Кĕпер :: Пĕрремĕш сеанс
Трашук хулари садран ирхине тин таврăннăранпа Çимунран пăрăнса çӳрерĕ, лешĕ ăна тăрăхласран хăрарĕ. Çимунĕ вĕсем юрату пирки тавлашнине йăлтах маннă тейĕн, пĕрре те асăнмарĕ, юлташĕн «каскăн каçĕ» пирки те тĕпчемерĕ.
Тĕрĕссипе, Трашук, яла çитсен, ăнсăртран тĕл пулнă шлепкеллĕ майра çинчен хăй те мана пуçларĕ. Ялта ун чĕринче авалхи туйăмсем вăранчĕç...
Вăл амăшĕнчен Наçтук пирки ыйтса пĕлме тăрăшрĕ. Лешĕ ашшĕ килне çӳремест тет иккен. Ача туса курман-ха, анчах йывăр çын тет. Темшĕн хурланчĕ вара Трашук. Мăрзабай патне кĕрсе курас килсе кайрĕ. Кĕме те сăлтав пур: çухатнă ăйăр пирки Хуçипе калаçмаллах ентĕ. Анчах Мăрзабай килте çук-мĕн, çу каçах, киле таврăнмасăр, Хăмăшлара пурăнать терĕç.
Юлашки каç, Трашук амăшпе калаçса ларнă вăхăтра, вĕсем патне икĕ хĕрарăм пырса кĕчĕ. Пĕрин аллинче — чĕчĕ ачи. Трашук ачасăррине палларĕ: Кĕтери вăл. Палларĕ те тĕлĕнсе кайрĕ. Елĕк Кĕтери Трашука çулçă тăкнă катăркас пек курăнатчĕ, халĕ вăл саркаланса çеçкене ларнă улмуççи пек курăнчĕ: ӳт-пĕвĕ кăпăшкаланнă, тути те кӳпшекрех пек...
Теприне тăруках паллаймарĕ Трашук. Анук пулчĕ-ха вăл, Кĕтерин йăмăкĕ. Епле хĕр пек çитĕнсе кайнă! Хăй ача амăшĕ тейĕн.
Анукăн малашлăхĕ пирки калаçма килнĕ пулать Кĕтери. Иăмăкне, хăй вĕренейменнине кура, хулана ярса вĕрентесшĕн.
— Воробьев чухăн чăваш ачисем валли Самарта гимнази пек шкул уçма ĕмĕтленет. Çав шкул уçăлсанах, хут çырса пĕлтеретĕп, — терĕ Трашук.
— Хут çырма ăста эс, анчах çырнă хутна яма пĕлместĕн, — тĕксе илмесĕр тӳсеймерĕ Кĕтери. — Ман валли шкул уçăлмасть-и унта? Эпĕ те вĕренме пырăттăм.
— Эсĕ те вĕренесшĕн-и?! — тĕлĕнчĕ Трашук.
— Мулла Анукĕ вĕреннине эп вĕренеймĕп-и вара! — çĕтĕлсе тавăрчĕ Кĕтери.
Кĕтери камшăн, мĕншĕн кунта килнине Трашук тавçăра пуçларĕ. Елĕкхи пек хăраса ӳкмерĕ вăл «качака такинчен», Кĕтери ачине Анукран илчĕ те сиктерсе ахăлтаттарчĕ. Ачи аслашшĕ вырăнне йышăнчĕ пуль йĕкĕте, икĕ пĕчĕк аллипе сухалне çавăрса тытрĕ.
— Тăпăлтар, хытăрах тăпăлтар Трашук мучин сухалне, асăнмалăх пултăр, — ачаран хытăрах йăпанчĕ амăшĕ.
Трашук кĕтмен хăнасене ăсатма тухрĕ. Анук, ача йăтса, маларах тухса утрĕ. Çенĕкре Кĕтери чарăнса тăчĕ.
