Кĕпер :: Икĕ философ
Мулла Анукĕ ĕлĕкрех ашшĕ килнипе кайнине асăрхамастчĕ те тейĕн. Ашшĕ уншăн пăшăрханмастчĕ. Ачашлăх тени çукчĕ вĕсем хушшинче. Паян Апука тем пулчĕ, ашшĕне курсан, вăл хурланса макăрса ячĕ. Унтан ăна Шатра Миккапа Палие епле хĕнесе асаплантарни çинчен каласа пачĕ. Ашшĕ халь тин хĕрĕн кăмăлне туйса илчĕ. Вăл мĕншĕн йĕнине пĕлсен, хĕрĕнчеп пытарас мар терĕ.
— Ан макăр, Анук. Иккĕшĕ те сывалчĕç. Микка сана салам калама хушрĕ. Тата тепĕр çын салам каларĕ, Тимĕркке шăллĕ, пĕлетĕн пуль, — йăпатма тăрăшрĕ хĕрне Ятрус.
— Çĕр çăттăр! — çухăрчĕ халь кăна куççуль тăкса ларакан çамрăк хĕрарăм. — Эс, атте, вĕсем ăçтине пĕлетĕн-и?! Халех Праскипе Хвекле инкене кайса савăнтарам...
— Ан çатăлтат-ха, чакак хăраххи. Ку хыпарсем пирки никампа та ан калаç. Ермишкене хамах систерĕп, — чарчĕ Анука ашшĕ.
Трашук çухални çинчен пĕлсен, старик ним тума аптрарĕ. Унтан, хĕрĕпе вăрттăн ĕçсем пнрки калаçиă хыççăн, Рамаш çырăвне Анука парса хăварас терĕ. Тен, Трашукĕ яла таврăнĕ-ха...
Ашшĕ Шалтикаса авалхи тусĕ патне хăнана кайсан, Анук Рамаш çырăвне уçмасăр тӳсеймерĕ. Çыру ăшĕнчен тепĕр çыру тухса ӳкрĕ. Лешеккинчи хĕр валли. Рамаш хĕрĕ çинчен Анук илтнĕччĕ.
«Праскисене савăнтарса пулмарĕ, эппин, майра хĕрне кайса савăнтарам хуть», — терĕ те вăл, Лешеккине тухса вĕçтерчĕ...
Ай, пăтранать те самани! Пуп чиркӳре никама мухтав юрри юрлама аптранă. «Христоса юратакан çара çĕнтерӳ кӳр!» — тесе юрлатчĕ пĕр вăхăтра. Халь вара Раççейĕн çарĕ те çук темелле. Çарĕ çук, çаиăçу нумай. Тăван çĕршывăн тулти тăшманĕпе мар, хамăрăннисемех пĕр-пĕринпе çапăçаççĕ.
Пĕр çемьери гăвансем те пĕр-пĕринпе хирĕçсе-хирĕлсе пĕтнĕ. Назар Çимуна вĕлерес тесе йĕрлет имĕш. Вăл, яла килсе, килти ĕçсене те нăсса хăварчĕ. Çавна пула Мăрзабайăн хăйĕн юратнă хĕрне качча туйсăр-мĕнсĕрех памалла пулчĕ. Наçтукăн пурнăçĕ тепле пулчĕ ĕнтĕ. Аванах мар, ахăр; урамра тĕл пулсан, сăмах чĕнмест. Килсе те çӳремест. Смоляковсем патне вара Мăрзабай хăй каймасть. Васкарах пачĕ çав. Назарĕ килмерĕ те вĕт Таллăран. Халăх тыткăнĕнчен темле хăтăлса, тӳрех Хусана сирпĕннĕ. Таллăра та карательсене пулăшакан фалылинсем тупăннă пуль çав. Тăван ывăлĕнчен хăраса, юратнă хĕрĕн ĕмĕрне хăртрĕ вĕт.
Каярахпа Мăрзабай тепĕр йăнăш туса хучĕ. Чăнах та, Трашука мĕншĕн хулана ячĕ-ха вăл, ватсупнă, ухмах? Чехсен аллине лекмен пулсан, пырĕччĕ хуть. Вĕсем ярса тытнă пулсан вара, ăйăрне ытараймашшпе хăйне те хупса лартрĕç пуль... Тата — персе вĕлерме те пултарнă Назар хăраххисем.
