Кĕпер :: Юрату
Икĕ вăйлă туйăм кĕтмен çĕртен килсе çупăрларĕç Рамаш чĕрине — туслăхпа юрату. Юмахри пек хăвăрт килмерĕç-и вĕсем? Ирхине туслăх, каçхине юрату. Пурнăçра тепĕр чух юмахра çукки те пулать иккен.
Тата виçĕ кун пĕр самант пек иртсе кайрĕç. Çимĕкĕ ырантан тепĕр куи ĕнтĕ. Анчах Рамаш Пасарлăяла васкамасть-ха. Вăл Мăрзабай аслăкĕ çинче куçпа тӳпене тĕллесе, шăппăн шухăша кайса выртать. Чĕри юрлать ун: «Пулать, пулать, пулать... Пурнăçра юмахра çукки те пулать. Пулать мар, пулчĕ те ĕнтĕ».
Халь йĕкĕтшĕн çут тĕнче Чӳккукри таврашĕнче кăна. Унта шăнкăртатакан шарлак пур, шыв хĕррипе Чугун хушлăхĕ хушшинче тӳлек кĕтес пур, çăлтăрлă пĕлĕт пур... Оля-Улька пур. Тĕнчере урăх нимĕн те çук.
Виç-тăват кун каярах тĕнчере ннмле Оля та çукчĕ. Маня пурччĕ. Пасарлăялти Рамашпа çӳрекен хĕр. Тахăш вăхăтра тухса ӳкнĕ вăл каччă чĕринчен. Чăнах та, Маня пирки Рамаш пĕччен шухăшра та, Трашукпа калаçнă чух та — пĕрре те асăнмарĕ. Асăнмалах нимех те çук çав унта. Чиркӳ старости хĕрĕ, хăй те сарă çуртаран тунă пек: ӳчĕ-юнĕ çук тейĕн, сывлăш кăна. Маня çурта çути çеç вăл, Оля — хĕвел çути.
Епле вара тĕнче Ольăсăр пулма пултарнă халиччен? Палашнă кун Илюша пирвайхи хут асăнчĕ унăн ятне. Пĕрре каланипех астуса юлчĕ каччă палламан хĕрĕн ятне те, хушаматне те. «Пӳрнĕ япала çапла тăруках, пĕрре асăннипех чĕрене кĕрсе ларать иккен, — тесе шухăшлать халь каччă ун пирки. — Юратрăм пулать. Хăй мана юратать-ши? Маня пек, пирвайхи каçах «юрататăп» тесе каламарĕ çав. Мĕн тĕрлĕ çын пулать иккен тĕнчере! Утас пулсан — пăлан пек утать, чупас пулсан — çил пек вĕçет, юратас пулсан — вут пек çунтарĕ. Анчах кама?.. Мĕнле пулчĕ-ха, ăçтан çак хĕвел килсе çутатрĕ ман пурнăçа?»
Чăнах та, Рамаш чĕри тыткăна лекни мĕнрен пуçланса кайрĕ? Вырăс ачисемпе палашнă каç Рамаш Лешеккине кайма Трашука та чĕнчĕ. Килĕшмерĕ Трашук. Рамаша хăйне те кайма хушмарĕ, пурпĕрех сана унта Фальшинсем тӳпелеççĕ терĕ. «Кĕпер çук-ха, парома çĕрле çӳретмеççĕ, лерен епле таврăнăн?» — тесе те хăратса пăхрĕ. «Мĕне кирлĕ мана сирĕн паромăр? Шарлакпа çĕрле те каçма юрать пуль-ха!» — тавăрчĕ ăна Рамаш.
Тĕрĕссипе каласан, Тук леш енчи вырăс ялне ял темелĕх те çук — пĕр вăрăм урам та темиçе пĕчĕк хушлăх çеç унта. Çапах пысăк Мар йывăç чиркĕве çавăнта, вырăс енне, килсе лартнă. Ялта пĕртен-пĕр урам пулсан та, çав ураман ячĕ пур: Сухоречка. Чăвашла вăл Типçырма пулать. Анчах кунта типĕ çырми те, йĕпе çырми те çук. Хула çывăхĕнче Сухоречка ятлă пысăк ял пур. Лешекки вырăсĕ çав ялтан куçса килнĕ, теççĕ. Урам ятне çавăнтан илсе килнĕ пулать ĕнтĕ. Сухоречка тени хăшпĕр чух ял ячĕ пекех илтĕнет. Чиркӳ вĕçĕнче пурăнакан пуянсем, ют енче пулсан: «Эпир сухоречкăсем», — теççĕ вара.
