Г.Полтавченко отметил, что в ЦФО пока не удалось достичь показателя в 1 кв. м введенного жилья на душу населения в год. "Этого показателя практически достигла Московская область в 2007г., в Белгородской области на душу населения введено 0,6 кв. м жилья, в Липецкой - 0,5 кв. м", - отметил он.
Индейцы племени Лакота, которые проживают на территории пяти американских штатов, объявили о разрыве договора с Соединенными Штатами, который был заключен около 150 лет назад, и выходе из состава этой страны.
Как сообщают американские СМИ, об этом заявил один из руководителей индейцев Рассел Минс, который посетил посольства Боливии, Венесуэлы, Чили и ЮАР, где сделал заявление о независимости.
Енчен те вӗсемшӗн 10 пин доллар укҫа ҫуп-ҫап пекех пулсан епле вӗсемпе тапӑҫӑн-ха ӗнтӗ... Ун чухлӗ укҫапа тем те тума пулать пулӗ... Сӑмахран, мӗнле те пулин халӑха ҫӗр ҫинчен тасатма... Эх, самани...
Йӗлтӗрпе малтанхи канмалли кунах кайса ярӑнасшӑнччӗ, анчах та кахалланнине пула ун чухне каймарӑм. Малтан шӑматкун ҫывӑрас килнипе каймарӑм, вырсарникунне те тем вырӑн ҫинчен тӑрас килмерӗ.
Хальхинче вара шухӑшласа хунӑ ӗҫе пурнӑҫларӑм — ҫывӑрса тӑранман пулин те тухса утрӑм йӗлтӗр базине. Ку хутӗнче эпӗ Юманлӑха (Дубравный) каяс темерӗм (унта инҫе — хула тепӗр енӗ. Ҫитмех сехет ытла кирлӗ — Чулхула Шупашкар пек пӗчӗк мар), Щёлоково хуторне ҫитес терӗм. Вырнаҫма та инҫе мар вырнаҫнӑ, ҫитме те меллӗ — трамвай ҫине лармалла кӑна.
Ҫитнӗ хыҫҫӑн аран-аран шыраса тупрӑм йӗлтӗр базине.
Халӗ шутларӑм, шутларӑм та Википединче ӗҫлеме чарӑнас пулӗ терӗм. Ытларах chuvash.org сайт ҫине куҫарас терӗм — Чӑваш Ен, районӗсем, ҫыннисем ҫинчен питӗ сахал информаци тупма пулать. Паллах, эпӗ ку сайт валли ҫырнӑ информацине Википедине кӗртме май пулӗ.
Википедирен те пачах ҫухалмастӑп — вандалсем алхаснирен сыхлӑп, йӑнӑшсене тӳрлетӗп (пысӑк йӑнӑшсене тӳрлетме вӑхӑт пулмӗ пулӗ тетӗп).
Более того, чуваши были единственным народом, которому, при всей национальной иерархичности СССР, было позволено иметь не только свою территориальную автономию, но и своего космонавта. Все эти факторы, в меньшей или большей степени, влияли на развитие чувашской историографии.
Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче чӑнах та ытти республикӑсен хӑйсен космонавчӗсем пулман-ши?
Час-часах Чӑваш тулашӗнче пурӑнакансем «эпӗ чӑвашла пелетӗп-ха... анчах та чӑвашла ҫырма пӗлместӗп. Ҫавӑнпа та чӑвашла ҫырмастӑп» тесе тӳрре тухасшӑн. Ман шутпа ку кахала пени кӑна. Тӑрашсан ҫырма пулать! Юлашки вӑхӑтра Тимӗрке Митяй ҫырнине вулатӑп та — йӑнӑшсем питӗ сахал тӗл пулаҫҫӗ — чӑвашла ҫырма вӗренсе ҫитрӗ-ҫке! Тана Chavash'а илер. Ӑна никам та чӑвашла ҫырма вӗрентмен. Ачи чӑвашла лайӑх та пелмест, анчах та ҫырнӑ чухне лайӑхах чӑвашла ҫырать.
Мен каласшӑн-ха ӗнтӗ? Ан кахаланӑр, ан вӑтанӑр — чӑвашла ҫырма вӗренсе ҫитетерех. Чӑвашла ҫырнӑ текстсене ытларах вулӑр — ку та самай пулӑшать.