Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XI сыпăк
Январь кунĕсем уяр та сивĕ тăчĕç. Февральте çил-тăман алхасрĕ. Пĕррехинче, çил-тăман лăпланнă кун, Пракка икĕ кĕпçеллĕ пăшалне çакрĕ те хирелле тухса утрĕ. Таврара шап-шурă юр. Ăна темле пысăк алапа алласа тăнă тейĕн. Ун çинче пĕр çӳп-çап та, пĕр хуранчăк та çук. Каç анчах çунă юр çине тискер кайăк мар, шăши те, юр кайăкĕ те йĕр туман-ха. Юр кайăкĕ тенĕрен... мĕнле кайăк-ши çав. Каçхине те, çула тухсан, сан умра çав шурăрах тĕклĕ пĕчĕк кайăксен ушкăнĕ вĕçет. Эсĕ вĕсене хăваласа çитмех пуçлатăн, вĕсем, çук, хăваласа çиттермеççĕ. Темле салхуллăн чимп-чимп-чимп, чив-чив-чив тени яланах илтĕнсе, чун-чĕрене савăнтарса, кăшт çӳçентерсе, тем çинчен аса илтерсе пырать. Эсĕ вара çак пĕчĕк кайăксем хир варринчех, юр çинчех, епле çĕр каçĕç-ши тесе шухăшлатăн. Вĕсене хĕрхенетĕн. «Çак кайăксем хĕлле пирĕн пата çурçĕртен вĕçсе килеççĕ», — тесе ăнлантарнăччĕ Праккана пичи.
Халĕ те ав çав кайăксем таçта чимп-чимп! туни илтĕнет.
Эх, аван-çке таса уйра пĕр-пĕччен утса пыма! Чун-чĕрере çĕкленӳллĕ, çутă, ырă туйăмсем. Сана кунта никам та кансĕрлемест, никам та эс мĕнле утса пынине курмасть. Эсĕ мĕнле юрланине, шăхăркаласа пынине илтмест. Тепĕр чухне çавăн пек никам çук, никам курман-илтмен çĕрте те çӳрес килет-çке. Ялти, килти, пурнăçри яланхи шăв-шав, тĕркĕшӳ хыççăн ун пек уçăлса çӳрени чун-чĕрене лăштăрах ярать. Эсĕ вара аякран-аякран, анлă хиртен, ху пурăннă ял çине тинкеретĕн. Санăн пĕтĕм хуйху-суйху, çитменлĕхӳ, ăш вăркани, чун тулашни таçта инçете тăрса юлнăн туйăнать. Хире вĕсем санпа пĕрле пĕри те, пĕри те тухман. Кунсăр пуçне эсĕ тĕлĕнмелле уçă хир илемĕпе киленсе, уçăлса, тасалса çав хăвăн малтан пулнă йывăр шухăш-туйăмусем нимех те тăманнине, вĕсем вăхăтлăха иккенне чухласа илетĕн. Анлă хирте сивĕ, уçă сывлăшпа пĕрле санăн чун-чĕрӳне çак çĕнĕ юр пек таса, ирĕкре вĕçекен вичкĕн çил пек шухă, хаваслă вăй-хăват пырса кĕрет. Санăн вара... Санăн вара çак аслă, питĕ аслă тĕнчере пурăнас, ырă-ырă ĕçсем тăвас килет.
Праккан темшĕн ялтан аяккарах та аяккарах каяс килчĕ. Малта вăрман хуралса ларать. Мĕн тери ăшшăн кăчăк туртать вăл çынсене! Ун çине пăхатăн та каллех тем çинчен те, тем çинчен те аса илетĕн. Санăн ун патне çитсе курас килет. Унти ватă юмансен калаçăвне итлес килет. Çапла-çке вăл, малти, умри яланах хăй патне чĕнет, илĕртет.
Пракка акă Хăмăшлăх çырми патне çитрĕ. Чарăнса тăчĕ. Типсе хытнă темле курăк туни çине ларнă юра аллинчи хулăпа çапса ӳкерчĕ. Çак таврара кукуруза ӳснĕччĕ. Кунта хĕрсем юрла-юрла çум çумлатчĕç. Лисук та кунтахчĕ. Мĕншĕн çав териех асран тухмасть-ха Лисук? Мĕншĕн ун çине пăхсанах чун савăнать, кăмăл çĕкленет? Пракка хулăпа юра чĕртерсе хăйне хăй сисмесĕрех «Лиза», «Лисук» тесе çырчĕ.
Каччă йăл кулса илчĕ те малалла кайрĕ. Юр кайăкĕсем халĕ те чимп-чимп-чимп тени илтĕнет. Пĕлĕтсем айĕнчен хĕвел курăнчĕ. Вăл Праккаран тĕлĕннĕ пекех туйăнчĕ.
Çапла, хăй пăшал илсе тухнине мансах кайнăччĕ Пракка, сасартăк çывăхранах, Хăмăшлăх çырми пуçĕнчен, икĕ пысăк мулкач сиксе тăчĕ те иккĕшĕ ик еннелле вĕçтере пачĕ. Сунарçă пăшалне майлаштарса тĕлличчен чылай аякка кайрĕç вĕсем. Пракка пени усăсăрах пулчĕ.
«Ай, алăри карсаксене вĕçертрĕм-çке. Ну, пулмасть иккен манран. Вăт çĕр çăтман япали! Вăт анра-сухра! Умри юр шăтăкĕнчех выртнă, шельмăсем!» — ятлаçрĕ вăл тарăхнипе. Мулкачсем халĕ кăшт çеç курăнаççĕ ĕнтĕ. Вĕсенчен пĕри Хăмăшлăх çырми вĕçĕнчи айлăм тăрăх Нар сăрчĕ çинех улăхрĕ, халĕ пĕчĕк юр муклашки пек çеç палăрать. Тепри вăрман патнелле çывхарса пырать. Пракка çак иккĕмĕш мулкача йĕрлесе кайрĕ.
Вăрман хĕрне çитсен Пракка татах чарăнса тăчĕ. Мулкач таçта, чăтлăхах, кĕрсе кайнă иккен. Каччă умри ватă юман çине тинкерчĕ. Вăл çилĕллĕн мăкăртатать, такама тарăхать, вăрçать. Унăн хĕлле те тăкăнман çирĕп çулçисем шуç татки пек чаштăр-чаштăр тăваççĕ. Çак ватă юман çумĕнче иртнĕ çулла Пракка сахалах ларса канман. Ун чухне ун сарлака турачĕсем ем-ешĕл çулçăпа витĕннĕччĕ. Ун чухне юман ăшшăн калаçатчĕ, никама та тарăхса вăрçмастчĕ, ятламастчĕ. Халĕ мĕншĕн кӳреннĕ-ха юман? Мĕн кăмăлне каймасть унăнне? Тен, бригадир ахалех хир тăрăх сулланса çӳренине юратмасть-ши? Е урăх хуйхă-суйхă унăн? Кашлать юман.
Пракка юман айĕнчи юр çине те «Лисук» тесе çырса хучĕ.
«Мĕнле-ши, — шухăшларĕ Пракка, — мана юратать-ши вăл, юратмасть-ши? Пĕрре те каламасть-çке хăй юратни çинчен. Тен, ахалех тилмĕртет пуль. Ара, тепĕр тесен, малтанах «юратап» тесе калани хĕршĕн сăпайлă та мар. Çапах та темскер пурах унра! Пурах. Вăл тепĕр чухне такама, йăлтах урăххине, йăлтах ют çынна, халиччен ĕмĕр курман-илтмен çынна, кĕтнĕ пек туйăнать. Çапах эпĕ ăна манма, унсăр пурăнма пултараймастăп. Манăн халĕ те ун умне чупса пырас, ăна куçран пăхас, тилмĕрес, йăлăнас килет. Анчах арçыннăн ун пек хăтланма, хăйне пĕчĕке хума, ирĕлсе кайма, сумран тухма юрамасть. Тĕнчере кашни çын хăйĕн чысне, сумне пĕлтĕр. Унсăрăн вăл çын мар, çур çын, чĕрĕк çын, ноль çын кăна».
