Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXI сыпăк
Анаткас ялĕ хĕрринчи Тене сăрчĕ çинче ĕлĕк виçĕ çил арманĕ хăлаçланса ларатчĕ. Малтине Якăп Гаврылччă арманĕ, варринчине, çӳллине, Çтенкке Гаврылччă арманĕ, хыçалтине Çатрăк арманĕ тетчĕç. Вулакансем чухлаççĕ пуль ĕнтĕ, иккĕшне ял пуянĕсен ячĕпе каланă пулнă. Пĕрне вара Çатрăк ялĕнчен илсе килнĕрен çавăн пек ят панă. Колхозра электричествăпа авăртакан армана хута ярсан çав çил арманĕсем (тахçанах кивелнĕскерсем) майĕпен-майĕпен юхăнса çитрĕç. Çатрăк арманĕн çуначĕсем хуçăлса анчĕç. Вал каски те юрăхсăра тухрĕ. Вара çав армана пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех ишсе пĕтерчĕç. Якăп Гаврылччă арманĕ те ун хыççăн нумаях «пурăнаймарĕ». Çтенкке Гаврылччăн çеç ĕне витисем, сарайсем хушшине ларса юлчĕ. Ку арман та темиçе çул хушши хăрах çунатпа тертленчĕ. Кăçал Марье-Мĕтрипе Ахваниç чăтса пурăнаймарĕç, иккĕшĕ «муталанса», тăрăшса тепĕр çунатне ăсталарĕç. Ана улăхтарсан хайхи армана сăн кĕнĕ пек пулчĕ. Вăл хавассăн çунатланма, çил вăйлă чухне «тулласа каятăп» тесе ашкăнма та тытăнчĕ. Вĕтĕ, нӳслĕ çăнăх авăртса каякансем халĕ пурте Марье-Мĕтрипе Ахваниçе ырă ятпа асăнаççĕ. Арман мелникĕнче халь иккĕшĕ ылмашăнса тăраççĕ.
— Хамăр вĕрсе çавăрттармастпăр-çке. Ма ахаль лартас ку армана. Колхоза пăртак та пулин пулăштăр, — теççĕ вĕсем.
Паян армана автомашинăпа тырă тиесе пычĕç. Улатти машина çинчен аннă-анманах:
— Эпир çитрĕмĕр! Эльба! — терĕ. Вара кузова шăкăр-шакăр уçрĕ те тем вăрăмăш тăп-тулли миххе çурăмĕ çине хучĕ.
— Мĕн илсе килтĕр, Улатти? — пĕлесшĕн пулчĕ Марье-Мĕтри.
— Чи кирлĕ япала ку. Тĕлĕнмелле чаплă тырă.
— Эппин, ак çакăнтарах ларт.
Улатти миххине лартрĕ те тепĕрне йăтма васкарĕ. Хальхинче тата вăрăмрах михĕ йăтса килчĕ.
— Вăт, ку пырасла! Эльба!
Юлашки миххе илсе кĕрсен Улатти тарне шăлса илчĕ, чикарккă авăрларĕ.
— Пĕлетĕн-и çак михĕсенче мĕнне? — ыйтрĕ Эльба салтакĕ.
— Ыраш пуль унта.
— Мĕнле ыраш тетĕн?
— Ырашла ырашах пуль.
— Ку михĕсене эпир эс каланине астуса илсе килтĕмĕр. Астăватăн-и, бригада пухăвĕнче мĕншĕн ятланăччĕ эс пире?
Çĕнĕ çăкăра малтан пурте пухăнса типтерлĕ çимелле, вара тыр-пул перекетлĕ пулать тенĕччĕ. Çавăнпа çĕнĕ ыраш илсе килтĕм, çĕнĕ çăкăр пĕçерме. Асту, чулне антарарах авăрт. Унсăрăн мана ятлĕç.
— Э-э, ун пирки, эппин. Кăмăллă япала ку. Авăртас пирки ан пăшăрхан. Ун пек çăнăх никам та авăртаймĕ. Ыраш пулин те унран хура çăкăр мар, кулач пиçĕ. Эсĕ, Улатти, ĕлĕк хăвăр килте çĕнĕ çăкăр çинине астăватăн-и?
