Çавал сарăлсан :: 3. Эх, çамраклăх! Шухă-çке, шухă...
— Качча каяс хĕрпе ан йăшăлтат, Васка, — хушрĕ Анна.
Çутă сӳнтерсе пӳртрен тухрĕç. Урамра Павел хĕре хулĕнчен çаклатрĕ.
3
Санька Павелсем патне кĕрсе каякан Аннана уттинчен те, кĕлеткинчен те палласа илчĕ. Чĕнес — ырă мар, юриех эс кашни каç пирĕн алăк патĕнче çӳретĕн теме пултарать. Павел патне кĕрес, кам пĕлет, чăрмантарни çеç пулĕ? Тен, Анна кӳршĕ каччине юратать? Хĕр никама та кĕтмен пулсан, Санькăпа çепĕçрех пулма кирлĕ. Павелах кĕтнĕ ĕнтĕ. Мĕншĕн тата пӳрт çуса патăр? Кумаллă пулни мĕн вăл? Хĕреснашшĕ хĕрĕ. Тăван мар, йăлтах ют юн. Сахал-и халь унашкал пĕрлешекенсем? Чиркӳ саккунĕ паянхи çамрăксемшĕн нимĕн те мар, ăна-кăна пăхсах тăмаççĕ.
Апла пулсан? Вара пĕтĕм çунни, хĕр хуравне кĕтсе пурăнни сая каять.
Кĕрес. Павел унăн юлташĕ-иç. Пĕрле ӳснĕ, пĕрле çара кайнă. Анчах тем вăтантарать, тем кĕртмест. Урасем хăйсемех униче хапхинчен уялла илсе тухаççĕ. Атă кĕли путать те йĕрне пичетлесе хăварать. Юлашкинчен: «Кĕретĕп», тесе шухăшларĕ.
Çутă çӳхе карă витĕр урамри çула хыпашлать. Чӳречерен пырса пăхас. Вăрăллă пулать те. Ан тив...
Шалти чӳречен тарланă кантăкĕсем макăраççĕ. Йăр та йăр юхса анаççĕ йĕр хăварса тумласем. Чĕре макăрнăн туйăнать вĕсене курсан. Вăшт та вăшт иртеççĕ пӳртри мĕлкесем. Тĕпелтен пĕри тухрĕ. Вăрăмскер. Павел ку. Уйри чӳрече патĕнчен тепри çитрĕ. Пĕчĕкскер. Аппа ку. Вĕсем пĕр мĕлке пулса пĕрлешрĕç.
Чĕре тапмах чарăнчĕ. Çăвар типсех кайрĕ, пырта сывлăш катрамланса ларчĕ. Санька пĕшкĕнсех карă хушăкĕнчен пăхрĕ. Нимĕн те курăнмасть. Хăлхасем те канма кайрĕç: нимĕн те илтĕнмест.
Уртăннă чӳрече хăлхашки чĕриклетрĕ. Санька такам курасран хăранăн васкасах çул çине тухрĕ. Куç умĕнче çаплипех шалти хутăн кантăкĕсем макăраççĕ.
Хирелле утрĕ. Павелсен пӳртĕнчи çутă сӳнсен çеç униче патнерех çывхарчĕ. Хапха шалтлатрĕ. Павелпа Анна алла-аллăн тытăнса урам тăрăх анаталла анса çухалчĕç.
Санька килнелле утрĕ. Çывăракан ашшĕпе амăшне систермесĕр сакайри нӳхрепрен сăра ăсса тухрĕ. Ăна ăшăтмарĕ те. Вĕри мунча чулĕ çине шыв сапнă пек чашлăтса анса кайрĕ кăчама. Ӳсĕрĕлчĕ каччă. Клуба вăл концерт пĕтсен çеç çитрĕ. Вăрманпромхоз хĕрĕсемпе çеç ташларĕ. Шахматла вылякан Володьăпа Павел патне те пымарĕ. Унтан купăсçăна «цыганочка» кĕввине калама ыйтрĕ. Пĕчченех, баяниста ывăнтаричченех, ташларĕ. Куçĕсем ун нимĕн те курмаççĕ пек, каччă самаях хĕрĕнки палăрать. Ташша вĕçлесен яланхи йăлипе музыканта пуç тайса клубран тухрĕ. Алăка шартлаттарса хупнипе стена çумне çакнă лампăсем çулăмлă чĕлхисене тăсса такама витлерĕç. Кĕмерĕ Санька текех клуба, курăнмарĕ...
