Кăвак çĕмрен :: Тăшманăмăн тăшманĕ — манăн тус
Ĕнтрĕк.
Хĕвел анăçалла кайса, Сăрă шывĕ хĕрринчи йывăçсен тăррине ларчĕ.
Вăйлă çил вĕрет. Таврара сивĕ.
Юханшывăн сулахай енче такам хырăмпа шăвать. Аран-аран шăвать хăй, ăна-кăна нимĕне те асăрхамасть пулмалла, чулсем урлă, тункатасем урлă упалене-упалене каçать. Вăл епле малалла куçнине пăхса, ку çын тăнсăр тесе шутламалла. Ун хыççăн çĕр çине юнлă йĕр юлать.
Ĕнтрĕк иртсе пырать. Йывăç мĕлкисем те çухалма тытăнчĕç. Çапах та ку çын çаппа-çарамас пулнине лайăхах асăрхама пулать. Чим-ха, ара, тем тăхăннă пулас вăл? Çук, тум мар иккен ку. Унăн ӳт-пĕвĕ пĕтĕмпех юнлă йĕрпе витĕннĕ. Ку — йĕплĕ хулăпа çапнин йĕрĕ.
Этем çыран хĕррипе шăвать-шăвать те йывăррăн ахлатса илет.
...Çак вырăна, Сăрă шывĕн сулахай çыранне сылтăм енчен пĕр юланут каçрĕ. Учĕ тимĕр-кăвак, çăлтăр хушка. Юланутçи хăй пит капмарскерех мар, пуçне пысăк ялккас, хăй çине çухасăр кĕпе тăхăннă, ун çинчен халат уртса янă. Уринче — атă.
Çырма урлă каçсан, юланутçă Сăрă шывне май Улатăр хули еннелле çул тытрĕ. Сасартăк вăл хăй умĕнче тем мĕшĕлтетнине курчĕ. «Мĕн пулчĕ ку? — шухăшласа илчĕ çакскер. — Пурăш мар пулĕ те? Çук, пурăш пек мар». Çак вăхăтра вăл çын ахлатнине илтрĕ. Итлесе пăхрĕ. Çапла, çын ахлатать. «Этем пулчĕ-и вара? Тинкӳ кăна тухтăр çав», — терĕ те юланутçă утне малалла ячĕ. Тепĕр темиçе самантран вăл малалла йăраланакан çын патне пырса çитрĕ. Тĕлĕнсех кайрĕ: ара, этеме такам çав тери хытă хĕнесе пĕтернĕ, пĕтĕм ӳт-пĕвĕнчен юн сăрхăнать.
Юланутçă учĕ çинчен сиксе анчĕ те çак çын патне чупса пычĕ. Аллинчен тытрĕ, çĕклесе илме тăчĕ. Сасартăк вăл хăйне çирĕп алăсем çĕлен пек мăйĕнчен явакласа илнине туйрĕ. Ахăртнех, çак çын ăна тăшман тесе йышăнчĕ пулас, пур вăйне пухса, ăна-кăна нимĕн ăнланмасăр унпа кĕрешме тытăнчĕ. Лешĕ, учĕ çинчен сиксе анни, мăйне ярса илнĕ алăсене вĕçертме шутларĕ. Ик аллине ик еннелле карт! туртрĕ. Çук, вĕсене мăйĕнчен вĕçертеймерĕ. Вара вăл хăйне пăвакана янахĕнчен тĕксе хăй çинчен сирсе ярас терĕ. Анчах çав вăхăтра лешĕ тем кăшкăрса ячĕ те ăна хăй çине туртса ӳкерчĕ, тата хытăрах пăвса илчĕ.
Хытах пăвăннипе юланутçăн куçĕ çамки çинех сиксе тухасса çитрĕ. Халех мĕн те пулин шутласа кăлармасассăн вăл пурнăçпа сывпуллашмалла иккенне сисрĕ. Вара урисене хăй çине туртса илчĕ те леш этеме хырăмĕнчен пур вăйĕпе тапрĕ. Ахлатни илтĕнчĕ. Лĕнчĕрех кайнă этем çурăмĕ çине çаврăнса ӳкрĕ…
Вара юланутçă тарăннăн сывла-сывла ури çине çĕкленчĕ.
— Ухмахла вилни пулатчĕ-çке ку! — терĕ вăл, кăштах сывлăш çавăрсан. — Анкă-минкĕскер, эпĕ ăна çăлас тетĕп, вăл пур мана мăйран пăвать!
Вăл, ялккасне хывса, шыв хĕррине анчĕ. Ялккасĕпе шыв ăсса илчĕ, çĕрте выртаканнине сирпĕтрĕ. Лешĕ йăшăлтатса илчĕ те куçне уçрĕ.
— Çта эпĕ? — тесе ыйтрĕ вăйсăррăн.
— Вăрманта. Çырма хĕрринче, — хуравларĕ юланутçă. Лешĕ шăпланчĕ. Куçне хупрĕ. Анчах тепĕр темиçен самантран каллех уçрĕ.
