Кĕпер :: Мишша-салтак
Хĕл кăçал кая юлса килчĕ. Декабрь уйăхĕнче тин çуна çулĕ ларчĕ.
Хĕллехи микула иртсен, Çимунпа Трашук çуна çулĕпе хулана кайрĕç. Мучăшĕ Çимуна, хăйĕн ăйăрне кӳлсе, чаплăрах ăсатасшăнччĕ. Çимун килĕшмерĕ.
— Маншăн ытларах чухăнсем алă çĕклерĕç, — терĕ вăл, шӳтленĕ пек пулса. — Чухăнсен депутатне ăратлă ăйăрпа çӳрени килĕшмест.
Мăрзабай шӳтлемерĕ, хăтăрса каларĕ юлашки сăмахне:
— Асту. Белянкинран ан пăрăн, ун сăмахне итле. «Аслă çын, тĕреклĕ хресченсенчен юлмасть вăл», — терĕм ăна сан пирки. Кулак, чухăн тени — большевиксен сăмахĕ вăл, Маншăн чухăн тени кахал тенипе пĕрех. Саншăн та çапла пултăр.
Çимун хирĕçмерĕ: «Ма хирĕçес? Эп хам та аташкаларăм. Мучи манран ытларах аташать. Белянкинсем енне кăмăл туртмасть терĕ пĕр кун. Халĕ Белянкина итлеме хушать. Куçминккара та улшăну çине улшăну. Радаев пур чух каплаччĕ, вăл кайнăранпа урăхла, белянкинла пулса тăчĕ. Эпĕ те пĕр йăранпа утаймарăм çав. Радаевсене те пулăшкаларăм, Белянкинсене те юрарăм: эсерсемпе пĕрле Самара, хресченсен съездне, кайма килĕшрĕм. Çапах хулара Радаевпа курса калаçасчĕ. Самани те шанчăклă мар çав. Эп унччен шутланă пек пулса тăмарĕ-и? Большевиксем татăклă власть илни палăрмасть-ха. Ялта, вулăсра, уесра эсерсем çĕнтерсе пыраççĕ. Кĕпĕрнере тепле-тĕр ĕнтĕ?..»
Çак шухăшсене палăртмарĕ Çимун мучăш умĕнче. Хăйне кĕпĕрнери съезда суйласса пачах кĕтменччĕ вăл. Белянкин ун ятне асăнсан питĕ тĕлĕнчĕ. Халăх уншăн харăс алă çĕклени пушшех тĕлĕнтерчĕ ăна. «Мĕнле капла, пурне те юрарăм-и? Пуянсем старшина таврашĕ терĕç пуль. Чухăнсем фронтовикшăн алă çĕклерĕç-и?» — шухăшларĕ Çимун. Хăйне хăй: «Пурпĕрех Самара каймастăп», — тесе те пăхрĕ. Çапах кайма килĕшрĕ. Ма килĕшнине хăй те пĕлмест. Тĕрĕсрех, ялтан тухнă чух пĕлместчĕ. Халь тавçăра пуçларĕ. Çул тăршшĕпе Оля каласа панă пĕр адреса асăнкалать вăл — манса каясран хăрать. Çырса хумаллаччĕ. Ухмах, камран хăрарăм? Пăлаки пурпĕрех хут пĕлмест.
Пăлакн пĕлессе нимех те пĕлмест, çапах тем сисет вăл. Упăшкине инçе çула хатĕрленĕ чух вăрттăн куççуль юхтарчĕ.
— Мĕн, мана вăрçа ăсататăн-им? — асăрхарĕ Çимун. — Ан йĕр. Вăрçа каймастăп, алла пăшал тытмастăп. Халь алă çĕклесе çеç çапăçма пуçлатпăр ĕнтĕ.
Пăлаки лăпланмарĕ, ĕсĕклесех ячĕ:
— Кам пĕлет?! Аçта, мĕн тума кайнине, кама мĕнле пăшалпа пемеллине эс ху та пĕлместĕн. Эх, самана, самана!
«Сисет-шим, апăрша? Те хăйĕн шăпи пирки, те халăх пурнăçĕ пăтранса кайнине кура асăнчĕ çак нумай пĕлтерĕшлĕ сăмаха?»
