Кĕпер :: Комиссар эмелĕ
Çимуна Самарти тусĕсем манман иккен, ун пирки хăйсем хушшинче нумай калаçнă, ăна кивĕ суранĕсем пирки юлташĕсене каламаншăн хытă вăрçнă. Халь ун сывлăхĕ пирки пăшăрханаççĕ.
Тăйман Сахарĕ Çимун суранланса госпитальте выртни çинчен яла, Трашук патне, çырса пĕлтернĕ...
«Сахар пичче халĕ те çемйине тăван яла куçарма ерçеймест, мĕскĕн. Епле пулăшас-ши ăна? Епле? Трашук патне çыру çырас...»
Паян Тайман çырăвне вуланă хыççăн çапла шухăшласа выртрĕ Çимун, тепĕр кунне Трашукран хăйĕнчен çыру илчĕ. Ялтан килнĕ çырăва Батурин главнăйне систермесĕр хăех салтака пырса пачĕ.
Комиссар, алăк умĕнче капланса, шурă халатне саркаласа тăрать. Çимун, хушăран кулкаласа, çамрăк туеен çырăвне вуласа выртать. Кунта та тĕлĕнмелли хыпарсем пайтах иккен. «Нумай салтак яла таврăнчĕç», — тенĕ Трашук юлашкинчен.
Çак хыпар пуринчен ытла тĕлĕнтерчĕ Çимуна. Тăшман йĕри-тавра хупăрлать. Çав вăхăтрах салтаксене киле яраççĕ. Кам хӳтĕлĕ вара Совет влаçне? Çавăн пирки комиссартан ыйтрĕ Çимун. Батурин салтак аллинчи çырăва илсе пытарчĕ те, алăк енне пăхкаласа, сăмах пуçларĕ:
— Салтаксем ывăнса çитнĕ. Хăйсене хăйсемех демобилизацилеççĕ, Совет влаçĕ чармасть вĕсене, ан тив, канччăр. Анчах инкекĕ пур çав. Эпир Дутова хирĕç вăй пухнă вăхăтра фронтовиксем полкĕ-полкĕпе килелле тапранчĕç. Нумайăшĕ хĕçпăшалне те пăрахса хăварман. Ялта халь хĕçпăшал сахал мар. Вăл эсерсен, офицерсен, кулаксен аллине лекме пултарать...
Коридорта ура сасси илтенчĕ. Комиссар, куçне хĕссе, алăк патне çывхарчĕ. Алăкран шурă халатсем килсе кĕнĕ вăхăтра Çимун куçне хупрĕ, «çывăрса кайрĕ».
Виççĕмĕш çыру Андрей Самаринран пулчĕ. Çыру вуланă чух вырăс чăвашсем иккĕшĕ те куç умне килсе тă-чĕç. Тем ахăрса кулаççĕ. Анчах Андрей çырăвĕнче кулăшла япаласем çук çав. Вăл Сахартан та уççăнрах çырать:
«Виççĕн виç еннелле продовольстви фронтне ăсантăмăр эпир. Вăрçăран санран пуçне пурте сывă таврăнтăмăр, ку фронтран таврăнасси тепле пулать ĕнтĕ. Кунта та юнлă çапăçу. Кулаксем пирĕн йышшисене вăрттăн переççĕ. Тепĕр чух, тӳрех хĕçпăшаллă пăлхав çĕклесе, пĕтĕм уеса пăтратма тытăнаççĕ. Эсерсемпе офицерсем Совет влаçне хирĕç кĕрешме хресченсене хĕтĕртсех тăраççĕ. Пирĕн те хĕçпăшаллă отрядсем тумалла пулчĕ. Уесри çар комиссарĕ Василий Чапаев малтан пысăк мар отрядпа уес тăрăх контрреволюциллĕ пăлхавсене пусарса çӳрерĕ. Чухăнсемпе батраксем уесĕпех Совет влаçне хӳтĕлеме харăс çĕкленчĕç, пурте çав Чапаев патне туртăнаççĕ. Халĕ ун йышлă отрячĕ Совет влаçĕн вăйлă тĕрекĕ пулса тăчĕ. Отряд йышĕ ӳссех пырать...»
Вулать, вулать те шухăша каять Çимун. Çĕнĕ туссем манман ăна, хавхалантарма тăрăшаççĕ, хыпарсем пĕлтерсе тăраççĕ. Вăл хăй те нихçан манас çук вĕсене. Самаринсем, Воробьевсем тăванран тăван çынсем пулса тăчĕç уншăн. Тăван мучăш мар, Тайман Сахарĕ халь атте пек курăнать ăна. Урăх йышши тăванлăх туйăмĕ аталанчĕ Çимун чĕринче те.
Хăйне çĕнĕ тĕне кĕртекен «хреснашшĕнчен» те çыру илчĕ Çимун:
«Сан сăмахна итлерĕмĕр эпир, Николаев юлташ, — çырать Воробьев. — Хайхи сана кӳрентерекен хресчен ĕçтăвкомне хăваласа салатрăмăр (шӳтлеме те пĕлет иккен Иван Васильевич, шухăшлать Çимун). Анчах эсерсем каллех пире ура хума май тупрĕç. Советсен черетлĕ съездĕнче максималистсемпе, анархистсемпе пĕрлешсе пире çĕнтерчĕç. Кĕпĕрне ĕçтăвкомĕнче те халь вĕсем пиртен йышлăрах. Çавăнпа Куйбышев юлташ хула ĕçтăвкомĕпе (унта рабочисем йышлăрах) ревком урлă пирĕн ĕçе ертсе пырать. Пурпĕрех аптрамастпăр-ха. Шалти тăшмансене аркатасса шанатпăр...»
Ку хыпар хурлантарчĕ Çимуна. Терлĕ белянкинсем ялта та, хулара та тĕттĕм халăха пăтратаççĕ иккен. Пĕр хурланса, пĕр хавхаланса вулать Воробьев çырăвне Çимун. Çӳллĕ ту тăррине хăпарса, Российăн революциллĕ кун-çулне уççăн курнă пек туйăнать халь ăна.
«Сан тусусем тырăшăн кĕрешеççĕ ялта. Кулак халĕ революцин чи усал тăшманĕ пулса тăчĕ. Мĕнрен мĕн килнине лайăх чухлать вăл, революцие выçлăхпа пăвса вĕлересшĕн. Милюковсемпе Рябушинскисем Октябрьчченех кулаксене ун пирки асăрхаттарчĕç. Çавăнпа Владимир Ильич пире «тырăшăн кĕрешни — революцишĕн, социализмшăн кĕрешни пулать вăл»,тесе ăнлантарса парать...»
Çимун хăйĕн ăсĕпех кун пирки тавçăра пуçланăччĕ. Халĕ мĕн тӳрĕпе эсерсемпе тĕрлĕ ытти контрреволюционерсем хула халăхне, салтаксене те çав шутрах, выçăхтарасшăн тăрăшнине лайăх ăнланса илчĕ. Часрах сывалса татăклă кĕрешĕве хутшăнас килет.
Юлташĕсен çырăвĕсем, чăнах та, Çимуншăн хăвăртрах сывалма пулăшакан эмел пек пулчĕç. Хăй ответ çырма пултараймасть-ха. Ун пирки Лидия Семеновна та астăвать иккен. «Эсир мĕн çырмаллине калăр, эп хамах çырăп», — терĕ вăл Çимуна.
«Трашук патне сестрана çыртарсан та пырĕ, — шухăшлать Çимун. — Лешсем патне кайран хамах çырăп».
Çимунăн сывлăхĕ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн самайлансах пырать. Кĕç вăл вырăн çинче ларма пуçласа комиссара савăнтарчĕ. Комиссар ун патне кун тăршшĕпе темиçе хут та кĕрсе тухать. Главнăй ерçмен чух вĕсем ытларах калаçса юлма тăрăшаççĕ. Лидия Семеновна главнăй пирки вăхăтлă систерет комиссара. Лешĕ вара куçне хĕссе тухса каять.
Вăй илнĕçемĕн Çимун кăмăлĕ уçăлсах пырать. Акă вăл Çамаринсенчен вĕренсе юлнă хитре юрăсене аса илсе ĕнĕрлеме пуçларĕ.
Пĕррехинче Батурин комиссар, уиччен хăйĕн патне сестра чупса кĕнĕ пек, главнăй кабинетне хашкаса пырса кĕчĕ те:
— Юрлать, юрлать, Николай Петрович! — терĕ пăлханнă сасăпа.
— Кам юрлать, мĕн юрлать? Тулăклă калаçăр.
— Николаев юрлать.
— Николаев?!
Главнăй, ялт! сиксе тăрса, комиссар хыççăн васкарĕ. Пăлатăна кĕмерĕç вĕсем, алăк патĕнче итлесе тăчĕç. Хитре таса тенор çурма сасăллăн савăнса шăранать:
С моря несутся
Чайки лихие...
Санта-Лючия,
Сан-та-а Лючи-и-я!
— Сирĕн чăвашăр, большевикăр, итальянецсен юррине юрлать-çке, — тĕлĕнсе кайрĕ главнăй.
— Интернационал темерĕм-и эп сире? — савăккăн кулса хуравларĕ комиссар.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...