Кĕпер :: Пĕрремĕш абонент
Мăрзабай кивĕ пурăнăç саккунĕсене лайăх пĕлетчĕ. Пĕлетчĕ кăна мар, вĕсене ырлатчĕ те вăл. Ырлани те сахал: çав саккунсене тĕрĕс тытса пыратчĕ, хăй вара халăхшăн ырă тĕслĕх пулма тăрăшатчĕ. Анчах уншăн та мар, хăй старшина пулнăран та мар, — урăх тивĕçшĕн вăл хăйне пĕтĕм Российăшăн усăллă çын тесе шутлатчĕ.
«Тĕреклĕ хресчен» пирки, тен, белянкинсенчен те ытларах çуннă, ун тивĕçне палăртма тăрăшнă Мăрзабай. Хăйĕн хуçалăхĕ тĕреклĕрех чух, ытларах тырă акма тăрăшса, çапла шухăшлатчĕ вăл:
«Çавăн чухлĕ çĕр ĕçлесе, тырă акса пурăнма мĕне кирлĕ мана? Çынсем пĕр хăпартупа тăраннă чух эпĕ икĕ хăпарту çиместĕп вĕт. Пĕр хăпартуран та татăк юлать. Килйыш пысăк мар. Ик-виçĕ теçеттин çĕр аксан та çитĕччĕ мана. Ман пек хресченсем — Россия тĕрекĕсем. Пĕтĕм халăха тăрантарса пурăнатпăр. Аслă çынсем: «Самарская губерния — житница России», — теççĕ. Эпир ĕнтĕ вăл çав «житница». Çак мухтавлă ĕçре ман чапăм та пур. Пирĕн тулă çăнăхĕнчен Италире макарон тăваççĕ, тет. Пĕлместĕп, хам çисе курман, эпĕ, ытти чăвашсем пекех, салма çиетĕп. Çапах патшалăх ятне çĕртместпĕр, ăна çĕклеме тăрăшатпăр».
Халĕ ак хуçалăхсем юхăнсах пыраççĕ. Совет влаçĕ ялтан тырă пĕрмай тăпăлтарать. Тăпăлтарасса тăпăлтарать, анчах... анчах малашне епле пурăнма шутлать-ши вăл? Тĕреклĕ хуçалăхсене ура хурсан, кам вара çĕршывăмăра тăрантарса пурăнĕ?
Çапла Мăрзабай халĕ тата пысăкрах шухăша каякан пулчĕ. Шухăшсем пĕринпе пĕри хирĕçсе пĕтеççĕ тата пуçа пăтратсах яраççĕ. Чăнах та, пĕччен шухăшăн вĕçĕ те курăнмасть, тĕрĕслĕхĕ те палăрмасть. Вĕçне тупас тесен, кампа та пулин тавлашас пулать.
Вара Мăрзабай такампа тавлашма тытăнать. «Такамĕ» ăна хăш чух Хрулкка пек, хăш чух тахçанах вилнĕ шăллĕ Тимуш пек курăнать. Халь ак Тайман Сахаре пек курăнакан пулчĕ. Такамĕ хăй ăшĕнчех ларать-ха. Ана-кăна сисмесĕрех, хăйне хăй тĕрĕсе кăларасшăн, хăйпе хăй тавлашать Мăрзабай. Унăн шухăшне çырса илсен, çакăн пек диалог пулса тăрĕччĕ:
Мăрзабай. Çапла çав. Власть мĕнле пулсан та, эпĕ çĕршывшăн, патшалăхшăн кирлĕ çын. Тырă акса ӳстерсе, хула халăхне тăрантарса пурăнатăп.
Такам. Çавах сутнă тырăшăн укçа ытларах илме тăрăшаттăн эс. Укçасăр памастăнччĕ. Халь укçа тӳлемесĕр илекен влаçа вăрçатăн ав.
Мăрзабай. Укçине картла выляса ямастăп. Укçи хуçалăха тытса тăма, машинăсем туянма, тырă акса ӳстерме кирлĕ.