Хула çулĕ çывăх çул мар. Темĕн çинчен шухăшлама та çитет. Иккĕн ларса пыраççĕ Çимунпа Трашук, анчах калаçма май çук. Вичкĕн çил çула урлăрах вĕрет — шăп çурçĕр енчен. Тăлăи çухавине тавăрса калаçма памасть. Çуна çулĕ лăпкă çул, сăпкари пек çывăрттарма пăхать. Çимун тĕлĕрсе кайрĕ. Трашука тĕлĕрме юрамасть. Хускалкалать вăл, юлхаввăн чупакан лашине хушăран пушăпа тивертсе, сасăпа хĕтĕртсе илет.
Ероховка ялне çитсен (çурма çул), Çимун, сылтăм енне куçса ларса, тилхепе тытрĕ. Трашук вара çул тăршшĕпех çывăрчĕ. Çакăншăн кайран, хуларан каялла таврăнма вăхăт çитсен, хытă ӳкĕнмелле пулчĕ уиăн. Яла пĕччен таврăнмалла-çке. «Ероховкăна епле çитес? Аташса кайăп-и?» Çул пирки Çимунран ыйтса пĕлесшенччĕ Трашук, лешĕ ĕнер кунĕпе таçта çухалса çӳрерĕ, паян та, ирех тăрса, унпа калаçмасăрах таçта тухса танкканă.
Трашук çапла хуйхăркаласа лаша кӳлнĕ вăхăтра хапхаран пĕр салтак килсе кĕчĕ. Пӳрте кĕмерĕ вăл, тӳрех кӳлнĕ лаша патне васкарĕ.
— Кам? Вырăс-и, чăваш-и? — ыйтрĕ вырăсла.
Трашук Чулçырма чăвашĕ иккенне тата вăл аташасран хăранине пĕлсен, савăнса кулса ячĕ.
— Вот чудак. Тепĕр тăлăп пур-и? — терĕ. — Питĕ лайăх. Çулне эс пĕлмесен, лаша пĕлет. Эпĕ те тăван ял çулне мансах кайман пуль-ха. Атя, эппин кайрăмăр! — чăвашла-вырăсла çатăлтатрĕ те таçтан килсе тухнă салтак, йĕкĕт сăмах чĕнессе кĕтмесĕрех тăлăп тăхăнса, çуна ăшне кĕрсе ларчĕ.
Çапла Трашукăн каялла каллех пĕччен мар, иккĕн таврăнмалла килсе тухрĕ. Çынни чулçырмасемех, анчах Трашук ăна палламасть. Каланă тăрăх, — Осокинсен таврашĕ, Михаил Антонович Осокин. Трашук пĕчĕккĕ чухнех салтака кайнă çын иккен вăл. Çавăнтанпа яла килсе курман пулать. Тăван чĕлхепе тытăнкаласа калаçать. Чăвашла калаçма пуçлать те юлашкинчен вырăсла çавăрсах хурать. Те çавăнпа, те хăйĕн кăмăлне кура, салтак ытлашши сăмахламарĕ. Шахматовка ялне çитичченех тенĕ пек сăмах чĕнмесĕр тĕлĕрсе пычĕ вăл. Трашук, иккĕн ларса пынă çĕртех пĕччене юлса, шухăша кайрĕ вара. Пирвайхи хут ху-лара пулнăскер, вăл хăйĕн çĕнĕ туйăмĕсене аса илсе тĕрĕслеме тытăнчĕ.
Ĕнер вăл лашана кантармалла кунĕпе хула курса çӳрерĕ. Хула урамĕсем çиппе туртса лартнă пек — тӳп-тӳрĕ. Икĕ урам хушшине квартал теççĕ. Пӳртсем çумĕпе урамрах хăма урай сарнă, ăна пăртувар теççĕ-мĕн. Кашни йывăç. пӳрт Мăрзабайăннинчен те чаплăрах, чул пӳртсем пирки каламалли те çук, Аслă урам пушшех те чаплă вара. Вăл ыттй урăмсенчен сарлака мар, анчах унти пӳртсене пӳрт теме те май килмест — керменсем темелле. Икĕ хутлă пĕр çурчĕ, чие тĕслĕ кирпĕчрен купаланăскер, шăп пĕр квартал йышăнса ларать — пĕр урамра пуçланать те тепĕр пуçĕпе тепĕр урама тухать. Ак епле иккен вăл хула тени.
