Кĕпер :: Тунсăх юрри
Ах, Оля, Оля! Чĕрӳне çунтармалăх сăлтав пур çав сан. Пуçна ыраттармалăх та пур. Çавăнпах пуль эс вăййа та çӳреми пултăн. Никама та курасшăн мар. Аннӳпе те калаçми пултăн. Аннӳ тĕлĕнет. Аçу ячĕпе çурта лартса турра кĕлтума Таллă мăнастирне кайнăччĕ вăл ун чух. Çав хушăра эсĕ йăлтах улшăнтăн. Сан савăнăçна курмарĕ вăл. Курнă пулсан, ытларах пĕлĕччĕ, пĕлменнине — ват çын чĕрипе çисĕччĕ. Халь акă эсĕ хурлăхлăн шухăша кайса ларнине Çĕç курать, эс çапла улшăннăшăн аптраса, хăй те хуйхăрать. Тулăксăртарах çын пулсан, аннӳ сана вăрçса-çĕтĕлсе тĕпченĕ пулĕччĕ, çивĕтрен тытса лăскама пĕлĕччĕ. Аслă çын çав сан аннӳ, ырă кăмăллă çын. Унăн хăйĕн хуйхи пысăк. Аçу çухалнăранпа вăл та сан пекех çынпа калаçми пулчĕ, анчах хăй пурпĕрех хыпар килессе шанма пăрахмасть. Икĕ çул хыпар пулманнине — халь тин пулас çук. Унăн хуйхи ханшăн та пысăк хуйхăччĕ. Çапах та çамрăк пуçра хуйхă хăвăртрах сĕвĕрĕлет, анну пек вăхăтсар ватăлнă çын пуçĕнчи хуйхă нихçан та сĕвĕрĕлмест, чул пек хытса, чĕре тĕпне анса ларать. Ах, Оля, Оля! Çĕнĕ хуйхă ан ту аннӳшĕн, ыталаса макăр та пĕтĕмпех каласа пар. Ним те ан пытар. Анланĕ вăл сана. Аслă çын вăл, пысăк чĕреллĕ-çын. Çук, эс аннӳпе пĕрле макăрмарăн — те хăрарăн уншăн çĕнĕ хуйхă тăвасран, те вăтантăн. Эс хĕр куççульне вăрттăн юхтарса типĕтрĕн. Анчах куççуль типсен те — йĕрĕ юлать. Çавах вăл саиа тĕпчемерĕ, вăрçса ятламарĕ. Ним курман-пĕлмен пек ыйтрĕ кăна: «Вася тем çӳреми пулчĕ пирĕн вĕçе. Сăлтавне эс пĕлместĕн-и?» Эсĕ те, ним пулман пек, пĕр тикĕс сасăна каларăн: «Пĕлместĕп. Урăх вĕçе çӳрет пуль», — терĕн. Пӳртре ун чух тĕттĕмччĕ, эсир иккĕнехчĕ. Апла пулин те, пĕрне-пĕри урăх пĕр сăмах та каламарăр. Аннӳ тем шухăшларĕ. Эсĕ хăвăн шухăшна шухăшларăн: «Ах, аннеçĕм-анне... Хĕрлĕх иртсе кайрĕ маншăн. Тен, хам кĕçех анне пулăп. Тата кăшт кĕт. Калăп вара. Калăп та килтен тухса кайăп. Тук тăршшĕпе Пасарлăяла çитиччен çуран кайăп. Эс пĕлместĕн ăна. Шанмăн. Эп пĕлетĕп, шанатăп. Пĕртен-пĕр каччă вăл маншăн. Пĕртен-пĕр... кашкăр». Çапла шухăшларăн эс ун чух.
Ах, Оля, Оля! Санпа çапла калаçнăшăн ан ятла пире. Эс каччуна «Ах, Рома, Рома!» тесе чĕнеттĕн. Халь шухăшра, юлашки кунхи пек, «Ах, Рамаш, Рамаш!» тесе асăнатăн. Çавăнпа пирĕн те сана «Ах, Оля, Оля!» тесе чĕнес килет. Эпир те сана юратрăмăр. Уншăн ан ятла пире, ан çиллен.
Ик-виç эрне сăнарĕ амăшĕ юратнă хĕрне. Оля кăмăлĕ уçăла пуçларĕ пек. Такамран çыру килчĕ. Хирĕç çырма васкамарĕ хĕрĕ. Тепĕр эрнерен кăна çырчĕ. Амăшĕ каллех тĕпчемерĕ. Халь ĕнтĕ тĕпчеме те кирлех мар: ун хăлхине те хыпар пырса кĕнĕ. Оля ют ялтан килнĕ каччăпа çӳренĕ, теççĕ. Çав каччăпа Фальшин ывăлĕ çапăçнă, теççĕ.
Çырăвĕ савăк пулнă пуль. Хăй те савăк çыру çырчĕ пуль. Çавăнтанпа хĕр ĕлĕкхи пекех хаваслă калаçма-кулма пуçларĕ. Çук, ĕлĕкхи пек мар. Хĕр сăнĕ халь ĕлĕкхинчен çутăрах. Хĕр куçĕнче çутă хĕлхем вылять. Амăшĕпе вăл халь ĕлĕкхинчен евĕклĕрех. Шăллĕпе йăмăкнĕ те ытларах юратать пек. Еçре те хастарлăрах пек. Унăн халь пĕр мăшăр алăран пуçне тата икĕ çунат пур тейĕн. Таçта та çитсе ĕлкĕрет, тем-тем туса çитерет. Пĕр енчен çеç юлхавланнă: вăййа çӳремест. Çавах, каç пулсан, урамра хĕрсем юрланă вăхăтра, вăл та кйлте лармасть, таçта тухса каять. Тен, чиркӳ вĕçне çӳрет пуль, тен, çĕнĕрен Васькăпа вăрçнă пуль. Юриех те сăнаса пăхрĕ амăшĕ. Ял тепĕр вĕçне мар, шыв хĕррине, вăрман çывăхне утса кайрĕ Оля. Çав çулпах киле таврăнчĕ.
Оля каçсерен Тук хĕррине, ылтăн пулă тытнă тĕле хирĕç кайса ларать. Хушăран вăрăммăн сывласа илет. Виçĕ сăмах çеç сасăпа кăларать: «Ах, Рамаш, Рамаш!» Ытти сăмахĕ-шухăшĕсем унăн пĕтĕмпех ăшра. Хушăран юрă ĕнерсе илет, хăмăр куçа асăнать.
Кари глазки, где вы скрылись?
Мне вас больше не видать.
Где вы скрылись, запропали?
Навек заставили страдать.
Юрлать те тиркесе пăрахать юррине. Рамаш куçĕ пирки «глазки» тенипе килĕшмест. Вара тепĕр юрă пуçлать:
Глаза, вы, карие, большие,
Зачем я полюбила вас?!
Анчах малалла «А вы изменчивые, злые» тенĕ вырăна çитет те, каллех килĕшмеççĕ ăна юрă сăмахĕсем...
Пĕр каç пĕччен ларакан хĕр патне çын пырçа тăчĕ. Ольăна малтанах такам çывхарнă пек туйăнчĕ, çапах вăл пуçне те çĕклемерĕ.
— Оля, ма пĕччен ларатăн, ма вăййа тухмастăн? — илтрĕ вăл тепĕр самантран. — Лайăх мар капла. Çынсем сан пирки темтепĕр калаçаççĕ... — Васька хăй сăмахне çапла пуçларĕ. Унтăн Оля ним те чĕнменнине курчĕ те:
— Маннă сана чăваш ачи, — тесе хучĕ. — Чăнахах та маннă вăл, Оля. Эс те ман. Эпĕ те мĕн пулни-иртнине манма тăрăшăп. Атя, каллех пĕрле çӳрер. Кĕркунне туй тăвăпăр. Атте хирĕç пулмĕ.
Каччă, хăюлланса, хĕр çумне пырса ларчĕ. Хĕр çав вăхăтра ура çине тăчĕ.
— Çук, Василий Никонович, каснă чĕлĕ сыпăнмасть. Каларĕ вĕт сана Илюша, чухăн вĕçне ан çӳре терĕ. Хăвна тайăн пуян хĕр шыра, — çапла каларĕ те хĕр хушлăх еннелле утрĕ.
Пĕччен юлнă каччă чăтма çук урса кайрĕ те çапла кăшкăрчĕ:
— Эс, амашкă, чăваш чĕппипе çӳресе пĕтĕм яла намăс кăтартрăн. Асту! Каснă чĕллӳ хапха çинче ан пултăр!
Варт çаврăнчĕ каялла Оля. Тĕттĕмленнĕ пулин те, усал ача хĕр куçĕнчи вутлă хĕлхеме лайăх курчĕ. Курчĕ те ерипе çывхаракан хĕр умĕнче каялла чака пуçларĕ. Хĕр Хăйĕн çлĕкхи каччине çухаран ярса тытрĕ.
— Эс, путсĕр çын, ман хапха патне çывхарсан, Илюша сан пуçна пăрса татать. Мана хӳтĕлекенсем тупăнĕç. Тупăнмасан — хам сана пăвса вĕлерĕп. Ме халлĕхе, асăнмалăх!..
Çапла пуян ывăлĕ чухăн хĕртен çупкă çисе курчĕ.
Чурăс кăмăллă та хăравçă чунлă йĕкĕт вăл, Васька. Оля халех шăхăрса Илюшăна йыхăрасран хăраса ӳкрĕ, тытăнчăк сасăпа йăпăлтатма тытăнчĕ:
— Эп мĕн... шӳтлесе каларăм вĕт, Олька. Эп... ырă кăмăлпа килнĕччĕ. Юрĕ, эппин...
Кăшт аяккалла пăрăнсан тин каллех хаяр сасăпа кăшкăрчĕ:
— Çăва патне, амашкă! Никам та сана качча илес çук. Хăвах ман пата чупса пырăн. Пăрахнă сана чăваш ачи. Асту ман сăмаха... Пĕр çыру та кĕтсе илейместĕн эс унран.
Хирти ĕçсем пуçлансан, ялта вăйă сасси илтĕнми пулчĕ. Оля та Тук хĕррине çӳреме пăрахрĕ. Час-часах хирте çĕр выртмалла пулать. Киле таврăннă хушăра та вăхăт чăлăм куç хупса илмелĕх кăна юлать.
Çăвĕпе савăнса, икĕ çын ĕçне туса ĕçлерĕ пирĕн хĕр. Анчах кĕр еннелле салхуланчĕ. «Рома, Рамаш», — тесе савăнатчĕ вăл. Халь, çав ята асăнсанах, хурланакан пулчĕ. Каччăран çыру илменни иккĕмĕш уйăх çине кайрĕ. Мана пуçларĕ-ши? Çук, манман. Шанать хĕр. Анчах мĕн чухлĕ шансан та, кичемлĕх чĕрене килсе хуплать-хуплатех.
Авăн çапса пĕтернĕ хыççăн ĕçрен кăшт канмалли вăхăт çитрĕ. Каçхине Оля каллех хăйĕн такăр сукмакĕпе Тук хĕррине кайса ларчĕ. Хăмăш кичем юрă юрлать. Шыв леш енчи вăрман хурланса кашлать. Сарă çулçăсем шыв урлă вĕçсе килсе ӳкеççĕ.. Вăрман кĕпи сарăха пуçланă. Шыв çийĕ вичкĕн çил вĕрнипе пĕркеленсе тăрать, вĕттĕн хумханкалать.
Хăй те сисмен çĕртен сасăпах юрласа ячĕ хĕр, малтанхи пек икĕ йĕрке хыççăн та чарăнса тăмарĕ:
Глаза, вы, карие, большие,
Зачем я полюбила вас?!
А вы изменчивые, злые,
Зачем страдаю я по вас...
Пĕркунхи пекех такам ун çывăхне пырса тăнине сисрĕ Оля: «Каллех Васька килчĕ-ши?!» Çав вăхăтра çынни ӳсĕрнĕ пек турĕ.
— Ял çине вăййа, савăк хĕрсем патне кайсам, Илюша, — ывăннă сасăпа каларĕ Оля, тăванне палланă хыççăн. — Тунсăх юррине итлесе тăма килĕшмест сана, Илюша.
— Чим-ха, ухмах, — тӳрменрех чĕлхепе шеллерĕ хĕре лешĕ. — Ахалех хăвна ху тарăхтарса ларан кунта. Рома санран сивĕннине ĕненместĕп эпĕ. Ман пата та çырма пăрахрĕ вĕт вăл. Сана пăшăрхантарас мар тенĕччĕ, каласах пуль, эппин. Пĕр ял çынни çак кунсенче Пасарлăяла кайса килчĕ. Халь кăна ун патĕнче пултăм эп. Еликов купсана пĕлет вăл, ун лавкки тĕлне те пĕлет. Анчах хупă, тет, лавкки. Алăкне çăрапа питĕрмен, хăма çапса хăварнă. Мĕне пĕлтерет-ши çак япала? Тен, Рома ялтан урăх çĕре ĕçлеме тухса кайнă?
Кăшт пуçне çĕклесе йăшăлтатрĕ Оля, çавăнтах çĕнĕрен халсăрланчĕ.
— Кайнă? Ну кайнă пултăр. Çыру яма юрамасть-и вара? Сан патна çырманни те паллă: пире пурне те маннă вăл.
— Итле-ха, Оля. Пĕр ырă хыпар калам сана. Пирĕн Коля куккаран çыру килчĕ. Тен, кĕçех хăй те килсе çитĕ: е курма пырăп, е савçимех таврăнăп тесе çырать, — хĕр хуйхине кăшт сĕвĕрĕлтерес шутпа суйрĕ Илюша. Коля куккăшĕн çырăвĕ чăнах та килнĕ, анчах яла халех килес пирки асăнман лешĕ.
Тепĕр чух пулнă пулсан, Оля, савăккăн сиксе тăрса, Илюшăна лăскама тытăнĕччĕ. Иккĕшĕн те амăшĕсен тăван шăллĕ вăл, дядя Коля, чи юратнă тăван кукка. Сиксе тăрасси пулаймарĕ, çапах хĕр шухăшĕсем тепĕр еннелле пăрăнчĕç:
— Кукка пирки большевик темерĕн-и эс пĕркун? Рамаш та хăйĕн ашшĕ пирки çапла каланăччĕ, хăй те большевик пуласшăн çунать. Çав сăмаха ăнланмастăп эп — те ырă, те усал сăмах. Пурпĕрех Рамаша шанатăп, усал шухăшлă çынсем енне туртăнас çук вăл. Чим-ха, тен, çавăн пирки çыру çӳретме юрамасть пуль унăн? Ашшĕ çинчен никама та каламарĕ вĕт — сана, мана тата Трашука çеç каларĕ.
Трашук ятне сăмах майăн çеç асăнчĕ Оля, çапах тепĕр самантран ура çине сиксе тăчех, йĕкĕте турткалама та пуçларĕ.
— Чăнах та ухмах мар-и? Трашук пĕрре те аса килмерĕ, йăлтах маннăччĕ эп ун пирки. Эсĕ те маннă çĕнĕ тусна. Атя, халех ун патне кайса килер. Тен, чăваш тусĕ патне çырать пуль вăл. Шыв урлă каçса Рамаш сукмакĕпе кайсан, инçех те мар вĕт, юнашарах.
Иĕкĕт хĕр пек хыпăнса ӳкмерĕ. Халь ĕнтĕ вăл хăй темшĕн тĕксĕмленсе кайрĕ.
— Ан турткалаш, ан васка, — терĕ Илюша, тем пирки тарăхса. — Трошăна манман эпĕ. Ялта çук-ха вăл. Хиртен таврăнмасăр таçта ĕçлет. Чим. Тата тепĕр кун тăхтаса пăх. Пĕр шухăш канăç памасть мана. Тен, Рома мар, тепри айăплă пуль. Тĕрĕслем эпĕ çак шухăша. Кайран калăп вара сана. Лешеккине танккама ан васка.
Оля кăмăлсăрланчĕ. Илюшăн «пĕр шухăшне» хăлхана чикмерĕ вăл. «Ан пырах. Сансăр та кайса килĕп. Трашук çук-тăк, амăшĕпе курса калаçăп. Халь мар ĕнтĕ, ыран ирхине», — шăппăн шухăшларĕ вăл.
...Çав вăхăтра Рамаш хăй те тунсăх юрри юрлать иккен. Оля пекех икĕ йĕркерен иртеймест, çапах юрри ун вĕçĕмсĕр, Ольăнни пек пат татăлмасть:
Разлука, ты, разлука,
Чужая сторона!
Никто нас не разлу...ка ты,
Разлука,
Чужая сторона!
Никто нас не разлу...
Çапла вĕçĕ-хĕррисĕр юрлани тунсăха сĕвĕрĕлтерсе ярать, шӳтлесе кăмăла уçма пулăшать. Анчах, мĕнле хăтлансан та, юрă сăмахĕсем савăках мар халĕ. Тĕле килеççĕ тата вĕсем. Савнипе паллă мар вăхăта уйрăлни сахал, таçта ют енне кĕтмен çĕртен кайса лекрĕ.
Чулçырмаран таврăнсан, Рамаш ĕçсĕр юлчĕ. Вăл хăнара çӳренĕ вăхăтра мăнтăр купса килĕнче темле пăтăрмах пулса тăнă. Ун çамрăк арăмĕ черкеспа пĕрле килтен тухса тарнă, тет. Кăшт тăрсан, Еликов хăй те çухалнă, таркăнсене йĕрлеме кайнă пуль терĕç.
Рамаш уншăн аптраса ӳкмерĕ. Ана çĕрме пуян Белобородов купсан управляющийĕ тара тытрĕ. Чаплă купса хăй Пасарлăялта мар, таçта Урал таврашĕнче, Стерлитамак хулинче пурăнать. Вăл тĕрлĕ енче, ялсенче, темиçе магазин тытса тăрать. Еликовăн йывăç лавккипе юнашар ларакан пысăк чул магазин çавăн ĕнтĕ. Хĕрлĕ тавар магазинĕ. Унта тăват-пилĕк прнказчик. Хуçа вырăнне — Пасарлăял çынни Николай Петрович Гурьянов, Мăрзабай евĕрлĕрех сарлака хура сухаллă та сумлă çын. Тĕп хуçана пасарлăялсем нихçан та курман. Ун сутуç ĕçне пĕтĕмпех Гурьянов туса тăрать, хушăран Стерлитамака тĕп хуçа патне кайса çӳрет.
Çав Гурьянов Таймансемшĕн ют çын мар. Вăл ĕлĕкрех Кирилл Морозпа туслă пулнă, ун урлă Рамаш ашшĕпе çывăх паллашнă. Паллашни мĕн, кумлашнă тата, Чаплă Шорник чаплă управляющин ачине, хреснашшĕ пулса, тене кĕртнĕ. Чăваш вĕçĕнчи шорникпа ахальтен мар хурăнташланнă Пасар вĕçĕнчи вырăс. «Кум патне» çӳресе Кирилл Морозпа вăрттăнрах курнăçма май тупнă вăл.
Ашшĕн кумĕ эсер пулнине тин пĕлчĕ Рамаш. Халь çав Гурьянов таврари эсерсен пуçлăхĕ иккен. Юлашки вăхăтра тата ăна чиркӳ старости туса хунă. Эсерсен хĕрлĕ ялавĕ ылтăн хĕресрен хăпасшăн мар çав.
Еликов укçапа илĕртрĕ Рамаша. Гурьянов вара куллен йӳнелсе пыракан укçаран хаклине сĕнчĕ: кашни уйăх пĕр пăт çăнăх, пĕр кĕрепенкке сахăр, икĕ кĕрепенкке тăвар, виçĕ кĕрепенкке краççын тӳлеме пулчĕ. Рамаш хăй хуçа патĕнчех тăранса пурăнать. Тата мĕн кирлĕ!
Икĕ хуçа Рамашăн. Пĕр хуçи пĕчĕк буржуй, тепри пысăк буржуй: кăнтăрла Белобородов магазинĕнче ĕçлет, ир-каç Гурьянов картишĕнче тертленет. Ашра çаплах чĕнет вăл икĕ хуçана, пĕрне Пĕчĕк буржуй, теприне Пысăк буржуй тет. Вирлĕ ятсене тупса хума фронтран таврăннă Клейменкин юлташ пулăшрĕ ăна.
Çуллахи хирти ĕçсем пуçланнă çĕре яла килсе çитрĕ çав фронтовик. Кунта та чăн-чăн большевик килсе тухни пĕтĕм яла пăлхатса ячĕ. Лавккаçăсен сăпса йăви тем пек сĕрле пуçларе. Большевик-антихрист пирки купсасем мĕн-мĕн сĕрленине шăппăн тăнлать Рамаш, хăй ытти приказчиксем палканă чух та шарламасть. «Курса калаçасчĕ çав большевикпа, тен, вăл ман аттене тĕл пулнă пуль», — шухăшлать йĕкĕт.
Пĕррехинче каçхине (пур ĕçрен те пушансан, вăййа тухма чармаççĕ ăна) Пасар вĕçĕнчи пĕр пĕчĕк урамра пурăнакан «антихриста» шыраса тупрĕ Рамаш. Çав каç хăйĕн пурнăçĕнче татăклă утăм турĕ те вăл. Тепĕр каç Клейменкин хушнипе вăрăм урам тăрăх Чăваш вĕçне çити хут çыпăçтарса тухрĕ. Шăматкун каç чиркӳ таврашĕнче пуху-митинг пулать, Клейменкин юлташ вăрçăпа мир пирки, çĕре хресчен аллине парас пирки, фронтри лару-тăру пирки калаçать, большевиксен программине ăнлантарса парать тесе çырнă унта. Рамаш хут çыпăçтарса тухнипе чарăнмарĕ, нумай киле кĕрсе мăннисене çеç мар, хăй пек йĕкĕтсене те пухăва пыма йыхăрчĕ.
Пухăвĕ шавлă пулса иртнĕ. Фронтовиксемпе лавккаçăсĕм кăшт кăна çухаваран тытăçса кайман'. Рамаш та юлташĕсемпе пырса итленĕ унта.
Çав пуху хыççăн тепĕр эрнерен Рамашăн шăпи сасартăк улшăнчĕ те. Пĕчĕк буржуй ăна магазина урăх ямарĕ. Хăй йĕкĕтпе сăпайлăн калаçрĕ:
— Эс, ача, большевик патне çӳре пуçларăн, теççĕ. Ана пуху пухма та пулăшнă иккен. Мĕн тăвас ĕнтĕ? Эс ху ним шухăшламасăр ачалла хăтланнă пуль-ха, анчах хăвăн çулна пӳлсе лартрăн. Халь сана пирĕн ялта пĕр хуçа та ĕçе илмĕ. Ман патра пурăнма та юрамасть... Аçу килте пулсан, эс çапла хăтланнăшăн хăлхаран пăрса ăс кĕртĕччĕ те, ĕçĕ те пĕтнĕччĕ. Аçу çук çав. Тек магазинра ĕçлеттерейместĕп сана, — çынсем умĕнче ырă мар. Çапах кум çемйине пăрахас килмест...
Хуçа Рамаша тинкерсе пăхрĕ. Лешĕ пуçне чиксе сăмах чĕнмесĕр тăрать. Хирĕç мĕн калăн?
