Кĕпер :: Халăх суранĕ
Хветюк хăй те тупăнчĕ, Тапăра ревком кĕтекен хула çыннине те ертсе килчĕ.
Хула çыннине Мишша-салтак тăруках паллаймарĕ те: Кăяш Тимккин яланах çунса, ялтăраса тăракан куçĕ халь сӳнсе ларнă тейĕн.
Хĕрлĕ уес пуçĕ хăй Тапăра килнĕшĕн Мишша-салтакăн савăнмалла кăна ĕнтĕ, анчах Авандеевăн çилленчĕккĕн курăнакан салхуллă сăнĕ ăна пăшăрхантарчĕ кăна.
«Мана шанманнипе килнĕ-ши е отрядшăн пысăк хăрушлăх сиксе тухнă-ши?» — шухăшларĕ вăл.
Хула çынни ревком членĕсене, командирсене тата ытти паллăрах юлташсене халех пĕр çĕре пухма хушрĕ.
Çĕрпӳртре халăх пухăнасса хăй çутипе кĕтсе ларнă вăхăтра Осокин, Авандеев хушасса кĕтмесĕрех, Тапăрти ĕçсем çинчен каласа пачĕ, заложниксем пирки хăй аптрани çинчен те асăнчĕ. Лешĕн сăнĕ вăл пĕлтерниие итлесе ларнă чух та уçăлмарĕ.
Халăх пухăна пуçларĕ.
— Кунта шăнăçаймастпăр, алăк уçмалла пулать-и е пурне те тăрук кĕртмелле мар-и? — иккĕленчĕ Осокин.
— Алăкне те уçăпăр, хамăр та кунтан тухăпăр, — терĕ Кăяш Тимкки. — Çынсене пурне те пухса митинг тумаллаччĕ — вăхăт çук. Çывăрччăр. Çутăличченех тапранатпăр.
Çĕрпӳрте Шатра Микка кĕрсе тăчĕ.
— Аван-и, Тимкка пичче! — савăнăçлă кĕрлесе кайрĕ ун уçă сасси. — Сана курманни çичĕ çул пулать! Пире манман иккен. Кăяш пултăн-тăк, хĕвел пек çутат апла пирĕн çула.
Шатра Микка — пĕчĕк те кĕрнексĕр чăваш. Сасси вара ун хулăн та хитре. Юмахçă сасси.
«Хĕвелĕн» салхуллă сăнĕ Шатра Микка килсен кăшт уçăлчĕ. Миккан паттăрлăхĕ пирки илтнĕ вăл, ăна ура çине тăрсах саламларĕ, хăйпе юнашар лартрĕ.
Мишша салтак сăнать. Авандеев темле хурлăхлă хыпар илсе килнине сисе пуçларе вăл; ревкомпа кăна мар, халăхпа калаçасшăн.
Килессе те ахальтен килмен ĕнтĕ хула çынни, чĕнтерессе те ахальтен мар çĕрле, килнĕ майăнах, чĕнтерчĕ çынсене. Мулла Хрулкка яла кайма хатĕрленнĕччĕ — Мăрзабай Весуккана килнине пĕлсен, комиссар ăна хăех кайса килме хушнăччĕ, — халь ăна та кунта чĕнтерчĕç.
Çынсем çĕрпӳрте шăнăçайми пулсан, пурте, Авандеев хыççăн тула тухса, ун тавра кĕпĕрленчĕç. Лăпкă, тӳлек каç. Çулçăсем сарăха пуçланă, çапах сивĕтсе пăрахман-ха. Çанталăк уяр. Тулли уйăх çӳлтен кăмăллăн пăхса ачашлать вăрманти канăçсăр çынсене.
Калаçма пуçласан, Авандеев хĕрлĕ партнзансене уес ревкомĕпе хулари рабочисен ячĕпе саламларĕ. Отряд йĕркелесе çитернĕшĕн, икĕ операци ăнăçлă туса ирттернĕшĕн, Малинин юлташа вилĕмрен çăлнăшăн тата ытти паттăрла ĕçсемшĕн те тав турĕ.