Пуринчен ытла хулари лавккасем, магазинсем тĕлĕнтерчĕç ăна. Вывескисене Куçминккари пек арăш-пирĕш çырман, кĕнекери пек тăпăл-тăпăл хитре саспаллисемпе сăрласа çырнă. Пĕр вывеска умĕнче Трашук нумай вăхăт çăвар карса, тем пуласса кĕтсе тăчĕ. «Бакалея. И. Д. Половинкин» тесе çырнă унта. Хайхи, Виктор Половинкин, Наташа каччи, çакăнта пурăнать.
Половинкинсен çурчĕ те икĕ хутлă. Аялта магазин. Çӳлте хуçасем пурăнаççĕ курăнать. Аялти чӳречисем алăкран пысăк. Магазина кĕмелли алăкĕ икĕ чӳрече хушшинче. Юнашарах тепĕр алăк пур. Вăл кăшт уçăлса тăрать. Епле хĕлле те хупăнмасть алăкĕ? Çав алăкран кĕрес пек пырса пăхрĕ Трашук. Чăнкă пусма çӳлелле хăпарса каять. Çӳлте тата тепĕр алăк пур иккен. Халех Виктор Половинкин револьвер йăтса тухассăн туйăнчĕ йĕкĕте. Алăкĕ чăнах та уçăлчĕ. Трашук хăраса ӳкрĕ, каялла туртăнчĕ те пăртувар херринчи çӳллĕ юпа хыçне пытанчĕ. Тарас та килет, çӳлти хутран кам тухниие те курас килет.
Тухакан пулмарĕ-ха. Арçын сассипе хĕрарăм сасси илтĕнет. Тем ихĕрсе калаçаççĕ. Хăрамалли çук-тăр. Акă аялти алăкран хитре тумланнă çамрăк майрă тухрĕ. Вăл, хĕвел пек йăл кулса, каялла çаврăнса пăхрĕ те: «Атю», — терĕ.
Ак тамаша! Улькин хуçа хĕрĕ ку. Юмахри пек хитре хĕр. Сулахай питçăмарти çинче хура пăнчă — шăна ларнă пек. Çĕркаç Трашук курнăччĕ ăна. Чĕкеç пек чĕвĕлтетсе калаçать. Сафо ятлă. Хĕвел çути Трашук çине ӳкрĕ: «атю» тенĕ хыççăн Сафо ялтăракан куçпа куç чакăртса тăракан йĕкĕте'пырса çупăрларĕ те çӳллĕ кĕлĕллĕ пушмакпа пăртувар тăрăх чаклаттарчĕ...
Тĕлĕнмелле. Хула çыннисем хĕлле те урана пушмак тăхăнса çӳреççĕ. Чулçырмасем кĕрсе çӳрекен кил хуçи Улькин хăй ял çынни сăнлă. Темиçе сăмах чăвашла та пĕлет тата. Карчăкне Илюшăн амăшĕнчен уйăрса илеймĕн. Хĕрĕ вара патша хĕрĕ пек тумланать. Каласасса та темле урăхла калаçать: пăртувара тротуар тет. «Атю» тени мĕне пĕлтерет тата?..
Хăюллă та нăмăссăр хăй. Акă Сафо тăлăп ăшне, Трашук çумне кĕрсе ларчĕ, юна вĕрилентерсе йăпшăнать: «Трофим Петров, эп сана юратап. Юрат мана, пăрах хăвăн сивĕ юнлă Наçтукна, — тет. — Виктор Половинкина юратмастăп, çавăнпа эп ăна: «Атю», — терĕм. Атя тени мар вăл. Юлах, эп кайрăм тенн пулать...» Тăлăп ăшĕнче те мар ĕнтĕ вĕсем, çунашкапа çӳллĕ ту çинчен катаччи ярăнаççĕ. Акă çунашки тӳнсе кайрĕ. Трашук сăмсипе юр купине чикĕнчĕ.
— Эх, эсремет, шуйттан! Кучер-и эс! Тилхепе тытса пынă çĕртех çывăрма право çук сан!
Те вăрçать, те шӳтлесе ахăрать вăранса кайнă салтак. Лаша чарăннă. Трашук аран ĕселенсе çĕкленчĕ.
— Çывăрман эп. Анаталла ĕрĕхсе кайрĕ тутă кĕсре, чараймарăм. Енер кунĕпе сĕлĕ шăтăртаттарчĕ, шуйттан. Сулăнчăк тата кунта, — мăкăртатрĕ йĕкĕт.
