Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: I сыпăк
1
Улатти алри шăпăрне алăк патнелле печĕ, умĕнчи пукана хыттăн шаклаттарса сĕтел çумнерех лартрĕ. Вара сак айĕнчен чылаях пысăк чăматан туртса кăларчĕ. Ун ăшĕнчи хăмлана урайне тăкрĕ, çийĕнчи тусанне «кĕпе виллипе» шăлса тасатрĕ. Улатти сăн-пичĕ хаяр. Çамки картлана-картлана илет. Шупка кăвак куçĕсем çилĕллĕн çуталаççĕ. Хăй патне пынă çичĕ çулхи ывăлне вăл, ним туман çĕртенех, кăшкăрса пăрахрĕ:
— Кай-ха кунтан. Мĕн чăлханса çӳретĕн!
Вăл тĕпелте хăй арăмĕ качча килнĕренпех ларакан арчана уçрĕ те унти кĕпе-йĕме ним йĕркесĕр пăлхатма пуçларĕ. Вара арча тĕпĕнчен пысăк çыхă илчĕ. Ку кивĕ михĕ ăшне чиксе хунă, кантрапа урлă-пирлĕ çыхнă хутсен купи иккен. Улатти çав хутсене майла-майла чăматана чикме пуçларĕ.
— Мĕн тăватăн эс, Улатти? Ăçта каятăн? — ахлатса ыйтрĕ кравать çинче выртакан арăмĕ. Пуçĕ çине Елян пысăк тутăр пĕркеннĕ.
— Каймалла-ха. Ытлашши мăшкăллаттарса пулмасть. Унсăрăн ĕнсе çинех хăпарса ларĕç. Çитет!
— Ачасем валли пăтă çакса ямаллаччĕ. Мĕн пулать-ха капла. Çимесĕрех выртаççĕ-çке кĕçĕр...
Улатти Елян сăмахне итлемерĕ. Хăй патне мăрлатса пынă кушака тĕксе ячĕ те чăматана татах хутсем вырнаç-тарчĕ.
— Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă... — шутларĕ Улатти. — Пурĕ çирĕм çиччĕ вĕсем. Çирĕм çиччĕ! Мана Верховнăй Главнокомандующи çирĕм çичĕ хут тав тунă. Кам илнĕ-ха ун чухлĕ хут Анаткасра? Вăт шăхличсем! Тупăннă тата. Мана кукуруза çумлама тухман тенĕ. Штрафланă. Укçа кирлĕ пулнă ĕнтĕ вĕсене. Ман укçа кирлĕ пулнă. Паратăп. Улатти веçех пама вĕреннĕ. Лараççĕ унта. Çын курман çĕрте пĕрре лайăх шăхăртса ямалла вĕсене!
Улатти чăматана чăнкăр-чанкăр тутарса пилĕк орденне, вун пĕр медальне, тĕрлĕрен значокĕсене чикрĕ. Медалĕсенчен хăш-пĕрисем кăвакарсах, тутăхсах ларнă. Вăл вĕсене халиччен нихçан та тытса пăхман пулас. Юлашкинчен чăматанне питĕрчĕ те алла тытрĕ.
— Ăçта сӳтĕлсе çӳрет çак Улатти! Нихçан та çын йĕрки çук вара, — каллех пысăк тутăрне сирсе пăхрĕ Елян.
Улатти сак çинче ним шарламасăр ларакан ачисем патне пычĕ.
— Айтăр-ха пурте тумланăр.
— Мĕн хăтланать ĕнтĕ. Ăçта илсе каять ачасене çĕр хута? Тулăкĕ çук вара çакăн, — терĕ арăмĕ çаплах кравать çинчен тăмасăр.
Ачисем часах тумланчĕç.
— Кайрăмăр, шăкăр-макăрсем. Эсир манран пĕр шит те а юлар. Ну, эпир часах таврăнатпăр, Елян. Клуба Алексеев килнĕ тет-ха. Колхозри партком секретарĕ. Ун патне кайса килем.
Чăматан йăтнă Улатти виçĕ ачине ертсе пылчăклă урам тăрăх анаталла вĕçтерчĕ. Хирĕç пулакан çынсем ун çине темле ăнланаймасăр, тĕлĕнсе пăхса юлчĕç.
Сулхăн çил вĕрет. Йăмрасем çилĕллĕн чашкăра-чашкăра илеççĕ. Чылай катăлнă уйăх хăпарать. Çывăхри тăкăрлăкрах хĕрсен хаваслă юрри янăраса кайрĕ. Пĕр пахчара темле ыйха маннă кайăк чив-чив! чив-чив! тесе такама чĕннĕн илтĕнет.
Улатти клуба çитрĕ те тӳрех кĕнеке вуламалли пӳлĕме васкарĕ.
— Пирĕн пеккисен кĕме юрать-и кунта? — ыйтрĕ вăл темле парăнман сасăпа, çирĕппĕн. Вара ачисемпе, чăма-танĕ-мĕнĕпе кĕчĕ. Ывăлĕсем алăк патне çума-çумăн тăчĕç. Хăй тăп-тулли çын ларнине пăхмасăрах тĕпеле иртрĕ те чăматанне сĕтел çине хучĕ.
— Пирĕн парти пухăвĕ пырать-ха кунта, — пĕлтерчĕ ăна партком секретарĕ Алексеев.
— Пĕлетĕп, çавăнпа килтĕм те эпĕ, — терĕ Улатти, вара чăматанĕнчен орденĕсене, медалĕсене, Верховнăй Главнокомандующи тав тунă хучĕсене пĕр купа туртса кăларчĕ. — Акă курăр, кам вăл — Улатти! Патшалăхшăн тăрăшнă-и вăл, тăрăшман-и?
Ун хыççăн Улатти кашни медальпех, орденпах паллаштарма пуçларĕ.
— Ку Мускавшăн, ку Ленинградшăн, ку Варшавăшăн, ку Кенигсбергшăн, ку Берлиншăн, ку Прагăшăн, ку Будапештшăн...
— Владимир Петрович, эпир вĕсене кайран курăпăр. Халĕ пуху-ха пирĕн. Эсĕ коридорта кăштах лар, — йăпатрĕ ăна Алексеев.
— Çук, çук. Эпĕ кĕтме пултараймастăп. Манăн киле çитсенех çак шăкăр-макăрсем валли çăмах яшки пĕçермелле. Ыран çăкăр хывмалла, ачасен кĕпине çумалла. Хăвăрах пĕлетĕр, лешĕнчен пулмасть вĕт манăн. Урлă выртана тăрăх çавăракан çын пулĕ-ши унран? Эх, калама та кирлĕ мар. Акă курăр-ха, ку ордена эпĕ Орел хирĕнче илтĕм. Фердинандсем, пантерăсем... Гаубицăллă тупă патĕнче пулнă эпĕ. Пĕлетĕр-и, гаубицăллă. Фердинандсене те парăнман. Мана халь парăнтарасшĕн. Шиш! Салтак парăнмасть вăл. Эх, Эльба патĕнче!..
— Маттур салтак пулнă эс, Улатти, — сăмах хушрĕ Алексеев хăйĕн çамки çине усăнса анакан сарă çӳç пайăр-кисене çӳлелле шăла-шăла илсе. — Эсĕ тăшмансене маххă паман...
— Паман çав. Нихçан та тăван яла сутман, çĕршыва сутман. Улатти вăл фашистсене Берлин урамĕнче аркатнă. Улатти ун чухне кирлĕ пулнă. Ăна — ме! — орденсем панă. Вилме кайнă чухне уншăн нимĕн те хĕрхенмен. Халĕ ав Улатти ниме тăман çын пулчĕ иккен.
— Мĕн çинчен каласшăн эсĕ? Мĕн пулнă? — ăнланаймарĕ партком секретарĕ.
— Ĕçе тухманшăн радиопа каланăччĕ ун ятне. Çавăн пирки вăл, — пĕлтерчĕ сĕтел çине ӳпĕнсе кăшт куларах ларакан бригадир.
— Тĕрĕс, Пракка! Питĕ тĕрĕс! — ун умнех пырса тăчĕ Улатти. — Инкек инçе мар вăл, çумри енчĕкрех. Пурăнса пăх-ха ман пек. Вутă хут, çăкăр пĕçер, арман авăрт, колхоза тух. Пурне те ху ĕрселен. Мĕн тути калать вăл. Эпĕ Эльба патĕнче! Кам çĕмĕрчĕ фашистсене? Кам хăтарчĕ тамăкран? Улатти! Çак сирĕн умăрта тăракан Улатти! Тихăн Петрин Улаттийĕ! Улатти пек çынсем халĕ кирлĕ мар ĕнтĕ сире. Малтан кирлĕ пулнă та... Çапла çав... Пурăнса курнă, пĕлетпĕр.
