Ытла та вăрттăн юрату :: Виççĕмĕш пайĕ
— Паллах.
— Паян тата тепĕр кăткăс ыйту сиксе тухрĕ.
— Итлетĕп.
— Голдбертăн кунĕсем кĕскелсе пыраççĕ, анчах вăл хăйĕн Анăçри мулне, — унта, тĕрĕссипе, манăн та пай пур, — никама та парса хăварма пултараймасть.
Арланов полковник сăмахĕсем пурне те тĕлĕнтерчĕç.
— Мĕншĕн? — пĕлесси килчĕ кашнийĕнех.
— Мэрипе Билăн пурлăхĕ Тарри мулĕнчен темиçе хут нумайрах. Ман çине куçарас — эпĕ хам та унран пĕр-икĕ çул кăна çамрăк, тата Раççейре пурăнатăп, çавăнпа та вăл сана, Герман, юта чăнет.
— Мана? — тĕлĕннине пытармарĕ чăваш тухтăрĕ ĕнсине хыçса илсе. — Çут тĕнчере мансăр çын тупайман иккен.
— Тупайман, тусăм.
— Ман шутпа, унăн тăванĕсем пур.
— Эсĕ тĕрĕсех шухăшлатăн, анчах та çак мула эпĕ те, манăн тусăм Голдберг антифашист та тăванĕсем валли мар, пачах урăхла — этемлĕхе малалла ыррăн аталантарма, ытарлă каласан, чечеклентерме тăрăшакансен аллине парса хăварма ĕмĕтленсе тунă, çавăнпа та шанчăклă çынсене, сан пеккисене, шыратпăр, анчах та хальлĕхе тупаймарăмăр-ха.
— Шел. Эпĕ — тухтăр-çке, çавăнпа та, тен, сирĕн ĕмĕте пурнăçа кĕртеймĕп те. Ман шутпа, манран çирĕпрех тата шанчăклăрах çынна шырамалла.
— Килĕшетĕп, анчах Голдбергăн та, манăн та сывлăх хавшаса пырать, çавăнпа та паянхи саманара, социализм çĕршывĕ саланса пынă вăхăтра, пире, ветерансене, шанчăклă çын тупма питех те йывăр.
— Анчах та эпĕ Анăçри йĕркене, унти саккунсене пачах та пĕлместĕп.
— Сан çăварна кулачă хăй кусса кĕрет мар-и, çавăнпа та вĕренме тивет.
— Çапах та Энтрипе Гюзеле кунта пĕччен хăварма ытла та йывăр, килĕшӳллех мар.
— Тĕрĕсех шутлатăн, çавăнпа та эпир Шупашкарта пĕр-пĕр пĕрлешӳллĕ предприяти тăвасшăнччĕ, анчах Раççейри кăткăс, чăкраш лару-тăру, нумай-нумай тăтса паман ыйту пире те шиклентерет. Голдцбергпа иксĕмĕр сана Анăçа ярсан тепĕр икĕ е виçĕ çултан Энтри урлă кунта пĕрлешӳллĕ предприяти тума пулать тесе шутлатпăр.
— Каçарăр, анчах эпĕ ку ыйтăва тӳрех хуравлама пултараймастăп. Шухăшлас пулать малтан.
— Ăнланатăп сана. Пĕр енчен, сана Энтри шăпи канăç памасть. Гюзель те, паллах, пĕччен юлма хирĕç пулĕ.
— Паллах. Энтри пирки ан шиклен. Ку ыйтăва пĕтĕмпех йĕркелесе çитерĕп. Шанатăп Сире. Анчах та Эсир каланă пек тусан эпĕ хамăр обществăри аталанăва хирĕç пынă пек пулса тухмĕ-и? Çакă шиклентерет тата.
— Мĕншĕн?
— Ман шутла, Раççейри улшăнусем тĕрĕсех пулса пыраççĕ, анчах пирĕн ют мулпа пурлăха шанма юрамасть. Хамăрăн тумалла-çке пуянлăха.
— Улшăну тетĕн. Ан ман, шăллăм, ку тарана çитсе те эпир тĕрĕс çул тупайман хальлĕхе. Çакă ĕнтĕ пирĕн тĕп инкек, тĕп чăрмав.
— Эсир те çапла шутлатăр-и?
— Çапла пулмасăр.
— Каçарăр ыйтнăшăн, мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра çĕтсе кайма та пулать. Гюзель кашни кун Октябрь хĕлхемĕ пурпĕрех сӳнмĕ тесе тавлашать. Казанбаевсем вара, уйрăмах Эльвира, Октябрьти революци çĕршыва малалла яма чăрмантарнă кăна теççĕ. Эпĕ те иккĕленме тытăнтăн.
— Тĕрĕс иккĕленетĕн, çавăнпа та эпĕ, ютра нумай çул пурăнса тем те курнăскер сана çакна каласшăн. Паллах, итлеме кăмăлу пулсан.
— Иртен пуçласа каçчен итлеме хатĕр эпĕ.
— Астăватăн пулĕ, пирĕн ĕмĕр пуçламăшĕнче Ленинпа Мартов, большевиксемле меньшевиксем хирĕçсе кайрĕç. Пĕлетĕн-и çав хирĕçтăру мĕншĕн пуçланнине?
— Çук.
— Апла пулсан патша халăха ытла хытă хĕснĕрен Раççейре революци пуçланни пирки килĕшетĕн, çапла-и? Ленинпа унăн юлташĕсем те çакăнпа усă курнă, анчах çĕршывра демократи йĕркине туман. Пачах урăхла, самодержави вырăнне пролетариат диктатурине чĕртсе ячĕç вĕсем. Тĕрĕссипе, халăх ĕнси çинчи чукмара урăххипе улăштарчĕç кăна, анчах çакна ăнланакансем питех те сахал. Çавăнпа ыран е паян пирĕн çершывра тепĕр диктатор хуçаланма тытăнсан эпир çакăнпа килĕшме пултаратпăр. Акă ăçта пирĕн инкек.
— Чăн та, ытла та кăткăс вăхăтра пурăнма тиврĕ пирĕн ăрăвăн.
— Çавăнпа та сана Анăçа каймах сĕнетпĕр, хаклă тусăм. Каймах тивет. Ăнланатăн-и?
— Ытла кăткăслантармастăн-ши эсĕ ку ыйтăва?
— Мана, фашистла Германире ĕçленĕ разведчике тата Сталин кульчĕ вăхăтĕнче сыхланса юлнă çынна, пуласлă-ха курма ыттисенчен çăмăлтарах.
— Анчах та çулланса çитнĕ чĕре хирургне юта ăсатсан кунти халăха кам сиплĕ?
— Ку сăмахпа, калăпăр, эпĕ те килĕшетĕп, анчах хула мэрĕн шухăшĕ урăхларах пулма кирлĕ.
— Мĕншĕн?
— Вăл сан урлă Анăçпа çыхăнса хула халăхне пулăшма шутлать.
— Çыхăну тетĕр-и? — тĕлĕннине пытармарĕ чĕре тухтăрĕ.
— Çапла.
— Анчах та укçа-тенкĕсĕр чухăн Шупашкар тухтăрĕсемпе кам çыхланĕ?
— Кăлăхах шикленетĕн. Голдберг тата манăн ытти тусăмсем Анăçра пухнă çур мул Шупашкара ура çине тăратма çитмелле.
— Темĕн-çке.
— Сталинăн «Тимĕр чаршавĕ» чăнласах халăха минретнĕ, çавăнпа та Анăçри темĕнле ырă япалана та сиввĕн йышăнаççĕ пирĕн çынсем. Мул тĕнчинчи саккунсене, унти йĕркене пĕлменни те çакăнпах çыхăннă.
— Кăшт ăнкаратăп, анчах та сире, Голдбергпа иксĕре, темшĕн шанмастăп.
— Тĕрĕс. Чăваш тытса пăхмасăр ĕненмест теççĕ мĕн авалтан, çавăнпа сана чĕнетпĕр те юта, Герман.
— Тен, пирĕн арпашăнса кайнă общество тĕрĕс çул-йĕр тупатех? Кăшт тăхтасшăн эпĕ.
