Кĕпер :: Çĕнĕ самана хыпарĕ
Çав вăхăтра Çимун сыпма ĕлкĕреймен мучăш патне пырса кĕчĕ. Мăрзабай хаçатсене пытарма туртăнчĕ те ĕлкĕрейменнипе хăех кулса ячĕ:
— Эп ют çын пуль тесе... Хам сана кĕтсе лараттăм. Çеркаç ывăнса çитнипе санпа калаçаймарăм. Ме, вула ĕнтĕ. Вула та хăвăн шухăшна кала. Елĕкрех большевиксем власть илсен те усси пулас çук тесе калаçрăн. Халь мĕнле шухăшлатăн?
Çимун савăнчĕ. Паян старшина пытанмасть унран. Йĕрĕнчĕк кăмăшкана сыпма та кирлĕ пулмарĕ. Вăл хаçат вуланă вăхăтра Мăрзабай хăйĕн шухăшне сасăпах вĕçне çитерчĕ:
— Белянкин тĕлĕнтерчĕ мана. Халь вăл большевиксене хирĕç мар иккен. «Эпир Совет влаçĕшĕн сасăларăмăр, анчах правительствăна кĕме килĕшмерĕмĕр», — тет. Мĕне пĕлтерет вара вăл, сасăлани? «Пирĕн хамăрăн та Совет пур, хресчен Совечĕ», — тет тата. Икĕ власть пулать-и вара? Сан большевикусене пĕлместĕп те, Белянкинсем еннелле те кăмăл туртмасть манăн...
Çимун та, мучăшĕ пекех, шухăша кайрĕ. Иккĕшĕ те пуласлăх пирки пăшăрханчĕç вĕсем. Анчах пăшăрханăвĕ иккĕшĕн пĕр пулмарĕ. Ваттине юнлă пăлхавсем пуçланасси пăлхантарчĕ. Çамрăкки, çĕнĕ влаçа ырă сунса, ун тĕреклĕхĕшĕн пăшăрханчĕ.
Мăрзабай, канăçлăх шыраса, эрехне черккесене тултарчĕ.
— Атя, эппин, çĕнĕ влаеть сывлăхĕшĕн сыпар, — шӳтлесерех сĕнчĕ вăл Çимуна.
Лешĕ те шӳтпех тавăрчĕ:
— Власть сывлăхĕшĕн сыпсан, вара уншăн çапăçмалла та пулать. Эпĕ вăрçа та, ĕçке те юрăхсăр çын вĕт.
— Каях эппин, урă пуçпа çын сыпнине пăхса ан лар. Çĕнĕ хыпарсем пулсан, эсĕ те мана систер, — текелесе ăсатса ячĕ мучăш Çимуна.
Трашук Лешеккинче Радаева тупайман, лешĕ хуларан темле хут илнĕ те ялтан васкаса тухса кайнă. Илюшăна çапла каласа хăварнă: «Ырă хыпар, Илюша, кĕтнĕ хыпар! Эп таврăнмасан, чăваш енчи туссем пирки ан ман. Çемен Мурзабайкинпа паллаш. Трашук ун патĕнче пурăнать. Шанчăклă çын. Кала ăна, леш виçĕ хут Егорсене хы-тă сăнатăр».
— Шанать иккен, — хĕпĕртерĕ Çимун Лешекки хыпарĕсене пĕлнĕ хыççăн. — Сăнасси сăнăпăр-ха. Унтан мĕн тăвăпăр çав çăткăнсемпе? Эпир санпа Совет влаçĕ марçке. Хĕрлĕ гварди те мар...
Çимун Хĕрлĕ гварди пирки асăнни Трашука Лешеккинчи тăвлашăва астутарчĕ. Вырăс ачисем Рамашăн юлашки сăмахĕсем пирки тавлашса кайрĕç. Вăл: «Сирĕн унта мĕнле?» — тенине Илюша ытла тӳррĕн ăнланнă. «Каменкăра та совнарком тата Хĕрлĕ гварди тумалла», — тет. Спирка урăхла шутлать: «Ял пирки мар, уес е кĕпĕрне пирки ыйтса çырнă вăл», — тет. Анчах хĕрĕнчĕк Илюшăна тăруках ӳкĕте кĕртеймен. Вăл Тук икĕ енĕпе те Хĕрлĕ гвардие юрăхлă йĕкĕтсене пӳрне хуçса шутла пуçларе. Оля та хай сăмахне каларĕ вара: «Эс, Илюша, тен, тĕрес шутлатан пуль пурпĕрех кукка киличчен нимĕскер те ан хăтланăр. Ача вăййи мар вăл. Эсĕ те, Трашук, кун пирки Семен Тимофеичпа калаçса пăх», — терĕ.
Трашук çакăн пирки каласа кăтартсан, Çимун ана телĕнтерсе пăрахрĕ.
Майра хĕре терес калать, Радаева кетесех пулать.
Анчах вăл яла таврăнмасан, мĕн тăвăпăр? Чугунов чăнах та хĕрсе кайса хăтланать, çапах... Çапах, ача, шанчăклă йĕкĕтсем пире те пулăшма пултарĕччĕç. Пирĕн енче шан-чăклисем пур-ши?
— Пур, пур! — кăшкăрчĕ тин тавçăрса илнĕ Трашук. — Хветюк Летчик йыснăшне сăнама пултарать, Яхруш — Виçĕ Якура, Унтри — Пуян Танюша. Шанчăклă йĕкĕтсем. Вырăс ачисемпе вĕсене те паллаштарса хăварчĕ Рамаш. Сăнаса, лешсем хăçаи мĕн тума хатĕрленнине пире систерĕç.
Çимун, мучăш патне тепре кайса кăшт сыпкаланă пулсан, хăех çăткăнсен шухăшне пĕлнĕ пулĕччĕ.