—Улатти, колхозра йĕркеллĕ ĕçлес пулать. Вара пурте хисеплĕç, — каллех сăмах хушрĕ Пракка.
— Эпĕ, мĕн, кăмака çинче выртатăп-и? — тарăхса кайрĕ Улатти. Авă ман ачасем ретпе тăраççĕ. Пĕринчен тепри пĕчĕккĕ. Вĕсене эс пырса пăхатăн-и? Çук çав, çын ачине никамăн та пăхас килмест. Вĕсене ман хамăнах пăхмалла, тăрантармалла, тумлантармалла. Арăм çук ĕнтĕ вăл. Виçĕ çул урай та шăлаймасть. Никам та пĕлмест ман пурнăçа. Эй, çын пурнăçĕ мĕн тума кирлĕ çынна. Эсир пухура калаçатăр ĕнтĕ, çапла-çапла тумалла, çынсен пурнăçне лайăхлатмалла тетĕр. Питĕ лайăх калаçатăр. Чăнах, пуплешме аван хăнăхнă эсир. Ах, çавна çак пухуран тухсан та манас марччĕ...
— Апла тăк, — сиксе тăчĕ Пракка, — йĕркеллĕрех, çын манерлĕ шухăшласа пăхар-ха.
— Эпĕ, мĕн, халиччен çын манерлĕ шухăшламан-и? Çапла пуль çав. Эльба патĕнче, Берлинра çынах пулнă эпĕ. Мана ун чухне çын тесе шутланă...
— Чарăн-ха эс, — пӳлчĕ ăна утарçă Хритун.
— Ма чарăнас манăн, Хритун пичче. Лере, Эльба патне çĕмĕрттерсе пынă чухне, никам та «чарăнăр» темен-çке пире. «Айтăр! Малалла! Вперед!» тенĕ. Халĕ чарăнас пулать иккен.
— Чарăнас пулать çав. Аншарли сыпма та чарăнмалла, — терĕ Пракка.
— Эй, юлташăм. Пурăнан пурнăç пуртă аври тăршшĕ çеç мар. Çынна ытлашши вĕрентсе ан калаç. Хăвăн пурнăçунта та ун пекки килсе тухĕ. Эпĕ чĕре çуннипе ĕçетĕп. Мĕн тăвас манăн? Çăкăр хывас-и, ачасен кĕпине çăвас-и? Кукуруза çумлама тухас-и е арăма больницăна илсе каяс-и? Çурмаран çурăлса икĕ çын пулăттăм, ун пек тума май çук. Авă ачасем. Пурте шăкăр-макăр...
— Ачусене те манатăн çав хăш-пĕр чух, — хĕрелсе кайсах каларĕ Пракка. — Ĕçсе лартатăн та, эй, кайрĕ вара, урам тăрăх яртлаттарчĕ Улатти. Эльба та Одер... Одер та Эльба... Килте хуть те пуçхĕрлĕ унта. Çын йĕркине кĕрес пулать, Улатти! Салтак чысне упрамалла. Колхоза йĕркеллĕ тухмасан çемйӳне выçă лартатăн вĕт, юлташ.
— Итлеместĕп те эп сана, Пракка тусăм, — хучĕсене чăматана чикме пуçларĕ Улатти. — Кашниех сас палли вĕрентет. Ăна эпир вăтăр çул каялла вĕреннĕ. Çемйӳне выçă лартатăн тет тата. Эпĕ хам çемьене нихçан та выçă лартса курман-ха. Лартсан та санран кивçен ыйтма шутламастăп. Тупăннă тата...
