Кĕпер :: Палламан паттăрсем
Сахара кĕпер сыхлама хушрĕç.
«Тăшман каçасран хăратпăр пулсан, кĕперне çĕмĕресчĕ пĕрех хут», — терĕ паçăр пĕр юлташ.
«Кĕпере этем ывăлĕ хăйне валли юханшыв урлă каçса çӳреме тăвать. Халĕ, ак, эпир ăна çын каçасран сыхлатпăр. Кĕперĕ те мĕн тери вĕт! Кам тунă-ши ăна? Тук кĕперне ялĕпе тăватчĕç, кăна хулипе тунă-ши? Çук. Хулине те, чугун çулне те, кĕперне те рабочи тунă. Рабочи хăй тунă япалана çĕмĕреймест ĕнтĕ...»
Çапла шухăшласа каллĕ-маллĕ утса çӳрет Тайман Сахарĕ.
Клубран Подвойский штабĕ патпе коммунистсем пиллĕкĕн-улттăн çеç пыиăччĕ, кĕçех вĕсеп шучĕ вăтăртан иртрĕ. Бакаевран пуçне никама та палламасть Сахар. Тата командир хушаматне пĕлет: Харчервников юлташ, вăл Подвойский штабĕнчĕнех. Пурте пĕр вăгона тиенчĕç, ăна çĕрле пăравус кĕпер урлă тĕртсе каçарчĕ. Сахара кĕпер умĕнче хăварчĕç. Нумайăшне мала ăсатрĕç: хăшне — кĕпер леш енчи чугун çула пăсма, хăшне — разведкăна.
Нумай та вăхăт иртмерĕ — мал енче пăшал пени илтĕнчĕ. Те пирĕннисем иереççĕ, те — тăшман. Акă пульă-сем кĕпер тимĕрне чаклаттара пуçларĕç. Тăшман перет иккен. Шуйттан! Тĕттĕмре пĕр-пĕр каскăн пуля пуçран килсе лектерĕ. Пуçна пĕр усăсăр хурăн кунта. Хирĕç пересчĕ — хамăрăннисене лектерме пулать. Элеватор енче тупăсем кĕрле пуçларĕç. Пирĕн тупăсем! Хайхи Казанцев çапах та артиллерие майлаштарнă иккен.
Çук, тивеймерĕ-ха каскăн пуля Сахар пуçне. Пеме чарăнчĕç. Ирхине суранланнă юлташсене кĕпер урлă хулана ăсатрĕç. Кĕпер тăрăх хурлăхлă хыпар сарăлчĕ: çĕрлехи перкелешӳре отряд командирĕ вилнĕ иккен...
Тул çутăлсан, йĕрн-тавра пăхкаласа тĕлĕнчĕ Сахар. Самар хулин «лешеккийĕ» Чулçырмари пекех. Айлăм вырăн. Шыв темиçе çухрăма сарăлнă. Чугун çулăн тăпри шывран самай çӳле çĕкленсе выртать. Çав çич-сакăр утăм анлăш çулпа çĕрле çӳренĕ иккеи разведчиксем — хĕрлисемпе шуррисем, пĕрне-пĕри хире-хирĕç.
Пĕр вунă-вунпилĕк çухрăмра юнлă çапăçу пынă вăхăтра палламан юлташсемпе пĕрле виçĕ талăк хушши кĕпер сыхларĕ Сахар. Урăх çĕрле пăшал пени пулмарĕ. Июнĕн 7-мĕшĕнче савăнтаракан хыпар сарăлчĕ. Епхӳ енчен те, Чĕмпĕр енчен те пулăшу килнĕ, тет...
Каçхине Сахар ушкăнне кĕпер урлă каялла каçарчĕç, вĕсен вырăнне Ĕпхӳ енчен килнĕ юлташсене тăратрĕç.
Сахар, ывăнса, ыйхăласа çитнĕскер, хăна çуртне каймарĕ, тӳрех клуба çул тытрĕ. Вăл унта Воробьев пӳлĕмне пырса кĕчĕ. Иван Ваçильевич хăй çукчĕ. Сахар пукан çине ларчĕ те сĕтел çинчи хут татăкне курах кайрĕ. Хуçлатнă хут татăкĕ çине «Тайманкину» тесе çырнă: «Стерлитамакран Казин хушаматлă юлташ килнĕ. Сан ывăлна пĕлет. Курса калаçма тăрăш», — тенĕ унта. Те ăнланчĕ Сахар, те ăнланаймарĕ — пуçне кăкăрĕ çинелле усрĕ те сĕтел хушшинче ларнă çĕртех çывăрса кайрĕ...