...Каччă çăмăл шухашлăрахчĕ. Вăл ашшĕпе амăшĕн кĕçĕн ывăлĕ, килĕнчи пурнăçĕ тăнăç. Хăй тулли ӳтлĕ, вăтам пӳллĕ. Çавракарах пит-куçлă, тӳрĕ сăмсаллă. Çăра та хура çӳçĕ кăтра. Сарăрах хăмăр куçĕ вырăнта тăмасть.
Вăрманпромхозра диспетчерта ĕçленĕ чухне вăл пĕр каçхине хăй евĕрлех кăтра çӳçлĕ Нина Шурупова техника, тепĕр каçхине Лена Лескова кассира ăсататчĕ. Пĕр каçхине пĕрне, тепĕр каçхине тепĕрне ыталаса чуп тăвасси уншăн тĕлĕнмеллпех пулман. Хитре! Хитрешĕн нумай хĕр чĕри арча пек уçăлать те вырăн парать. Кĕвĕçсен те пытарать, хирĕçсен те килĕшет. Хитрелĕх — çут çанталăк парни. Санька унпа вăтанмасăрах усă куратчĕ.
Район центрĕнчи килне каймасăр, ăна шăматкун ялти фельдшер пункчĕн заведующийĕ, çӳçĕсене водород перекиçĕпе хĕретнĕ Лида Пакетовă, кĕтетчĕ.
Кĕвĕçекен — хăй кĕвĕçнĕ çын çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе хăвăрт пĕлет, кĕвĕçекеншĕн шӳтлесе каланă сăмах та час-часах чăнлăх. Виçĕ хĕр те пĕр-пĕрне аван паллакан çеç мар, çитменлĕхсене те пĕлекен пулчĕç. Тахăшне ытларах кăмăллатчĕ Санька. Пĕлме çук. Унăн чĕри чул евĕрлех пулнă пулас, хĕр асапĕсем ăна тĕкĕнмерĕç те. Вăйă картинче-и, клубра-и — унăй кăшт шăл витĕр тухакан сасси янăрать, унран маларах никам та ялта «цыганочка» та, чăваш ташшине те ташлама пултараймасть. Те унăн ташшине, те унăн хитрелĕхне ăмсанакансем ăна «пĕрремĕш сорт каччă» тесе тĕккелесе те илеççĕ.
Утмăлтан иртсен ват çын куçĕ тăван çĕр çине час-часах çӳçенсе пăхать. Вăл ăна тăрантараканĕ, усраканĕ çеç мар, ăна ĕмĕрлĕхех йышăнаканĕ. Утмăлтан иртсен алла туя кĕресшĕн, ура утăмне шутлать. Санькăн ашшĕпе амăшĕ те тахçанах утмăл урлă каçнă. Кин мар, кин ачи çамрăклатать ватта. Анчах старикпе карчăкăн çамрăкланасси пулмарĕ-ха.
Туй тума хатĕрленĕ сăра та ахаль ĕçкĕрех кăпăкланчĕ, туй ачисем сиксе авас урай та тăван-пĕтен урисемпе тĕрленчĕ, туй арăмĕсен шӳлкемисемпе вăчăрисем те, тухйисем те арчаран тухмарĕç; туйсене çӳреме юратакан мыскараçĕ та йытă тирне параппан валли çĕртме тислĕк айне хураймарĕ, çĕнĕ параппан пулмарĕ; ашшĕ те кинĕн минтерĕ çинче лараймарĕ, амăшĕ те парне кĕпи тăхăнаймарĕ.
Юлашки икĕ çулĕнче тем пулчĕ Санькана, тем улăштарчĕ унăн пурнăçне. Тепĕр чухне час-часах ӳсĕр, тепĕр чухне уйăхшар нимĕн те сыпмасть. Ĕлĕкхи мăнаçлăх, хĕрсем çине çиелтен пăхни палăрсах каймасть халь. Çулсем иртнĕ май «сортлăхĕ» чакать-ши? Пĕл качча. Тен, теприсен лĕпки çирĕм виçĕ-çирĕм пилĕк çулта тин питĕрĕнет?
Вут хутмасăр тĕтĕм тухмасть, çĕр сăмахсăр ял пулмасть. Этем улшăнмалăх сăлтавĕ пурах çав...
Пĕлесчĕ сирĕн Çавалкассинче çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илнине. Пуш çамка текен тăвайкки патне мĕн иртенпех халăх куçать. Çак тăвайкки урлă урăм пуçĕнчен тытăнса Çавала юхса тухакан Сăнар шывĕн çыранĕ хĕрнех пырса тухать. Тăвайкки тăрринче тӳпенелле кармашнă тăватă хурăн пас тытнипе юмахри тĕрĕ пек туйăнать: ытла та чăлт шурă вĕсем. Лăпăс-лăпăс кăтра турачĕсем çураçса кайнă хĕр пек тарăн шухăшлă. Çулла кунта уявсенче вăйă карти кĕрлет. Тĕр-тĕр вăйă салансан хурăнсен çумĕнче мĕн шуçăм киличченех пĕр-пĕринчен уйрăлайман хĕрпе каччă шăкăл-шăкăл калаçса тăраççĕ. Телей пуриншĕн те пĕр мар: хушша хура кушак та кĕрет, юрату тимĕр мар — арканать, урайне ӳкнĕ тăм чӳлмекле çурăлать. Уйăхлă-çăлтăрлă е хура чаршавлă каçсенче хурăнсен шурă чăлхи çинче çĕçĕпе касса çырнă ятсем çуралаççĕ. Сăхакан хут çине чернилпа çырнăн, йывăçсем ӳснĕ май, саспаллисем сарăлаççĕ, пысăкланса кăмпаланаççĕ. Çулсен чуппи кивĕ ятсене çухатать, çĕннисене хушать.
Юрату хурăнĕсем. Çапла ят панă вĕсене Çавалкассем. Çакăнта пухăнаççĕ çынсем çĕнĕ çула. Çамрăкки ĕмĕтленет, ватти — иртнине аса илет. Кам çунашкапа килет, кам йывăç тăркăчпа, хăшĕсем тенкелпе е ятарласах пăрлантарнă валашкасемпе. Çемьеллисем çара çуна туртса килме те ӳркенмеççĕ. Купăс сасси те, сивĕ сывлăшра янăракан çамрăксен юрри те, мыскарапа çуралнă кулă та пĕр вĕçĕм малаллах, малаллах талпăнакан пар лаша шăнкăравĕ евĕр лăпланусăр.
Тепĕр чухне сулăнчăк çапнипе çуна çур тăвайккинчех тӳнсе каять, ларса пыраканĕсем шурă юр тинĕсне чăмаççĕ. Хĕрсемпе хĕрарăмсем ял илтмелле кăшкăрашаççĕ. Ура çинĕ тăрсан — хăрани иртет, силлесен тумтир çумне çыпçăннă юр та уйрăлать, хĕве сивĕ çапни те манăçланать.
Уяв. Асран кайми тăван çĕршыв уявĕ — яшшине çунатлантараканскер, ваттине — яшлантараканскер.
Санька ун чухне кăнтăрла çитиччен хуплă çуна туртса килнĕччĕ. Хĕрĕнкĕ каччăн чарусăр куçĕ тăвайккинчен ярăнса анакан мăшăрсене сăнарĕ. Хурăнсем патĕнче темиçе хĕр тăратчĕç.
— Ну, кăсăясем, килĕр-ха, вĕçтеретĕп.
— Лида Пакетовăна вĕçтер.
— Ăна та, сире те. Вырăн çитет. Килĕр тата, мĕн курнăçланатăр? — чĕнчĕ Санька.
— Анна, кай, — тĕртрĕç хăйсен ушкăнĕнчен пĕрине.
— Анна, кил, — чĕнчĕ каллех Санька.
Ыттисем каччăн йăлине аван пелеççĕ иккен. Сахал-и вăл пĕр çуна хĕр тиесе тăвайккинчен анса çитиччен пĕрерĕн-пĕрерĕн юр ăшне пăрахса хăварнă?
Анна кĕттерсе тăмарĕ. Санька ăна ларма пулăшрĕ, çунине тапса ячĕ. Çуна аялалла ыткăнчĕ. Каччăн аллисем хĕре ытамласа илчĕç... хĕре хăй çумнерех пăчăртарĕç. Тапкаланакан, вăрçакан Аннана каччă темиçе хутчен чуп турĕ...
— Хитре. Мĕнле эп ăна ку таранччен асăрхаман? — вĕçрĕ каччăн пуçĕнче шухăш.
Аяла анса çитсен Анна каччă ытамĕнчен вĕçерĕнчĕ. Санька хĕр куçĕнчен юхса аннă куççуле асăрхарĕ. Тен, çилпе тухнă? Мĕншĕн-ха тарăхтăр хĕр хăйне чуп тунăшăн?
Анчах урăхла пулса тухрĕ. Анна Санькăна темиçе хутчен питĕнчен çупса ячĕ.
— Акă сана, намăссăр, акă! — пăшăлтатрĕ хĕр. Анна улăхри юр кĕрчĕ тăрăх аша-аша аяккалла чупса кайрĕ. Санька çаплипех пĕрре путакан, тепре çĕкленекен пĕчĕк пӳллĕ хĕр кĕлеткине тинкерчĕ. Хĕр яла кĕрсе çухалчĕ. Сакька вара çунине пĕчченех туртса хăпартрĕ те килнелле утрĕ. Унăн чунĕ темĕнле вырăнта марччĕ çав вăхăтра.
Мĕн пăлхатрĕ-ши унăн чунне? Хĕр çупса яни-ши? Мĕнле-ха вăл çавнашкал хитре качча çупса яма ал çĕклерĕ? Кам тата? Ятсăрскер. Вăтам шкул пĕтернĕ ĕнтĕ. Сахал-и халь ялта вăтăм шкул пĕтерекен? Ĕне сăвать. Вĕреннĕ хĕрсем юратаççĕ Санькăна. Ку ăна çупка çитерме хăять.
Пĕррехииче клубран тухнă Аннана Санькăн аллисем çатăрласа тытрĕç.
— Татах вăрçатăн-и, чĕрĕп?
— Мĕн эс куршанак пек çыпçăнатăн? — тавăрчĕ хĕр. — Курнăçатăн ытлашши.
— Ан вăрç-ха, Анна, — шăппăн, йăлăнса каланăн сăмах хушрĕ каччă.
— Сана мĕн... сана Лида Пакетова вĕрентет-и?
— Мана валли хам тăн та çитет.
Каччă хĕре ăсатса яма пулчĕ. Лешĕ хирĕçлерĕ.
— Тавтапуç, эп хам та кил тĕлне аванах пĕлетĕп. Сурăх мар, çĕтес çук. Ыттисене ăсат. Ку Санькăна аптратсах пăрахрĕ.
«Пулма пултараймасть ялта мана тиркекен хĕр, — шухăшларĕ вăл, час-часах хăйне лăплантарса. — Тен, урăх мел шырамалла? Е, çарти пек каласан, тактикăна улăштармалла? Пуласлăх пирки систерес...»
Тепрехинче клубран пĕрле тухсан çапла ыйтрĕ:
— Нумай калаçмастăп: мана качча пыратăн-н? Акă ман философи.
— Тилпĕрен çимен-ха.
Каччă хăй сăмахĕсемпе хĕр чĕрине пăлхатнине пĕлеймерĕ, вăл татах çине тăра пуçларĕ. Юратун курăнми вĕренĕ ăна хытах кăкарса лартрĕ-мĕн. Анна мĕн чухлĕ хирĕçрĕ, вăл çавăн чухлĕ тимĕрçĕлле пĕр вырăнта кӳпкерĕ.
— Паян та çавнах калатăп: качча пыратăн-и?
— Эс вăл шухăша пăрах. Вĕренме тытăн, кĕр пĕр-пĕр института вара ухмахланма вăхăт юлмасть, — тавăрчĕ хĕр.
— Ман ĕç вĕренмесĕр те лайăх.
— Хăйĕн юрриех, — кӳрененçи пулчĕ хĕр. Анчах йĕкĕте епле хăйса калăн-ха «санăн сăмаххусем мана ахаль те канăç памаççĕ», тесе. Аннан хирĕçлесси те сахалланчĕ, ăсатма пыма та чармарĕ, хăй те час-часах каччă куçĕ умне лекме тăрăшрĕ.
Санька урăхларах шухăшларĕ: Аннан каччă пур. Камне вăл пĕлеймерĕ, ялта мар, таçта техникумра ĕнтĕ.
Иртнĕ эрнере хĕр сасартăк ăна çунатлантарса ячĕ. Вăл унăн яланхи ыйтăвĕ пирки çапла хуравларĕ: «Ан васка, вĕренсе тухсан татса калăп».
Сăнька хăй улшăнса кайнинчен хăй тĕлĕнчĕ. Уя юр тытма тухсан ыттисемпе пĕрлех ĕçлерĕ, кĕлет патĕнче тыр аллакан хĕрарăмсене сортировкăна çавăрса пама пулăшрĕ. Шӳтлерĕ, кулчĕ.
— Лида Пакетова кайнăшăн саваннă, — калаçрĕç хĕрарăмсем.
Чăнах та ялти фельдшер пункчĕн заведующийĕ районти больницăна ĕçлеме куçрĕ. Каччă юратăвне кĕтсе илеймерĕ пулас.
...Клубран тухнă бригадир килнелле утрĕ, «Вĕренсе тухсан татса калăп, — аса илчĕ вăл хĕр сăмахне. — Каларĕ халь. Акă кама кĕтнĕ Анна. Павел та аван юлташ, килнĕ-килменех ура хурать».
4
Кăнтăрлаччен Анна аптекăна йышăнса пĕтерчĕ. Шкап тасатиччен, сĕтелсемпе пукансем тата тăрăхла сак çине вăхăтлăха кăларса лартнă эмел склянкисемпе кĕленчисене эфирпа йĕпетнĕ мамăкпа сăтăрчĕ. Кристаллă йод склянкине витнĕ пергаментлă хута улăштарма тиврĕ: эмел пăсĕсем йăлтах çунтарса хăмăрлатса лартнă. Пакетланă порошоксем валли те савăтсем тупăнчĕç. Çилĕм çук пирки этикеткăсене çыпăçтарма коллоидпа усă курма тиврĕ, пӳрте эфир шăрши тапса тухрĕ.
Формологи йĕркипе наркăмăшлă эмелсене уйрăм çĕрте тытмалла. Ăна Анна аван пĕлет. Мĕн тăвăн ĕнтĕ тепĕр шкап çук пулсан? Çавăнпа пĕр çĕре хума тиврĕ. Наркăмăшлă эмелсен çӳлĕкĕ çине вăл латынла «Фенено» тесе çырса çапрĕ, марлĕрен тунă каркăçпа карса хучĕ. Часах аптекă пӳлĕмĕ тирпейленсе, çуталса кайрĕ.
— Шикарнă. Кăна ăнланатăп. Аптекă ĕçĕ вăл арçын ĕçĕ мар, — çырса пĕтернĕ акт çине алă пусрĕ Костя Коновалов ветфельшер, — Каçарăр тӳрĕ каланăшăн, санран паян, Анна Николаевна, çур литр ĕçмеллеччĕ. Хĕр тесе ăна-кăна ыйтмăп, çапах ху парăмрине ас илсех тăр. Çавна ан ман: выльăх тухтăрĕн пиратран кая мар пулмалла. Уйрăмах шыçăсене ан шелле: кас, вакла. Пĕлмесен, е иккĕленсен хам пата, участока пыр. Малтанах хам та килкелĕп.
— Тавтапуç, — тавăрче хĕр. Ал парсах сыв пуллашрĕç.
Анна пĕчченех тăрса юлчĕ. Пĕтĕм колхоз выльăхĕн сывлăхĕ халь унран килет. Ирĕксĕрех шухăшлаттарать, хăратать. Çитменнине, диплом та илеймен-ха, çулла государствă экзаменĕ. Хĕр тухтăр ĕçне юратать. Тавах Костя Коновалова, вăл нумай пулăшрĕ.