Партком секретарĕ Улаттипе ним калаçма та аптраса тăчĕ. Вăл çак çирĕп пӳсиллĕ, сарлака хулпуççиллĕ, сарă çӳçлĕ, пĕркеленчĕк питлĕ çынна темиçе те тĕл пулнă. Анчах унпа йĕркеллĕ калаçма тӳр килмен унăн. Мĕнле çак çын кăмăлĕ? Мĕнлерех ун чун-чĕри? Еплерех калаçмалла унпа? Хальлĕхе пĕлме йывăр пулчĕ-ха çаксене. Çапах та Алексеев ку çын уçă кăмăллине, ырă чĕреллине малтанах туйса илчĕ. Вăл Улатти паттăр, хăюллă çын иккенне те курчĕ. Çак колхозник хăйĕн ăшĕнче, чун-чĕринче мĕн пуррине пĕтĕмпех уççăн каласа парать. Унăн хăй юлташĕсенчен, ял-йышран пытармалли нимĕн те çук. Алексеев ăшшăн кулкаласа илчĕ те:
— Владимир Петрович, эсĕ, мĕн, хăв ятна радиопа асăннăшăн тарăхатăн-и? — терĕ.
— Çавăншăн çав, Иван Алексеевич. Ним шухăшламасăр-тумасăрах пыраççĕ те радиопа кĕрлеттерсе яраççĕ. Эпĕ ун пек лĕпĕр-лĕпĕр хăтланнине тӳсме пултараймастăп. Улатти ятне хурлама намăс вĕсене! Вăт çавăн çинчен çеç килсе калас терĕм сире, Алексеев юлташ. Юриех килтĕм эсир пуррине пĕлсе. Атту чун тӳсеймест. Тертлен-тертлен те, ме сана!... Ну, каям-ха эпĕ. Ачасене яшка пĕçерсе памалла.
Алексеев унпа калаçма хатĕрленсе çитнĕччĕ ĕнтĕ, анчах Улатти чăматанне питĕрчĕ те алла тытрĕ, алăк патнелле утрĕ.
— Айтăр, ачамсем.
— Чипер кайăр, Владимир Петрович. Эпир санпа курса калаçăпăр-ха. Юрать-и? — терĕ партком секретарĕ.
— Ырă сăмахушăн тавтапуç. — Алăк патне çитнĕ Улатти тепĕр хут тĕпеле иртрĕ те Алексеев юлташа чăматанне çĕре лартсах алă пачĕ, кĕтмен çĕртен питĕнчен чуптуса илчĕ. Кăмăлĕ çемçелнипе йĕме хăтланчĕ. Вара ачисене ертсе васкасах тухса кайрĕ.
Акă Улатти пылчăклă урам тăрăх килелле хăпарать. Паçăрхи тарăху темле кăшт иртнĕ пек, çилĕ шăраннă пек туйăнать ăна. «Аван каларăм-ха, — шухăшларĕ вăл. — Каламасăр, пĕлччĕр, курччăр. Вăт хирĕç нимех те чĕнеймерĕç-ха. Ăçтан чĕнен унта. Непуç, вĕсенчен хăш-пĕри-сем вăрçă шăрши-маршине те пĕлмеççĕ пулас. Пăх-ха,
Хритунĕ тата! Хăй мĕнех ĕçлет-ши вара? Утарта хурал ларнине ĕç тет-ши вăл? Эпир пĕр ĕçлесен тăрăнса ӳкиччен, çан-çурăм лачкам шыв пуличчен ĕçлетпĕр. Пирĕн йăхра тӳр пилĕксем çуралман. Ĕçме чарăн тет тата, пĕтмен япали! Санне ĕçеççĕ пуль. Эсĕ мана çур кун тилмĕрсен те пĕр черкке парас çук. Çынна пĕр черкке ĕçтерес пулсан çакăнса вилетĕн. Эй, çынсем пирĕн ялта! Вĕтĕр-шакăрсем, пĕтнĕ çынсем кăна. Аван каларăм-ха. Лай-йăх! Партком секре-тарĕ хăй те нимех те чĕнеймерĕ. Тепĕр чух калаçăпăр тет. Штош, калаçатпăр. Ман пек тертленес пулсан Алексеев хăй те виçĕ кунранах пĕлĕт курăнмиччен ĕçсе лартать. Ай, кăвас çăртарасчĕ ăна, çăкăр хывтарасчĕ, ачисен кĕпине çутарасчĕ. Çав вăхăтрах тата колхозра ĕçлеттересчĕ. Кукăрăлать вăл. Пĕлсех тăратăп, кĕвенте пек кукăрăлса ларать. Хăйсем çаплах çынна сас палли вĕрентеççĕ. Ухмах теççĕ пуль пире. Ну, этемсем!»
Улатти тӳсеймерĕ, сасăпах кулса ячĕ. Çывăхри тăкăр-лăкра çамрăксем халĕ те хаваслăн юрлаççĕ. Катăлнă уйăх йăмрасен тăррине улăхнă. Хиртен сулхăн сывлăш кӳ-кӳ капланса килет. Çăлтăрсем çамрăк чухнехи вăхăта аса илтереççĕ. Эх, такамшăн та хаваслă-çке çамрăк вăхăт! Ун чухне Улатти вăйлă та хĕп-хĕрлĕ сăн-питлĕ каччăччĕ. Вăл питех те кăмăллă хĕре — Еляна, юратрĕ. Вĕсем мăшăрланчĕç те инçене-инçене, Мурманск хулине, тухса кайрĕç. Авланнă хыççăнхи чи савăнăçлă уйăхсене çурçĕрти пулă промыслинче ĕçлесе ирттерчĕç. Темле хăвăрт, сисĕнмесĕр иртрĕç çамрăк чухнехи кунсем. Вĕсен илемне курса та ĕлкĕреймен пек, вĕсен савăнăçĕпе киленсе те курман пек туйăнать.
«Эх, этем нумай та, çын сахал, — çаплах тарăхма пăрахаймарĕ Улатти. — Хăш-пĕрисем куçа-куçăн, ăшшăн, ыррăн калаçас вырăнне радиопа кăна ĕрлешме пуçларĕç. Унта-кунта каймалла пулсан та хут татки пырса тыттараççĕ. Вуласа пăхатăн вара: çавăнта-çавăнта çав сехетре çитмелле тесе çырнă. Анчах радиопа хут таткин чунĕсем çук çав. Халиччен епле лайăх пуплеттĕмĕр эпир: «Улатти, пирĕн пата каçса лар-ха», — тетчĕ кӳршĕ çынни. Эх, хаваслансах каяттăн вара. Кăшт ăна-кăна ыйтса пĕлсен сисместĕн те, сĕтел çине хăймаллă çĕнĕ сăра витри хăпарса ларатчĕ. Тепĕр чухне тата: «Улатти, мунча хутнă эпир. Мунча кĕме пырăр», — тетчĕç. Каяттăнччĕ кӳршĕ мунчине. Лайăх çапăнса, хĕрелсе тухатăн, çамкаран тар шăпăртатса юхать. Кил карти витĕр тухнă чухне кӳршĕ арăмĕ чӳречине уçсах ларать: «Улатти, кĕрсе тух. Мунча çинчен пĕрер черкке парам! Эреххи нумай мар та. Пĕрер черкке тупăнĕ», — тесе чĕнет. Хуллен, васкамасăр, кăшт турткаланса кĕретĕн ун патне... Халĕ çук. Хăвăнпа çур сăмах калаçмасăрах — штраф. Çапах та Алексеев манпа тĕл пулма шутларĕ-çке. Тен, чăнах та, аван çын пуль вăл Иван Алексеевич. Килĕштеретĕп эп ăна. Вăрçмарĕ, кӳрентермерĕ. Куçĕсем ăшшăн пăхрĕç. Лайăх калаçăп-ха эпĕ унпа. Пĕтĕм пурнăç çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе сăтăрттарса парам».
Улатти ачисем киле чупсах кайрĕç. Вĕсем хапхана кăриклеттерсе кĕчĕç те ĕнтĕ. Çак вăхăтра йăмрасем хушшипе такам асăрханса утни курăнчĕ. Акă вăл çывăхах çитрĕ. Хăй катка йăтнă иккен. Ку кӳршĕ хĕрарăмĕ Хреççи пулчĕ. Улатти тĕлне çитсен вăл чарăнчĕ те хуллен:
— Ара, Улатти, сирĕн пысăкрах катка çук-и çак. Мана пысăкрах катка кирлĕччĕ, — терĕ.
— Мĕн тума кирлĕ сана?
— Эй, ан калаç-ха, Улатти. Чăнах çук-и сирĕн? — çурăмĕ çинчи каткана çĕре лартрĕ Хреççи. — Ку ав пĕчĕкрех.