Çапла пăхкаласа, шухăша кайса тăнă чухне Пракка телефон çулĕ енчен кăшкăрашнă, юрланă сасă илтрĕ. Ак тамаша! Унтан пĕр лав килет иккен. Такам çара çуна пуçне тăнă та лашине вăрăм патакпа вĕçĕ-хĕррисĕр хăвалать. Лаши çил-тăман кăларса сиккипе чупать. Юрă сăмахĕсем аванах илтĕнекен пулчĕç.
Тайлăк-тайлăк çул тайлăк, Çул тайлăк мар, хам тайлăк...
Пракка кам юрланине ниепле те пĕлеймерĕ. Улатти тесен, Улатти мар. Унсăр пуçне каплах ахăрашма, лашана çавăн пек туллама кам пултарать-ха? Чим-ха, паян Сивĕ çăл пуссинчен утă турттарма Сентре Униçĕмне хушнăччĕ-çке. Ниушлĕ çав шĕвĕр сăмса çапла ашкăнать. Ĕçмен пулĕ те вăл, амак пуçĕ. Хайхи лав, чăнахах та, телефон çулĕнчен пăрăнса утă капанĕсем еннелле çĕмĕрттерсе кайрĕ. Лавçă çавах кăшкăрашать, юрлать. Бригадир тӳсеймерĕ. Тӳрех çав лав еннелле утрĕ. Унăн çан-çурăмĕ темле вĕриленсе, пĕçерсе кайрĕ. Халиччен çав тери лăпкă çӳренĕ каччă мĕн ухмаха ернĕ-ха паян? Пĕлес пулать. Капла çӳресе Униçĕм лашана веçех муритлеме, стройран кăларма пултарать.
Пракка çитнĕ чухне Униçĕм утă тиеме пуçланăччĕ ĕнтĕ. Лашине тĕк тăма хушса Улатти пекех: «Стой на месте. Эй, Эльба», — тет. Мĕне пĕлтерет-ха капла улаттилле сӳпĕлтетни? Мĕскер пултăр, Униçĕмĕн те пĕр самантлăха, çынсем курман чухне, Улатти пек пулса пăхас килнĕ иккен. Ун пек-кун пек путсĕр япала акă епле ĕрчевлĕ.
Бригадир юриех ӳсĕрчĕ те Униçĕм умне пырса чарăнчĕ.
— Ну, утă тиеме çитрĕн эппин.
Лешĕ пуçне çĕрелле чикрĕ, мăк-мак турĕ те пĕр сăмах та чĕнмерĕ.
— Ай-ай, питĕ чаплă кĕрлеттерсе килтĕн эсĕ... Униçĕм каллех йăл кулам пекки туса пăхрĕ те утă тиеме васкарĕ.
— Ма чĕнместĕн вара эс, Униçĕм каччă? Ун пек юрать-и? Хĕрсем умĕнче те çапла ним шарламасăр тăрăн-и вара?
— Çу-ук, — аран-аран пĕр сăмах каларĕ лешĕ.
— Эсĕ, мĕн, иккĕмĕш Улатти пулма шутламан пулĕ те?
— Ма? — пуçне çĕклемесĕрех ыйтрĕ Униçĕм.
— Мĕншĕнне пĕлместĕн-и вара? Хир тăрăх епле ахăрашса килтĕн, лашана епле ĕрĕхтертĕн, «Эльба, Эльба» тесе калаçрăн. Ун пек Улатти çеç хăтланать-çке. Сана иккĕмĕш Улатти тейĕпĕр апла?
— Ан калаç.
— Итле-ха, Униçĕм. Çак лаша мĕн айăпа кĕнĕ, мĕншĕн кӳсекпех хĕнерĕн эс ăна?
— Кӳсекпе хĕнемен-çке. Патакпа çеç.
— Куншăн сана, пĕлетĕн-и, мĕн тумалла? Сана куншăн пĕтĕм бригада çыннисем умĕнче ятламалла.
— Тек çапмастăп. Каçар, Пракка.
