Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Никогда не говори вещей, в которых позже придется раскаиваться.
(Сервантес)
 

Статьи

Иртӗнчӗк ҫынсене Правительство ҫурчӗ те чараймасть

  10.03.2015 14:51 | 9060 просмотров

Президент бульварӗ еннелле тухакан Правительство ҫуртӗнче пӗр стенд пирки мана пӗлтерчӗҫ — унта имӗш чӑваш чӗлхиллӗ текстра йӑнӑш нумай. Хайхи кайса курас терӗм. Чӑн та пур унашкал стенд. Правительство ҫуртне кӗнӗ вырӑнта чӑваш карттине вырнаҫтарнӑ тата республика пирки кӗскен калакан икӗ стенд ҫакса хунӑ. Пӗри, сулахай енчи — вырӑсла, тепри, сылтӑм енчи — чӑвашла. Шӑп та лӑп ҫав чӑвашла текстра йӑнӑш нумай та ӗнтӗ.

Далее...

 

Тĕнчери чи таса мар юханшывсем

  09.03.2015 21:38 | 4275 просмотров

Хальхинче тĕнчери чи вараланчăк юханшывсемпе паллашма сĕнетпĕр. Ахăртнех, вĕсем тахçан тасах пулнă, унта пулă та ĕрченĕ.

Чи хура юханшыв Индонезире вырнаçнă. Citarum юханшыв тĕп хулапа – Джакартăпа – юнашар юхса иртет. Вăл 9 миллион çын пурăнакан хула ăпăр-тапăрне пухать. Вырăнти халăх унта пулă ĕрчени пирки маннă ĕнтĕ. Унта пулла çÿремеççĕ, юханшыври çÿп-çапа пуçтарса ятарлă çĕре укçалла кайса параççĕ. Ку пулă тытса аппаланиччен тупăшлăрах-мĕн.

Ку – Citarum юханшывах, анчах Хĕвелтухăç Явăра (Индонези).

Далее...

 

Эпĕ В. Туркай статьипе килĕшместĕп!

  07.03.2015 20:58 | 20055 просмотров

1. Атнер Хусанкая хирĕç ĕçне В.Туркай 1995-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче, Шупашкарта, Чăваш наци конгресĕн 2-мĕш Аслă Пуху вĕçленнĕ чух тума хăтланнă. (Аса илтеретĕп: 1993-мĕш çулхи раштав уйахĕнче ЧР Президент пулса Н.В.Фёдорова суйланă.) 1995-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче, Чăваш филармонийĕнче, ЧНК Президентне суйланă чух ăнсăртран В. Туркай, ЧНК вице-президент пулнă май (çак должностьне пурнăçланса 1995-мĕш çулхи çуркунне пуçласа), «ЧНК Президенчĕ эпĕ пулмалла!» тесе евитленĕ. Аслă Пухăвĕн делегатсем аптраса ӳкнĕ: мĕншĕн А.Хусанкай мар? Мĕншен В. Туркай? А. Хусанкай — 1992 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, ЧР Аслă Канашĕн Президиумĕн членĕ пулнă чух, ЧНК еркелекенĕ, ăна ЧНК Президент должноçне лартма суйланă.

Далее...

 

Сăмахпа та сиплеме пĕлекенсем

  05.03.2015 11:08 | 3707 просмотров

Нумаях пулмасть манăн пульницăна лекмелле пулса тухрĕ. Хам чупса кайнипе мар-ха. Унтан-кунтан темле ыратсан та эмел çăтнипех чăтатпăр та, хальхинче эмел ĕçни те пулăшманнине кура васкавлă пулăшу кÿрекенсем ырă сĕнÿпе пулăшмĕç-ши тесе шăнкăравлас терĕм малтанласа. Пур чухне те йăпăр-япăр вĕçтерсе çитмеççĕ те вĕсем, килессе шанманччĕ. Мĕн ыратни, хăçантанпа кансĕрлени пирки итлесе пĕтернĕ хыççăн адреса ыйтрĕç. Унтан нумай та кĕттермерĕç – шур халатлисем ĕç пÿлĕмне кĕрсе те тăчĕç.

Чи малтанах эпĕ вĕсем епле калаçнине сăнарăм. Ара, ыратнипе ахаль те асапланакан çынна пĕр кăнттам сăмаха та чăтма йывăр.

Далее...

 

Этем кăмăл-туйăмĕпе çыхăннă кăсăклă фактсем

  04.03.2015 07:01 | 2430 просмотров

1. Организмра тесторон виçи пысăк пулсан çынсем теприсем тарăхнипе киленеççĕ.

2. Теприсене мĕскĕнлетме тăрăшакансем хăйсене (пултаруллине, хитрине тата ыттине те) ĕненмеççĕ.

3. Хăйсене хакласси пĕчĕк шайра пулсан çынсем теприсем пирки начар шухăшлаççĕ. Çакă вĕсене хăйсен хакне хăпартма пулăшать.

4. Çынсем хăйсене епле тытасси ÿт-пÿ туйăмĕнчен килет. Сăмахран, йывăрлăх туйăмĕпе «кирлĕлĕх», «пĕлтерĕшлĕх», «сулмаклăх» ăнлавсене çыхăнтараççĕ. Çакна çирĕплетме пĕр тĕслĕх: енчен те резюмене йывăр папкăра тыттаракана тĕплĕ тата шанчăклă çын вырăнне хурса йышăнаççĕ.

Далее...

 

АПШри хăйне евĕр çемье

  28.02.2015 19:56 | 2828 просмотров

 

АПШри Юта штатра хăйне евĕр çемье пурăнать. Вĕсем килте 30-ăн пурăнаççĕ: упăшки, унăн 5 арăмĕ тата вĕсен 24 ачи. Ку çемье пирки нумай пулмасть Америка телекуравĕ те кăтартнă.

43-ри çемье пуçлăхĕ Брейди Уильямс телейлĕ тесе шутлать хăйне. Вăл кун пирки, Ютăра нумай арăмпа пурăнма саккун чарать пулсан та, каласа кăтартма хăраман. Арçын кунта ним япăххи те курмасть. Кун пек çемье телейлĕ те сывă пурăнма пултарасса ĕненет вăл.

Далее...

 

Паян мӗн кун? Тарӑхмалли кун!

  27.02.2015 12:26 | 2696 просмотров

Сисместӗн-им - сывлӑш ытла та йӳҫӗ?!

Курмастӑн-им - пӳлӗм ытла та тӑвӑр?!

Туймастӑн-им - кӑмӑл хӑрушӑ хуҫӑк?!

Илтместӗн-им - хурлӑхлӑ манӑн сӑвӑ?!

 

Паян ҫӗнӗ кун пит тӗксӗм те пушӑ!

Паян сар хӗвел - ҫунса кайнӑ пӗлӗм!

Паян чун хыпмасть таса юратушӑн!

Паян чун ыйтать вуламашкӑн кӗлӗ...

 

Итоги Пленэра СЧХ – 2014 «Ильинка»

  24.02.2015 17:45 | 4864 просмотров

В Чебоксарах, в Литературном музее на улице Ленинградской,29 открылась выставка Союза чувашских художников (СЧХ) «Пленэр – 2014 «Ильинка».

Афиша выставки СЧХ "Пленэр-2014"

Волжские этюды

Творческая командировка СЧХ летом 2014 года была посвящёна 70-летию Моргаушского района Чувашской Республики. Пленэр организовала член правления СЧХ, уроженка этого приволжского района, граничащего с Горно-Марийским районом Республики Марий Эл, Анна Брагина.

Далее...

 

Николаю Карачарскову — 80

  24.02.2015 16:47 | 4859 просмотров

В Чувашском государственном художественном музее состоялся вернисаж, посвященный 80-летию со дня рождения заслуженного художника России Николая Карачарскова.

Засл. художник РФ Николай Карачарсков

Певец социалистического реализма

Николай Прокопьевич – фигура значимая в официальном чувашском изобразительном искусстве.

Далее...

 

Газель

  23.02.2015 20:36 | 3827 просмотров

ГАЗЕЛЬ

 

Ăслă çынна та кирлĕ канаш, тупата!

Канашламашкăн пултăр юлташ, тупата!

 

Ăслă çынран ыйтнишĕн сиен пулас çук.

Пĕтĕм ăсчах пире хуранташ, тупата!

 

Ĕçĕ нумай — ăслин. Ухмаххин — пуш сăмах,—

Çав этемпе нихçан ан паллаш, тупата!

 

Ăстăн тĕнче тивлечĕ вăл, ăстăн— илем.

Ун çумĕнче усал вăй йăваш, тупата!

 

Ăстăн кирлех, тăванăм, ăстаçă пулма;

Пур-тăк ăсталăх—пулĕ малаш, тупата!

 

Çăкăр ыйтмасть пиртен ăстăна пуç тайни;

Шав ăс пуçтартăр харпăр чăваш, тупата!

 

Ăс тенине пухаççĕ кунçÿл тăршшĕпех,

Ăс пухакан çын вĕçĕмсĕр яш, тупата!

Далее...

 
Страницăсем: 1, ... 249, 250, 251, 252, 253, [254], 255, 256, 257, 258, 259, ... 378
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)