— Çук çав. Кăшăлĕсем татăлнă. Мĕншĕн çав териех кирлĕ вара?
— Ара, пĕлместĕн пуль. Чиркӳ праçникĕ çитет-çке.
— Эй, çитин. Мана нимле праçник те кирлĕ мар-ха. Манăн килте кашни кунах праçник.
— Ара, епле тӳсетĕн эс, Улатти. Хĕрхенетĕп сана.
— Хĕрхенекенсем нумай вĕсем, Хреççи. Пулăшакан-сем çук.
— Ара, çапла пуль çав, çапла пуль. Хам та тахçанах шутлатăп: пĕрре çавсем патне пырса ачисен кĕпи-йĕмне йăлтах çуса парасчĕ тетĕп. Тем амакĕ, ниепле те ал çитмест.
— Çапла пуль çав.
— Ара.
Хреççи умри тĕреклĕ арçын çине куçне мăч-мăч хупкаласа ăшшăн-ăшшăн пăхрĕ. Ахальтенех кăшт кула-кула илчĕ, аллисемпе саппун пиçиххине тӳрлеткелерĕ. Улатти вăл тем каласшăн пулнине часах сисрĕ те:
— Мĕн пĕлтересшĕн эс мана? Айта пĕлтер, — терĕ.
— Мĕн пĕлтерĕн-ха сана. Эс авланнă. Ача-пăчаллă çын.
— Ара çамрăк чух улах ларнине аса илтĕм-çке. Эсĕ ун чухне, тем пирки, Елян çумне мар, ман çума ытларах лараттăнччĕ.
— Пулнб пуль, Хреççи, тем те пулнă пуль.
Ара, пурнăçу йывăртарах килсе тухнишĕн кулянатăп-çке. Елянăн ав, тем пек чипер, çап-çута çыннăн, чирлесе выртмалла пулчĕ. Чир никама та тиркесе тăмасть. Темле çурăлман каска пек çынна та тытать те пусса ӳкерет.
— Ан та кала, Хреççи. Айта ут ху çулупа.
— Ара, ан васкат-ха эс.
— Айта кай, — Улатти çĕрте ларакан каткана илчĕ те Хреççи çурăмĕ çине хума хăтланчĕ.
— Чим-ха, чим! Ялан вăрçтарасшăн вара çак. Улахра та çĕрĕпех тарăхтарса ларатчĕ. Пĕр тесен, нимех те мар-ха ку. Йытăпа йытă хытă вĕрсе паллашать, çынпа çын вăрçса паллашать теççĕ.
— Çук, эпĕ санпа мĕн чухлĕ вăрçнă пуль. Çапах паллашаймарăм. Эй, эсĕ мăнтăрлансах пыратăн-çке. Епле ун хулĕсем! — Улатти хăрах аллипе Хреççие хулĕнчен чăмăртаса илчĕ.
— Мĕншĕн мăнтăрланас мар-ха ман? Апат çиетĕп, шыв ĕçетĕп. Хĕнеме упăшка çук.
Улатти Хреççипе халап яма, шӳт тума ачаранпах юратать. Анчах вĕсен хушшинче юрату таврашĕ нихçан та палăрман. Калаçнă та — пĕр-пĕрин çинчен маннă, шӳт тунă та — ирттерсе янă. Хальхинче вара, те килте яланах йывăр шухăш, ĕç, тарăху чуна канăç паманран, Улаттин кĕçĕр пĕр самантлăха та пулин Хреççипе такăлтатса тăрас, пурин çинчен те манас килчĕ. Вăл киле таврăнса яшка пĕçерме те васкамарĕ. Тĕрĕссипе, кĕçĕр пĕçернĕ яшкана ун ачисем пурпĕр кĕçĕрех çиес çук ĕнтĕ. Вĕсем çывăраççĕ. Çав яшкана Улатти хăй те ырана валли хатĕрлесе хума çеç шутланă, мĕншĕн тесен ыран ĕçе кайиччен яшка пĕçерсе аппаланма вăхăт çук унăн. Улатти каткана Хреççи пуçне тăхăнтарас тесе айкашкаларĕ те хӳме çумне, йăмра айне, тĕттĕм вырăна йăтса кайрĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...