— Пĕррелĕхе каçарăп та. Тепре тĕл пулсан — ыррине ан кĕт...
Униçĕм ем-ешĕл утта тиет те тиет. Лавне чылай улăхтарчĕ ĕнтĕ. Пракка пăхса тăчĕ-тăчĕ те çуна пуçĕ çине пусса утă лавĕ çине хăпарса тăчĕ. Униçĕм сенĕкпе паракан утта кĕреплепе майлаштарма тытăнчĕ. Ем-ешĕл утă шăрши чуна уçса ярать, çуллахи хаваслă кунсене, çаран çинчи шавлă, янравлă кунсене аса илтерет.
— Ну, Униçĕм, хăçан авланма шутлатăн-ха? — кăмăллăн ыйтрĕ Пракка.
— Эсĕ маларах авланмалла пек-ха, — ним кулмасăр каларĕ лешĕ.
— Ай-ай, мана кĕтсе савнисĕр тăрса юлăн. Енер правлени ларăвĕнче пурте сан пирки калаçрĕç. Эсĕ Алексеев хĕрне юратать теççĕ-и? Литюкĕ хăй те сана питĕ юратать тет. Униçĕме качча тухмасан е пуйăс айне кĕрсе, е шыва сиксе вилетĕп тесе калать тет. Килĕшрĕмĕр вара. Эпĕ хам та хирĕçлемерĕм. Правлени ларăвĕнче Литюка сана качча парас тесе решени йышăнтăмăр.
— Эй, тыттарас тет пуль мана. Тыттараймăн! Çук! Çук! — темле вăрттăн суйнине тавçăрса илнĕ пекех хĕпĕртесе, чăнласа каларĕ Униçĕм.
— Чăнах та, решени йышăнтăмăр. Яла таврăнсан кĕрсе вуласа тух. Копи çыртарса ил. Кирлĕ пулĕ. Секретлă хутсемпе хучĕç протоколне. Сейфа. Кассиртан ыйт.
— Эй, суеç такмак. Сана Лисука илсе парас тесе çырман-и унта? Ха-ха-ха! — хавассăн кулчĕ Униçĕм.
— Эпĕ те кĕтнĕччĕ те. Пирĕнни пирки решени пулаймарĕ-ха. Ĕлкĕреймерĕç. Вăл ыйтăва вăш-ваш пăхса тухма çук-çке. Нумай сӳтсе явмалла, вăрттăн сасăламалла.
— Ха-ха-ха! — татах хыттăн ахăлтатрĕ çамрăк каччă. Часах лава тиесе пĕтерсе пуслăхне çыхрĕç. Униçĕм тăккаланă утта кĕреплепе тураса пухрĕ. Вара бригадир çине темле хăяймасăр пăха-пăха илчĕ. Вăл мĕн те пулин калама шутлани, анчах именерех тăни аванах сисĕнет.
— Мĕскер пĕлтересшĕн эс? Пĕлтер, — терĕ Пракка.
— Эй, кайран калăп-ха, — тилхепине ярса тытрĕ Униçĕм.
— Апла тăк вилме выртсан та вилейместĕн эсĕ.
— Эпĕ, мĕн... — кула-кула алне сулчĕ лавçă.
— Кала ара.
— Эй, нимех те мар вăл. Эпир, Улаттипе иксĕмĕр, механизаторсен шкулне каясшăн.
— Улатти те каясшăн-и?
— Вăл вĕренме мар, экзамен тытма кăна. Эпир унпа иксĕмĕр те механизатор пуласшăн.
— Ырă шухăш ку санăн. Питĕ лайăх. Юрĕ. Шухăшласа пăхăпăр.
— Тархасшăн, ярăр унта мана. Асту, ан манăр вара. Манăн, кам-ха, Мануковский теççĕ-и, çавăн пекех вăйлă кукуруза ӳстерес килет. Эп сирĕн пата кĕрсе тухатăп, — тилхепине турткаларĕ Униçĕм. — Но-но! Пăрарах, пăрарах! Ак çапла...
Утă лавĕ тапранса кайрĕ. Акă вăл хуллен-хуллен çул çине тухрĕ. Униçĕм лав хыçĕнчен утрĕ.
