Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: VII сыпӑк
Чӳречерен пăхсан хулари пысăк шурă çуртсем, тӳрĕ урамсем, тем пысăкăш çăл тараси пек крансем, хаваслă хула çыннисем курăнаççĕ. Пур енче те пурнăç кулса, выляса, вĕресе тăрать. Çынсен хаваслă сăн-питне, çак халиччен курман хула илемне курсан темле йывăр шухăшлă чун-чĕре те лăпланнă пек, хуйхă-суйхă манăçнă пек туйăнать. Çавăнпа Елян çӳллĕ кантăкран хула çине пăхма юратать. Анчах нумай пăхса тăма çук çав унăн.
Часах ывăнать, кăмăлĕ пăтранса килет, пуçĕ çаврăнать. Çитменнине тата куçĕсем те аялалла кăна пăхасшăн. Вĕсен хупанкисем ниепле те уçăлмаççĕ, темле тимĕр пек пусса, ыраттарса тăраççĕ! Килте Елян ура пуçĕнчине çеç куратчĕ. Халĕ йольницăн тăваттăмĕш хутĕнчен чылай инçетрине куракан пулчĕ. Сывлăхĕ юсансах пынă пек туйăнчĕ. Çакна палатăри ытти çынсем те курчĕç.
Ку палатăра чирлисем улттăн: иккĕшĕ вăтам çулсенчи вырăс хĕрарăмĕсем, тăваттăшĕ — чăваш. Елян çумĕнчи койка çинче лутра пӳллĕ пенсионерка Алевтина Яковлевна выртать.
Пусăрăнчăк кăмăллă Елян чун-чĕрине вăл епле те пулин пурнăç, хаваслăх туйăмĕ кĕртме тăрăшрĕ. Вăл унăн чирне çăмăллатма эмел кăна мар, чи малтанах ăшă сăмах кирлине ăнланчĕ. Ватă пенсионеркăпа Елян час-часах хăйсен пурнăçĕ, çемйисем çинчен калаçрĕç.
Елян вара ун пек чухне хăйĕн çамрăклăхне те аса илчĕ. Ăна хăйĕн чун-чĕринчи пĕтĕм вак-тĕвекех уçса каласа пачĕ. Елян çамрăк чухне хитре те хаваслă хĕр пулнă. Унăн кăвак куçĕсем кулса кăна тăнă, сарă хулăн çивĕчĕсем куçа илĕртнĕ, çăмăл утти вара, çирĕп тăн-тăн утти, кин кĕртес текен кашни кинемеех савăнтарнă. Яла чи тĕлĕнтерни, савăнтарни ăçта пулнă-ха Елянăн? Тырă вырнă чухне. Утă çулнă чухне... Çук, вĕсенче çеç мар. Çук, çук. Пĕррехинче акатуйра епле чаплă, чăннипех мухтавлă ташларĕ Елян. Миçе тĕрлĕ вылятмарĕ-ши вăл вăш-ваш урисене? Мĕн тери савăнăçлăччĕ унăн ташши! Каччăсем, тĕрĕссипе каласан, сӳлтен кайрĕç-çке. Мирун Иванĕ, çавра питлĕ вăрăм каччă, темле анраса пăхса тăнипе купăсçă тенкелĕ çинех шаплатса аннă тетчĕç.
Елян Улаттие качча тухрĕ. Чиперех пурăнатчĕç. Иккĕшĕ те савăнăçлăччĕ. Мĕнле калас, телейĕн вĕçĕ-хĕрри пулас çук пек туйăнатчĕ. Анчах сасартăк вăрçă тапранчĕ. Улаттие чи малтанхи кунах фронта илсе кайрĕç. Елян киле хунямипе хуняшшĕ патне тăрса юлчĕ. Вăрçă çулĕсене тăлăх арăм йĕркеллĕ тӳссе ирттерчĕ. Колхозра пăрчкан пек ĕçлерĕ, кил-тĕрĕшне чыслă, йĕркеллĕ тытма та вăй-хал çитерчĕ. Елян вăрçă часрах чарăнасса, упăшки таврăнасса кĕтрĕ. Тăватă çул кĕрлерĕ тĕнчене хыпса илнĕ пушар. Юлашкинчен Улатти таврăнчĕ. Орден-медальсемпе. Таврăннă таврăнман тӳрех, ывăç тупанне сурсах, ĕçе тытăнчĕ. Елянăн умлăн-хыçлăн тенĕ пекех виçĕ ача çуралчĕ. Юлашки ачи хыççăн операци сĕтелĕ çине выртма тиврĕ. Йывăр чире кайрĕ... Улатти сыпкалама тытăнчĕ.
— Самайланас пулсан тахçанах самайланăттăм та, кая пулчĕ пуль çав, — каллех сывлăхĕ пирки пăшăрханчĕ Елян кантăк умĕнчен кравать патнелле утса.
— Эй, мĕн калаçатăн эс? — пӳлчĕ ăна Алевтина Яковлевна. — Иртсе кайĕ-ха. Чир çыпăçнă чухне купи-капанĕпе килет, тухнă чухне йĕп çăрти витĕр тухать теççĕ. Чирлекен пурте вилмест.
— Нихçан та лайăх тĕлĕк курмастăп. Ырра мар пуль.
— Эй, тĕлĕке ĕнен-ха, — алне сулчĕ Алевтина Яковлевна. — Тĕлĕк хыççăн кайсан хăмăл çинче çакăнса вилĕн.
Елян ăна-кăна чухлама пĕлмен хĕрарăм мар. Вăл Алевтина Яковлевна тĕнчере тем те пĕр курнă пулин те хăйне лăпкăн тытнине курать, сисет. Хуллен-хуллен вара унăн та çак ватă хĕрарăм пек тӳсĕмлĕ, лăпкă пулма хăнăхас килчĕ. Елян Алевтина Яковлевнăпа çавтăнса больница сачĕ тăрăх та уткаласа çӳрерĕ, пĕррехинче концерт та кайса итлерĕ. Çапла, Елянăн та чун-чĕринче çутă туйăм вăйланнăçем вăйланчĕ. Кунсем иртнĕ май кил-йыш çинчен, ачисем çинчен шутлани те кăшт йăвашланчĕ пулас. Вăхăт иртнĕçем, хăй сисмесĕр тенĕ пекех, Елян хуллен кăшт кулкалама, шӳт тума тытăнчĕ. Унăн ăшне темле урăх сывлăш, уçă, сиплĕ сывлăш, пырса кĕнĕ пекех туйăнчĕ.
Республика больницинче Еляна ăста врачсем пăхаççĕ. Вĕсенчен пĕри — Капитолина Петровна — Елянпа яланах питĕ тимлĕ пулма тăрăшать.
«Тухтăрсем мана çын пулма чăнлаççĕ. Ах, усси пурах çав больницăн», — шухăшлать Елян тепĕр чухне хăйне хăй лăплантарса.
Еляна мĕнпурĕ те Улатти çырусене пит васкасах çырманни çеç кӳрентерет. Çырăвĕсенче те виç-тăватă сăмах кăна. «Мĕнле пурăнатăн? Эпир йĕркеллех пурăнатпăр. Эсĕ хăвăртрах чĕрĕлсе таврăнасса кĕтетпĕр...» Çавă çеç. Елянăн вара колхозри ĕçсем çинчен те, пахчари çĕр улмине кăларнипе кăларманни çинчен те, кăçалхи хура такапа ват сурăха пуснипе пусманни çинчен те, ачасене алсиш-чăлха çыхса панипе паманни çинчен те, вут-шанкă хатĕрленипе хатĕрлеменни çинчен те пĕлес килет. Вăл алăка ашăкланипе ашăкламанни çинчен те вуласшăн.
Паян та, чӳрече умĕнче тăнă чухне, Елян çакăн çинчен аса илмесĕр ирттерме пултараймарĕ. Çапла шухăша кайса тăнă вăхăтра сасартăк больница умне çăмăл автомашина çитсе чарăнчĕ. Ун ăшĕнчен — ак тамаша! — чисти Праккапа Лисук пек çынсемех тухрĕç. Ниушлĕ çавсем? Елян чĕри темле хыттăн тапма пуçларĕ. Вăл халатне лайăхрах тăхăнчĕ те çыххисĕр тапочкисене чăштăр-чăштăр тутарса палатăран аяла, вестибюле, анма шутларĕ. Акă картлашка тăрăх кăштăртаттарса пырать вăл. Пĕрремĕш хута анса çитнĕччĕ кăна, ăна хирĕç икĕ шап-шурă халатлă çын — арçынпа хĕрарăм — хăпарни курăнчĕ. «Кусем врачпа сестра пулĕ-ха. Кунта аннăшăн ятламасан юрĕччĕ ĕнтĕ», — шухăшларĕ Елян. Вара вĕсем çине пăхмасăр малалла утрĕ. Лешсем иртсе кайма пуçланăччĕ, анчах иккĕшĕ те тăпах чарăнчĕç. Елян кĕтесрен пăрăнма васкарĕ. Унччен те пулмарĕ — хыçалтан арçын сасси:
— Елян аппа! — тени илтĕнчĕ.
Елян каялла çаврăнса лайăхрах тинкерчĕ те хайхи шур халатлă çынсем Праккапа Лисук пулнине чухласа илчĕ.
— Айтуру! Ним те палламан-çке эп сире. Вăт тăн-пуç... — вĕсем патне пычĕ Елян. — Епле килсе тухрăр эсир? Кам патне кĕме шутларăр?
— Эпир-и, эпир чи хисеплекен çын патне килтĕмĕр-ха, — терĕ бригадир.
— Кунта мансăр пуçне пирĕн ялсем татах пур-и вара? Пĕлмен-çке эп, — ăшталанчĕ Елян.
— Никам та çук. Эпир сан патна килтĕмĕр, Елян аппа. Ахаль пуплешет вăл, — ăшшăн пĕлтерчĕ Лисук. Вара вĕсем, Праккапа иккĕшĕ те, хавассăн кулса ячĕç. Елян çакна илтсен ним калама та аптрарĕ, çыххисĕр тапочка тăхăннă урисене кăш-каш шутаркаласа илчĕ. Савăннипе кăмăлĕ çемçелсе килчĕ. Кăшт тăрсан шартах сикнĕ пек пулчĕ те хăй патне килнĕ хăнасене диван çине ларма сĕнчĕ. Лешсем ăна:
— Эс ху лар-ха. Эс чирлĕ çын. Эпир ывăнман, — терĕç. Часах виççĕшĕ те шап-шурă кăтай сарнă диван çине вырнаçрĕç.
Лисук хăйĕн чăрлаттарса уçмалла сумкинчен тĕрлĕрен пахча çимĕç: хăяр, помидор — кăларма тытăнчĕ. Иçĕм çырли те пур кунта. Повидло та, варени те. Печени те. Çакна курсан Пракка ун аллинчен ярса тытрĕ.
— Чим-ха, мĕн хăтланатăн эсĕ? Ку çимĕçсене çӳлти хута хамăр хăпартса парăпăр. Кунта ан кăлар, — терĕ.
— Чăнах, çапла кирлĕ-çке, — вăтаннă пек пулчĕ хĕр. Çапах та сумка тĕпĕнчи пысăк кĕленче банкăна Лисук кăларса кăтартрĕ-кăтартрех: — Çакă мĕнне пĕлетĕн-и, Елян аппа? Кăмпа вăл. Атте парса ячĕ. Санăн чи юратакан апат çакă вĕт...
— Айтуру! Айтуру сирĕнпе! Мĕн чăрманса çӳретĕр. Хăвăр çимелле апата мĕншĕн кунта йăтса килтĕр?
— Кӳршĕпе кӳршĕ, ялпа ял пурăнмалла. Хамăр бригада çынни-çке эс. Çитменнине, начар колхозница та пулман. Утă çулнă чухне карта пуçлама сана яратчĕç, — калаçрĕ Пракка.
— Ай, ывăлăм. Çавна та пĕлетĕн-и вара эс? Ун чухне пĕчĕк ача кăна пулнă-çке. Айтуру...
— Пĕлмесĕр. Ыр çынна халăх манмасть. Пичи каласа панă мана.
— Мĕнле-ха ун сывлăхĕ? — ыйтрĕ Елян. — Чăнах та, вăрçă çулĕсенче эпир унпа сахал мар утă çулнă. Мĕн калани тĕрĕсех ĕнтĕ. Арçынсем мана: «Айта, Елян, карта пуçне тăр, санпа ĕç ӳсĕнет», — тетчĕç. Тăрăшнă çав. Тăван уй-хирте эп таптаман тăпра муклашки юлман пуль.
— Тĕрĕс, тĕрĕс, Елян аппа.
— Чим-ха эп пичи çинчен ыйтасшăнччĕ. Аванах çӳрет-и?