Тимук ун чух хайлана печĕ пуль. Хулана хамăн каймаллаччĕ пĕрех хут... Тупата туршăн, ман телее, Трашук таврăнсан, ăна çав кунах киле кĕртеи, кĕрӳ тăвап! Мăрзабай ăрăвĕ Çăпата Михалин ăрăвĕпе хутшăнса çĕнелтĕр, çĕнĕ тымар ятăр...
Кил хуçи паян ирхине килне пĕччен юлнă та çак шухăшсемпе асапланса ларать. Акă вăл, урăх ĕçес мар тенĕ çĕртех, шкап патне çывхарчĕ. Эрех кĕленчи вара хăех сĕтел çине тухса ларчĕ тейĕн.
«Чĕртес-ши мухмăра, чĕртес те мар-ши? Чĕртес, эппин, анчах юлашки черкке пултăр. Пуçа саманинчен ытла хăмла пăтратать пуль», — шухăшлать хуçа.
Мăрзабай çаила пирвайхи черкке умĕн шухăшларĕ. Тепĕр черкке ӳнĕнтерсен вара урăхла шухăшла пуçларĕ. Ара, ĕçмесен, иурăнма кичем. Каллех пăтранчăк самана айăплă. Айăпне-сăлтавне тупнă хыççăн виççĕмĕш черкки хăех тулса ларчĕ. Пĕр ĕçме тытăнсан, сăлтавĕ тупăнать. Хуçа виççĕмĕш черкке ӳпĕнтернĕ хыççăн юрă ĕнĕрме пуçланăччĕ, çав вăхăтра кĕтмен çĕртен хăна пырса кĕчĕ.
— Саламалик, ман килес, Павел Алексеевич! — терĕ вăл алăк урати урлă каçнă май.
Хуçа пĕр самант куçне чакăртса пăхса ларчĕ. Унтан, пуканне йăвантарса ярса, сиксе тăчĕ, сасартăк шывланнă куçне ал тӳрчĕпе шăлса илчĕ те урай варринелле утса тухрĕ.
— Аçтан татăлса антăн, тусăм, пĕртенпĕр юратнă тусăм, Хрулкка, хисеплĕ Фрол Тимофеевич! Турă çук, тетĕн. Пурах пуль çав турри. Вăл кăна пĕлет: эс маншăн çут тĕнчере чи хаклă çын...
Хуçа хистенипе хăна сĕтел умне, пукан çине, пырса ларчĕ. Пĕр черкке унăн та ĕçмелле нулчĕ. Унтан вăл:
— Ытти — ытлашши пулать, — терĕ те, куçне култарма тăрăшса, хуçана ӳкĕтле пуçларĕ. — Сан патна ĕçме мар, калаçса ларма килтĕм. Сана та çитнĕ, Павел Алексеевич. Эс, патша пек, пĕччен ĕçме вĕрентĕн-им? Ан çиллен тӳрĕ сăмахшăн. Эп санран кăшт аслăрах, тус кăна мар, пиччӳ те пулатăп. Елĕкрех Лев Толстой çырнисене юратса вулаттăн эс. Астăватни: пур инкек те çавăнтан килет, тенĕччĕ çав шур сухал.
— Лев Толстой вилнĕ. Ун пек пысăк çынсем те вилеççĕ çав. Эпĕ те вилеп. Эсĕ те вилен. Мĕн юлать пиртен çут тĕнчене? Манран Назар юлать, диктатор. Санран Анук юлать, ачасăр тăлăх арăм. Эпĕ халь сан пек е Толстой пек философ пулса кайрăм, ача, — сӳпĕлтете пуçларĕ Мăрзабай.
— Эс те философ, эп те философ, философсем кăмăшка ĕçмеççĕ, — терĕ те хăна, сĕтел çинчи кĕленчепе черккесене илсе, шкапа кайса лартрĕ. — Икĕ философ пулса ĕлĕкхи пек калаçар-ха кăшт.
Хуçа сĕтел хушшинче çамкине ал тупанĕпе сĕркелесе ларчĕ-ларчĕ те, сухал витĕр ăшшăн кулса, ура çине тăчĕ.
— Каçар мана, Хрулкка. Чун тарăхать. Ак çак çырăва вуласа пăх-ха эсĕ. Тен, Мăрзабай мĕншĕн тарăхнине ăнланса илĕн. Эпĕ, пит-к-уçа çуса, кăшт уçăлса килем-ха. Манăн та санпа урă пуçпа калаçас килет.
