Çавал сарăлсан :: 11. Телейлӗ чĕре тунсăха йышăнмасть
Хĕвел каç енне сулăннă. Унăн шевлисем Салукана сарăрах çутă тĕспе сăрласшăн, анчах симĕс тĕс парăнасшăн мар, çуталать кăна. Кăтрашка пĕлĕтсен кĕтĕвĕ анăçран тухăçалла шăвать. Кунĕпех янкăр тăнă тӳпе кăштах хăйен кăмăлне пăснăн туйăнать.
Урама тухсан, Павел чарăнса тăчĕ. Вăл питех те хăвăрт пулса иртнĕ лару-тăрăва шĕкĕлчеме тăрăшрĕ. Хăйне вăл пачах та айăплама шухăшламарĕ. Çук, урăх сăлтавсем шырарĕ вăл. Мĕншĕн вара председатель ăна сасартăках çилленнĕ? Начар ĕçленĕ-и вăл е начар ĕçлет? Ахăртнех, кунта урăх сăлтав.
— Каçар, Павел, — сасартăк унăн хулĕнчен сĕртĕнчĕ тимĕрçĕ Петĕр. — Пире малтан Прыгунов паян сана ĕçрен кăлăрмасан, ăна судах паратăп терĕ те... Эп ĕнентĕм.
— Тупнă калаçмалли, — пӳлчĕ ăна Павел. — Эпĕ сана çилленместĕп. Этем йăнăшсан, кайран ăслăрах пулать.
— йăнăшрăн çав, Павел. Колхозниксем те çилленнĕ. Павел хăй шухăшласа кăларнă плугĕпе сухаласа пирĕн выльăхсене çеремсĕр тăратса хăварчĕ, теççĕ. Ăна мĕн, унăн чăх та çук, тесе пуплеççĕ, — Павел шухăшне урăхла ăнланчĕ тимĕрçĕ.
— Эх, Петрушка, юлатăн эс пурнăçран. Тухса кур хăть пĕрре уя. Кам тĕрĕсне хăвах ăнланатăн? Мĕн курăкĕ ӳснĕ унта? Сурăх чĕпĕтмелĕх курăк пулман. Халь еплерех тулă кашлать.
— Павел, Петĕр! Туя айтăр! — кăшкăрать Санька клуб пусми картлашки çинчен. Лешĕсем тапранманнине кура, чупса пырса вĕсене хулĕсенчен çавăтать.
— Çитĕ сире кулянса. Трофим Матвеевич çилли çуллахи çумăр пек. Шавласа килсе тăкать те, иртсе каять. Ман, ав, хуйхă такамăнчен те пысăк. Елена Егоровнăпа Володя тип шар тупса пачĕç. Темскер туйĕ тата. Атте-апай çисех яраççĕ. Ача пулмарăн эс, авланма та çынсем пек килте мар, клубра авланатăн, теççĕ. Эсир те пулин кăмăла пусарăр, — туртрĕ каччăсене Санька.
— Эсир кайăр, эп тепрер пилĕк минутран кĕретĕп. Хумханни иртсе кайтăр. Хĕрелнĕ питпе халăх умне тухасси.
Санька хирĕçмерĕ, Анна килеймен-ха, тесе, Петĕрпе иккĕшĕ клуба утрĕç.
Каччă шухăшĕсене йĕркене кĕртме пуçларĕ, асĕнче комсомолла туйра сăмах тухса калама хатĕрленчĕ. Пуçлама ваттисен сăмахĕнчен пуçласан? Начар-ши? Мĕнле аван вĕрентсе каланă вĕсем! Лайăх пурнăçпа ватăличчен пурăнăр, тулли пурнăçлă, ырă ача-пăчаллă, выльăх-чĕрлĕхлĕ пулăр, хăвăр хушăра килĕшӳллĕ пурăнăр, ват çынсене ан манăр. Ватта курсан — ватă пек пулăр, çамрака курсан — çамрăк пек пулăр. Хир пек аслă, вăрман пек пуян пулăр. Ял-йышпа, кӳршĕ-аршăсемпе килĕшӳллĕ пурăнăр. Вăйлă каланă. Унтан пуласлăх çинче чарăнса тăма юрать. Çамрăксем умне çавнашкал тĕллев лартмалла: каччăпĕр икĕ-виçĕ ĕçе пĕлсен çеç авланма пултарать, хĕрсен тутлă апат пĕçерме, пур ал ĕçĕсене, килти ĕçсене тума пĕлмелле. Çамрăк çемьере нихăçан та харкашу ан пултăр.
— Павел... Ну, Павел, теп. Хăлхасăр пултăн-и? — илтрĕ каччă хăй çурăмĕ хыçĕнче Федор Васильевич сассине. Вартах çаврăнчĕ.
— Итле, Василий Иванович шăнкаравларĕ. Ыран вĕсем обком секретарĕпе колхоза килеççĕ. Сан пирки ыйтрĕ. Трофим Матвеевич: «Килĕнче, кунта çук», — тесе евитлерĕ. Эс кунтах ак...
— Мана ĕçрен кăларни çинчен каласа пачĕ-и?
— Çăвар та уçмарĕ. Эп çавна ăнлантăм: сана ыран килтех пулма хушрĕç.
— Эп ун пирки пĕлетĕп. Çавах ыр хыпаршăн тавтапуç, — терĕ Павел, бригадирăн пĕртен-пĕр аллине чăмăртаса. — Туя каяр. Атту эпир пымасан, пуçламĕç, — васкатрĕ каччă.
3
Çамрăк мăшăрсене килне колхозăн ГАЗикĕпе леçрĕç. Вĕсем кайсассăнах клуб пушанма пуçларĕ, каччăсемпе хĕрсем кăна тăрса юлчĕç. Вĕсенчен нумайăшне Санька хăйсем патне пыма чĕнчĕ.
Пĕрремĕш комсомолла туя курма пынă халăх çамрăк мăшăр хыççăнах çенĕке кĕпĕрленсе тухрĕ, туйăн кашни вак-тĕвекнех асра тытма тарăшрĕ.
— Туй-и ку? Туйра тукмак йăванать, теççĕ. Ак кунта типсе вилмелле. Ĕçкĕсĕр туй — туй марах, — терĕ тахăшĕ.
— Эс ĕçкĕсĕр ирттер. Ĕçкĕпе ухмах та авланать.
— Хĕрĕн япалисене те кураймарăмăр.
— Ак халь машинăпа кайса илеççĕ. Кайса тăр Иван Андреевич хапхи патне. Куратăн.
— Эхей, çавнашкал парне парсан, карчăкран уйрăлсах эп те комсолла авланмалла, — терĕ çитмĕл çула çитнĕ Çтаппан мучи, шурă сухалне якатса.
Каччăпа хĕр кайнине курма тухнă халăх ахăлтатсах кулса ячĕ.
Клубра ташă пуçланчĕ. Малтан мăшăрсем вăтанарах, хăюсăртарах тухрĕç. Камăн ури çăмăл пулать?
Павел патне Лена хăех пычĕ, ташлама чĕнчĕ. Тепĕр самантран çамрăк мăшăр урай варринче вальс кĕввипе çаврăнма пуçларĕ.
Çурхи шыв та малтан пĕр-пĕр хысакран е сăрт çамкинчен пуçламасть-и хăй юхăмне? Кайран вăйланса ытти шывсемпе хутшăнать, сарăлать. Акă, пĕр мăшăр хыççăн тепри тухрĕç, ташă çаврăнăвĕ вăйлăланчĕ, самантрах клубра пукансем шутарса уçнă чылаях пысăк вырăн тăвăрланчĕ. Клубри сывлăш духи, одеколон шăршипе тулчĕ.
