Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XIV сыпăк
1
Арăмĕ вилнĕ хыççăн Улатти пĕр хушă питĕ пусăрăнчăк кăмăлпа пурăнчĕ. Ăна пĕтĕм кил, пĕтĕм ял, пĕтĕм тĕнче пушанса юлнă пек туйăнчĕ. Çуркуннехи ăшă сарă хĕвел Улатти чун-чĕрине ăшăтмарĕ, шуххăн вĕрекен çил унăн шухăш-кăмăлне уçса яма пултараймарĕ. Улатти кичемленчĕ. Халĕ ăна хăй ĕçсе-кăшкăрашса çӳрени те темле путсĕр тĕлĕк пек, ухмахла вăйă пек аса килчĕ. Халĕ унăн «Эльба, Эльба» тесе те калас килмерĕ. Халĕ унăн таçта вăрттăн каяс та ларас, вĕçĕ-хĕррисĕр пĕр хускалмасăр ларас килчĕ. Мĕншĕн, мĕн пирки çак виçене çитсе ларчĕ-ха Улатти пурнăçĕ? «Пурте, пурте хамран, хам айванран пулчĕ пулас, — шухăшларĕ Улатти. — Эп йĕркеллĕ пурăннă пулсан, килте чăн-чăн пархатарлă арçын пулнă пулсан Елян чирĕ, тен, çапла шалах каймастчĕ пуль. Эпĕ, никам та мар, эпĕ часрах вилме пулăшрăм Еляна. Эпĕ, никам та мар, эпĕ тĕксе ятăм ăна вилĕм шăтăкне. Эх, чавса çывăх та, çыртма çук».
Улатти лупас юпи çумне таянса тăчĕ-тăчĕ те лум илсе картишĕнчи пăра катма пуçларĕ. Пăрĕ тимĕр пекех хытă. Тем тусан та катăласшăн мар. Унран вĕтĕ тĕпренчĕксем çеç чăлт-чăлт! сирпĕнеççĕ. Эльба салтакĕ пăра тулашса, çилĕллĕн тăрăслаттарчĕ. Алăк пек пысăк пăр катăкĕсене хире-хире шутарчĕ, вакларĕ, аяккалла ывăтрĕ.
Алкум вĕçне Хреççи тухса тăчĕ.
— Улатти, — терĕ вăл, — кăнтăрлахи апат мĕн пĕçерес? Хуран шаркку çиес килет-и сан е какай яшки?
— Мĕн манран ыйтса тăран. Кирек мĕн пĕçер, — çаврăнса пăхмасăр каларĕ Улатти.
— Ара, хуçи эсĕ те-ха. Ара, ыйтмасăр мĕнле пултăр-ха. Какай яшки çакатăп эппин.
— Çакăсăн... — Пысăк пăр катăкне хапха патнех вăркăнтарчĕ Улатти. Унăн темшĕн халь Хреççипе калаçас килмерĕ. Арăмĕ вăхăтсăр вилнĕшĕн çак хĕрарăм та айăплă пек туйăнать ăна. Çапах та Хреççи каллех ун патне килет. Паян та ав кунтах йăкăртатса çӳрет вăл. Ачасене пăхам пекки тăвать, урай шăлкаласа каять, апат пĕçеренçи пулать.
Кăштах вăхăт иртсен Хреççи каллех алкум вĕçне тухрĕ.
— Какайне çакăн чухлĕ ярсан нумай мар-и? — ыйтрĕ вăл.
— Нумай мар пуль-çке. Яр, — каллех пăхмасăр тавăрчĕ Улатти.
— Яратăп эппин. Ара, — кĕрсе кайрĕ Хреççи. Улатти йывăр пăр катăкĕсене татах çилĕллĕн хайăрчĕ, вакларĕ, мĕн вăй çитĕшне ывăта-ывăта ячĕ, ахлатрĕ, ывăç тупанĕ çине сура-сура илчĕ, васкамалли çук пулин те васкарĕ, хыпаланчĕ.
Унччен те пулмарĕ — алкум вĕçĕнчен татах Хреççи сасси илтĕнчĕ.
