Кĕпер :: Сурхурисĕр çĕнĕ çул
Çĕнĕ çула кăçал чулçырмасем çĕнĕлле кĕтсе илчĕç. «Сурхури» вырăнне ял тăрăх «спектакль» сăмах сарăлчĕ.
Спектакль тени малтан Лешеккинче пулчĕ вăл. Çавăнта Арланов ялти пĕтĕм çамрăк-кĕрĕме ертсе кайнăччĕ. Спектакльтен савăккăн шавласа таврăнчĕç йĕкĕтсемпе пикесем. Качака Матви çул тăршшĕпе: «Шире дорогу — Любим Торцов идет!» — тесе кăшкăрчĕ...
Халăха чăвашла спектакль кăтартма ĕмĕтленнĕ «хулари чăвашсем» тинех чăваш ялне те килсе çитрĕç. Лешеккинче вырăсла спектакль кăтартнă хыççăн Мăрзабай Çимунĕпе Мулла Анукĕ ытти артистсемпе пĕрле Куракхăвине таврăнмарĕç, Чулçырмана куçрĕç те çĕнĕ çула чăвашла спектакль хатĕрлеме тытăнчĕç.
«Репетици» сăмаха та юратрĕç чăвашсем. Кашни каç Шкула репетици тунă çĕре ушкăнĕпе çӳрекен пулчĕç.
Репетици вăхăтĕнче Çимун хăех Гордей Торцов та, режиссер та, суфлер та пулчĕ. Арланов халь Митя ятлă ĕнтĕ, Антонина Павловна — Любовь ятлă, унăн амăшĕ — Мулла Анукĕ. Качака Матвине Любим Торцов туса пăхрĕç.
Лешеккинче илтнĕ сăмахсене урамра вырăсла чиперех кăшкăрса çӳрерĕ йĕкĕт, репетици тунă чух вара вĕсене чăвашла та кирлĕ пек калаймарĕ, темшĕн вăтанса ӳкрĕ. Сасси те килĕшмерĕ ун, чăн та, качака сасси пек — çинçешке те пĕчĕк çурăк чан евĕрлĕ чĕтрет.
Самана Тимĕркки хăй Качака Матвине пĕр-пĕр режиссер пекех вĕрентсе пăхрĕ:
— Кăкруна ак çапла каçăрт, сассуна хытар, урмăштар, сулахай аллупа халăха сирме тăрăш, сылтăм аллуна, çӳле çĕклесе, малалла тăсса яр...
Анăçсăр артиста вĕрентнĕ май хăй çапла хăтланса, Тимĕркке куç умĕнчех улшăнчĕ, суфлер сăмахĕсене — те лайăх илтменнипе, те юриех — кăшт улăштарса кăшкăрчĕ:
— Пăрăнăр çул çинчен — Любим Торцов пуян пиччĕш патне хăнана килет!
Халăх, репетици вăхăтĕнче те çапла тумалла пуль тесе, Тимĕркке хăтланкаларăшне алă çупса йышăнчĕ. Мулла Анукĕ ăшне тытса лăхлатрĕ. Çимунпа Арланов савăнса ӳкрĕç.
— Пьесăри сăмахсене пăсмасăр калама вĕренсен, санран лайăх Любим Торцов хулара та тупаймăн, — терĕ Çимун.
Анчах Тимĕркке артист пулма килĕшмерĕ, хăйне хăех тиркерĕ вăл:
— Çук, çын сăмахне пăсмасăр калама пултараймастăп. «Замани» те сиксе тухма пултарать. Тата... тепĕр тесен, Совет влаçне сцена çинче те ĕçке ярăнма юрамасть.
Антонина Павловна Тимĕрккепе килĕшрĕ.
— Эпир спектакле хатĕрленнĕ вăхăтра Владимир Наумович чаршав умĕнче халăха сăмах калатăр, — терĕ.
Вара режиссерсем Качака Матвинех сассине хытарма, кăкăрне каçăртма вĕренте пуçларĕç.