Такам. Капиталистсем те çапла калаçаççĕ. Эпир тăван промышленноçа аталантаратпăр, рабочи халăха ĕç паратпăр, теççĕ.
Мăрзабай. Тĕрĕс калаççĕ.
Такам. Эсĕ те хресчен мар вара, çавсем пекех капиталист пулса тăратăн.
Шухăшпа çак тĕле çитсен, Мăрзабай кăшт аптраса ларать.
Хресчен вăл. Капиталист та мар, улпут та мар. Улпутсем çĕр тытса ĕçе чăрмантарса тăчĕç. Вĕсен çĕрне туртса илсе хресчене пани тĕрĕс-ха вăл. Улпут ĕмĕрĕ чăнахах иртрĕ, пĕтрĕ. Çĕр хуçи камăн пулмалла? Чухăн хăйне хăй те тăрантарса пурнаймасть. Вăтам хресчен тени хăй пурăнкалать пулсан та, тырă нумай сутаймасть. Тĕреклĕ, йышлă выльăх-чĕрлĕхлĕ, машинăллă хуçалăхсăр çителĕклĕ тырă ӳстересси пулмасть.
Йăнăшаççĕ такамсем. Çапла, каллех вăй илсе, Такама хăй хупăрла пуçлать Мăрзабай.
Мăрзабай. Юрĕ. Эсир пире, капиталистсемпе танлаштарса, пĕтерсе лартма тăрăшатăр. Мăрзабайсене, медведевсене пĕтерсен, епле пурăнăр? Чахрунсене шансан, пурте выçă вилетĕр.
Такам. Чим-ха, ан васка. Йĕркипе калаçар. Сире никам та пĕтермест. Тĕк пурăнăр. Совет влаçне хирĕç ан пăлханăр. Халăха хĕтĕртме пăрахăр. Сире те тĕкĕнмĕç.
Мăрзабай. Ун пирки мана Çимун виçĕмçулах каланăччĕ. Вăл пĕр енчен кăна тĕрĕсе тухрĕ çав. Эп сире хирĕç кĕрешместĕп, халăха хĕтĕртместĕп. Мĕн пуласса сăнаса кĕтсе ларатăп. Эсир те мана кăлăхах килсе вăрçмастăр, тĕрмене хупса лартмастăр. Анчах тырă пар сире, укçасăрах пар. Укçине те пиртенех шăйăратăр. Паян парăп, ыран парăп, виçмине эпĕ те Чахрун пек пулса юлăп. Мĕн пулĕ вара? Эпир, хресченсем, мĕнле те пулин пурăнкалăпăр. Хула мĕн кăшласа пурăнĕ?
Такам. Эпир юри хресченсене çаратас тесе илместпĕр тырра, вăл пире Тăван çĕршыва вилĕмрен çăлма, капиталистсемпе ют патшалăхсен тыткăнĕнчен хăтарма кирлĕ...
Мăрзабай. Эсир вуна çула, çер çула мала пахса куракан çынсем вĕт. Манăн та темиçе çула та пулин мала пăхса курас килет. Калăпăр, эсир татăклă çĕнтертĕр. Вăрлăх-тырă хăш пӳлĕмре юлнă, хăшпĕринче юлман та. Çĕнĕ власть пуянсене юратмасть. Вĕсем те пуйма урăх шухăшламаççĕ тейĕпĕр, — вăрлăхĕ пулсан та ик теçеттинран ытла акмаççĕ. Кашни хăй валли çеç акать. Хресчен вăл хăйĕнчен ытлашшине çеç пасара кайса сутать. Ытлашши çук. Ытла та вак хуçалăхра мĕн ытлашши пултăр? Мĕнле пурăнма шухăшлать вара Совет патшалăхĕ?
Такам. Атя пĕрле шухăшласа пăхар. Шултра хуçалăхсем пулĕç-ха вĕсем. Халлĕхе, тен, Медведевсемех пулĕç, сан пек «тĕреклĕреххисем» те юлĕç. Малашне, чухăн хресченсемпе вăтам хресченсене пĕрлештерсе. шултра хуçалăхсем тума пулать. Коммуна тенине илтнĕ-и эс? Куракхăвисем çирĕм кил ялтан тухса ларасшăн. Пурте пĕрле коммунăпа ĕçлесшĕн. Вĕсен хуçалăхĕ вара шултра ху-çалăх Пулать. Сире те чарса лартмăпăр, коммунăсене аталанма та пулăшăпăр.