— Улатти, Улатти, — чĕнчĕ вăл çепĕççĕн, — яшкана пысăк çăмах туса ярас мар-и? Эсĕ пысăк çăмах юрататни? Ара...
— Юрататăп пуль, — тарăхса каларĕ Улатти.
— Апла пысăк çăмах тăвам-ха. Ара, хуçи хуçиех пултăр, хĕрарăм тени арçынна итлени лайăх. Ара, унсăрăн пурнăç пулмасть...
Хреççи кĕрсе кайсанах Улатти: «Ку киремет каллех тухĕ», — тесе мăкăртатса илчĕ те лумне юпа çумне тăратса хучĕ, аттине кӳлленчĕкри шывпа çуса тасатрĕ, вара колхоз правленине тухса утрĕ.
Урамри сывлăш уçăрах, хаваслăрах. Пысăк хурама патне çурхи шыв капланса аннă. Темле çуттăн, сиввĕн чӳхенсе выртать. Кĕреçе тытнă ачасем çара пуçах тем чаваççĕ, çĕмĕрлеççĕ. Вĕсем çул çине «путаканни» тăваççĕ иккен. Тарăн шăтăк чаваççĕ те ун çине йăмра çаппи, кăштах улăм хураççĕ, вара юрпа никам пĕлмелле мар витеççĕ. Лаша тислĕкĕ те пăрахаççĕ. Çулпа утса çӳрекенсем чип-чипер пынă чухнех шăтăка паш! анса тăраççĕ. Хăш-пĕр шăтăкĕ тĕпĕнче шыв та пур. Авă икĕ хĕр çавăн пек шăтăка лакнă пулас та ачасене вăрçаççĕ, хăвалаççĕ. Лешсем кула-кула Хритун пахчине кĕрсе тарчĕç. Мĕн калăн ĕнтĕ. Çуркуннехи вăйă. Ачасем çине пăхса тăнă май Улатти те пĕр шăтăка лаштăр! анса тăчĕ.
— Пирĕн пекки татах пур иккен. Ха-ха-ха! — кулчĕç хĕрсем.
— Эй, мулла чĕпписем! Кун пек ан хăтланăр малашне. Çынсен урисене хуçма пултаратăр. Тытсан пуринне те хăлхине туртăп! — кăшкăрчĕ Улатти.
Колхоз правленийĕ кӳршĕ ялта — Çӳлтикасра. Унта çитме Анаткасран пилĕк çухрăм. Улатти хир тăрăх вăрăммăн яра-яра пусса чăн-чăн салтак пек утать. Сăрт хĕрринче, хĕвел енче, юр кайнă ĕнтĕ. Тӳремлĕхре çаплах юр сарăлса выртать. Ылтăн хĕвел çутинче çав тавралăх куçа йăмăхтарса йăлтăртатать. Улатти уй-хир çине, инçетри кăвак вăрман çине, Çичçырма кати çине темле çĕкленсе, хавасланса тинкерчĕ. Кăçал унăн, тен, правленире килĕшсен çак хирте тракторпа кĕрлеттерсе пыма май килĕ. Çук, Улатти текех яла култарса пурăнасшăн мар. Улатти хирте те салтак паттăрлăхне кăтартасшăн. Ниушлĕ фронтра нихçан та намăс курманнине Улатти хирте намăс курĕ? Ял халăхĕ умĕнче тӳрре тухмаллах унăн. Арăмĕ умĕнче, вăл вилнĕ пулин те, тӳрре тухма тăрăшмалла. Унсăрăн Улатти чĕрине «усал йытă», çав тери «усал йытă» кăшлать. Нихçан та, пĕр самантлăха та канăç памасть çав «йытă».
Утнă май Улатти кĕсйинчи хучĕсене кăларчĕ. Ăçта-ха унăн докуменчĕ? Çухалман-и вăл? Çук, кунтах иккен. Улатти тракторпа çӳремелли правăна темле ача пек савăнса, асăрханса пăхрĕ. Илме пултарчĕ-ха ăна Улатти. Апла пулсан чăтăмлăха ӳстерсех пымалла, хурçă пружинăна пусса хытарнă пекех çирĕп тытса тăмалла чăтăмлăха. Вăл преспа хытарнă пек тăтăр. Çав пружина каллех каялла тапсан Улатти пурнăçĕ айлă-çийлĕ сирпĕнсе кайма, тĕппипех арканма пултарать.
