Çавал сарăлсан :: 7. Улах тапхăрĕ...
Фермăрисем тухса кайсан, каллех шăллăх çуралчĕ.
— Сысна фермине те Виктор Андреевичах памалла мар-ши? Федор Васильевичăн чунĕ выртмасть фермă патне,— ларса тĕннĕ урисене çемçетме çĕкленчĕ Павел.
Кăлармалла ăна. Унран заведующи пулмасть. Сан шухăш тĕрĕс те пуль, — килĕшрĕ председатель.
— Анчах ĕç тупса памалла пулать. Вăрçăран аманса килнĕ коммунист. Эсир тăваттăмĕш бригадă бригăдире ĕçет терĕр. Упта ярар мар-и?
— Пултарать пулсан...
— Ĕлĕк ун бригади чи йĕркелличчĕ. Ĕçлеме пултарать вăл.
— Юрĕ. Ларура кун пирки татăлăпăр.
Павел каллех председателе ыран кĕр калчисене апатлантарасси пирки аса илтерчĕ, йывăçсемшĕн укçа куçарса пама ыйтрĕ.
— Парторг ыйтатех пулсан — юрĕ, паратпăр. Кукуруза акиччен Василий Иванович тупса пама шантарать-тĕк.
Кăшт шухăшлăн та пĕр-пĕрне сăнаса сыв пуллашрĕç.
— Эп каланине ан ман, — аса илтерчĕ ăна Трофим Матвеевич.— Ыран, сывах пулсан, лару пухасшăн.
Çил çурçĕр еннелле çаврăннă. Ура айĕнче çиелтен шăннă юр качăртатать. Тӳпе янкăр уяр: катари-катари çăлтăрсем те курăнаççĕ. Салука тăрринче тулли уйăх шăвать. Ун шевлисем умри çула çутатаççĕ.
Çăмăл пек чĕрене. Парти пухăвĕ аван иртни те, комсомолецсен хĕрӳлĕхĕ те шанăçа ӳстерет. Ĕçсем, хĕрӳ ĕçсем çывхараççĕ. Ĕçлесчĕ те, çав вăхăтрах чи кирлине манса каяс марччĕ. Мĕн халь тĕппи? Трактор та, колхоз та.
«Кашни çын чунне курма пĕл, — аса илчĕ вăл сасартăк Василий Иванович сăмахĕсене. — Акă мĕн тĕппи. Çынсем. Вĕсем колхоза та çĕклеççĕ, трактора та илсе çӳреççĕ, вĕсем пурнăçа тытса тăраççĕ».
Урасем хăйсемех сысна ферми патнелле утрĕç.
7
Павел патĕнчен таврăннă ир Марье килне çитсессĕнех диван çине тăсăлса выртрĕ. Упăшки патне пымарĕ: вăл лăпкăн сывлани е хушшăн-хушшăн куляннăн ахлатса яни ахаль те лайăх илтĕнет. Çывăрать. Тарăн ыйхăпа çывăрать. Паян та часах тăрас çук...
Куçне хупрĕ. Унăн умне чӳрече рамисене илекен Павел тухса тăчĕ. Çын çине сăнарах пăхакан пысăк хура куçĕ ăна сасартăк хăй çине пăхнăн туйăнчĕ. Вăл куçне уçрĕ. Павел çук, анчах çан-çурăма халь те каччă аллисем ыталаççĕ, тута халь те каччă чуп тунипе пĕçерет.
Тĕкĕр патне пырса пăхрĕ. Сăн-пит темĕнле çамрăкланса, яшланса кайнă. Пит çăмартисем пăртак хĕрелнĕ. Куçсем? Мĕнле улшăнса кайнă вĕсем! Палламалла та мар. Мĕнле телейлĕ те тарăн, мĕнле илĕртӳллĕ! Унăн айне вырнаçнă йĕрсем те таçта саланнă, çухалнă.
— Манăн юрату пур. Павлик! — пăшăлтатрĕ Марье, çаплах куçĕсене тĕкĕр çинчен илмесĕр. — Эп ăна юрататăп, вăл мана? — куçĕсене мăчлаттарса пăхрĕ вăл хăйне хăй. — Мĕн ыйтатăн, ухмах. Юратман пулсассăн калаçмасть те, юратман пулсан кăларса ярать. Анчах мĕншĕн вăл манран çамрăкрах-ши? Хăйпе тантăш пулнă пулсассăн унпа кирек ăçта та тухса кайма пулать. Чухăн-им? Манăн сана телейлĕ тумалăх укçа çитет. Эс ĕçрен таврăннă çĕре пурте хатĕр пулать. Эп сана кĕтсе çеç ларăп. Кĕрсенех мăйран пырса çакăнăн та, çĕрĕпех ачашлăп. Çук. Пĕлейместĕн-ха эс мана. Ăçтан эп сана хамăн чуна пĕр каçрах кăтартăп?..
Марьене çак каç хыççăн темĕнле урăх çĕршыва, урăх вырăна куçнăн туйăнчĕ. Ку çĕршывра юрату телейĕ, юрату вучахĕ, юрату çĕкленĕвĕ, илĕртĕвĕ çеç пурăнать пек. Унăн пурнăçĕ пĕр Павелпах тулса ларчĕ, чĕринче пĕр уншăн çеç вырăн тупăнчĕ.
Упăшкине вăл пĕрре тарăхса, тепре шеллесе те ачашшăн пăхрĕ. Чĕлхи çине пули-пулми сăмахсем килчĕç. Трофим Матвеевич сывалса çитсен, ун чĕрçи çине пырса ларчĕ, ыталарĕ. Анчах куçĕ ăна мар, инçетелле сăнарĕ, аллипе вăл ăна мар, Павела ыталанă пек туйрĕ. Вăл хăй телейне, хăйĕн юратăвĕ пӳрнине, пилленине намăсланмасăр, вăтанмасăр илчĕ. Хăратмарĕ ăна çынсем сисессипе çынсем пĕлесси. Вăл Павела кĕвĕçӳллĕн сăна пуçларĕ.
Каччă ирĕклĕ. Марье ун çывăхĕнче час-часах пулаймасть. Кам пĕлет, ăна, тен, çак самантра пĕр-пĕр хĕрĕн алли ыталать, пĕр-пĕр хĕр чуп тăвать? Чи малтанах Аннана палăртса хучĕ. Марье шучĕпе Çавалкасра Павела килĕшмелли урăх хĕр пулас çук. Ĕнер Анна библиотекăна кĕнекесем илме кĕрсен, ăна ытти чухнехи пек ăшшăн мар, сиввĕн кĕтсе илчĕ. Хĕрĕн тапса тăракан таса çамрăклăх сĕткенĕпе тулнă пичĕ çине пăхсан, çавă сивлеклĕх тата ытларах вăйланчĕ, вăл Анна ыйтни çине кĕскен çеç хуравларĕ, хăш-пĕр кĕнекесене пур çинченех парçа ямарĕ. Хĕр тухса кайсанах кĕсйинчен пĕчĕк çеç тĕкĕр кăларса хăй çине нумайччен пăхса тăчĕ, çамка çанчи кашт кăна палăра пуçланă йĕре сăтăрчĕ.
Халиччен вăл нимĕнпе те сĕрĕнмен. Анчах унăн пуçĕнчен татах та хитререх, татах та илемлĕрех пулас шухăш тухмарĕ. Библиотекăра косметикă ыйтăвĕпе çырнă кĕнекесем пулмарĕç, вăл пылчăк ашсах районти библиотекăна кайрĕ. Çула май аптекăна кĕрсе маçсем, кремсем, хаклă йышши духисемпе пудрăсем илсе тултарчĕ. Каçсерен е упăшки киле таврăниччен, е çывăрса кайсан, питне супăньпе çуса кремпе сăтăрчĕ, библиотекăна кайнă чух питне пудрăпа шуратрĕ. Тумланасса та тимлесе тăхăнма тытăнчĕ. Районти библиотекăран модăсен журналĕн тĕркине йăтса таврăнчĕ. Хăйĕн чи юратнă платйине, тупе тĕслĕ хаклă трикоран çĕленĕскерне, тепĕр хут юсарĕ: пилĕкне тата аркине ансăрлатрĕ, çăтă-çăтă тăмалла турĕ. Раймагра çĕнĕ модăпа çĕленĕ платйĕсем тупăнмарĕç, çавăнпа унăн хăйĕннех çĕлеме лекрĕ. Платйине вăл кашни кунах улăштара пуçларĕ. Пĕрремĕш хут хăй çĕленĕ çăтă-çăтă аркăллă платйине курсан, упăшки тĕлĕннипе пĕççине шарт! çапса илчĕ.