Халăх çĕнĕ çул çитессе вĕтеленсе кĕтет. Вăл хăйне ытлашши кĕттермерĕ кăçал, васкаса килчĕ. Раштав хыççăн эрнерен килекенскер, кăçал раштавччен эрне маларах килсе çитрĕ.
Спектакль курма пынă çынсем шкул çуртне шăнăçаймарĕç.
— Çулла пулсан, урамрах сцена туса пĕтĕм яла спектакль кăтартаттăмăр. Халь мĕн тăвар ĕнтĕ? Куракхăвинче те, Лешеккинче те капла пулмарĕ. Чулçырмара пĕтĕм ял спектакль курма йăтăнасса шутламанччĕ эпир, — савăнчĕ те, пăшăрханчĕ те Çимун.
Анчах тултисем алăк çĕмĕреççĕ-ха. Вара Тимĕркке, шкултан тухса, тултисене ӳкĕтлеме пикенчĕ.
— Лăпланар, юлташсем. Спектакль курма килнĕшĕн тав сире... Эсир те курмасăр юлмăр. Ыран сирĕншĕнех тепĕр хут кăтартăпăр, паян курнисене урăх кĕртмĕпĕр...
— Суймастăн-и, Тимĕр пичче?
— Совет влаçĕ нихçан та суймасть!
Малтан Çимун шăналăк умне тухса сăмах каларĕ: çĕнĕ çулпа çĕн календарь, çĕнĕ стиль пирки ăнлантарса пачĕ. Çĕнĕ çул васкаса килнĕшĕн никам та кӳренмерĕ, алă çупсах йышăнчĕç ăна.
Мăрзабай Çимунĕ шăналăк хыçне чăмсан, мала Самана Тимĕркки тухса калаçрĕ. Ана Мулла Анукĕ пĕр çур сехетрен кая мар, «артистсем сухал çыпăçтарса, пит-куç хуратса-шуратса хатĕрленсе çитиччепех» калаçма хушрĕ.
— Вăхăт çитсен, систерĕп, — терĕ.
— Юлташсем! Совет влаçĕ Чулçырмара та, пĕтĕм Самар кĕпĕрнинче те, пĕтĕм Раççей çĕршывĕнче те ĕмĕрлĕхе çирĕпленчĕ...
Малалла Тимĕркке фронтри çĕнтерӳсем пирки тата фронта ăшă тумтир пухса ăсатасси пирки каларĕ. Анчах ĕмĕр власть умĕнче çăвар уçма хăраса пурăннă халăх халь сăмах чĕнмесĕр лармарĕ.
— Юрĕ-ха, Тимĕр пичче, кун пирки эс пирĕнпе кулленех калаçатăн. Халь пире ху Фальшина мĕнле йĕрлесе тытни çинчен каласа пар-ха. Суд пулнă-и, пулман-и?
— Ма çав тăшмана персе вĕлермеççĕ?
— Çăпата Михалине вăлах вĕлернĕ, теççĕ вĕт.
— Шатра Миккана та вăл çапса антарнă та çыран айне пăрахнă, теççĕ. Чăнах-и?
Çапла шавлакаласа, халăх Тимĕрккене паянхи ялти ĕçсем пирки те калаçтарчĕ. Лешĕ чаплă оратор пекех хĕрсе кайрĕ.
— Шатра Микка тетĕр-и? Кам вăл Шатра Микка? Пĕлместĕп! Курман, илтмен! Никифор Иванчă Романов пур пирĕн, герой! Елĕк вăл юмах ярса йăпататчĕ сире. Халĕ вăл хамăр пурнăçа юмахри пек тăвасшăн икĕ хутчен хăй ирĕкĕпе çапăçма кайрĕ, ялта та, кунти тăшмансемпе кĕрешсе, виçĕ хутчен вилĕме куçран пăхрĕ. Карательсем хăйне чĕр юн туса хĕненĕ чух та Совет влаçне мухтама чарăнмарĕ... Шатра Микка тесе хурласа каламастăр та-ха, çапах та Шатра Микка мар, Хитре Микка вăл пирĕншĕн. Кашнийĕнех çавăн пек пулма тăрăшас пулать... Фальшин пирки пĕлес тетĕр пулсан, фалынинсен шалчи тулчĕ ĕнтĕ. Суд тума Никифор Иванчă сываласса çеç кĕтеççĕ...
— Хаяр Макара ма хупнă тата? Вăл çын вĕлермен пуль-ха?
— Фальшинсен шалчи тулчĕ, темерĕм-и сире! Фальшинсем, хаярсем — пĕр киреметрен тухнă усалсем. Пĕр вĕренпе çыхăннă вĕсем, пĕр хут çине çырнă ячĕсене...
Хĕрсе кайнă Тимĕрккене Анук темиçе хут та, чаршав хыçĕнчен алă тăсса, сăхман аркинчен турткаларĕ. Лешĕ çаплах сисмест. Чаршав уçăлнине тăруках чухламарĕ вăл, халăх кулса алă çупма тытăнсан тин шăналăк хыçне пытанчĕ.
Тимĕркке спектакль пĕтиччен кĕтсе тăмарĕ, хăйĕн çĕнĕ тусне çĕнĕ çул каç ячĕпе кайса саламлас терĕ.
Микка сывала пуçланă пек, паян аташмасăр калаçрĕ. Тимĕркке калаçтарма васкамарĕ ăна. Каçхине шкула каяс умĕн, Паçука шанмасăр, чирлĕ çын патне хăйĕн карчăкне кайса ларма хушрĕ.
— Çын пырса кĕрсен, Миккапа ан калаçтар, çирĕпленсе çиттĕр кăшт, — терĕ вăл.
...Чăвашсен тухтăрĕ Мулла Хрулкка Чулçырмана Тимĕркке «кашкăр йĕрлесе» таврăничченех пырса çитрĕ. Вăл вĕриленсе аташса выртакан çынна çĕр урайлă пĕчĕк тăм пӳртре хăварасшăн пулмарĕ. Алăка уçсанах, унта сивĕ сывлăш пур кĕтесе пырса çапать. Ятрус тухтăр хушнипе, Миккана Анук пӳртне, Арланов патне, куçарчĕç, шалти пӳлĕмри учитель вырăнĕ çине вырттарчĕç.
Чулçырмара эрне пурăнса кайрĕ Ятрус Хрулкки.
— Такам ĕнсерен йывăр япалапа танклаттарнă ăна, вара, вилнĕ тесе, пăрахса хăварнă. Нумай вăхăт иртсен, уçă сывлăш тăна кĕртнĕ Миккана. Анчах вăл, çĕр çинче, юр айĕнче темиçе сехет выртса, ӳпкине шăнтнă. Чĕри парăнмасан, сывалма пултарать, — терĕ вăл каяс умĕн, эмел парса хăварчĕ, кирлĕ пулсан, хăйне татах чĕнтерме хушрĕ.
Ятрус Хрулкки, вăл мĕн чул ăста тухтăр пулсан та, суда хут çырса ĕнентерме пултараймасть. Çавăнпа Микка чирне Куракхăвинчен врач илсе килсе тĕрĕслеттерчĕç. Вĕреннĕ тухтăр та Ятруспа килĕшрĕ, кирлĕ хут çырса пачĕ.
«Замана! — шухăшларĕ Тимĕркке шкултан Микка патне васкаса утнă май. — Чахрун Мишши çывăх тăван маншăн. Анчах ăна кам та пулин ĕнсерен танклаттарнă пулсан, çапла вĕчĕрхенмĕттĕм. Микка ют çын маншăн, çапах темле тăванран та хаклă. Пурнăçра пĕр çулпа утакан çынсем — пĕр-пĕрне тăванран та тăван иккен. Ахальтен мар пĕрне-пĕри «юлташ» тесе чĕнетпĕр. Ку Ленинăн юратнă сăмахĕ, теççĕ. Уншăн Шатра Микка та, Самана Тимĕркки те çывăх тăван пекех — юлташ.
...Пӳрт алăкне уçсан, Тимĕркке тĕлĕнсе хытса кайрĕ: шалти пӳрт алăкĕ яр-уçă, пӳрт тулли вĕт-шакăр ача. Тултан кĕнĕ çын еннелле никам та çаврăнса пăхмарĕ, пурте шăпăрт кăна çăвар карса лараççĕ. Пĕр çын сасси çеç илтĕнет. Микка хăй вырăнĕ çинче юмах ярса ларать иккен.
Тимĕркке шалти пӳрте кĕмерĕ, тулти пӳртре Паçукпа юнашар пырса ларчĕ, йĕри-тавра пăхкаларĕ: Мархва курăнмасть. Чăмăрне çĕклесе Паçука юнарĕ вăл. Лешĕ, Тимĕркке умĕнче хăйне тӳрре кăларас тесе, хăлхаран пăшăлтатрĕ:
— Иксĕмĕр те ним тăваймарăмăр. Çĕнĕ çӳл çитнине пĕлсен, ашшĕ ывăл ачана курасшăн пулчĕ, вара Ваççана кӳршĕсем тăрăх чуптарчĕ, юлташĕсене пухма хушрĕ, юмах ярса парап терĕ. Мархва инке санран хăраса тухса шурĕ...
Тимĕркке алă сулчĕ те хăй те ачасемпе пĕрле юмах итле пуçларĕ.
«Ахалех пăшăрханатăп. Самайланать ĕнтĕ çынни. Хăвăртрах сывалтăрччĕ», — шухăшларĕ вăл.
Юмах сăмахĕсем кĕçех мĕнпур шухăша пуçран хĕссе кăларчĕç. Юмах пуçламăшне илтейменшĕн ӳкĕнчĕ Тимĕркке, мĕн илтнине вара ĕмĕрлĕхе астуса юлчĕ.
— «...Çук, вилмен ун чух Чапай-паттăр Урал шывĕнче, — тарăн юханшыв пек лăпкă юхать Миккан хулăн сасси. — Тăшман пулисем пăт та пат! шăт та шат! ун пуçĕ тавра шыва тăрăннă. Чапай малаллах ишнĕ. Сулахай енчен командирпа юнашар чăваш ачи, сылтăм енчен вырăс ачи ишнĕ, иккĕшĕ ик енчен Чапай пуçне алăпа хупласа хӳтĕленĕ. Урал шывĕн варрине çитсен, пĕр пуля чăваш ачин аллине, тепри вырăс ачин аллине кĕрсе ларнă. Вара чăваш ачи сылтăм енне, вырăс ачи сулахай енне куçнă та суранланман аллисемпе каллех командир пуçне хӳтĕленĕ. Пăрлă çумăр пек ӳкнĕ пульăсем. Урал шывĕн леш хĕррине çитме çуррин çурри юлсан, пĕр пуля чăваш ачин пуçне пырса тивнĕ, тепри вырăс ачин пуçне шăтарнă. Чапай-паттăр вара пĕчченех тăрса юлнă. Усал тăшмана улталанă вăл, кăвакал пек, шыва шаларах чăмнă та ун куçĕнчен çухалнă.
Çавна курсан, хасарсен енералĕ мухтанма тытăннă: «Эп Чапая пĕтертĕм, ăна Урал шывĕнче путартăм», — тенĕ.
Çук, вилмен Чапай-паттăр, вăл шыва шаларах чăмнă та Урал шывĕн тепĕр хĕрринчи хăмăш хушшине пырса тухнă. Çавăнта вăл, шывра пытанса, хăмăш витĕр сывласа, каçчен ларнă. Каç пулсан, Чапай-паттăр шывран тухнă та варман еннелле утнă, чупа-чупа ăшăннă, йĕпе кĕпе-йĕмне типĕтнĕ.
