Кĕпер :: Мăрзабай «пуянран тухнă» кун
Эрех-кăмăшка куллен ĕçсе те, пĕчченлĕх хӳми хӳттине пытанса та, самана çил-тăвăлне ирттерсе яраймарĕ Мăрзабай. Юлашкинчен кĕтмен енчен килсе туларĕ ăна самана çилĕ. Вара унăн «шанчăклă» хӳми те ишĕлчĕ-ишĕлчех...
Виçĕ ача пăхса ӳстерчĕ Мăрзабай: пĕр ывăл, икĕ хĕр. Тата шăллĕн ывăлне çитĕнтерчĕ вăл. Тăваттăшĕ те Мăрзабайран тăватă еннелле катăлса ӳкрĕç. Кашни ун чĕрине ыраттарса хăварчĕ.
Çимунпа Назар тĕрлĕ енне ӳкнĕшĕн Мăрзабай ним чухлĕ те айăплă мар. Самани айăплă. Наçтук вилнĕшĕн самани те, хĕрарăм шăпи те айăплă. Анчах Мăрзабай уншăн хăйне хăй ытларах айăплать, Наçтук çырăвĕ асран каймасть: «Эх, аттĕçĕм, атте! Сана эпĕ пуринчен ытла юрататтăмччĕ, хисеплеттĕмччĕ. Санпа аннепе калаçманнине калаçрăм. Илтмерĕн ман сăмаха, ман умра чĕрӳн хапхине питĕртĕн, кĕме пĕчĕк алăк та хăвармарăн. Аçта кайса кĕрес ĕнтĕ ман? Тăван кил, тăван çын çук маншăн ниçта та. Сан сăмахна итлесе, йывăр çын пулса юлтăм. Çуралман ачан ашшĕ усал туса вилнĕ. Епле пурăнас?! Тӳсме хушса, хĕрарăмăн юлашки ирĕкне хупласа лартрăн. «Шыва сик», тени сан юлашки сăмаху пулчĕ...»
Çак тĕле çитет те малаллла вулаймасть Мăрзабай юратнă хĕрĕн çырăвне.
Наçтук сăмахне те, Анук сăмахне те итлемерĕ Мăрзабай. Ял çинчи ырă ята çĕртес мар. тесе, халăх сăмахĕнчен хăраса, качча панă хĕрне каялла йышăнмарĕ.
Мулла Анукĕн пĕлтĕрхи сăмахĕсем аса килеççĕ халь ăна: «Ваттисем каланă та вилсе пĕтнĕ. Çамрăккисен пурнас пулать халь... Ваттисем пирĕн пурнăçа курман. Вĕсен сăмахĕпе кăна пурăнма килмест пире». Ашшĕ пекех ăслă Мулла Хрулкки хĕрĕ. Самана ăсĕпе ăслă вĕсем. Мăрзабай вара ваттисен ăсĕпе çеç, иртнĕ-пĕтнĕ пурнăç ăсĕпе пурăнма тăрăшатчĕ...
Наçтука пытарнă хыççăн ик-виçĕ эрнерен Мăрзабай кăштах тăна кĕнĕ пек пулчĕ. Ана пурнăç йĕркисем те урăхла курăна пуçларĕç. Тĕнче хăяккăн йăванса выртман, тепĕр май çаврăнса тăнă иккен. Çавна унчченех сисе пуçланăччĕ-ха Мăрзабай, анчах тĕнче ăна пуçхĕрлĕ çаврăнса тăнă пек туйăнатчĕ. Тен, вăл ĕлĕк пуçхĕрлĕ пулнă пуль? Мĕн тесен те, саманан йĕркине, тути-масине хăйне май ăнлана пуçларĕ Мăрзабай. «Шурри хуралчĕ, кайри мала тухрĕ», — терĕ. Чăнах та çапла мар-ши?
Турă пурччĕ, халь вăл çук акă. Трашук тарçăччĕ, халь вăл комиссар. Мăрзабай хуçаччĕ, халь вăл хăй тарçа пек: ĕçлет, тырă акса ӳстерет, ăна укçасăрах хулана леçсе парать. Çимун тăванччĕ, халь вăл ют. Мирски Тимук Мăрзабайăн чи шанчăклă тарçиччĕ, халь вăл... Халь вăл мĕн, хуçашăн кам пулса тăнине паян тин курĕ-ха.
Тимук ăс-халне хальччен никам та тĕрĕслесе курман. Мăрзабай, ăна пĕр вăхăтра ял çине кăларса, ун урлă Со-вет ĕçĕсене пĕлсе тăма шухăш тытнăччĕ. Тимук, хуçа ирĕкĕнчен тухса, темскер вăрттăн хăтланчĕ. Çавна курсан, хуçа унран пачах сивĕнчĕ.
