кĕçех пĕр-икĕ уланкă туртса кăларчĕ. Трашукăн ĕç ăнмарĕ. Тем пăшăрханса, вăлта хăмăшне курмасăр, Тук леш еннелле нăхса ларать вăл. Акă унта виçĕ йĕкĕт курăнчĕç, шарлак тĕлне васкаса çывхараççĕ. Вара Трашук хăйне пăшăрхантаракан шухăшне Рамаша каласах терĕ.
Çак вара пулăçăсем Чугун авăрĕ теççĕ. Кунта вырăс ачи Илюшка Чугунов икĕ юлташĕпе пулă тытма çӳрет. «Хăйĕн» авăрĕнче урăх никама та хыптарма памасть вăл. Çавăн пиркиех Яхрушăн шăлие çапса кăларнă та.
— Ав, халĕ те нирĕнпе çапăçма килеççĕ ĕнтĕ, — терĕ Трашук юлашкинчен, Рамаша асăрхаттарса. — Атя каяр кунтан. Каймасан, тытăçмаллах пулать.
Рамаш тăруках сăмах чĕнмерĕ. Пĕлет вăл: Трашук хăравçă чĕреллĕ çын мар. Кăлăхах хирĕçме, вăрçма юратманнипе çеç кунтан каясшăн. Трашук ура çине тăнăччĕ, Рамаш ăна чарчĕ:
— Чим-ха, вырăссенчен тарма ан васка. Эп тахçанах вĕсемпе паллашасшăнччĕ. Хăйсене паллатни? Кам ачисем, пуян таврашĕсем мар-и?
— Чухăнсемех. Илюшкинчен Фальшин ывăлĕ те хăрать, теççĕ. Пуçтах та паттăр йĕкĕт. Лешсене пĕлсех каймастăп. Кунта вĕсем яланах виççĕн çӳреççĕ. Халь юриех пирĕнпе çапăçма килеççĕ ĕнтĕ, хăйсем вăлта хатĕрĕсене те илмен, — терĕ те Трашук, каллех, вăлтине ярса, хăй вырăнне ларчĕ.
Акă Тук урлă каçнă вырăс ачисем Чӳккукринчен килсе тухрĕç... Хур-кăвакал пек умлă-хыçлă утса килеççĕ. Малтин утти тăйлăк-тайлăк. «Хăйне хăй пĕр-пĕр атаман пек шутлать ĕнтĕ ку, — шухăшларĕ Рамаш. — Хитре вырăс ачи: сарă, кăтра çӳçлĕ. Кăтрисем карттус айне шăнăçаймаççĕ. Пичĕ-куçĕ шăратса тунă пек. Пурте çарран, йĕм пĕççисене чĕркуççи таран тавăрнă, — вырăс ачисем çывхарнăçемĕн сăнать Рамаш. — Пĕри Зар Ехим пек хĕрлемес пуçлă, тепри ман пекех хуратутлă шĕвĕркке. Анчах пĕри те усал ача пек курăнмаççĕ-çке...»
— Юрĕ. Малтан вĕсем мĕн калаçнине итлер-ха, — терĕ Рамаш.
Çӳллĕ çыран хĕрринчен сиксе аннă майăнах кăтра çӳçли кăшкăрса ячĕ:
— Марш ман вырăнтан, чăваш чĕпписем!
Рамаш ларнă çĕртен тăмасăрах вырăса куçран чăр пăхрĕ. Трашукĕ хăйне хăй лайăх пĕлмест иккен. Ана халиччен çын çапла кӳрентерсе курман пулас. Вăл чĕри вĕресе кайнине хăй те сисмерĕ. Илюшка çапла кăшкăрсанах ура çине тăчĕ. Лешĕ тата хытăрах хаярланса кăшкăрчĕ:
— Кама каларăм, чăваш чĕпписем! Эсир Чугунова пĕлместĕр иккен...
— Пĕлетпĕр, Чугун катăкĕ, — терĕ Трашук тăвăннă сасăпа. — Эс мĕн, ку вырăна сутăн илтĕн-им? Ахальтен мар ăна Чугун авăрĕ теççĕ. Сан çавăнта сикесех пулать пуль.
Рамаш, Трашукран тĕлĕннипе, варне тытса кулса ячĕ.
— Кул, кул, чăваш чĕппи, анчах кайран ан макăр, — терĕ Илюшка шăл витĕр, хăй Рамаш еннелле çаврăнса та пăхмарĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...