Сахар тул çутăласпа вăранчĕ, тĕлĕнсе, йĕри-тавра пăхкаларĕ, хăй ăçтине аран тавçăрса илчĕ. Хуçи ăçта-ши? Кам пĕлет, тен, вăл хальччен пуçне хунă. Те тĕлĕкре, те çывăрса кайичченех-ха, пăшал пенине илтнĕччĕ пек...
«Мĕн туса ларатăп эп кунта, ухмах?» — сиксе тăчĕ Сахар, пăшалне ярса тытрĕ те коридора чупса тухрĕ.
Пусма тăрăх ана пуçласан, такам хыçран:
— Таврăн каялла, урама тухмалли пĕтрĕ! — тесе кăшкăрчĕ.
«Ку мана каларĕ пулмалла», — шухăшларĕ Сахар. Вара, каялла таврăнса, Воробьев пӳлĕмĕн алăкĕ патĕнче чарăнчĕ.
Çын лăках тулнă. иккен халĕ кунта. Пурте, такама пытарма килнĕ пек, шăпах тăраççĕ. Сахар çĕрле темле хăрушă пăтăрмах пулса тăнине чухласа илчĕ.
Ревком пӳлĕмĕнчен такам, пĕр чарăнмасăр, тарăхнă сасăпа: «Алло!.. Алло!» — тесе кăшкăрни илтĕнет.
Пĕр юлташ, каçранах клуба сыхлама килнĕ дружинник, Сахар анраса кайнине курсан, пăшăлтатса:
— Эс çывăрнă иккен. Пулемет шатăртатнине те илтмерĕн-и? — тесе ыйтрĕ. — Пирĕн пулеметчика вĕлерчĕç, шуйттансем. Контрăсене клуб таврашĕнчен сиреймерĕмĕр. Хамăр аран çăлăнтăмăр, клуба кĕрсе, алăксене питĕрме ĕлкĕртĕмĕр. Халь капкăна лекрĕмĕр пулать. Ревком сыхлăх штабĕпе е вокзалпа çыхăнма тăрăшать-ха...
— Çук! Çыхăну пĕтнĕ. Сыхлăх штабĕ те, вокзал та шарламаççĕ. Кунтан хамăрăнах епле те пулин тухса хăтăлас пулать, — илтĕнчĕ ревком пӳлĕмĕнчен.
— Эх, ревком! Пире мар, хăйсене те çăлаймаççĕ. Эп вĕсене çул кăтартса парам-ха, — терĕ те Сахарпа калаçакан юлташ, ревком пӳлĕмне ыткăнчĕ.
Çав вăхăтра Сахар хут пирки аса илчĕ. Те чăн, те тĕлĕкре темле хут курнăччĕ. Рамаш ятне асăннăччĕ унта. Хутне шырама Сахар Воробьев иӳлĕмне кĕчĕ.
...Самар ревкомĕн хăйĕн председательне тепĕр хут ирĕксĕрлемелле пулчĕ. Куйбышевшăн та, ревкомăн ытти членĕсемшĕн те хăрушлăх уççăнах палăрчĕ ĕнтĕ. Сасартăк пĕтĕм ревком тенĕ пек тыткăна лекни, вокзалпа та, сыхлăх штабĕпе те çыхăну татăлни ахальтен мар. Шалти контрреволюци каллех пăлхав çĕклесе çĕрле е ир енне чехсене кĕпер урлă каçма пулăшнă. Хăш вырăнсене чăн малтан тĕллемеллине пĕлсе тăракансем пурах çав таçтан килнĕ тăшман хушшинче. Паллах — хуларисем.
— Ан пăлханăр, юлташсем. Лăпкăн шухăшласа пăхар-ха, — терĕ Куйбышев, телефон шарламаннине курсан. — Ман шутпа, пĕр-пĕр лазутчика сыхлăх штабне ярас. Унта латышсен дружини пирĕн пек капкăна лекмен пуль, Çав отряд çеç пире çăлма пултарать. Инçех те мар вĕт, икĕ квартал кăна. Пĕр çын картишĕнчен тухса епле те пулин штаба çитме пултарĕ.