Пĕлтĕртенпе Мăрзабай тарçă тытми пулчĕ. Мĕне кирлĕ? Хуçалăхшăн мĕн чул тăрăшсан та, ишĕлсех пырать вăл. Власть тени пуянсене пĕтерсе чухăнсене аталантарасшăн. Мăрзабайсен тивĕçне йышăнмарĕ çĕнĕ власть. Хăтланччăр! Мăрзабай та вăтам хресчен картĕнчен иртмесĕр хăйне кирлĕ таран çех тырă акса пурăнма пултарать. Çав шухăшпа вăл кăçал Хăмăшла таврашĕнче çеç тырă акрĕ. Пурăнма та çемйипех çавăнта куçма шутлать.
Тимука та тек тарçăра тытмĕччĕ Мăрзабай, ăна тӳпе парсах кăларса ярĕччĕ, анчах Укахви килĕшмест. Тимукĕ хăй те ниçта каясшăн мар.
Тимук ăс-халне Мăрзабай пĕлмест çав. Тимукĕ Мăрзабай хуçалăхĕ пирки хуçаран та ытларах çунать-мĕн. Кăмăлпа темле кулакран та кулакрах вăл. Ахальтен мар, Хаяр Макарпа пĕрлешсе, Колчак патне хуçа укçине шы-рама кайрĕ. Тĕрмерен таврăнсан та, Мăрзабай пурлăхĕшĕн хуçаран ытларах тăрăшрĕ Тимук, молотилкăпа çын валли авăн çапса, хуçа акса ӳстернинчен те ытларах тырă пухрĕ. Хуçашăн мар, хăйшĕн тăрăшрĕ Тимук, лара-тăра пĕлмерĕ.
Хуçалăх малашлăхĕ пирки Мăрзабай пек иккĕленмест вăл. Ял пуянне нимле революци те пĕтерес çук. Хресчен хушшинче пĕртанлăх нихçан та пулмасть вăл. Кашнин, калăпăр, пĕр лаша, пĕр ĕне, пĕр теçеттин çĕр пултăр. Лаши те, çĕрĕ те тĕрлĕ пулать. Çынни тесен, вăл тата ăраснарах: пĕри ĕçчен, тепри наян, пĕри ăслă, тепри ай-ван. Пасара кайеан та, кашниех хăйне хăй тĕрлĕрен тыткалать. Пĕри йӳнеçтерет, тепри йӳнеçтерме мар, кĕсъери укçине те çухатса хăварать... Власть пуянсене хĕсни ĕмĕр çапла пулмасть вăл. Вăрçă пĕтсенех, пурнăç хăй картне ларать. Ял пуянĕ çĕнĕрен саркаланать вара.
Мирски Тимука калаçтарсан, çапла сăмахлĕччĕ вăл, Анчах ку тискере калаçтарма пĕлекен çын тĕнчере çуралман-ха. Ун варлă тусĕсем те — Смоляковпа Хаяр Макар — Тимук шухăшне пĕлмеççĕ. Мăрзабай пачах пĕлмест.
Малтан Мирски Тимук Назартан хăраса тăчĕ. Назарĕ çавах та тăрăичĕ. Каярахиа, шуррисем çĕнĕрен çывхара пуçласан, Тимук татах тăхтарĕ. Кивĕ власть таврăнсан, хуçа каллех вăй илĕ те хăйĕн намăссăр тарçине тем туса хурĕ. Хĕрлисем çĕнтерччĕрех ĕнтĕ. Вара, мĕн пулсан та, Совет влаçĕ батрака хӳтĕлетех... Çапларах шухăшласа, çуркуннеччен кĕтес, терĕ Тимук. Çуркунне, юлташĕсемпе пĕрле пăртак йăнăшса, тĕрмене лекрĕ.
Кĕр енне тĕрмерен тухса яла таврăнсан, Тимук хыпалансах ĕçе тытăнчĕ. Шăпах вăхăт çитнĕ. Хуçа хăй килте пурăнмасть. Совет влаçĕ, мĕн тесен те, тепĕр çулталăка пырать-ха. Çулталăк хушшинче тем те тума пулать.
Еçсем юриех тенĕ пек Мирски Тимукăн ĕмĕтсĕр кăмăлне майлă пулса пычĕç. Наçтук сасартăк вилсе кайни те Тимук кĕтнĕ куна çывхартрĕ, ăна юлашки утăм тума пулăшрĕ. Хуйхăпа анранă хуçан ирĕкне пĕр сăмахпах çапса хуçас терĕ Тимук.
