Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XII сыпăк
1
Елян больницăра татах выртатчĕ пуль (ăна тухтăрсем кăларасшăн марччĕ), анчах ывăлĕнчен — Петĕртен çыру илнĕ хыççăн унăн хăвăртрах яла таврăнас килчĕ. Петĕр ун патне мĕн çырнă-ха? Вăл ашшĕ çурт хысни тӳлемелли укçана ĕçсе пĕтерни, Хреççипе иккĕшĕ яланах эрех кӳпсе ларни, Хреççи те, ашшĕ те хăйсене хĕнени, дневник илме укçа паманни, шкулти ашшĕ-амăшĕсен пухăвне вĕсен килĕнчен никам та кайманни, уншăн учительница «питĕ çилленни» çинчен пĕлтернĕ. Çак сăмахсем, вĕсене Петĕр çыпçăнусăр, пăтраштарса çырнă пулин те, Елян чунне хытă ыраттарчĕç. «Хамăр пур çинчех ачасем тăлăххăн ӳсеççĕ-çке», — шухăшларĕ вăл. Вара тепĕр ик кунтанах больницăран тухрĕ.
Автовокзалта халăх туллиех. Пурте билет илесшĕн тĕркĕшеççĕ. Елян паллакан çын тупăнмасть-ши тесе унталла-кунталла пăхкаларĕ. Çук çав, кирлĕ чухне нихçан та тупăнмасть вăл. Çавăнпа Елянăн хăйĕнех черет тăмалла пулчĕ. Билет сутакан пӳлĕме пĕри кĕрет те, тепри тухать. Алăк шат! та шат! туса уçăлса хупăнать. Кашни уçăлса хупăнмассерен сивĕ çил вăркăшса кĕрет. Тăрсан-тăрсан Елян хыçри юлташне: «Эп сан умра пулатăп», — терĕ те тенкел çине кайса ларчĕ. Больницăра кашлама чарăннă пуçĕ унăн каллех кашлама пуçларĕ, ывăнчĕ. Куçĕ çынсене темле тĕтреллĕрех кăтартма тытăнчĕ.
«Пулăшма килме Улаттие çырса ямаллаччĕ-çке. Мĕншĕн çырмарăм-ха?» — шухăшларĕ вăл куçне хупса.
Черетре ун хыççăн тăракан пальтоллă, куçлăхлă çын Елян сывлăхĕ япăххине, ăна пулăшма кирлине часах сисрĕ пулас. Вăл Еляна хĕрхенчĕ. Билетне хăех илсе пачĕ.
Автобус çине вырнаçсан Елян тинех çăмăллăн сывласа ячĕ, çынсем шăкăлтатнине, кулнине, шӳт тунине илтсен унăн кăмăл-туйăмĕ чылаях уçăлчĕ, лайăхланчĕ. Унăн часрах яла çитсе хăй ачисене курас, Витюка ыталас килчĕ. Тăван кил пуриншĕн те паха çав. Хăв йăвуна кирек ăçта кайсан та манмастăн. Таçти çĕршыва çитсен те тăван ял-йыша, тăван çемьене асрах тытатăн. Таврăнма тухсан та киле часрах, часрах çитес килет. Автобус та, пуйăс та ерипен пынă пек туйăнать. Еляншăн та халĕ çавăн пекех пулчĕ. Автобус чылай хăвăрт вĕçтерет пулин те унăн ăна татах хытăрах чуптарас килчĕ.
Елян больницăна килнĕ чухне кĕркунне тин пуçланнăччĕ-ха. Çынсем майкăсемпех çӳретчĕç. Халĕ ав пур енче те кĕрт хӳнĕ сăртсем, юрпа хупланнă хуралтăсем, йывăçсем. Тĕнче яланах улшăнать. Тĕнче нихăçан та пĕр вырăнта чарăнса тăмасть. Тĕнчен кашни кунĕ пĕр-пĕринчен уйрăм. Пĕр кунĕ тăп-тăр уяр, тепĕр кунĕ шурă пĕлĕтлĕ, тата тепри тĕксĕм те кичем. Унтан вара юрлă, çил-тăманлă кунсем... Çумăрлă е уяр çанталăк чылай вăхăта пырсан та кунĕсем пурпĕрех чисти пĕр пек мар. Çавăнпа тĕнче нихçан та йăлăхтармасть.
