Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Чем отомстить своему врагу?Старайся делать ему как можно больше добра.
(Эпиктет)
 

: Надписи в Болгарии переводятся с чувашского.

11.02.2011 01:3837131 просмотровИзменить Удалить
Иранское происхождение болгар. Надписи переводятся с чувашского. Читайте на сайте mosentesh2
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Пер херарам // 2644.77.3478
2011.02.23 21:17
Пирĕн хушăмăрта ,турра шĕкĕр ,ни çĕрĕк интеллигентсем, ни суварсем çук, эпир эрехне те, чăваш сăрине те батлаттаратпăр,чăвашлах юрлатпăр, ташлатпăр та, йăли-йĕркисене те тытатпăр, тутарла та калаçма пĕлетпĕр,вĕсем патне хăнана та каятпăр, сăварсен историне те пĕлетпĕр,çавах пирĕн чăваш ятпах çÿрес килет, сире те çавнах сунас килет .Эсир хулара пурăнса халăхран уйрăлнă пулмалла,ялти халăх сывлăшĕпе ытларах сывлăр,вара чăвашĕ те пулĕ, суварĕ те сыхланĕ,эрехне те кирлĕ чух ĕçни пăсмасть, эпир халăх историйĕ пуян пулнинчен хăрамастпăр,ун çинчен кăшкăрашса çÿреместпĕр, вĕсене асра тытса пурăнас тетпĕр. Çавă çеç...
Елена // 1045.64.5050
2011.02.27 23:26
Палхар, сайт сылкине тĕрĕс парăр-ха, тархасшăн. Тупса вулас килет, май килмест.
Чăваш Kagan // 1365.16.6317
2011.02.28 11:14
Сувар теорийĕ - тутар политики.Вĕсем, ав, Хусанта тутар патшалăхĕ чăвашсем валли кăларакан хаçата "Сувар" ят панă.(Малтан "Сăварччĕ", кайран тутарсен-вырăссен "Сувар" калăпне йышăнтарнă. Çавăнпа халь ĕнтĕ сăварсене сăвар текен чăваш та юлмасть часах, пурте сувар пулĕç.)
"Нео-Суварятасен" хальхи вĕри кучĕ Алмантай Хусанта вĕреннине шута илме ан манăр. Ăна тутарсем ятарласах чăваша сăварлатма е сутăн илнĕ, е пуçне минретнĕ. Ильминский ятарласах Иван Яковлева чăвашсене чăваш чунне тăван шкул урлă кĕрсе вырăслатма çитĕнтернĕ пекех. Ют политика аллине лекиччен Иван Яковлев та, Алмантай та чăннипех чунне чăвашлăхшăн çунтарма пултарнă, кăна никам та хирĕçлемест.
Тата уççăнах суя сараççĕ: Алмантайăн вырăс арăмĕнчен çуралса килĕнче чăваш сăмахĕ илтсе-калаçса курман ачисем эс чăваш мар, сăвар тенипе мăнаçланса кайнă иккен, эй-тур-тур! "Сувар" фончĕн хастарĕсем Тяпкин, Адер пайтаçăсен, Иванов профессорăн ачисем, вырăсла çитĕнтерекенскерсем, суварятана тухсанах ай тур маттурланса кайнă тет тата!
Ку политика тутарсене пире, чăвашсене, пăлхар еткерĕнчен парса яма меллĕ пулсан, вырăссене вăл чăваш чăмăртанăвне çапла пайласа, хирĕçтерсе ярса чăрмантарма кирлĕ. Пире латиница пирки ĕмĕтленме чарчĕç, патшалăхăмăрăн пуçĕн ятне президент теме чарчĕç, черетре - чăвашсен çĕр çинчи пĕртен-пĕр патшалăхне пĕтерсе хурас ыйту. Çав хăрушлăхсене, çав хăрушлăхсене çуратакан ама çури аслă патшалăха хирĕç тăма пĕтĕм чăваш вăйне пĕр чăмăра пухмалла. "Суварсем" вара халăх вăйне сапалаççĕ, чăваш ăсне политика прависем çинчен мар, ниме тăман "сăварлăх" çинчен шухăшламалли суя çулпа чуптараççĕ, политика прависене çĕнсе илмелли кĕрешĕве мар, халăх ятне улаштармалли вăрçа пуçарса яраççĕ.Провокатор темесен, кам темелле вĕсене?