— Чим-ха, эпĕ те тăпăлтарам, — терĕ те вăл, чăнах та, Трашука сухалран ярса тытрĕ. — Хăмăшларан ухмахла çыру çырса эс манран хăтăлтăм терĕн-им, пушмак каччи! Ухмах упăшкапа, вăл салтакран таврăнсан та, пурăнмастăп урăх. Халь Совет влаçĕ... Ача кăшт аталансанах хулана пыратăп. Кĕт. Е ăçта та пулин тĕнче хĕррине тар, яла ан кил вара урăх!
Çапла каларĕ те чăрсăр хĕрарăм тĕлĕннипе хытса кайнă йĕкĕте тутине татса илес пек чуптурĕ. Унтан, Трашук сăмах чĕнессе кĕтсе тăмасăр, Анук хыççăн тухса чупрĕ.
Трашукăн малтан куласси килчĕ:
«Ку таранччен мана никам чуптуса курманччĕ. Халĕ акă хĕрсем те, хĕрарăмсем те тăруках... Тĕнче пĕтет пуль, тамаша!»
Трашук кулмарĕ, шухăша кайрĕ.
Хулана таврăннăранпа эрне иртсен, вăл почтăпа çыру илчĕ. Сафо тӳрех уком адресĕпе çырнă. Упкелешет, хăй патне хăнана чĕнет. Хĕр çырăвĕ ытлашши хумхантармарĕ йĕкĕте.
«Юратап», терĕм. Каясах пулать ĕнтĕ», — шухăшларĕ вăл.
Кайса килчĕ Трашук чĕннĕ çĕре. Лере çуран кайрĕ, киле çунатпа вĕçсе таврăнчĕ. Хул хушшине çунат хушакан кĕнеке хĕстерсе килчĕ.
Çимунпа Трашук ялтан таврăннăранпа тавлашса курманччĕ-ха. Калаçасса та ытлашшиех калаçман темелле. Трашук сăмах хускатма хăраса пурăнчĕ, Çимун вара ерçмест: кĕнеке çине пăхса, пĕрмай тем çырать...
Паян Трашук тӳсеймерĕ.
— Эс Блок ятне илтнĕ-и, Семен Тимофеевич? Унăн хитре сăввисене вуласа курнă-и? — чăрмантарчĕ вăл юлташне.
Çимун çырма чарăнчĕ, алчăранă куçне маччана тĕллесе, мăкăртатса илчĕ:
— Блок... Блок... Чим-ха, чим! Илтнĕ, илтнĕ. Ятне илт-нĕ, сăввисене вуламан. Ытарайми хитре хĕрарăмсен поэчĕ вăл, Блок!
— Вуламан пулсан, ăçтан пĕлен вара?
— Пĕр ухмах майра каланăччĕ, — терĕ те Çимун, каллех тем çырма тытăнчĕ.
Трашук «ухмах майран» ятне пĕлесшĕн пулчĕ. Татах чăрмантарчĕ вăл пикенсе ĕçлекен юлташне. Вара Çимун, ĕçне пăрахсах, хăй виçĕмçул халăх «Интериационал» юрланине пĕрремĕш хут илтсе савăнни çинчен каласа пачĕ. йĕркипе каланă чух сăмах майăн виçĕ хитре майрана асăнчĕ вăл. Пĕри улпут хĕрĕ пулнă тет, тепри — купца хĕрĕ, виççĕмĕшне — Улькин хĕрне — мещен хĕрĕ терĕ Çимун.
— Хăшне ухмах майра терĕн вара эсĕ? — пăшăрханса ӳкрĕ Трашук.
Çимун çав вăхăтра Трашук илсе килнĕ кĕнекене курчĕ те ăна уçса пăхрĕ, сасăпа вуларĕ: «Александр Блок. Стихи о Прекрасной даме».
— Акă вăл хитре хĕрарăмсен ухмаха ертекен кĕнеке, — терĕ вара, — хулари ытла хитре хĕрсем пурте кăшт ухмахрах вĕсем. Кун пек кĕнеке вуласан, пушшех ухмаха ереççĕ... Асту, Хитре сăвăсем вуласа, эс ху та ухмаха ан ер е идеалист пулса ан кай, — тинех сăмах майăн тĕртсе хучĕ Çимун пĕркунхи тавлашу пирки.
