Кĕпер :: Ылтăн пулă
Виçĕ каç виçĕ ĕмĕре тăсăлса, виçĕ самант пек вĕлт-вĕлт иртсе кайрĕ. Виçĕ çăлтăр сӳнмерĕ-и тӳпере, вйçĕ хĕвел çутатмарĕ-и тĕнчене!
Лăпкă та тӳлек, юна вĕрилентерекен, чуна çӳçентерекен каçсем. Никам чăрмав тумарĕ икĕ чĕвĕлти чуна. «Илюша шарламасть-ха», — шухăшлать Рамаш; «Васька курăнмасть-ха», — тĕлĕнет Оля.
Илюша çапах та шарламасăр тек тӳсеймерĕ. Çĕркаç вăл Рамаша шарлак патĕнче кĕтсе илчĕ.
— Капла эпир нихçан та çывăхрах паллашаймастпăр, — терĕ вăл. — Эсĕ ĕç пирки те манса кайнă. Кăнтăрла ман пата кил эппин. Трашука та илсе кил. Эс кайсан, туслăх йĕрĕ юлтăр пирĕн енче те.
Çапла каларĕ те Илюша Оля çывхарнине асăрхарĕ, хĕрпе качча чăрмантарас мар тесе, аяккалла пăрăнса куçран çухалчĕ. Пуçтах та чăркăш йĕкĕт çапла вашават хăт-ланни Рамаша шухăшлаттарчĕ: «Чăнах та! Кӳрентерес марччĕ çĕнĕ туссене».
Пĕркун Трашук çуйăн тытаймарĕ. Кĕçĕр Рамаш хăй çуйăн вăлтине ярса хăварас терĕ. Ыран Лешеккинчи юлташсем патне кайса туслăх шӳрпи пĕçерес. Трашука тул çутăлнă çĕре Пăрутапăрне пулăç хатĕрĕсене илсе пыма хушрĕ, «Çуйăнне, тен, тытаймăпăр та, çапах пĕр хуран шӳрпелĕх тĕрлĕ пулă тытатпăрах», — терĕ.
Тăваттăмĕш каç та çаплах пулчĕ: çĕр иртсе кайни сисĕнмерĕ. Ене сума вăхăт çитсен, Оля каллех кайма хатĕрленчĕ, анчах паян, кĕтме хушса, кăшт урăхларах каларĕ:
— Кĕт мана, эпĕ кайса ĕне суса килем. Манăн та çуйăн тытнине курас килет. Кĕт! — терĕ.
Ольăна кĕтсе, каччă Тук хĕррипе уткаласа çӳрерĕ. «Епле улах кĕтес, илемлĕ, лăпкă, ырă вырăн çакăнта! — шухăшларĕ Рамаш. — Вăрман, улăх, юханшыв! Юнашарах — кил-çуртсем, ял пуçланса каять. Çавах, каç пулсан, кунта çын килсе çӳремест. Вырăс чăваш пек мар. Вăрман çумне, шыв хĕррине пырса çыпăçасшăн пит хыпăнмасть. Пĕлет хăйĕн пĕртен-пĕр аслă урамне. Хĕрсем-каччăсем кăнтăрла та, каçхине те урамран хăпаймаççĕ, хуралла е лапталла выляс тесен те — урамрах выляççĕ. Каçхине хĕрпе каччă пĕр-пĕр йăмра айне кайса пытанмаççĕ — çынсен куçĕ умĕнчех ыталашса урам тăрăх çӳреççĕ е урамра пĕр-пĕр пушă кăрман ăшне кĕрсе лараççĕ. Пач вăтанмаççĕ».
Акă Оля килсе çитрĕ те. Рамаш çумне шăппăн пырса тăчĕ. Çутăлнă. Тӳлек ир. Иккĕш те пĕрне-пĕри куçран вăтанса пăхрĕç. Каччă куçĕ чăнахах хăмăр, хĕршĕн чие тĕслĕ курăнать. Хĕр куçĕ кăвак, каччăшăн пĕлĕт тĕслĕ курăнать. Тул çутăлсан, каçхи пек мар. Чĕре сасси уççăнах илтĕнмест. Шăппăн тăма ырă мар, калаçма сăмах тупăнмасть.
— Атя, Тражук киличчен шыв урлă каçар эппин, — терĕ хĕр, чĕмсĕрленнĕ йĕкĕте алăран çавăтса.