— Эй, мĕншĕн çӳремелле мар унăн. Тепĕр чухне ăна хам та аран утса ĕлкĕретĕп. Талкăштарать кăна. Манăн ав халех пĕр шăлне пломба хунă. Унăн пĕтĕм шăлĕ шакăрах, юртан та шурă. Мунча кĕме кайсан тӳсме çук теççĕ унпа. Вăл çапăнма лапка çине хăпарсан пурте тула тухса сирпĕнеççĕ. Унсăрăн мунчара чăтса лараймастăн. Çапăнса ансан пуç тăрăх пĕр витре пăрлă шыв шапăр! анчах ярать. Çурăлман каска пек вăл. Сан сывлăхсем еплерех, Елян аппа.
— Ак çакăн пек çӳрекелетĕп. Кăшт самайраххи сисĕнет те. Тепĕр хут йывăрланса каймасан юрĕччĕ. Пирĕн мĕнле пурăнкалаççĕ унта?
— Йĕркеллехчĕ.
— Ачасем шкула çӳреççĕ-и?
— Каятчĕç-ха. Пĕркун иккĕшне те курнăччĕ.
— Хутман пӳртре лармаççĕ-ши вĕсем? — татах ыйтрĕ Елян. Пракка çак сăмахсене илтсенех Улаттипе Хреççи сĕм çĕрле вăрмантан таврăннине аса илчĕ. Çапах та лăпкăн, ун çинчен ним систермесĕр:
— Улатти халь кăна пĕр лав вут турттарса таврăнчĕ. Кирлĕ пулсан татах та лаша парăпăр. Эй, пĕлетĕн-и тата! Пӳрт алăкне пăру тирĕпе епле ашăкланă вăл. Пĕр сассăр уçăлать. Нимĕнле сивĕ те кĕрес çук.
— Эппин, апла иккен-ха...
— Тĕп-тĕрĕс. Çапла.
— Халь те ĕçет-и?
— Халь ĕçнинех курман.
— Маларах пулнăччĕ-и?
— Маларах та нумай мар. Кăшт анчах хĕрĕнкĕччĕ. Уçăм Вани патне хӳме тӳрлетме кайнă тет-и. Лешĕ кăшт хăналаса янă курăнать.
Хальхинче Лисук та сăмах хушрĕ:
— Çук, Уçăм Вани патне мар, Ваçухха аппа патĕнче хӳме тӳрлетнĕ вăл ун чухне...
Елян вара Лисукпа калаçма пуçларĕ:
— Кăмпа парса янăшăн аçуна тавтапуç ĕнтĕ. Мĕнле, утартах пурăнать-и?
— Çавăнтах, Елян аппа. Виличчен çавăнах тĕрмешет ĕнтĕ.
— Аннӳ мĕн тукалать?
— Анне-и? Малтан колхозăнне хăмла татрĕ, паранкă кăларчĕ. Халĕ килтех... Ватăлать пулас. Лайăхрах ĕçлесе таврăнсан ай-ай! пилĕк ыратать тесе выртать.
— Ара, ватлать пуль, ватлать пуль... — Унтан Елян, тем вăтаннă пек, пуçне татах пĕшкĕрткелесе илчĕ те тытăнчăклă сасăпа: — Эсир мĕнле иксĕр пĕрле килме шут тытнă вара? Мĕн, мана Улатти хыпар-мĕн çырса ямасть те, эсир, мĕн, апла мар пулĕ те, — терĕ.
Праккапа Лисук иккĕшĕ те харăсах кулса ячĕç.
— Çук-ха, апла мар, — терĕç.
— Эй, манăн пуклак чĕлхе тем те персе ярĕ.
— Эпир кунта ял хуçалăх институтне заочно вĕренме кĕрес шутпа килнĕ. Çавăнпа ĕçе татсах çӳретпĕр-çке, — ăнлантарчĕ Лисук.
— Аван, хĕрĕм. Аван.
Тата кăштах шăкăлтатса ларсан виççĕшĕ те тăваттăмĕш хутри палатăна хăпарчĕç. Лисук хăй сумкинчи кучченеçе Елян тумбочкине хучĕ. Лешĕ вĕçĕ-хĕррисĕр тав турĕ:
— Ах тур сире. Мĕншĕн çакăн чухлех илсе килтĕр. Хăçан çисе ярас вĕсене.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...