Мулла Хрулкка Мăрзабай тухнă хыççăн хут вулас вырăнне шухăша кайрĕ:
«Павăл — ман авалхи тусăм. Халь вара тăшман та пулма пултарать. Туссем кăна мар, пĕртăвансем пĕрне-пĕри хирĕç тăрса çапăçаççĕ халь: пĕрисем — ирĕк пурнăçшăй, теприсем — харпăрлăха хӳтĕлекен кивĕ йĕркешĕн. Эпĕ хам та авалхи тус патне вăлтса калаçма, хыпар пĕлме килтĕм акă. Эс манпа ытлашши ан калаç, эпĕ большевик тесе калаймăн вĕт ăна. Ултавçах пулса тăтăм. Анчах уншăн чыссăр çын пулмăп-ха эпĕ. Халăха пулăшас, ăна телейлĕ тăвас ĕç чыссăр пулмасть. Пуянсемпе çывăх çын кăмăлне тĕрĕслесе, ун урлă хыпар пĕлме тăрăшнй усал ĕç мар. Мăрзабай Çимунĕ пирĕн майлă. Вăл та мучăш кăмăлне маи пекех пĕлме тăрăшĕччĕ. Павăл хăй те, çамрăкрах пулсан, тен, пурлăхран хăпса, пирĕн еннелле çаврăнса ӳкĕччĕ. Халь çаврăнаяс çук. Мĕн пулсан та, хуçа кăмăлĕ хытса ларнă унăн. Çапах та, ывăлĕ пек, революцие хирĕç тискерленсе çитмен-ха вăл...»
Уçăлса кĕнĕ хыççăн, хуçа чăнах та урăлса кайнă çын пек калаçа пуçларĕ:
— Вуласа тухрăн-и Назар хутне? Мĕн шухăшлатăн ун пирки?
— Вуламарăм. Кăмăлу пулсан, хăвах вуласа парăн, — терĕм.
— Итле, эппин, ак мĕн çырать. Çимун каларăшле, пĕчĕк диктатор. — Мăрзабай, ĕнĕрешкелесе ларнă май, çыру пуçламăшне сиктерсе хăварчĕ. — Ак ашшĕпе епле калаçакан пулнă офицер. — Вăл сасăпа вула пуçларĕ: — «...Асту, Павел Алексеевич, паянхи кĕрешӳрен эсĕ те пăрăнса юлаймăн. Большевнксем çĕнтерессе кĕтсе ларатăн-им? Кĕтсе илеймĕн. Хаçат вулатăн пуль. Иытă депутачĕсен влаçне пĕтертĕмĕр эпир. Халĕ Хусан та пирĕн алăра. Мускавра та пирĕннисĕм нумай. Вĕсем шалтан вут чĕртсе ярĕç...» Ман валли те ĕç тупнă, ав, ывăлăм, — терĕ Мăрзабай| вулама чарăнса. — Итле малалла! — «...Эс, старшина пулнă çын, хăвăн тивĕçне манса кайнă. Таллăри пуянсем сан пек мар. Мана вилĕмрен çăлчĕç вĕсем. Эсĕ, атте пулсан та, ман çырăва хулана çитерме васкаман. Вăл маншăн, пĕр енчен, лайăх пулчĕ. Эпĕ мужиксен аллине лекнинс пĕлекен çук халь кунта. Çапах сан ман умра çырушăн ответ тытмалла пулать. Айăплă пулас мар тесен, эпир Чулçырмана пырса çитес вăхăта акă мĕи туса хур: Чулçырмаран кам-кам вăрмана тарнă, çавсен списокне хатĕрле. Вĕсем хăш тĕлте пытанса пурăнаççĕ, çавна тĕпчесе пĕлме тăрăш. Асту, старшина! Çак ĕçрен те иăрăнсан, эсĕ ман атте мар вара...»
Мăрзабай вулама пăрахрĕ те çырăвне, лучăркаса, сĕтел айне вăркăнтарчĕ. Унăн тăпăл-тăпăл хура сухалĕ чĕтре пуçларĕ, сăнĕ тĕксĕмленсе кайрĕ. Самантлăха пуçне çапла чиксе ларнă хыççăн кулам пекки турĕ.
— Вăт çапла, Фрол Тимофеевич! Христос çуралнăранпа икĕ пин çул тултарнă çĕре тĕнче пĕтет тесе калаçатчĕç ĕлĕк. Çук, ача, халех пĕте пуçларĕ тĕнчи. Те большевиксем, те Назарсем васкатаççĕ?
