Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Случай - это самая древняя аристократия мира.
(Заратустра)
 

: Мӗншӗн календарьте чӑваш халӑхӗн праҫникӗсем ҫук?

12.04.2011 23:0010774 просмотровИзменить Удалить
Хӗл иртет,ҫуркунне ҫитет...50 ҫул ытла пурӑнатӑп ӗнтӗ ҫак тӗнчере.Анчах ҫавӑн ҫул пурӑнса,ҫакӑнчен мана никам та,эпӗ те никама та хамӑрӑн,чӑваш праҫникӗсемпе(уявӗсемпе)саламламан...Темтепӗрсемпе саламласа чуна кӑларҫҫӗ халь.Анчах,кӗтни-ҫук...Чӑвашсен авалхи йӑли-йӗркисене пӑхсан:унта пӗрле савӑнмалли,асӑнмаллисем,хуйхӑртармаллисем питӗ нумай.Анчах паянхи кунра вӗсем пирӗншӗн нумайӑшӗ айкине тӑрса юлнӑ.Уявсене,асӑнмаллисене тусан та-эпир вӗсене тӗлли-паллисӗр иртеретпӗр.Самарта капла,Хусанта капла,Чӗмпӗрте тата урӑхла...Вӑхӑчӗпе те:тӗрлӗ вӑхӑтра.
Ак,сӑмахран,пирӗн авалтан пыракан пысӑк уяв(праҫник)"Акатуй" пур.Мӗншӗн ӑна официалла ПӖТӖМ ЧӐВАШ ХАЛӐХӖН(авалтан ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнакан халӑхӑн)УЯВӖ ят,статус памалла мар? Мӗншӗн ҫакна кӑҫал ҫулла,Чӗмпӗрти ПӖТӖМ ЧӐВАШСЕН "Акатуйӗнче" Чӑваш Республикин Президенчӗ,ЧНКпа диаспорӑсен ертӳҫисем,пӗрле пухӑннӑ вӑхӑтра,килӗшсе,аллӑ пусса ҫакна ҫирӗплетмелле мар,КУННЕ палӑртмалла мар? Тен ҫавӑн чух календарьте ЧӐВАШ ХАЛӐХӖН пӗрремӗш праҫникӗ ҫуралӗ? Ун хыҫҫӑн...МӐН КУН,ҪӐВАРНИ,т.ыт.т.чӗрӗлсе кайӗҫ.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Акулина // 3605.96.9348
2011.04.13 16:28
Питĕ килĕшрĕ мана çак шухăш. Чăвашла календарьсем кăлараççĕ вĕт.Вĕсенче, чăнах та, мĕншĕн чăвашсен уявĕсене кăтартмалла мар? Чăваш чĕлхи кунне, сăмахран.Тата манăн питĕ çимĕкре канмалли кунсем тутарас килет: шăмат кунпа вырсарни кун асăнма пурте масар çине çÿреççĕ. Хăшĕсен ĕçлеме тивет. Кăлартăр чăвашсен Президенчĕ указ.
2011.04.13 16:43
Ман шутпа, хамăрăн авалхи уявсене вырăс черкÿ(язычники тесе)уявлама ирек памасть. Эпĕ вырăс тĕне кемень чăваш, эпĕ уявлатăп :).
саня матки Валерикки // 3040.69.1323
2011.04.13 18:40
Халь тин чăн-чăн чăваш уявĕсене пурнăçа кĕртме питте йывăр пуль.Патшалăха ертсе пыракансем Шупашкарта камсем? Çавсенчен килет вăл.Ав Октябрь революцине 7-мĕш ноябрьте уявлама пăрахтарас тесе мĕн турĕç,мĕн тăваççĕ? Кунта та çавах.Тата православи тĕнĕ ниеплете май памĕ пире чăвашсене хамăр Турăсене мухтама,хамăр майăн шутласа Уявсене хамăрла ирттерсе савăнма.
2011.04.13 19:08
Акатуй-çĕр ĕçĕпе ĕçлекен халăхăн уявĕ,Мăн Кун-Великий День(чăваш халăхĕн авалхи йĕркисемпе),Çимек-ваттисене асăнни.Пирĕн ялта "тĕне кĕнисем" те Çимек тăваççĕ.Нименле "язычествăпа"та вĕсем çыхăнман- вĕсем чăваш халăхĕн авалхи йăла-йĕркисемпе çыхăннă."Акатуй"вара нименле тĕнпе те çыхăнман-вăл "професси"праçникĕ,çĕр ĕç халăхĕн уявĕ.Тĕлĕнмелле:пире хамăрăн историне такамсем икке пайлатараççĕ- православи тĕнне ильме тытăнничен пулни...пууурте-язычество(хальхи вăхăта,имĕш,вăл юрамасть,пымасть),а ун хыççăнхи вара-тепĕр истори(вăл-пурте юрать,имĕш).Ĕлĕкхи,авалхи,чăн-чăваш ячĕсене "языческий"теççĕ,авалхи праçниксене-"языческий"теççĕ...Ку пуртăпа пирĕн авалхи тымарсене касса пăрахниех.Ун хыççăн мĕн кĕтмелле?
Тата, каласан:вырăссем хăйсен "языческий"Масленницине тăваççĕ вĕт-ха.Никам та шавламаç...
2011.04.13 19:40
МикПавлоский çырнă:
<Ĕлĕкхи,авалхи,чăн-чăваш ячĕсене "языческий"теççĕ,авалхи праçниксене-"языческий"теççĕ...Ку пуртăпа пирĕн авалхи тымарсене касса пăрахниех.

Тăванăм, килĕшетĕп Сирĕнпе. Авалхи уявсене пăрахма юрамасть,
уявламалла. Президенчĕн указне ларса кĕтмĕ кирлĕ мар, календарьне хăвăрах тума пултараттăр, никам та чармасть.
2011.04.13 20:38
Пур-уйрăм кильте уявлани...Пур ПĔТĔМ ЧĂВАШ ХАЛĂХĔ уявлани.Уйрăмлăхĕ пур-и?Çарта пурте пĕр евĕрлĕ,пĕрле тусан ПАРАД пулать...Кашни уйрăм тусан?Партизансен юхăмĕ çеç.Чăвашлăхра,чăвашлăха нимĕнле ЙĔРКЕ вара кирлĕ мар-и?Праçниксен йĕрки,пурнăç йĕрки,йăласен йĕрки...Йĕркисем арканнă пирки,йĕркесĕр тунă пирки-ПИРĔН ПУРТЕ вăйсăрланса пырать.Анархинче,тĕлли-паллисĕр ХАЛĂХ ПУРĂНМА ПУЛТАРАЙМАСТЬ.
2011.04.13 20:44
Паян Акатуйран хамăрăн календарлă Аслă Уява тума пире НИКАМ ТА,НИМĔН те чармасть.Эпир хамăр çеç,хăраса, айкинелле пăхни-питĕ пысăк чăрмав пулĕ.

Страницăсем: 1, 2, [3]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики