Кĕпер :: Юпасăр кĕпер
Мĕскĕн Спирка юлашки сывлăшĕ тухнă чух та Рамаша асăнчĕ. Лешĕ халь инçетре çав — Кутяков патĕнче. Кунта вăл ĕçпе килчĕ те, ăна тепĕр ĕçпе ниçта та ăсатмарĕç. Вара Рамаш винтовка тупрĕ те, пĕр рота çумне хутшăнса, рядовой боец пулса тăчĕ.
Халиччен Рамаш урхамахпа та чупса курнă, пăшал та пенĕ, хĕç айĕнче те пулса курнă, пăтăрмаха та лекнĕ. Çавах хальччен кун пек çапăçура пулманччĕ-ха вăл. Куллен çапăçу, кунĕн-çĕрĕн тытăçу пырать. Хĕрлисем тăшмана Самар хулинчен хĕссе кăларасшăн, шуррисем тухасшăн мар. Учредиловка йăви аркансан, учредиловки хăй те, унăн çарĕ те пĕтессе, унтан чехсен çарĕ те шĕвелсе юласса сисеççĕ çав вĕсем! Çавăнпа Самар таврашĕнче çапăçусем нихçанхинчен те хаяр.
Чехсем хĕрлисене Атăл кĕперĕ патне яхăна та ямаççĕ. Тăватă уйăх каярах çак кĕпере шуррисенчен сыхлама вăрçă ĕçне пĕлсех кайман ревком çĕр çын кăна уйăрнăччĕ. Шуррисем вара унта халĕ пин çын тăратнă, орудисем, пулеметсем вырнаçтарнă, бронепоезд çӳретеççĕ. Кĕпер тавра юн шыв пек юхать. Атăл шывне хĕретет...
Сызрань хулине шуррисем никама парăнми крепость туса хунă, хулине кăна мар — таврари ялсене те йĕплĕ пралукпа карталанă. Кун пек укăлчана ял çыннисем хальччен курманччĕ. Сызрань халь — чехсемпе Самар комучĕн юлашки шанчăкĕ. Çав крепость хĕрлисене тытса чараймасан, Самар хапхи ярах уçăлать.
Пĕрремĕш арми командующийĕ Тухачевский юлташ çавна лайăх пĕлет. Вăл Сызрань крепоçне илме тĕплĕн хатĕрленет, кашни вак-тĕвеке хăй тĕрĕслет, пĕрмай хирте, палаткăрах, пурăнать. Вăй çитересси — хĕрлисемшĕн тĕп тивĕç. Ăрми командующийĕ вĕçĕмсĕр юнлă çапăçура пулнă Гай дивизине Чĕмпĕр хулине илнĕ хыççăн та канма памарĕ, Сызрань енне васкаса куçма хушрĕ. Кунта та ĕлкĕрчĕ Чĕмпĕр дивизийĕ, Сызрань таврашĕнче ыттисем пекех паттăр çапăçрĕ. Никамран кая юлмарĕ тесен, тен, тĕрĕсех те пулмĕ. Дивизи командирĕ Гай юлташ Сызрань хулине пуринчен малтан пырса кĕчĕ. Паллах, пырса кĕриччен малтан чакмаçул çуккине пула вилес пек хаяр çапăçакан тăшмана çĕмĕрмелле пулчĕ.
Ахальтен мар Чĕмпĕр дивизине тата «тимĕр дивизи» тесе ят панă. Хĕрлĕ Çарăи ирĕксĕрех тимĕр пек çирĕп пулмалла пулчĕ. Тăшман йышпа та, хĕçпăшалпа та, вăрçă ĕçне лайăх вĕреннĕ командирсен шучĕпе те Сызрань таврашĕнче хĕрлисенчен вăйлăрахчĕ. Ытти çĕрте те çапларахчĕ вунсаккăрмĕш çулта. Çав вăйлăрах тăшмана çĕнтерес пулать... Çавăнпа Чапаев Самар таврашĕнче паттăр çапăçма та, Уральск таврашĕнче Дутов çарĕсене чарма та ĕлкĕрчĕ. Гай Чĕмпере илме те, Самаршăн çапăçма та вăй çитерчĕ. Пур енчен те вăйлăрах тăшмана çапах та Хĕрлĕ Çар çĕмĕрчĕ, аркатрĕ, çĕнтерчĕ. Мĕнле вара? Çĕнтерчĕ пулсан, хăй тăшманран вăйларах пулнă мар-и? Тĕрĕс. Анчах йышпа та мар, хĕçпăшалпа та мар, революцилле хастарлăхпа, хавхалануна вăйлăрах пулнă тӳрĕ ĕçшĕн çапăçакан Хĕрлĕ Çар, рабочисемпе чухăн хресченсен çарĕ.