— Мĕн эс, яла култарас тетĕн-им? Тупăннă майра, — ахăрчĕ вăл. — Поселок майрисем те, учительницăсем те тăхăнмаççĕ, а эс..
— Ухмах, — пырса çупăрларĕ ăна Марье. — Пире модă тăрăх тăхăнма культурă пайĕн заведующийĕ хушать. Сирĕн ялта культурăна саракансем пулмалла, тет.
Ку платйĕне курсан, çынсем культурăна сарма мар, пĕрнĕ тейĕç, — кулса ячĕ упăшки. Вăл Марье хăтланăвĕсене час-часах сăмах чĕнмесĕр, кăштах кулакан куçпа пăхса ларчĕ. Тавçăрчĕ-ши? Çук пуль.
«Вăхăт иртет, — тунсăхласа шухăшларĕ Марье, — Сисмесĕрех ватлăх та çывхарать. Ăна курмастăн, туймастăн. Мĕн парать çынна ватлăх? Пите-куçа йĕрсем тулаççĕ те хĕр ĕмĕрĕ çинчен тĕлĕкри пек çеç ас тăватăн. Кам пăхтăр сан çине? Ватăлса йӳтенĕ старике хĕрарăм хитри кирлĕ мар. Хитрелĕх çамрăка çеç кирлĕ. Чечекне тăкнă çеçке хитре-и? Çук, ун чечекĕ çеç куçа ытамлать. Тумланни те, хитреленни те çамрăк чух кăна. Мĕншĕн халь лайăх тăхăнас мар? Арçын — пыл хурчĕ, яланах хитрелĕх енне вĕçет. Ватлăхра санăн арчунта вуншар çул хушши усранă кĕпӳсем мĕн тума кирлĕ? Пĕр йĕрсĕр, савăнăçсăр иртнĕ çамрăклăха аса илсе макăрма-и?»
Библиотекăра чухне Марье кашни самантранах Павел кĕрессе кĕтрĕ. Кашни çын уттипех вăл сике-сике тăчĕ, чĕри кăртлата-кăртлата тапрĕ, «Вăлах, вăлах», — вылянчĕ пуçра шухăш, анчах урăх çын кĕрсессĕнех, унăн телейпе ялкăшакан куçĕсем тĕксĕмленчĕç. Никамран пытармасăрах вăл ассăн-ассăн сывла-сывла илчĕ. Библиотекине те Марье хăй евĕрлĕ хитрелетрĕ: стенисене çĕнĕрен тĕрĕллĕ шпалерпа çапса тухрĕ, сĕтел çи виттисене çĕнĕрен туянчĕ. Час-часах вăл правлени енне тухакан пĕртен-пĕр чӳречерен Павел курăнмасть-ши, тесе сăнарĕ. Тухасса вара пĕрре çеç Трофим Матвеевичпа тухрĕ Яштака та илемлĕ кĕлеткеллĕ Павел çумĕнче унăн упăшки ытла та кăнттамăн курăнчĕ. Çурăмĕ те пĕкĕрĕлнĕ.
Çук, Павел кĕмерĕ. Марье тĕнчере мĕн пурри çинчен мансах вăл утса кайнине сăнарĕ. Илемлĕ каччăн утти, кашни хусканăвĕ вырăнлă та кĕрнеклĕ.
Вăхăтăн-вăхăтăн унăн Павел патне çыру çырасси те килчĕ. Час-часах вăл выльăхĕсене е апат пама, е шăварма мана-мана кайрĕ. Нина кумĕ патне чупса каçрĕ. Хапăс Петĕрне те аса илмерĕ, — вăл илсе пынă укçан çуррине Нинăна пачĕ. Иккĕшĕ пĕрле ыталашса макăрчĕç. Светланăна ĕлĕкхи пек ачашлама пăраха пуçларĕ. Амаланнă пысăк юрату вак-тĕвекленмест иккен.
Каçсерен çывăрса каяймасăр аптăрарĕ, вырăнĕ çинче çаврăнкаласа выртрĕ. Пĕр шухăш канăç памарĕ ăна: «Павел юратмасть, юратсан тĕл пулма тăрăшмалла».
Упăшкине варатас мар тесе хуллен тăра-тăра ларчĕ чӳрече умне пычĕ, анчах уçма хăймарĕ. Çара йывăç турачĕсем витĕр çăлтăрсем курăнаççĕ, çывăхри çырмара шыв шарлани илтĕнет. Каç тĕксĕмĕ тĕллĕн-тĕллен пĕрре хуралса, тепре çуталнă пек пулса каять. Тепре чухне пӳрт умĕнчи çулпах çын иртет: «Павел», — вĕçсе иртет пуçра шухăш. Çук, вăл мар, ăна тӳрех палламалла. Çав самантрах чĕре вĕчĕрхенӳпе тулса ыратса каять. Вăл пĕчченех... Тен, çак сехетре унпа юнашар кам та пулсан ларать? Ăна Марье, хитре Марье юратнă пулсан, уншăн ăнланмалла мар е пĕрре çĕклентерекен, е пĕрре вĕчĕрхентерекен юрату вучĕпе çунать пулсан, ыттисем пăхсах тăрĕç-и? Ун патне такам пынăнах, такам кĕнĕнех туйăнать. Вăл пĕччен мар. Тухса кайсан? Çук, Трофим Матвеевичăн ыйхи çăмăл. Вăл алăк уçнине çеç мар, урай тăрăх утнине те сисет. Юратать пулсан çакăнта та килмелле. Вăл вĕçсех тухнă пулĕччĕ. Нумай кирлĕ-и телейлĕ пулма. Пĕрре кăна, пĕрре кăна тута пĕçерсе кайиччен чуп тăвасчĕ...
Катаран юрă вĕçсе килет. Унăн сăмахĕсем те илтĕнмеççĕ, çапах вăл юна пăлхатать, чĕнет. Тен, ăна вăйă картине тухнă Павел юрлать?
Каллех кайса выртать. Ыйхă çук, ыйхă читлĕхри кайăк мар, вĕçет, вĕçет: Сисмесĕрех минтер питне куççуль йĕпетет. Пĕр йĕрсĕр иртнĕ çамрăклăхăн, иртнĕ телейсĕрлĕхĕн тата çуралнă юратăвăн куççулĕ вăл.
Юх, куççуль, юх. Эх, эсĕ этемĕн мĕн пур йăнăшĕсене юхтарса тухас пулсан, куçран çухатсан, çемçе кăмăллисем мĕнле телейлĕ пулмалла!
Ир енне, кăвак çути килсен çеç лăш пулать вăл, анчах ыйхи сисĕмлĕ, ыйхи тĕлĕклĕ, ыйхи лăпкă мар. Хускалнă чун канăç памасть. Сике-сике вăранса каять.
Шухăшсем... Каллех Павел. Чĕре ăшă-ăшă, тӳлек çу килессе кĕтет. Ун чухне савнипе таçта та тĕл пулма пулать: уйра та, вăрманта та. Малтанах ăçта тĕл пуласса палăртса хурать. Ун шучĕпе Çавал хĕрринчи çĕмĕртлĕх — чи лайăх вырăн. Чечеке ларнă вăхăтра мĕнле илем унта! Ырă шăршă катана-катана, темиçе çухрăма саланать. Варкăш çилпе çĕмĕрт çеçкисем пĕр-пĕр пысăк та чаплă уява кайма тăхăннă шап-шурă перчеткеллĕ хĕр аллисем евĕр сăпайлăн хускалаççĕ. Сан çине чечек çеçкисем шурă лĕпĕшсем пек вĕçе-вĕçе ӳкеççĕ. Савни ытамĕнче е пуçа унăн чĕрçи çине хурса çӳлелле пăхса выртасси темрен те паха пулĕ! Курман унашкаллине Марье, çавăнпа ĕмĕтленет пулас тĕл пулу çинчен, çавăнпа шутлать. Хитре ĕмĕтсемпе тулнă этем хитрешĕн çунать.
