Çавал сарăлсан :: 1. Хур кайăксем инçе вĕçсен те…
— Апла сан мĕншĕн кулянмалла? — ыйтрĕ Павел. — Çирĕп çын пултăн кăна.
— Так. Эс мана ăнланмарăн. Манăн та çĕршыва курас килет. Эс ав Германинче пулнă, Казахстанра виçĕ çул пурăннă. Эп — Çавалкасрах. Çемьеллĕ пулсан сăмсуна ялтан кăлараймастăн. Иртнĕ çулта сан пата пырас тесе те шухăшларăм. Унта мĕнле пурнăç? Пурте «целина та целина», теççĕ. Каласа пар хăть, атту тек манран ыйтатăн...
Павел кĕскен хăй çинчен каласа пачĕ, çав хушăрах Володьăран тăван колхозĕ çинчен ыйтса пĕлчĕ.
— Мухтанмаллиех сахал, çапах ĕлĕкхи мар. Трофим Матвевич юса пуçларĕ. Паян илтрĕн пуль? Мухтанать пăртак, çапах та çынсем юратаççĕ. Сăмах парсан тăвать вăл. Çавăнпа шанаççĕ ăна. Арçынсем юратсах каймаççĕ — ирĕк сахал парать. Хĕрарăмсем кун пек председателе Çавалкас курман, теççĕ. Ĕçлекен çынна пăшăрхантармасть. Так. Çынсене пĕлсех çитеймест-ха. Арăмĕ хыççăн кайкалать, — терĕ Володя.
Акă Салука та. Вĕтĕ шĕшкĕлĕх. Юнашарах юманлăх. Çак юмансене Павел çуралнă çул лартнă тетчĕ амăшĕ. Çăка пулсан çав хушăра кĕлет пĕренилĕх ӳсмелле, кусем халь пуслах тума та юрăхсăр. Ытла та çăра çав. Пĕрре те сайратман ĕнтĕ, çавăнпа начар ӳснĕ.
— Колхоз председателĕ сана хисеплет пулас.
— Эй, ун пурти-аври çурăм хыçĕнчех. Хăй шухăшланă пек тумасан, тăванне те хĕрхенмест.
Володя, ĕлĕкхинчен шутласан, улшăнманпа пĕрех.. Çăмăл шăм-шаклă вăтам пӳллĕ каччă. Пичĕ çилпе тата хĕвелпе тĕксĕмленнĕ. Сăмси ĕлĕкхиллех шĕвĕр те кăштах каçăр. Павела вăл чĕрĕп сăмси пек туйăнать. Сарă куçĕсем шухă, пĕр вырăнта тăмаççĕ. Янахĕ шĕвĕр. Калаçнă чух кулмалла та калаçмасть темелле, анчах çын хăтланăвне тĕрĕс ӳкерсе илни ирĕксĕрех култарать.
— Комсомол ĕçĕпе епле ĕлкĕретĕн? — ыйтрĕ Павел.
— Мĕн калас... Лена пулăшмасан, выговор хыççăн выговор туянмалла. Завьялов хĕрхенсех тăмасть.
«Мĕнле Лена» — ыйтасшăн пулчĕ Павел, анчах ытлашши кăсăкланни аван мар пек туйăнчĕ. Урăх вăл шарламарĕ.
Çӳрен тиха тухнăранпах юрттине чакармарĕ. Халь вăл чуппине татах вăйлатрĕ. Чĕрни тĕпĕнчен хăпăнса тухакан юр кĕмĕркисем каччăсен тумтирĕ çине пыра-пыра çапăнчĕç. Çуна та текех сулăнкалла сулăнмарĕ.
Йывăçсем те сайралчĕç.
— Çавалкаса та çитрĕмĕр, — пĕлтерчĕ Володя, чĕркуççи çине тăрса. Халь тӳрех пирĕн пата кĕретпĕр. Кĕçĕр килне ан та кай. Çуркуннеччен пурăн хамăр патрах. Ăшăтсан, куçу курĕ. Эпир аннепе çеç, Колька çемйипех вăрманта.
Павел чĕнмерĕ. Вăл тăван ялĕ çине савăнăçлăн тинкерчĕ.
4
— Аннушка, илтетĕн-и? Кунта ак чусран пӳлĕм каратăп, пулас арăма ухватсемпе, турчкасемпе кĕрешме вырăн пулчĕ те, — терĕ Павел, сăрĕ кайнипе тĕссĕрлене пуçланă пукан çинчен анса. — Хĕрне тупасси çеç юлчĕ. Этем хăй ĕмĕрĕнче виçĕ хут йăнăшать, теççĕ: пĕрре çуралнă чух, тепре авлансан...
— Сирĕн кăмака анине мĕншĕн урамалла кăларнă? — Павела чарасшăн пулчĕ Анна — Кунта асăрхамасан, турчка аврипе чӳрече кантăкне те çĕмĕрĕн, — ĕçлеме пăрахсах Павел патне пычĕ вăл.
Шурă чечеклĕ кăвак штапельтен çĕлетнĕ кĕпе çаннисене хĕр чавса таранах тавăрса лартнă. Вăрăм та хулăн çивĕтне пуçĕ тавра кăшăлланă. Тăтăшах сивĕ шыва чикнĕрен-ши, аллисем хур ури пек хĕрелсе ларнă.
— Мĕншĕн тетĕн? Ĕлĕк чăвашсем хăйсем мĕн çинине кӳршĕсем е пырса кĕнĕ çын курасран хăранă. Именнĕ эппин. Пуяннисем алăк патне вырăсла кăмака тутарнă, чухăннисем пирнешкел...
— Тупрĕ ăнлантармалли, — çиллененçи пек турĕ Анна. — Эпир пуян-им? Пирĕн кухньă вырăсла.
— Халь йĕрки çавнашкал кайрĕ. Пурте вырăсла тăваççĕ.
Павел стена çумне çакнă тĕкĕре тӳрлетсен, хăй çине чылайччен пăхса тăчĕ. Çирĕм ултă çул... Чĕрĕк ĕмĕр иртсе те кайрĕ. Пĕр-икĕ çул каялла, ав, эрнере пĕрре кăна хырăнаканччĕ, халь ĕнер çеç хырăннă пулин те, хура палăра пуçланă.
— Ăшăнмасть пӳрт. Иккĕмĕш çĕклем çунать, — калаçма пуçларĕ Анна. — Тусан тата. Ултă çул пурăнман пӳртре тусан ăçтан тухма пултарать?
— Чӳречерен кĕрет.
— Çапла пуль çав. Пуçăннă-пуçăннах, маччисене те сĕрсе пăрахас. Кур-ха, пĕренесем çине те тусан ларнă, — мунчалапа сăтăра-сăтăра илчĕ Анна.
Çавалкассем пӳрте шалтан штукатуркăламаççĕ. Пĕр тикĕс касса саваласа якатнă пĕренесем ахалех пӳрт ăшчикне илем парса тăраççĕ. Чăрăш пулсан — вĕсем шăратнă çу тĕслĕ, çăка-тăк — услам çу евĕр шурă. Кашни уявра тенĕ пекех хĕрарăмсем пӳрт сĕреççĕ. Кĕлпе е хăйăрпа сĕрнĕрен пĕренесем хушшинчи мăк та çийĕнсе пĕтсе курăнмиех пулать. Нумайăшĕсем халь те урайне сăрламан. Пĕрисем сăрланă урай сивĕ пулать, теççĕ, теприсем хĕрарăм канаса вĕренет, теççĕ. Сăрланă урая çума çăмăлрах.
— Пĕччен ĕлкĕретĕн-и? — Тен, пулăшма çын тупас? Атту сан фермăна та каймалла пуль?
— Эп каласах килтĕм. Каçченех ирĕклĕ. Çын та кирлĕ мар. Пĕр-пĕрне чăрмантарни çеç. Эс мана пĕр тăватă витре шыв ăçса кĕрсе пар та, урах ан чăрмăнтар, — хушрĕ Анна.
— Охо! Эс пулас упăшкуна тытма пултармалла, — кулчĕ каччă.
— Ура çинех пустарас çук. Ытлашши ан кул. Юлашки хут сĕрсе паратăп. Аннен хĕресна ывăлĕ тесе çеç. Авланан пулсан, хăвăртрах авлан, — тавăрчĕ Анна.