— Халăх пăлханнипех тĕнче пĕтсе лармĕ-ха, — терĕ учитель лăпкă сасăпа. — Пăлхавсем ĕлĕк те нумай пулнă. Тĕнчи çав-çавах: касански тĕлне сивĕтет, çăварни иртсен ăшăтать. Тĕнчене чун кĕртекенни — хĕвел. Хĕвел сӳнсе ларсан тин тĕнче пĕтме пултарать.
Мăрзабайăн тĕксĕмленнĕ сăнĕ çутала пуçларĕ.
— Пурнăç çине эпĕ те сан пек, философ куçĕпе пăхасшăнччĕ. Пăтранччăр, пăлханччăр — ман ĕç мар. Хăш власть пурнăçа йĕркелĕх кĕртет, çав влаçа йышăнма хатĕр. Турă пирки те нумай шухăшланă эпĕ. Саншăн турă вырăнне — хĕвел. Вăл чăвашăн авалхи тĕнĕпе ытларах килĕшет. Эпĕ вырăс пурнăçне те, унăн туррине те кăмăлласа йышăнтăм. Турă — çветтуй сывлăш пултăр, Христос — унăн ывăлĕ пултăр, ача тунă хĕсĕр хĕр — турă амăшĕ пултăр терĕм. Эпĕ çав тĕне ма чĕререн йышăнтăм, пĕлетни? Этем чунне йĕркелĕх кĕртекен тĕн вăл терĕм. Христиансен вуникĕ заповечĕ маншăн питĕ хаклăччĕ. Халь çав заповедьсене йышăнакан-пăхăнакансем çук та темелле. Патшалăх йĕркелĕхĕпе пĕрле этемри йĕркелĕх çухалчĕ. Çакă маншăн тĕнче пĕтнипе пĕрех.
Сăнĕ çуталчĕ пулсан та, питĕ вĕчĕрхенсе калаçрĕ Мăрзабай. Ятрус çакăншăн савăнчĕ, ăна татах калаçтарасшăн пулчĕ.
— Этем чун хавалĕ çĕнĕлле йĕркелене пуçларĕ тесе шухăшламастăн-им? Тен, кивелнĕ йĕрке вырăнне этем чунĕнче çĕнĕ йĕрке, тата лайăхрах йĕрке, хăй картне ларать пуль?
Мăрзабай çилĕллĕн кулса илчĕ.
— Кам чунĕнче? Пуян мулне çаратакан Виçĕ Якур чунĕнче-и е хресчене айăпсăрах иухайккапа кастаракан Назар чунĕнче-и? Илтрĕн вĕт. «Эсĕ ман атте мар вара», — тенĕ. «Хăвăн аçуна, хăвăн аннӳне хисеп ту» текен заповеде пурте манса кайнă. Ывăлтан хисеп. курас тесен, манăн шпион пулмалла иккен, хамăр ял çыннисен ячĕсене çырса памалла, вĕсене вĕлерме пулăшмалла иккен...
— Ахаль кăна мухтанса çырать пулĕ. Çав тери тискер çын мар пуль-ха сан ывăлу, — лăпкăн сăмах хушрĕ пăшăрханса ӳкнĕ Ятрус.
— Ахаль кăна! Кĕтсех тăр! Тепĕр эрнерен хăнана пыратпăр тесе çырать. Отряд пухса çитерсенех, малтан мăкшăсене ăс кĕртесшĕн, унтан вара — Каменкăри чăвашсемпе вырăссене. Акă мĕнрен хăратăп эпĕ, Ятрус тусăм: вăрманти салтаксен йĕрне тупасшăнах ним айăпсăр хĕрарăмсене, ваттисене те асаплантарса пĕтерĕç. Ашшĕне те çав тӳрĕпе хăтăрса илчĕ вĕт, путсĕрскер. Назар отрячĕ яла килсен, тĕнче те пĕтет вара маншăн. Е шыва кайса сикĕп, е килйыша пăрахса пушкăрт енне тухса кайăп.
Чĕри вăрканипе нумай калаçакан пулнă Мăрзабайран мĕн пĕлес тенине ним вăлтмасăрах иĕлчĕ Ятрус Хрулкки. Халь хуçа шкапран çĕнĕрен кăмăшка кĕленчине кăларса лартнăшăн та хирĕçмерĕ, хуçапа пĕрле хăй те тепĕр черкке сыпрĕ.