— Пĕр çыншăн та кунтан вăрттăн тухма çул çук çав пирĕн, — терĕ хула ĕçтăвкомĕн председателĕ Теплов.
— Çул пур, — сасартăк хавхалантарчĕ пурне те алăк умĕнче пĕр хĕрлĕ гвардеецпа пăшăлтатса тăракан Масленников.
Куйбышевран та пĕр-ик çул çамрăкрахскер, анчах ун пекех патша тĕрминче темиçе хут ларса курнă большевик, ревком ĕçĕпе Куйбышевăн заместителĕ шутланакан Масленников сĕтел патне пырса тăчĕ те пĕр сехĕрленнĕ, пĕр хавхаланнă çынсене тĕлĕнтерсе çапла каларĕ:
— Итлĕр, юлташсем! Председатель ĕçне хам çине илетĕп, Куйбышев юлташа сăмах памастăп. Вăл пирĕн умра Ставропольтен хăйĕн ирĕкĕпе таврăннăшăн айăплă. Эпир хамăр та революци ĕçĕ умĕнче айăплă: йăнăш турăмăр, ăна каялла тавăрмарăмăр. Халь çав йăнăша тӳрлетме йывăртарах, çапах тарăшса пăхас пулать. йăнăша тӳрлетмеллех.
Куйбышев тем каласшăн çăвар уçнăччĕ.
— Ан чăрмантар, Валериан Владимирович, — пӳлчĕ ăна Масленников. — Вăхăт сахал пирĕн. Тул çутăлса çитиччен васкас пулать. Çул пур, анчах çав çулна пурсăмăр та кайсан, тăшман сисме пултарать. Эпир, клубра юлнисем, тен, плена лекĕпĕр. Куйбышев та, кунта юлсан, тăшман аллине лекме пултарать. Пире тыткăнласан та — тĕрмене хупнипе çырлахĕç. Куйбышева суд туса та, судсăр та персе вĕлерме пултараççĕ. Чехсем хăтланмасан, кунти контрăсем хăтланĕç. Итлĕр малалла: пӳртсем кунта пĕр тăтăш, пĕринчен пĕри çӳллех мар. Пӳрт тăррисем тăрăх юнашар урăма çитме пулать. Çав урампа анаталла пристане чупса анма пилĕк минутран ытла кирлĕ мар. Унта тапранма ха- тĕр пăрахут тăрать. Сĕнӳ çапла: Куйбышев юлташа вунă-вуникĕ хĕрлĕ гвардеецпа çав пăрахут çине ăсатас. Пĕчĕк отряда Теплов юлташ ертсе кайтăр. Çул кăтартакан пур: ав, кунти пӳрт тăррисемпе çӳресе курнă рабочи, Федоров юлташ. Эпир, ыттисем, кунта юлатпăр. Пире латышсен отрячĕ килсе çăлаймасан, малалла мĕн тумаллине хамăрах курăпăр.
Куйбышевран пуçне пурте харăс алă çĕклерĕç. Сăмахсăр юлнă председатель пуçне тăрмаласа илчĕ. Халь пĕтĕм ревкома хирĕç ним те тăваяс çук ĕнтĕ, калаçни те усăсăр. «Каллех хайхи «диалектика» пулчĕ-и? — Авандеев сăмахне аса илчĕ Куйбышев. — Вăл, мурçиеш, пăс кăларса тăракан пăрахут пирки Масленниковпа та калаçнă пуль. Ун пек пăрахут пирки хальччен илтменччĕ эп».
Çав вăхăтра Масленниковĕ кăтартусем парать:
— Васка, Теплов юлташ. Пĕр вунă çын, чăн паттăррисене, суйласа ил. Ыттисене халлĕхе Бакаев юлташ çурт тепĕр вĕçне куçартăр. Чӳречерен кăшт перкелешчĕр: юлташсем кайнине тăшман ан систĕр. Гранатăсем илме ан манăр. Юнашар урама çитсен, икĕ юлташа сыхлăх штабне чуптар. Ыттисем пурте пристань ениелле чупăр. Тăшман çула пӳлсен, гранатăпа усă курăр...