Аптекă сысна пăхакансен общежитийĕн пĕр пӳлĕмĕнче. Ăна чуспа картласа çеç уйăрнă. Кунтан колхоз правленине каякан çул енне икĕ чӳрече, фермă енне тепре тухать. Çурт умĕнче пĕр пысăк пĕве. Пĕлтĕр унти шывпа выльăх шăваратчĕç, кăçал Костя чарнăччĕ. Пĕве леш енче — кормокухньă. Ăна пĕр пысăк кĕлетрен тунă.
Паян ирхине, ĕне ферминчен килнĕ чух, шкул ачи пек пĕчĕк пӳллĕ, вăтăртан иртнĕ пулин те çирĕмри евĕрлех çамрăк курăнакан кăвак куçлă Лисук кĕвентепе шыв ăсса хăпаратчĕ.
— Мĕн тăван ку шывпа? — интересленчĕ Анна.
— Пĕлми те пултăн-и? Çĕр улми пĕçерме.
— Кунтан юрамасть. Коновалов чарнă. Шывĕ хуртлă.
— Ай, ăна эс те пĕлетĕн-и? — куланçи пулчĕ Лисук. Унăн сассинче тăрăхлани палăрчĕ.
— Пĕлетĕн-и çеç мар, чаратăп та. Каланă-тăк юрамасть тесе — юрамасть. Сыснасене чирлеттерсе пĕтеретĕр, — çирĕппĕн татса каларĕ Анна.
Лисук, урăх Аннапа калаçас килменнĕн, шыв витрисене чӳхентерсе малалла темиçе утăм турĕ, унтан тем çухатса хăварнăн каялла çаврăнчĕ:
— Юрать турă кама арçын тумаллине пĕлсе тунă. Костя чармасть, çурхи шыв таса, тет. Эс пур, ĕçлеме тытăнман, хушма та пикенетĕн. Эс мана шыв турттарса пар, эп вара йăтмăп. Халех сăмсуна ытла çӳле ан каçăрт.
Анна, фермă заведующийĕ патне кайса, шыва Çавалтан турттарма хушрĕ.
Хапăс Хветĕрĕ, вăтам пӳллĕ, аллăсене çывхаракан арçын, Трофим Матвеевич киличчен колхоз председателĕ пулнăскер, яланхи йăлипе янахĕ çине тухса ларнă пысăк шĕпĕнне хыпаларĕ. «Шыв? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ фермă заведующийĕ. — Çуркунне кам Çавала каять? Эс хăв ĕнӳсене унти шывпа шăвар, мана хушса ан çӳре, ман хамăнах пуçлăх пур. Трофим Матвеевич кашни кунах ман тире пĕрер хут сĕвет».
Анна хăй ветеринари фельдшерĕ пулса ĕçлеме тытăнни çинчен калама хăяймарĕ. Вăтаннипе хĕрелсе кайнăскер, аптекă енне çаврăнса утрĕ. Унăн сăмахне нимĕн вырăнне те хуманшăн йĕрсе те пăхрĕ. Хуйхи-суйхи аптекă йышăннă чух çухалчĕ. Ун чухне общежитине Хветĕр кĕнĕччĕ. Анна эмелсемпе аппаланнине курсан, тĕлĕнчĕ пулас: ӳсĕркеленçи турĕ, Костьăран пирус илсĕн, тухçа кайрĕ. Анна ăна сиввĕн пăхса ăсатрĕ.
Акă халь, кормокухньă патне шыв турттарса килекен заведующине курсан, Анна савăнса кайрĕ. Хветĕрĕн сулахай алли çук: вăрçăра хăварнă. Малтан протез тăхăнатчĕ, халь пушă ал çаннине çыхçа çеç лартать. Хăрах алпа ăна тилхепе тытма та йывăр, лашине пăрнă чух тилхепе вĕçне шăлпа çыртса туртать.
— Вĕсен çын çитмест пулмалла, хăй шыв турттарать, — шухăшларĕ Анна. — Те мана çилленнипе хăй кайнă?
Хĕр тухма хатĕрленсе шкапа питĕрчĕ кăна, алăка шаккамасăрах Санька кĕчĕ. Атăпа, кăвак плащпа. Çар карттусĕ айĕнчен кăтра çӳç пайăркисем курăнаççĕ. Çурхи çилпе тата хĕвелпе пичĕ тĕксĕмленнĕ, тути çуркаланнă.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...