Паромпа каçсан, Илюшăсен хушлăхне çитме питĕ инçе. Ял хушшисем çухрăм, тата çур çухрăм урампа тепĕр вĕçне çити каймалла. Çавна шутласа пăхрĕ те Рамаш, Лешеккине никам çӳремен çулпа каяс терĕ. Илюшăсен пӳрчĕ шарлак çывăхĕнчех.
Вырăса кайма хатĕрленнĕ чух кăшт тумланкаларĕ каччă: чие тĕслĕ сатин кĕпи аркине брюки айне чиксе ячĕ, Чăпар галстук çакрĕ, пиншакне те илĕп терĕ — каç сулхăнĕпе тăхăнма кирлĕ пулать. Трашук ăна Пăрутапăрне çити ăсатса ярса, хăй Чугун авăрне çитсе, çуйăн вăлти ярса хăварас терĕ. Ял вĕçĕнче каччăсене Кĕтерипе Наçтук тĕл пулчĕç. Трашук вĕсенй курсанах пуçне чиксе малалла ĕрĕхрĕ. Рамаш алă çĕклесе хĕрсене саламларĕ.
— Ăçта каятăр, салакайăксем? Пире те илсе кайăр, — куçне вылятса çăмах хушрĕ Кĕтери.
— Çуйăн тытма каятпăр, çерçисем. Çук, çук, сире илсе каймастпăр. Телей кӳместĕр эсир Трашука, çавăнпа вăл тарчĕ сиртен.
Тĕртсе каланă сăмаха Трашук тариăшăн айăпли мар, тепри сисрĕ. Пурпĕр Кĕтери хăй кăмăлсăрланнине палăртмарĕ, ним пулмаи пекех пакăлтатрĕ:
— Упа пек вăлтасăр тытатăр-и вара çуйăнне? Пулăç хатĕрĕсене илмен-çке эсир.
— Çуйăна мĕнле вăлтапа тытмаллине пĕлместĕр çав эсĕр, айвансем, — шăл йĕрсе тавăрчĕ Рамаш. Çак тĕлте Наçтук тутине пĕркелесе сăмах хушрĕ:
— Эс илтмен-им вара, Кĕтери? Пасарлăял каччисем галстукпа çуйăн тытаççĕ, тет.
Рамаша ун пек сăмахпа аптратаймăн:
— Тĕп-тĕрĕсех, Наçтук. Галстукпа хыптарсан, сирĕн пысăкăш çуйăн лекет, — терĕ те, юлташĕ хыççăн чупрĕ.
— Саншăнах чарăнса сăмах хушрăм вĕт. Мĕнле вара эс юратнă хĕртен курмассерен таратăн?! Капла ĕç тухаймасть сан, ача, — çĕтĕлчĕ Рамаш, _ юлташне хăваласа çитсен.
Хĕремесленсе кайнă Трашук хирĕç ним те чĕнмерĕ. Шарлак тĕлне çитсен, йĕкĕтсем пĕрне-пĕри ăнăçлăх сунса уйрăлчĕç.
Шыв урлă каçнă чух Рамаш пушмакне кăна мар, брюкине те хыврĕ — хăйĕн хитре тумне лӳчĕркесе пăсасран сыхланчĕ.
Яла çитсен, пирĕн каччă, хайхи, Ольăпа Илюшăсăрах паллашрĕ. Илюшăпа Спирка чиркӳ вĕçие Рамаша кĕтсе илме кайнă — Рамаш паромпа каçса килет тенĕ ĕнтĕ вĕсем.
Чугунов пӳртне тупма йывăр мар, вăл хушлăх вĕçĕнчен иккĕмĕш пӳртре, тăм пӳртре пурăнатăп, юнашар йывăç пӳртре Оля пурăнать тенĕччĕ.
Акă çав йывăç пӳртрен икĕ хĕр тухрĕç. Аслă урам еннелле кайма хатĕрленнĕскерсем, Тук енчен çын килнине асăрхарĕç те чарăнса тăчĕç. Çынни, çултан пăрăнса, тӳрех тăм пӳрт еннелле утрĕ. Хĕрсем тĕлĕнсе пăхса тăраççĕ: çамрăк каччă, хула çынни. «Сан патна килмест-и ку? — терĕ пĕр хĕрĕ. — Юмахри пек: те пĕлĕтрен анчĕ, те шывран тухрĕ».