Улатти хаçат тавраш тыткаламан çын мар. Вăл хальхи пурнăçăн çулне-йĕрне, тупсăмне чухламасть теме çук. Надежда Григорьевна Заглада çинчен те, Мануковскипе Гиталов çинчен те пĕлет. Малтан вăл вĕсем çинчен çынсемпе тавлашма, хăйне пĕлекен çын пек кăтартма çеç вуланă. Каярахпа акă Улатти çав çынсен чăн-чăн ырă тĕллевне, паттăрлăхне, хитрелĕхне куракан пулчĕ. Тĕрĕссипе, çакăн пек «куç уçăлнă» хыççăн кăна вăл хыпаланса ӳкрĕ. «Ĕмĕр иртсе кайĕ, нимле ырă ĕç тăваймасăрах çĕре кĕрĕп», — шухăшларĕ вăл. Анчах хăйĕн шухăшне никама та каласа памарĕ. Ăна мăнкăмăллăхĕ чарса тăчĕ. Çав мăнкăмăллăха пулах Улатти пухура та хăйне чăрсăртарах тытрĕ. Хритун мучин тĕрĕс сăмахне те тарăхса, вĕчĕрхенсе итлерĕ вăл.
Правление çитсен Улатти председатель пӳлĕмне кĕреймесĕр чылайччен стена çумĕнчи плакатсене, диаграммăсене, обязательствăсене, ведомоçсене пăхса, вулакаласа çӳрерĕ, килен-каян çынсемпе калаçрĕ, крыльца çине тухса пĕр-ик хутчен табак туртса кĕчĕ. Кăшт хĕрĕнкĕрех, мухмăрлă-мĕнлĕ пулас пулсан Улатти Лаврентий Павлович патне тӳрех çĕмĕрттерсе кĕретчĕ ĕнтĕ. Ăна никам та чарас çукчĕ. Халĕ вара Улаттин ун пек чăрсăрлăх, пуçтахлăх тупăнмарĕ. Вăл çаплах коридор тăрăх кумрĕ. Каярахпа председатель ăна хăех:
— Эс мĕн туса тăратăн кунта, Улатти? Ман пата килтĕн-и? Айта кĕр, — тесе чĕнчĕ.
Улатти председатель пӳлĕмне кĕчĕ те ура йĕр тумасть-ши тесе каялла пăха-пăха тĕпелех иртсе ларчĕ.
— Ну, мĕнле сывлатăн, мĕн çĕмĕрттеретĕн? — тинкерсе пăхрĕ ăна Лаврентий Павлович.
Председатель — лутрарах та кăшт мăнтăрланма пуçланă çын. Унăн пуç тӳпи халех çаралнă. Ларентий Павлович васкамасăр, кашни сăмаха виçсе калаçать. Унăн кашни сăмахĕ яланлăха, председатель хăй сăмахне улăштармасть, мĕн каланине пурпĕрех тăвать. Унăн сăмахĕ ытти çынсеннинчен сулмаклăрах, йывăртарах пек туйăнать.
Улатти нумай кĕттермерĕ, хăйне мĕн кирлине пĕлтерме васкарĕ.
— Эпĕ, Лаврентий Павлович, сан пата чун-чĕре ыйтăвĕпе кĕтĕм.
Председатель Улатти мĕн каласшăн пулнине тавçăрса илчĕ пулин те ăнлансах çитмерĕ-ха.
— Мĕн пирки эс, Улатти? — ыйтрĕ вăл.
— Эпĕ, Лаврентий Павлович, пурин пирки те. Эпĕ хамăн пĕтĕм пурнăç çинчен калатăп. Пурнăçра пĕр вырăна питĕ пысăк пăнчă лартса малашлăха пысăк сас паллипе пуçласси çинчен ман сăмах.
— Так... так...
— Çав пăнчăна чернильнăй кăранташпа лайăх йĕпетсе лартма пулăшатăн-и эс мана?
— Кала-ха эс, конкретлă кала.
