Кĕпер :: Колчак çывхарнă вăхăтра
Ялтан вăрахлăха тухса каяс умĕн Тайман Сахарĕ ял çыннисене тимлĕ сăнарĕ. Вара вăл ял Совечĕн председателĕ пулма Шатра Миккана, чухăнсеи комитечĕн предсе-дателĕ пулма — Ахтем Макарне суйлама палăртрĕ. Ма-кар та Микка пекех тӳрĕ çын. Кăмăлĕпе хытăрах, хăй вара çырма-вулама та пĕлет. Унтан тата Сахар Пашка Ваççине те асрах тытать, вăл та аптрамалла мар пек.
Çав виçĕ çын, Сахар пулăшнипе иĕрлешнĕскерсем, хăйсем тавра чылай пысăк актив пĕтĕçтерчĕç.
Лешеккинче те Сахар Советпа чухăнсен комитетĕнче ĕçлеме тивĕç çынсене палăртса хăварчĕ.
Сахар Куçминккана кайнăранпа ялта сайра хутра çеç пулкаларĕ. Пĕррехинче килсен, вăл ялта парти ячейки туса хăварчĕ. Чулçырмара партие виççĕн çырăнчĕç: Ахтем Макарĕ, Шатра Микка, Пашка Ваççи, Лешеккинче — тăваттăн. Чулçырмашăн та, Лешеккишĕн те пĕр ячейка пулчĕ. Советсем уйрăм ĕçленĕ вăхăтрах комячейка тени икĕ ялти коммунистсене, вĕсен ĕçне пĕтĕçтерсе тăрать, Тук икĕ енĕпе те Совет ĕçне ертсе пырать.
Çамрăк коммуиистсен ĕçĕ çăмăл пулмарĕ. Ĕçлени те — пĕрмаях ял çынниеене хирĕçтерсе çӳрени кăна тенĕ пек. Килĕрен çӳресе, хулана тырă леçтермелле, пуянраххисене тата унсăр пуçне контрибуци укçи тӳлеттермелле.
Кулаксем малтанхи вăхăтра шăпăртланнăччĕ. Мăрзабай каллех вĕсенчен ютшăнни те, ялсем власть тĕлĕшĕпе уйрăм пурăна пуçлани те вĕсен шухăшĕсемпе ĕçĕсене самаях арпаштарса ячĕ. Анчах ял куштанĕсем нумаях шăпăрт тăмарĕç.
Çăварни тĕлне çамрăкрах арçынсем Хĕрлĕ Çара мобилизаципе кайса пĕтрĕç. Чулçырмаран Пашка Ваççи, Лешеккинчен икĕ коммунист салтака лекрĕç. Ялăн революциллĕ вăй-халĕ чака пуçларĕ. Подкулачниксем хăюланса çитрĕç. Хальччен çын çинче калаçма именнĕ е хăранă карма çăварсем, кулаксем хĕтĕртнипе, хытă шав-лакан пулчĕç.
Тепĕр сăлтавне тупма çамрăк коммунистсем хăйсемех пулăшрĕç темелле. Пĕр ĕçе йăнăш турĕç вĕсем. Ырă та çемçешкерех кăмăллă Шатра Микка сĕнчĕ çав ĕçе, Ахтем Макарĕпе Гревцев вара пуç тавра шухăшласа пăхмасăрах килĕшрĕç. Кайран çакăншăн пурин те ӳкĕнмелле пулчĕ.
Ялта кашнийĕнех хурăнташ нумай. Чухăнсен хурăнташĕ пуян хушшинче те пур. Хурăнташлă пурăнакан çынна пырса хистеме, ирĕксĕрлеме ырă мар пек.
— Эпир Лешеккинче контрибуци укçи пухса çӳрĕпĕр, вырăссем — Чулçырмара. Капла калаçма та, хистеме те çăмăлрах пулĕ, — терĕ Шатра Микка.
Çапла турĕç те. Укçа пухнă чух ытлашши хирĕçӳ пулмарĕ. Пуянсем çеç укçа тӳленипе ял пăлханмарĕ. Пăлхавăр иккĕмĕш хут продразверстка пухма тытăнсан пуçланчĕ.
Пĕр продразверсткăна аран-аран парса татнăччĕ. Тепри килсе çитрĕ. Çак хыпар килсен, коммунистсем пурте Лешеккине пухăнса канашларĕç. Контрибуци пухасси ăнăçлă иртнĕрен, ку питĕ йывăр еее те çав мелпех тăвас терĕç: вырăссем чăвашра ĕçлеччĕр, чăвашсем — вырăсра.