Рамашĕ те «атя» тесех хĕрпе юнашар утрĕ. Хăй шухăшлать: «Хĕре йăтса каçарас пулать. Хам çаплипех, пушмакпа брюкине хывмасăрах каçăп». Шыв хĕррине çитсен, каччă хĕре чăиах та йăтма хăтланчĕ. Хĕр кулма тытăнчĕ:
— Эсĕ, каччăм, мана сăмса таран кăна вĕт! Йăтаймăн е шыва ӳкерĕн. Эпĕ, авă, курмастăн-им, пушмака юриех хывса хăвартам, халь ĕнтĕ хăвна йăтса каçатăп!
Рамаш сиссе те юлаймарĕ, хир ĕни пек пиçĕ те вăйлă хĕр ăна çавăрса та тытрĕ, пĕчĕк ачана йăтнă пек çĕклерĕ. — Тыт мăйран, ăслă ача пул, аялалла ан пăх! — Рамаш куçне хупса хĕре мăйран ыталарĕ. Оля шыва кĕрес умĕн хăрах аллипе юбка аркине çĕклерĕ, аркă вĕçне ниçта чикме аптранипе ăна Рамаша тыттарчĕ. «Тыт, вĕçертсе ярсан, хăвна шыва пăрахăп», — терĕ те шыв урлă каçа пуçларĕ. Шыв варрине çитсен, хĕр чарăнса тăчĕ. — Шыва пăрахас мар-и сана, пĕрех хут. Кунтан кайсан, йăлтах манатăн вĕт çакна. Хăçан каятăн, кала?
Рамаш куçне уçрĕ. Хĕр çаплипех шыв варрйнче каччине йăтса тăрать, пуçне кăшт пĕшкĕртнĕ. Икĕ мăшăр куç пĕрне-пĕри тĕл пулчĕç. Çав куçсем халь иккĕшин те пĕр тĕслĕ — çăлтăр тĕслĕ…
— Ну, юрĕ, ан кала. Хуп каллех куçна...
Хĕрпе каччă Тук урлă каçнă çĕре Трашук та килсе çитрĕ. Рамаш хăйĕн хĕрĕпе паллаштарчĕ ăна.
Çук, çуйăн Рамаш янă вăлтана та хыпман. Каччă хытă кăмăлсăрланчĕ.
— Араскал çук пирĕн, Рома, çавăнпа çуйăн лекмен, — терĕ Оля та, тутине мăкăртса.
— Араскал енне кайсан, — хавхаланчĕ Рамаш, — çуйăн мар-тăк, çăрттан тытатăпах. Çуйăн вăлтине янă чух ăраскал пирки шухăшласа хуман эпĕ. Халь шухăшласах хыптарап ĕнтĕ. Сана пĕччен хăварнăшăн каçар, Оля. Тунсăхласан, киле кай. Эпир кайран Трашукпа Илюша патне пыратпăр.
— Пысăк пулă тыт, Рома, пысăк ăраскал пултăр! Эп Тикĕтпуссине кĕрсе, чечек пухса таврăниччен ăраскалăра шыраса пăхăр-ха, — терĕ те Оля, вăрмана кĕрсе кайрĕ.
— Çуйăна шанса туслăх шӳрписĕр юлас марччĕ. Атя-ха, пикенсех тытар, — терĕ Рамаш, хĕр кайсан. — Эсĕ, Трашук, хальччен çуйăн тытса курнă-и?
— Курман çав.
— Эпĕ те курман. Тен, вăлтана тирмелли чăх чĕппине ăшалама кирлĕ марччĕ пуль?
— Шуйттан пĕлет-и? Эп сана шантăм. Эс пур ĕçе те манран лайăхрах пĕлетĕн терĕм. Ĕлĕм-Чĕлĕм мучине кайса тĕпчемеллеччĕ пирĕн.
— Мĕнле, кăмăла каять-и сана Оля? — ыйтрĕ Рамаш, ларсан-ларсан.
— Чиперскер, — терĕ Трашук, — ытла та чипер. Пăхма та вăтанмалла ун çине...
Иккĕшĕ те шăпланчĕç. Рамаш икĕ вăлтапа ларать. Пысăкрах вăлтине тарăирах ячĕ вăл — шултра пулă валли, пĕчĕкрех вăлтипе хĕрлĕ куç ытларах тытас терĕ. Трашук пĕр вăлтапа юлташĕнчен кăшт аяккарах кайса ларчĕ.
