Кĕпер :: Вутлă ункăра
Çамрăк Совет çĕршывĕшĕн юнлă кунсем çитрĕç, революцин чи йывăр, чи асаплă тапхăрĕ пуçланчĕ. Виçĕ кун хушшинче иртсе каймарĕ вăл, виçĕ çула пычĕ...
Шалти контрреволюципе çĕршыв тулашĕнчи тăшман пĕрлешсе Российăри революцие пăвса вĕлерме шутларĕç.
Тĕнчери капитал хушиипе чехсен экспедициллĕ корпусĕ Совет влаçне хирĕç пăлхав çĕклерĕ.
Çав контрреволюциллĕ пăлхавăн инкекĕ чи малтан Пензăпа Самар кĕпĕриисене тиврĕ.
Çамрăк Совет влаçне хӳтĕлеме малтанхи тапхăрта йышлă та вăйлă çар çукчĕ. Çавăнпа шурă чехсен аллă пинлĕ çарĕ виç-тăватă уйăх хушши ирĕккĕн алхасрĕ, ытти шурă çарсене вăй илме, Мускав енне талпăнма май пачĕ.
Анчах çарсăр Совет влаçне хăвăрт аркатса тăкма шутланă тăшман йăнăшрĕ. Ленин партийĕ чĕннипе рабочисемпе чухăн хресченсем пĕтĕм çĕршывĕпе хăйсен влаçне хӳтĕлеме çĕкленчĕç, тем тери вăйлă шалти-тулти тăшмана та парăнмарĕç.
Самарти революциллĕ вăя вунă хут вăйлăрах тăшман вăхăтлăха çĕнтерчĕ, анчах ăна пĕтĕмпе аркатма, пĕтерсе лартма пултараймарĕ.
Чехсем, шалти тăшман пулăшннпе, çĕрле хулана кĕрсен, тӳрех паллă вырăнсене тĕллеиĕ: вокзала, сыхлăх штабне, коммунистсен клубне....
Сыхлăх штабĕнчи латышсен отрячĕ клубри ревком членĕсене пырса çăлма мар, хăй те çăлăнайман. Вăтăр-хĕрĕх коммунист штаб умĕнче паттăрла вилĕмпе вилнĕ. Клубри çынсем пĕртен-пĕр çулпа çеç хăтăлма пултарнă, çав çула вĕсене Тайман Сахарĕпе калаçнă рабочи кăтартса пачĕ.
Тепловăн пĕчĕк отрячĕ, ревком хушса янипе, Куйбышева пристане çитерсе, пăрахут çине лартма пикенчĕ. Урамсенче ушкăн-ушкăнăн килсе тухакан тăшман умне гранатăсем ывăтса, вутлă хӳме тăратрĕ. Çапла Самар рабочийĕсем хăйсен юратнă руководительне Атăл хĕррине çитиччен хӳтĕлерĕç. Теплов хăй виç-тăватă хĕрлĕ гвардеецпа пристань çумĕнчи урамра вунă-вунпилĕк минут тăшмана чарса тăчĕ. Юлашкинчен пĕччен юлнăскер, вăл пĕр картишне кĕрсе пытанчĕ. Теплов пек çапла аран çăлăнкаланă хăшпĕр ревком членĕсем тăшман аллине лекнĕ хулара вăрттăн ĕçлеме юлчĕç.
Паллах, клубра юлнă коммунистсем çăлăнăç кĕтсе илеймер.ĕç. Шурă флаг тытса, алăка уçса урама тухмалла пулчĕ вĕсен. Чехсем клубра Куйбышева тупайманшăн пăшăрханнипе ыттисене палласа-тĕпчесе тăмарĕç, пурне те ушкăнĕпе тĕрмене ăсатрĕç.
Куйбышев, «Межень» пăрахут çине ларса, Сенгилей таврашне çитрĕ. Унта вăл Хĕрлĕ Çар отрячĕсене çирĕплетрĕ, Атăл çинче çар флотилийĕ туса, ăна Ставрополь таврашне ăсатрĕ, Чĕмпĕр хулине чехсенчен хӳтĕлеме хатĕрленчĕ.