Мăрзабай. Столыпин кăтартса панă çулпа каясшăн-и вара эсир? Ку вăл ĕнтĕ хресчене илĕртме пултарать. Тепĕр енчен, Столыпинла мар, хăвăрла тăвасшăн, — хресчене пĕрлештерсе ĕçлеттересшĕн. Тӳрех калам, ĕç тухмасть сирĕн. Коммуна сăмахпа хресчене хăратса пăрахни çеç пулать.
Такам. Ăслă çын эс, Мăрзабан. Кĕнеке те нумай вуланă, анчах мĕн кирлине вуламан. Татах вула, «Столыпин» кĕнекене вуласа çитĕ ĕнтĕ. Ленин çырнисене вула. Ав халь Мелькуш пӳртĕнче каçсерен библиотека уçăлать. Унта Ленин çырнă кĕнекесем те пур. Хăшĕ вырăсла, хăшне чăвашла та куçарнă...
Мăрзабай «Такамĕ» тĕрĕс калать. Кăнтăрла Мелькуш пӳртĕнче — шкул, каçхине унта библиотека ĕçлет. Антонина Павловна учительница хуларак пĕр лав кĕнеке тиесе килнĕ. Вĕсене хума хăйĕн шкапне те çакăнта куçарнă.
Тарас, шкулшăн тунсăхланăскер, халĕ тăтăшах çавăнта чупа пуçларĕ. Учительницăна тетрадьсем тĕрĕслеме пулăшатчĕ. Тепĕр чух, Совета ĕçпе каймалла пулсан, Антонина Павловна Тараса хăй вырăнне пĕр-пĕр урок ирттерме те хăварать. Библиотека уçнă хыççăн пĕр-ик каç учительница хăех кĕнекесемпе айкашрĕ. Çук, капла ĕç тухмарĕ. Кашни каç киле çĕрле таврăнма çул çывăхах мар çав. Вара вăл çак ĕçе Тараса хăнăхтарчĕ. Ача тăрăшса, юратса ĕçленине курсан, кĕнеке шкапне ăна пачĕ.
Кашни каç, тĕттĕм пулсан, Тарас Мелькушăн шалти пӳртне кĕрсе ламна çутать, шкапа уçать те кĕнекесене хăшне сĕтел çине, хăшне партăсем çине хурса тухать. Малтан ачсем кăна çӳретчĕç. Пысăккисенчен Совет членĕсем хăшпĕр чух кĕрсе тухатчĕç.
Пĕррехинче Совет членĕсемпе пĕрле Мăрзабай мучи пырса кĕчĕ. Кĕнекесене тытса пăхкаларĕ.
— Маттур, — терĕ вăл, Тараса пуçран шăлса.
— Ачи маттур та-ха, вырăсла кĕнекесен ячĕсене пурне те ăнлантарса параймасть, — терĕ Ахтем Макарĕ. — Ак çак кĕнекен ячĕ мĕне пĕлтерет-ши?
Мăрзабай Макар аллинчи кĕнекене илчĕ те ятне сасăпа вуларĕ: «Гигантский кризис».
— Кăна ача мар, пупĕ те ăнлантарса параймĕ, — терĕ вăл, кулкаласа. — Гигантски тени пысăк, калама çук пысăк тени пулать-ха. Кризис тени вара, мĕнле калас... çитменлĕх пулать-и е йывăрлăха пĕлтерет-и? Çапла пуль, «калама çук пысăк йывăрлăх» тенине пĕлтерет пуль.
— Эс, Павăл мучи, кашни каç кил кунта, вара пурте çӳрекен пулĕç, — терĕ Тарас.
Мăрзабай кулса ячĕ.