— Пĕччен пурăнатăи, пĕччен ĕçетĕп. Тăлăх çын эпĕ, Хрулкка, — каллех пуçларĕ хуçа, хăнине калаçтарма тăрăшмасăр. — Кивĕ тĕнче ишĕлчĕ ĕнтĕ. Мĕн хăтлансан та, Назар пек диктаторсем сиплеес çук ăна. Çĕрĕк тымарлă хăрăк йывăçа çĕнĕрен чĕртейместĕн. Ку маншăн паллă-ха. Вăхăт çитсен, тем те çĕрет, иĕтет. Тĕнче те, çĕрсе, пĕтсех ларать пуль.
— Кивви хăрать, çĕнни хунать, — сăмах хушрĕ Ятрус, — хамăр та хăратпăр, анчах хунав хăваратпăр-çке. Тĕнчи те, ватăлсан, çĕнĕ хунав ярать пуль. Çавăн пирки шухăшласа пăхман-и эс, Павел Алексеевич?
Хуçа, хăни куçĕнчен чăр! пăхса, пӳрнипе юнарĕ.
— Эç, Хрулкка пичче, сулахай эсер мар-н? Шуйттан пĕлет сана! Тен, сулахайран та сулахайрах пуль. Çĕнĕ хунав! Мĕн вăл, кам вăл, каллех ыйтам-ха санран, çав çĕнĕ хунав? Виçĕ Якура хупса лартакан Белянкин-и е Белянкина пăвса вĕлерекен Виçĕ Якур-и? Назар кивĕ тĕнчен хура юнĕ пултăр. Таса юнли кам? Кала тӳрех, пăркаланса ан лар. Коммунистсем-и? Анархистсем-и? Э-э! Пĕрех-çке вĕсем: коммунист, анархист, антихрист. Турă тĕнчине çĕмĕрме пĕлеççĕ, çĕнĕ тĕнче тума иĕлмеççĕ. Христос мар, çавсем шухă хĕр Марийăран çуралнă пуль.
— Эс, апла каласа, Христосне ытларах хурларăн-ха, — кулам пекки турĕ Ятрус.
Каллех хĕрĕнкĕлене пуçланă хуçа усаллăи кулса илчĕ.
— Çын пек кулма та пĕлместĕн, хăвăн шухăшна та тӳррĕн каламастăн. Астăватăп: эсĕ, ман Тимуш шăллăм пек, çамрăк чухнех турă çук тесе калаçа пуçларăн. Халь кала ĕнтĕ, турă çук пулсан, кам çĕнĕ тĕнче, çĕнĕ йĕрке туса парĕ? Турă тупса пар эс мана. Тен, вара эпĕ те кивĕ тĕнче ишĕлнĕшĕн кулянмăп, çĕнĕ нĕркешĕн пулăп.
— Турри тупăнĕ-ха вăл, — куçне хĕсерех каларĕ Хрулкка. — Турри хамăртан килет. Тульккăш эсĕ çĕнĕ йĕркешĕн пуласса шанмастăп эпĕ.
— Ма шанмастăн? Мĕн, эп санран ухмахрах-и, элле?
— Ухмахрах мар, пуянрах, Хаяр Макарсем пекех, кĕрейместĕн эсĕ çĕнĕ пурнăçа.
— Хаяр Макарсен ушкăнне ан тĕрт мана, Хрулкка! — çилленсе ӳкрĕ хуçа. — Вĕсем пек пулсан, эп сан пирки паянах фальшинсене пĕлтерĕттĕм. Эсĕ çĕнĕ пурнăç апостолĕ вĕт. Тупата туршан, эс вăрмантисем ăçтине те пелетĕн! Çапла мар-и? Хе-хе!
«Тепĕр чух ӳсĕр çын, сисĕмĕ çивĕчленнипе, мĕн кирлине урă чухнехинчен хăвăртрах тавçăрать. Тĕл лектерсе каларĕ вĕт, эсрел. Урăлнă çĕре манса кайĕ-ха. Манмасан та мана усал тăвас çук вăл. Çимуна та Назартан ытларах юратать», — çапла шухăшларĕ Ятрус, лешĕ вăрмантисем пирки асăннине илтмĕш пулса.
— Ан çиллен, Павăл, — терĕ вăл. — Кăмăлупа эс Хаярсем пек мар-ха, урăхларах çын. Лешсем мул пирки пăшăрханнипе ним шухăшламасăрах хаярланса каяççĕ. Эсĕ вара, Толстой вĕрентнĕ пек, ытлашши йăвашланса кайма хатĕр. Анчах эсĕ патша вăхăтĕнче власть пулса курнă. Пурлăх пирки каласан та — эс чухăн çын мар, вăтамран ирттернĕ. Хаярсене, Медведевсене çитейместĕн пулин те, харпăрлăх кăмăлĕ хытса ларнă ĕнтĕ санăн. Христос сăмахĕ — «Тĕве йĕп çăрти витĕр тухайман, çавăн пекех пуян рай алăкĕнчен хĕсĕнсе кĕреймест» тени — сана та кăштах тивет пуль терĕм.