Тепĕр чухне пулсан, вĕсем, тен, тавлашсах та каятчĕç-и, анчах халь апла пулмарĕ. Çимун, Островский пьесине куçарма тытăннăскер, каллех сĕтел çинелле ӳпĕнчĕ те çавăнтах Трашук пирки манса кайрĕ.
Чăнах та, Сафо кăшт ухмахрах мар-и? Ячĕ те ун Сафо мар — Софья. Софья Платоновна. Хăйĕн ятне пăсни пырĕччĕ, — халь тата Трашук та Руслан пулса тăчĕ. Е комиссар, е Руслан тесе чĕнет ăна Сафо. Хăтланкаларăшсем те хăш чух килĕшсех каймаççĕ: е пĕчĕк ача пек, е ытла ăслă çын пек калаçать. Паян йăлтах урăхчĕ вăл, пĕркунхи пек марччĕ.
Трашук пырса кĕрсен, вăл хĕпĕртерĕ: «Ах, сухаллă Русланăм», — тесе мăйран уртăнчĕ. Унтан ӳпкелешме тытăнчĕ, çавăнтах, ялти хĕрсене асăнсан, Трашука тăрăхларĕ те, кӳлешрĕ те.
Тунсăхласах кĕтнĕ пуль çав хитре хĕр театрта тупнă «кавалерне», Трашук гимнази пирки юратса калаçнине манман вăл, гимназисткăлла тумланнă. Килте пĕчченех хăй. Малтан каччине горницăра чей ĕçтерчĕ, кайран хăй пӳлĕмне ертсе кĕчĕ. Хăй Трашукпа, ăна курăк çине ларса чуптунăранпа, «эсир» тесе калаçмасть ĕнтĕ, «эс» тет. Каччине те чей ĕçнĕ хушăра çапла калаçма хăнăхтарчĕ.
Хула хĕрĕ хăйĕн пӳлĕмне те капăрлатма пĕлет иккен. Кун пек хăтлăха Трашук тĕлĕкре те тĕлленмен. Хальччен курман тĕлĕнмелле япаласен ячĕсем те хитре: темиçе сунтăхлă шкап пеккине комод теççĕ, темиçе хутлă кĕнеке çӳлĕкĕ — этажерка, сăвă çырмалли кĕнеке — альбом пулать.
Альбомне вулаттарчĕ Сафо. «Тен, эсĕ те мана пĕр-пĕр сăвă çырса парăн», — терĕ.
Трашук ассăн сывласа ячĕ.
— Поэт мар çав эпĕ, Сафо, сăвă çырма пĕлместĕп. Сăвă мар, пĕр-пĕр Половиикин пек, хитре çыру çырма та пултараймастăп, — терĕ вăл сасăпа.
Сафо куçне чакăртрĕ.
— Половинкин! Мĕнле Половинкина асăнан эс, комиссар? — пăшăрханса ӳкрĕ вăл.
Ана-кăна сисеймерĕ Трашук, ытахальтен кирлĕ-кирлĕ мара калаçакан çын пек:
— Мĕнле Половинкнн пултăр, Виктор Половинкин, — терĕ.
Çак сăмахсене каланă чух каччă алăри альбома уçкаласа ларатчĕ. Анчах вăл сасартăк хăй те хĕр пекех пăшăрханса ӳкрĕ, куçне те чакăртрĕ.
— Сана та сăвă çырса панă-ха вăл, Сафо! Тен, сан патна та «Писать красиво не умею», тесе çыру та çырнă пуль?! Çавăнтах йĕкĕт сăнĕ тĕксĕмленчĕ. Виçĕмçул Сафо хăш алăкран ун умне пырса тухнине аса илчĕ вăл.
«Комиссар» Половинкин ятне асăнсан, пирвайхи самантра хытă пăшăрханса ӳкнĕччĕ Улькин хĕрĕ: «Камран илтнĕ-ши?!» Анчах хăйне хăй тыткалама пĕлет-çке чее хĕр.