— Шывран тухрĕ пулсан, шыври пулать вара, — хуравларĕ тепри. — Чугун авăрĕнчен тухса Илюшкăна шыраса килет пуль.
Анчах каччи тăм пӳрте кĕмерĕ, сасартăк хĕрсем еннелле пăрăнчĕ. Оля (пĕри çавă пулнă), темçен хăраса ӳксе, юлташне малалла сĕтĕрчĕ. Каччи çав вăхăтра сăмах хушрĕ:
— Тархасшăн, ан тарăр манран, ырă хĕрсем. Сирĕнпе паллашас тенĕшĕн ан çилленĕр ĕнтĕ, — çапла калаçнă вăхăтра хăй мала тухса хĕрсен çулне пӳлчĕ. — Эпĕ Роман Тайманов пулатăп. Хĕрсем Рома теççĕ, чăвашсем Рамаш тесе чĕнеççĕ. Эсир куршак е чугун теме те пултаратăр, кăмакана çеç ан чикĕр.
Хĕрсем именсе ихĕлтетрĕç. Рамаш пĕрре пăхсах Олине палларĕ, çав самăнтрах тыткăна лекрĕ. Кун пек хӳхĕм хĕр халиччен курман вăл. Çавах чĕмсĕрленмерĕ. Чĕре вĕриленсен, тата хăюллăрах калаçать иккен каччă.
— Ятăрсене каламастăр. Ан калăр. Каламасăр та пĕлетĕп. Эсир, — терĕ Рамаш, Ольăна куçран пăхса (хĕрĕсем «эсĕ» вырăнне «эсир» тесе калаçнине халиччен илтсех кайман), — Оля Чернышова пулатăр.
Оля тĕлĕнсе кайрĕ, шăнкăртаттарса кулса ячĕ те, юлташне тĕртсе:
— Каларăм вĕт сана, шыври тесе, — терĕ, унтан Рамаша куçран вăтанмасăр пăхрĕ: — Эс Тук шывĕнче авăрта пурăнаканни пулатăн-и вара?
— Çук, шывра мар, вăрманта пурăнатăп. Арçури эп.
— Апла пулсан, ман ята та кала-ха, — терĕ Оля акамĕ.
— Сире тĕне кĕртнĕ чух пуп ӳсĕртерех пулнă. Сирĕн ятăра калама чĕлхе çаврăнаймасть...
— Пĕлет вĕт, — кулса ячĕ Оля, — чăнахах арçури вăл, Христя. Эп хăратăп унран.
— Эс каламан пулсан, пĕлместчĕ вăл ман ята. Ав çав каччăн ятне пĕлсен, вара чăнахах эс шыв урлă ура йĕпетмесĕр каçнине ĕненĕпĕр, — терĕ Христя.
— Çав, кунталла килекенни-и? Чимĕр-ха, ячĕ лайăх курăнмасть, — тĕттĕм çĕрте Рамаш Филькăна тӳрех паллаймарĕ. — Ку каччă... ав, пăхăр-ха, çамки çине çырса хунă: Фи-ли-мон!
Христя, айванскер, чăнах та хăраса ӳкрĕ. Оли хăравçă мар, ăспа та айван мар. «Ку йĕкĕт Фальшинсен е Медведевсен хăни пуль», — тесе шухăшларĕ вăл. Хăй, вĕри куçпа каччă чĕрине шăратса, куçран пăхрĕ. Рамаш: «Каçарăр, Оля, юрать-и?» — текелесе, Ольăна, сылтăм енчен тăрса, алăран çаклатса та илчĕ. Майра хĕремесленçе ӳкрĕ, анчах турткаланмарĕ.
— Асту, Оля, шывй илсе каять вăл сана! Хăрамастăн-и? — кăшкăрчĕ Христя, пĕччен тăрса юлнăскер. Çак вăхăтра Филька, чупса пырса, хĕр çăварне аллипе хупларĕ. «Ан çухăр, ухмах. Рома лайăх ача, ман тус вăл», — терĕ. Унтан хăй те хĕре алăран çаклатрĕ те малти мăшăр хыççăн илсе кайрĕ. Утса пынă май вăл Рамашпа хăйсем мĕнле паллашни çинчен пăшăлтатса каласа пачĕ. «Ан тĕлĕнтер! — терĕ хĕрĕ. — Чăваш ачи вырăсла çапла шеп калаçать-и?» Унтан каллех хăраса ӳкрĕ: «Васька килсен çапăçу пулать вара!»