— Э-э, тусăм, эс каллех тӳрĕ сăмахран пăрăнса юласшăн. Турă пирки кала-ха эс. Турă çук пулсан, мĕн Христос сăмахне асăнса ларатăн? Христос пулман-тăк, сăмахĕ те пулман. Калăпăр, тĕнче тытса тăракан турă çук, Христос хĕсĕр хĕртен çуралман тейĕпĕр. Çапах та тĕнчери йĕркесене тытса тăракан турă кирлех. Çĕнĕ йĕрке те турăран пултăр. Унсăрăн халăх ĕненмест сире. Ну, ма шарламастăн? Пур-и сирĕн пĕр-пĕр турă, çук-и?
— Мĕн калас? Каласан та ĕненмĕн. Хăв шухăшласа пăх. Эс манран ăслăрах та, Павел Алексеевич. Ман ачасемпе аппаланма та ăс çитмест. Эсĕ, старшина пулнă çын, вулăс ĕçĕсене майлаштарса пынă. Хам сăмахпа мар, пиртен ăслăрах çын сăмахĕпе калам-ха сана. Елĕк-авал Пакистанра пĕр философ пурăннă. Этем ывăлĕ ячĕпе, турăпа çапла калаçса курнă вăл: «Эсĕ, турă, хăватлă, — тенĕ вăл. — Анчах эсĕ, суккăр çын пек, тенчене арăш-пирĕш туса лартнă. Эпĕ те хăватлă, анчах суккăр мар. Хам ĕçе тирпейлĕрех тăватăп. Эсĕ шывсем, тинĕссем тунă, эпĕ шывсем урлă кĕпер хыврăм, тинĕссем тăрăх кимĕсем, карапсем çӳрететĕп. Эсĕ тĕрлĕ тискер ту-чакăл туса тултарнă, эпĕ тискер тусен айккипе сад çавăртăм, çимеç лартса ӳстертĕм».
— Ӳстертĕм, — тăрăхласа пӳлчĕ Мăрзабай хăнине. — Мĕн ӳстертĕн вара? Турă йывăçне, турă çимĕçне ӳстертĕн. Ху çĕнĕрен пĕр çимĕç те тума пултараймастăн.
— Пултарап! — терĕ Хрулкка, турăпа тавлашнă философ пек пулса. — Пырса кур Весуккана, ман пата. Эпĕ сана тĕнчере çук çимеçпе сăйлăп. Тура туман çав çимĕçе, хам турăм. Хĕрлĕ хăмла çырлине турă тунă пултăр, ман пахчара хура хăмла çырли ӳсет.
— Ан тĕлĕнтер! Суятăн пуль, Хрулкка. Асамçă мар вĕт эс. Хăвах асамçă юмахра çех нулать тесе калаçаттăн.
— Ман пек асамçă пулма эсĕ те пултаратăн, Павăл. Мана та турă вĕрентмен, этем вĕрентрĕ. Тамбов кĕпĕрнинче пĕр асамçă пек вырăс пурăнать. Çавăн патне кайса куртăм эпĕ. Хура хăмла çырли мĕн вăл?! Тата темиçе тĕрлĕ çĕнĕ çимĕç туса ӳстерет çав çын. Унран эпĕ те кăшт вĕренсе килтĕм. Кивĕ тĕнчене кам тунă пулсан та, арăш-пирĕш тунă. Çав арăш-пирĕш тĕнчене турă мар, этем хăй йĕркелемелле.
Мăрзабай кăштах сухалне турткаласа ларчĕ, унтан йăвашланнă сасăпа çанла каларĕ:
— Тепĕр çын каланă пулсан ĕненмĕттĕм. Эсĕ, Хрулкка, нихçан та суйса калаçмастăн. Çавăншăн юратап сана. Пырса курăп Весуккана, тутанса пăхăи этем тунă хăмла çырлине...
Хăнине ăсатнă чух Мăрзабай хурланчĕ.
— Эх, Хрулкка тусăм, каллех пĕччен юлатăп, — терĕ вăл. Унтан, куçне хĕссе, тусне каллех тĕлĕнтерсе, хушса хучĕ:
— Çимуна курсан, салам кала.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...