— Кĕвĕçетним, кавалерăм? — ним пулман пек йăл кулчĕ вăл. — Кăшт кĕвĕçни килĕшет сана, анчах ытлашши ан пултăр. Çук, Половинкин ман кавалер пулман. Гимназире вĕреннĕ чух пирĕн пĕр-пĕрне альбома сăвă çыртарас йăла пурччĕ. Çавăн чух çырнăскер вăл. Пĕлтĕртенпе Половинкинсем хулара çук ĕнтĕ. Ашшĕ хĕрлисем таврăнсан тарчĕ, ывăлĕ унчченех çухалнăччĕ.
Пĕлтĕртенпе тĕнчере çук Половинкин пирки калаçу çур сехете пычĕ. Айван каччă хăй Половицкин пирки мĕн пĕлнине пĕтĕмпех каласа пачĕ. Сафо лăпланчĕ, анчах Наташа Черникова ятне илтсен, каллех пăлханса ӳкрĕ, тĕпче пуçларĕ. Виктор ун патне çыру хăш вăхăтра çырнине пĕлесшĕн пулчĕ.
Усал кăмăлпа ахăлтатса кулас килнине хăйне хăй тыткалама пĕлекен хĕр пĕртте палăртмарĕ. Унăн пирвайхи «демонĕ» Половинкин пулнă çав. Анчах вăл «демон» мар, мемме çеç иккен авă. Çакна вăхăтра сисейменшĕн мăн кăмăллă хĕр халĕ питĕ тарăхса кайре.
Половинкин пирки урăх калаçас килмерĕ. Вара Сафо сăмах пуçламăшне аса илчĕ.
— Альбома сăвă çырса пама поэт пулма кирлĕ мар, — терĕ вăл, кĕнеке çӳлĕкĕнче тем ухтарма пуçласа. — Сăвă çырса, поэт хăйĕн туйăмне çеç мар, ытти çынсен туйăмне те палăртать. Кашни çын, поэзи чĕлхипе калаçас килнĕ чух, хăй сăвă çырмасть, пĕр-пĕр поэт çырнипе усă курать. Сана эп Блок кĕнекине парса ярасшăн. Вула. Блокăн хăш сăвви ытларах кăмăлна каять, çавна çырса парăн.
Сафо тимĕр пек хытă хуплашкаллă чылай хулăн кĕнеке тупса Трашука тыттарчĕ:
— Ак сана — юрату палли. Емĕр сыхла. Куншăн тав туса чуптăвас пулать.
Трашук, аллисене сарса, хĕре ыталама тăнăччĕ, Сафо пӳрнепе юнарĕ.
— Çук, çук! Апла мар. Çамкаран чупту.
«Ну, Сафо! Пулать те-мĕн çакăн пек хĕрарăм тĕнчере, Мĕн шухăшлать вăл — нихçан та пĕлеймĕн. Чуптунă чух çамкине хĕрес хумалла мар-и тата?»
Хĕр çамкине чуптуса çапла шухăшланă вăхăтра йĕкĕт сасартăк Кĕтерие аса илчĕ.
«Вăл, пăртак вĕреннĕ пулсан, Сафоран та ирттеретчĕ, халь те мĕн хăтланать! Хам пек лăпкă та сăпайлă хĕр юратмарĕ мана: ялта — «качака таки», хулара — «Сафо». Тĕрĕссипе каласан, çур Наçтукшăн иккĕшне те парăттăм...»
Сафо, хулăн хут тупса, сетел çине хучĕ, хăй кăранташ шĕвĕртнĕ хушăра качча сасартăк урăх шухăша ячĕ:
— Кам ĕçлемест, çав çимест тесе кам каланă? — мăрăлтатса илчĕ вăл ачаш сасăпа. — Большевиксем каланă,комиссарсем каланă. Каласса калаççĕ, хăйсем вара вĕреннĕ çынна ĕç çывăхне те ямаççĕ.
Трашук ăнланчĕ: ахальтен мар ку.
