Кĕпер :: Хăйă çутипе
Кĕрхи каç вĕçĕмсĕр вăрăм. Кăçал вăл тата вăрăмрах пек туйăнать. Чӳречесем лампа çутипе çуталми пулчĕç. Хăйă çутипе нумаях ĕçлесе лараймăн. Хĕрарăмсем каçранах çывăрма выртаççĕ — краççын пĕтнĕренпе кĕрхи каç пир тĕртми, тĕрĕ тĕрлеми пулчĕç.
Хĕрупраç парăнмарĕ. Улах чӳречисенче авалхи çутă мĕлтлетет — хăйă çути. Анчах улахра та халь тĕрĕ тĕрлемеççĕ. Кĕнчеле арлаççĕ те алса-чăлха çыхаççĕ улахри хĕрсем. Каччăсем вара краççын пĕтнĕшĕн пачах кулянмарĕç, кулянма мар, савăнчĕç — тĕттĕмрех чух хăюллăрах вĕсем...
Пĕлтĕрсенче салтака лекмен мăн арçынсем лампа çутипе юмах итлесе ларма çӳретчĕç. Халĕ те çав йăлана пăрахман вĕсем. Малтикассем Шатра Микка юмахне, тăвайккисем Курпун Лявук юмахне итлеме çӳреççĕ. Арçын улахĕнче лампа та çутмаççĕ, хăйă та çунтармаççĕ халь. Тĕтĕм-сĕрĕм, пурте табак туртнăран, хăйăсăр та самаях чыхăнтарать. Юмах-сăмахĕ вăл тĕттĕмре те лайăх илтĕнет.
Анчах тĕттĕмре çынçем харсăрлаичĕç. Юмахçăсене пӳлекенсем, шавлакансем тупăнчĕç. Елĕкрех пулсан, ватăраххисем юмах итлеме чăрмантаракан пуçтахсене хăтăрса пăрахĕччĕç. Халĕ шарлама мар, хăйсем те хăюллисен сăмахне хăлха тăратса тăнлама хатĕр. Чăнах та, кăçал ытларах çĕнĕ халапçăсем сăмахлаççĕ: курма килнĕ фронтовиксем е вăрçăран ĕмĕрлĕхе хăтăлнă уксах-чăлахсем. Пăтранчăк самана пирки тĕлĕнмелле хыпарсем калаççĕ вĕсем. Юмахçă пек пĕр тикĕс лăпкăн юхтармаççĕ сăмаха, кăшкăрашса калаççĕ, хăйсем хушшинче хирĕçсе, вăрçса каяççĕ.
Самана сывлăшĕ тĕттĕм чăваш ялне те килсе çапрĕ. Тĕнчери лару-тăру пирки ниçта тухса çӳремен мăк сухалсем те интересленекен пулчĕç. Вĕсене те малашлăх хумхатать. Анчах малашне мĕн пулассине пĕлсе калаçакансем çук çав.
Мăрзабай Çимунĕ ыттисенчен тулăклăрах калама пултарĕччĕ. Вăл та темшĕн шарламасть. Пĕлнĕ-пĕлмен лапăртатма юратмасть пуль. Тепĕр сăлтав та пур ĕнтĕ: унăн халлĕхе урăх хуйхă-суйхă. Трашук хиртен таврăннăранпа Çимун, Мăрзабай килĕнчен уйрăлса, çĕнĕ çĕре куçса ларма пикенчĕ.
Кĕçех ялта «пĕлсе» калаçакансем те тупăнчĕç.
Икĕ салтак Мăрзабай Çимунĕ пекех салтакран яланлăха таврăннă. Анчах пĕри чулçырмасем мар — самлейсем. Тата салтак та мар иккен вăл. Ун пирки çынсем кайран тин пĕлчĕç. Малтанах ăна салтак тесех йышăнчĕç. Темшĕн вăл тăван яла кайман. Чулçырмана мăнаккăш патне килнĕ. Салтакăн хушамачĕ питĕ чаплă: Медведев. Çапах ăна хушаматпа чĕнмеççĕ, Летчик-Микка тесе чĕнеççĕ.
