Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Музыка - универсальный язык человечества.
(Г. Лонгфелло)
 

: Мӗншӗн календарьте чӑваш халӑхӗн праҫникӗсем ҫук?

12.04.2011 23:0010775 просмотровИзменить Удалить
Хӗл иртет,ҫуркунне ҫитет...50 ҫул ытла пурӑнатӑп ӗнтӗ ҫак тӗнчере.Анчах ҫавӑн ҫул пурӑнса,ҫакӑнчен мана никам та,эпӗ те никама та хамӑрӑн,чӑваш праҫникӗсемпе(уявӗсемпе)саламламан...Темтепӗрсемпе саламласа чуна кӑларҫҫӗ халь.Анчах,кӗтни-ҫук...Чӑвашсен авалхи йӑли-йӗркисене пӑхсан:унта пӗрле савӑнмалли,асӑнмаллисем,хуйхӑртармаллисем питӗ нумай.Анчах паянхи кунра вӗсем пирӗншӗн нумайӑшӗ айкине тӑрса юлнӑ.Уявсене,асӑнмаллисене тусан та-эпир вӗсене тӗлли-паллисӗр иртеретпӗр.Самарта капла,Хусанта капла,Чӗмпӗрте тата урӑхла...Вӑхӑчӗпе те:тӗрлӗ вӑхӑтра.
Ак,сӑмахран,пирӗн авалтан пыракан пысӑк уяв(праҫник)"Акатуй" пур.Мӗншӗн ӑна официалла ПӖТӖМ ЧӐВАШ ХАЛӐХӖН(авалтан ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнакан халӑхӑн)УЯВӖ ят,статус памалла мар? Мӗншӗн ҫакна кӑҫал ҫулла,Чӗмпӗрти ПӖТӖМ ЧӐВАШСЕН "Акатуйӗнче" Чӑваш Республикин Президенчӗ,ЧНКпа диаспорӑсен ертӳҫисем,пӗрле пухӑннӑ вӑхӑтра,килӗшсе,аллӑ пусса ҫакна ҫирӗплетмелле мар,КУННЕ палӑртмалла мар? Тен ҫавӑн чух календарьте ЧӐВАШ ХАЛӐХӖН пӗрремӗш праҫникӗ ҫуралӗ? Ун хыҫҫӑн...МӐН КУН,ҪӐВАРНИ,т.ыт.т.чӗрӗлсе кайӗҫ.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Атл // 6113.5.1789
2011.04.15 17:14
Видео интересное - праздник для ЧУВашей НАСТОЯЩИЙ.
2011.04.22 10:17
24(???)-мĕш апрель(ака)-МĂН КУН(МĂНКУН,МУНКУН)-чăвашсен авалтан пынă УЯВĔ.
25-мĕш апрель(ака уйăхĕ)-ЧĂВАШ ЧĔЛХИ КУНĔ,И.Я.ЯКОВЛЕВ çуралнă КУН.
2011.04.22 10:44
Пĕтĕм чăвашсене çак паллă кунсемпе,уявсемпе саламлатăп!!!ТУРĂ-
<br>ПА,ХАЛĂХПА,СЫВЛĂХПА,ТЕЛЕЙПЕ,ШАНЧĂКПА,ĂНĂÇУПА ялан пулмалла пултăр!!!
Атл // 1571.56.7361
2011.04.23 23:12
Салам пурнете МНкунпа!Ырлăх- сывлăх, телей,ăнса пытăр пурнăçра!
2011.04.30 21:45
Шукшин Василий Макарович утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче 1929-мĕш çулта çуралнă , Алтай тăрăхĕнче.
Акулина // 1041.28.2115
2011.05.01 16:09
Шукшинăн амăшĕ мордовка, ашшĕ чăваш пулни çинчен хаçатра тахçанах вуласа пĕлнĕччĕ. Сăнĕпе те вăл чăваш. Анчах мĕншĕн кун пирки çырсах тăмаççĕ пичетре?
2011.05.01 20:49
Аксар Чунтупай
ЧНКан йĕркелемелле ку япалана! Унăн тÿртен килекен ĕçĕ.
2011.05.10 09:16
Ман шутпа, В.М. Шукшинăн ашшĕ мăкшă пулнă.
2011.05.14 19:07
Ман юлташ пулнă Шукшин ялĕнче,çав каланипе пĕлеп.
2011.05.15 13:52
Тăван ялăм Шукшинăн тăван ашшĕн тăван яленчен инçе мар,унта пурте мăкшăсем пурăнаççĕ, анчах пурнăçра тем те пулма пултарать, В.М. Шукшинăн ашшĕ те чăваш пулма пултарать.

Страницăсем: [1], 2, 3

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики