Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: VIII сыпӑк
1
Шупка хĕвел вăтаннă пек кулать. Пĕлĕтпе çĕр пĕрлешнĕ тĕлте, куçа курăнакан тавралăхăн çур ункине яхăнах, темле сарă та сивĕ, чылаях анлă пĕлĕт çутатса тăрать. Çулçине тăкнă йывăçсем вичкĕн çил çинче тăр-тăр-тăр чĕтреççĕ. Кăсăясемпе çерçисем, вĕçсе сиксе ăшăнас тенĕ пекех, пĕр самантлăха та лăпланса лармаççĕ.
Марье-Мĕтри паян ирех хăйсен мунча чулĕ кивелни çинчен, çĕнĕрен чул пухмалли çинчен аса илчĕ. Çак япала чылайранпах канăç памасть ĕнтĕ ăна. Тен, паян чул пуçтарма каймалла мар-ши? Ăçтан пĕлен, нумай та вăхăт иртмĕ, юр лаплаттарса хурĕ.
«Чăнах, Пракка Шупашкартан таврăниччен кайса хатĕрлес-ха», — шухăшларĕ Марье-Мĕтри. Вара пиншакĕ çинчен шурă пир саппун туртса çыхрĕ, алса тăхăнчĕ. Кивелнĕ витрине алли çине çакса Кăпшар çырминелле утрĕ. Кăпшар çырми ял çумĕнчех. Унта çитме пĕр çухрăм кăна утмалла. Марье-Мĕтри самаях шăннă çĕр тăрăх аттипе кĕмсĕртеттерсе тăвайккинчен анчĕ. Çырмари шыв кăчăр! туса талккишпех шăнса ларнă. Марье-Мĕтри мунча чулне пуçтарма нихçан та урăх çынна шанмасть. Вăл мĕнле йышши чул хĕрӳлĕх ытларах панине ялта пуринчен те лайăх пĕлет. Хăш-пĕрисен мунчине каятăн та, ăшши парсан пăспа пĕрле тӳпене темле шурă тусан пăр-р вĕçсе хăпарать. Вĕсен чулĕ виç-тăватă уйăхранах тĕпренет, тăм пулать. Марье-Мĕтри мунчинчи чулсем ик-виç çулччен те хăнк та тумаççĕ. Ăшши парсан, иçмасса, пĕр тусан пĕрчи те çĕкленмест. Чулĕ хо-оп! тăвать те, типĕ пăс çан-çурăма самантрах вĕтелесе илет. Эх, куратăн вара никам курман телее. Мăшăр милĕке кĕвĕллĕн вылянтарса каçса кайсах çапăнатăн. Çапла, мунчапа мунча пĕр мар çав!
Марье-Мĕтри хăйне кирлĕ чулсене тиркешсе, çавăра-çавăра пăхса пухрĕ. Хăшне-пĕрне пысăкрах чул çумне çапса тĕрĕслерĕ. Мунча валли уйрăммăнах шăтăклă чул лайăх. Пичи çавăн пек чулсене тупсан питĕ савăнчĕ.
Ĕнтĕ пĕр мунчалăх пухăнчĕ те. Пичи çаплах киле васкамарĕ. Унăн тата лайăхрах чулсем тупас килчĕ. Çак вăхăтра вăл кĕтмен çĕртен пăр айĕнче темле хуранчăксем йăшăлтатнине курчĕ. Мĕн амакĕ-ха ку? Йыт пулли тесен — вăл халь пулас çук. Чим-ха, чăн-чăн пулăсем-çке кусем, пулăсем. Пĕчĕк юхан шыва талккишпех пăр хĕссе лартнипе вĕсем сывлăшсăр аптраççĕ иккен. Пичи пăра пĕр тĕлтен катрĕ те шарлак, ăман пулăсене сивĕ шывран ывăçла-ывăçла хăй витрине яма пуçларĕ. Самантрах пĕр витре тултарчĕ вăл.
— Ай-ай-ай, ăçтан тĕл пултăм-ха эп кусене. Ай-ай-ай... — хĕпĕртерĕ пичи. Вăл çак «шăмăсăр», «хупăсăр» пулăсене çиме ытла та килĕштерет. Уншăн пулсан шарлак пулăпа ăман пулă пĕçерсен — урăх апат таçта аякра тăтăр.
Пичи хăй пухнă чул купи çине хĕреслĕ патак хурса паллă турĕ те витрепе пулă йăтса килнелле васкарĕ.
Кĕрхи çанталăк тĕксĕм те шухăшлă. Унăн тем çинчен аса илмелли, шухăшламалли пур пекех туйăнать. Пичи чун-чĕри те çак çанталăк евĕрлех. Унăн пурнăçĕ çăлтăрсăр каç пек шуса иртрĕ. Пичин халь çав иртнĕ вăхăта каялла тавăрса чăн-чăн пурнăçпа, тертлĕ, хаваслă, хуйхăллă, ырă пурнăçпа пурăнайрасчĕ. Çынсем мĕнле, унăн та çапла пулайрасчĕ. Çук çав, иртсе кайнă кунсене темле хăваласан та тытаймăн. Çак йывăр шухăш пичи чунне куллен-кун хытăрах та хытăрах ыраттарать. Тĕрĕссипе каласан, мĕншĕн-ха вăл революци хыççăнах хăйне алла илмен? Суя тумтире хывса ывăтса тĕрĕс тум тумланман? Вăтаннă-ши, хăранă-ши? Е хăнăхнăран-ши? Тĕрĕссипе каласан, унăн чăваш тĕрри тĕрленĕ ик аркăллă вăрăм кĕпе — хĕрарăм кĕпи тăхăнас килмест-и вара? Унăн тутăр çыхас килмест-и? Тепĕр чухне пичи хĕрсем пурçăн тутăрсемпе ялкăштарса иртнине ытараймасăр савăнса пăхать. Унăн та çутă шăрçа çакас килнĕ. Унăн вăрăм çивĕтпе те çӳрес килнĕ. Унăн, мĕншĕн пытаран ăна, арçынсем çине те ăшшăн-ăшшăн тинкерес килнĕ. Çак тĕлĕнмелле вăйлă туйăма, чуна ыраттаракан, асаплантаракан туйăма, унсăр пуçне никам та, çак çĕр çинче никам та пĕлмен пуль.
«Ах, тĕнчере арçын пулса çурални арçынах пултăр, хĕрарăм пулса çурални хĕрарăм пултăр», — пăшăлтатрĕ пичи. Ватăлнă пулин те кăвак куçĕсем таса, илемлĕ. Вĕсен хĕрӳ хĕлхемĕ пĕтменни, тĕлкĕшсе çунса тăни сисĕнет. Унăн пичĕ çинче те тарăн пĕркеленчĕксем çук. Мĕнле калас, табак туртман вăл, эрех ĕçмен. Унăн чунĕнче, шалта, хĕрарăмлăх упранса, сыхланса тăнă.
Киле таврăнсан пичи пулла картишĕнчех тасатрĕ. Унтан сарă çулçине тăкса пĕтермен хурăн çине пĕр хушă тинкерсе тăчĕ те пӳрте кĕрсе пулă ăшаларĕ. Пĕр çатма тăп-тулли пулчĕ. Çатмана сĕтел çине ывăспа лартрĕ те çиме вырнаçрĕ. Ытла та тутлă пиçнĕ иккен. Анчах пичи виç-тăватă çăвар çирĕ те вилкине хучĕ. Вăл каллех шухăша кайрĕ. Эх, çакăнта хăйĕн çемйипе шăкăлтатса апат çиес пулсан. Хăйне хирĕç пысăк пукан çинче никам та мар... ну, никам та мар... упăшки ларсан. Çумра ачисем, мăнукĕсем. Эй, пĕр шухăшласан тем çинчен те шухăшлать этем. Пичи ним тума аптранипе хăйĕнчен хăй кулчĕ: «Картайнă пулас эпĕ, карчăк пулнă...»
Çапах та темшĕн апат анмасть. Пичин кун пек нихçан та пулакан марччĕ. Вăл темле йăл кулса илчĕ те сĕтел хушшинчен тухрĕ. Ун кулли савăнăçлă пек те, урлăхлă пек те курăнчĕ.
Пичи кăмака çумĕнчи арчине пăлхатма пуçларĕ. Унтан умне те, хулпуççийĕ çине те, çанă вĕçне те, аркине те хĕрлĕ çиппе тĕрленĕ шур кĕпе туртса кăларчĕ. Çак кĕпене вăл революци хыççăн çĕленĕччĕ. Никама кăтартмасăр, пуринчен те вăрттăн. Килте мар. Ялтан виç-тăватă çухрăмри Хăмăшлăх çырмине, çӳллĕ калемпĕр ăшне, кĕрсе ларса çĕленĕ вăл ăна. Тăхăнас, тăхăнас тенĕ. Тăхăнма пултарайман. Халĕ те çак кĕпе пуррипе çуккине çут тĕнчере, пичисĕр пуçне, никам та пĕлмест. Ăна ĕмĕр тăршшĕпе пытарса усрасси мĕн тери йывăр пулчĕ пичине. Çак нафталин шăрши çапнă çĕнĕ кĕпене тытсан Марье-Мĕтри аллисем чĕтрерĕç. Ун çине часах икĕ çап-çутă тумлам куççуль шуса анчĕ.
«Эх, çакна пĕр тăхăнса пăхсан», — ассăн сывларĕ пичи. Вара кĕпине каллех арчана хучĕ те картишне тухрĕ, хăйне хăй сисмесĕр тенĕ пекех, пахча калинккине уçрĕ. Пĕлет вăл: кӳршĕ çынни Ахваниç ку вăхăтра ялнах пахчара пулаканччĕ. Вăл улмуççисен тĕпĕсене чавать. Халĕ те пичи шутланă пекех пулчĕ. Сарă çулçăсем хушшинчен Ахваниç мучин пăру тир çĕлĕкĕ курăнса кайрĕ.
— Çаплах чаватăн-и, Ахваниç? — чĕнчĕ пичи.
Лешĕ пуçне ялт çĕклерĕ, хура сухалне каçăртса ăшшăн кулчĕ.
— Чавас пулать ĕнтĕ. Эп чавмасан кам чавĕ. Ачасем килти пахча çине ал сулчĕç. Вĕсене мĕн, — терĕ Ахваниç.
— Хальхи çамрăксем кил çинчен шутласах каймаççĕ çав, — килĕшрĕ унпа пичи.
— Эсĕ, мĕн, паян кунĕпе те курăнмастăн? Çаплах çывăрса выртать-ши ку е пĕр-пĕр çĕре кайрĕ-ши тетĕп...
— Эй, ăçтах кайăпăр-ши ĕнтĕ эпир. Пирĕн атте-аннесем патне каймалли çеç юлнă ĕнтĕ.
— Çук, унта кайма васкас мар-ха. Ĕлкĕрĕпĕр, — кĕреçине çерем çине кач! лартрĕ Ахваниç.
— Эпĕ сана пулă çиме чĕнме килтĕм, — терĕ пичи. — Питĕ тутлă пулă пур ман. Пĕччен çиме те хĕрхенмелле.
— Мĕнле пулă тата?
— Пырсан курăн.
Ахваниçпе пичи часах пӳрте кĕрсе сĕтел хушшине ларчĕç.
— Айтуру! — тĕлĕнчĕ кӳршĕ. — Ăçтан тупнă ку пулла. Ай-ай, чĕре сыппи. Вăт телей, — шӳтлерĕ мучи.
— Çи-ха эсĕ, çи.
— Паракантан ил, çапакантан тар теççĕ. Çием-ха эппин. Эй, вăспăти! Кунпа пĕрле пĕрер черкке лешне парсан... Вара! Вара-и? Вара, вара Варвари, калаçма та май мар-и? Чим-ха, кăштах кĕт. Эпĕ хамах чупса кайса килем.
— Ан аташ-ха, Ахваниç. Çăвĕ типиччен çи пуллине.
— Çук, çук, — пӳртрен тухса вăркăнчĕ мучи. Виç-тăватă минут иртрĕ-и, иртмерĕ-и — Ахваниç çур литр хĕрлĕ эрех йăтса та кĕчĕ. — Акă вăл. Пулă шыва юратать. Çакăнта ишсе çӳретĕр.
Вĕсем шăкăл-шăкăл туса васкамасăр апат çирĕç. Ахваниç мучи ятлаçа-ятлаçах пичие пĕр черкке ĕçтерчĕ.
Çакăн хыççăн пичи темле шухăшлăн пăхса ларчĕ-ларчĕ те Ахваниçе эс чим-ха тесе арча патне утрĕ. Унтан тĕрленĕ кĕпине, тутăрне илчĕ. Хăй ним калама хăяймасăр унталла-кунталла пăхкаларĕ. Чĕри хыттăн-хыттăн тапрĕ.
— Мĕн вара ку сан? Мĕн çĕнĕ çын пек тăратăн? — ыйтрĕ Ахваниç.
— Ним те мар...
— Кăтарт-ха. Курма юрать-и?
— Чим-ха, хамах кăтартăп, — малти тенкел çине ларчĕ пичи.
Ахваниç мучи кĕпене тыткаласа пăхрĕ те тӳсеймерĕ, пĕççине шарт! çапрĕ. Мĕн тери хитре, мĕн тери чаплă ун тĕррисем. Пичи çакăн пек тĕрĕ тума пултарасса ялта, черетпе ыйтса тухсан та, пĕри те ĕненес çук. Ахваниç кунта мĕн иккенне пĕр сăмахсăрах, пичи куçĕнчен пăхсанах ăнланчĕ. Вăл çак кĕпере ăс виçми пысăк хуйхă, тунсăх, пурнăç инкекĕ шăнăçса тăнине сисрĕ. Çĕр! Тăранса пурăнмалăх çĕр мĕн патне илсе çитернĕ ĕлĕкхи çынсене! Мучин чун-чĕри темле вĕри хĕскĕчпе туртнă пек пĕçерсе ыратрĕ. Çапах та Ахваниç хăй пăлханнине кăтартасшăн пулмарĕ. Пăлхансан та, выртса макăрсан та усси çук ĕнтĕ халь. Çын ĕмĕрĕ иртрĕ. Иртрĕ çын ĕмĕрĕ!
Тулта çаралнă йывăçсем кашлани илтĕнет. Пӳрт умĕнчех хурăн силленет. Чӳречерен кĕркунне пăхать, чăн-чăн кĕркунне. Çаралнă çӳçлĕ, куççульленнĕ куçлă, сивĕпе кăвакарнă кĕркунне. Анчах çук... Пирĕн кĕркунне ун пек илемсĕр мар. Пирĕн кĕрхи кунсем вăхăт-вăхăтпа ылтăн шевлепе те выляççĕ. Пирĕн кĕрхи кунсем ват хĕрарăмсен хитре сарри пек капăр шерепесем те çакаççĕ. Пирĕн кĕркунне фуфайкине йӳле ярса кирза атăпа хăюллăн утать. Пире кĕрхи кунсем хăратаймаççĕ, мĕншĕн тесен эпир каллех çуркунне çитессе пĕлетпĕр. Эпир каллех пин-пин чечексем тухасса, сар хĕвел каллех пĕчĕк ача пек уççăн, савăнăçлăн кулса ярасса пĕлетпĕр. Çапах та пичин, çак ырă çыннăн, çуркунни çитĕ-ши? Çиттĕрччĕ!
Ахваниç пĕр хускалмасăр ларсан-ларсан:
— Чим-ха, тăхăнса кăтарт çак кĕпене. Тупата туршăн...— терĕ.
Пичи хăй вырăнĕнчен часах хускалмарĕ. Чылайран çеç тăчĕ те кĕпипе тутăрне илсе тепĕр пӳлĕме кĕчĕ, унта хуллен уткаласа çӳрерĕ вăл. Тем шырарĕ, тем илчĕ. Ун хыççăн пукан кăштах чĕриклетни илтĕнчĕ. Вара Ахваниç умне тĕрĕллĕ шурă кĕпе, кăвак тутăр çыхнă хĕрарăм тухса тăчĕ. Ахаль хĕрарăм пек те мар, темле спектакльти хĕрарăм пек курăнчĕ вăл мучие, Ахваниç ура çине сиксе тăчĕ те:
— Вăт япала-а! — терĕ. — Тĕлĕнмелле килĕшет. Капла эсĕ ытла илемлĕ, тăпăл-тăпăл хĕрарăм пулса тăтăн.
— Апла килĕшет тетĕн?
— Пĕр суймасăр калатăп: килĕшет. Ки-лĕ-шет! Мĕн вăтанмалла санăн? Çапла çӳрес пулать. Урам тăрăх вăтанса мар, мăнаçлăн утса çӳремелле.
Ахваниç мучи юриех вăш-ваш утса пырса пичие хулĕнчен ярса тытрĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...