— Кăмăлу пулсан, вăт мĕн тăвăпăр, — терĕ Гурьянов тинех. — Пирĕн тĕп хуçана сан нек йăрă та пушкăртла лайăх пĕлекен, приказчик пулма та, кучер пулма та пултаракан йĕкĕт кирлĕ. Эс ун патне Стерлитамака кайма килĕшсен, эп кунта çемйĕр валли хальччен мĕн панине кашни уйăхрах парса тăрăп. Шăллу пĕчĕк урапапа килсе илтĕр. Анчах асту: хăвна ху чипер тыткала унта. Кунти пек хăтлансан, ан ӳпкелеш вара. Пыр, килйышсемпе канаш туса кил. Килĕшетĕн пулсан, ыранах сана Белобородов патне ăсатăп.
Канаш тума Рамаш киле мар, Клейменкин патнех кайрĕ. Кăмăллă вырăс ун ашшĕне лайăх астăвать, анчах вăл большевик пулнине хальччен пĕлмеи. Кăяш Тимкки пирки лайăх пĕлет вара. Унпа хальтерех Оренбургра паллашнă вăл.
Клейменкин кăшт шухăшласа ларнă хыççăн çапла каларĕ:
— Кунта чăнах та лавккаçăсемпе куштансем çисе ярĕç сана. Эп хам кĕçех ялтан каятăп. Стерлитамака Пысăк буржуй патне каях пĕрех хут. Унта мĕн тумаллине хăвах курăн. Йывăр килсен, Шепелев юлташа шыраса туп. Авандеевпа пĕрле ссылкăра пулнă вăл. Еç тупма та, «тепĕр революци тума» та пулăшĕ саиа. Эп, Самара кайма май килсен, унта сан аçуна курма тăрăшăп.
Мăн юлташ сăмахне итлерĕ Рамаш. Ольăран тата çĕр çухрăм аяккалла тарма кичем те, мĕн тăвассу пур: «Юмахра та телей тăруках алла лекмест».
Çапла Рамаш Урал таврашне, пушкăрт хулине килсе лекрĕ. Хула. Темех мар. Пасарлăялăн Пасар вĕçĕ чăн та хуларан кая мар иккен. Белобородовăн унти магазинĕ тесен, — кунтинчен чаплăрах та.
Çĕнĕ приказчик-кучера магазинра ĕçлеттермеççĕ-ха. Хуçа майри питĕ кăмăлларĕ йĕкĕте. Ана хаçат-журнал е кулинари кĕнеки вулаттарать, картпа юмăç пăхтарать.
Тепĕр чух большевиксене вăрçса çĕтĕлме тытăнать, унтан, куçне вылятса:
— Эс ху большевик мар-и, Ромась? — тесе кулса ярать.
— Çук-ха, барыня, — кулать Рамаш та.
Час-часах ирхине вăл хĕрĕх витре кĕрекеи пичкепе, хула вĕçне кайса, çăл шывĕ тултарса килет. Çавăн чух йĕкĕт, тилхепе тытса пичке çине ларсанах, хăйĕн вĕçĕмсĕр юррине мăрăлтатма тытăнать.
Пысăк буржуйпа Пĕчĕк буржуй умĕнче айăпа кĕмен-ха Рамаш — халлĕхе çемьене пулăшать. Кайран мĕн пулĕ унта? Пулăшайми пулсан, мĕиле пурнайĕç-ши вара мĕскĕнсем? Çак хуйхă тытса тăрать çăв Рамаша. Çапах Шепелев юлташ патне каймасăр тӳсеймест ĕнтĕ вăл.
Тепĕр хуйхă та хăртать йĕкĕте. Темшĕн Оля та, Илюша та çырми пулчĕç. Трашукĕ те шарламасть. Татах та татах çырать Рамаш. Ответ çук.
Шӳтлесе мар, тарăхсах юрла пуçларĕ йĕкĕт тунсăх юррине:
Разлука, ты, разлука,
Чужая сторона...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...