— Çĕршыва хаяр хирĕçтăру асаплантарнă вăхăтра пурнăç çăмăлланаймасть, çавăнпа та пăрах турткаланма. Çак пĕчĕк шалупа миçе çул арăмна тата ывăлна хĕн кăтартса пурăнасшăн эсĕ?
— Çапах та пирĕн патшалăх халăх сывлăхне сыхлакансене пулăшасса шанатăп. Заил та, ман шутпа, çаплах шутлать.
— Темĕн?
— Апла хăйĕнпе калаçар, — терĕ те Герман аллине ветеран еннелле тăсрĕ. Вăл Арланова ура çине тăма пулăшрĕ, унпа лăпкăн калаçса Волинăн вил тăприйĕ еннелле, — унта Заилпа Энтри тата шофер хĕрсех вил тăприне майлатчĕç, — утрĕ.
* * *
Ветеранăн шурă палăкĕ, ыттисенчен çӳллĕрехскер, хăйĕн капăрлăхĕпе пĕтĕм çăвана темĕнле çĕнĕ илем кӳчĕ, пĕлекенсене çеç мар, ытти килен-каяна та хăй патне чĕнчĕ. Эльвира ваттасен йăлине хисеплесе тăпра çине апат-çимĕç лартрĕ.
— Кĕçех Хĕветлепе пĕрле шкул ачисем килсе çитмелле. Ларса çийĕр, тархасшăн, асăнар, — васкатрĕ вăл арçынсене, вил тăпри çумĕнчи ятарлă сак çине ал шăлли сарса.
— Чăваш апачĕ чăнласах тутлă, анчах мĕншĕн-ха ун çинчен ытла та хăюсăррăн калаçатпăр? — ыйтрĕ хула мэрĕнчен ветеран пысăк термосран турилкке çине тин çеç кăларнă пăсланакан хуран куклине вилкăпа тирсе илсе. — Мĕншĕн, калăпăр, чăваш ресторанĕ тумастпăр халĕ те? Каярах, тен, юта та çитĕпĕр.
— Анăçра чăваш чунĕ çукпа пĕрех. Çырлахтарĕ-ши пирĕн хуплу е шӳрпе французпа акăлчана? — çапла каласа Эльвира пĕчек чăматанран Етĕрнери «Ленин хĕлхемĕ» колхозра тунă темиçе чăваш сăри кĕленчине кăларса лартрĕ. Кунтах шурă эрех кĕленчи те тупăнчĕ. Ăна упăшкине тыттарчĕ. — Малтан эрехне тутанар. Йăли çапла, — тесе хушрĕ.
— Ваттисен йăли-йĕркине манар мар, — каларĕ те Казанбаев тулли черккене Арланова сĕнчĕ.
Пурте пуçĕсене пĕксе шурă çӳçлĕ арçын мĕн каласса кĕтрĕç, анчах лешĕ те хумханнăран, те чăнласах та сывлăхĕ хавшанăран сăмахне пуçламарĕ-ха, хыттăн ӳсĕрсе илчĕ те çутă шĕвеке питĕ асăрханса тĕмеске çине икĕ-виçĕ тумлам тумлатрĕ, йывăррăн сывласа илнĕ хыççăн тин çапла каларĕ.
— Каçар, тусăм, эпĕ санпа сывпуллашма çитеймерĕм. Тĕрĕссипе, эсĕ манăн чи çывăх юлташ пулнă, санпала мĕн çамрăкран пĕрле ӳснĕ. Астăватăн пулĕ, эпир, çамрăксем, Çĕрпӳри техникумра вĕреннĕ чухне Çавал хĕрринчи уçланкăра хĕрсене вăйăран ăсататтăмăр, пурнăç çинчен ĕмĕтленсе калаçаттăмăр. Вăл вăхăтра çĕршыв, çеçке çурнă чечек пахчи пекскер, кĕрлесе шавлатчĕ, халăх хастарлăн социализмла общество тăватчĕ. Ĕненетчĕ хăй ĕçне. Çав тапхăртах тискерлĕхпе ултав та пирĕнпе юнашарах утнă иккен, анчах эпир ун çинчен нимĕн те пĕлмен, шутламан. Пирĕн ăру фашизма çапса аркатрĕ, анчах пысăк йăнăш та турĕ — эпир хамăр ача-пăчана ьттла та шеллесе, ачашласа ӳстертĕмĕр, вĕсене хамăрăн вилĕмсĕрлĕхе сыхлама кирлĕ пек хатĕрлеймерĕмĕр. Анчах кирек мĕнле пулсан та эпĕ те сан пекех шутлатăп: пирĕн цивилизаци пурĕ пĕрех чи çӳллĕ шайри общество патне çитет.
— Тĕрĕс, питех те витĕмлĕ пулчĕç сăмаххисем, — çапла каласа Заил Казанбаев дипломатран типотрафи сăрри те типсех çитмен çĕнĕ хаçат туртса кăларчĕ. — Кунта Раççей Федерацийĕн çĕнĕ Конституцине пичетлесе кăларнă. Павел Иванч, сан шухăшусем пĕтĕмпех пурнăçа кĕрĕç.
— Шанас килет, анчах иккĕлентерет те...
— Эпĕ Сире хăçан та пулсан улталанă-и? — хăюллăн ыйтрĕ хула мэрĕ.
— Çук.
— Апла пулсан мĕншĕн шикленетĕр?
— Тем çинчен те шутлаттарать паянхи пурăнăç. Тен, кам пĕлет, кăлăхах иккĕленетĕп.
— Ăнланатăп Сире.
— Мана малтан çĕршывра партисем нумай пулни шиклентеретчĕ, халĕ вара çакă йĕркеллĕ япалах тесе шутлатăп.
— Мĕншĕн?
— Вĕсем пурте пĕрчăх çăмартинчен тухнă, вĕсен хуппине кăна тĕрлĕ сăрăпа сăрланă.
— Килĕшетĕн-и? — тулли черккине Герман Марков еннелле тăсрĕ Казанбаев.
— Иксĕр те йăнăшатăр, — сасартăк татса хучĕ хирург. Темшĕн çак самантра хула мэрĕн чĕрине Çывăх Хĕвелтухăçĕнче сипленине аса илчĕ вăл. Ура çине тăчĕ, тунсăхлăн тăван ял, вăрман тата Çавал еннелле пăхса илчĕ. Унтан сасартăк калаçăва урăх еннелле пăрса ячĕ. — Чунăм хирĕçлет пулсан та манăн сирĕнтен уйрăлма тивет, — тесе хучĕ.
— Эсĕ тата мĕн палкатăн? — тĕлĕннине пытармарĕ хула мэрĕ юлташĕ çине тимлĕн пăхса.
—Эпĕ кĕçех юта каятăп.
— Кăлăхах. Ĕнер хулари тухтăрсене кирлĕ таран шалу тӳлемелĕх укçа-тенкĕ тупрăмăр, çавăнпа та сана унта ямастпăр. Сăн пек ăстасем хамăра кирлĕ. Кам сыватĕ хула халăхне? — терĕ Заил хĕрсе кайса. Ывăнса хĕрелнĕ куçне Арланов çине çĕклерĕ. — Ман шутна, эсир те манпала пĕр шухăшлă. Çапла мар-и, Павел Иванч?
— Ку япала ĕç укçипе çыхăнман, Заил. Унăн сăлтавĕ урăх, — тесе ветеран хирургпа хула пуçлăхне хăй еннелле туртрĕ, куçран шăтарасла пăхрĕ. Тепĕртакран, лешсем кăшт лăплансан, çапла каларĕ: — Хаклă тусăмсем, самана улшăнчĕ. Выртан каска мăкланнă теççĕ, Герман пек специалист та тухса çӳремесен, ыттисен ĕçне курмасан-вĕренмесен хăйĕн ăсталăхне çухатĕ. Шел пулин те, вăл паян санран, хула мэрĕнчен, ĕç укçи анчах илет, Заил. Ăна вара çĕнĕ çĕçĕ е ытти медицина хатĕр-хĕтĕрĕ те, чирлĕ çынна сипленĕ чухне усă куракан тĕрлĕ чаплă мел-меслет те — пурте-пурте кирлĕ. Ан тив, вĕрентĕр çĕннине, пĕлӳ пухтăр Анăçра.