Элеватор таврашĕнче çапăçнă Гай отрячĕ те, пристань еннелле йĕркеллĕ чакса, юлашки пăрахут çине ларма ĕлкĕрнĕ.
Сенгилей таврашĕнчи ĕçсене йĕркеленĕ хыççăн Куйбышев Гай отрядне çавăнта хăварчĕ те, хăй Чĕмпĕре Тухачевскипе тата Варейкиспа канаш тума кайрĕ. Кĕçех Ĕпхӳ енчен Подвойский юлташ та пуйăспа Чĕмпĕре пырса çитрĕ.
Подвойский чи малтан Куйбышева хăй патне чĕнсе илчĕ. Куйбышев ăна Самарти хурлăхлă ĕçсем пирки тĕплĕн каласа пачĕ, унтан Чĕмпĕрпе Сенгилей таврашĕнчи фронта командовани епле çирĕплетме шухăшлани çинчен пĕлтерчĕ.
Куйбышев калçма чарăнсан, Подвойский, сăмах чĕнмесĕр, чылайччен вакун тăрăх утса çӳрерĕ, унтан, чӳрече витĕр Сĕве шывĕ еннелле пăхса, тарăн шухăша кайрĕ. Мĕн шухăшларĕ-ши парти Тепкомĕи полномочийĕпе килнĕ таса та çирĕп кăмăллă большевик? Самар большевикĕсем тунă йăнăшсем çинче-ши е тата хăй Самарта пулнă чух тунă йăнăшсем пирки-ши?..
Хăй мĕн шухăшланине Куйбышева каламарĕ вăл, анчах кăмăлĕ пăртак пусăрăннă хыççăн Чĕмпĕрти командованин планне ырларĕ, Самар ревкомĕн малашне мĕн тумалли çинчен çирĕп сасăпа лăпкăн сăмахларĕ.
Унтан Подвойскипе Куйбышев уйрăлчĕç. Иккĕшĕ те дăйсен ĕçне малалла тума çав кунах Чĕмпĕртен тĕрлĕ еннелле тухса кайрĕç. Подвойский Мускава Атăлпа Урал таврашĕнчи ĕçсем пирки Ленина каласа пама васкарĕ...
Валериан Владимирович, хальччен çар çынни пулманскер, революци хушнипе, Хĕрлĕ Çарăн паллă деятелĕ пулса тăчĕ. Çав кунран пуçласа мĕн граждан вăрçи пĕтичче-нех Хĕрлĕ Çара çирĕплетсе ăна политикăпа çапăçу ăсталăхĕ тĕлĕшĕнчен тĕрĕс ертсе пыракансенчен пĕри пулчĕ вăл.
Самар ревкомĕ саланмарĕ. Ревком членĕсем, хулара юлманнисем, Чĕмпĕрте пухăнчĕç. Çĕнелнĕ Самар ревкомĕ Чĕмпĕртен Инза таврашне, каярахпа каллех Атăл çине, Покровск хулине куçрĕ, Самарта вăрттăн ĕçлеме юлнă коммунистсемпе çыхăнма пикенчĕ, кĕпĕрнери пур революциллĕ вăйсене пухса чăмăртама тăрăшрĕ.
Çыхăну ĕçĕ те коммунистсемшĕн çăмăл пулмарĕ. Нимрен хăрамасăр паттăр ĕçлекен связнойсенчен чылайăшĕ, тăшман аллине лексе, революцишĕн пуç хучĕç. Вăрçа каякан çынсене чей ĕçтерекен хĕр сăнлă хĕрарăм, Мария Авейде, çав паттăрсенчен пĕри пулчĕ. Самарта вăрттăн ĕçлесе, таçти-таçти ревкомпа çыхăну тытса тăнă вăл. Ана шуррисем кĕске вăхăтрах темиçе хут арестлесе тĕрмене хупнă. Тĕрмерен икĕ хутчен тарма пĕлнĕ Авейде. Юлашкинчен Çĕпĕре ăсатнă çĕртсн, «вилĕм пуйăсĕ» çинчен, тарнă. Çапах Хĕрлĕ Çар татăклă çĕнтернине курса юлаймарĕ çак ырă кăмăллă, паттăр хĕрарăм. Колчак вăхăтĕнче Екатеринбург хулинче тăшман разведки ăна йĕрлесе тупнă та тĕрмере асаплантарса вĕлернĕ...