Марье, сценă çинче тăраканскер, Павел ташлама пуçăннине курсанах, чаршава карса хучĕ. Чаршав хушăкĕнчен зал ал тупанĕ çинчи пекех курăнать. Çапах вăл пурне те асăрхамасть. Пурте кирлĕ-и тата ăна? Павела шыраса тупма йывăр мар. Кунта вăл пуринчен те çӳллĕ, хура çӳçĕ кăтралатнă пек каялла хумлăн выртать. Сылтăм тăнлав патĕнчи пĕр çаврашка кăна чурăссăн çамки çине усăнса аннă. Пит-куçĕнче савăнăç: хăй авланать тейĕн. Хушăран пуçне аялалла пĕкет те Ленăна темскер калать. Кулать хĕр. Куçне каччă çинчен илмест. Ытла та савса пăхнăн туйăнаççĕ вĕсем Марьене. Ун чĕринче темĕнле курайманлăх кăварĕ тĕлкĕшет.
Ташланине курас мар тесе, Марье сценă çинчи пукан çине кайса ларать. Хăйне хăй лăплантарма пикенет вăл: шутласа хунине яланах пурнăçланă, малашне те пурнăçлать. Пĕлет хăй ăсне Марье, темĕнле йывăрлăхра та вăл тарăн малашлăха курса шухăшлама пĕлет.
Трофим Матвеевич яла таврăнсанах ун патне Мирон Семетович шăнкăравланă. Павел çинчен элекленĕ. Клевер вырăнне пăсни темех мăр имĕш, Кадышев Прыгунова председательтен кăларса ун вырăнне ларасшăн. Кунашкал хыпар Трофим Матвеевича уртарсах янă, лару пухиччен вăл Марье патне питех те çилленсе те пусăрăнчăк кăмăлпа çитрĕ, хăй шухăшне йăлтах ăна каласа пачĕ.
Мотоциклпа çапăнма шухăшланă хыççăн, Марье тул çутăличчен Павела кĕтрĕ. Килмерĕ каччă. Мăн кăмăлланчĕ, сăмахран хăрать. Камăн-камăн, арçыннăн мар, хĕрарăмăн хăрамалла сăмахран. Марье ытларах пĕлет. Нина куми ăна çынсем Павела сырăнать тенине пĕлтерчĕ. Кулса çеç ячĕ вăл. Ялта вут хумасăр тĕтĕм тухмасть, тесе тавăрчĕ. Унтан пĕр пытармасăрах хăйĕн юратăвĕ çинчен каласа пач. Нина ахлатрĕ, кулянчĕ, чĕр упăшка пур çĕртен юттине юратни ял кулли пулать, терĕ.
Марье ăсĕ йĕркеллех ĕçлерĕ. Калаççĕ пулсан, çын çине сăмах тухсан... Упăшкин хуйхи-суйхи шепех пулчĕ. Марье Павела тем тĕрлĕ хуратса сăнлама пикенчĕ.
— Сана вăл купец, тет. Эсир Хапăс Петĕрĕпе иксĕр колхоза çарататăр пулать. Пур пĕрех вĕсене тăрă шыв çине кăларатăп, тесе çӳрет. Нивушлĕ, Трофим, çавна та аваймастăн? Кăлар ăна вырăнтан.
— Эс ырлаканччĕ-çке яланах.
— Çĕлене сăхмасăр пĕлейместĕн. Те пур ун сăнни, те çук, — тавăрчĕ Марье. Вăл пĕр харăсах икĕ мулкача вĕлерме шутларĕ. Ялти сăмах кĕçех упăшкин хăлхине те кĕрет. Сахал-и колхозра элекçĕсем, сахал-и йăпăлтисем? Халь темĕн те калаччăр. Юратакан çын пирки упăшкине мĕнле хĕрарăм çапла калама хăйтăр? Вăл тасипех тăрса юлать: упăшки элек ахаль пулнине ĕненет. Павела ĕçрен кăларсан, унăн мăн кăмăллăхĕ чакать. Калас темĕ текех колхоза. Хура ĕçре яланах тар юхтарса ĕçлес килмĕ. Казахстанах каялла тухса кайĕ. Марьене те пĕрлех илсе каять. Вăл качча тухма çунакан ик-виçĕ кĕпеллĕ хĕр мар, перекет кассинче кăна çĕр пин енне çывхарать. Йăлтах ăна хăй ячĕпе хывнă. Çавăн пек мул умĕнче Павел мар, юмăхри хитре каччă ирĕлмелле. Пулас пурнăç та хăратмасть ăна. Савни лайăх пулсассăн, кĕпер айĕнче те пурăнма пулĕ.