— Астумасăр. Питĕ астăватăп. Сĕтел хушшинче çемйипех эретленсе лараттăмăр. Атте кĕреке пуканĕ çинчеччĕ, анне — сĕтел пуçĕнче. Сĕтел варринче тутлă шăршлă, сарă питлĕ пысăк çĕнĕ çăкăр выртатчĕ. Пурте пуçтарăнса çитсен атте çăкăр çине çĕçĕпе хĕрес хыватчĕ те касма тытăнатчĕ. Чи малтан каснине «сăмси» тетчĕç. Ăна пирĕн, ачасен, çав тери илес килетчĕ. Атте ăна хăшне те пулин (ялан тенĕ пекех кĕçĕннине) тыттарсан пит ăмсанса пăхаттăмăр. Иккĕмĕш чĕлле «ташши» ят панăччĕ. Унăн ик вĕçĕ те хыттиллĕччĕ. Ку чĕлĕ пирĕншĕн чи лайăххисенчен пĕриччĕ. «Ăна çиекен ташлама лайăх вĕренет», — ăнлантаратчĕ анне. Вĕсем хыççăн ахаль чĕлĕсем пуçланатчĕç. Умри çăкăр чĕллине касса хунă-хуманах никамăн та тĕкĕнме юрамастчĕ. Кам та пулин васкаса чĕпĕтсе çисен ăна лекмеллипех лекетчĕ. Уншăн атте те, анне те шутсăр çилленетчĕç. «Мĕтсĕр* ача пуçларĕ кăçал çăкăра, тырă час пĕтет ĕнтĕ», — тетчĕç. Пурин умне те касса хурсан атте темскер мăкăртатса илетчĕ, анне те пăшăлтатса тем калатчĕ. Вара иккĕшĕ çиме тытăнатчĕç, вĕсем хыççăн эпир те хамăр чĕлĕсене вăш-ваш ярса тытаттăмăр. Çемçеччĕ, кăпăшчĕ çав çăкăр. Пит тутлăччĕ. Çиессе çараллах, яшкасăрах çиеттĕмĕр ăна. Тăвар сапма чарман. Эй-эй, ун чухне! Çĕнĕ çăкăр пуçласси чăн-чăн уявччĕ. Халĕ бригадăра çапла тăвас тетпĕр. Эльба!
— Эсĕ апла çĕн çăкăр çитернине манман-ха?
— Ăçтан манан. Эсĕ чаплă авăрт вара.
— Ăна, паçăрах каларăм, хамăнне хам пĕлеп.
— Пĕл çав. Пĕл.
Çĕнĕ ыраш çăнăхне çав кунах пекарьнăна леçсе пачĕç.
— Икĕ питлĕ ан пултăр, лайăх пĕçерĕр, — михĕсене йăтса кĕнĕ май кунта та сăмах хушмасăр чăтаймарĕ Эльба салтакĕ.
— Мĕн, халиччен икĕ питлĕ çăкăр пĕçернĕ-и эпир? — кӳреннĕ пек пулчĕç пекарьсем.
Сап-сарă питлĕ пысăк çăкăрсене хире вырсарни кун каç енне сулăнсан илсе тухрĕç.
— Ай, пĕр çунтармасăр пĕçернĕ-çке. Мĕн тери хитре! — тĕлĕнчĕ Татюк.
Поварăн паян ларма-тăма та вăхăт çук. Унăн пурне те халичченхинчен лайăхрах, кăмăллăрах тăвас килет. Вăл çĕн купăста яшкине те темиçе хутчен сыпса пăхрĕ. Чейне те çăрарах, пылакрах вĕретме тăрăшрĕ. Чашăк-тирĕкне тепĕр хут пăхса тухрĕ. Пурте типтерлĕ, пурте вырăнта.
Татюк патне Пракка хăй те виç-тăватă хут пырса кайрĕ. «Çавă пур-и?», «Ку çитет-и?» — тет. Юлашкинчен çĕн çăкăра малтан кам çиме пуçласси, ку чаплă кĕрекене кам ертсе пырасси çинчен сăмах хускатрĕç.
— Бригадир хăй ертсе пытăр! — терĕ Микка.
— Ватăрах çын тупмалла, — сăмах хушрĕ Татюк.
— Чăнах, ватти кирлĕ пуль. Эпĕ чăвашсен авалхи йăли-йĕркине пĕлсех каймастăп, — повар сăмахĕпе килĕшрĕ Пракка. — Анчах кама чĕнес?
— Тен, Хритун мучие? — вучах умне лăпчăнса чикарккине тивертрĕ Улатти. — Вăл йĕркеллĕ, ырă çын. Тирпей мĕнне пĕлет...
— Çук, пирĕн атте килĕшмест. Унăн утартан татăлма çук. «Взятка» вăхăчĕ.
— Эппин, Ахваниç мучипе пичине чĕнетпĕр. Вăт кусем ятнех вара! — каллех хуран ывăсне уçрĕ Татюк. — Вĕресе пĕтмест-ши ман яшка...
— Самай çавсене чĕнмелле, — килĕшрĕç пурте.
Каç сĕмлĕхĕ çапсан Хăмăшлăх çырми хĕррине бригада çыннисем йышлă пухăнчĕç. Комбайнерсем те, трактористсем те, тырă сăвăракансем те, шоферсем те... Пурте ем-ешĕл çерем çине типтерлĕн вырнаçса ларчĕç. Кашниех тем кĕтсе кăштах пăшăрханни, хĕпĕртени, хăйне хăй йĕркеллĕрех тытма тăрăшни сисĕнет. Ваттисем те, çамрăккисем те хуллен калаçаççĕ. Хутран-ситрен çăмăллăн шӳт туни илтĕнет.
— Улатти космоса вĕçме хатĕрленет теççĕ. Чăнах-и вăл? — ыйтрĕ Микка.
— Тĕрĕсех пулас, — терĕ Терентей Ваççи. — Районти хаçатра кăларнă тетчĕç ун çинчен.
— Çын сăмаххи те тĕрĕс, те тĕрĕс мар, хальхи каллех ушкăнлă вĕçев пулать тет. Улатти вĕçсе хăпарнă хыççăн пĕр талăкран Хреççие улăхтарса яраççĕ тет, — çаплах йĕкĕлтерĕ Микка.
Çынсем хавассăн кулса ячĕç.
— Улатти, чăнах-и ку? — ыйтрĕ Пракка.
— Улăхтараççĕ пулсан хирĕç мар эп. Тăван çĕршыв ăçта хушать, Улатти çавăнта каять. Улатти нихçан та турткаланса тăмасть, — çирĕппĕн каларĕ Эльба салтакĕ. Вара çынсем енне куçне чеен хĕссе илчĕ те: — Стена хаçатĕнче кăларнă çынсене космоса ямаççĕ тенине илтнĕ эпĕ. Суя мар-ши вăл? — терĕ.
— Суя мар пулмалла, эпĕ те илтнĕ ун çинчен, — Терентей Ваççине çурăмĕнчен кăшт тĕкрĕ Микка.
— Эп те илтсеччĕ, — пĕлтерчĕ лешĕ.
Каçхи апата пухăннă колхозниксем каллех кулма пуçларĕç.
Нар сăрчĕ çине тулли уйăх тухрĕ. Вăл, Хăмăшлăх хĕрринчи колхозниксене лайăхрах курас тенĕ пекех, çӳлерен çӳле хăпарать.
Акă Марье-Мĕтрипе Ахваниç мучи çынсен варрине, тенкел çине, ларчĕç. Вĕсен умĕнчи сĕтел çине çăкăрсем хунă. Çав çăкăрсенчен чун-чĕрене ырă, кăмăллă шăршă килет. Çав шăршă вăл — телейлĕ пурнăç шăрши. Ана тăраниччен сывласа илес, шăршлас килет.
Çĕнĕ çăкăр! Çĕнĕ илем! Çĕнĕ хавхалану! Сĕтел çине тинкеретĕн те, санăн мăнаçлăх шухăш-туйăмĕ çĕкленет. Эсĕ тăрăшнипе пиçсе тухнă çак çăкăр! Сан пек ĕçчен çынсем тăрăшнипе пĕçернĕ ăна! Çав çăкăрта таса çĕр сĕткенĕ, çутă хĕвел шевли, уçă çил вăй-халĕ. Çав çăкăрта тăри юрри, путене тӳлеккĕн авăтни, карăш картлатни. Çав çăкăрта ăшă, лăпкă кунсем, чаш-чаш çумăрсем, лапка-лапка юрсем. Çав çăкăрта колхозниксен хĕрӳлĕхĕ, паттăрлăхĕ, харсăрлăхĕ.
Ахваниç мучи шурă сухалне сăтăркаласа илчĕ те пурин çине те пăхса çаврăнчĕ.
— Веçех килчĕç-и? Кĕтмелли никам та юлман-и? — терĕ вăл.
— Килес пекки килчĕç пуль, — терĕ Микка.
— Апла вăхăта тăсас мар. Малтан кама сăмах паратпăр-ха? Манăн малтан бригадир сăмахне итлесе пăхас килет.
Çак çăкăра камсем тăрăшнипе ӳстернĕ-ха эпир? Вăл пирĕн сĕтел çине ахалех килсе выртман пулас. Айта, Прокопий Егорович, пĕр-ик сăмах кала, — сухалне татах шăлчĕ Ахваниç.
Бригадир уй-хирте ĕçсем «çулăмлансах» пыни çинчен, кăçал ыраша йĕркеллĕ пухса кĕртни çинчен каларĕ. Лайăх, харсăр, ĕçчен çынсен ячĕсене те пĕлтерчĕ.
— Çапах та, — терĕ вăл юлашкинчен, — ăçта ял — унта çерçи теççĕ. Пирĕн хушăра вăйăн-шайăн ĕçлекенсем те пĕтмен-ха. Вĕсене хирĕç пурин те хăватлăн çĕкленмелле. Пысăк, катмар хумсем пек ыткăнса умри пĕтĕм йăх-яхсене, тӳр пилĕксене шăлса ывăтмалла. Халĕ «Эп ĕçе тухатăп-çке», «Нихçан та килте пытанса выртман» тенипех килĕшме кирлĕ мар. Çав çынсем хирте мĕн хăтланнине те сăнасах пымалла. Атту уя тухассине тухаççĕ те, анчах виçĕ пуслăх ĕç туни те сисĕнмест. Пирĕн çакăнта, хир варрине, пысăк юпа çинех хăлаç тăршшĕ сас паллисемпе: «Пахалăх!» — тесе çырса хумалла. Çав юпа çине кашни кунах пăхмалла. Пĕр минутлăха та ун çинчен манмалла мар. Чăннипех те чи малта пыракан бригада ятне çĕнсе илес пулсан сан куçу умĕнче çав тем çӳллĕш юпа курăнса тăтăр. Урăх эпĕ ним те каламастăп. Пирĕн пурнăçра чи асли — çăкăр. Унтан асли нимĕн те çук. Çавăнпа çăкăра чыслама тăрăшăр. Çакна манас марччĕ: арман чулĕ витĕр тухмасăр çăкăр çăвара кĕмест.
Пракка сăмахĕ кашнинех килĕшрĕ. Хĕрсем пĕр-пĕрне хăлхаран тем пăшăлтатрĕç. Ваттисем сумлăн, пĕр хускалмасăр ларчĕç. Улатти Миккана çурăмĕнчен хыттăнах çат! тутарса çапса ячĕ. Терентей Ваççи:
— Аван каларăн! Пултаратăн! — терĕ.
Ахваниç мучипе Марье-Мĕтри çĕнĕ çăкăра чĕллĕн-чĕллĕн касма тытăнчĕç. Татюк яшка валеçрĕ.
Хăмăшлăх çырми енчен лашасем тулхăрни, такам пушă шартлаттарни, хуллен юрă ĕнерни илтĕнет. Тӳпере самолет кĕрлени хăлхана кассăн-кассăн килсе кĕрет. Самолечĕ хăй курăнмасть, хĕрлĕ-симĕс çутăсем çеç сĕмлĕхре тикĕссĕн шуса пыраççĕ.
Апат-çимĕçе хатĕрлесен, кашнин умнех, чăвашсен авалхи йăлипе, икшер тăп-тăп чĕлĕ çăкăр хурсан Марье-Мĕтри ура çине тăчĕ.
— Тăвансем, ял-йышсем, — терĕ вăл хуллен кăна, — пире атте-аннесем ĕлĕк: «Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн», — тесе ятлатчĕç. Çапла, нушаллă пурнăç тем те калаттарнă. Кунсăр пуçне çак сăмахра мĕн сисĕнет-ха? Унта çĕр ĕçлекен çын çăкăр тĕпренчĕкне хисеплени сисĕнет. Эпир иртнĕ саманара çăкăра пысăккăн хыпса та курайман. «Пĕчĕккĕн çисен тутă пулăн, пысăккăн хыпсан пырна ларĕ», — тесе вĕрентнĕ пире.
— Çапла ĕнтĕ, çапла, — паçăрхи пекех мăнаççăн, сумлăн ларчĕç ваттисем.
— Тăнла, Микка! — хăй çумĕнчи тракториста çурăмĕнчен тепĕр хут çапрĕ Улатти.
— Ĕлĕк çăкăршăн мĕн чухлĕ куççуль тăкăнман-ши çак хире, — сăмахне малалла тăсрĕ Марье-Мĕтри. — Юрĕ, ун çинчен нумай сăмах ваклас мар. Иртни ирттĕр, ун çине курăк витĕр. Халĕ çăкăр çиесси йăлтах хамăртан килет. Çăкăр хуçи эпир хамăр. Эпир пурте: Улатти те, Лисук та, Татюк та, Терентей Ваççи те...
— Ман ят тухмарĕ-çке, — асăрхамасăр тенĕ пек персе ячĕ Микка.
— Эсĕ асăнма тивĕçлĕ çын мар. Шăйрăклă сухалан, — кулчĕ Улатти.
— Манса хăварнăшăн каçар, — ăшшăн кулчĕ Марье-Мĕтри, унăн куçĕ çамрăк çыннăнни пекех илемлĕн çуталчĕ. — Чăнах каларĕ Пракка, çăкăртан асли ним те тупаймăн. Эппин, айта тăраниччен çиер те выçиччен манар мар. Çĕнĕ çимĕç, кив çăвар, тăвансем. Перекетлĕ пултăр.
Марье-Мĕтри çăкăр чĕллинчен пĕр татăк хуçса илсе тутанчĕ. Ун хыççăн пурте çиме пуçларĕç.
Сулхăн çил кассăн-кассăн вăркăшса килет. Уйăх пĕтĕм уй-хире кĕмĕл тум тумлантарчĕ. Тĕнче юмахри пек асамлăн курăнать. Хăмăшлăх шывĕнче çăлтăрсем ишеççĕ.
Колхозниксем апатланчĕç. Пĕрин хыççăн тепри Татюкпа Марье-Мĕтрие тав турĕç. Улатти Татюк патне чупнă пекех пычĕ те ун аллине хыттăн чăмăртарĕ, силлерĕ.
— Мухтатăп! Эльба! — терĕ вăл, вара кăшт тытăнса тăчĕ те çапла хушса хучĕ: — Эсĕ, мĕн, ху çимерĕн тата?
Татюк вăтаннă пек пулчĕ.
— Пĕçерекенни пăспа тăранать, — терĕ те чашăксене йăтса кайрĕ.
Арçынсем чикарккă чĕркерĕç, тĕрлĕ сăмах-юмах пуçласа ячĕç. Хĕрсем хăйсене уйрăм пухăнса тăчĕç. Ăшшăн кулни, тем шакăлтатни илтĕнет. Нар сăрчĕ çумĕнчи шоссе çулĕ тăрăх çутă йĕрсем туса автомашинăсем иртеççĕ. Çывăхрах трактор кĕрлени илтĕнет.
— Пирĕн атте: «Çакна çи те пĕр çуна вутă кас», — тетчĕ. Айтăр йĕтеме! — терĕ хĕрарăмсенчен пĕри. Вара чылайăшĕ йĕтемелле утрĕ. Каçхине ĕçлеменнисем яла çитме васкарĕç. Марье-Мĕтрипе Ахваниç мучи те çул çине тухрĕç. Уйăх çутинче аслă çул таçта çитиех курăнса выртать. Авă маларах тухнă çынсем Сăкăтпуç юппинчен пăрăнчĕç те ĕнтĕ. Çулăн пĕр енче — тулă пусси, тепĕр енче — кукуруза.
— Чим-ха, Улатти хирĕччĕ мар-и ку тĕлте? — ыйтрĕ Ахваниç.
— Аха, çак айлăмран пуçланать ун хирĕ. Начар мар вĕт. Йĕркеллех...
Çапла, чип-чиперех шăкăлтатса пыратчĕç карчăкпа старик — сасартăк умра темскер йăкăлт-йăкăлт сиккелени курăнчĕ. Çул урлă çĕр мулкачи каçрĕ иккен.
— Çакăн пек тӳлек, уйăхлă каçсене пит кăмăллатăп эп. Тĕнче тунсăх та шухăшлă пек курăнать. Çакăн пек каç мана пирĕн пек ват çынсен каçĕ пек туйăнать. Сана мĕнле, Марье?
— Мана та çаплах. Умăма тахçанхи-тахçанхи килсе курăннă пек туйăнать.