Малалла оратор хальхи лару-тăру çинчен каласа пачĕ. Хĕрлĕ Çар шуррисене хĕсмеллипех хĕсет иккен. Шуррисен çарĕ йăша пуçланă. Учредиловка çарне мобилизаци йĕркипе илнĕ хресченсем вăрмана тарса саланаççĕ, нумайăшĕ пирĕн енне куçаççĕ-мĕн. Хĕрлĕ Çар вара кунран-кун çирĕпленсе, вăй илсе пырать. Пĕтĕм фронт тăршшĕпе наступлени пуçланнă.
— Эрне каярах, — терĕ малалла Авандеев. — Хĕрлĕ Çар тăшмана Хусантан кăларса сирпĕтнĕ. Виçĕмкун Гай юлташ ертсе пыракан дивизи Чĕмпĕр хулине илнĕ. Тăшмана Самартан сирпĕтме вăхăт çитрĕ. Çав ĕçе кайса хутшăнмаллаччĕ пирĕн, анчах Дутов çарĕ, пире кăнтăр енчен çавăрса илсе, Атăл леш енне каçасшăн. Урал казакĕсене иртĕхме памăпăр. Чапаев ертсе пыракан полксем çĕнĕрен Дутова хирĕç Пăслăкпа Уральск еннелле тапăнчĕç ĕнтĕ. Чапаевпа пĕрлешме пирĕн халь хĕвеланăçнелле мар, кăнтăралла каяс пулать. Кĕçĕрех тапранатпăр. Ыран каçчен Тупшанккăна çнтмелле. Турĕ çулпа кайсан, вăл инçех мар, анчах пирĕн халлсхе тавра çулпа çӳреме тивет. Тупшанккăра пĕр-ик сехет канăпăр та çĕрле, вутлă унка татса, фронт чикки урлă каçма тăрăшăпăр. Хĕвеланăç енче те пирĕн сирĕн пекех паттăр партизансем пур. Çывăхраххисем Тупшанккăра сирĕн çума хутшăнĕç...
Авамдеев пăртак чарăнса тăчĕ, унтан кăшт улшăннă сасăпа малалла сăмахларĕ:
— Юлташсем! Фронт хыпарĕсем савăнтараççĕ. Анчах пĕр читĕ хурлăхлă хыпар пур («Акă вăл!» — хыпарне илтичченех çӳçенсе илчĕ Осокин)... Эпĕ хам çав аван мар хыпара паян ирхине тин пĕлтĕм. Мускавра революци тăшманĕсем Ленин юлташа вĕлерме тапăннă. Ылханлă эсерсем хушнипе, çав тăшмансенчен пĕри Ленин чĕрине, революци чĕрине, тĕллесе пенĕ. Икĕ суран тунă... Пĕтĕм ĕçхалăхĕн суранĕсем вĕсем... Пирĕн телее, тăшман пулисем çулпуç чĕрине лекмен. Пери сулахай аллине, хул тĕлнерех тивнĕ, тепри, мăйне шăтарса, янах айне кĕрсе ларнă. Хăрушă сурансем. Çапах ытлашши ан пăлханăр, тăвансем, халь лăплантаракан хыпарсем килчеç ĕнтĕ. Чи пысăк хăрушлăх иртсе кайнă, Ленин юлташ сывала пуçланă...
Йывăр хуйхăпа тăвăннă çынсем тинех сывлăш çавăрса ячĕç. Хăшĕ-пĕрисем ĕсĕклесе те илчĕç. Ку ĕнтĕ халĕ хурлăхлă куççуль мар, савăнăç куççулĕ пулчĕ.
«Вилмен, сывалать!»