Павела ларура ĕçрен кăларнине пĕлсенех, клубран тухмасăр ăна кĕте пуçларĕ. Акă, халь ташлать вăл. Унăн пăшăрханни те палăрмасть. Апла-тăк, Казахстанах каять. Çуртне-йĕрне сутса хăварĕ те, мен тăвас ун кунта, Çавалкасра? Институт пĕтерекен çын колхозра ĕçлет-и?
Купăс шăпланчĕ. Шăв-шав та мăкалчĕ. Марье пырса сирчĕ чаршав хĕррине. Павел патне Володя пынă, вăл ăна тем каласа парать пулас: иккĕшĕ те кулаççĕ. Лена ăçта çухалнă тата? Кур-ха эс ăна, Çавалкасра икĕ çул манашкă пек пурăнчĕ-пурăнчĕ те, пĕлет кама куç хывмаллине. Хитре каччă тупасшăн.
«Анса ташлас Павелпа е Володьăйа. Вĕсем иккĕшĕ туслă. Хăшĕ те пулсан, çĕнĕ хыпар пĕлтерĕç. Арçынсем сăмаха тытма пĕлекенех мар», — шухăшларĕ Марье, сценă çинчен анса. Кăштах вăл Трофим Матвеевичпа çапăнмарĕ.
— Эс кунта тăратăн-и? Кил çинчен мантăн-им? Ыран обком секретарĕпе Василий Иванович килеççĕ. Сан пĕр хуйхă та çук. Туй пăхать, — терĕ вăл çилĕллĕн.
— Клуба халех питĕрес-им? — тавăрчĕ Марье кăмăлсăррăн.
— Ас ту, сансăр ташлаймаççĕ пуль...
Упăшкипе арăмĕ клубран кăмăлсăр тухрĕç.
Вĕсене ăсатса купăс янрарĕ, çамрăксен савăнăçлă кулли илтĕнчĕ...
4
Çенĕкре Павелпа Ленăна Гришкăпа Элекçи тĕл пулчĕç.
— Тăхта, Павел, — чарчĕ ăна Элекçи. — Ăçта тĕрĕслĕх? Эпир коммунизмла пурăнас тетпĕр. Пĕри — пуриншĕн; пурте — пĕриншĕн. Мĕншĕн эс пире лару пулассине пĕлтермен? Пĕчченех кĕрешес тетĕн-и? Пĕччен путеке тукмак тытать, — кăштах çыхланакан чĕлхепе калаçрĕ тракторист.
— Пур путеке те тытакан мар, — тавăрчĕ каччă.
— Эпир Матвейча шыратпăр, — шăлĕсене шатăртаттарчĕ Гришка. — Çур аки ирттертĕмĕр-и? Лайăх пахалăхпа ирттертĕмĕр. Вăл уя тухса курчĕ-и? Курман. Неччу ун, ларусем пухса, сана ĕçрен кăларма. Пулман сан пек бригадир. Механикрен те ăста эс, ĕçкĕпе аташмастăн. Çавăнпа ларман пĕр трактор та çур акинче.
— Ну, айăплă эп, Гришка. Мĕнле эс ăнланмастăн, — вĕсенчен хăвăртрах хăпма тăрăшрĕ Павел. Анчах хĕрĕнкĕ çыннăн хăйĕн юрри.
— Эс, Елена Егоровна, пире каçар, — пӳлчĕ пуçанине Элекçи. — Сирĕн комсомолла туй, пирĕн çур аки пĕтнĕ. Пĕр енчен уяв теме юрать, тепĕр енчен — хуйхă, Матвейч пăсрĕ пирĕн уява. Вăт, ятăмăр пухăнса. Павелпа Володя çеç пулмарĕç. Вĕсем пирĕн тăн параканĕсем, пĕри — парторг, тепри — комсорг. Айăп ан тăвăр, Елена Егоровна, коммунизмла ĕç бригади ятне илме тапаçланакансем ĕçеççĕ тесе. Мункунта сыпман, Май уявĕнче сыпман, паян мунча кĕрсе тасалнă, ĕç пĕтернĕ. Шăм-шака çунă пулсан, ăша та çумалла. Володьăпа Павел ячĕпе пĕр кĕленче шампански пур. Çыртмалли те кунта, стакансем те, — пысăк сăран сумкине силлесе кăтартрĕ Элекçи.
