Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XVII сыпăк
1
Кунсем васкасах черетленсе иртрĕç. Пĕрин хыççăн тепри, пĕрин хыççăн тепри. Кунсем пек черете лайăх йĕркелесе пыраканни урăх ним те çук çав. Вĕсем нихçан та черетсĕр килмеççĕ. Савăнăçпа хуйхă-суйхăн ун пек-кун пек черечĕ-мĕнĕ çук вара. Вĕсем тепĕр чухне кĕтмен çĕртенех килсе тухаççĕ.
Улатти кукуруза акнă чухне те, каярах та чăн-чăн Эльба салтакĕ пек ырми-канми тăрăшрĕ. Унăн чăн-чăн хĕрӳ ĕçпе хăпартланнă чун-чĕри пĕр самантлăха та лăпланмарĕ. Вăл телей, савăнăç, çĕнтерӳ çинчен çеç шухăшларĕ. Унăн пурнăç тилхепине лайăх пăчăртаса тытнă пысăк алли ывăнма пĕлмерĕ. Çĕнĕ тракторист акнă вырăнта кукуруза тип-тикĕс шăтса тухрĕ. Тăваткалĕсем темле ăста чертежник тунă пекех тĕрĕс те илемлĕ.
— Пултарать Улатти! Тинех чăн-чăн пурнăçпа пурăнма тытăнчĕ, — калаçрĕç ял çыннисем.
Хреççие çак сăмах-юмах темшĕн килĕшсех каймарĕ. Вăл, ӳпре çыртнă чухнехи пекех, канăçне çухатрĕ. Улатти йĕркене кĕрсен, лайăх çын пулсан ăна ытти хĕрарăмсем те юратма пуçлĕç тесе пăшăрханчĕ вăл. Ара, халĕ те тĕрлĕ халап çӳрет ял çинче: «Улатти Татюка Нар çырминчен шыв кӳрсе
парать тет», «Улатти Татюксен нӳхрепне юсанă тет». Çак хыпар-хăнар Хреççие тарăхтарсах çитерчĕ. Çавăнпах пĕр кун, хура тул ани çинче апат пĕçернĕ чухне, Хреççи Çичçырмана кĕрсе хăй ĕмĕтленнине турĕ. Пĕр яштака çĕмĕрте вăй çитĕшне авса çыхрĕ вăл. «Татюк Улаттипе пурăнас тет пулсан çак çĕмĕрт пек авăнса лартăр», — терĕ вăл. Çапах та Хреççи кунпах лăпланасшăн пулмарĕ. Унăн Улатти ятне епле те пулин варалас килчĕ. «Хамран иртме памастăп. Эп мĕнле, Улатти те çаплах пултăр. Ара...» — терĕ вăл.
Паян Улатти хиртен «Беларусь» тракторпа яла темле тулашса, хаярланса пырса кĕчĕ. Урамра вăл бригадирпа тĕл пулчĕ.
— Мĕн пулчĕ сана? — ыйтрĕ унран Пракка.
— Çав Миккана, шуйттан чĕппине, кукуруза хирне эсир кĕртнĕ-и?
— Мĕншĕн тата?
— Культиваци тунă чухне кукуруза тĕпĕсене кастарса пынă вăл.
— Хăш вырăнтине?
— Хăй участокĕ çинчине. Анчах капла вăл пурне те намăса ярать. Ун пирки мана та ятлама пултараççĕ. Тӳрех: «Улатти курсах тăнă, мĕншĕн чарман?» — тейĕç. Эпĕ Миккана хытă каларăм-ха, çилленчĕ пуль. Эй! Çиллентĕрех! Эпĕ ăна тепре ун пек ачалла хăтланнине курсан...
Пракка правление кайма васкарĕ. Вăл тăкăрлăкран пăрăнсанах Хреççи калинккене чăнкăрт! уçрĕ те Улатти умне тухса тăчĕ.
— Мĕн шавлатăр эсир? Ара, таçтанах илтĕнет.
— Сана мĕн ĕç! — калаçасшăн пулмарĕ унпа Улатти.
— Ара, Улатти, ыррисĕр пуçне ним те туман-çке эп сана. Ма çилленсе çӳретĕн эс, ара!
— Ут, ут хăвăн çулупа!
— Ара, утăп-ха, Улатти.
— Мĕн туса тăратăн тата! Шаго-ом марш!
— Ара, такам пăсрĕ сана. Ара...
— Никам та пăсман, тӳрлетнĕ!
— Ара, тӳрлетни лайăх-ха вăл. Саççим лайăх. Сан, Улатти, ăш хыпнă пулас. Айта, айта, ман пата кĕрсе тух.
Паçăр Миккапа хирĕçнĕрен Улаттин чунĕ çаплах вырăнта мар-ха. Вăхăт-вăхăтпа чĕри тухса тарас пекех сикет. Эх, апăрша Микки! Улаттие мĕн-мĕн каласа хăртмарĕ-ши вăл. Иçмасса, арăмна та ху хĕнесе вĕлертĕн эс терĕ-çке. Çак сăмах чăтма çук тарăхтарчĕ Улаттие.
— Мĕн тăрать çак? Айта, кĕрсе тух, — татах чĕнчĕ Хреççи.
— Сăра пур-и сан? — ыйтрĕ Улатти хăй сассине хăй ĕненмесĕр.
— Тин йӳçнĕ çĕнĕ сăра пур. Кирлех пулсан лешне те тупăпăр. Хамăр çыншăн хапха уçă.
Хреççипе Улатти пӳрте кĕчĕç. Сĕтел çине кукăльсем ретлесе хунă.
Часах Хреççи вĕсен çумне кăмака умĕнчен пысăк кăкшăмпа çĕнетнĕ кăрчама пырса лартрĕ.
— Çĕнетнĕ сăра ĕçсен пурнăç çĕнелет тет. Тыт-ха, — терĕ вăл Улаттие курка тыттарса.
Ăшĕ хыпнă Улатти пысăк куркана пĕр самант çавăрса хучĕ.
— Татах парас-и? — тепĕр курка тултарчĕ Хреççи. Улатти кăна та ĕçрĕ.
— Ара, татах тултарам-ха. Сан пысăкăш çынна икĕ курка мĕн вăл.
— Çитет! — Улатти куркана сĕтел çине кайса лартрĕ, парăс пӳрне хулăнăш чикарккине чĕртсе ячĕ.
— Фу, чыхăнтарсах лартрĕ, — терĕ Хреççи хăй патне тĕтĕм çитичченех. — Ан турт çав пакăçа. Вĕлерен мана! — курнăçланчĕ вăл.
— Вилсен вил вара. Пурпĕрех усси çук санран. Колхоза пĕр кун тухатăн та эсĕ — пĕр эрне канатăн.
— Ара, çак Улатти чĕлхине! Мĕншĕн саваласа яман-ши? Тем те калаçать.
Улатти урăх шӳтлесшĕн пулмарĕ.
Вăл Хреççи пирки мĕн шутланине ăна тӳрех калама шутларĕ:
— Хреççи, эсĕ малашне те çапла тӳр пилĕк пулса пурăнас тетĕн-и? Ĕмĕрӳнте пĕрре те пулин çурăмна лачкам тар тухиччен ĕçлеме шутлатăн-и эсĕ? Е ĕçлем пекки тунипех пурăнас тетĕн?
Анчах Хреççи, унăн сăмахĕсене илтмен пекех, каллĕ-маллĕ чупкаларĕ, хĕвĕшрĕ, апат-çимĕçе Улатти умнерех тĕртсе пачĕ.
— Çи-ха, çи, Улатти, çын хуйхине туйман этем.
— Мĕнле хуйхă тата сан?
— Ара, эсĕ те юратма пăрахрăн та, питĕ тунсăхлатăп.
— Эсĕ ирех тăр та хире чуп, ирех тăр та хире чуп, — терĕ Улатти. — Тунсăху кĕсьери укçа пек тасалĕ...
— Пĕччен çав-çавах кичем. Укçа тенĕрен... ара, укçа тупса паракан та çук çав мана. Вут-шанкă хатĕрлесе паракан та çук. Пĕлтĕр эсĕ пĕр-ик лав кӳрсе пулăшрăн. Çавăнпа çеç аран-аран йăпанкаласа хĕл каçрăм. Эх, санпа пурăнсан...
— Çук, манăн санпа ĕç тухмасть.
— Мĕншĕн татсах калатăн?
Улатти чĕнмерĕ, вăл паçăрах тухса кайма шутланăччĕ. Анчах темшĕн тухса каяймарĕ. Халĕ акă унăн урисем çемçелчĕç. Чĕлхи ытларах сӳпĕлтетекен пулчĕ. Ахаль чухне илемсĕррĕн курăнакан Хреççи ăна йĕркеллех пек курăнчĕ... Кăрчама çапла-çке вăл, çурма ухмах çынна тĕп ухмах тăвать, ăслă çынна çурма ухмах тăвать.
Хреççи хăйне Улатти чĕпĕткелесе, çапкаласа илнĕшĕн савăнчĕ, часах сĕтел çине çуттине те кăптăрт кăларса лартрĕ.
— Ара, эпир, мĕн, çын мар-и, пĕр шуçтав эрех хакне тăмастпăр-и? — терĕ вăл.
«Пурпĕр ĕçмесĕп», — шухăшларĕ Улатти хăйне хăй хытарса. Анчах çак хушăра Хреççи икĕ черккене эрех тултарса пĕрне Улатти аллине тыттарма та ĕлкĕрчĕ, унтан хăйĕн черккине унăннипе чăнк-чăнк! шаккаса илчĕ...
Хреççин Улаттие кĕçĕр хăй патĕнчех хăварса çынсем умĕнче вăл ăна пăрахман пек кăтартас килчĕ. Вара кĕвĕçсе çӳрени те, Татюка унта-кунта тустаркаласа илни те вырăнлăрах пулĕччĕ. Ăçтан пĕлен, Эльба салтакĕ, тен, яла култарнă-култарнах, Хреççипех пурăнас пуль тесе калама та хал çитерĕ. Анчах Улатти чăпар карттусне пусарах тăхăнчĕ те пиншак тӳмисене майĕпен тӳмелесе алăк хăлăпне ярса тытрĕ. Вара тухса кайрĕ. Анчах урамра пĕр-ик утăм ярса пуссанах эрехпе кăрчама Улаттие тем те пĕр калаçтарма тытăнчĕç.
— Кам ку? Улатти ку. Анаткас урамĕпе Улатти утса пырать. Утать-ха Улатти! Утма пăрахман, — терĕ.
Вăл хутран-ситрен сулăна-сулăна каять пулин те малалла çирĕппĕн яра-яра пусать. Акă ялти чи ватă, чи хулăн хурама умне çитрĕ.
— Сывă пурăнатăн-и?! — çĕлĕкне хывсах саламларĕ ăна Улатти.
Вăркăш çил килчĕ те, çулçăсем хыттăн чашăлтатса илчĕç. Улатти çакна илтсен сасартăк çӳçенчĕ, чĕтренчĕ.
— Эсĕ илтетĕн-çке ман сăмаха! Эсĕ пурне те ăнланатăн. Санăн этемле калаçма чĕлхӳ çеç çук. Ах, чĕлхӳ пулсан калаттăнччĕ эс.
Сан айунта выляса ӳснĕ-çке эпир. Сан туратусен, çулçусен сулхăнĕнче, хӳттинче. Вылянă, кулнă, йĕнĕ. Татах нумайччен яла илемлетсе лар эсĕ. Ан хăр, ан ӳк. Сан айунта ман Петĕр те, Ванюк та, Витюк та çӳреччĕр.
Улатти хураман шултра та çирĕп хуйăрĕсене кушăрканă, хытнă аллисемпе тытса пăхрĕ, саврĕ. Акă, кĕтмен çĕртен тенĕ пекех, ун аллине пысăк мăкăль, хурама çăпанĕ, лекрĕ.
— Ах, çăпан та пур-çке сан. Тĕнчере пурин те хăйĕн чир-чĕрĕ, хуйхи-суйхи пур иккен, эх!
Эльба салтакĕ питне хурама çумне тата хытăрах пăчăртарĕ. Йывăçăн чуна çывăх, кăшт йӳçенкĕрех шăрши килĕшрĕ ăна.
— Эх, тăванăм! Эх, манми хурама! Сан çумăнта эпĕ Елянпа паллашнă. Тăраттăмăр вара. Çумăр шăпăртатса çунă чухне те сан айăнта тăма тип-типĕччĕ. Калаçаттăмăр. Телейлĕ, ырă пурнăç çинчен. Халĕ ак пĕчченех эп. Сан айунта тăр пĕччен. Елян çук ĕнтĕ. Çук. Унсăр пуçне чĕрере те нимĕн те çук...
Улатти куçĕнчен вĕри тумламсем шуса анчĕç. Кăшт вăхăт иртсен ун чун-чĕри лăпланчĕ. Вăл хурамана савса:
— Сывă пул-ха эппин... — терĕ те килнелле утрĕ. Утнă май хуллен юрă ĕнерчĕ.
Вĕлле хурчĕ — ылтăн хурт,
Вĕлле хурчĕ — ылтăн хурт, ылтăн хурт!
Мĕншĕн эсĕ нăрлатан,
Мĕншĕн эсĕ нăрлатан, нăрлатан?
Ялакки çырми хĕрне çитсен Улатти пăхкаласа тăчĕ. Вăрман енче сарă уйăх пур. Сентре Униçĕмĕсен хапхи çумĕнче сурăхсем выртаççĕ. Аялта çăл шапăртатать. Пушар каланччи çапма пуçларĕ: та-ан! та-ан! тутарать. Эльба салтакĕ миçе сехет çитнине шутлама пуçларĕ.
— Тьфу! — терĕ вăл юлашкинчен. — Халĕ вун тăват сехет-и вара? Мĕншĕн вун тăваттă çапрĕ вăл. Аташать иккен Тимахви мучи. Ăсран тайăлать.
Улатти урампа хĕр çавăтса пыракан йĕкĕте курчĕ те:
— Эй, ывăлăм, миçе сехет халь, — тесе ыйтрĕ.
— Вун иккĕ çапрĕ-çке, — терĕ лешĕ.
— Мĕнле вун иккĕ пултăр, вун тăваттă çапрĕ вăл, — килĕшмерĕ унпа Улатти.
Каччăпа хĕр кула-кулах пăрăнса кайрĕç.
— Кам эсĕ?! — кăшкăрса юлчĕ Улатти.
Ялакки çырми урлă Улатти кĕпер урлă мар, тӳртен, пĕрене тăрăх каçма шутларĕ. Акă вăл юрла-юрлах пĕрене çине ярса пусрĕ.
Сарă чечек тăрринче, Сарă чечек тăрринче, тăрринче Çавăрăнса çӳретĕн, Çавăрăнса çӳретĕн, çӳретĕн...
Эльба салтакĕ татах юрлама пуçланăччĕ, сасартăк юрă татăлчĕ, шыва темле йывăр япала шампăлт! туса ӳкрĕ.
Улатти сивĕ шыва персе ансанах хăйĕнпе мĕн пулса тухнине чухласа илчĕ. Вăл вăй çитĕшне ишме, малалла тапаланма пуçларĕ. Анчах мĕн амакĕ-ха? Çыран хĕррине çаплах çитме çук. «Эй, ăçталла каятăп эп?» — шухăшларĕ Улатти. Кĕçех сылтăмалла пăрăнчĕ. Çатăлтатать, çатăлтатать, ишет, ишет — çаплах ишсе тухаймасть. Ăçтан тупăнчĕ-ха кун пек тинĕс? Вĕçĕ-хĕрри те çук. Улаттин хăрах атти хывăнса ӳкрĕ. Йĕпенсе йывăрланнă тумтирĕ аялаллах туртать. Ниушлĕ çакăнтах путса вилмелле? Ниушлĕ пурнăç вĕçĕ ку? Çук, Улаттин кун пек ухмахла вилĕмпе вилме юрамасть. Вăл пĕтĕм вăйне пухрĕ те татах ишрĕ. Сывлăшĕ пӳлĕнчĕ унăн. Çăварне шыв кĕчĕ. Улатти путрĕ. Унăн икĕ ури те — атăлли те, çарранни те — юшкăн ăшне кĕчĕ. Эльба салтакĕ юлашки чун хавалĕпе урисене çĕре тапса çĕкленчĕ те каллех çиеле сиксе тухрĕ. Тулли уйăха курчĕ. Унтан каллех путрĕ. Каллех çĕкленсе уйăха курчĕ. Çапла шыв айне ана-ана хăпарса Улатти çыран хĕрринчи йăмра тымарне ярса тытрĕ-тытрех. Ĕнтĕ унăн куçĕ умĕнчен уйăх çухалмарĕ, ĕнтĕ çăлтăрсем те çиçсе тăчĕç. Эльба салтакĕ шыва шăмпăртаттарса çыран хĕррине, шап-шурă хур тĕкĕпе тулнă ешĕл çерем çине, тухса выртрĕ. Ним хускалмасăр чылайччен выртрĕ вăл.
«Таçти çĕршывра та пултăм, — шухăшларĕ Улатти тулли уйăха пăхса. — Днепр урлă, Висла урлă, Одер урлă каçрăм. Эльбăра ишрĕм. Ним те ун пек-кун пек курмарăм. Киле аванах персе çитрĕм. Кĕçĕр мĕн пулчĕ-ха ку? Çак шапа пăттиллĕ Ялакки çырмине путса вилеттĕм. Ял кулли-çке ку! Тĕнче кулли! Эльба салтакĕ Улатти çак шывра хур курчĕ. Эй-яй-яй! Мĕн патне çитрĕн эсĕ, Улатти? Ăçта санăн «пысăк пăнчă» текенни? Ăçта санăн чăтăмлăх? Эсĕ, чăннипех те, пĕтнĕ çын иккен! Эсĕ ултавçă! Эсĕ ял-йыша улталарăн, председателе улталарăн. Алексеев юлташа улталарăн, Праккана улталарăн, Хритун мучие улталарăн. Веç, пурне те улталарăн. Санăн çакăнтах, çак Ялакки çырминчех, пĕтмеллеччĕ. Хреççи... Хреççи умĕнче чăтăмлăх çитмерĕ-çке сан. Эсĕ каллех мăшкăл, асап куркине тытрăн. Эй, намăс! Мĕн курмалла ĕнтĕ? Мĕн тумалла? Çын умне мĕнле питпе тухмалла? Ачасем умне мĕнле пырса тăмалла?» Улатти йăмрасенчен тыта-тыта килне васкарĕ.
2
Киле çитсе ик-виç сехет çывăрсанах Улатти темрен хăранă пек ялт! сиксе вăранчĕ. Ĕçрен юлмарăм-ши тесе сехет пăхрĕ. Тăватă сехет иккен. Çапах та пӳртре тĕттĕм. Вăл чӳречине уçса пăхрĕ те шалтах тĕлĕнчĕ. Талккăшпех пĕлĕт хупăрласа илнĕ, шăпăртаттарсах çумăр çăвать. Улатти картишне чупса тухрĕ те кĕлет умне çуса çакнă кĕпесене пуçтарса алкумне илсе улăхрĕ, Витюк пахча хапхи патнех хывса хăварнă пушмакĕпе чăлхине тупса кĕчĕ. Çумăр шывĕ тултăр тесе пӳрт çумне лаххан, таз, витресем лартрĕ. Ун хыççăн пӳрте вут çĕклесе кĕчĕ те яшка çакса ячĕ. Çанталăк ытла нӳрлĕрен ĕнтĕ мăрье начар туртать, пӳрте тĕтĕм тухрĕ.
Çапла кил хушшинче аппалансах кăнтăрла та çитрĕ. Çумăр чарăнмасть. Васкамасăр пĕр тикĕс чашлаттарса тăрать. Çил çук. Ăшă. Пӳрт умĕнчи йăмрасем, хурăнсем питĕ лăпкăн, ним хускалмасăр лараççĕ. Курăксем пуçĕсене чăлт çĕкленĕ, ем-ешĕл. Вĕсем çине халиччен нихçан курман пекех савăнса пăхатăн. Паян пĕтĕм тĕнче уява хатĕрленнĕ пекех çăвăнса тасалать.
Кăнтăрла иртсен Улатти хăйĕн пиншакне, шăлаварне çуса кăмака çумне çакрĕ. Ун хыççăн ачисен кĕпи-йĕмне çума пуçларĕ. Пӳрте ăшă пăс тулчĕ. Урайĕ йĕп-йĕпе. Чӳречесем тарланă. Çумăр шывĕ хăвăрт шуратать иккен. Çапах та Улаттин ĕçĕ часах пĕтмерĕ. Ун пичĕ тăрăх шултра тар тумламĕсем шуса анчĕç.
— Хĕрарăмсăр пурнăç пурнăç-и ку? Эй-яй-яй! — тарăхрĕ Эльба салтакĕ.
Унччен те пулмарĕ, алăка такам шаккани илтĕнчĕ. Улатти питĕнчи тарне кĕпе çаннипех шăлса илчĕ, ярмак кĕпине тӳмелеме васкарĕ. Хăй ним пулман пекех:
— Кĕрĕр! Кĕрĕр! — терĕ.
Пӳрте правленире хутпа çӳрекен хĕр — Римма кĕрсе тăчĕ.
— Улатти пичче, çакăнта ал пус, — терĕ вăл темле список тыттарса.
— Мĕн хучĕ ку?
— Правлени ларăвĕ пулать. Çавăнта чĕнеççĕ.
Çĕнĕ трактористăн чĕри кăртах сикрĕ. Ниушлĕ каçхи пăтăрмаха халех сисрĕç? Ниушлĕ ун çинчен правление хыпар çитме ĕлкĕрнĕ? Урăх мĕншĕн чĕнме пултараççĕ-ха Улаттие? «Эх, лекрĕм пулас! Мĕн тăваççĕ ĕнтĕ? Трактористран кăларса çапсан? Кукуруза хирĕнчен хăваласа ярсан?!»
— Ма ал пусмастăн эс? Пус.
— Пусатăп-ха, — ыйхăран тин вăраннă пек пулчĕ Улатти. Римма тухса кайсан та вăл шухăшпа пуçне нумай çĕмĕрчĕ. Эх, мĕн тума кĕтĕм-ха Хреççи патне? Тен, эпĕ пĕвере шăмпăртатнине те курнă пуль. Правление эп çитнĕ-çитменех кулса яраççĕ ĕнтĕ. «Ну, каçхи кăвакал», — тейĕç. Тракторист кĕпесене ухса пĕтерчĕ те пысăк тазра чӳхеме тытăнчĕ. Ванюк сĕтел хушшинче сăвă вĕренсе ларать:
Нарт-нарт! кăвакал, Ăçта каян, кăвакал?
Çак сăмахсем Эльба салтакне «Нарт-нарт! Улатти, ăçта каян, Улатти?» тенĕ пекех илтĕнеççĕ.
Кăшт вăхăт иртсен Улатти çунă кĕпе-йĕме çакма пӳрт тӳпине улăхрĕ.
— Эй, Эльба япали! Колхозра прачечнăй кирлĕ те, — хăй тĕллĕн калаçрĕ вăл.
Правление Улатти арчари çĕнĕ костюмне, çĕнĕ кĕпине тăхăнса кайрĕ. Çумăр ытлашши ан йĕпеттĕр тесе плащ пĕркенчĕ. Çул хĕррипе, çерем тăрăх, утма аван. Тĕрĕссипе, Улатти çумăрлă çанталăкран нихçан та çӳçенсе, хăраса курман. «Этем тăвар мар, ирĕлмест», — тенĕ Улатти.
Правленире çынсем чылай. Улатти пырса кĕрсен ун çине уйрăмах чăр-р пăхни, унран ютшăнарах тăни, унпа ухатах калаçманни сисĕнсех каймарĕ. Çакна пĕлсен Эльба салтакĕн чĕри кăшт лăпланнă пек те пулчĕ. Вăл бухгалтертан хăйĕн ĕç кунĕпе миçе тенкĕ укçа тухнине, пĕркун хапха юсама хăма илнĕшĕн миçе тенкĕ тытса юлнине ыйтса пĕлчĕ.
Коридорта колхозниксем табак туртаççĕ, шӳт тăваççĕ. Сентре Униçĕмĕ механизаторсен училищинчен курма килнĕ. Униçĕме Улатти табак сĕнсе пăхрĕ. Лешĕ пуçне кăна сулларĕ.
— Ун пек пакăçа çăвара чикместĕп, — терĕ. — Сиенлĕ вăл. Пĕр лектор пире табак сиенĕ çинчен виçĕ сехет лекци вуласа панăччĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...