Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: IX сыпӑк
— Мĕн, çăварна кукăль чикнĕ пек тăратăн? Улатти килте пур-и? Машинăпа кирпĕч турттарма ярас тетĕп. Çын çитмест, — терĕ бригадир.
— Ара, чим-ха, ара-а! Улатти çук-çке пирĕн. Таврăнман.
— Мĕнле таврăнман пултăр? Петĕр каларĕ-çке: «Паçăрах таврăннă», — терĕ.
— Ара, çаплах каларĕ-и Петĕр? Ара, çĕр çăтман ачи. Чисти намăса ярать-çке мана. Ача-пăча сăмахне этем ан ĕнентĕр тесе ахаль каламан çав.
— Ан суй, Хреççи. Суятăн-çке эс.
— Туршăн та суймастăп. Акă сăхсăхса кăтартма пултаратăп. Ара...
— Э-э, улталатăп тетĕн пуль. Эй, Улатти! Улатти! Таçтан кутник енчен хыттăн: «Ы-ых!» — тени илтĕнчĕ.
— Авă, пур-çке Улатти.
— Ара, пуррине пур-ха. Анчах хĕрĕнкĕрехчĕ вăл. Çывăртăр тетĕп-çке. Ара...
— Нуккă, кĕрсех тухам-ха.
Хреççин ирĕксĕрех алăксене уçмалла пулчĕ. Пракка алăк урати урлă каçнă-каçманах ăна алă пама шутланăччĕ. Лешĕ шалалла утрĕ.
— Алăк урлă ал памаççĕ, — терĕ вăл. — Хирĕçме пултаратпăр.
— Ай-ай, епле улах тăваççĕ вĕсем Улаттипе. Чăнах, тин мăшăрланнă хĕрпе каччă пек...
— Ара, çавăн пекех туйăнать-и вара? Çак Праккан чĕлхи яланах шăрпăклă.
— Чуп-чуп уйăхĕ пуль сирĕн? Хе-хе!
— Ара, тем уйăхĕ ĕнтĕ ку. Хам та пĕлместĕп.
— Ну-у, Еляна килсен каласа парап.
— Ара, мĕн...
— Эй, Улатти! Эльба салтакĕ! Çĕнĕ кĕрӳ! — касса пăрахнă юман пек тăсăлса выртнă çынна силлерĕ бригадир.
— Мĕскер? Э-э! — чĕнчĕ Улатти.
— Тăр-ха, эрех пички...
— Кам эс! Э-э! Тăратăп.
Улатти «тревога» команда панă чухнехи пек сасартăк вăш-ваш сиксе тăчĕ.
— Мĕн пулнă сана? Ял çыннисем кăнтăрла çывăрнине хăçан курнă эсĕ?
— Нихçан та курман, — честь панă пекех сылтăм аллине çӳлелле çĕклесе каларĕ Улатти.
Эльба салтакĕ часах тирпейленсе апат çырткаларĕ те килтен Праккапа пĕрлех тухса кайрĕ.
Урамри çулçăсене хӳме çумне хăваласа çурçĕр енчен вичкĕн çил вĕрет. Хура кураксем кайнă ĕнтĕ. Ула кураксем çеç çӳллĕ хурама тăрринче салхуллăн ак! кра-ак! тесе лараççĕ.
— Ну, Владимир Петровчă, эсĕ мулласем пек икĕ арăмпа пурăнма пуçларăн курăнать, — шӳтлĕнрех сăмах хускатрĕ Пракка.
— Э-эй! Мĕскер эс? — алне сулчĕ Улатти.
— Асту, ку хĕрарăм ырă патне илсе çитермĕ. Хреççи вăл сăвăс пекех. Пĕр тăрăнса ларсан тухаканни мар. Икĕ хулпуççи çинче пĕр пуç пур санăн. Ăна шухăшлама тунă теççĕ. Шухăшласа пăх.
— Пустуй сăмах ку. Хреççипе мĕн пулнă вара пирĕн? Абсолютнă нимĕн те пулман.
— Эсĕ салтак-и, Улатти, салтак мар-и?
— Салтак.
— Эсĕ Орел патĕнче пиçсе туптаннă-и?
— Туптаннă.
— Эсĕ Одер хĕррине çитнĕ-и?
— Çитнĕ, бригадир юлташ.
— Апла пулсан мĕншĕн тĕрĕссине калама вăтанатăн?
— Нихçан та вăтанман.
— Эппин, калам сана. Эсĕ Хреççипе пĕрле мунча кĕмен-и? Кĕнĕ. Эпир Алексеевпа иксĕмĕр сан пата пынă чухне шăпах мунчара лараттăр. Çакăн хыççăн Хреççипе ун пек-кун пек вăрттăн çыхăну çук тенине кам ĕненĕ-ха? Никам та ĕненмест. Кала, салтакра тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартнă салтакăн, колхоз членĕн çакăн пек хăтланма юрать-и? Çук вĕт, юрамасть. Эсĕ пĕтĕм яла култаратăн...
— Алла мар-çке, Пракка.
— Кунсăр пуçне арăму нумайранпа чирлĕ выртать. Çак хыпара Елян аппа илтсен мĕн калĕ-ха, Улатти. Чирлĕ çыннăн чунĕ, хăвах чухлатăн, ачаш, çемçе, нĕсĕк. Арăму çак хыпара илтсен каллех начарланса кайĕ. Эсĕ хăвăнпа çирĕм çул ытла пурăннă, виçĕ ача çуратнă хĕрарăма мĕншĕн хĕрхенместĕн? Чĕрӳнте мĕн санăн? Чул-и, кăмрăк-и?
— Эп арăма пăрахма шутламан.
— Апла мĕншĕн халĕ те арăму патне кайса килместĕн-ха?
— Вăхăт çук, Пракка. Ачасем. Тӳррипех калатăп.
— Тупас тесен — вăхăт тупма пулать. Кайма кăмăл пулман санăн. Çавă кăна. Эпир акă, Лисукпа иксĕмĕр, ун патне кĕрсе тухрăмăр.
— Чăнах-и? Суймастăн-и? Эльба!
— Ĕненмесен Лисукран ыйт. Арăму чылай лайăхланнă. Анчах килтисемшĕн пăшăрханать пулас. Санăн ун патне çитсе килмеллех. Машина паратпăр...
— Тĕрĕс. Каймалла, — килĕшрĕ Улатти.
— Хреççипе ухмахланма пăрах. Çамрăк çын мар-çке эс. Хĕрĕхрен иртнĕ. Ачу-пăчуна тăлăха ан хăвар. Хăвăн чĕппӳсем-çке.
Улатти, нервисем тахçанах хавшанăскер, хальхинче тӳсеймерĕ, «Эльба, Эльба» терĕ те макăрса ячĕ. Унăн куçĕсенчен, пĕчĕк ачанни пек, çутă тумламсем шуса анчĕç.
— Тĕрĕс, Пракка. Хамăн чĕппĕмсем...
Улатти куççульлĕ куçĕпех автомашина çине хăпарса ларчĕ. Вĕсем кирпĕч заводне тапранса кайрăç. Пракка машина урам кĕтессинчен пăрăничченех пăхса юлчĕ.
«Мĕнле-ши ку Улатти, — ассăн сывларĕ бригадир. — Ниушлĕ çын калани унăн пĕр хăлхинчен кĕрет те тепринчен тухса каять. Веç, халĕ вăл куççульпех макăрчĕ, ӳкĕннĕ пек пулчĕ. Те чĕреренех турĕ вăл çакна, те çиелтен кăна. Куççуль тенĕрен... Улатти куççульне ĕненме те йывăр. Унăн куçĕнчен çак юлашки çулсенче куççулĕ мар, шыв кăна юхать пулмалла. Таса çăлти пек, çĕр айĕнчен, таçтан аякран, тарăнран сăрхăнса тухмасть вăл. Пичке ăшĕнчен тухнă пек чар-р сирпĕнсе тухать те самантрах типет. Çапах та Улаттирен чăн-чăн ырă колхозник, лайăх çĕр ĕçлекен тумаллах. Ăна йăнăш çулран пăрмалла. Халĕ вăл çав йăнăш çулпа утса кăна мар, чупса, витере нумайччен хупăнса тăнă лаша, сăлăпне хирсе тухнăскер, таçта ăна-кăна пĕлмесĕр ыткăннă пекех ыткăнса, вирхĕнсе пырать».
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...