— Мĕн вара?
— Эй, пурне те шухăшласан пуç çаврăнать. Ĕлĕкех пулнă вăл. Ĕлĕкхине темшĕн кăнтăрла мар, каçхине ытларах аса илетĕн. Çак тĕлте ĕлĕк пирĕн ана пурччĕ. Пирĕннипе юнашарах Тинкĕле Хĕлипĕн. Темшĕн çавăн пек ят панăччĕ ăна. Те ялта вĕсем кăна тинкĕле пĕçернĕрен. Паллă мар. Тинкĕлине пĕçеретчĕç вара вĕсем. Кашни çулах картишне виç-тăват шăналăк сарса типĕтетчĕç. Эпир çав тинкĕле тыррине çерçи çиесрен хураллама каяттăмăр.
— Тинкĕлине те ун чухне пуянсем çеç пĕçернĕ çав.
— Çапла пулмасăр. Тинкĕле Хĕлипĕ пĕр çулĕнче таçтан муртан шутласа кăларнă: ялти çынсем нихçан акман тырра акасшăн. Вир вăрлăхĕ тупса килнĕ вăл. Паллă ĕнтĕ, вир акма пули-пулми ана кирлĕ мар. Пирĕн ани, чăнах та ĕнтĕ, тислĕклĕччĕ, лайăхчĕ. Ара, ятакĕ сахал пулнă. Тислĕкне тăккаланă пуль.
— Астăватăп. Сирĕн ана çинче тырă ытти анасем çинчинчен çӳллĕрехчĕ. Шур çумĕпе çӳренĕ чухне юриех, камăн-ши ку тесе, ана паллине кĕрсе пăхрăмăр. «У» паллăччĕ пулас сирĕн.
— Çапла ара, çапла. Аттене Уливанов хушаматпа çырнă та. Вăт хайхи хăшкăлтарчĕ Тинкĕле Хĕлипĕ. Çав лайăх анана тара пама ыйтать. Пирĕн атте нимпе те килĕшмерĕ.
— Ăçтан килĕштĕр-ха? Хăвăрăн ахаль те тырă çитмест.
— Çакăншăн Тинкĕлесем çилленнĕ-мĕн пире. Ана çине е пĕр-ик касă шаларах кĕрсе сухалаççĕ, е йăран урлă каçса выраççĕ. Тепĕр чухне вăрттăн кĕлте йăтни те пулнă вĕсен. Аттене тарăхтарасшăн ĕнтĕ. Вăл: «Юрĕ эппин. Тара парар пуль çавсене. Пурпĕрех канăç пулас çук», — тесе каласса кĕтнĕ. Анчах пирĕн атте ун пек-кун пек часах парăнман. Çĕре хăй аллинчен вĕçертмен. Çĕрĕ шăпах ман ятпа илни пулнă çакă...
— Ăнланатăп. Вара мĕн хăтланчĕç-ха?
— Вĕсен Тавăт ятлă ывăлĕ пурччĕ. Чечче питлĕскер, вăрăмскер. Астăватăн пуль, урама тухсан: «Анаткас ялне çурмаран çуратăп!» — тесе кăшкăратчĕ.
— Питĕ астăватăп. Мана темиçе хутчен те улахран кăларса янă вăл. Тури улаха килсе кĕнĕ-кĕменех: «А нуккă, чăх пăх!» — тетчĕ. Хăйĕнчен пĕчĕккисене алăк урлă тапа-тапа ывăтатчĕ. Кĕнчелеççисене речĕпе «маяк» тăватчĕ. Лампа трубине çапса вататчĕ. Çавăнпа хĕрсем кашни каç виçшер, тăватшар труба илсе пыратчĕç. Ну, тарăхнăччĕ эпир ăна. Пĕррехинче çаксем урампа кравул çухăрнă пек кăшкăрса, юрласа килеççĕ. Аякранах паллă: Тинкĕле. Эпир, ачасем, хайхи улах пӳрчĕн алкумне кĕтĕмĕр те урай хăмисене сӳтсе хутăмăр. Эх, урăм-сурăм ахăрашса çитрĕç. Тĕттĕм алкумне кĕрĕслеттерсе кĕчĕç те пĕрин хыççăн тепри алкум тĕпсакайне ывтăнчĕç. Тинкĕле, купăспа каялла утса пыраканскер, чи малтан тӳплетрĕ. Эй, тем те пулнă.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...