— Упа ăçта кайса кĕчĕ? — ыйтрĕ майĕпен.
— Мĕнле упа?
— Леш, паçăрхи. Эпĕ ăна пăвса пăрахрăм. Вăл мана вĕлерме тăчĕ. Эпĕ ăна пăвса пăрахрăм.
«Ав мĕн иккен, — шутласа илчĕ юланутçă, — вăл ăна-кăна ăнкарайманскер, мана упа тесе шутланă. Пăвса пăрахрăм, тет. Юрать-ха, чăнах та пăвсах пăрахаймарĕ». Çапах та ăна лăплантарас терĕ. Çапла, çапла, упи выртать вăл. Эсĕ те лăпкăн вырт. Ак самайланăн.
— Сивĕ, — пăшăлтатрĕ леш çын.
Куна илтсен, юланутçă халатне хывса ăна çиелтен витрĕ. Лешĕ мĕскĕннĕн йынăшса ячĕ.
— Ыратать-им? — ыйтрĕ юланутçă. — Ăçта ыратать?
— Пĕтĕм шăм-шак ыратать. Вутра çуннă пекех.
— Çуннă пек пулĕ унта. Епле хĕненĕ те. Ара, кам сана, ырă çыннăм, çапла териех илемлетсе пĕтерчĕ?
Аманни ăна-кăна тавçăрса илмелĕх, асăрхануллăрах пулса хуравламалăх тăна кĕрсе çитеймен иккен. Вăл мĕн асне юлнине çеç каласа кăтартма пултарать. Унсăрăн çак йĕркесĕр самантра тӳррĕнех хуравламан пулĕччĕ.
Сывă этем хальхи саманара пĕр-пĕр сăмах каличчен хăй умĕнче тăраканни кам майлă çын иккенне ăнланма, ку маншăн тус-и, тăшман-и тесе сăнасарах пăхса илме тăрăшнă пулĕччĕ.
Ку вара печĕ-ячĕ:
— Шуйтан чурин, пĕтме маннă хĕрупраçăн çыннисем!
— Хĕрупраçăн? — тĕлĕнчĕ юланутçă. — Хĕрĕ мĕн ятлă?
— Укаслу.
— Укаслу? — кăшкăрса ячĕ юланутçă аслатиллĕ сасăпа. — Вăл ман тăшман пулмасассăн эпĕ Савантер те пулам мар! Эпĕ ăна тавăрасшăн çунмастăп-и?!
Анчах леш этем хирĕç чĕнмерĕ. Ахăртнех пит кансĕр пулчĕ пулас ăна.
Вара юланутçă, вăл камне пĕлтĕмĕр ĕнтĕ эпир, çапла шухăшларĕ: «Çула ахальтен тухмарăм иккен эпĕ. Тăшманăма тĕп тăвас, терĕм. Акă, тăшманăн тăшманĕ. Тăшманăн тăшманĕ — манăн тус, тенĕ. Ку çын манăн тус пулĕ. Анчах ăна малтан çăлса хăварас пулать». Вара шăппăн ыйтрĕ:
— Кам эсĕ? Ун аллине мĕнле майпа лекрĕн?
— Сюльдяшов, — хуравларĕ этем. — Эпĕ Улатăр хулин воеводи.
Иккĕмĕш ыйту пирки нимĕн те шарламарĕ.
«Эпĕ ăна çăлса хăваратăпах!» — терĕ Савантер. Ахăртнех шăпа хăй ăна çак çынпа тĕл пултарчĕ пулас. Ара, хула вăйпучĕ. Çав тери савăнса кайрĕ юланутçă. Ахальтен мар çав унăн çак çула тухасси килчĕ. Арăмĕ ӳкĕтленине те, амăшĕ йĕрсе юлнине те пăхмарĕ вăл. Вăрмантан килсе кĕнĕ хыççăн темиçе кунтанах чи лайăх кăралне илчĕ те, чи маттур утне утланчĕ те Укаслу çарĕ кайнă çулпа сиктерчĕ. Тĕнче тăрăх хавха çӳрет, теççĕ. Хавха ăна çул тупса пыма пулăшрĕ. Чылай кайран тухнă пул сассăн та Савантер хăйĕн çичĕ ючĕ Улатăр еннелле кайнине лайăх ăнланчĕ. «Улатăр хули! Улатăр хули!» — пĕр вĕçĕмсĕр шавларĕ унăн пуçĕнче. Вăл Укаслу çарне хăваласа çитмех пуçланăччĕ. Анчах кăшт ăслăрах пулас терĕ. Улатăра çитсе пынă чухне çулран пăрăнчĕ те кăнтăралла кайрĕ, хулана тепĕр енчен пырса кĕме шутларĕ. Ун шучĕпе Укаслу çарĕ Улатăрта чарăнса тăмалла. Çавăнпа асăрханас терĕ те ĕнтĕ вăл. Сăрă шыв хĕррине тухрĕ те тепĕр енчи çырана каçрĕ. Çапла, çак çыран хĕррипе кайса, вăл Саранск çулĕпе хулана кĕме ĕмĕтленетчĕ. Анчах Пӳлĕхçĕ ăна, акă, çак çынпа тĕл пултарчĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл ăна, хула вăйпутне, вилĕмрен çăлать. Анчах мĕн, епле-ха хула вăйпучĕ çакăнта лекнĕ? Э-э-э, ара, ку патька-патша лартнă вăйпут пулмарĕ пуль, императрица майлă çын пулчĕ пуль.