Пĕрремĕш арми Сызрань крепоçне çĕмĕрсе парăнтарнă вăхăтра Тăваттăмĕш армин полкĕсем Самар таврашĕнче тăшмана арката пуçларĕç.
Кутяков — Чапаевăн чи çывăх помощникĕ — халь Степан Разин ячĕпе хисепленекен полк командирĕ. Кĕçех вăл бригада командирĕ пулать. Хăй çавна шухăшламасть-ха, сисмест те-ха...
Рамаш питĕ юратса пăрахрĕ полк командирне. Çап-çамрăк хăй, Рамашран кăшт çеç аслăрах, кăшт çеç çӳллĕрех. Çил пек хăвăрт, арăслан пек хăюллă, Чапаев пек паттăр та талантлă командир.
Пĕррехинче, нумай вăхăт шуррисемпе перкелешнĕ хыççăн, вăл сасартăк фронт умне килсе тухрĕ те:
— В штыки! Ура! — тесе кăшкăрса, окопсем тăрăх кустарчĕ.
Командир çапла хĕрсе чĕннĕ вăхăтра епле пуçна чиксе таçталла персе выртăн? Рамаш сиксе тăчĕ, штыкне малалла кăнтса, урра! кăшкăрса, малалла чупрĕ. Çук, пĕччен мар иккен вăл, ун хыççăн пĕтĕм полк çĕкленнĕ-мĕн: урра! таçта çитиех янăраса кайрĕ. Чапаевăн пирвайхи паттăр юлташĕсем акă ăçта вĕсем. Ку полкра — Чапаевпа пĕлтĕртенпех нĕрле çапăçнă çынсем. Вĕсем, пĕр çĕк-ленсе малалла чупсан, чарăнмаççĕ вара.
Тăшман тӳсеймерĕ, штыкпа çапăçасшăн пулмарĕ, каялла сирпĕнчĕ. Вара çапăçăва хĕрлисен эскадронĕсем хутшăнчĕç. Вăрçă хирне тăшман сакăрçĕр çын тăкса хăварчĕ. Хĕрлисен аллине нумай винтовка, пулемет тата пĕр тупă лекрĕ.
Кутяков кашни çамрăк хĕрлĕ армеецшăнах — тĕслĕх. «Эх, Кутяков пек пуласчĕ!» — тет Рамаш та.
Анчах хаяр çапăçусенче хĕрлисен шучĕ те чаксах пырать-çке. Юлашки çапăçу хыççăн полк командирĕ çакăн пирки питĕ хытă кулянса ӳкнĕччĕ. Çак вăхăтра Рамаш çывăхри пĕр ятлă виçĕ ялтан полка виççĕр çын ертсе килчĕ.
Ĕçĕ çапла пулса иртрĕ. Самар çывăхĕнчи пĕр ятлă виçĕ ял тĕлĕнтерчĕç Рамаша: пĕри Вырăс Липяги ятлă, тепри — Чăваш Липяги, виççĕмĕшĕ — Мордва Липяги. Рамаш çуран утса-чупса çапăçма хăнăхман. Хăйне валли лаша тупса каллех кавалерист пулас килет унăн. Çав шутпа, пĕррехинче разведкăна кайсан, Чăваш Липяги ялне кĕрсе тухас терĕ вăл. Ял çывăхĕнче Рамаш икĕ чăваш ачине тĕл пулчĕ. Шăтăк-путăк вырăнсенче патрон гильзисем пухса çӳреççĕ. Шкул ачисем пулас: пĕрне-пĕри ятпа мар, хушаматпа чĕнеççĕ. Пĕри Савдеров хушаматла иккен. «Якальсем пирĕн енне çакăнтан куçса пынă пуль, — шухăшларĕ Рамаш, — Шурă Пракань хушамачĕ те çапла вĕт». Ачисем «вырăс иртен-çӳренрен» асăрханмасăр хăйсем хушшинче чăвашла çаптараççĕ. Рамаш кăшт тăнласа тăчĕ: пиччĕшĕсем пирки калаçаççĕ...