Сахар Воробьев пӳлĕмĕнче айăн-çийĕн çавăрса та ним те тупаймарĕ. Тамаша! Хучĕ пурччех вĕт, Рамаш пирки унта асăннăччĕ. Хам чикарккă тума чĕрмерĕм-и? Вăраннăранпа тапак та туртмаи пек. Çапла аптракаласа, Сахар каллех пукан çине ларчĕ. Виçĕ талăк хушшинче ĕшенсе çитнĕскер, татах тĕлĕре пуçланăячĕ, кĕç коридорта пĕр ушкăн çын тĕпĕртетсе иртни илтĕнчĕ. Сахар шартах сикрĕ, каллех мĕн пулнине астуса, винтовкпне ярса тытрĕ те васкамасăр коридора тухрĕ. Çынсем пусмапа картишнелле аннине курса юлчĕ вăл. Вĕсем хушшинче Куйбышев та курăнчĕ пек. Ним тума аптраса, пĕр вырăнта тăчĕ-тăчĕ те картишнелле аннă çынсен йĕрĕпе танккарĕ Сахар. Мĕнле вара? Килкартинче никам та çук-çке! Пӳрт тăрри кĕмсĕртетнине илтсен, çӳлелле пăхрĕ те лешсем хăш çулпа кайнине тавçăрса илчĕ. Вара хăй те пушар пусмипе çӳлелле хăпара пуçларĕ. Çав вăхăтра клубра пăшал сасси кĕрĕслетрĕ.
Сахар пӳрт тăррине хăпарса çитнĕ çĕре çынсем куçран çухалнă та-мĕн. Юнашар пӳрт тăрри кăшт çӳллĕрех. Тепри каллех лутрарах. Урамра, çывăхрах, пăшал переççĕ. Хăш тĕлте çĕре аннă-ши юлташсем? Сахар урлă урама çитрĕ те пĕр тĕлте пусма вĕçне курах кайрĕ. Çав пусмапа килкартине анса тăчĕ.
Вăл, урама тухса, сыхлăх штабĕ еннелле чупăс тенĕччĕ кăна, — çывăхрах граната кĕрĕслетсе çурăлни илтĕнчĕ. Кĕçех уçă хапха умĕпе паçăрхи юлташсем, виççĕн-тăваттăн, элеватор еннелле чупса иртрĕç. Çавăнталлах вĕсем хыççăн чехсем чупни курăнчĕ. Урама тухасси пĕтрĕ. Вара Сахар килкартинчех шанчăклăрах пытанма тăрăшрĕ. Тĕрлĕ хуралтăсем хыçĕнче — хăма хӳме. Хӳмере ачасем çӳрекен шăтăк пур иккен. Сахар çав шăтăкран хĕсĕнсе кĕче те тепĕр килкартине пырса тухрĕ. Халь ĕнтĕ пасар çумĕнчи урама тухма пулать.
Пасар вырăнĕ питĕ пысăк — икĕ квартал тăваткалĕ. Тĕрлĕ хуралтăсем нумай унта. Асăрханса, пытанкаласа, чугун çул çывăхне çитме те май пур. Вокзалта Гашекпа Поспишилăн отрячĕсем тăраççĕ тенине илтнĕччĕ вăл.
Çапла шухăшласа, вокзал енне чупрĕ Сахар. Чиркӳ тĕлне чиперех çитнĕччĕ, шăп вокзал енчен тăшман килсе тухрĕ. Сахар аран чиркӳ хыçне пытанма ĕлкĕрчĕ.
Ку чиркĕве аванах пĕлет-ха Сахар. Çакăнти пасара килнĕ хушăра вăл чиркӳ крыльци çине те хăпарса курнăччĕ. Крыльца чиркӳ анлăш, тăваткал юпаллă та тăрăллă хăй. Шанчăклăрах пытанас тесе Сахар стена çумĕпе шуса, крыльца çине хăпарчĕ те тăваткал юпа çумне пырса лăпчăнчĕ. «Чиркĕве алтарьпе тухăç еннелле лартни ак хăçан маншăн усăллă пулчĕ. Кунта, анăç енче, тĕттĕмрех», — шухăшларĕ Сахар. Çав вăхăтра тепĕр юпи йăшăлтатнă пек курăнчĕ ăна. Унта та çын тăрать иккен. Çынни юпаран уйрăлса ун еннелле пĕр-ик утăм тусан, Сахар тăрук палларĕ ăна. Гашек юлташ пулчĕ вĕт ку! Лешĕ çывхарчĕ те:
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...