— Тӳрех кала, Сафо. Эс ху пирки калаçатни? — ыйтрĕ вăл.
— Сана çын кăмăлне хăвăрт ăнланма пĕлнĕшĕн комиссар тунă пуль çав, сухаллă Русланăм, — терĕ Сафо; качча пуçĕнчен пырса ачашларĕ те ăна хирĕç ларчĕ. Çавăнтах вара, сассине улăштарса, кĕтмен сăмахсем каласа, Трашука каллех тĕлĕнтерчĕ: — Тухса тар халех: эп — буржуйка, Петров юлташ. Сана манпа çыхланнăшăн айăплама пултараççĕ. Буржуйка тесе, ĕçе йышăнмарĕç мана...
Хурланма та пĕлет иккен Сафо. Хура куçĕ ялтăртатми пулсан, вăл сасартăк ватă сăнлă курăнса кайрĕ.
— Ман пĕр тус пур, — терĕ Трашук, — Илюша Чугунов. Вăл чăн та комиссар пек халь. Чухăнран чухăн çемьерен хăй. Çавăн амăшĕ, тетя Маша, сан аннӳпе пĕртăван пек туйăнать мана. Пĕр сăнлă. Вĕсем хурăнташ мар-и тесе, виçĕмçулах шухăшланăччĕ эп.
— Пулĕ те, — терĕ Сафо, Чугунов пирки пĕртте интересленмесĕр. — Ман атте-анне çамрăк чухнех Сухоречкăран хулана пурăнма куçнă. Атте извозчик пулнă, анне — прачка. Мана вĕрентсе çын тăвасшăн тертленнĕ вĕсем. Патша влаçĕ вăхăтĕнче гимназн пĕтертĕм те, Совет влаçĕ вăхăтĕнче извозчик хĕрне ĕçе илмеççĕ, буржуйка тесе хăртаççĕ...
Трашук хĕр сăмахĕсене илтнĕ-илтмен шухăшласа ларчĕ:
«Çак хĕре юратнипе килнĕ-ши эп кунта? Пĕрне-пĕри чуптунăччĕ те вĕт эпир, «юратап» та тенĕччĕ. Мĕншĕн халĕ юн пĕртте хумханмасть ара, ун пек-кун пек сăмах та çук чĕлхере. Калаçасса та тем пирки калаçатпăр...»
— Ĕç пирки иумай шухăшланă эп, — çаплах хăйĕнне калать хĕр. — Ятарласа вĕреннĕ пулсан, е актриса е художница пулăттăм. Ун пек вĕренме килмерĕ çав. Учительница пулăттăм, — вĕт-шакăр ачасене юратмастăп. Нимрен ытла кĕнеке юратап. Библиотекарь пулас терĕм вара. Çутĕç пайĕ мана йышăнмарĕ, буржуйка терĕ. Унта сирĕн комиссарсем шлепке тăхăннă кашни хĕрарăма буржуйка теççĕ. Капăр тумланма та юрамасть-им вара? Тен, ман атте-анне мана пĕрре тумлантарасшăнах ĕмĕр ĕçленĕ пуль...
Тата тепĕр самантран хĕр сăнĕ каллех улшăнчĕ, çамрăкланчĕ. Трашукăн та кăмăлĕ уçăлчĕ пек:
— Сан аллусем хитре! — терĕ сасартăк Сафо, куçне ялтăртаттарса. — Ак çапла, хускалмасăр тӳссе лар-ха пăртак. Сылтăм аллуна кĕнеке çине хур, сулахай аллупа çамкуна тĕреле. Пӳрнӳсене ан хуçлат, ан иытар. Ӳкерсе илем.
— Пĕр сиккеленмесĕр ларăп, — терĕ натурщик пулса тăнă каччă. — Анчах сан çине пăхма юрать-и?
Хĕр урăх сăмах чĕнмерĕ, кăранташ тытнă пӳрнисене хут тăрăх вылятса çӳретме пуçларĕ. Хушăран вăл, кăранташне пăрахса, резинка тытса сĕркелет те каллех ӳкерме тытăнать,
Пĕр çур сехет иек аппалансан, вăл кăранташне пăрахрĕ, пысăк та илемлĕ куçĕпе пĕрре хут çине, тепре хускалмасăр ларакан каччă çине пăхса илчĕ.