Çимунпа Трашук канаш тытнă вăхăтра пĕччен ĕçсе ларакан Мăрзабай патне Мирски Тимук пырса кĕчĕ:
— Пал Лексейчă, сана пĕр сăмах калама юрать-и? — терĕ вăл кĕрсенех.
Хуçа, тĕлĕнсе, Тимука куçран тĕллерĕ: «Мĕн пулчĕ-ши ку чĕмсĕр тукмака? Сăмах каласшăн. Ялан Павăл пичче тесе чĕнетчĕ, халь ют çын пек Пал Лексейчă тет. Ухмаха ернĕ вăл».
— Икĕ сăмах кала, Тимохвей Емельянчă, поминальника çырса хурăп, — тăрăхларĕ Мăрзабай та «ухмаха ернĕ» тарçинчен.
— Шӳтлĕ сăмах мар, Пал Лексейчă. Еç пирки калаçасшăн эпĕ. Аржанов именине пушкăртсем çаратнă. Киселевăн пурлăхне никам та тĕкĕнмен-ха. Аслă çынсем канаш тытрĕç, пире те манса хăвармарĕç. Эпĕ виçĕ лашапа кайса килĕп. Смоляков, Хаяр Макар, Пуян Танюш — пурте виççĕпе. Виçĕ Якурпа Летчик... вĕсен, хăвах пелен, пĕрер лаша çеç.
— Вырăс каларăшле, чертова дюжина пулать-и вара? — темле тискеррĕн кулса ячĕ Мăрзабай — Усал ĕçшĕн шуйттан шучĕ юрать ĕнтĕ.
— Вунвиççĕ мар, вунтăваттă пулать, йăнăшрăн эс, Пал Лексейчă, — йăвашшăн авкаланчĕ Тимук.
— Суятăн, йăнăшман эп, — чăмăрпа сĕтеле кĕрĕслеттерчĕ хуçа. — Йăнăшмарăм, тĕрĕсех ăнлантăм эп сире, çăткăнсене. Кама çул кăтартса паратăр, тăм пуçсем! Паян эпир улпута çаратăпăр, ыран чухăнсем — пире... Чим-ха, чим. Эс ху тата мĕн тӳрĕпе вĕтеленетĕн? Эп сана Виçĕ Якур мĕн калаçнине итлесе ларма çеç хушнăччĕ, çăткăнсемпе каварлашма хушманччĕ. Ман пурлăх хутшăннипе сана вара мĕн усси пулать?
Тимук кун пирки малалла хăех каласшăнччĕ. Хӳравĕ ун хатĕрех:
— Эх, Пал Лексейчă! Емĕрĕме сан патăнта ĕçлесе ирттертĕм, сан хуçалăхушăн хамшăн тăрăшнă пек тăрăшрăм. Вăл халь, Çимуна уйăрнă хыççăн, ав, епле юхăнса юлчĕ. Тен, малашне эпĕ те кирлĕ пулмăп сана. Вара ман ăçта кайса кĕрес?.. Çурмаран кайса килес тенĕччĕ. Мĕн тиесе килни çӳрри — сана, çурри — мана. Саншăн та пулăшу пулĕччĕ, эпĕ те хам хуçалăха пуçарса яма вăй илĕттĕм. Сан нимрен те хăрамалли çук. Ку çылăха пĕтĕмпех хам çине илĕп. Эс курман-илтмен пул. Хуçа хушмасăрах хам çапла хăтлантăм, хамшăн тăрăшрăм тейĕп. Эпĕ батрак вĕт. Çĕнĕ власть айăплама мар, хăех ман хута кĕрĕ.
Мăрзабай, Тимука тин пуçласа курнă пек, тĕлĕнсе хытса кайрĕ. Урăла пуçланă пуçра шухăшсем йăшăлтатаççĕ: «Чăнах та, ку çынна ним чул та пĕлместĕп-çке эпĕ. Хайхи чĕмсĕр тукмак çĕнĕ власть пирки те асăнчĕ. Таçтан илтме те ĕлкĕрнĕ, эсрел. Смоляковсем пăтратаççĕ пуль-ха ăна. Емĕрĕме сан патра ĕçлесе ирттертĕм тет тата. Тĕрĕсех вĕт. Чурăс Укахви айăплă уншăн. Тахçанах хăваласа ярас тенĕччĕ, хурăнташ тесе ун хутне кĕчĕ. Епле те пулин хăтăласчĕ ку тискертен».
— Хăвăншăн çеç тăрăшатăн пулсан, эп хирĕç мар, — терĕ хуçа кăшт çапла шухăшласа ларнă хыççăн. — Пĕр лаша кӳлсе кай. Анчах улпут пурлăхĕпе ман хапха умне килсе ан тăр. Кирек ăçта пушат лавна.
Ун пирки те малтанах шухăшласа хунă Тимук.
— Тавтапуç, Павăл пичче, ăçта пушатмаллине тупăп, — терĕ те шалти пӳлĕмрен йăпăрт тухса кайрĕ.
— Каллех Павăл пичче пултăм иккен, — сухал витĕркулса илчĕ Мăрзабай. Унтан пĕр курка кăмăшка шаплаттарчĕ те хăйне хăй сасăпа мăкăртатса каларĕ: — Акă епле пуçланчĕ çĕнĕ самана! Тĕнче пĕтетех пуль. Çук, мĕскĕн Раççее большевиксем те, эсерсем те çăлаймĕç. Юлашки пурлăхăмăра тĕрлĕ Виçĕ Якурсемпе Мирски Тимуксем — хуларисем те, ялтисем те — шалча таран çаратса, тустарса пĕтерĕç. Эх, самана, самана!
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...