Пракка чылай лутраланнă утă капанĕ çине хăпарса ларчĕ. Ешĕл утта пĕр ывăç чăмăртаса тытрĕ. Эх, мĕн тери хаваслă çак тĕлĕнмелле утта тытса тăма. Унран чечек шăрши, çу кунĕсен шăрши, улăх-çаран шăрши кĕрет.
— Чим-ха, — хăй тĕллĕн калаçрĕ Пракка, — çакăнта, капан тăрринче, сыхласа выртас мар-и ман мулкачсене. Каç кӳлĕм çӳрекенччĕ вĕсем...
Каç енне юр ӳккелеме пуçларĕ. Шултра юр пĕрчисем пĕчĕкçĕ шурă кайăксем пек выляса, çавăрăнса анаççĕ. Вĕсем утă çине, Пракка тумтирĕ çине, ик кĕпçеллĕ пăшалĕ çине пыра-пыра лараççĕ. Юр пĕрчисем витĕр вăрман темле кăвакарнă, шуралнă пек курăнать. Таврара тĕлĕнмелле лăпкă, улах, ачаш шăплăх. Хăвна ху çак самантра юмахри пек туятăн. Пĕтĕм тавралăх, вăрман та, утă капанĕ те, юр пĕрчи те таçти, халиччен курман-илтмен тĕнчери пек курăнаççĕ. Эх, çакăн пек илемлĕ çанталăкра таса юр пĕрчисем айĕнче Лисукпа пĕрле çӳресчĕ!
«Лисука пурпĕр хамран вĕçертместĕп, — савăнăçлăн шухăшларĕ каччă. — Иксĕмĕр те ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухатпăр. Иксĕмĕр те тăван ялах юлатпăр. Хамăр бригадăна таврари чи çутă маяк тăватпăр. Çуталтăр вăл, таврана илем кӳтĕр.
Пирĕн колхоз ун чухне вĕçсĕр улшăнĕ, çĕнелĕ. Хире «тутлă» минераллă им-çамсемпе сиплесе пырăпăр. Тыр-пул Çичçырма кати пек кашласа ӳсĕ. Фермăсенчи ĕнесем çуллă сап-сарă сĕт парĕç. Тĕрĕссипе, сĕт мар, хăйма суса илĕç вĕсенчен. Выльăхсене апат панă чухне темле кнопка çине çеç пусĕç. Вара валашкасем çине тутлă кукуруза силосĕ, сахăр кăшманĕ тулса ларĕ. Ялти çулсене, хулари пекех, асфальтпа тикĕслĕпĕр, хытарăпăр. Ĕçе кайма кашни килтех мотороллер, мотоцикл, автомашина пулĕ...»
Тавралăх самай тĕттĕмленсен каччă киле таврăнма тухрĕ. Аслă çул çинче никам та çук. Анаткас таврашĕнче кун пек чухне: «Кушакки те курăнмасть», — теççĕ. Çапах та Эртемен кĕперĕ урлă каçсан Праккана пĕр лав хирĕç пулчĕ. Лаши Анаткасранах — Ерголь. Хыçлă хура çуна çине тăлăппа пĕркенсе иккĕн ларнă. Тăлăпĕсем çине юр ӳкнĕ, шап-шурах. «Камсем-ши кусем? Конюха кирек кам унта-кунта кайса килме лаша ыйтсан мансăрах парса яр тенĕччĕ. Иван Шакшонский парса янă ĕнтĕ ку лашана».
— Эй, ăçталла çул тытатăр? — чĕнчĕ бригадир.
— Кам çав? Эпир-и? — тăлăпне сирчĕç çуна çинчи карчăкпа старик. Вĕсем Хритунпа арăмĕ иккен.
— Ăçта каятăр каçа хирĕç?
— Хăнана кайма тухрăмăр-ха, Пракка ывăлăм. Пуянкассине.