— Эс мана помощник тăвасшăн-им вара? Укçа мĕн чул тӳлĕн, сана хăвна мĕн чул тӳлеççĕ? Çуррине мана парăн-и?
— Халăхшăн укçасăрах ĕçлетпĕр, — хуравларĕ Тарас. — Халăха çутта кăларас пулать. Ман атте икĕ çул укçасăрах ĕçлет.
Ача сăмахĕнчен Мăрзабай кăшт хĕрелсе ӳкрĕ. «Çутта кăларас пулать».
Çак сăмаха вăл хăй ĕлĕкрех тем чул каланă вĕт. Каланă çеç, ĕçне çак ача чухлĕ те туман.
— Ленин çырнă кĕнекесем пур-и сан кунта, Тарас Захарчă? — ыйтрĕ вăл, шӳтленĕ пек çеç каласа.
Тарас Мăрзабая виçĕ пĕчĕк кĕнеке тупса пачĕ: иккĕшĕ вырăсла, пĕри чăвашла кĕнекесем. «Кусене те илĕр вара, — тата икĕ пĕчĕк кĕнеке сĕнсе пăхрĕ вăл. — Иккĕшĕ те чăвашла».
— «Карл Маркспа Фридрих Энгельс», «Август Бебель», — вуларĕ Мăрзабай. — Кусене кайран, — терĕ те виçĕ кĕнеке илсе тухса кайрĕ.
Ахтем Макарĕпе Шатра Микка пĕрне-пĕри куçран чăр пăхса илчĕç.
— Пурте Мăрзабай пек пулсан, пире ĕçлеме çăмăлтарах пулĕччĕ, — терĕ Шатра Микка. — Тырă мĕн чул хурсан та, хирĕçсе тăмасть. Пĕркун контрибуци илме килнĕ вырăссене пĕлĕмпе сăйласа янă.
— Тĕлĕнтерет-ха вăл мана, — шухăша кайса сăмах хушрĕ Макар. — Ленин çырнине вуласшăн тата. Сан вырăнна Совета кĕрсе ларасшăн мар-и вăл?
— Лартăр, — те шӳтлесе, те чăннипех хуравларĕ Микка. — Старшина пулнă çын манран лайăхрах ĕçлĕ. Ман пек тĕттĕм çын мар. Мана алă пусма та аран вĕренткелерĕр.
— Пуп тата лайăхрах хут пĕлет. Ана та Совета суйламалла пуль вара, — тăрăхларĕ Макар.
— Мĕн кулан? Çӳçне кастартăр — Совета та суйлăпăр, — терĕ Микка ним чул та шӳтлеме шутламан çын пек. — Унăн ывăлĕ коммунист. Тиечук ывăлĕ — хĕрлĕ командир. Мăрзабай шăллĕн ывăлĕ ревком пуçлăхĕ те пулса курчĕ...
— Сана итлесен, пĕтĕм тĕнчере те пĕр коммунистсем анчах иккен. Юмах яра-яра суйма вĕреннĕ эс. Атя, луччă кайса çывăрар. Ыран ирех Лешеккине каçса Медведева силлемелле-ха пирĕн, контрибуци укçине парса татман вăл.
Советпа комбед председателĕсем тухса кайрĕç. Тарас сĕтел çине шкапран пĕр тетрадь кăларса хучĕ. Тетрадь çине Антонина Павловна хăй аллипе «Список абонентов» тесе çырнă. Хальччен кунта никам ятне те çырса хуманччĕ-ха, — çынсем кĕнекесене çакăнта кăшт вулакаласа çеç каятчĕç. Мăрзабай пĕрремĕш абонент пулса тăчĕ.
«Ку сăмаха Мăрзабай мучи те чăвашла куçараймĕ-ччĕ» — сасартăк мăнкăмăлланса шухăшларĕ ача. Тарас çавна куçарма пултарать: абонент тесе кĕнеке киле илсе кайса вулакана калаççĕ.
Мăрзабай Ленин çырнисене хăй абонент пулса тăнине сисмесĕрех вулать-ха.
«Ку вăл, çиелтен пăхсан, тырăшăн çеç кĕрешни пек курăнать. Чăннипе каласан, — социализмшăн кĕрешни пулать вăл».