— Пыратăн-и? Хăть паянах юл, ан кай.
Хĕрĕн чакăр куçĕсем самантлăха чарăлса пысăкланчĕç. Вăл каччă шăл йĕрнине аван ăнланчĕ.!!
— Ак хĕртне турчкăпа авлантарам. Ăсса кĕр хăвăртрах, — çирĕппĕн хушрĕ хĕр.
Мăшăр витре йăтнă Павел васкасах тула тухрĕ.
Çăл хĕреснашшĕсен карти чиккинче. Тахçанах, колхозcем пуçланнă çулах, ăна Павел ашшĕпе хĕреснашшĕ пĕрлешсе алтнă. Кивĕ хăвăл çĕрсе кайнă ĕнтĕ, ăна хурăн пурапа улăштарнă. Пурине саваласах тунă. Çăл хуппи петлеллĕ, йывăç хăлаплă. Ăсмалли витрин вĕренне карта юпинчен кăкарнă, витрине шетĕрнек çине ӳпĕнтернĕ.
Кил хушшине юр хĕвсе тултарнă. Халь вăл самаях пусăрăннă. Ун çинче ура йĕрĕсем палăраççĕ.
Мăшăр витрепе иккĕ хутланă хыççăн Павел пӳрт маччи тăрне хăпарчĕ. Ура айĕнче типсе кайнă çулçăсем чаштăртатрĕç. Катан пирпе карса хунă чӳречерен кăшт çеç çутă кĕрет. Каррине уçас тесе, Павел хуллен кăна туртрĕ, çиппи татăлса та кайрĕ. Çĕрнĕ. Ăна амăшĕ хан виличченех çакнăччĕ. Сакăр çул иртнĕ унтанпа. Мăрье патĕнчех хуп лар: ĕлĕк унта тыр хуратчĕç. Пир вырăнне пӳрт çамки патнерех лартнă, каштисенчен темиçе хĕç çăкса янă. Вĕсен шăлĕсем хушшинче туллиех тусан, эрешменсем урлă та пирлĕ картасем карнă. Хултăрчăпа çĕрĕсен чĕресне каштаран çыхса лартнă. Ура айĕнчех сенĕксем, кĕреçесем. Вĕсене Павел çара кайиччен персе хăварнăччĕ.
Амăшĕн япалисене курсан, Павел чĕри сасартăк такам хестернĕн ыратса кайрĕ. Кунта вăл урăх тăраймарĕ, анса картишне тухрĕ.
Паян, çутăлнă-çутăлманах çитрĕç вĕсем Володьăпа. Чӳречесене çапнă чуссене хăйпăтса пӳрте кĕчĕç. Малтан кӳршĕсем кĕпĕрленсе тулчĕç, пĕри те, тепри те пулăшасшăн пулчĕ. Анчах каччăн пĕччен юлас килчĕ, вăл вĕсене эп кунта пурăнмастăп, кĕрсе çеç пăхас терĕм, тесе суйрĕ.
Вăл хăех, хăй аллипе пуçтарса тирпейлесшĕнччĕ. Анна сисрех. Халь, ав, пулашать.
Ĕлĕк, çара кайиччен, аслăк тăрне пусма хурса хăварнăччĕ: вырăнтах-мĕн, никам та тĕкĕнмен. Шăлĕсем çеç типнипе шултăркаса кайнă. Павел пусмана йăтса тухса пӳрт çумне тăратрĕ.
Павел килĕ кайри урамра, уй хĕрринче. Анкартийĕ Çавалăн сылтăм çыранĕ хĕрнех тухать. Çара кайиччен кунта электростанци валли пĕве пĕвеленĕччĕ. Ун чухне сарăлса кайнă Çавал анкарти юписене те илнĕччĕ. Вăйлă çумăр килчĕ те татса кайрĕ. Унтанпа ăна никам та пĕвелемен. ГЭС çурчĕ çеç тăлăххăн ларать.
Пӳрт умĕнчи йăмрасен турачĕсем сарăлса кайса мăрье патнех кармашнă. Умра тăван тавралăх.
Ял Çавал еннелле касса анакан виçĕ-тăвата çырма тăрăхне вырнаçнă. Çырмасем вăрмана тата çичĕ-сакăр юп пулса кĕреççĕ. Çуркунне вĕсем шавлă. Ĕлĕк шыв арманĕ те пулнă, çулла типсех лараççĕ. Чăх ури те пытанмасть унта. Авăрсемпе лупашкасенче те шыв чакать, вара ача-пăчасем йăрă та чее йăпăлтăк пулăсене алапа çеç мар, алпа та тытаççĕ.
Урамĕсем çырмасене пула кукăр-макăр. Пĕр урам теприн вĕçне пырса тăрăнать. Кил урлах çĕнĕ пӳрт. Ултă çул хушшинче пĕтĕм ял çĕнелсе улшăннă. Çĕннисене кашнинех шифер е шуç, е чус витнĕ. Кашни пӳртĕн пекех террасă, умĕнче те, хыçĕнче те пахчасем. Шăпăр евĕр çаралса юлнă чиесемпе ярпайса кайна улмуççисем халь кĕç-вĕç ешĕлленсе вăй илме пуçлассăн туйăнать.
Вăхăт — тĕлĕк. Васкавлă иртет вăл, васкавлă. Павел çара кайиччен кăна, ав, кӳршĕ хĕрачи Анна, кĕтессисем çĕтĕлсе кайнă, хĕрлĕ кăшман тĕслĕ портфель йăтса шкула чупатчĕ, халь вăтам шкултан та вĕренсе тухнă, хӳхĕм хĕр пулнă. Каччи кам-ши? Пурах ĕнтĕ. Унашкал хĕре кам куçĕ асăрхамĕ? Хитрене хĕрĕх çын куç хывнă, теççĕ.
Пăхать Павел ял çине, ытараймасăр пăхать. Пуçра шухăшсем.
Ял... Çын кунта çуралса ӳснĕ пулсан, унăн тĕлĕкри пек ачалăхĕ симĕс курăклă çеремпе нӳрĕк варлă çырмасенче, вĕтĕ шĕшкĕлĕхсемпе хĕрлĕ çупкăмлă пилеш ӳсекен вăрмансенче; яшлăхĕ айлăмлă-тăвайккиллĕ хирсенче, шавлă улахсемпе акатуйĕнчи пек вăйă картисенче иртнĕ пулсан — вăл яла манаймасть. Ăна аса илсенех сăмсана хурăн е çĕр çырли шăрши кăтăклать. Куçа хупсассăн та шурă шупăр тăхăнакан садсем, ырă шăршă кăларса симĕсленекен вăрмансем ума тухаççĕ. Камăн хăлхине килентермĕ-ши пар лаша шăнкăравĕ пек шăнкăрти шыв? Кама илĕртмĕ вут чулĕсем айĕнчен тапса тăракан иксĕлми çăл куçĕ? Камăн ăна ывăçласа ĕçес килмĕ шăрăх кунсенче?
Улăхра канашлăва пухăннă капансен шăччисем пуç çийĕпе иртсе пыракан пĕлĕтсене тупă пек тĕллеççĕ. Каллех вĕсем патне пĕр вун пилĕк çул каяллахи пек ачасен ушкăнĕпе кайса пытанмалла выляс килет.
Каçхине çул çинче илĕртекен çутăсем хулари евĕр каптăмăн та хутлă-çийлĕ мар, сайран, çуталакан хуртсене такам сапаласа пăрахнăн, ĕнтрĕкпе выляса çиçеççĕ. Мĕн тери ырă, мĕн тери илĕртӳллĕ пĕр çĕрте çухалакан, тепĕр çĕрте çĕнĕрен чĕрĕлекен çутăсене пăхса тăма! Вĕсенче илĕртекен канăçлăх, иртсе кайнă ачалăх, вĕсенче малалла чĕнекен пурнăç, вĕсенче тутлă ĕмĕтсем, пурнăçланман шухăшсем.
Ял... Пӳртсемпе сарайсем, анкарти-карта таврашĕ. Пĕр-пĕр ишĕлсе аннă карта сыпакне курсанах пӳрт-çурт малалла туртнине чăтаймасăр тевĕш пек татăлнăн туйăнать. Ăçта туртать, ăçта сĕтĕрет пӳрт картапа кăкарнă çĕре? Ăçта илсе каясшăн? Е ĕмĕрхи йăлана кăкарнă вĕрен çав тери çирĕп-и?
Çулсем иртĕç. Кун-çул малалла татах та хăвăртрах васкĕ, анкартисем те пӳртсенчен татăла-татăла юлĕç. Турта аврашки якалса, çийĕнсе пĕтнĕ пулсан, нумая пымасть, анчах халлĕхе вăл чăткалать-ха. Чăтать çеç те мар, туртать. Тепри унта колхоз ĕçне тухмасăр чакаланать. Ара, çири кĕпе кама çывăх мар? Хура куракла — хура пулсан та хамăнах.
Кĕреçепе тикĕссĕн каснă юр катрамĕсем йĕпеннĕ чус çийĕпе чарăнкаласа, капланкаласа шуса анчĕç. Юр хырнă май ăшă пулчĕ. Павел çӳхе пиншак тӳмине те вĕçертсе ячĕ. Уй енчи пӳрт тăррине хырса пĕтерсе кил енчине куçрĕ. Кунта, çурçĕр енĕ пулнăран пулас, чуссем те мăкпа витенме пуçланă, хăшĕсем пăта кăпăлĕнчен тухса кайнă. Мĕн калăн, чус ĕмерĕ çирĕм çултан ытла мар çав: вăрçă тухнă çул витнĕччĕ, халь улăштармăлла та пулнă. Юрать-ха, мăрье тăрăх çеç шыв кайнă.
— Салам, çĕнĕ çĕр каччи! Килнĕ ятпа салам! «Уй хĕрринчи Митрахван пӳрт тăрринчен юр тăкать, пĕчĕк ача сар Йăван, шăхлич калать савăнать.»
Павел сас илтĕннĕ еннелле пăхрĕ.
Уçа хапха алăкĕ патĕнче Санька тăрать. Фуфайкăпа, галифепе. Хром аттине сăн курăнмалла çутатнă. Хура каракуль çĕлĕкĕ айĕнчен пĕр кăтра пайăрка сылтăм еннелле тухса кайнă. Е хăй юри кăларнă-ши?
— Салам! Эс иккĕмĕш класра вĕреннĕ сăвва халь те манман-çке. Ха, палламалли те çук тата, кĕреш пек сарăлса кайнă.
— Санах çитеймерĕм. Ăрат мар-и... Атте аптрамасть те, анне пĕчĕк. Ăна хыврăм пуль. Вунă пусла çĕр штук килекен килька пулă пек, — кулчĕ Санька çăвар туллин.
Павел хырса антарнă юр купи ăшне сикрĕ. Кĕçех ыталашса илчĕç.
— Ултă çул курманни, — терĕ Санька. — Эп сана яла урăх таврăнмасть пуль теттĕм. Мĕн калăн, чапа тухнă çын...
— Çитĕ чĕлхӳне якатса. Хăв ĕçсĕр ларнă пек чухăна перен...
— Ĕçсĕр мĕнĕ... Эс орденла, пирĕн çук.
— Юрăри пек, çукран пур пулать.
— Апла та пулĕ, — кулса ячĕ Санька. — Пăрах кĕреçӳне. Айта, тĕл пулнă ятпа ман пата кайăпăр.
— Малтан ĕçне вĕçле, кайран юрать ĕçме.
Пĕри хăйăхлă, тепри мăйăхлă ан пултăр. Мĕн кутăнлашан? Кайрăмăр. Килте ман нихçан та туй сăри татăлмасть, — шухăшсăррăн ахăлтатрĕ Санька. Павел пусма хĕрне капланнă юра тĕксе антарчĕ.
Уху, тĕтĕм тухать! Вăт ку философи! Мăрйине чана йăва çавăрман
и? — тĕлĕнсе пăхрĕ Санька, сăмах ваклама сăлтав шыраса.
— Çук. Мана кĕтсе тăнă вĕсем, — тавăрчĕ Павел, пусмине илсе тăратнă май.
— Апла эс пурнасах тетĕн?
— Халех вилесшĕн мар.