Шатра Микка Ленин ятне кăçал пуçласа илтнĕччĕ. Сурхури каç Мишша-салтак ярса панă юмаха лайăх ăнланчĕ вăл: хура халăха ĕмĕрхи пусмăрлăхран хăтарма тăрăшакан парти пур иккен. Çав парти тахçантанпах халăх телейĕшĕн кĕрешет. Партие ертсе пыракан çын пур, ăна çулпуç теççĕ, Ленин. Пĕтĕм халăх ашшĕ. Елĕк пулсан, пуянсем çеç çын шутне кĕретчĕç. Халь этеме пуянлăхне кура мар, унăн чăн-чăн тивĕçне кура хаклаççĕ, хисеплеççĕ. Шатра Миккана та халăх, хисеп туса, Совета суйларĕ, çавăншăн вăл никамран хăрами пулчĕ, нухайккапа хĕненине те шăл çыртса тӳсрĕ. Кашни пуян — ĕççыннин тăшманĕ, мĕншĕн тесен вăл ун вăйне ĕмсе пурăнать. Буржуй, улпут, кулак теççĕ çав харам пырсене. Халь тата паразит, контра теççĕ. Ленина çав контрăсем вĕлерес тенĕ ĕнтĕ...
Çакăн пек шухăшсем çаврăнчĕç Шатра Микка пуçĕнче.
— Революци тăшманĕçен усал ĕçĕ пĕтĕм ĕçхалăхне пăлхатрĕ, — çаплах янăрать Кăяш Тимккин сасси, — революцин татăклă çĕнтерĕвĕшĕн тата вăйлăрах, çине тăрса кĕрешме, çапăçма çĕклерĕ. «Санăн пĕр суранушăн Чĕмпĕре илтĕмĕр, теприншĕн Самара илетпĕр», — тесе, Ленин патне телеграмма çаптарнă Гай юлташ. Чăн та çап-ла пулĕ. Капиталистсемпе улпутсен лакейĕсем — эсерсемпе меньшевиксем — халăх хушшинче пирĕн çинчен суя хыпар сарса, пирĕн ĕçе усал туса хума тăрăшатчĕç. Халь хăйсен усал ăшчнкĕ лайăх палăрчĕ ĕнтĕ. Большевиксем нихçан та тăшмана вăрттăн вĕлерсе ĕçлемен, террор тени пирĕн меслет мар вăл. Буржуйсенчен халăх пурлăхне туртса нлсе, хăйсене тĕкĕнменччĕ эпир. Эксплуататорсене, вĕлерме мар, кăлăхах тĕрмене лартманччĕ. Еçхалăхĕн тăшманĕсем хăйсем пуçласа террор çулĕ çине тăчĕç. Ытлашши çемçе кăмăллă пулса, хальччен эпир нумай йăнăш турăмăр. Çавна пула революци паттăрĕсем пиншерĕн пĕтрĕç. Çитет! Тăшмана шеллес кăмăла пусарас пулать. Этем эренкине çухатнă тăшмансемшĕн каçару ан пултăр текех! Шурă террора хирĕç хĕрлĕ террор пултăр!.. Сирĕн ревком лайăх ĕçлерĕ. Анчах вăл халь, похода тухас умĕн, тыткăна илнĕ усал карательсем пирки ним тума аптранă. Ман шутпа, вĕсене пурне те персе вĕлермелле.
— Тĕрĕс! — кăшкăрчĕ Шатра Микка.
Пĕччен кашкăрчĕ пек, илтĕнессе — çитмĕл çын кăшкăрнă пек илтĕнчĕ. Миккапа ыттисем те пĕрле кăшкăрнă иккен — малтан пухăннисем кăна мар, кайран чĕнмесĕрех пырса хутшăннисем те. Микка каялла çаврăнса пăхрĕ те кунта вунă-вуникĕ çын мар, çĕр çын тăнине курчĕ. Тата чупса килекенсем те пур. Хурлăхлă хыпар темле майпа çывăракан çынсен хăлхине те пырса кĕнĕ.
Пурне те пухас теменччĕ Авандеев, партизансем хăйсемех пухăнчĕç.