Пĕтĕмлетсе каласан, алмантайсен сувар теорийĕ - мĕскĕн чăвашсен хăйсем мĕскĕннине тÿрре калармалли теори. Паллах, виç кĕнеке вуласа пĕтĕм тĕнче, этемлĕх, чĕлхесен аталанăвне хак пама сĕмсĕрленекен катăк ăс та курăнсах тăрать. Политика прависем тĕлĕшпе калама та кирлĕ мар - пурсăмăрăн та политикăри хутпĕлменлĕх куçкĕрет. Мулăмăр та çук. Кăштах укçа тума вĕреннĕ тяпкин-аксарсем те аскăн мунчасенчен юлнă пур-çук укçине халăхăмăра темле арăш-пирĕш, уçăмсăр историпе минретме яраççĕ.
Владимир // 1169.19.2130
2011.02.28 11:36
Надо набрать: www.elita-ch.ru или http://elita-ch.ru
Атнер // 8568.8.6851
2011.02.28 20:29
Хусанта нумай тăнлă çынсем вĕреннĕ.Хыпар хаçат та унта никĕсленнĕ-вара мĕн?Вăл та тутар политики?Черемиссем 1921çулта Мари респ.,вотяксем Удмурт турĕç.Нумаях пулмасть якутсем саха-якути пулчĕç тата осетинсем Алани туса хучĕç.Никам та сан пек çĕтĕлместь.Провокатор вăл эсĕ.Мĕншĕн тесен эсĕ асăннă çынсем тăван халăха хамăрăн пуян истори урлă мăнаçлăрах пулма чĕнеççĕ.Сан пек халăх ячĕпе хупланса кабинетра лармаççĕ.Çавăнпа вĕсене вăйлă çынсем пурте хисеплеççĕ.Никама та вĕсене хирĕç пулнине курман.Пулăшас текенсене кăна куратпăр.Эльчĕк ачине Алмантая пур çĕрте те хисеплеççĕ.Тăван чĕлхепе кăна калаçать ыттисене те хистеть.Тата сувар пирки нимле çĕнĕллехи те çÿк.Историксем тахçанах татса панă аун пирки.
Пер херарам // 3791.10.2458
2011.02.28 21:09
Атнер , чăвашла тĕрĕс çырмалла,Эльчĕк мар-Елчĕк,хистеть мар-хистет...Суварсем вĕсем грамотнăй пулнă, сирĕн пек мар,сире вĕсем уншăн мухтамĕç.
2011.02.28 21:43
Аçтахар Плотников
Тăванăрсем, ытла хĕрсе ан кайăр :) Кам мен чухлĕ йăнăш туни çине, ăçта вĕренни çине ан куçăр-ха... Унашкал куçни вăл — аргументсем пĕтнине пĕлтерет. Тавлашакансен аргуменчĕсем пĕтсен пĕр-пĕрне «ухмах» тесе витлешме пуçлаççĕ... Вăл шая ан анса ларăр.
Чăваш пулсан — чăваш пулăр. Сăвар пулсан — сăвар пулăр. Витлешсе чапа ан ярăр.
Анатяк // 5148.3.4727
2011.02.28 23:12
Эпĕ кунта çырнă сăмахсене пит савăнса вуларăм теме пулать.
Хавхалантарать те ку сăмахсем, шухăшлатарать те. Чăваш ячĕ таçтанах тухнă пулсан, хамăр ăçтан тухнине тĕрĕсех пĕлмесен, мĕншĕн-ха паянхи ята çухатса ĕлĕкхи ятсем илес тесе тĕнчене çавăрса çапасшăн-ха? Тата урăх халăхсене начар сăмахсемпе персе палкаса ларатпăр-ха. Вĕсен мĕн айăпĕ пур-ха эпир хамăрăн чĕлхене çĕклесшĕн начар тăрăшнишĕн?!!! Эпĕ тутар енче çуралса ÿснĕ, тутар хушшинче çÿренĕ, вĕреннĕ.Хальте те вĕсен хушшинче ĕçлетĕп. Эпĕ пĕрте вĕсем пирĕншĕн пит тăрăсашшăн тесе каласшăн мар.Но... тăрăшакан çынна чыслама, хăйĕн йăхне,хăйĕн чысĕшĕн тăракан çынна пит те саламлаççĕ. Тата каласа хăварасшăн, тутарпа тутарла калаçсан, чăваш икенне те манса кайман çынсене вĕсем питте хисеплеççĕ.Пурте пиртен хамăртан килет, хамăра мĕскĕн тесе ларсан, унтан инçе каяймăпăр пуль тесе каласшăн. Тăрăшăр, пурăнăр,ан парăнăр.
Тимерсень // 2791.84.3465
2011.03.01 08:41
shanchak, çак ссылкăпа пăхса вулăр: http://forum.aboutbulgaria.biz/viewtopic.php?f=46&t=20904
Владимир // 1379.60.8366
2011.03.01 11:07
Чăваш ячĕ 1508 çулта тухнă. Унчен тухнă тесе калама пултараймастпăр. Летописьсене хирĕç кайма çук. Пăлхар пире хăватлăх парса тăрать. Чăваш тенин 1508 çулта кăна тухнипе ун пек хăват çук. Ытти халăхсем те çав меслетьпе аталанаççĕ.Хăш халăхăн пăлхар пек никĕс çук, вĕсене аталанма хальхи тĕнчере çăмăл мар.

Страницăсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики