Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXIV сыпăк
Больницăран тухсан Çемен тракторпа ĕçлеймерĕ. Операци хыççăн унта-кунта хурал ларкаласа çеç ирттерчĕ. Çавăнпа çĕнĕ пысăк пӳрт лартма укçа хатĕрлесе çитереймерĕ. Çапах та ăна пӳрт кирлех. Киввин урати усăнса анчĕ, чӳрече айĕсенчи пĕренесем çĕрсе пĕтнĕ. Çемен вара, ним тума аптранипе, вăхăтлăха мунча пек пĕчĕк пӳрт лартма шутларĕ. Айта, унта ик-виç çул пурăнкалĕ те кайран пысăк пӳрт тума та вăй-хăват çитерĕ.
— Улатти кум, — терĕ Çемен урампа иртсе пыракан Эльба салтакне. — Пĕр самантлăха кĕрсе тух-ха. Ман санпа сăмах пур.
«Мĕнле сăмах-ши вăл?» — хӳме çумне пычĕ Улатти. Вĕсем хӳме урлă пĕр-пĕрне ал пачĕç, чикарккă авăрларĕç.
— Ну, кукуруза пухса кĕртрĕн пуль?
— Чин-чином...
— Халĕ мĕн тăватăн?
— Никĕс хыватăп. Çитес çулхи тыр-пул никĕсне. Урăхла каласан, кĕрхи çĕртме тăватăп.
— Эппин, апла...
— Çаплалла. Эсĕ мĕн каласшăнччĕ?
— Эпĕ-и? Нимех те мар, — шăрпăк чĕртрĕ Çемен. — Тивертетĕн-и эс? Кунтарах пĕшкĕн. Юпа çумнерех... Аллуна пĕçертмерĕ-и?
— Çук. Ай, хăватлă та ку табак. Вăт Эльба!
— Итле-ха, Улатти, эпĕ пӳрт пекки пуракаласа лартасшăн. Пулăшма килеймĕн-ши теттĕм те. Май çук ĕнтĕ санăн. Юрĕ, аптрамăпăр-ха. Кивви пĕтрĕ манăн. Унта çывăрма та сехĕрленекен пултăм. Ишĕлсе анĕ те шăши çурине лапчăтнă пек пусарса хурĕ.
— Мĕскер эсĕ? Эпĕ каçхи сменăра ĕçлетĕп-çке, кăнтăрла ахалех ямпашланса çӳретĕп. Паян та ав килте ларас килменрен урам кумма тухрăм. Чим-ха, киле кайса килем эпĕ. Халех пурама тытăнатпăр.
— Чăнах-и?
— Чăнах! Эльба! — Улатти сарă çулçăллă урам тăрăх тăвалла васкаса утса кайрĕ. Часах вăл каялла çавăрăнса та çитрĕ. Аллинче унăн пуртă, сава, пăчкă. Кĕсйинче çыра.
— Эпĕ çитрĕм! Эльба салтакĕ пĕр шухăшланă ĕçе çийĕнчех тытăнать. Ял-йыш калани маншăн приказ, — терĕ вăл.
Улатти тăла пиншакне хывса пăрахрĕ те, вĕсем Çеменпе иккĕшĕ никĕслĕх палăртнă туратлă пĕренене чутлама тытăнчĕç.
— Кăранташ пек тӳп-тӳрĕ туса хурăпăр, — терĕ Улатти пысăк турат тĕлĕнчен хулăн турпас уйăрса.
Çемен те унран юласшăн мар, çапах та вăл, сывлăхĕ çирĕпех мар пирки, ытлашши мекĕрленме хăрать. Асăрханса, тӳлеккĕнрех тăрмашать. Улаттишĕн пулсан ĕç мĕн чухлĕ йывăртарах, çавăн чухлĕ хаваслăрах. Вăл хĕрсе кайса пурин çинчен те манса ĕçлет. Вăт, вăт. Пĕр турачĕ пĕтрĕ, тасалчĕ. Халĕ ак тепĕрне. Ан кутăнланса вырт. Çиччас. Сана та çиччас ярса илетпĕр. Аха, çурăлса тухасшăн-и? Тух ара! Кирек мĕнле татăлса ӳк. Вăт Одер, Эльба. Вăт Сандомирски плацдарм!
Çапла тĕркĕшсе, шӳт тукаласа никĕсне вырнаçтарчĕç
Улаттипе Çемен. Ун хыççăн пĕр-ик йĕрке хума ĕлкĕрнĕччĕ-и, Эльба салтакне çурăмĕнчен такам çат! çапрĕ. Улатти васкавлăн каялла пăхрĕ.
— Эй, Пракка-çке ку. Мĕн хăратса çӳретĕн? Бригадир чăннипех çилленнĕ пек, ним кулмасăр пăхса
тăчĕ-тăчĕ те куç харшийĕсене сиктеркелесе илчĕ.
— Мĕн пулать ку сирĕн? Мунча-и?
— Пӳрт.
— Ытла та пĕчĕккĕ-çке.
— Мĕн тăвас тетĕн. Çитĕ-ха. Эпир виççĕн кăна, — сăмах хушрĕ Çемен.
— Кам хушнă сире кунпа аппаланма? — хыттăн ыйтрĕ Пракка.
— Никам та хушман. Хамăрах.
— Вăт хăвăр талайпа çеç пурăнма юрамасть çав. Çак пурана халех сӳтсе тăкăр. Куç умĕнчен тăмăч çухалтăр вăл.
— Мĕншĕн апла? — çаврака пичĕ çинчи тарне шăлса илчĕ Лутра Çемен. — Лартăр ĕнтĕ...
— Эсир, мĕн, мана, иккĕмĕш бригадăна, пĕтĕм колхоза мăшкăллас тетĕр-и? Çук, мăшкăллама памастпăр.
— Чим-ха, Эльба япали! Эпĕ ĕçрен юлса ăстана тухман-çке, Пракка. Манăн каçхи смена...
— Кирек мĕнле смена пултăр. Анчах Анаткас ялĕ варринче текех мунча пек пӳртсем лартма ан шутлăр. Ун пек ял илемне яма никама та ирĕк памастпăр. Лартас килсен — ларт йĕркеллĕ, пур енчен те саккунлă пӳрт. Ирĕк, çутă пултăр вăл. Ун ăшĕнче, пĕр юрласа ярсан, пичке ăшĕнчи пек янăратăр. Ĕçкĕ-çикĕре çĕре персе аниччен ташламалăх ирĕк пултăр. Алăкĕсем юрласа, кулса уçăлччăр. Вунă ача çуратсан та вĕсене тĕпĕртетме, куçма, ашкăнма анкартинчи пек ирĕк пултăр.
— Вăт, ырă сăмахушăн тавтапуç сана, — алă тытрĕ ăна Улатти. — Ăслă бригадир эсĕ!
— Çаплине çапла та, пысăк пӳрт лартма акă çак çӳхерех-çке манăн, — аллипе кĕсйине çапса кăтартрĕ Çемен.
— Хальлĕхе çӳхе пулсан — пулăшăпăр. Ниушлĕ пирĕн бригада çыннисем, пирĕн колхоз сана ним вырăнне те шутламасть? Ыранах правление пыр. Эпĕ те çитетĕп унта. Колхозран сан валли пĕренесем илĕпĕр. Укçа пирки те калаçăпăр. Юрать-и, Çемен пичче? Мĕн шухăшласа тăратăн эсĕ?
— Эс каланă пек пулсан тем пекехчĕ...
— Пулать. Çĕр улми кăларса пĕтерсен сана шăкăр-шакăр кăна пӳрт лартса паратпăр. Нимĕн те ан хуйхăр. Арăмна кала: йăнкăртатса сан пуçа ан çавăртăр вăл. Ху вара пĕрене таврашĕ йăтма ан васка. Сывлăху вăйланса çиттĕр. Пурăн лăпкăн. Вăрмана кайса уçăлса çӳре. Пулă тыткала. Эпĕ сан пата пулă шӳрпи çиме кĕрĕп. Асту, тытса хур вара партассене! Кăртăшне те илсе килме ан ӳркен...
Бригадир урăх калаçса тăмарĕ, хирелле утрĕ. Икĕ платник пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç.
— Илтрĕн-и, Çемен? — терĕ Улатти ларса.
— Тем, ытла лайăхланнă-çке пирĕн Пракка, — хуллен каласа хучĕ кил хуçи.
— Лисук тухса кайнă хыççăн кăштах мĕн пулмалла, — çамкине картлантарса илчĕ Улатти.
— Мĕнле «мĕн»?
— Ну, пăртак асат хуçрĕ курăнать.
— Чăнах, пăрахса кайнă-и Лисук?
— Шăхăрнă вăл.
— Ăçта теççĕ-ха.
— Хусанта самолет çине ларнă та тӳрех Владивостока. Эльба!
— Тĕлĕнмелле хальхи хĕр упраçпа.
— Улшăнчĕ самана. Халĕ Инçет Хĕвел тухăçĕ те анкарти хыçĕнче кăна. Çĕпĕрĕ те укăлчарах. Ют çĕршывĕ те ют çĕршыв мар. Вьетнама та, Кубăна та вăшт анчах кайса килеççĕ. Ав пĕлтĕр пирĕн председатель Чехословакие çитсе килчĕ. Пĕр шутласан, хамăн та вăрçăра пулнă вырăнсене тепĕр хут тĕрĕслесе тухас килет. Мĕнле унта? Йĕркеллех-и пурнăç? Эпир ирĕке кăларнă çынсене кам та пулин кӳрентермест-и? Хам тупăпа тăнă траншейăсене, путăк-шăтăк вырăнсене шыраса тупас. Çав вырăнсенче ларса канас, юлташсене аса илес. Эх-хе-хе! Пурăннă-çке пурнăçне. Курас пеккине курнă. Вăт Эльба!
Тепĕр кунне Çемен колхоз правленине кайрĕ. Унта вĕсем Праккапа иккĕшĕ те пĕр вăхăталлах çитсе кĕчĕç. Бригадир хиртен урăх çулпа пынăран кăна килнĕ чухне вĕсем пĕр-пĕрне курман. Правленире Пракка шухăшĕпе килĕшрĕç. Семен Трофимова пӳрт лартма пулăшас терĕç.
Ун хыççăн ик эрне иртрĕ-и, иртмерĕ-и — Çеменсен тĕлĕнче урамра çĕнĕ пысăк пура пураса та лартрĕç. Çĕр улми кăларса пĕтерсен бригадăри çынсем пӳрт улăхтарма нимене пуçтарăнчĕç. Кунта Пракка та, Татюк та, Микка та, Хритун мучи те пур. Никĕсне вырнаçтарма пуçласан хашка-хашка Хреççи чупса çитрĕ.
— Чимĕр-ха, ара, — терĕ вăл. — Никĕс çине укçа хурса хăварар. Çак пӳртре пурăнакан çын укçаран нихçан та татăлса ан тăтăр.
Инке арăм саппун кĕсйинчен вак укçасем кăларчĕ те вĕсене никĕс пĕрени çине хучĕ.
— Айтăр мăкне сарма пуçлар ĕнтĕ. Ара, — унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ Хреççи, вара пĕрене хушшине пĕчĕк хĕрес хĕстерчĕ...
— Пуçланчĕ! Эльба! — кăшкăрса ячĕ Улатти. — Эсĕ, Хреççи тăхлачă, мăка шывпа нӳрлентерсе пар. Унсăрăн татăлса анать. Хоп! çине хоп! Паян айтăр-ха пĕрре чăм шыва ӳкиччен мекĕрленсе пăхар. Вара ниме сăри тутлă пулĕ. Тытăр-ха пĕренене леш пуçĕнчен...
Хĕрарăмсем мăк хурса, майлаштарса тăчĕç, арçынсем пĕренесене вырнаçтара-вырнаçтара пычĕç.
— Пĕлетĕн-и, паян чи телейли кам? — ыйтрĕ Микка.
— Чи телейли кам пултăр. Кил хуçи ĕнтĕ, Çемен пичче.
— Çук, урăххи.
— Пракка-и?
— Патне те пымасть.
— Кам вара? Ху кала.
— Чи телейли паян Улатти, — хыттăн пĕлтерчĕ Микка. — Пăхăр-ха, хăш тĕлте тăрать вăл. Лăп та шай Хреççипе Татюк хушшинче. — Сылтăм аллипе Татюка сава-сава илет, сулахаййипе Хреççие чĕпĕтет.
— Чăнах та, — шӳтлесе кулчĕç çынсем. — Чăнах! Тимĕ ĕнтĕ. Хреççин чĕпĕтмелĕх ӳт-тир пур-ха. Улатти кăна мар, бригадипех чĕпĕтсен те аптăрас çук.
— Микка! Тыт пĕрене леш пуçĕнчен! — чĕнчĕ Пракка.
— Çӳлерех, çӳлерех! — хавхалатрĕ Улатти. — Оп-па! Вырнаçрĕ.
— Кăштах тĕкмелле-ха.
— Çук. Питĕ чаплă!
Хритун мучи, хăйĕн пĕренесене çĕклеме вăй-хал çитсех каймасть пулин те, кашнинех пулăшма васкать, ăс парать, вĕрентет. «Кăна çапларах тусан лайăх», «Кăна вара кăшт леререх илсе пымалла», «Лешне вĕренпе улăхтарăр», — тесе тăрать. Акă вăл Çемен умне пычĕ те:
—Хăнкăла ан ĕрчетĕр тесе мăк çине дуст сапса пымаллаччĕ. Ах, маннă эпир, — терĕ.
— Камăн пур-ши дуст, — терĕ.
— Манăн пурччĕ, илсе килем, — сĕнчĕ Улатти пусма çинчен анса.
— Илсе кил-ха тархасшăн.
Улатти дуст илсе килме чупрĕ. Вăл кайсан Хреççи тӳрех Татюк çумне хăр-хар çыпçăнма тытăнчĕ.
— Мĕн тума килнĕ-ха çак таçти-аякри çын. Сирĕн кӳршĕсем ку енчи çынсем патне нихçан та нимене çӳремен. Ара... — терĕ вăл.
— Çавна та пĕлместĕн-и эс, Хреççи. Татюк кунта Улаттие курма килнĕ-çке. Эй, тăн-пуç... — юриех вăрçтарасшăн пулчĕ ăна Микка.
— Ара, тĕрĕсех çав. Улаттие йĕрлесе çӳрет вăл. Эпĕ пĕтнĕ çынна ура çине тăратрăм та, халĕ ав туртса илесшĕн. Эпĕ Улаттишĕн тăрăшнă чухлĕ никам та тăрăшман. Ун ачисене ăшă, лайăх пултăр тесе куç хупман эпĕ. Улатти мана нихçан та пăрахман, пăрахас та çук. Ара...
— Пăрахмасан мĕн палкаса тăмалла. Лăпкăн кăна пурăнас пулать.
— Ара, мĕнле пуçлăх майри вара эс? Калама та юрамасть иккен. Шĕшлĕ Васси тавлашрĕ-тавлашрĕ те хăех персе анчĕ. Икĕ çул вырăнпа выртать. Кирле Урукĕ шăл хăйрарĕ-хăйрарĕ, кайран, хăвăрах куратăр, хăй ывăлĕ хăйне хĕне пуçларĕ...
— Эсĕ, мĕн, çынсем начар пурăннишĕн савăнатăн-и? — çилĕллĕн ыйтрĕ Татюк.
— Савăнатăп! Хама çиллентернĕ çынсем нуша курнăшăн ма савăнас мар! Ара!
— Тĕрĕссипе çиллентернĕ пулсан?
— Мана çак тарана çитсе никам та тĕрĕссипе кӳрентерсе курман. Сана-и? Сана-и, луччĕ. Улатти еннелле çавăрăнса пăхнă ан пул. Пуçри çӳçне пĕр чĕптĕм те хăвармастăп. Çăлса илсе вучаха пăрахса çунтаратăп. Ара...
— Сан куçупа пăхмастăп-çке эп. Акă халĕ те ăна сăнаса тăратăп. Авă кĕтесрен пăрăнчĕ вăл.
— Эй, Хреççи аппа, санпа мĕн тутăр Улатти. Татюк пек чипер хĕрарăмсем пур чухне мĕншĕн çулăхатăн ун çумне, — татах «вут çине краççын сапрĕ» Микка.
— Эпĕ-и? — пĕр вырăнта тапăртатса илчĕ Хреççи. — Эпĕ Татюкран начар-им? Ара, сăнăм-питĕм çук-и, пĕвĕм-сийĕм тĕрексĕр-и?
— Çапах та Татюк хитререх.
— Пултăр ара. Хитре пулсан хитре пултăр, çапах та ăна Улатти илес çук. Çакăнта, пĕтĕм ял-йыш умĕнче калатăп: Улатти манăн, манăн. Татюк унăн кача пӳрнине те тытса курас çук. Епле пăхать-ха вăл ун еннелле! Ара! У-ух! Вăрăм ура!
Хреççи Татюк патнелле танкăлтатса утма пуçланăччĕ, ун çулне Хритун мучи пӳлчĕ.
— Чарăн! Яла култарас тетĕн-и эс!
Хреççи хăй умĕнчи шурă çӳçлĕ, шур сухаллă мучи çине темле, ăнланаймасăр пăхрĕ. Мучин куçĕсем çилĕллĕ, пичĕ кăштах хĕрелнĕ. Мăйĕнчи юн тымарĕсем кăлт-кăлт сикеççĕ... Ялти ятлă-сумлă, ырă мучие хирĕçлесе Хреççи пĕр сăмах та калаймарĕ. Тăчĕ-тăчĕ те малтанхи тĕлех çитсе вырнаçрĕ.
— Ара, хăй чуна канăç памасть те, — терĕ вăл хуллен. Пӳрт улăхтаракансем кулса ячĕç. Микка пĕрене çине, çӳле, хăпарса тăчĕ те Улаттие васкатрĕ.
— Часрах, Эльба салтакĕ! Мир салтакĕ! Сансăр кунта кĕç-кĕç вăрçă тухатчĕ. Кариб тинĕсĕнчи кризисран та вăйлăрах!
Улатти дуст хутаçне йăтса çитерчĕ те Çемен умне пăрахрĕ. Каллех ĕç хĕрсе кайрĕ. Пĕрене хыççăн пĕрене хураççĕ. Пӳрт васкасах çĕкленет. Пракка кĕпине хывса пăрахрĕ, майкăпа кăна çӳрет. Унăн мăйĕ çине те, çурăмĕ çине те мăк çыпçăннă.
Йăмра çинче çерçисем татти-сыпписĕр чĕвĕлтетеççĕ, турат çинчен турат çине сикеççĕ. Çерçисем пек пуçтах та шавлă кайăк урăх тупма та йывăр. Пĕринчен пĕри хытăрах шавлаççĕ. Акă вĕсем ушкăнĕпех пăтрашăнса вĕçсе хӳме çине сырăнчĕç. Хăшĕсем çĕре анчĕç. Хритун мучи вĕсен сасне тăнларĕ те:
— Питĕ вăхăтлă пулчĕ-ха пӳрт улăхтарасси. Авă çерçисем епле туй тăваççĕ. Ыранах çумăр çăвас хыпар пур. Унччен пӳрте тăрласах лартасчĕ, — терĕ.
— Тăрлатпăр, Хритун пичче, — çирĕппĕн каларĕ Улатти. — Тăрлатпăрах. Тăрлаймасан хамăра çӳçрен тытса тăрлĕç. Хамăртан кулĕç. Айтăр-ха малалла васкар. Висла патне, Одер патне, Эльба патне çитиччен! Берлин урамне çитиччен!
Тĕттĕмленнĕ тĕле пӳрт кăшкарне туса лартрĕç, тӳпе хăми сарма, траппил лартма улăхрĕç. Улаттипе Пракка каштасене йăтса пыма васкарĕç.
— Хреççи, пулăш çавсене, — систерчĕ Хритун мучи. Инке арăм пиншакĕ çинченех çыхнă саппунне силлекелесе илчĕ.
— Ара, манран пулать-и çак каскасене йăтасси! Тур пулăштăрах...
Сĕм çĕрле пулсан çеç ниме çыннисем ĕç пĕтерчĕç. Арçынсем табак туртма пĕрене çине пухăнса ларчĕç.