— Юрать, юрать, — ал сулса юлчĕ каччă. Хăй вара тӳрех кĕçĕр вĕсен килĕнче вăрттăн улах пуласса аса илчĕ. Пракка чĕри хыттăн тапма пуçларĕ. «Эх, Лисука чунри мĕнпур шухăш-туйăма уçса парсан?! Мĕн пулĕ-ши?»
Каччă яла шап-шурă юр пулса, самаях ывăнса çитрĕ. Акă ĕнтĕ ун умĕнче ял хĕрринчи ватă хурама. Çуллахи каçсенче çав йывăç çумĕнче Праккапа Лисук час-часах тăратчĕç. Халĕ те хурама юр ларнă тураттисемпе каччăна саламланă пек туйăнать. Хурама леш енче — Лисуксен пӳрчĕ. Вĕсен виçĕ чӳречинчен те урамалла çап-çутă йĕр ӳкнĕ. Çав çутă йĕр çинче юр пĕрчисем балетри пикесем пек вăраххăн çаврăнаççĕ, тем çинчен пăшăлтатаççĕ.
Пракка çĕнĕ пӳрт умнех çывхарчĕ. Чӳречисене пурне те хитре чĕнтĕрлĕ шап-шурă каркăçпа карнă. Вĕсем витĕр вăхăт-вăхăтпа такамсем вĕлт-вĕлт иртсе çӳрени курăнать. Кунта Лисук хăй çеç мар, кӳршĕ хĕрĕсем те пур пулмалла. Хутран-ситрен темшĕн тĕпĕртетни, кулкалани илтĕнет. Каччă тăнласа тăчĕ-тăчĕ те, унăн пуçне шухă, хаваслă шухăш пырса кĕчĕ. Вăл хĕрсене кăштах шӳтлесе хăратма шутларĕ. Пракка Лисуксен хӳме çумне тăратса хунă вăрăм пушар мелкине хуллен илчĕ, унтан пӳрт айккинчи кушак шăтăкне уçрĕ. Мелкене çав шăтăкран кĕртсе ячĕ, унпа урай хăмине каштăр! каштăр! тутарса шăлма пуçларĕ. Пӳртри хĕрсем шăпăрт пулчĕç. Халĕ кантăк умĕнчен вĕлт-вĕлт иртсе çӳрени те курăнмасть. Пракка мелкепе татах сăтăрчĕ. Каштăр-р! тутарчĕ вăл хыттăн. Пӳртре çав-çавах сас-чĕвĕ çук-ха. Пĕри кăна чӳречерен пырса пăхрĕ. Чылайччен пăхса тăчĕ вăл. Çак самантра каччă татах каштăр-каштăр! тутарса шăлчĕ. Чӳрече атĕнчи вăштах çухалчĕ. Темскер мăкăртатрĕç. Тĕпсакайне анса пăхас теççĕ пулас. Пракка çакна сисрĕ те мелкине кăларчĕ, кушак чӳречине хупрĕ. Чăнах та, лешсем тĕпсакайне аннă. Кулаççĕ, шавлаççĕ. Хĕрсем унтан тухсан, чылай вăхăт иртсен, каччă татах каштăр! каштăр! сăтăрчĕ. Унччен те пулмарĕ, хĕрсем пĕр-пĕринчен тытса, çухăрашса, кулса картишне, унтан урама тухрĕç. Пăшаллă Пракка, ним пулман пек, çул тăрăх вĕсем патнелле утрĕ.
— Пракка, кил-ха кунта, — чĕнчĕç хĕрсем.
— Мĕн тума? Ывăннă-ха эпĕ, киле васкатăп, — терĕ лешĕ.
— Кил теççĕ сана, — ун патне чупса пычĕ Лисук.
— Ай, ан чăрмантарăр-ха мана.
— Çук-ха, чăрмантармастпăр. Пирĕн тĕпсакайĕнче темскер пур. Пӳртре ларма хăратпăр.
— Эй, мĕн пултăр унта. Кушак çӳрет пуль-ха.
— Эпир кĕрсе пăхрăмăр. Ним те çук.
— Эппин, йĕке хӳресем ĕнтĕ.
Праккана хĕрсем сĕтĕре-сĕтĕре улаха илсе кĕчĕç.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...