Касански кунĕ çитсен, кăвак сатин кĕие тăхăнса, пуçне елей сĕрсе, хуçа чĕнмесĕрех кĕчĕ Тимук шалти пӳлĕме. Кулинепе амăшĕ праçникле тумланма хăрарĕç. Мĕн тесен те, Наçтук вилнĕренпе уйăх та иртмен-ха. Укахви тулти пӳртре ирхи апат хатĕрлеме пуçларĕ, Кулине алăк хăлăпне тытса чĕтресе тăрать. Шалти пӳртре ашшĕ кăшкăрма тытăнсанах, тухса тарать вăл. Укахви тарма шухăшламасть, Кулине телейĕшĕн йӳтенĕ упăшкипе çапăçма та хатĕр. Тен, çавăнпа вăл çатма аврине алăран ямарĕ.
Пĕр вунă минут та иртрĕ ĕнтĕ Тимук шалти пӳлĕме кĕнĕренпе. Кăшкăрашни илтĕнмест. Кулине хăюланса çитрĕ, шалти пӳрт алăкĕ патне пырса итлеме пикенчĕ. Амăшĕ ăна çатма аврипе юнаса хăваласа ячĕ. Кулине ашшĕ кăшкăрасран хăранăччĕ. Халь Укахви шалти пӳртре ним сасă илтĕнменрен хăраса ӳкрĕ. Вăтăр çул хушшинче упăшкине лайăх пĕлекен пулнă ĕнтĕ вăл. Ытла хытă кӳренсе вĕчĕрхенсен, кăшкăрмасть Мăрзабай. Эрне хушши никампа сăмах чĕнмест. Пĕлтĕрхи пек, «пусап!» тесе кăшкăринччĕ, иçмасса.
Мăрзабай кăшкармарĕ. Тата кăшт вăхăт иртсен, алăк уçăлчĕ. Кил хуçи инçе çула кайма хатĕрленнĕ çын пек ăшă тумланнă. Тулти пӳртре никам çине пăхмарĕ, сăмах чĕнмерĕ. Хуçа тула тухсан, хĕрарăмсем, шалти пӳрте кĕрсе, хăйшĕн хăй евчĕ пулнă качча хупăрларĕç:
— Мĕн каларĕ? Ма кăшкăрмарĕ? Аçта кайма хатĕрленчĕ?
— Чимĕр-ха, чимĕр! Сирĕнсĕр те анранă сурăх пек анраса кайрăм, — кăчăртатрĕ Тимук, вырăнтан хускалмасăр.
Укахви вĕтеленсе ӳкрĕ, çенĕке васкарĕ, килкарти енчи алăка кăшт çеç уçса сăна пуçларĕ.
— Мĕн терĕ çапах та? Эс пирĕн хушăмăрта мĕн пулнине пĕтĕмпех каламарăн пуль-ха?! — пăшăрханса тĕпчерĕ Кулине.
Тимук çумĕнчи хĕре çилĕпе тĕртсе ячĕ.
— Ухмах! — кăшкăрчĕ вăл. — Мĕн пулнине мар, мĕн пулманнине те каларăм. Кулине хырăмĕнче манран ача юлчĕ, терĕм. Çапла хăратмасăр сан йӳтенĕ аçупа килĕштереймĕн. «Кулине каччи мар эс, Укахви каччи», терĕ вăл малтан. Эп ача пирки асăнсан, шăлне çыртрĕ вара.
Çенĕкрен таврăннă Укахви Тимукăн юлашки сăмахĕсене илтсе юлчĕ. Никамран вăтанман хура сăнлă хĕрарăм темшĕн хĕремесленсе ӳкрĕ халь.
— Пыр-ха, аçу лаша кӳлет. Аçталла тухса кайнине сăна, — тесе, хĕрне пӳртрен кăларса ячĕ. Унтан, Тимукран та чылай çӳллĕрехскер, пулас кĕрӳшне çухаран лăскарĕ.
— Çырт эс чĕлхӳне, — чашкăрчĕ Укахви. — Калаçман чух упа эс, калаçнă чух — тĕве. Ытлашши калаçсан, çăварна минтерпе хупласа вĕлерĕп.
— Эпĕ мар, эпĕ мар, Укахви. Хăй çапла каларĕ, — çинçе сасăпа анрашрĕ Тимук.
Çав вăхăтра хапха чĕриклетрĕ. Тимук, урама чупса тухса, Мăрзабай ăçталла кайнине курса юлчĕ.