Автобус малтан аванах кĕрлеттерсе пыратчĕ. Горький — Хусан çулĕ çинчен пăрăнсан аран-аран силленкелесе шурĕ. Кунта паян кунĕпех юр çунă иккен. Тĕллĕн-тĕллĕн çула урлах кĕрт купи шăлса кайнă.
— Ай-ай, капла мĕнле çитĕпĕр-ха эпир, — пăшăрханчĕç çынсем.
— Çитеймесен уйрах çывăратпăр, — сăмах хушрĕ кăшт хĕрĕнкĕрех мучи. — Маншăн пулсан нимĕн те мар. Усал карчăк патне мĕншĕн васкас? Çитсен каллех тавлашмалла пулать.
— Мĕншĕн тавлашатăр вара эсир?
— Пурнан пурнăçра тупăнать вăл. Пĕр кунхине чĕрĕ вут хуттаратăн тесе тустарчĕ. Тепрехинче: тултан уруна шаккамасăр кĕтĕн тесе вăрçă кăларнăччĕ. Виçĕм кун кăçатта лаххан ăшне ӳкернĕшĕн кунĕпех харкашрĕ.
— Тĕрĕс тăвать, хĕрарăм ĕçне хисеплес пулать, — терĕ алăк патĕнче ларакан çамрăк. Çак вăхăтра автобус йынăша-йынăша пычĕ те сасартăк чарăнса ларчĕ. Вăл кĕрт ăшне путнă иккен. Шофер алăкне яриех уçрĕ. Çынсен автобуса тухса тĕкме лекрĕ. Лешĕ вырăнтан аран-аран тапранчĕ те çич-сакăр метр тăршшĕ хуллен кайрĕ, унтан хăвăртлăхне ӳстерчĕ те пĕр-ик сехетрен район центрне илсе çитерчĕ.
Автобус çул çинче чарăнса ларсан Елян самаях шăннăччĕ, çавăнпа вăл машина çинчен ансан тӳрех килнелле васкаса утрĕ. Вĕсен ялĕ район центрĕнчен пилĕк-ултă çухрăмра кăна та — кунта çитнĕ япала поселокра çĕр каçас килмерĕ унăн.
Яла Елян çур çĕр иртни тăват-пилĕк сехет çитсен çеç пырса кĕчĕ. Акă умри пысăк хурамана курчĕ те, унăн чун-чĕри савăнчĕ, хăпартланчĕ. Хурама та, ăна палланă пекех, çара турачĕсемпе хускалса илчĕ, темскер каларĕ, пăшăлтатрĕ. Хритун мучин урам хĕрринчи сарайĕ тĕлне çитсен тытăнчăклă, пысăк сасăллă автан кикирикку! тесе авăтса ячĕ. «Хритунсем пысăк йышши автан туяннă-çке», — шухăшларĕ Елян. Унччен те пулмарĕ — çывăхри тăкăрлăк енчен уçă саслă харсăр автан çăмăллăн киккири кулли! тесе янăратса ячĕ.
Елян хăй сисмесĕрех ăшшăн кулчĕ. Вăл хăйсен автанĕн сассине палларĕ.
Йăмрасем хушшинчен тухрĕ те Елян çĕнĕ хапхана тĕртсе пăхрĕ. Вăл уçăлать. Ăна питĕрме астуман пулас. Кил хуçи арăмĕ картишне кĕрсе тăчĕ. Ун патне тӳрех лупас айĕнчи сурăхсем чупса пычĕç, тем ыйтнăн ме-е! макăрчĕç вĕсем. Елян сурăхсене саврĕ те алкум алăкĕ умне улăхса тăчĕ. «Çывăракансене епле шакăртаттарса вăратас-ши ĕнтĕ?» — шухăшларĕ вăл. Унччен те пулмарĕ — чавси лекнипе алкум алăкĕ кăр-р! туса уçăлчĕ. Мĕнле-ха капла? Мĕншĕн питĕрмесĕрех çывăраççĕ кусем? Тен, вăрă килсе çаратса кайман пулĕ те? Пăшăрханнă Елян васкасах, хăпăл-хапăл пӳрте кĕрсе тăчĕ.
— Улатти! Пур-и çав Улатти? — терĕ Елян.
Ăна хирĕç никам та чĕнмерĕ. Такам хыттăн, пусса пăрахнă вăкăр пек, хар-р! хар-р! тутарни илтĕнет.