Летчик пулма аэропланпа вĕçсе курман-ха вăл. Çынсем Медведева летчик тесен те, вăл хăйне хăй матрос тет. Чăнахах та карттусĕ унăн сăмсасăр, хура пиншакĕ çутă тӳмеллĕ, хура йĕм пĕççисем майра юбки пек шалпар. Яш-така хитре каччă тейĕн хăйне. Сухалне-уссине иĕрмаях хырса тăнăран çап-çара тути-янаххи авланман каччăнни пекех çамрăклатать ăна. Хăй калама çук вĕçкĕн. Улаха çӳресе хĕрсем çумне йăишăна пуçларĕ. Хĕрсемех ăна Летчик тесе ят пачĕç. Улталаймарĕ вĕсене Микка, эп авланман, каччă пуçăк вăрçа кайрăм тесе. Таçтан пĕлнĕ хĕрупраçĕ. «Микка арăмĕ амашкаланса ача тунă, çавăнпа та вăл яла таврăнасшăн мар», — тесе калаçа пуçларĕç.
Чулçырмара Миккан мăнаккăшĕнчен пуçне те хурăнташсем тупăнчĕç, ăна хăнана чĕнсе хăна турĕç, çавна май вăрçă хыпарĕсене лайăхрах пĕлме тăрăшрĕç. Летчик суйса калаçнине сисекенсемех пулмарĕç. Аслăраххисем сиснĕ пулсан та шарламарĕç.
Ермишке мучи те Самлей чăвашне чĕнсе хăна тăвасшăн пулчĕ. Елĕм-Чĕлĕм кинĕсене курсан, Летчик савăнса кайрĕ. Хитре те уçă кăмăллă арăмсем. Кĕçĕнни çамрăк, çитменнине — Самлей хĕрĕ тата. Хĕр чух Миккапа та çӳресе курнă. Старик эп сан ...укку пулатăп тесе чул çапса чĕлĕмри табакне сирпĕтсе ларнă хушăра Летчик куçĕсем Праски чĕрине сисмесĕрех вут тивертме пикенчĕç. Çамрăк хĕрарăмăн выçăхнă чĕрине тивертме пĕр хĕлхем те çителĕклĕ, Микка куçĕнче — пин хĕлхем. Ватти чĕлĕмне тепре тултарса тивертичченех кĕçĕн кинĕн чĕри ялкăша пуçларĕ.
Хуняшшĕ паян кинĕсене: «Тухăр тулти пӳрте, эсир ...айран чей ĕçĕр», — тесе каламарĕ. Вăл салтак пурнăçĕ пирки, вăрçă хăçан пĕтесси пирки хăнине калаçтарасшăн пулчĕ. Кĕçĕн ывăлĕнчен çыру илменни нумай пулать. Çавăншăн хытă пăшăрханать старик. Микка нумай калаçать, анчах тулăксăр. Çавна сисеймерĕ Ермишке мучи хăйĕн хуйхине кура.
Хуняшшĕ хăйсене тулти пӳрте тухма хушманшăп савăнса, Праски сĕтел хушшине хăпăл-хапăлах кĕрсе ларчĕ, Миккапа юнашарах пулчĕ. Инкĕш тулти пӳртре икерчĕ пĕçернипе сĕтел хушшине ларма ерçмерĕ. Праски çума ларнă хыççăн Микка сăмахĕсем пушшех тулăксăрланчĕç:
— Пирĕн флот пек хăватли тĕнчере те çук, — сӳпĕлтетрĕ вăл. — Кронштадтра тупă пени Берлина илтĕнет. Нимĕç патши хăрать пиртен. Вăл Кайзер ятлă. Микулай патша матроссенчен хăраса шыва сикрĕ, хăй ише пĕлмест, кăравул кăшкăрса ячĕ. Гриша Распутин ăна шывран туртса кăларчĕ те: «Эп сана хăтартăм, эс мана хăтар туппир», — терĕ. Вĕсем иккĕшĕ те вара Англи патшин карапĕ çине ларса тарчĕç.
Ермишке мучишĕн патшисем, распутинсем мурне кайса кĕччĕр, вăл ывăлĕсен шăпине пĕлесшĕн тĕпчет салтака.
— Ман кĕçĕнни, Кĕркури, Румыни çĕршывĕнче çапăçатчĕ. Виç-тăват уйăх ĕнтĕ çыру килменни. Унта ĕçсем мĕнле пыраççĕ? Çавна пĕлес килет.