Хăюллă йĕкĕ-т пуçĕнче çĕнĕ шухăш çиçрĕ. Вара ачасене тĕлĕнтерсе: «Эпĕ те Савдеров, эпир хурăнташ мар-и?» — терĕ вăл чăвашла. Паллашрĕç, калаçрĕç. Тепĕр пилĕк минутран Рамаш ачасене таçталла чуптарчĕ, хăй снаряд чавса тунă шăтăка кĕрсе выртрĕ.
Тĕттĕм пулса çитнĕ çĕре Рамаша икĕ çамрăк чăваш шыраса тупрĕç. Пĕр Савдеров хушаматлă ачан пиччĕшĕ Алюш ятлă. Таçта-таçта Якаль ятлă ял пурри çинчен илтмен вăл, çавăнпа хурăнташлăх пирки те чухлаймасть. Анчах Рамашпа Алюшăи хурăнташлăхĕ тепĕр енчен тупăнчĕ. Икĕ салтак пĕр «çитĕнмен каччăран» шикленме-рĕç, шуррисене вăрçса, хĕрлисене мухтаса калаçрĕç. Рамашăн теветкеллĕхĕ хăйĕнпе пĕрле çуралнă. Вăл хăй ăçтан, мĕн çăмăлпа килнине тӳррĕнех каласа пăчĕ. Учредиловка çарĕнчен тарса, хĕрлисем енне куçма шухăш тытнă салтаксемпе çапла паллашрĕ вăл. Таврари виçĕ пĕр ятлă ялтан мобилизаципе шурă çара лекнĕ хресчен ачисем, фронт тăван ялсем патне çывхарсан, тарса пытанса пĕтне. Сахаллăп мар вĕсем кунта, виççĕр çынпа яхăн. Хĕрлп-сем çумне хутшăнма ырă самант çеç кĕтсе тăраççĕ.
Рамаш лаша туянас пирки те манса кайрĕ, яла та кĕрсе кураймарĕ. Хĕрлисем ăçта тăнине вăл хăй лайăх пĕлет, шуррисен дислокацине «дезертирсем» каласа пачĕç. Чуллă Шарлака, Кутяков патне, тăшмана систермесĕр çитме пулать иккен. Çывăхра пытаннисем Рамашпа пĕрле кайрĕç вара, ыттисене Савдеров каярах ертсе пычĕ.
Кутякова виççĕр доброволец килсе хутшăнни мар, вĕсене ертсе килнĕ пĕчĕк салтак тĕлснтерчĕ. Рамаша вăл унчченех асăрханăччĕ: чапаевец пулма тивĕçлĕ йĕкĕт. Халĕ вăл ăна командир тума шутласа хучĕ.
Рамаш лаша пирки вĕтеленнине пĕлсен, Кутяков ăна хăйĕн пичеври лашине парнелерĕ.
— Ытла пĕчĕк тесе ан кулян: пĕр сехетре çирĕм пилĕк çухрăм вĕçтерет, — мухтарĕ командир лашине.
Тепĕр кунне ирхине Кутяков полкĕ пĕтĕм бригадăпа пĕрле Липяги станцине тапăнчĕ. Виçĕ Липягирен тухнă çĕнĕ хĕрлĕ армеецсем хăйсен тăвап ялĕсене тăшманран тасатасшăн арăслансем пек çапăçрĕç. Тем те курнă полк командирĕ вĕсене мухтамасăр тӳсеймерĕ.
Липяги станци çывăхĕнчи çапăçу Самар таврашĕнчи юлашки çапăçу пулчĕ. Шуррисем — Сызрань таврашĕнчен тарнисем те, кунта арканнисем те — Самар шывĕн сулахай енче чарăнса тăраймарĕç, тимĕр кĕперпе те, понтонлă кĕперпе те шыв урлă каçса хăтăлма васкарĕç. Анчах юханшыв та, хула çурчĕсем те хӳтĕлеймерĕç вĕсене — тăшман çав кунах хуларан та тухса тарчĕ. Тарас умĕн вăл Атăл кĕперне çĕмĕрнĕ пекех Самар кĕперне те çĕмĕрсе, ишсе хăварнă.