Коммунистсем йăнăш туни часах палăрчĕ. Кулаксем тинех яла тӳррĕнех пăлхатма сăлтав тупрĕç.
Ку кăна та мар-ха, кулаксене халлантаракан тепĕр пысăк сăлтавĕ те çывхарса килет иккен. Çав сăлтав — Колчак. Анчах кам вăл Колчак? Шуйттан пĕлет-и ăна? Кирек кам пулсан та, вăл камунсене пĕтерет тесе калаçаççĕ. Колчак çĕнĕ патша пулать теççĕ.
Килессе килетех, ку еннелле çывхаратех Колчакĕ. Çитессе вара — те çитĕ кунта, те çитеймĕ те. Çавă шухăш-латтарать-ха Фальшина. Чехсем вăхăтĕнче пĕччен хăтланса хытă йăнăшрĕ вăл. Çавăнпа халĕ «ячейка» турĕ. Фальшин ушкăнĕ те икĕ ялти çынсене иĕрлештерсе тăрать. Вĕсен те хăйсен программа пур: «Советсем пулччăр, анчах камунсăр. Эпир Совет влаçне хирĕç мар, камунсене çеç хирĕç». Халь ĕнтĕ çĕнĕ продразверстка пирки пĕтĕм яла пăлхатма пулать. Халăха хĕтĕртмелли сăмаха коммунистсем хăйсемех тупса пачĕç...
Çак хушăра вулăсри ĕçсем те тĕрлĕрен пулкаларĕç, çапах хăш ялта та пулин кулаксем тӳррĕнех пăлханни пулманччĕ. Пурăнăç лăпкăрах юхăма кĕчĕ пек. Ревкомсене салатма вăхăт çитрĕ, халь вулăс ĕçĕсене исполком хăех туса пырать.
Çĕнĕ коммунистсен йышĕ ялта та хăвăрт ӳсе пуçларĕ. Парти ĕçĕ те вара çĕнĕлле йĕркеленчĕ. Темиçе вулăсри коммунистсене пĕрлештерсе райком турĕç. Райкомне пĕр-пĕр вулăс центрĕнче тума май килмерĕ: хăшпĕр ялсем центртан ытла инçе пулса юлаççĕ. Çавăнпа райком Ключевкăра пултăр терĕç. Çав яла чăвашсем темшĕн хăйсем Куракхăви тесе ят панă. Вăл Куçминкка вулăсĕн пĕр хĕрринче ларать, çав вăхăтрах темиçе вулăсри пур ялсемшĕн те центр пулса тăрать.
Куракхăви вăл ĕлĕкрех Куçминкка вулăсне кĕрекен пысăках мар ял пулнă. Çапах — вăл хула çулĕ çинче тата пысăк юханшыв хĕрринче ларатчĕ те — унта пасар пурччĕ. Çав пасара пула вара ялĕ питĕ хăвăрт ӳссе кайнă. Унта халь лавккасем те, пысăк хитре çуртсем те Куçминккаринчен ытларах.
Вулăс ревкомне салатнă хыççăн Сахар «ĕçсĕр» юлчĕ. Çавăншăн савăнса, вăл киле таврăнма хатĕрленчĕ. Райком ăна халех ярасшăн марччĕ те, вăл юлташĕсене ӳкĕтлеме пĕлчĕ. Унăн «ӳкĕтлĕ» сăмахĕ никамшăн та савăнăç-лă пулмарĕ.
— Колчак çывхарать, — терĕ Сахар, — паллах, вăл мĕнле хăвăрт çывхарсан та — Тук, Кутулук, Боровка юханшывсем урлă кăпăр-капăрах каçаймĕ. — Çав шывсем çинче кĕçех пăр тапранать. Чулçырма — вулăсра Тук сылтăм енче ларакан пĕртен-пĕр ял. Çурхи шыв чăваш ялне ытти ялсенчен чылай вăхăта уйăрса пăрахĕ. Кулак-сем вара Колчак çывхарнине кура алхасма тытăнĕç. Унта халь мĕнпурĕ те икĕ коммунист çеç. Вĕсем партие кĕни икĕ уйăх та çук-ха. Эпĕ çавăнта кирлĕрех пулăп.
Райком вара Сахар сăмахĕпе килĕшрĕ.