— Килĕшместĕп! — терĕ хыттăнах Казанбаев Арланов çумĕнчен пăрăнса. Вăл кичеммĕн юлташĕ çине пăхса илчĕ. — Эх, кĕтменччĕ эпĕ нихăçан та Павăл Иванч та çапла çăмăллăн ăста çынсене ăçта килчĕ унта ăсатасса.
— Халĕ ĕлĕкхи мар. Кашни çын ирĕклĕ.
— Тĕрĕс, анчах ăçтан тупăпăр-ха эпир Марков пек опытлă хирург?
— Укçа лайăх тӳлесен, тен, юлать? — йĕкĕлтешсе илчĕ те ветеран, сасартăк унăн та сăн-пичĕ тĕксĕмленчĕ, вăл сылтăм аллипе пуç муклашкине хыпашларĕ.
— Кăлăхах тавлашатăр, — калаçăва вĕçлесшĕн пулчĕ Марков, ветеран аллине пуçĕ çине хунине асăрханăскер. Хытă пăлхансан, уйрăмах пĕр-пĕр çивĕч ыйтăва татса парас умĕн, Арланов аллине пуç муклашки çине хума юратнине Герман тахçанах асăрханă. — Юрĕ, калам хамăн шухăша. Каяссипе каяс марри манран хамран килет.
— Тĕрĕс, тата Волин вил тăприйĕ умĕнче тавлашса тăрар мар-ха. Ыран, кантура пырсан, калаçăпăр, — çамрăк тусĕсене лăплантарма тăрăшрĕ ветеран.
— Эпĕ вырăнта пулмасан та пултаратăп, — асăрхаттарчĕ хула мэрĕ.
— Паян Шупашкара таврăнсан ытлашши çывăрса выртмăпăр эпир. Сан пата ыран ирех çитĕпер.
Заил Казанбаев хăй хирĕç маррине систерсе аллине сулчĕ.
Пĕрлешнĕ хуçалăх тавра пыракан тавлашу
Тепĕр ирхине Марков чăнласах та хула кантурне пычĕ.
— Тĕпелелле иртĕр. Ларăр, тархасшăн, — сĕнчĕ мэр аллипе сĕтел умĕнчи пукан çине кăтартса. Анчах Герман Марков алăк урлă каçсанах темшĕн пĕр вырăнта чарăнса тăнине асăрхарĕ те хăвăрт ура çине тăрса юлташĕ еннелле утрĕ.
— Ирхи салам, — терĕ хăна куçне йăвашшăн тусĕ çине çĕклесе. Вăл, пиншак кĕсйинче тем шыраканскер, хăй патнелле çывхаракан Заил Казанбаева хирĕç пĕр утăм та тумарĕ, çаплах алăк умĕнче тăчĕ.
— Салам, — çирĕппĕн чăмăртарĕ юлташĕн аллине хула пуçлăхĕ, хулпуççинчен ыталаса ăна пӳлĕмĕн тепер вĕçне, вăрăм сĕтел патне, илсе кайрĕ.
— Чей е кофе ĕçетĕн-и? Хăшне ытларах хисеплетĕн? — ыйтрĕ Казанбаев сĕтел хушшине вырнаçса ларнă вăхăтрах умпӳлĕмри хĕрарăма хăй патне кĕме чĕнсе.
— Паллах, чей. Ăш-чике хура шĕвекпе варалама ĕлкĕрĕпер-ха, — хăй кофе ĕçме юратманнине пытармасăр хăвăрт каларĕ тухтăр. Унăн тĕксĕм пичĕ куç умĕнчех çуталма тытăнчĕ, çӳхе тути те сисĕнмеллех тачкаланчĕ, пиншакне вĕçертсе пукан çине меллĕрех вырнаçса ларчĕ. Анчах хĕрарăм пӳлĕмрен тухнă-тухманах сасартăк улшăнчĕ: куçĕ ялкăшса илчĕ, тути каллех çӳхелчĕ, пăлханчăк сасăпа вăл çапла каларĕ: — Арланов темшĕн килсе çитеймерĕ-ха. Унпа çапах та килĕшмех тивет эпĕ Анăçа каятăп. Гюзель — çакна хирĕç.