— Румынире? — тем пĕлекен çын пек сăмаха тăсса каларĕ Летчик-Микка. — Унта нимĕç çарĕсем пирĕн çара пĕтĕмпех аркатса тăкнă. Флотсăр çапăçаймаççĕ пирĕннисем. Тинĕс çук унта — Румынире. Çавăнпа эпир вĕсене çăлма пыраймарăмăр.
Çав вăхăтра паттăр салтак-матрос çумра тачă ларакан Праски урине хĕсрĕ. Праскин, салтак сăмахĕсене илтсен, макăрмаллаччĕ, вăл макăрас вырăнне куçне ялтăртаттарса салтак куçĕнчен йăпăрт пăхса илчĕ. Леш вара çамрăк хĕрарăма чавсаран ачашласа чĕпĕтрĕ те пушшех çатăлтата пуçларĕ.
Ермишке мучи, хурлăхлă хыпар илтсен, пуçне усса ларчĕ. Анчах, кăшт ларсан, тавçăрса илчĕ:
— Кĕркури тинĕс пирки те асăннăччĕ пĕр çырăвĕнче. Хура тинĕспе карап çине ларса кайрăмăр тесе çырнă пек астăвап, — терĕ вăл,
— Хура тинĕс Турци çĕршывĕнче вăл, Румыни çывăхĕнче мар, — касса татрĕ хăйне хăй матрос текен Микка.
Хăна сĕтел хушшинчен тухнă чух Праски вĕçкĕн салтака тепĕр хут куçпа çунтарса илчĕ те, купарчине пăркаласа, пӳртрен тухса кайрĕ. Ермишке старик хăнине ăсатма тухмарĕ, ахлатса çĕнĕрен чĕлĕм тултара пуçларĕ. Хăна тухса кайнă хыççăн Ĕлĕм-Чĕлĕмĕн аслă кинĕ Хĕвекле тулти пӳртре тем пăшăрханнă пек пулса юлчĕ. Пĕчĕк хапха чĕриклетни илтĕнмерĕ. Вара Хĕвекле те тула тухрĕ. Тăм кĕлет алăкĕ уçă, килкартинче никам та курăнмасть. Хĕле кĕричченех çак кĕлетре çывăраççĕ Ĕлĕм-Чĕлĕм кинĕсем. «Ку салтакпа Праски иккĕшĕ те кĕлете кĕрсе кайман-ши?» — хыпăнса ӳкрĕ асли. Алăк натне асăрханса çывхарчĕ. Праски ихĕлтетни илтĕнет! Çавăнтах арçын сасси те пур. Акă кĕлет алăкĕ хупăнчĕ. Хĕвекле хăй намăс ĕç тунă пек хĕремесленсе кайрĕ.
«Праски вăхăчĕ çитрĕ-шим? Ах, намăс кăтартать пире ку Самлей хĕрĕ. Каччи те самлейсем. Каччă! Чху!» — лач сурчĕ те Хĕвекле ним тума аптранипе Кĕтери патне чупрĕ. Кĕтери килтех пулчĕ. Хĕвекле инкен пăтранчăк та пăлханчăк сăмахĕсене хăвăрт ăнкарчĕ çивĕч ăслă хĕр. «Мĕн пулать те мĕн килет... Ĕлĕм мучин килне намăсран çăлар эппин», — терĕ те хĕр çатан шăтăкĕ витĕр кӳршĕсен килкартине чăмрĕ.
Хĕвекле, васкамасăр Кĕтерисен вĕрлĕк хапхинчен тухса, хăйсен хăма хапхи патне çывхарчĕ. Çав вăхăтра кĕçĕн хапха шаклатса уçăлчĕ. Летчик-Микка хапхаран сиксе тухрĕ те кĕпер урлă чупнă пек васкаса каçса кайрĕ.
Хĕвекле ĕçсем çапла хăвăрт пулса иртнинчен тĕлĕнсе ӳкрĕ. «Ай, Кĕтери! Кам сана качча илсе ырă курĕ-ши?» — терĕ вăл, савăнса.