Оля çак вăхăтра пĕр çĕклем чечек татса килчĕ те çыран айне анмасăр çӳлте чечек кăшăлĕ тума ларчĕ. Çав вăхăтра ту хыçĕнчен хĕвел ялкăшса çĕкленчĕ. Хĕвел тухнине çыран айĕнчи каччăсем сисмеççĕ-ха. Акă Оля пуçне чечекпе кăшăлларĕ. Эх, Рома, çаврăнса пăхсамччĕ! Сан хĕрӳ венчет кăшăлĕ тăхăнчĕ вĕт! Çук, Рамаш çаврăнса пăхмарĕ. Аçта унта! Тарăн янă вăлтана çуйăн лекнĕ пек туйăнчĕ ăна. Ерипен турта пуçларĕ вăлта хĕлĕхне. Вăлтана ăман çеç тирнине маннă пулас.
— Трашук, çуйăн лекрĕ... Пĕчĕк ăпта ăçта? — çухăрса ячĕ Рамаш.
Эх, вăлта хĕлĕхĕ ытла çинçе, татăлса кайма пултарать. Акă ăшăхрах çĕре туртса çитерчĕ... Пуллин çурăмĕ те курăнкалать. Çуйăн пекех хура. Пĕчĕк вăлтана епле лекнĕ-ха вăл? Трашук атма йăтса чĕркуççи таран шыва кĕчĕ. Рамаш пулла çӳретсе ывăнтарсан, Трашук ăптине ăнăçлăрах маилаштарчĕ те хытă сулăнса чăнах та чылай пысăк пулă туртса кăларчĕ.
— Ылтăн пулă, ылтăн пулă! Ылтăн ăраскал пирĕн, Рамаш! — ташланă пек тĕпĕртетрĕ çыран айне сиксе аннă Оля.
— Халиччен Тукра хура пулă тытнине курманччĕ, — терĕ Трашук, тĕлĕнсе.
— Юплĕ кӳлĕрен сана шыраса килнĕ вăл. Эс çавăнта хура пулă тытма каясшăнччĕ вĕт. Пăх-ха, пĕр виçĕ кĕрепенккĕ пулăть! Ултă çиплĕ хĕлехе йпле татман-ха вăл... Чăнахах ăраскал тейĕн.
Хура пулă ятне чăвашларан вырăсла куçарса парсан, килĕшмерĕ Оля. «Хура пулă мар, ылтăи пулă, ылтăн ăраскал. Шухăшласа хунă ăраскал!» — урăх сăмах пĕлмесĕр чĕвĕлтетрĕ чечек кăшăлĕ тăхăннă хĕр. Кăшăлне Трашук Рамашран маларах асăрхарĕ. «Араскалне чăнахах тупрăн иккен», — терĕ вăл чăвашла, юлташне тĕртсе.
Тата икĕ пĕчĕк çăрттан, тăват-пилĕк уланкă, темиçе хĕрлĕкуç тытрĕç пулăçăсем. Хĕр пĕчĕк ача пек савăннине курсан, Рамаш:
— Оля, ылтăн пуллине ăшаласа çиер эппин, — терĕ. — Çуйăнран та тутлă вăл, сысна çури пекех мăнтăр та çуллă. Вĕтĕреххисенчен шӳрпе пĕçерĕпĕр.
— Çук, çук, Трашук амăшĕпе асламăш валли илсе кайăр. Карчăксене шăл çемми пулать, — килĕшмерĕ Оля.
— Карчăксем валли тата тытатпăр эпир. Ку пирĕн ăраскал терĕн вĕт. Хамăр ăраскала ваттисене парăпăр-и? Çамрăксем пурте пухăнса, Илюша патĕнче туслăх шӳрпи сыпăпăр.
— Апла-тăк, эп халь каятăп. Кăшт тăрсан, эсир пулă йăтса пырăр. Тульккă эп шыв урлă каçиччен вырăнтан ан хускалăр. Каçсанах, эс вĕрентнĕ пек, пӳрнене çăвара чиксе шăхăрăп.
— Кăшăлна ан хыв, — терĕ Рамаш, халь тин хĕр илемне асăрханăскер.