— Хреççи тăхлачă, айта пирĕнпе табак туртса яр, — чĕнчĕ Микка.
— Ара, мăшкăллать-и çак. Табак туртнине хăçан курнă эс мана? Ара...
— Туртаттăнччĕ-çке. Çĕмел хыçĕнче мăкăрлантарса тăнине курнă эп сана. Пăр-р, пăр-р вĕçтерет çав тĕтĕме!
— Ара, тен, пулнă та пуль. Ун чухне шăл сурнăран, ним тума аптраса туртнă ĕнтĕ.
— Вăт, тоттă çав. Табак туртакан, эрех ĕçекен хĕрарăма коммунизма кĕртмеççĕ тенине илтнĕ эпĕ. Чăнах-ши вăл, Пракка?
— Чăнах та пулма пултарать.
— Эппин, Хреççи, сан Улатти çинчен шухăшлама та кирлĕ мар. Улаттипе Татюк иккĕшĕ юрласах коммунизм хапхинчен кĕрсе каяççĕ. Эс кĕме пуçласан çав хапха автоматически шалтăрт! тăвайса хупăнать. Тем чухлĕ шаккасан та уçмĕç.
— Тĕрĕс, — чĕлĕмне тивертрĕ Хритун. — Унччен пĕтĕм çылăха çуса тасатас пулать. Татюк кантăкне те тек пырса çĕмĕрме юрамасть. Улатти ачисене те чиркĕве ертсе каймалла мар. Колхозра тăрăслаттарса ĕçлемелле.
— Ара, халĕ те ахалех ларман-ха ăна. Коммуна текеннине кĕртес мар тесен ан кĕртчĕр вара. Хăйсен кăмăлĕ. Сире, турра ĕненмен антихристсене, вилсен рай пахчине кĕртмĕç. Ара...
— Вилсен пурте тăпра пулатпăр. Райне çĕр çинче тумалла та, — пӳлчĕ Хритун.
— Ӳчĕ тăпра пулсан та — чунĕ юлать пуль çав. Авă Ала Энтюкĕ вилсен ун пумилккине тума пухăнтăмăр. Тур умĕнче хĕрĕх çурта çунать. Пурте шăп ларатпăр. Калаçас пулсан та хăлхаран пăшăлтатса кăна пуплетпĕр. Çак вăхăтра, пурте илтрĕмĕр, хапха кăри-ик! туса уçăлчĕ те алкум патнелле такам юра хыттăн кăчăрт-кăчăрт тутарса утрĕ. Алкум алăкне чанклаттарса уçса хупрĕ. Анчах темшĕн çав çын пӳрте кĕмест те кĕмест. Уçăп Михалипе Терентей Ваççи алкумне тухса шырарĕç. Никам та пулман унта. Картишне аннă хайхисем — тин ӳкекен юр çинче никам ури йĕрри те курăнман. Мĕн сасси илтĕнчĕ тетĕр эсир çавăн чух пире? Ара, эсир ĕненместĕр-ха. Кирек мĕн калăр мана, çавăн чухне Ала Энтюкĕ хăй çитнĕ килне. Ара...
— Тем те шухăшласа кăларатăн эс, Хреççи. Сан пуçунта, чăнах та, арпа çеç пулас çук, — пиншакне пĕркенчĕ Микка. — Сулхăн çапа пуçларĕ-çке.
— Ара, çаксемпе шалт аптратăп вара эп. Ниме те ĕненесшĕн мар. Ара, пĕрре çеç илтмен эп ун пек шăв-шава. Пĕчĕккĕ чухне эп мунчана аттепе каяттăм. Ун чухне пирĕн мунча Микулай пиччесен пахчипе Çтенкка пиччесен пахчи кĕтессинчеччĕ. Ватă çăка çумĕнче. Çав çăка хăвăлĕнче тăмана пурăнать тетчĕç. Хам та курнă эп ăна. Кăнтăрла, пĕрре, çăка турачĕ çинче пĕр хускалмасăр ларать. Патакпа, тăпра муклашкипе перетпĕр — пурпĕрех хăрамасть.
— Кĕскенрех пупле эс! Мĕн тума кирлĕ сан тăману, — терĕ Улатти.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...