Праски хăй вырăнĕ çинче ӳпне çаврăнса выртнă. Кĕтери ун умĕнче сăмах чĕнмесĕр тăрать. Инкĕшĕ пырса кĕрсен, Праски пуçне çĕклерĕ те: «Тухса кайăр иксĕр те, мана пĕчченех хăварăр!» — тесе кăшкăрчĕ, вара минтерне çыртса ĕсĕклесе макăрса ячĕ. Хĕвеклепе Кĕтери ерипен кĕлетрен тухрĕç, кĕлет алăкне хупса хăварчĕç.
— Епле çак çăхана çав тери хăвăрт хăваласа яма пултартăн эсĕ, Кĕтери? — ыйтрĕ Хĕвекле.
— Суеçĕ çынна суйса çеç çĕнтерме пулать, — терĕ Кĕтери, кулса. — Вăлсалтак та мар вĕт, матрос та мар. Самар хулинче пĕр лавккаçă патĕнче ĕçленĕ вăл. Курпун пиччĕшĕн хучĕсене кăтартса, вăрçăран хăтăлса юлнă... Матрос тумне таçтан тупнă тата. Сутăн илнĕ пуль...
— Çапах та мĕнле сăмах каларăн эс ăна?
— Пиччӳ сана шыраса килнĕ, чуп часрах Каçăр Натали патне, çавăнта кĕтсе ларать терĕм.
— Ма Натали патне ăсатас терĕн вара ăна?
— Тăлăх хĕрарăм. Упăшки виçĕм çулах вăрçăра вилнĕ. Хĕрсене, арлă арăмсене пырса тапăниччен Каçăр Натали пуçне çавăртăр терĕм. Наталякка ахалех кăларса ямасть ăна. Асту ман сăмаха: киле кĕртет вăл ку вĕçкĕн Летчика. Вĕçкĕнлĕхрен урăх ним те çук унăн, çемçешке кăмăллă çын. Çирĕп хĕрарăм аллине лексен, вĕçерĕнеймест вăл.
Кĕтери сăмахĕсем часах чăна тухрĕç. Кĕçех ялта Летчик-Микка Каçăр Натали патне киле кĕнĕ тесе калаçа пуçларĕç...
Яланлăха таврăннă тепĕр салтакĕ — чăнахах салтак. Ана ялта Виçĕ Якур тесе чĕнеççĕ. Егоров Егор Егорович. ятлă вăл. Ят пама юратакан Чулçырма чăвашĕсемшĕм Виçĕ Якур пулчĕ те вара. Унăн ашшĕ-амăшĕ те, пиччĕшпе шăллĕ те — лутра çынсем. Ку такама кайса хывнă. Тăванĕсем хушшинче ĕне кĕтĕвĕнче çӳрекен тĕве пек курăнать. Кĕлеткепе те, кăмăлĕпе те шултра çын. Сăмси вăрăм та хулăн, сасси хулăн та хаяр. Вăл кампа та пулин ахаль калаçнă чух та ятлаçнă пек туйăнать. Чăрсăр çын. Унăн тути кулма пĕлмест, куçĕнче çутă хĕлхемсем ялкăшмаççĕ. Унăн тĕксĕм те хаяр куçĕсем çын куçĕнчен пăхмаççĕ. Пăхманни те лайăх: ăнсăртран пăхсан, çынна сивĕтсе, хăратса пăрахаççĕ.
Çак Виçĕ Якур чулçырмасенчен хăйне хăй «эпĕ большевик» текенни пирвайхи çын.пулчĕ. Большевик сăмахран ял çыннисене сивĕнтерес тесен, урăх ним те кирлĕ мар çав ĕнтĕ! «Нивушлĕ большевиксем пурте Виçĕ Якур пек тăхлан куçлă-çынсем?» — тесе калаçа пуçларĕç ялта.
Ял старости халĕ те Фальшин шутланать. Виçĕ Якур патша вăхăтĕнчи старостăна пăхăнас мар терĕ. Урамра вылякан ачасене чĕнсе илчĕ те вăл килĕрен чупса халăха пухăва чĕнме хушрĕ. Вунă-вуникĕ çулхи ачасем вунă минут хушшинче яла урлă та пирлĕ чупса тухрĕç. Кашни чӳречерен шаккаса кăшкăрчĕç: «Пурте Виçĕ Якур патне халех пухăва пырăр! Виçĕ Якур халăха вăрçă çинчен сăмах калать!» Ун пек калама хушманччĕ Якур вĕсене, «вăрçă çинчен» тесе ачисем хăйсемех хушса хунă.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...