— Улатти çывăрать-и çавăнта? Ма чĕнместĕн эс? Каллех пӳртре хар-р! хар-р! тутарни çеç янăраса тăчĕ. Елян электричество çутма хăтланчĕ. Анчах хăйсен колхозĕнче çур çĕр иртсен çутă паманнине аса илчĕ те кăмака умнелле утрĕ. Спут çинчен шăрпăк шыраса тупса лампа çутрĕ. Тĕпелте, урлă сак çинче, виçĕ ачи те пĕрле çывăраççĕ. Ванюкĕ Витюк çине урисене улăхтарса хунă. Елян ун урисене Витюк çинчен хĕрринелле çĕклесе хучĕ. Тапса янă утиялне урайĕнчен илсе витрĕ. Унтан кравать еннелле çаврăнчĕ те ик аллине шарт çапса:
— Эй, тамаша! — тесе кăшкăрса ячĕ. — Çĕр çăтмансем! Пиштесĕрсем!
Кравать çинче Улаттипе Хреççи пĕр-пĕрне ыталасах выртаççĕ. Елян малтанах ним калама та аптрарĕ. Вăл урай варринчех хытса тăчĕ. Унăн çан-çурăмĕ сăрлатса илчĕ. Тăнлавĕсем патне юн пырса тăвăнчĕ пулас, пуçĕ ик енчен те хĕссе илчĕ. Кăшт вăхăт иртсен кăна Елян чун-чĕри тарăхнине тӳсеймесĕр тепĕр хут кăшкăрса ячĕ:
— Тĕнче пĕтнĕ пуль кусен! Никам курманнине курма çуратнă пуль мана-а!
Улаттипе Хреççи иккĕшĕ те ӳсĕр курăнать. Елян хытах кăшкăрсан та вăранмарĕç, вăранма мар, йăшăл та тумарĕç.
— Мĕнле чăтас ку мăшкăла! Татах выртатăр-и? Тăратăр-и эсир, тăмастăр-и? Кĕрт йыттисем! — урине пĕрех тапрĕ арăм.
Улаттипе Хреççи йынăшкаласа, йăшăлтаткаласа илчĕç те каллех лăпкăн харлаттарчĕç.
— Çук, тӳссе пулмасть! Вилсен вилем, пĕтсен пĕтем! — Елян чупнă пек кайсах вут сыппи илчĕ. Кирек хăшне лектĕр тесе ним уямасăр пĕрех çапрĕ вăл çывăракансене. Унтан тепре, татах, татах.
— Вилĕр! Пĕтĕр! — терĕ Елян.
Лешсем тинех кăшкăрса ячĕç, сиксе тăчĕç. Хреççи такăна-такăна, çара уранах алкумне чупса тухрĕ. Улатти, ыйхăллă-мĕнлĕскер, ӳсĕрĕ урăлманскер, тĕпеле кайса тăчĕ. Хăй нимĕн те ăнланаймасть пулас. Куçне те уçса пăхаймасть. Халь-халь тӳнсе каяс пек силленет.
— Эй, Улатти! Улатти?! Мĕнле тăн-пуç санăн? Мĕнле пурăнмалла санпа? Çурри эсех вĕлертĕн ĕнтĕ мана. Аçта курнă эс ăна, арăмĕ чирлĕ выртнă чухне упăшки çакăн пек иртĕнсе пурăннине?! Мĕнле çĕр чăтать сана! Эпĕ пур — аран-аран çӳретĕп пулин те килти ачасем çинчен шутлатăп. Вĕсем мĕнле пурăнаççĕ-ши тетĕп. Пирĕн Улаттин мĕн шухăшĕ пур унăн?! Ăсу тăмăч пĕтрĕ-и, Улатти? Ма чĕнместĕн эсĕ? Эй-яй-яй...
Елян кăмака умĕнчен Хреççи çăматтине, пăтаран кĕрĕкне илчĕ те алăка уçса ывăтрĕ.
— Ман килте унăн шăрши-марши ан пултăр! Эй, пĕтменскер! Эй, тĕнче!
2
Инкек ура айĕнченех тухать теççĕ. Елянăн та çавăн пекех пулчĕ çав. Киле таврăнсан тепĕр куннех пуçĕ ыратма тапратрĕ. Вăл каллех вырăн çине персе анчĕ. Виççĕмĕш кунне тата, тем амакĕ, çан-çурăмĕ шăнтма, сăрлатма пуçларĕ. Температура ӳсрĕ.