— Ман çине пăхма юрать, юрать, юрать, Русланăм, — юрласа ячĕ хĕр. Çаплах «юрать, юрать» тесе мăрăлтатса, каччă куçĕнчен пăхса, ун умне утса пычĕ, унтан сасартăк каччă чĕрçи çине кĕрсе ларчĕ. — Чупту мана, Русланăм! Чуптуса вăрат хăвăн Людмилуна. — Вара качча мăйран ыталаса илчĕ.
Анчах Руслан мар, амăшĕ сасартăк киле таврăнса вăратрĕ Сафо-Людмилăна.
Сафо та мар, Людмила та мар иккен вăл.
— Эс килте пĕччен-и, Сонечка? — кăшкăрчĕ Улькин карчăкĕ, тулти пӳртрен горницăна кĕрсенех.
— Эп пĕччен мар, анне. Кунта кĕме юрамасть, ман патра хăна пур, — терĕ хĕрĕ лăпкă сасăпа. Хăй Трашук чĕрçинчен пукан çине куçса ларчĕ те кĕнеке çине пăхмасăрах «Руслан и Людмила» поэмăн сыпăкĕсене вула пуçларĕ.
Хитре вулать.
«Чăнах та, артистка пулмалла пулнă унăн», — шухăшларĕ Трашук.
— Ыран килетни? Пĕр сеанс çех турăмăр-ха, тепĕр сеанс тумалла пирĕн, — терĕ Сафо Трашука ăсатнă чух.
Каччă ним шухăшламасăрах:
— Килеп! — терĕ.
Анчах хĕр сеанс тесе мĕн пирки каланине чухлаймарĕ вăл...
Çимун çаплах çырать те çырать. Трашук вырăн çинче, куçне хупса, кĕçĕр мĕн пулнине йĕркипе аса илсе выртать. «Сеанс» сăмах патне çитет те каллех аптраса каять. Çимунран ыйтасчĕ — чăрмантарас килмест.
«Тепĕр сеанс тумалла-ха пирĕн, терĕ. Мĕн-ши вăл, тепĕр сеанс? Чăнах та çав, пĕрремĕшне пĕлмесен, теприне ăçтан пĕлен?..»
Çимун, кăранташне сĕтел çине иăрахса, ура çине тăчĕ.
— Куçарасси çырассинчен те йывăртарах иккен, — терĕ вăл, пӳлĕм тăрăх уткаласа çӳреме нуçласа.
Трашук юлташĕ ĕçрен пушаннăшăн хĕпĕртерĕ. Ун сăмахне хăлхана чикмерĕ вăл, юлташне хăйĕн хуйхипе çулăхрĕ: — Сеанс тени мĕне пĕлтерет, Семен Тимофеевич?
— Кĕнекери сăмахсемпе тарăхса пĕтрĕм, эс тата кирлĕ-кирлĕ марпа аптратасшăн. Кинора пулса курнă вĕт. Пĕрремĕш сеансра та, иккĕмĕшĕнче те пулнă. Тата мĕн кирлĕ сана! — çĕтĕлчĕ Çимун.
— Çук, кинора мар, — пурнăçра. Пурнăçра «тата тепĕр сеанс тумалла пирĕн» теии мĕне пĕлгерет?
Çимун утма чарăнчĕ, Трашук çине кăсăкланса пăхрĕ.
— Пурнăçра? Кăна калама йывăр, ача. Хăшпĕр чух тепĕр сеанс пуçланиччен малтан... хытă шухăшлас пулать.
Çапла каларĕ те Çимун пӳлĕмрен тухса кайрĕ.
«Ыйтма та кирлĕ марччĕ. Сисе пуçларĕ, шуйттан, Мулла Анукĕпе иккĕшĕ тăрăхласах кулаççĕ ĕнтĕ манран», — шухăшларĕ Трашук.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...