— Ун пирки мар-ха эп. Халь ахалех куçатăн. Пырса пурăн пирĕн пата. Пĕр пӳрчĕ пушах ларать. Çулла куçу курĕ... Хĕр тупсан — авланатăн, тупмасан ан кулян. Пирĕн ĕмĕре инке арăмĕ те çитет, — каллех шăл йĕрчĕ Санька.
— Хĕрӳ-арăму тарам. Пĕччен пурăнма хăнăхнă эпĕ, — хуравларĕ Павел. Анчах лешĕ хăй шухăшне тĕплесех çитерме тăрăшрĕ:
— Трактористшăн пулсан, чи малтанах инке арăмĕ кирлĕ. Мĕншĕн? Пĕр енчен тракторист шуйттан çури пек çăрăлчăк, унтан — пăсара пекех шăршлă. Ăна мазут ăшĕнче усраççĕ тейĕн. Мĕнле хĕрен качча тухса унăн кĕпи-йĕмне çăвас килтĕр? Ватта юлнă хĕрсем мăйран çакăнсан кăна?.. Инке арăм вара пур енпе те хĕртен лайăхрах.
Павел чăтаймасăр ахăлтатса кулса ячĕ.
— Эс, Санька, инкесем енĕпе специализациленнĕ пулмалла.
— Тĕрĕс, — кулмасăр тавăрчĕ Санька, — Усси ытларах.
— Çитĕ сана. Айта, пӳрте кĕрер. Пирĕн пике сĕрсе те пĕтерчĕ пуль, — юлташне çавăтрĕ Павел.
Çав самантрах çенĕк алăкĕ уçăлчĕ, пусма картлашки çине икĕ тулли витрепе Анна тухрĕ. Саньха тăпах чарăнчĕ. Хĕр те, вĕсене курсан, витрисене лартрĕ. Алăк тем хушăра шалтлатса хупăнчĕ. Каччăсем хĕрĕн пысăк чакăр куçĕпе пуç урлă çыхнă сирень чечекĕ тĕслĕ косынкине çеç курса юлчĕç.
— Павел! — кăшкăрчĕ хĕр, кушак шăтăкĕнчен пăхса. — Ку шывне кайса тăк та таса шыв ăсса кĕртсе ларт. Çуса пĕтермесĕр кĕртместĕп.
— Вăт ротă командирĕ, — шӳтлерĕ Павел. — Приказсем еплерех парать вăл. Ăна качча илекен хăй пуçĕпе пурнаяс çук. Эс калашле, ирĕксĕрех инке арăмĕ пирки шутлама тивет, — терĕ Павел ахăрса.
Çак самантра пĕтĕм тĕнче савăннăн туйăнчĕ ăна, çавăнпа та вăл илемлĕ те хитре Санька Аннана курсанах хĕрелнине асăрхамарĕ..
Кайран калаçу ăнмарĕ. Санькан шӳчĕ те таçта тарса çухалчĕ: — Эп тислĕк куписене пăхма тухнăччĕ. Çĕрме тытăннă-и вăл, тытăнман-и, — тесе хучĕ унран мĕн сăлтавпа килнине такам ыйтнăн, — Пырса çӳре.
— Эх, тăхта. Çитнĕ-çитменех парăма кĕрер мар. Малтан ман пата... Эс ĕлĕкхи юлташсене систер. Каçхине кунта пухăнатпăр. Пӳрт тасалать унччен. Володя пĕлет.
Сăру пур-и?
Кам тутăр? Эрех пур. Казахстан эрехĕ.
Ăнлантăм. Эрех пулсан, сăра та тупатпăр. Кайма ирĕк парăр, старшина юлташ, — шӳтлесе чыс пачĕ вăл.
5
Пуш уйăхĕн варринче тӳпе таса, хĕвел куç çутине илет, çил кас-кас ăшă хумĕпе сивĕ юра йăштарать.
Кăнтăрла пӳртсемпе хуралтă хĕррисем куççуль тăкаççĕ, каçхине шăнса пыракан тумламсенчен сӳре шăлĕсем çакăнаççĕ.
Çуна çулĕ сăрра чикĕнет, «лорх» çĕр улми хуппи тĕслĕ. Унăн варри асат хуçнă çын çурăмĕ лек курпунланса юлнă.
Сăрт çамкисене хĕвел юртан тасатать. Ăна курсанах Иванов сăвви аса килет:
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...