— Мĕншĕн?
— Вăл Арланова та, Голдберга та шанмасть.
— Тен, унăн иккĕленĕвĕнче тĕрĕслĕх те пур?
— Малтан эпĕ хам та çапла шутлаттăм, анчах Павăл Иванăчпа калаçнă, сӳтсе явнă хыççăн манăн шухăш улшăнчĕ, мĕншĕн тесен Голдбергпа Арлановăн ютри хуçалăхĕ чăнласах та çирĕп.
— Эсĕ кайсан пирĕн çухату ытла та пысăк пулĕ. Çавă шиклентерет мана.
— Голдберг лабораторийĕ çинчен эсĕ пĕлетĕн. Çапла-и?
— Пĕлетĕп тейĕпĕр.
— Çав лабораторин сиенлĕ пайĕ халĕ пĕтĕмпех Билпа Мэри аллинче, Пакистанра. Унăн тепĕр сыпăкĕ — этем сывлăхĕшĕн ăна хăвăрт тата ырă меслетсемпе ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçлекенни — Европăра, пирĕнтен инçех те мар. Арланов каланă тăрăх, унта ĕçлекенсенчен чылайăшĕ ватăлнă тата вĕсене улăштарма шанчăклă çынсем çук.
— Каясах тетĕн пулсан эпĕ хирĕç мар. Ăсатăпăр сана унта.
— Ăсатиччен, тусăм, иксĕмĕрĕн те çанă тавăрсах тар юхтарма тивет.
— Манăн та-и?
— Çапла. Санăн та, тусăм.
— Анланмарăм-ха. Мĕншĕн апла?
— Малтан Шупашкарта Голдберг фирмипе пĕрлешме пултаракан йĕркеллĕ хуçалăх тумалла. Унтан тин эпĕ, çав йĕркелĕвĕн пуçлăхĕ, юта тухса çӳреме, пĕтĕм ĕçе хам алла илме пултаратăп. Кунта пĕччен нимĕн те тăваймастăп, çавăнпа килтĕм сан патна.
— Тинех ăнлантăм. Ахальтен мар иккен йăвашшăн кĕтĕн пӳлĕме.
— Манăн поликлиника хăй тĕллĕн кăна, патшалăх пулăшмасан, ку ĕçе кирлĕ шая çĕклеймест. Ĕçне тусан патшалăх умĕнче, паллах, парăмра юлмăп. Тупăша пĕрле пайлăпăр.
— Эпĕ ăнланнă тăрăх, хула администрацийĕпе эсĕ ертсе пыракан поликлиникăн пĕрлешнĕ хуçалăх туса хумалла. Çапла-и?
— Çапла, анчах та ку япалапа Анăçра килĕшмесен те пултараççĕ... — вĕçлеймерĕ шухăшне хирург, пӳлĕме ывăс йăтнă хĕрарăм кĕнине асăрханăскер, çурма сăмахрах чарăнса тăчĕ.
— Малтан чей ĕçер. Вара вăй-хал калаçма çеç мар, тем тума та çитĕ, — лешĕ юриех такăннине ăнланса юлташĕн сăмахне тытса илчĕ Казанбаев.
— Шыв ĕçсех пăхаттир пулаймăр, — терĕ хĕрарăм пăсланакан чей чашăкĕсене сĕтел çине лартнă майай. — Тен, çыртмалли те кирлĕ?
— Тавтапуç. Мана арăм ирхи апат çитерсех ăсатрĕ, — шӳтлĕреххĕн каларĕ Марков мэр çине пăхса илсе. — Тен, Заил Валеевич валли кирлĕ?
— Ман пирки ан пăшăрханăр. Эпĕ ĕлкĕрĕп-ха, — ирхи апат çимесĕрех килнине пытармарĕ Казанбаев, анчах секретарь сăмахне йывăра илни тӳрех сисĕнчĕ, мĕншĕн тесен сасси ăш-чик тĕпĕнчен илемсĕррĕн кăрăлтатса тухрĕ: — Халăх нумай пуçтартăн-и ман валли?
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...