— Володя ăçта? — чăтăмсăррăн ыйтрĕ Гришка.
— Шалтах вăл, — тавăрчĕ Павел.
Клубра çаплипех купăс кĕвĕлет, çаплипех мăшăрсем ташлаççĕ. Çенĕке тухакан чӳречерен ӳкекен ĕмĕлкесем пĕрре хуралаççĕ, тепре çуталса каяççĕ. Ташлакансен сулăмĕпе çенĕк хăми те чĕтренет.
— Пăрăнас — мăн кăмăллă тейĕç. Каятпăр-и? — ыйтрĕ Павел Ленăран.
— Юлташусенчен мĕншĕн пăрăнмалла? Эс кăштах сыпса пар, — вĕрентсе каларĕ хĕр.
Гришка Володьăна çавăтса тухрĕ. — Пахчана ай-тăр, — терĕ вăл комсорга алран ямасăр.
— Павел, сан хуйхă — ман хуйхă. Пĕрлех ĕçлетпĕр. Эпир гвардеецсем. Ял гвардеецĕсем! — кăкăрне çапрĕ Элекçи. — Марш, уполномоченнăйсен пахчине, марш, Алексей Филиппович! — хăйне хăех хушрĕ вăл.
Хĕрĕнкĕ трактористран Павелпа Лена сассăр кулса утрĕç.
Пахчара сыпман улмуççисем çатăркаланса ӳссе кайнă. Вĕсен айне каç тĕттĕмлĕхĕ кĕрсе вырнаçнă. Клуб чӳречисенчен ӳкекен çутă ешерсе çĕкленекен курăка, чие тĕмĕсене, улмуççисене хыпалать. Çав çутă, асамлă тĕртевçĕ евĕр, курăксенчен, туратсенчен хăйне евĕрлĕ тĕрĕ çыхать, катари йывăçсене татах та çăрарах, татах та тĕксĕмрех сĕмлĕхпе хуплать. Тĕмсем ăшĕнчи шăрчăк пĕрре шăпланса, тепре вĕçĕмсĕр чĕриклетет.
Çурăлнă шап-шурă садран мар, клуб чӳречисенчĕн пĕтĕм таврана ырă шăршă сарăлнăн туйăнать. Хутран-ситрен вăранакан çил, кассăн-кассăн юхса килет, пĕтĕмĕшпе сарăлса çитеймен йывăç çулçисем тĕрлĕ саслăн чăштăртатма тытăнаççĕ.
— Епле паха! — пăшăлтатать Лена.
— Ытарма та çук, — тавăрать Павел.
Пахчана пуринчен малтан кĕнĕ Володя икĕ улмуççи хушшинче чарăнса тăрать, кĕсйинчен фонарь кăларса, хăй ури айĕнчи курăка çутатать. Аялтан, çĕр çумĕпех сарăлса кайнă туратсем хăйсен аллине çутă патне тăснăн туйăнать.
— Клуб çути айĕнче çутта тухар, — кулать Володя. Элекçи çăмах чĕнмесĕр сумкинчен курăк çине хаçат кăларса сарать. Хăй сăмси витĕр çилленнĕ çын евĕрлĕ мăшлатать. Вăл хăйен çӳхе пиншакне хывать, ăна Ленăна тăсса парать.
— Эс, Елена Егоровна, лар. Ак, ман пиншака сарса лар. Ан тирке. Эп унпа ĕçе çӳремен, вăл хура мар, — сĕнет вăл чĕререн.
— Павел, эс тошă каччă. Хăнана пăхма пĕлместĕн, — тĕксе илет Кадышева Гришка. — Вĕрен ман пуçанаран. Анчах пурне те мар.
— Сумкине хама парăр, — сасартăк хутшăнать Лена. Элекçи пиншакне вăл хаçат çине сарать, унтан чĕркуçленсе ларать. Сумкăран хĕр хаçатпа чĕркенĕ стакансене, тăварланă сысна салине, пĕçернĕ чăх, йӳçĕтнĕ икĕ хăярпа селедкă туртса кăларать. Ун çумне пырса тăнă Володя фонарьпе çутатса пулăшать.
— Çыртмалли кунта трактор бригади валли çитет. Вилкăсем ăçта?
— Пуçана, эс чикмерĕн-и? — ыйтать Элекçи.
— Эп сан сумку патне пырса перĕнмен, — тавăрать Гришка. Вăл хăйне валли ĕç тупăйманшăн тунсăхлать, улмуççи туратне çулса тытнă та чечекĕсене, сăмси патне илсе пырса, шăршлать. — Ах, аромат! — ахлатать хăй.
— Ак ку тата мĕн? — «Московская» эрех кĕленчине çавăркалать Лена. — Эсир шампански кăна терĕр мар-и?
— Вăл, Елена Егоровна, пирĕн Элекçипе иксемĕрĕн нормă. Эпир чăвашсем, шампань эрехне хăнăхман. Пире хаяртараххи пултăр. Çур аки пĕтерсен çавăрса хуратăн та, тыр-пул пухса кĕртиччен пурăнатăн. Унтан çĕнĕ тырă салачĕн сăрине сыпатăн, — тавăрать Гришка.
— Нумаййи сахалли мар. Заправкă вăйлăрах пулать, ытларах ĕçлеме çитет, — тесе, Элекçи эрех кĕленчине çулса тытăть. Ахăртнех, вăл Елена Егоровна эрехе хăйсене памасран шикленчĕ пулас.
— Павел, Володя, Елена Егоровна, уçăр шампанскине. Вăл сире валли. Эсир, çамрăксем, йӳççе хăнăхман. Каçарăр, çыртма пан улми çук, халь çеç çурăлаççĕ. Сăто канфет пур. Эп ăна та шута илнĕ, — мухтанса илчĕ Элекçи, брюки кĕсйинчен пĕр ывăç шоколадлă канфет кăларса.
— Эс пурне те шута илнĕ те, стаканĕ тăваттă çеç, — тĕксе илет ăна Володя.
— Ĕçсен сан, пуçана, вакката çеç каяс пулать.
— Пуррипе пĕр стаканпа та ĕçме пулать. Çуккине çĕр стаканпа та ĕçеймĕн, — тавăрать Элекçи. Пуçани умĕнче те парăмра юлмасть. — Вакката мар-ха эп, тăхта ак, пĕр грам сыпмасăр калаçма вĕренеп. Рас эпир ырă ятшăн кĕрешетпĕр-тĕк, ăна çĕнетпĕр. Кайран, чапа тухсан, пирĕн Çавалкаса республикипех килме тытăнĕç. Кам пуçараканĕ, тейĕç. Ак, эпир. Павел, Володя, пуçана, тойăç, Григорий Михалч тата эп — Алексей Филипч. Камсем эпир? Коммунизмра пурăнма хатĕр, пурăнма юрăхлă çынсем. Во камсем! — кăкăрне çапса илчĕ тракторист.
— Коммунизм чух кунашкал çутти пулмасть, — йĕкĕлтет ăна Володя.
Паян тракториста çиллентерме хĕн.
— Ан пултăр çав. Кирлĕ мар. Сато ун чухне ман телевизор пулать. Çук, ахалли мар, урăххи. Хам килте кино куратпăр та, тĕрлĕ музăк-юрă итлетĕп, радиопа хам трактора ĕçлеттеретĕп. Вăл мĕнле сухаланине экран çинче курса ларатăп. Çĕмĕрĕлсен, машинă çине ларатăп та, кайса юсатăп. Ĕçлесе пĕтертĕм те — бесплат мунчана. Ваннă ăшĕнче пĕрер сехет тăсăлса кăна выртатăп. Тухçан хăть кино кур, хăть музăк итле. Ман мур тăвас-и çакăнпа? — эрех кĕленчине çĕклет Элекçи.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...