— Суй, суй ытларах, — ихĕрет салтак. — Эп вĕт çуна тӳничченех вăрантăм, эс харлаттарнине илтсе юлтăм.
Трашук çуна тĕпне каллех тĕшĕрĕлчĕ. Сăлтак çав вăхăтра тăлăпне хывса пăрахрĕ те çуна çинчен сиксе анчĕ.
Сĕвек çыранлă вартан утăпа хăпарса çитсен, хăла кĕсре каллех юртăпа ярăнчĕ. Салтака пăрахса хăварас мар тесе, Трашук шухăланнă кĕсрене чарма пăхрĕ.
— Ан чар, ан чар! Юрттар лашуна! — кăшкăрчĕ хыçалтан салтак, вара чупрĕ, чупрĕ те çуна çине çăмăллăн сиксе ларчĕ. Кăшт йывăррăн сывласа ларнă хыççăн вăл Трашук аллинчи тилхепене туртса илчĕ: — Çул тăршшĕпе улпут пек ларса пыратăн. Ав, епле ĕнтĕркесе кайнă. Хыв тăлăпна, утса ăшăн кăшт, — терĕ.
Трашук анчĕ. Лаши те çав вăхăтра пĕлнĕ пекех чарăнчĕ те айри юра савăнсах сарăхтарчĕ, унтан каллех малалла хускалчĕ. Салтак тăтăшах каялла çаврăнса пăхкаласа, тилхепене пушатмасăр тытса пычĕ. Сасартăк вăл кулса ячĕ, вара лашана пушăпа чашлаттарчĕ.
Пĕр шухăшсăр ăшăнса утса пыракан йĕкĕт, лаша тапса сикнине курсан, хăраса ӳкрĕ. «Темле çын пулчĕ-ха ку, хăйне пĕлместĕп, палламастăп. Тен, пĕр-пĕр вăрă-хурах, лаша вăрри?» — вăркăнчĕ шухăш пуçра. Вара Трашук, пĕ-тсм вăйне пухса, лаша хыççăн хашкаса чупрĕ. Салтак ахăлтатса кулса пырать. Те лаши кăшт ерипенленчĕ, те Трашук хăй тата хытăрах чупрĕ — çуна хыçĕ çывхарсах килет. Акă алă тăсса ярса тытмалли çеç юлчĕ. Аллине тăсрĕ Трашук, çав вăхăтра çуна хыçне ярса тытас вырăнне хăй çул çине тăсăлса ӳкрĕ.
Чĕре çурăлас пек шаккать. Çул сылтăмалла пăрăннă май лаша хăва тĕмĕсем хыçне пулса çухалчĕ. Трашук ура çине тăчĕ, пуçне усса, малалла утрĕ. Мĕн пулсан та, халь хăваласа çитесси пĕтрĕ ĕнтĕ. «Атте лашине усал çынсем туртса илнĕ, халь.хам, ухмахланса, çын лашине çухатрăм йулать. Емĕр лашаран хуйхă курса пурăнмалла пулчĕ-шим?..» — шухăшларĕ вăл йĕрсе ярас пек. Çул кукри тĕлне çитсен, савăнса кулса ячĕ. Салтак лашине чарнă, хăй çуна çинчен аннă та шăл йĕрсе кĕтсе тăрать.
Тин вара салтакпа айван йĕкĕт хушшинче варлă калаçу пуçланчĕ.
— Чупма пултаратăн, анчах санăн практика сахал. Спортсмен пулас пулать. Эпĕ санран икĕ хут аслăрах, çавах, иксĕмĕр ăмăртса чупсан, эсĕ мана хăваласа çитеймĕн, — терĕ салтак иккĕшĕ те тăлăн тăхăнса çуна тĕпне кĕрсе ларнă хыççăн.
Ку салтак чăнахах Осокинсен таврашĕ пулнине халĕ ĕненсе çитрĕ ĕнтĕ Трашук. Тимĕркке мучи пекех уçă кăмăллă çын, шӳт тума та юратать. Тимĕркке мучи унăн пиччĕшĕ пулать иккен — ашшĕн шăллĕ. Вырăссем ун пек чух «дядя» теççĕ. Чăвашăн атте шăллĕ мучи мар — пичче пулать.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...