Фальшин Васьки чăнахах та Ольăна шыранă. Акă вăл хушлăха килсе кĕчĕ. Пĕччен мар, Илюша каланă пек, виççĕн вĕсем. Хушлăх вĕçĕнчи мĕлкесене асăрхасан, виççĕшĕ те чарăнса тăчĕç. Ольăпа Рамаш никама та асăрхамаççĕ-ха.
Фальшин тӳсеймерĕ, юлташĕсенчен кăштах уйрăлчĕ те:
— Олька! Кил-ха кунта, сăмах пур, — тесе чĕнчĕ. Хĕр пырас пек туртăннăччĕ — Рамаш ăна алăран вĕçертсе ямарĕ. Пурте илтмеллех çапла каларĕ вăл:
— Сирĕн каччăсем хĕрпе культурăллă калаçма вĕренмен пулас. Каччă сирĕнпе калаçас тесен, йĕрке тăрăх, малтан манран килсе ирĕк ыйтмалла. Кĕçĕрлĕхе сирĕн кавалер — эпĕ.
Фальшин, çак сăмахсене илтсен, ним . тума аптрарĕ, Филька патне пычĕ те, пăшăлтатса:
— Кам вăл? — тесе ыйтрĕ.
Филька, хăй мĕнле хăравçă пулсан та, суйма никамран та хăрамасть, пĕр тытăнмасăр çаптарать:
— Эс Романа пĕлместĕн-и! Офицер вăл, халь кăна хуларан килсе çитрĕ. Чугуновсен çывăх хурăнташĕ, Ольăна та кăшт хурăнташ пулать. Илюшкăна кĕтсе тăратпăр. Илюшкăн амăшĕ килте çук та, амăшне шырама кайнă вăл.
Фальшин ĕненмĕччĕ, анчах лешĕ кавалерсен йĕркисем пирки каланине аса илчĕ те ĕненчĕ. «Офицерсемпех çыхланмасан та пырĕ. Килнĕ çын каять вăл. Ольăна хăйпе пĕрле илсе каймĕ-ха», — тесе шухăшларĕ. Вара юлташĕсене аслă урамалла ертсе кайрĕ.
— Ну тыттартăн та эс, — терĕ Христя, Фальшинсем кайсан. — Сана ĕмĕрне те ĕненмелле мар иккен. Халап чăпти эс, Филька!
Филька хăй мĕн халапланине халь хăй те ĕнене пуçларĕ.
— Тупата туршăн хуларан килнĕ вăл. Илюшкăн хурăнташĕ. Офицер тени пирки каласан, халь офицерех мар-ха, юнкер çеç, анчах кĕçех офицер пулать...
— Çитĕ ĕнтĕ, ан лапăртат. Сан пĕр сăмахна та ĕненме çук. Рома чăваш пулсан, ăçтан вăл Илюшкăн хурăнташĕ пулма пултарать? — терĕ Христя, каччине пӳлсе.
Филька хăй те тĕлĕнсе ӳкрĕ. Çапах пĕр суйма тытăнсан, чарăнаймасть вара вăл, вĕçне çитеретех. Чăвашпа хурăнташ пирки ак епле каласа хучĕ:
— Э, эс, айван, çавна та пĕлместĕн! Ара, Илюшкăн асламăшĕ чăваш пулнă вĕт, ăна Чугунсем Самлей ялĕнчен вăрласа килнĕ. — Çапла каланă хыççăн Филька чиркӳ вĕçнелле Илюшăсене систерме чупрĕ. Пĕччен юлнă хĕр аслă урам еннелле утрĕ вара.
Оля Фальшин ним хирĕçмесĕрех пăрăнса кайнă хыççăн çак чăваш каччинчен пушшех тĕлĕне пуçларĕ.
— Çук, эс чăваш мар. Ан кул манран. Мăшкăллатăн пулсан, çилленетĕп. Çилленсен вара...
— Мĕн пулĕ вара, çилленсен? — хĕре куçран пăхса тĕпчет каччă.
— Ним те пулмĕ. Эс мана урăх кураймăн, çав кăна. Кала-ха тĕрĕссипе: Медведевсен хăни мар-и?
— Медведевсен тĕлне те пĕлместĕп. Каларăм вĕт еире эпĕ Трашук хăни тесе. Вырăсла вăл Троша пулать-ха, — чăвашла — Трашук. Хитререх мар-и?