— Конкретлă ак çапла вăл. Эсĕ хăвах пĕлетĕн, эпĕ кăçал механизаци шкулне кайса тракторист хутне илтĕм, — Улатти сĕтел çине çав хута кăларса хучĕ. — Эпĕ тракторпа çӳреме халиччен те пултарнă. Фронтра чухне тягачсене хамах тытса пынă. Тем амакла çулпа та. Сĕм çĕрле те. Çил-тăманра та. Шарлаттарса çумăр çунă чухне те... Анчах ку таранччен законлă хут пулман манăн. Халĕ пур. Тархасшăн, пулăш мана...
— Тракторпа ĕçлес тетĕн-и?
— Çавăнпа ĕçлес тетĕп çав. Эпĕ хам пĕччен çĕр гектар кукуруза ӳстерме шутлатăп. Чăнах, ĕненĕр мана. Эпĕ малашне чăннипех пурăнас, кĕрешес, тăрăшас тетĕп. Ниушлĕ Улаттие шанмастăр эсир? Улатти Эльба патне çитнĕ. Улатти ун чухне нихăçан та намăс кăтартман. Хăвах чухла, Эльба, Одер патне çитесси ансат пулман-çке.
— Тĕрĕс. Ансат пулман. Халĕ вара пирĕн тата инçерех каймалла. Чи лайăх пурнăç патне çитмелле. Вăрăм та мухтавлă çул. Тĕрĕс-тĕкел çитме пултарăн-и эс унта?
— Çитетĕп! — ура çине сиксе тăчĕ Улатти.
— Апла тăк мĕскер... Трактор паратпăр сана. Анчах асту, çакăнта иксĕмĕр мĕн калаçнине ан ман.
— Манмастăп.
Улатти сывпуллашрĕ те васкавлăн, çăмăллăн тухса кайрĕ. Ăна халĕ пĕтĕм çут тĕнче: сар хĕвел те, йăмрасем
те, шăнкăрч вĕлли те, таврари çуртсем те, ферма витисем те калама çук кăмăллăн, хавассăн курăнчĕç. Унăн халĕ кашни çыннах тытса чарса ал парас, çурăмĕнчен савас, ыталас килчĕ. Унăн халĕ пурне те мухтас, ырă-ырă сăмахсем калас килчĕ. Унăн халĕ хыттăн кăшкăрса: «Эй, ял çыннисем! Тăван колхоз çыннисем! Улатти хăй йăнăшне тӳрлетесшĕн. Хăй çинчен йывăр чула, намăс чулне, илсе ывăтасшăн. Ĕненĕр Улаттие! Пурте ĕненĕр!» — тесе калас килчĕ.
Вара вăл тӳрех хирелле утрĕ. Хире тухсан Улатти кăмăлĕ татах çĕкленчĕ. Çакăнта, çак аслă хирте, тракторпа кĕрлеттерсе пымалла пулать унăн. Курччăр вара, пурте курччăр. Вăл урамра кăшкăрашса çӳреме кăна мар, пархатарлă ырă ĕç те тума пултарать. Улаттин чун-чĕри тĕпĕ-йĕрĕпех хăрса кивелмен-ха. Çук, кивелмен!
Çакăн пек хăпартланса, çĕкленсе пынă май Улатти Анаткаса çитнине те сисмерĕ. Акă ун умĕнче каллех ватă хурама. Ялти чи хулăн, чи ватă, чи мăнаç хурама. Çак йывăç Улатти пурнăçне çеç мар, ун ашшĕ, ун аслашшĕ пурнăçне те пĕлет. Çак хурама тем çинчен те, тем çинчен те каласа пама пултарать. Çавăнпах пулас, Улатти ун умĕнчен хăйне сăпайлă, йĕркеллĕ тытса иртме тăрăшрĕ.
— Улатти пичче, Улатти пичче! — илтĕнчĕ çак вăхăтра такам ачин сасси.
Улатти тăпах чарăнса тăчĕ. Унталла-кунталла пăхкаларĕ, никам та курăнмасть. Хритун çăки çинче çерçисем чĕвĕлтетеççĕ. Ахăртнех, çанталăк пăсăлать пулмалла.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...