ҪЕМЬЕРЕ КИЛӖШТЕРСЕ ПУРАНАССИ
Ҫемьери хутшӑнусен пӗлтӗрӗшӗ.
Нумай ҫемьесенче ашшӗ-амӑшӗсем ачисемпе килӗштерсе пурӑнаймаҫҫӗ.
Мӗншӗн килӗштерсе пурӑнайманнин сӑлтавӗ пирки шутласах кайман ашшӗ-амӑшӗсем тӗлӗнсе час-часах ҫапла калаҫҫӗ:
— Мӗншӗн ҫапла пулать-ха вӑл? Эпир яланах хамӑр ачасемпе пӗрле-ҫке, вӗсене эпир ҫуралнӑ кунранах пӑхатпӑр, вӗсен хамӑр кӑна ӑнланакан пӗрремӗш сӑмахӗсене илтетпӗр, вӗсем чӗвӗлтетнипе чунтанах савӑнатпӑр... Чи малтан вӗсем пирӗнпе калаҫаҫҫӗ. Эпир ачасемшӗн яланах пӑшӑрханатпӑр, вӗсем ҫинчен пурне те пӗлес тесе тӑрӑшатпӑр.