Çĕрĕпе вăрман урлă хĕвелтухăç еннелле утнă. Чапай-паттăр. Хĕвел тухнă çĕре, вăрмантан тухса, çеçенхир варрине çитнĕ. Çавăнта ăна шур сухаллă çĕр çулхи Кăркăс мучи хирĕç пулнă.
— Саламалик, Чапай-паттăр, Хĕрлĕ Çарăн мухтавлă командирĕ, — тенĕ Кăркăс мучи. — Тав сана байсемпе паттăр çапăçнăшăн, Ленин сăмахне итлесе, чухăн кăркăс халăхне те, вырăс халăхĕпе пĕрлештерсе, телейлĕ тума тăрăшнăшăн. Çĕр каçа вăрман урлă утса ывăнтăн пуль. Ларса кан, Чапай-паттăр, кăмăс ĕçсе вăй ил, — тенĕ.
— Ĕлĕкхинчен те вăйлăрах ĕнтĕ эпĕ халь. Эх, кĕмĕл хĕçĕм çук, — тенĕ Чапай-паттăр, кăмăс ĕçсе вăй илсен.
— Хăвăн сăмахна кайран калăн, Чапай-паттăр, халь ман сăмаха итле, — тенĕ шур сухаллă Кăркăс мучи. — Эсĕ шывран тухса хăтăлнине пĕр усал çын курнă, çав усал çын хасарсен енералне кайса систернĕ. Пин те пĕр юланут, кунĕн-çĕрĕн кустарса, пĕтĕм тавралăха тустарса шыраççĕ сана халĕ.
Çапла каланă та шур сухаллă Кăркăс мучи çул çине тăсăлса выртнă, çĕр сассине тăнланă.
— Инçе мар вĕсем, сăн усал тăшманусем, — тенĕ Кăркăс мучи, ура çине тăрсан. — Кĕç-вĕç вăрмантан килсе тухĕç. Хытă чупаççĕ хасарĕсен учĕсем, анчах кăркăс халăхĕн çилçунатлă урхамахне хăваласа çитеймĕç. Санăн пулĕ çав урхамах, анчах çавăншăн эс çын куçне курăнмасăр пурăнма килĕш. Ăçта вĕçтерсе кайĕ сана урхамах, çавăнта пурăн. Хĕрлĕ Çара питĕ йывăр килнĕ чух çеç эс урхамах утланса тăшман умне пырса тухăн, ăна хăваласа аркатса тăкăн. Паян-ыран çеç мар, ĕçхалăхне кирек хăçан тăшман килсе хупăрласан та, эс çаплах çилçунатлă урхамахпа Хĕрлĕ Çара тăшмана аркатма пулăшăн. Килĕшетни çаплах хăтăлма, Чапай-паттăр? Иыхрас-и çилçунатлă урхамаха? — тесе ыйтнă юлашкинчен шур сухал-лă Кăркăс мучи.
— Хисеплĕ шур сухаллă Кăркăс мучи, — тенĕ вара Чапай-паттăр. — Эп вилĕмрен хăрамастăп. Хасарсенчен нихçан та тарманччĕ, халĕ те тармăттăм. Кĕмĕл хĕçĕм пулсан, эп пĕччен те парăнмăттăм усал тăшмана. Анчах кĕмĕл хĕçе эпĕ хамăн юлташа Иван-паттăра парнелерĕм. Юрĕ, эппин, шур сухаллă Кăркăс мучи! Çав Иван-паттăр ман вырăна дивизи командирĕ пултăр. Халăх телейĕшĕн эпĕ юлташсен куçне курăнмасăр пурăнма килĕшеп. Чĕн, эппин, урхамахна.
Çав вăхăтра пин те пĕр юланут, Чапай-паттăра йĕрлесе, вăрман хĕррине килсе тухнă. Шур сухаллă Кăркăс мучи çут тĕнчене çурса шăхăрса янă вара. Çав самантрах кăркăс халăхĕн чи пысăк кĕтĕвĕнчи çилçунатлă урхамах Чапай-паттăр умне килсе тăнă. Хăй юр пек шурă, çамки çинче — хĕрлĕ çăлтăр пек хĕрлĕ пăнчă.