Çапла каланă Ленин кулаксемпе тырăшăн кĕрешес пирки. Кам чăвашла куçарнă-ши Ленин сăмахĕсене? Çав, Иван Якăльч шкулĕнчен вĕренсе тухнă чăваш ачисемех ĕнтĕ. Çапла шухăшларĕ Мăрзабай. Унтан библи вуланă чух Хрулкка мĕн хăтланнйне астурĕ те кĕнекерен хăшпĕр вырăнсене хут çине çырса иле пуçларĕ. Вырăслинче çырса илмеллисем ытларах тупăнчĕç. Тĕрĕссипе каласан, вырăслисене лайăхрах ăиланчĕ вăл.
Чехсем мĕншĕн ниçта та мар, Самар кĕпĕрнинче тата Çĕпĕрте пăлхав çĕклесе чарăнса тăни çинчен Ленин çапла каланă иккен:
«...чтобы отрезать от России хлебные местности... как раз в хлебородных окраинах найти себе социальную опору, найти себе местности с преобладанием кулаков, богатых крестьян».
Акă вăл! Пире шанаççĕ пулать. Эпир вара Российăн тĕрекĕ пулас вырăнне ăна пĕтерсе лартма ют патшалăхсене пулăшмалла иккен. Сахарсем, Çимунсем, Хрулккасем, Ленин сăмахĕсене ăнланса, никам хушмасăрах, хăйсен ирĕкĕпе Российăшăн çапăçаççĕ-и... Е вĕсем хăйсемех хальхи лару-тăрăва тавçăракан пулнă-ши?
Ыттисем ма ăнланмаççĕ-ха вара? Ялта ман пек «кулаксем» çеç мар, пиртен чухăнрах хресченсем те иккĕленеççĕ. Эпĕ Совет влаçне ырласах каймастăп тейĕпĕр, анчах чехсем-комучсем те савăнтармарĕç мана. Кун пирки те Ленин юриех каланă тейĕн:
«Крестьянство, как и всякая мелкая буржуазия вообще, занимает и при диктатуре пролетариата среднее, про-межуточное положение: с одной стороны, это — довольно значительная (а в отсталой России громадная) масса трудящихся, объединяемая общим интересом трудящихся освободиться от помещика и капиталиста, с другой стороны, это — обособленные мелкие хозяева, собственники и торговцы. Такое экономическое положение неизбежно вызывает колебания между пролетариатом и буржуазией. А при обостренной борьбе между этими последними, при невероятно крутой ломке всех общественных отношений, при наибольшей привычке к старому, рутинному, неизме-няемому со стороны именно крестьян и мелких буржуа вообще, естественно, что мы неизбежно будем наблюдать среди них переходы от одной стороны к другой, колебания. повороты, неуверенность и т. д.».
Вуланăçемĕн тĕлĕнет Мăрзабай. Ленин пирки кам мĕн каланине аса илет. Эсерсем «нимĕç шпионĕ» тесе куçкĕретех суятчĕç.
«Çук, апла мар çав. Ленин — вырăс халăхĕн чăн таса чĕри, чăн ăслă пуçĕ. Тĕреклĕ хресченсен тивĕçне те курать пуль вăл, анчах шанмасть вĕсене... Пĕтĕмпех витĕр курса тăрать вĕт большевиксен çулпуçĕ. Хăй хресчен хушшинче пурăнса ӳснĕ пек. Пролетариата шанать. Социализмшăн кĕрешетпĕр тет. Анчах хресчен хуçалăхĕ çав çĕнĕ пурнăçра мĕиле пулмаллине кунта каламан çав. Урăх кĕнекере каланă пуль. Пулать те пуç. Ун пекки пĕтĕм тĕнчере çĕр çулта пĕр çын кăна çуралать пуль».
Çапла шухăшларĕ Мăрзабай виçĕ пĕчĕк кĕнеке вуласа тухнă хыççăн. Çапах унăн «Такампа» калаçмаллисем-тавлашмаллисем татах та пур-ха.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...