— Пуп хушсан та хывмастăп, — кулса ячĕ хĕр, унтан пăлан пек çăмăллăн чупса çыран тăррине хăпарчĕ те вăрмана кĕрсе çухалчĕ.
Рăмаш Ольăпа калаçнă чух малтанхи пек «Эсир» тесе лăпăртатмасть ĕнтĕ. Хĕр ăна пирвайхи каçах «культурăллă» калаçма пăрахтарчĕ, малтан «Эпир» текелесе пăхрĕ — витереймерĕ. Çилленсе пăрахсан тин витерчĕ.
Туслăх шӳрпи шеп пулса иртрĕ. Пулă тасатнă чух кăна Ольăпа Филька кăшт хирĕçсе илчĕç. «Кăтарт-ха ылтăн пуллуна», — терĕ Фильки пырса кĕнĕ майăнах. Пуллине курчĕ те тутине пăрчĕ: «Фи, эп чăнахах ылтăн пулă тесе... Линек ку, ылтăн пулă мар». «Эс ху линек, пăрăн кунтан часрах», — терĕ те Оли чăрмантаракан йĕкĕте питрен пулă хӳрипе çат! тутарчĕ.
Илюша савăннипе вырăн тупаймасть. Ак ăçта ĕмĕрлĕх туссем тупăнчĕç. Шалти пӳртре вăл чăваш тусĕсемпе калаçкалать те, тулти пӳрте тухса, хĕрсене чăрмантаркалать, Ольăна айăкран тĕксе, куçне хĕссе илет. Ана та пулă çупки лекрĕ. Христя акамĕ тавра тапăртатать, Рамаш пирки калаçтарасшăн ăна. Анчах лешĕ калаçасшăнах мар, йăл-йăл кулса илет кăна...
Акă пурте сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕç. Илюша амăшĕ те çамрăксемпе хутшăнчĕ.
— Эх, Фальшин Васькине чĕнтермеллеччĕ, — терĕ вăл, ӳкĕнсе. — Староста ывăлĕ вĕт. Ольăн каччи пулать тата.
Çамрăксем кĕр! кулса ячĕç.
— Ан пăшăрхан, тетя Маша, Васька валли хура пулă шăммипе хӳрине хăварăпăр эпир, — терĕ Спирка, татах çынсене култарса.
Кунĕпе тенĕ пекех çуйăхрĕç çамрăксем. Шăп ĕçрен пу-шă вăхăт халь. Утă çине тухиччен ял çыннисем нимех те тумаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Мăрзабай та Трашука Рамаш кайиччен ĕçлеттерместĕп терĕ. Çапах та Трашукĕ кăнтăр-ла еннелле килелле васкарĕ. Юлташĕ «йĕркерен тухнине» тахçанах ăнланнă ачи, çавăнпа ăна пĕрле кайма хистемерĕ те. Илюши Рамаша пурпĕрех яман пулĕччĕ.
Пурте саланса пĕтсен, Рамашпа Илюша улăм витнĕ аслăк сулхăнĕнче нумай вăхăт пăшăлтатса ларчĕç. Хальхинче Рамаш «ĕç» пирки те асăнма манмарĕ.
— Старшинана тепĕр хут сăмах майăн тĕпчекелерĕм. Айăплă мар пулать вăл. Фальшин килкартине вăхăтра ĕлкĕреймен. Хытă ӳкĕнет халь мĕскĕн çыннăн тахçанхи чирĕ пирки асăннăшăн. Мăрзабая хам пĕлсех каймастăп, анчах шăнас килет. Усал çын мар. Ман атте хисеплетчĕ ăна...
Рамаш ашшĕне асăннă хыççăн Илюша, юлташне пӳлсе:
— Халь эп сан аçуна лайăх астурăм, — терĕ. — Чиркĕве Юрлама çӳренĕ чух курнăччĕ. Сарă сухаллă хитре çын. Халь курсан та паллăттăм эп ăна.
— Эс мар, эп хам та тăруках паллаймарăм ăна, — кулса ячĕ Рамаш. — Сарă хитре сухалне хырнă та çап-çамрăк çын пек курăнать вăл халь.
Тем пирки те калаçрĕç паян варлă туссем. Унтан Илюша юлташне каçчен ешĕл курăк çулса тултарнă урапа çине выртса канма хушрĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...