Мулла Анукĕн ула лаши шеп ĕçлерĕ кăçал революцишĕн. Сахар мĕн ялтан тухса кайнăранпа вулăс тăрăх çав лашапа çӳрерĕ. Паян ăна вăл юлашки хут кӳлчĕ пулĕ...
Лешекки урлă кайсан, лайăхрах пулатчĕ ĕнтĕ. Тульккĕш, пăр тапранасса кĕтсе, унта кĕпере те пăснă пуль. Тӳрех пăр урлă каçма хăрушă. Çавăнпа Сахар Тук урлă Куракхăви çывăхĕнчи çӳллĕ кĕперпе каçрĕ. Малалла вара сăрт енчи çулпа уттарчĕ.
Тавраналла пăхкаласа пынă май вăл шухăша кайрĕ.
Юлашки вăхăтра Мăрзабай пекех нумай шухăшлакан пулчĕ Сахар. Анчах унăн «Такампа» тавлашмалли çук. Революци çулĕ, парти çулĕ — уншăн пĕртен-пĕр тĕрĕс çул. Çулĕ тĕрĕс пулин те — тумхахлă. Вăл çулпа хальччен тĕнчере никам та çӳресе курман. Мăрзабай пек, хресчен хуçалăхĕ пирки те шухăшлать Сахар. Вăл та хуçалăх юхăнса пынăшăн кулянать, ун малашлăхĕшĕн пăшăрханать. Куракхăвинче ялхуçалăх коммуни пулать кăçал. Унта пĕрлешӳллĕ ĕç ăнсан — лайăх. Анмасан вара? Хресчене пачах хăратса пăрахма пулать. Çавах ĕç ăнасса шанать Сахар. Хĕçпăшаллă тăшмана пур çĕрте те çĕнтерсен, пурнăç мая кайĕччĕ те-ха... Чехсем таçта кайса хупланчĕç, халь тата Колчакĕ сиксе тухрĕ. «Верховнăй правитель» тет хăйне хăй. Патша пек пуласшăн ĕнтĕ. Пулаймăн. Чăн-чăн патшана ревком персе вĕлернĕ, сана та персе вĕлерĕç. Пат-шашăн çунакан халь хулара та, ялта та çук. Йӳтенĕ карчăксем çеç асăнкалаççĕ пуль. Тин вăй илсе пыракан Хĕрлĕ Çар Колчака малтанах чараймарĕ. Халь чарĕ. Чапаев дивизийĕ çак кунсенче кунтах килсе çитмелле пек. Штабĕ хуларах ĕнтĕ. Теи, Рамаша курма тивĕ. Ана курманни виçĕ çул ытла. Ачаччĕ ун чух... Аван ачаччĕ.
Сахар шухăшĕсем, кĕçех тепĕр çулпа пăрăнса, яла хăйĕнчен те маларах пырса кĕчĕç.
Тырă пирки иккĕмĕш хут разверстка хурса яни ялти ĕçе питĕ йывăрлатрĕ ĕнтĕ. Пӳлмесем, чăнах та, пушанса юлаççĕ. Революцие ăнланса-йышăнса çитмен хресчен, хальччен шарламанни те, хирĕçме пултарать. Вĕсене юриех хĕтĕртекен тупăнсан тата? Мăрзабай сăмах каласан, Совет влаçне хирĕç пĕтĕм ял çĕкленĕ. Çук, Мăрзабай аплах хăтланмĕ. Ывăлне çухатса та хальччен тӳснĕ-ха çынни, малашне те тӳсĕ. Тырă пирки тесен, вăл пуçтахланса каяс çук. Ана хăй валли Хăмăшлăра кăшт пытарса хăварĕ те ыттине пĕтĕмпех парĕ. Унсăр пуçне Хаяр Макар та пур çав унта. Ку вара хăрушă çын.
Ултă çул каярах пулса иртнĕ хĕллехи туй мыскари те аса килчĕ. Хăрамаллипех хăраса ӳкнĕччĕ вĕт çавăн чух Макартан, Якалĕнче чарăнмасăр вăрттăн çулпа пăрăнса, Весуккана вĕçтернĕччĕ. Хаяр Макар ун тăшманĕ пулса тăнăччĕ. Халĕ те тăшман мар-и? Класла тăшман. Çавăнтанпах тĕл пулманччĕ-ха хăйне. Пĕркунсенче пухусене çӳремерĕ вăл. Макар çеç мар, ытти куштансем те шăпăртланнăччĕ ун чух. Халь темĕнле ĕнтĕ унта.