Подвойский Атăл таврашĕнчен Мускава таврăнсан, пĕр-икĕ эрнерен, унта революци шапишĕн татах та пысăкрах хăрушлăх сиксе тухрĕ. Тен, çавăн чух Подвойский юлташ Самарта пулса иртнĕ ĕçсене аса илчĕ пуль, тен, çав йăнăшсене тĕпрен шута илсе, вĕсемие, паллах, Ленинпа пĕрле, тĕрĕс усă курма пĕлчĕ пуль...
Николай Ильич Подвойский хăйне хăй «революци салтакĕ» тет. Революци вара хăйĕн салтакне темле генералсенчен те çӳле çĕклерĕ. Вăрçă ĕçне ятарласа вĕренмен пулин те, вăл, çирĕм çул хушши революци ĕçĕшĕн кĕрешсе, çапăçса, ĕçре-вутра пиçнĕ. Ленин сĕннипе ăна Совет правительстви Хĕрлĕ Çар йĕркелесе çирĕплетме хушать. Çапла, Подвойский юлташ Совет влаçĕшĕн чи йывăр тапхăрта Хĕрлĕ Çарăн тĕи инспекторĕ пулса тăнă.
Хĕрлĕ Çар. Вăл йышлă мар-ха. Унта хăйсен ирĕкĕпе çырăннă салтаксемпе рабочисем çеç. Тăшман пур енчен те хупăрласа килет. Ун çарĕсем лайăх хĕçпăшалланнă, вăрçă ĕçне хăнăхнă. Тăшмана хирĕç Совет влаçĕн питĕ йышлă та вăйлă çар тăратмалла. Ĕçхалăхĕ тăватă çул çапăçса ĕшеннĕ. Çавăнпа Совет правительстви Хĕрлĕ Çара салтаксене мобилизаципе чĕнтерес закон кăларма васкаман. Çапах та васкама вăхăт çитрĕ ĕнтĕ. Самани васкатать.
Çăва тухнă çĕре, чехсен пăлхавĕ пуçлансан, вутлă ункă Мускава пур енчен те çавăрса илчĕ, пăчăрта пуçларĕ.
Çав йывăр вăхăтра сутăнчăк сулахай эсерсем, Совет правительствинче болыиевиксемпе пĕрле ĕçлеме пулнăскерсем, революцие вăрттăн шалтан аркатма хатĕрленнĕ.
Мускавра Советсен пиллĕкмĕш съезчĕ ĕçлет. Съездра сулахай эсерсем сахал мар. Правительствăра та пур-ха вĕсем. Хăйсен контрреволюциллĕ шухăш-кăмăлне пытарса, питĕ чее ĕçлеççĕ. Ленин умĕнче питĕ йăпăлтн пулнă вĕсем. Хăшĕ-пĕри унпа калаçнă чух «Икĕ партие халь пĕрлештермелле ĕнтĕ. Эпир, Совнаркомра пĕрле ĕçлесе, туслашса кайрăмăр», — тенĕ. Ленин çав йăпăлтисене ĕненсех çитмен, çапăх та уншăн хăшĕ тӳрĕ кăмăллă çын пек курăннă.
Июлĕн улттăмĕшĕнче, съездра пысăк перерыв пуçлансан, Ленин хăйĕн Кремльти кабинетне таврăнчĕ. Паян ырă мар хыпарсем хура çăхансем пек умлă-хыçлă вĕçсе килессе кĕтменччĕ вăл. Хунхă-суйхă ахаль те нумай. Продовольстви ыйтăвне татса памалла. Ялта чухăнсене пĕтĕçтерсе, социализмлă революцие хирĕç çĕкленекен кулаксемпе кĕрешмелле. Шалти контрреволюцие пусарма, интервентсене çĕнтерме йышлă та вăйлă çар кирлĕ. Революци çарне пĕтĕмпех çĕнĕрен тăвас пулать...