«Нерва чирĕ çумне тепĕр чир хушăнчĕ курăнать. Çав автобусра шăнни лекрĕ-ши? Çапла çав. Пĕр начарлансан çын çумне тем те çыпçăнать. Анаспа сунас пĕрлех çӳреççĕ», — пăшăрханчĕ Елян. Вăл çапла пĕр эрнене яхăн выртрĕ. «Иртсе кайĕ-ха. Çăмăлланĕ», — шухăшларĕ хăй кашни кунах. Мĕн каласси пур, пурнăçра яланах çапла-çке вăл: ыррине, лайăххине ĕмĕтленес, кĕтес килет. Малалли кунсем кирек хăçан та илĕртеççĕ, хăйсем патне чĕнеççĕ. Пĕррехинче Елян хăйне больницăна леçтерме те каласшăнччĕ.
Татах чарăнса тăчĕ. Унăн Улаттие пăхкаласа пурăнас килчĕ. Пăхмасан, килтен кайсан Улатти татах пăсăлса каясран шикленчĕ вăл. Унсăр пуçне ачисене те хĕрхенчĕ.
Çак кунсенче Улатти пĕрмаях колхоз мастерскойне тракторсем юсама çӳрерĕ. Эльба салтакĕ тракторпа çӳреме тахçанах вĕреннĕ. Унăн пайĕсене пилĕк пӳрне пек пĕлет. Тепĕр чухне хирте трактор чарăнса ларсан пĕр-пĕр çамрăк тракторист чакаланать, асапланать вара. Улатти вĕсенчен кулкаласа илет те юсаса парать.
Киле таврăнсан Улатти хăй пултарнă таран пур ĕçе те тума тăрăшать. Вут çĕклесе кĕрет, паранкă шуратса яшка пĕçерет, кăвас хурать, урай шăлать, нӳхрепрен йӳçĕтнĕ купăста илсе тухать, арăмне те пăхма тăрăшать. Çапла, вăхăт-вăхăтпа Улаттирен ырă çын никам та çук. Вăл чупнă пек çӳрет, ӳркенсе тăмасть. Анчах тепĕр чухне вара Улаттие тем пулать, вăл йăлт пăтрашăнса каять. Ачисене вăрçать, тулашать, арăмĕпе те йĕркеллĕ калаçмасть. Савăт-сапана хыттăн шутара-шутара лартать. Хăйне кансĕрлекен витрене урипе тапса ывăтать. Кушака сак çинчен алăк патне илсе пăрахать.
Паян Улатти кăмăлĕ йĕркеллĕ-ха. Вăл арăмне тарлатса пăхас тесе колхозран пыл, услам çу илсе килнĕ. Пӳрте вăл мунчари пек хутса ăшăтрĕ. Еляна тарлаттарас тесе ăна сĕтпе пыл вĕретсе ĕçтерчĕ, темиçе хут витсе, лайăх чĕркесе вырттарчĕ. Тарланипе çав каç темиçе хутчен те кĕпе улăштарса тăхăнчĕ Елян.
Çапла кашни кунах имлерĕ арăмне Улатти. Çăмăлли-мĕнĕ пулмарĕ. Чирĕ шала кайса пычĕ çеç. Елян кунран-кун халсăрланса пычĕ. Пĕр ирхине Улатти Еляна ăшă сĕт ĕçтерес тесе унăн кравачĕ патне пычĕ.
— Елян, — терĕ вăл хулăн утияла арăмĕн пуçĕ çинчен хуллен сирсе.
Анчах арăмĕ сас памарĕ...
Улатти чĕри сасартăк йĕппе чикнĕ пек хускалса илчĕ. Пырне темскер капланса килчĕ. Унăн çакăнтах выртса йĕрес, Елянтан каçару ыйтас килчĕ. Анчах, мĕн амакĕ капла, унăн халиччен ним сăлтавсăр-мĕнсĕр юхакан куççулĕ вуçех тухмарĕ. Улатти куççулĕ сасартăк типсе ларчĕ.
— Эх, Елян. Сан вилмелле марччĕ. Сан вырăнна мана лекмеллеччĕ чир. Манăн маларах вилмеллеччĕ, — ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ вăл. — Арçын вилсен çур пурнăç, хĕрарăм вилсен пĕтĕм пурнăç пĕтет, — икĕ алă лаппипе икĕ тăнлавĕнчен тытрĕ Улатти.
Вырсарникун Еляна Анаткасăн çĕнĕ çăви çине хăй амăшĕпе юнашар пытарчĕç.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...