Полк тимĕр кĕпертен анаталла иăрăнсан, унта Рамаш килсе тухрĕ. Иăтăнса аннă карлăксене курсан, унăн макăрас килсе кайрĕ, куçĕсем шывланчĕç. Ун ашшĕ шăпах çак кĕпере сыхланă ĕнтĕ... Çакăнта пуçне хуна-ши, е, чĕрĕ юлса, хуларан тухса хăтăлнă-ши? Кам пĕлет. Часрах шыв урлă каçасчĕ. Тен, пĕлекенсем пур пуль унта. Чим-ха, полк ăçта тата?! Вăл тахçанах шултра йывăçсем хыçне пулса куçран çухалнă-мĕн. Командир, понтон кĕперĕ пур тесе, сулахаялла çул тытнă пулмалла. Рамаш та çĕмрĕк кĕпер умĕнче кăшт шухăша кайса тăнă хыççăн çавăнталла васкарĕ.
Самар шывĕн сылтăм хĕррипе çуран çынсем килсе тухрĕç, ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса тăчĕç. Алă сулаççĕ, тем кăшкăраççĕ. Уççăнах урра! кăшкăрни илтĕнет.
«Рабочисем саламлаççĕ», — шухăшларĕ Рамаш.
Çапла шухăшларĕ те тӳсеймерĕ — пĕчĕк кăвак лашине тӳрех шывалла пăрчĕ. Лешĕ, шăши пек йăрăскер, шывра лăпкă кăна ише пуçларĕ. Рамаш хыççăн шыва тата пĕр вунпилĕк юланут шампăртатса кĕрсе кайрĕç. Ыттисене командир чарчĕ.
Шыв хĕрринчи çынсем пирвайхи юланута урра! кăшкăрса кĕтсе илчĕç. Вĕсем Рамаша лаша çинчен туртса антарчĕç те сиктерме тытăнчĕç. Сиктерме вара ăна ним те мар: хăй çăмăл, кăмăлĕ çунатлă, сиктермесĕрех çӳлелле вĕçмелле.
Халăх пĕр çынна юратса лăсканине кăна çырлахмарĕ, ыттисене те сиктерчĕ. Халлĕхе шыв урлă каçакан ытла та сахал-çке. Хĕрлĕ Çар юханшывăн леш енче вĕçĕмсĕр кĕпĕрленнĕ. Часрах пурне те каçарасчĕ. Тарăхса, тунсăхласа çитнĕ халăх ку енче тек сăнаса тăмарĕ. Кĕçех пур енчен те кимĕсем килсе тухрĕç: пиллĕк, вуннă... çĕр кимĕ. Атăл енчен пысăк мар та, шухă катер çухăрса килчĕ. Кимĕсемпе пĕрле çав катер Хĕрлĕ Çара шыв урлă тиентерсе каçарма тытăнчĕ. Рабочисем çĕнĕрен понтон кĕперĕ майлаштарма пикенчĕç: ку артиллерипе кавалери валли кирлĕ.
Тарнă чух тимĕр кĕпере мĕн шухăшпа çĕмĕрнĕччĕ-ши усал тăшман? Хĕрлĕ Çар Самар шывĕ урлă каçаймĕ е каçсан та, таракансене хăваласа çитеймĕ тенĕ пуль çав. Каçĕ те, хăваласа та çитĕ, пĕтĕм усал ĕçшĕн ответ тыттарĕ. Хĕрлĕ Çар паттăрĕсем юханшывсене кĕперсĕрех пĕрре мар каçнă. Темле хăрушă юхăм урлă каçма та яла-нах шанчăклă кĕпер пур вĕсен, юпасăр кĕпер. Çав юпасăр кĕпере нимле вай та çĕмĕреймĕ. Рабочисемпе хресчен хушшинче, çарпа халăх хушшинче тата тĕрлĕ халăхсем хушшинче аслă Октябрь юпасăр кĕпер хывнă. Çав кĕперпе каçса кĕчĕ паян Самара Хĕрлĕ Çар.
Кĕçех хулана Тăваттăмĕш армин Реввоенсовечĕ те килсе çитрĕ. Лаптак уçă çамкаллă, хура кăтра çӳçлĕ Валериан Куйбышева рабочисем кăмăллăн урра! кăшкăрса кĕтсе илчĕç. Ана та Рамаша сиктернĕ пек сиктерĕччĕç вĕсем, анчах Реввоенсоветпа ревкомăн чăрманса тăма вăхăт çук. Çĕнтерĕве çирĕплетсе, тăшмана хăваламалла, хăвăртрах хулара та, кĕпĕрнере те Совет влаçне çĕнĕрен чĕртсе ямалла...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...