— Тĕрĕс! — кăшкăрчĕç çĕнĕрен.
— Тăшмансене перес!
— Çĕленсене — вилĕм!
— Совет правительствине, Леиин юлташа хĕрӳллĕ салам!
— Яланах сывă пултăр, вăрăм ĕмĕрлĕ пултăр Ленин юлташ!
Ревком кĕтмеи çĕртенех Тапăрта хурлăхлă та чаплă, çилĕллĕ те савăнăçлă митинг пулса иртрĕ. Заложниксен шăпи пирки Осокин халăхран ыйтасшăнччĕ, халь Кăяш Тимкки халăхран хăй килсе ыйтнă пек пулчĕ ĕнтĕ.
Ленин — Атăл çынни: Чĕмпĕрте çуралнă, Хусанта вĕреннĕ, Самарта-революци ĕçне пуçласа янă. Çакăнтан тӳпене вĕçсе хăпарнă Атăл ăмăрткайăкĕ... Ленин пĕтĕм тĕнчери ĕçченшĕн чи çывăх çын. Пирĕншĕн, Атăл çыннисемшĕн, вăл татах та çывăхрах пек туйăнать. Хисеплĕ вулаканăм! Эсĕ ватă çын пулсан, çав йывăр, хурлăхлă кунсене лайăх астăватăн. Эс çамрăк çын пулсан, ун пирки илтнĕ, вуланă. Нумай шухăшланă та пуль....
Хыпарсăр пурăннă вăрманти çынсемшĕн юна пăлхантарса хуратакан пысăк хăрушлăх пĕр самант сывламасăр тăнă хушăра иртсе кайрĕ. Партишĕн, ĕç халăхĕшĕн вара вăл, çав икĕ эрнене тăсăлнă самант, тӳсме çук вăрăм пулчĕ. Халь, ун çинчен аса илсен те, чун çӳçенет. Асаплă тапхăр.
Ленина хăйне те вĕçĕмсĕр йывăр пулнă. — Чĕре ыратать... Питĕ чĕре ыратать, — тенĕ вăл тăна кĕнĕ хушăра.
— Ма асаплантараççĕ, ма тӳрех вĕлермеççĕ, иçмаçса? — тенĕ вăл, аран сасă кăларса.
Ленин чĕри ыратнă.
Парти чĕри ыратнă.
Халăх чĕри ыратнă.
Этемлĕх хăй телейĕшĕн, ирĕк пурнăçшăн нумай ĕмĕрсем хушши юн тăкса кĕрешнĕ. Халĕ татăклă çĕнтерӳ вăхăчĕ çитрĕ. Юрăра каланă пек, «юлашки татăклă çапăçура» ертсе пыракан çулпуç кирлĕ. Этемлĕхĕн ĕмĕрхи ĕмĕтне пуринчен лайăх ăнланса илме пултаракан, хăйĕн генилле ăстăнĕпе ăна çĕн пурнăç тума çул кăтартса паракан çын кирлĕ. Çавăн пек çын пур. Вăл — Ленин. Анчах вăл пирĕн умра вилĕмпе пурăнăç хушшинче асапланса выртать акă...
Ленинăн помощникĕ В. Бонч-Бруевич çапла асăнса çырнă кайран.
Ленинăн чăн çывăх юлташĕсен, вутра пиçнĕ революционерсен, кашнин пуçĕнче çакăн пек шухăшсем вĕренĕ. Хурçă чĕреллĕ çынсем те чăтма пултарайман: макăрнă, тарăхнă, пăшăрханнă... Вĕсемпе иĕрле пĕтĕм пролетариат, пĕтĕм ĕçхалăхĕ тарăхса пăшăрханнă.