Павел чĕресĕр. Павел чĕнмест. Чĕнсен кайма та пулать, упăшкинчен, çынсенчен вăрттăн. Района кайсан та каçа юлма пулать, вара каччă патне кĕнине кам куртăр?
Трофим Матвеевич вăранать. Ах, мĕнле пытарас пулать унран шухăшсене? Мĕнле упрас пулать вăрттăнлă-ха? Чĕрере пĕри пулсан, теприн валли вырăн çук.
Васкать Марье. Выльăхĕсем патне тухать, апат пĕçерсе лартса парать те, тăмасть килте, пускилсем патне те пулин каçать. Унпа çеç ларса апат çиес марччĕ, унăн куçĕсене çеç курас марччĕ.
Упăшкин ăна ăнланма вахăт та, чĕре те çук. Вăл ирех ĕçе тухса каять. Манать пурин çинчен те. Унăн каллех колхоз, каллех ĕç. Марьен те килте пĕр самант та ларас килмест. Ирех утать вăл библиотекăна. Кашни кунах, кашни каçах çапла.
Ĕмĕтĕн вĕçĕ-хĕрри те çук. Тĕл пулчĕ вăл Павела. Кăнтăрлахи апата кайнă чух. Колхоз правленийĕ патĕнчи тăкăрлăкран тухрĕ, вара анкарти хыçĕсемпе тимĕрçĕ лаççи патне утрĕ. Кунта урамри пек мар, типĕ. Карта хыçĕнчен пăрăнчĕ çеç — умра Павел та. Иккĕшĕ те тăпах чаранчĕç, иккĕшĕ те хĕрелчĕç, иккĕшĕ те пĕр харăсах, ним калама аптăраса: «Сывă-и?» — терĕç.
Каччă ал пачĕ. Алли вĕри, ывăç тупанĕсем кăшăрка, унран кăштах мазут шăрши çапать.
— Ма библиотекăна кĕместĕн? — ыйтрĕ Марье. — Ман сана курас килет.
Павел пĕр хушă шарламарĕ. Унăн хура куçĕсем ăна çупăрларĕç, Марье каччăн куç шăрçийĕ çинче самантлăха, тĕкĕр çинчи пек, хăй сăнне курчĕ.
— Ăнлан, Марье, пире тĕл пулма юрамасть... Çырлах хăвăн шăпуна. Ан ман, эс председатель арăмĕ. Сан хыçран пин куç сăнать. Эс йăнăш турăн пулсан, упăшкун ячĕ каять. Хытар чунна. Иртет вăл...
Аçа çапнă пек туйăнчĕç çав сăмахсем... Вăл нимĕн калама аптрарĕ. Каллех хăйĕн сăнне каччă куç шăрçийĕ çинче курасшăн пулчĕ. Вĕсем çук, вĕсем куç хупаххипе витĕннĕ.
— Ухмах, — пăшăлтатрĕ Марье.— Эп сана хам виличчен юрататăп. Мана хам ят та, упăшка ячĕ те кирлĕ мар. Мана эс, эс кирлĕ.
Тапса тухрĕ куççуль. Шăлчĕ ăна тутăр вĕçĕпе. Хăйне часах алла илеймерĕ.
— Мана çăмăл тетĕн-и? — хуравларĕ Павел, — Сана та эп час-часах аса илетĕп.
Марье каччă хăйĕнчен уйрăлса каясран хăранăн, хĕрӳллĕн, кĕвĕççине пытармасăр айăплама тăрăшрĕ. Хăй мĕн каланине хăй те Лайăх ас тумарĕ. Сăмахсем пĕтсен çеç каччă ури айне пăхрĕ.
Карта хĕрринче пĕр пĕччен тăлăх вĕлтрен çеçки тухса ларнă. Икĕ çулçăллă. Хытанка та начарскер. Ытла та ир, васкаса тухнă. Акă, каччă ăна аттипе таптарĕ. Хăй сисмесĕр, хăй курмасăр таптарĕ.
— Мĕн тăватăн? — пăшăлтатрĕ Марье. — Ан тапта çеçкене.
Каччă ăнланмасăр шартах сикрĕ.
— Сыв пул, ав, Петĕр килет. Куçусене шăл, атту макăрни паллă.
Павел правлени еннелле утрĕ. Тепĕр кунхине вăл каллех апат çиме унтанах кайрĕ. Павел курăнмарĕ. Вĕлтрен çеçки кăсăклантарчĕ ăна.
Унăн юратавĕ ытла та хĕрӳллĕ те пĕçертекен вĕлтрен пек туйăнчĕ. Анчах ăна каччă таптарĕ.
Марье çав вырăнта пĕшкĕнсе ларчĕ. Тăлăх вĕлтрен çеçки хăйĕн икĕ çулçипе çĕр çумĕнчен самаях çĕкленнĕ. Çĕркаç пăт-пат ӳккеленĕ çумăрпа çулçисем, те тасалнă.
Каллех шанчăк çуралчĕ чĕрере.
8
Ирхине колхоз правленине кĕрсе тухнă хыççăн Павел тырă кĕлечĕсем патне кайрĕ. Трофим Матвеевич килменччĕ-ха. Васкаса тăнипе татах вĕрĕлсе кайнă, терĕç.
Трактористсем Павела кĕтсе, конюхсем пурăнакан çурта пухăнса ларнă. Кунта сывламалла мар махоркă тĕтĕмĕпе лаша тарĕ тата тикĕт шăрши тăрать. Стена çумне çапнă пысăк йывăç пăтасем çинче тикĕтленĕ чĕн пăявлă хăмăтсем, урхалăхпа хырăмсалăхсем, шуçпа хитрелетнĕ йĕвенсем çакăнса тăраççĕ. Хăмасенчен çапса тунă нарсем çинче килте тĕртсе тунă ула-чăла çи виттисем, аçамсем тата фуфайкăсем выртаççĕ. Пуçелĕкĕсене куçарса хумалла, чусран çапса тунă. Плиталлă кăмака умне çапнă хĕç тимĕр çинче çĕр улми хупписем тата турпас çӳпписем выртаççĕ. Урайне çулталăк çуманпа пĕрех. Пӳрт ăшчикки ытла та çара: унта плакатсем те, картинăсем те çук.
— Шăнса кайрăр-им? — сăмах хушрĕ Павел, пурне те ал панă хыççăн.
— Петĕр çук. Мĕн тăвас унсăрăн, — хуравларĕ Элекçи.
— Часах килеймест пуль-ха. Ĕнер, вăл арăмне лавккаран пĕр литр илтерсе килтерчĕ, — хушса хучĕ Гришка.
— Кайрăмăр, — чĕнчĕ вĕсене Павел.
Сеялкăсем — чусран çапса тунă сарайĕнче. Кĕркунне ыраш акса пĕтернĕ хыççăн юсасан, вĕсене никам та тĕкĕнмен. Вăрлăха пăрахакан шеçтернисем тутăхса кайнă, ураписен сăррисем кайса пĕтнĕ.
— Солидолпа сĕрмелле пулнă хăть, çапла пăхаççĕ-и техникăна? — ятлаçрĕ Павел.
— Хуçи шарламасан, тарçи хускалмасть, — тавăрчĕ Володя.
Теллĕн-теллĕн хăмисене илнĕ, хăш-пĕр çĕрте шыв кӳленнĕ сарайĕнче тĕттĕм. Хăма хушăкĕсемпе уçă алăкран çеç çутă кĕрет. Çанталăкĕ те паян кĕркуннехи пек тĕттĕм, тӳпе сăра шăналăкпа витĕннĕ. Аялах аннă пĕлĕтсем хускалми тăраççĕ.
Павел паян трактористсене ятарласах сеялкăпа акнă чух виçене мĕнле лартмаллине вĕрентет. Пĕр йышши тырă акса пĕтернĕ хыççăн тепĕрне акма пуçласан, пурин патне те çитейместĕн. Халь виçе туса палăртсан, тракторист кайран хăех куçарма пултарать.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...