Чапай-паттăр шур сухаллă Кăркăс мучие ыталаса чуптунă та, кăшт хурланса, çапла каланă:
— Эх, тăванăм, шур сухаллă Кăркăс мучи! Тавтапуç сана çилçунатлă урхамахшăн. Анчах хамăн кĕмĕл хĕçĕмсĕр, хурçă пăшалăмсăр тăшмана епле хăваласа аркатăп-ши? Хĕçпăшалсăр урхамахпа тарса хăтăлма çеç пулать. Нухайккапа тăшман пуçне касаймăн, пӳрнепе шаклаттарса вĕлереймĕн ăна.
— Ан кулян, Чапай-паттăр, — тенĕ шур сухаллă Кăркăс мучи, — Шурă урхамах сана катари кăркăс çĕршывĕнчи шурă ту айккине илсе кайĕ. Çавăнта эс пĕрре сулса пин тăшман пуçне касакан кĕмĕл хĕç тупăн, пĕрре персе пин тăшмана вĕлерекен хурçă пăшал тупăн. Ан ман тульккă ман сăмаха: тăван çĕршыва йывăр килсен, тăшман ăна тапăнсан, ĕççыннисем сан ятна асăнĕç.
Чапай-паттăр урăх пĕр сăмах та чĕнмен, шурă урхамах çине сиксе ларнă та хĕвелтухăç еннелле вĕçтернĕ. Шурă çавраçил пек çеç курăнса юлнă вăл Кăркăс мучи патне çывăхаракан тăшмансене...
Çавăнтанпах Хĕрлĕ Çара йывăр килнĕ чух Чапай-патăр ятне асăнаççĕ хĕрлĕ салтаксем. Çав самантрах шурă çавраçил килсе тухать. Çивĕч куçлăраххисем çеç кураççĕ: çавраçил мар вăл, Чапай-паттăр çилçунатлă урхамахпа кустарса хăвалать тăшмансене. Хĕле кĕрсен, тăтăшах тăман тухкаларĕ, Хĕрлĕ Çар тăшмана тинĕс патне хăваласа çитерчĕ, çитмĕл те çичĕ пин хасар плена илчĕ, ыттисене пурне те тинĕсе сирпĕтсе путарчĕ.
Эпĕ хам та пĕр çил-тăвăллă çаиăçура пултăм, хĕрлĕ çăлтăрлă çилçунатлă шурă урхамаха куртăм, юланутçине те палларăм: Чапай-паттăр пулчĕ вăл. Кĕмĕл хĕçпе тăшмансене касса вакларĕ, хурçă пăшалпа персе çунтарчĕ вĕсене. Тулькĕш калаçаймарăм эпĕ Чапай-паттăрпа. Тăшмана аркатса тăксанах, çилçунатлă урхамах, шурă çавраçил пулса, куçран çухалчĕ...»
Юмах пĕтсен те ачасем темиçе минут шăпăрт ларчĕç. Микка пичче тата юмах ярасса кĕтрĕç пуль. Çук, юмахçă урăх юмах ямарĕ, ларнă çĕртех сасартăк йăванса кайрĕ. Вара Тимĕркке мучи шалти пӳрте чупса кĕчĕ те ачасене пурне те пӳртрен хăваласа кăларчĕ.
Ирхине Тимĕркке, пар лаша умлă-хыçлă кӳлсе, Весуккана çын ячĕ. Елкĕреймерĕ Ятрус Хрулкки. Вăл Чулçырмана çитиччен Шатра Микка тепре тăна кĕмесĕрех вилсе кайрĕ...
Клубри çынсем пирвайхи спектакле, Анук пӳртĕнчи ачасем Шатра Миккан юлашки юмахне ĕмĕрлĕхе астуса юлчĕç.
Пин те тăхăрçĕр çирĕммĕш çул Чулçырмара çапла пуçланчĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...