Халат айĕнче выртакан этем çак хушăра хуллен йăшăлтатса илчĕ:
— Çăлсам мана! Эпĕ сана тав тума пĕлĕп! Ылтăн айне тăвăп! — терĕ вăл.
— Çăлатăп, ырă çыннăм, çăлатăп! — лăплантарчĕ ăна Савантер.
Хăй вара шухăшларĕ: «Ăçта илсе каяс-ха ăна?»
Леш этем, ун шухăшне ăнланнăн, çапла каларĕ:
— Хулана илсе кай мана.
— Ара, унта кайма хăрушă! Пире яраççĕ те тытаççĕ!
— Çук, хулара — ман çынсем.
Ăнланать те, ăнланмасть те Савантер: епле-ха апла хулара вăйпут çыннисем? Вăйпучĕ хăй кунта. Ăна хĕнесе-вĕтсе пĕтернĕ. «Ку ман пуç валли мар», — терĕ те хăй васкама пуçларĕ.
— Часах кайăпăр ак. Манăн ут пур. Эсĕ ура çине тăраятăн-и?
— Пĕтĕм шăмшак ыратать, — терĕ Сюльдяшов. — Хĕнесе çĕмĕрчĕç мана.
— Епле-ха капла? — тĕлĕнчĕ Савантер. — Сан салтакусем ăçта? Пур пуль сан салтаксем?
— Мана хуларан ултавлăн вăрласа илсе тухрĕç. Çакса хăвараççĕ пуль, терĕм. Çук, хĕнесе çеç хăварчĕç.
«Капла мăшкăлласа хăварнинчен çакса вĕлерни лайăхрах ĕнтĕ, — шухăшларĕ хăй ăшĕнче Савантер. — Капла хăвах ĕмĕр тăршшĕпе тертленсе пурăнăн. Кун пек мăшкăла чăтса ирттерме е манма пулать-и вара! Анчах маншăн пулсан, эсĕ чĕрĕ юлни лайăхрах».
— Манăн сана ут çине лартас пулĕ, — терĕ Савантер. — Ларса пырайăн-ши?
— Ларса пăхам-ха. Анчах эсĕ мана çĕклесе ларт малтан. Савантер вăйпута пĕчĕк ачана çĕкленĕ пек йăтса илчĕ те учĕ çине лартрĕ. Çул çинче Сюльдяшов çинчен халачĕ ӳксе юлчĕ. Халĕ вăл çаппа-çарамас, катемпи пекех.
Савантере çав тери кулăшла пулса кайрĕ. Ара, шутласа кăларнă та-çке, амăш мĕнле çуратнă, çалла тăратса хăварнă. Çитĕннĕ çынна. Арçынна. И-и, хулара пĕлес пур, ӳке-ӳке кулĕç. Ĕмĕр манмĕç куна...
Анчах Савантер куллине кăтартас мар терĕ. Çапах вăйпут-çке. Вăл халатне илчĕ те катемпи пек ларакан Сюльдяшова унпа витсе ячĕ.
— Халĕ кайăпăр ĕнтĕ. Эпĕ утăма чĕлпĕрĕнчен тытам. Асту, йĕнер çинче ларса пыраятăн-и?
Хăй ăшĕнче çапла шухăшларĕ.
«Ӳксессĕн пайăн-пайăн вакланса кайăн. Темле турă та пухса этем тăвас çук вара санран. Хи-хи-хи-и-ик!»
Сюльдяшова кулма-и унта! Вăл йĕнер çинче аран ларса пырать. Суранĕсĕнчен юн сăрхăнать, вĕсем тăвар сапнă чухнехи пек ыратаççĕ. Тертленсе çитнипе вăл хăй çавăнпа халĕ хулана çитесси пирки çеç шухăшларĕ. Вунçичĕ çулхи хĕр хăйне çапла асап кăтартса пĕтерчĕ те...
Шăлне çыртса, вăйпут темиçе сăмах калама тăчĕ:
— Эпĕ ăна, ӳлексене, пурпĕр шыраса тупатăп... Эпĕ ăна пĕтереп...
Хуçи хыççăн тимĕр-кăвак ут малалла ярса пусрĕ. Сюльдяшов сурансем ыратнине чăтаймасăр ахлатса илчĕ. Малалла вара Савантер майĕпенрех кайрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...