Нумай асапланнă пĕтĕм тĕнчери ĕçхалăхĕн çулпуçĕ, çапах та, пирĕн телее, сывалнă вăл ун чух. Сывалса тата тăват-пилĕк çул халăх телейĕшĕн, пĕтĕм этемлĕх малашлă-хĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ. Сывалнă ун чух Ленин. Анчах — кам пĕлет — тен, çав сурансем васкатрĕç пуль ун тăватă çултан палăрнă хăрушă чирне. Тен, Ленин ӳтне çав наркăмăшлă пульăсем кĕрсе ларман пулсан, тăван çĕршывăн, тăван халăхăн малашлăхĕ тата телейлĕрех пулнă пулĕччĕ,
Халĕ, çав 1918 çулхи август-сентябрь кунĕсене аса илсен, çакăн пек шухăшсем пуçра тапранаççĕ, вулаканăм.
Кăяш Тимкки Тапăрти халăха хурлăхлă хыпарпа пăлхатса пăрахнă хыççăн вăл ăна çавăнтах, Ленин сывалать тесе, лăплантарма тăрăшрĕ. Осокин сисрĕ ĕнтĕ: Авандеев хăй те шансах çитмест, сехĕрленет, пăшăрханать. Çапах партизансем пăлханса, хумханса, çĕнĕрен халланса ревком тавра пĕтĕçни Кăяш Тимккине хăйне те çĕнĕ вăй кĕртрĕ.
Çав каç вăрманти пилĕкçĕр çын чĕри пĕр суранпа сурса, пĕр шанчăкпа ĕмĕтленсе тапрĕ. Тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан халăх, пĕр чĕлхелле, пĕр туйăмлă пулса, парти тавра, Ленин тавра нихçанхинчен тачă чăмăртанса çирĕпленчĕ. Ревком вăратмасăрах вăраннă çынсем урăх çывăрма выртмарĕç. Авандеев вара иысăк отряда халех похода хатĕрленме приказ пачĕ. Пурне те шута илме хушрĕ.
Тапăр пĕтĕмпех тапранса тухмарĕ. Вăрманта суранланнă çынсем юлчĕç. Вĕсене пăхма, сиплеме Ятрус Хрулккипе Ольăна хăварчĕç, вĕсене сыхлама Рамаш отрячĕ юлчĕ. Командирне çеç улăштарчĕç: Кĕркури пысăк отрядран юлмарĕ. Походра ревком кирлĕ мар. Вăрманта вăл кирлех-ха. Виçĕ çынран çĕнĕ ревком туса хăварчĕ Кăяш Тимкки. Ревкома Çимун, Малинин тата Шатра Микка кĕчĕç: вĕсеи тавралăх шуррисенчен мĕн тасаличченех вăрманта пытанса ĕçлемелле пулать.
Оля, отрядпа пĕрле кайса, Рамаша тĕл пулма ĕмĕтленнĕччĕ. Халлĕхе ĕмĕт татăлчĕ. «Аçтан пĕлен, тен, кунта юлса каччуна маларах курăн», — терĕ ăна Кăяш Тимкки. Çимун та Нюрăпа пĕрле пулма ĕмĕтленнĕччĕ. Пулмарĕ. Революцишĕн вăл кунта, Нюра — лере кирлĕ иккен.
Мулла Анукĕ таçта та кирлĕ. Ăна Мишша-салтак вăрмантах хăварасшăнччĕ. Анчах кунта халĕ унран та пысăкрах комиссар пур... Чее хĕрарăм чи пысăк комиссара пырса йăлăнчĕ, лешĕ вара пĕрре Мншша çине, тепре Анук çине пăхса илчĕ те: «Юрĕ, чăваш хĕрарăмĕсенчен пĕрремĕш хĕрле армеец пулăн, теприсене çул кăтартса парăн», — терĕ.
Рамаш заложнике илнĕ Якаль кулакĕсене, ревком хушнипе, Самлей вăрманĕнченех ирĕке кăларса ячĕç. Вĕсен шăпине картнă чух вĕсем хăйсем Совет влаçне хирĕç нимех те туманнине шута илчĕç. Хĕрлĕ террор тивмерĕ вĕсен пуçне — айăпсăр пуçа революци хĕçĕ касмасть.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...