«Пĕчĕк кĕпер урлă мар, пысăкки урлă каçрĕ, Весуккана, Мулла патне, кайрĕ пулмалла», — шухăшларĕ вăл.
— Ача юлнă тесе çеç килĕштерме пулчĕ ăна. Урăх нимпе те килĕшместчĕ вăл, — терĕ Тимук, пӳрте хĕрарăмсем патне таврăнсан.
— Атте килĕшрĕ-и? — хĕпĕртерĕ Кулине.
— Килешрĕ пуль. Тухса каяс умĕн пĕр сăмах çеç каларĕ: «Хăтланăр!», — терĕ.
Мăрзабайăн тепĕр сăмахне хĕрарăмсене каламарĕ Тимук. «Йытăлла хăтланăр!», — тенĕччĕ лешĕ. Тата пĕр-ик сăмах та каларĕ вăл венчетсĕр кĕрӳшне. «Хăмăшлана пырса кĕме ан шутла. Берданка валли кашкăр етри туян-тăм», — терĕ. Кил хуçи хапхаран нихçан таврăнас çукла тухса кайнине Тимук хăй кăна ăнланчĕ. Хĕрарăмсене ун пирки халлĕхе каламасан та юрĕ.
— Хăтланăр, терĕ-и? Мĕн хăтланăпăр ĕнтĕ халь? Сакунеччен венчет туса, туй туса ĕлкĕрĕттĕмĕр, — ырă мар. Пĕр хĕре пытарнă хыççăнах теприне качча парса туй тума юрамасть. Васкамăттăмăр та... тен, Тимук суи чăна тухĕ, — йăвашланнă сасăпа халь тин аптраса кайрĕ Укахви.
— Венчет тумастпăр, туй тумастпар, — терĕ Тимук, Укахвине пӳлсе. — Совет кĕнекинче çырăнса, Кулинепе иксĕмĕр çĕнĕ саккунпа пурăнма пуçлатпăр. Хăçан çырăннине, хăçан ача юлнине никам та пĕлеймĕ.
Çапла вара, Чулçырмара çĕнĕ законпа мăшăрланса пурăнас йăлана Мăрзабай хĕрĕпе ун тарçи пуçласа ячĕç. Тимук хăй турра ĕненмест пулин те, Хĕрлĕ Çар татăклă çĕнтертĕр, Совет влаçĕ ĕмĕрлĕхе пултăр тесе, чĕркуçленсе кĕлтăвакан пулчĕ.
Тем те пулать иккен çут тĕичере. Ырă хĕвел çутипе усал чĕрчун та ырă курасшăн.
Мăрзабай хапхаран, чăнах та, Весуккана каяс шутпа тухнăччĕ. Кĕпер патне çакшухăшпах çитрĕ вăл. Ун кăмăлĕ кĕпер урлă каçсан та улшăнманччĕ. Çул юппине çитсен те, авалхи тусĕ патне каяс шухăша пăрахмарĕ-ха Мăрзабай. Çапах кунта вăл лашине Весукка еннелле мар, урăх еннелле тытрĕ.
«Ара, Ыхраçырмипе Весуккана Курăкхăви урлă та кайма пулать вĕт», — шухăшларĕ вăл.
Ыхраçырминче Мăрзабайăн амăш енĕпе хурăнташ пур. Çул май çавăнта кĕрсе тухма шухăш тытрĕ-ши килĕнчен тухса тарнă Чулçырма нуянĕ? Çук. Сасартăк Çимуна курас килсе кайрĕ ун...
Кивĕ тĕнче ишĕлсе пĕтме пуçларĕ пулин те — Мăрзабай ăшĕнче пурăнатчĕ-ха вăл. Халĕ ак Тимук çу сĕрнĕ пуçне аллипе сăтăркала-сăтăркала мăкăртатнă хушăра ăшри тĕнче сасартăк ишĕлчĕ. Тĕлĕнмелле: Мăрзабайăн нумай тарăхнă чунĕ çапах та çав ишĕлчĕк айне пулмарĕ. Пирвайхи самантра темле тыткăнран хăтăлса ирĕке тухнă пек туйăнчĕ ăна. Каярахпа тин чунĕ ырата пуçларĕ. «Атте пурлăхне ĕмĕр тăршшĕпех çăткăн Тимук валли упраса аталантарма тăрăшрăм-и? Усал çын ирĕксĕрлесе, пусмăрласа тенĕ пек, кĕрӳ пуласшăн. Пуласшăн мар, пулнă!.. Еркĕн кĕрӳ. Укахви çавнапĕлсех тăнă ĕнтĕ. Пĕлни кăна мар, еркĕн евчи пулнă пуль».
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...