— Тражук, Тра-жук, Жук пулмасан, хитрехчĕ. Рамаш — хитререх, анчах вăл вырăсла пек илтĕнет, — терĕ хĕр. — Ман ят мĕнле пулать чăвашла?
— Ытарайми хитре. Улька пулать.
— Ульга. Ульга. Уль-га, — темиçе хут та каларĕ хĕр. Калать те хăйĕн сассине хăй тăнласа итлет. — Хитре. Вĕрент мана чăвашла калаçма, вара эс чăвашне ĕненĕп. Асту, ан ултала тульккă. Виçĕ сăмах эпĕ хам та чăвашла пĕлетĕп.
— Мĕнле сăмахсем?
— «Ухмах...»
— Лешсене каламасăрах пĕлетĕп: «ни сана, ни мана». Хĕрпе каччă иккĕш те кулса ячĕç.
Акă вĕсем Тук хĕррине çитсе тăчĕç. Рамаш пиншакне хывса курăк çине сарчĕ. «Ларăр çакăнта, чăвашла калаçма вĕрентем эппин», — терĕ вăл.
Хĕр турткаланса тăмарĕ. Каччă пиншакĕ çине те лармарĕ, ăна тирпейлĕн чĕркесе курăк çине хучĕ те хăй çĕрех урисене тăсса ларчĕ.
— Юрĕ. Вĕрент, арçури. Анчах вăрман чĕлхине вĕренейĕп-ши эп?
Каччă хĕр умне чĕркуçленнĕччĕ. Оля каллех унăн тумĕ пирки пăшăрханчĕ:
— Ак тата! Халь брюкине лӳчĕркесшĕн. Арçын ача мар-и! Çук ĕнтĕ, епле якалса килтĕн кунта, çаплипех таврăнăн. Кĕçĕрлĕхе, паçăр ху каларăшле, ман кавалер пултăн-тăк, юнашарах лар вара.
Çапла каларĕ те хĕр, сараппанăн шалпар аркине туртса курăк çине сарчĕ. Каччă хĕр çумне сĕвĕнчĕ вара...
Çапла паллашрĕç вĕсем пирвайхи каç. Каçĕ ирччен пычĕ. Шурăмпуç палăрсан тин хĕр киле таврăнма васкарĕ. «Анне Таллă ялне кайнăччĕ, ман ĕне суса кĕтĕве ăсатмалла», — терĕ.
Хăçан мĕн пулнине Рамаш путлĕ астуса та çитереймест. Мĕн пулни пĕтĕмпех пĕр каç пулнă пек туйăнать ăна. Апла мар çав. Пуласса пурте йĕркипех пулса пынă-ха.
Пирвайхи каç каччă хĕре чăвашла калаçма вĕрентрĕ. Тата Фальшин пирки те асăнчĕ Рамаш. Илюша ăна шăхăрма хушни çинчен каласа пачĕ. Хĕр çав каçах хăйĕн ялти каччи пирки калаçма именчĕ, сăмаха урăх еннелле пăрса яма тăрăшрĕ:
— Мана та шăхăрма вĕрент-ха, Рома, — терĕ ачаш сасăпа.
Унтан... Çук, ку тепĕр каç пулчĕ-çке е виççĕмĕш каç-и? Виççĕмĕш пуль, çĕркаç... Пĕр-пĕрне ытларах иленсе çите пуçланăччĕ вĕсем ун чух. Рамаш Фалыпин пирки кăшт кĕвĕçерех калаçрĕ, Ольăна унпа çӳренĕшĕн тăрăхланă пек пулчĕ. Çавăн чух хĕр калаçрĕ те вара! Хĕр сăмахĕсене каччă нихçан та манас çук. Вĕсем Рамаш хăлхинче халĕ те янăраççĕ.