Хаяр Макара асăнса кăмăлне пăтратнă хыççăн Сахар хăйне хăй юрă мăрăлтатса кăшт йăпатас терĕ:
Вуниккĕн те тăрçă, ай, ут çулсан,
Вуниккĕн те тăрса, ут çулсан,
Кӳмĕпĕр-ши çаран илемне?
Тем чул юрланă Сахар туй юррисене. Анчах туйра юрланă чух, те ӳсĕр пулнăран, те юрла-юрла ытла хăнăхса çитнĕрен, сăмах пĕлтерĕшĕ пирки пĕртте шухăшламан, Халь сăмахĕсене юриех тăнласа юрларĕ Сахар.
Хресчен ĕçĕнче — кашни ĕçрех çапла пуль! — тертрен пуçне илем те пур вĕт! Юрăра ăна сăмах майĕн çеç асăнса илнĕ, çапах та хитре каланă. Куç умне вăйпитти арçынсем, вуниккĕн ĕретĕн тăрса, савăккăн харăс сулăнса, пĕр-пĕринпе ăмăртса, çавапа чашлаттарса ныни тухса тăчĕ. Чăн та, çаран илемĕ, ĕç илемĕ!
Тем те пур çав туй юррисенче. Ак тата:
Чие аври çирĕп, ай, тееççĕ,
Тееççĕ те пĕкĕ аваççĕ.
Пĕккийĕсем начар, ай, пулсан та,
Çавах чие пĕкки тееççĕ.
Пире çынсем чухăн, ай, тееççĕ,
Пире çынсем чухăн тееççĕ.
Пире ытла чухăн, ай, тесен те,
Ратнийĕсем пуян тееççĕ.
Çук, юрăпа йăпанса та сĕвĕртеймерĕ Сахар пăшăрхантаракан шухăшсене. Юра сăмахĕсем лăплантарма мар, сасартăк сехĕрлентерсе пăрахрĕç ăна.
Ялта хăшпĕр чух класлă кĕрешĕвĕн майне-шывне тупма хĕн. Чухăнпа пуян ĕмĕр пĕр ялта пурăнса, ратнеленсе, тĕрлĕ йăласемпе çыхăнса пĕтнĕ. Пĕр-пĕр Хаяр Макар çине тăрсан...
Утса пыракан лашана Сахар тăрук пушăпа тивертрĕ те çине тăрсах юрттарма тăрăшрĕ.
Хăвала, Сахар, лашуна, хăвала! Туйра Хаяр Макара ирттерес тесе чуптарнă пек чуптар лашуна. Чулçырмара халь туй тăваççĕ, çав туя ĕлкĕрме тăрăш. Пуян туй пуçĕнчен эс халь хăрами пултăн, юнлă туйра вилмелле пулсан та, иккĕленсе тăмăн, Хаяр Макартан тарса çӳремĕн...
Пĕчĕк Тарас та васкать. Ашшĕ ним пĕлмесĕрех пăшăрханса яла васканă вăхăтра вăл, мĕн пĕлнипе сехĕрленсе ӳкнĕскер, ял тепĕр вĕçне йĕлтĕрпе шуса тухрĕ.
Тарас шкула хăйĕн библиотекине уçма кайма хатĕрленнĕччĕ.
Совет тĕлĕнче халăх тем хытă шавланине илтсен, малтан тата çавăнта çитсе курас терĕ.
Халăх шавланн таçтанах илтĕнет. Тарас тăнласа тăчĕ:
— Вырăссене çыхса пăрахнă... Камунсене витене хупнă... Шатра Миккана çапса вĕлернĕ...
Тарас, урамри çынсем мĕн калаçнине лайăхрах илтес тесе, çывăхрах пычĕ.
— Лешеккинчен вырăссем килсен, мĕн пулĕ вара?!
— Килмеççĕ вĕсем. Каçма хăрĕç. Пăр шанчăклă мар халь.
— Пурпĕрех каçармаççĕ вĕсене. Кĕпер патне хуралтăратнă.
Кулак пăлхавĕсем пирки Тарас Ольăран та, ашшĕнчен те нумай илтнĕ. Хăйĕн халь мĕн тумаллине хăвăрт тавçăрса илчĕ ача. Килне чупса çитрĕ те, йĕлтĕрĕсене йăтса, Чӳккукри еннелле ыткăнчĕ. Унта хурал çук, йĕлтĕрпе кайсан Тук пăрĕ те çĕмрĕлмест.
Пиччĕшĕн çуллахи çулĕ уншăн хĕллехи çул пулса тăчĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...