Ленин съезд умне çак задачăсене лартнă. Виççĕмĕш кун ĕçлет съезд. Тарăн шухăша кайса, пӳлĕм тăрăх утса çӳрерĕ Ленин, сĕтел патне пырса тăчĕ, ал тупанĕпе çамкине сăтăрса илчĕ.
«Пăчă паян. Аслатиллĕ çумăр пулать ахăр», — шухăшларĕ вăл.
Аслатиллĕ çумăрĕ Мускавра çав кун чăнах та пулчĕ. Анчах çанталăкран маларах самани кĕрле пуçланă. Виçĕ тĕлте виçĕ усал ĕç пуçласа янă паян эсерсем. Виçĕ усал ĕçĕн пĕр тĕллев: шалти тăшман, пăлхав çĕклесе, Совет правительствине арестлеме, Ленина вĕлерме палăртса хунă.
Виçĕ усал ĕç пĕр самантрах пуçланнă пуль — хыпарĕсем Кремле черетленсе çитрĕç. Съездран апатланма килнĕ Ленин хăйĕн кабинетĕичен тепĕр кунччен те тухаймарĕ.
...Паян Ленинăн хăрушă хыпарсем çине-çинех илтме тиврĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ çырусем çырчĕ вăл. Çав çырусем, кăтартусем Хĕрлĕ Çар штабне ялан сыхă тăма хистерĕç, Мускав рабочийĕсене алла хĕçпăшал тытма васкатрĕç.
Подвойский юлташăн кабинетне çитнĕ пирвайхи хыпарсенчен пĕри Ленин çырăвĕ пулчĕ. Эсерсем, провокаци тăвас шутпа, нимĕç посолне вĕлернĕ-мĕн. Çапла хăтланса, Германи çарĕпе çĕнĕрен вăрçă пуçласа ярасшăн вĕсем. Гарнизон сыхлăхне çирĕплетмелле, вăл хуть те мĕнле хăрушлăха та хирĕç тăма хатĕр пултăр.
Малтанхи ырă мар хыпар хыççăн тепри, тата хăрушăраххи, пырса çитрĕ.
Ярославль хулинче эсерсем пăлхав çĕкленĕ. Совет членĕсене пурне те вĕлернĕ, паллăрах коммунистсене, çĕр тăхăр çынна, Атăла путарнă. Паллах, тăшмансем унта, фронт уçса, чехсемпе пĕрлешесшĕн. Икĕ усал ĕç пĕр вăхăтра сиксе тухни — ăнсăртран пулнă япала мар. Ярославль! Мускавран виççĕр çухрăм та çук. Вутлă ункă Мускав тавра пăчăртанатех.. Кун пирки Подвойскине уйрăм ăнлантарса пама кирлĕ мар, хăех чухлать.
Çавăнтах телефон шăнкăртатрĕ, трубкăра Ленин сасси илтĕнчĕ:
— Халех Ярославль хулинчи пăлхава пусарма приказ парăр. Мĕнпур вăя пухса, çавăнта ăсатăр. Кашни сехетрен мана пĕлтерсе тăрăр.
Хĕрлĕ Çар штабĕнче хĕрӳ ĕç пуçланчĕ. Антонов-Овсеенкăпа Подвойский, Вацетиспа Данишевский ларма-тăма пĕлмеççĕ. Хĕрлĕ Çарăн пĕртен-пĕр резерви — рабочисем. Вăйлă резерв. Революцн вăйе иксĕлмен-ха. Анчах... анчах тăшман лăпланмасть. Тӳрех революци чĕрине тĕллет.
Иккĕмĕш хыпар хыççăн виççĕмĕшĕ, тата хăрушăраххи, сиксе тухрĕ. Попов отрячĕ, Мускавра пăлхав пуçласа, Кремль таврашĕнче чылай пысăк район çавăрса илнĕ. Пăлхавçăсем Дзержинский юлташа арестленĕ, гарнизонри салтаксем хушшинче эсерла агитаци пуçланă, çара хăйсем енне çавăрма, ăна Совет влаçне хирĕç яма хăтланнă. Çав хьшарпа пĕрлех Хĕрлĕ Çар штабие Ленин çырăвĕ пырса çитрĕ:
«Подвойский юлташ мана халех Мускав гарнизонĕнчи ĕçсем çинчен тата контрреволюциллĕ пăлхава мĕнле майпа пусарма хатĕрленни çинчен личнă хăй килсе пĕлтертĕр».
Революци шăпи, чăн та, хальччен кун пек хăрушлăхра пулман. Подвойский кун каçиччен темиçе хут та Ленин кабинетĕнче пулчĕ. Хĕрлĕ Çар штабĕ пăлхавçăсене аркатма хатĕрленет. Ленин çине-çинех кирлĕ кăтартусем парать. Тул çутăлнă çĕре Подвойский, Вацетис, Данишевский, — пурте пĕрле Ленин патне пырса, хăйсен ĕçĕсем мĕнле пынине пĕлтерчĕç.
Ленин командовани планне ырларĕ, çавăнтах тата канашсем пачĕ, операци туса ирттерме ăнăçлăрах вырăнсене кăтартрĕ. Вăл артиллери пирки тăхтама хушрĕ: «Мускавра, тен, тупă кĕрлеттермесĕрех хăрушлăха сирсе яма пулĕ», — терĕ.
Ленин кабинетра пĕччен юлчĕ. Хушăран унăн помощникĕсем кĕре-кĕре тухаççĕ, сĕтел çине донесенисем хурса хăвараççĕ. Телефон ĕçлеми пулнă, телефон станцийĕ тăшман аллинче.
Сасартăк çывăхрах снарядсем çурăлни илтĕнчĕ. «Артиллери. Тӳрех Кремле тĕллесе переççĕ», — шухăшларĕ Ленин.
Вăл уçă чӳречерен пырса пăхрĕ. Енерхи аслатиллĕ çумăр хыççăн çанталăк уяртса янă. Мускав шывĕ енчен уçă сывлăш килет. Ленин хыпăнса ӳкнĕ пек пулчĕ, юнашар пӳлĕме тухса, унта ĕçлекен çынсене лăплантарма тăрăшрĕ. Ним пулман пекех вăл:
— Тепĕр çур сехетрен, шăп пиллĕкре, Совнарком ларăвĕ пуçланать, — терĕ.
Акă кабинетра, чĕрене кăрт сиктерсе, тахçанах шарлами пулнă телефон чăнкăртатса илчĕ. Ленин, васкаса, телефон патне пычĕ, трубкăна илсе пăртак итлерĕ те телефон станцийĕнчен ырă хыпар пĕлтерекен юлташпа хаваслăн калаçма пуçларĕ...
Пирвайхи савăнăçлă хыпар: телефон станцийĕ каллех пирĕн алăра. Ленин телефониста тав турĕ те хăйне Вацетиспа çыхăнтарма хушрĕ. Унтан Хĕрлĕ Çар командованине çапла хушрĕ:
— Эсерсем пире çул кăтартса пачĕç. Хăйсене те артиллери вучĕпе çунтарăр. Тупăсемпе пеме ирĕк паратăп...
Çапла, Ленин хăй ертсе пынипе, революцин шанчăклă паттăрĕсем, Хĕрлĕ Çар командирĕсем хăвăрт ĕçленипе, эсерсен пăлхавне сарăлма памарĕç, çийĕнчех пусарса хучĕç.
Çапах ку вăл юлашки хăрушлăх мар...
Пин.те тăхăрçĕр вунсаккăрмĕш çулăн çурри кăна иртнĕ-ха. Хăрушлăхсем революци малашлăхне те, Ленинăн кунçулне те кашни кĕтесрех кĕтсе тăраççĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...