— Эх, Рома, Рома! — терĕ ун чух Оля. — Эс чăнахах шыври е арçури пулас. Калаçма ăста эс, анчах ăстăну пиçсе çитмен пулмалла. Каччă кая юлса çитĕнет, хĕр пек мар. Сирĕншĕн — вăйă, пирĕншĕн е савăнăç, е хуйхă. Качча юратма васкамастпăр эпир. Юратнинчен юратманни лайăхрах та пуль. Калама та кирлĕ марччĕ сана, анчах темшĕн санпа чĕре уçса калаçас килет. Ырă кăмăллă çын пек туйăнатăн эс мана. Итле. Кулсан — кулăн, кулмасан — çын пулăн. Сирĕн, каччăсен, çĕр шухăш, пирĕн — пĕр шухăш, качча тухас шухăш. Тен, эп чăнахах Фальшин килне кайса пуçа чикĕп... Юратмасăрах... Халĕ, пĕлетĕн, кашни ялтах хĕрсем ватăлса ларчĕç. Вĕсен каччисем вăрçăра пуçĕсене хунă. Пиртен аслăраххисем такама та качча кайма хатĕр. Çавăнпа эпир те тиркешместпĕр, юрату килсе юна пăлхатасса кĕтсе тăмастпăр. Ялта кăмăла каякан каччă тупăнмарĕ маншăн. Илюшăна юратма пултарăттăм — çывăх хурăнташ вăл. Пупĕ те венчет тăвас çук.
Тата тепĕр сăлтав пур: пĕр сăнлă эпнр. Вăл та сарă, эп те сарă. Сан пек хăмăр куç пулсан, пупран ыйтса тăмăттăм. Эх, Рома, Рома! Чăваш хĕрĕсем мĕнле юратаççĕ-тĕр — пĕлместĕп. Вырăс хĕрĕ ĕмĕрне пĕрре юратать. Юратсан вара, никамран та вăтанмасть, савни хыççăн тĕнче хĕррине кайма хатĕр, тамăкран та хăрамасть...
Оля пӳрнисем чĕтре пуçларĕç. Те лăпланасшăн пулса, калаçнă май вăл икĕ хулăн çивĕтне сӳтсе ячĕ, унăн кăпăш çӳçĕ ăнсăртран Рамаш питне сĕртĕнсе кăтăкласа илчĕ.
Шухă каччă халь ĕнтĕ шухă мар. Юрланă пек калаçакан хĕр сассине сывлăш çавăрмасăр итлет вăл, хитре юмаха пӳлесрен хăрать. Калаçтăр, тата калаçтăр. Анчах акă хĕр сасартăк калаçма чарăнчĕ. Вара тин каччă пуçне çĕклерĕ. Халь мĕн чухлĕ куçран пăхсан та, куçĕсем иккĕшĕн те хăмăр. Çӳç тĕсĕ те палăрмасть — тĕттĕм.
Каччă ним тума пĕлмен енне сӳтĕлнĕ çивĕтсемпе выля пуçларĕ.
— Халь ман арçури пулас килмест, — терĕ вăл йăвашланнă сасăпа, — шыв хĕрринче сана шывран тухасса кĕтсе ларакан каччă пулас килет. Эс вара шăп юмахри пек вутăш пулăттăн.
Сассине чĕнкĕлтеттерсе кулса ячĕ хĕр.
— Эх, Рома, Рома, — терĕ вăл каллех, — вăхăт çитмесĕр никамăн та ун пек вутăш пулас килмест çав. Вăхăт çитсен...
Çапла каларĕ те хĕр, тӳрленсе ларса, çурма саспа шăппăн юрласа ячĕ:
Сухой бы я корочкой питалась,
Холодну воду бы пила.
Тобой бы, мой милый, наслаждалась
И тем довольна я была...
Юрланă май хăй çӳçне çĕнĕрен çивĕтлерĕ. Ерипен-ерипен шурăмпуç палăрса килчĕ, таврара сĕмленсе ларакан япаласем уçăмлăрах курăна пуçларĕç, вара Оля ура çине тăчĕ.
— Рома! — терĕ вăл кăкăртан тухакан сасăпа. — Иксĕмĕр темиçе каç çĕрĕпе улах вырăнта ирттертĕмĕр, çемçе курăк çинче паянхи пекех шурăмпуç палăриччен лартăмăр. Эс сĕмсĕрленмерĕн, ытлашши калаçмарăн та, шухă каччă. Ялти хĕрсем те чечен кăмăла туйма пĕлеççĕ. Эпĕ сана çавăншăн юрă юрласа патăм. Чĕре юррине юрларăм. Паян та, каç пулсан, кĕт мана çакăнта. Кĕт!..
Хĕр ял еннелле вăркăнчĕ. Те çил çунатти, те хĕр тути каччă тутине пырса сĕртĕнчĕ, лайăх туйса илеймерĕ Рамаш. Пĕр саманурах хĕрĕ те куçран çухалчĕ, çилĕ те лăпланчĕ. Каччă чĕри кăна кĕрлесе юлчĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...