Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Определяет судьбу человека то, как он понимает себя.
(Торо)
 

Аçтахар Плотников: Шурчановпа Аксаков сӑмахӗсене хакланӑ май

Аçтахар Плотников06.05.2011 20:514387 просмотров
Тӗнче тетелӗнче Михаил Михайловский каланӑ сӑмахсем пирки хӗрӳ калаҫусем пуҫланнӑ тет. Каланӑ пуль. Анчах та хӑш-пӗр политиксем кун пирки шухӑшӗсене пӗлтернӗ чухне хӑйсем ҫав шутра чӗлхе сакунне пӑснине пӗрре те ӑнланмаҫҫӗ, туймаҫҫӗ те.
Шурчанов сӑмахнех илес. Чӑвашлине синхронно вырӑсла куҫарса пымалла тет, анчах та вырӑслине ҫавӑн пекех чӑвашла куҫарса пырасси пирки пӗрре те каласшӑн мар. Чӑвашла куҫарманни — уншӑн нормально, икӗ чӗлхесен хушшинчи танмарлӑха кӑтартмасть имӗш. Малалла. «В республике должны создавать все возможные условия для того, чтобы появилась у людей тяга к тому, чтобы овладеть этим языком», — тет. Ҫапли ҫапла-ха, анчах та тӑваҫҫӗ-и? Тумаҫҫӗ ҫав. Эп шкула ҫӳренӗ вӑхӑтра (1984-1991) вокзалта пур маршрута тенӗ пекех чӑвашла та вырӑсла та пӗлтеретчӗҫ. Халӗ вара — чӑвашла сайра хутра ҫеҫ. Маршруткӑсенех илес — вырӑсла кӑна. Автобус-троллейбуссенче те — йӑлтах вырӑсла. Танмарлӑх пур-и? Вӗсен шучӗпе — ҫук, пӗтӗмпех йӗркеллех. Хулари автобус чарӑнӑвӗсене вырӑсла та чӑвашла йӑнашпа пулин те ҫырса тухнӑ-ха, районсенче вара — вырӑсла кӑна. Ял ячӗсене те чылай чухне вырӑсла ҫеҫ палӑртнӑ, чӑвашлисене сайра хутра ҫеҫ курӑн. Лавккасенчи хаксем — вырӑсла кӑна, реклама — вырӑсла кӑна (пӗр-иккӗшне шута илмӗпӗр), МИХсем — ытларах пайӗпе (95% таран пулӗ) вырӑсла, администраци сайчӗсем — пӗр-ик сайта илмесен, каллех, вырӑсла ҫеҫ. Чӑвашла вӗренме хистекенни ӑҫта вара вӑл? Паллах, ҫук. Усӑ курмалли майсем пулмасан, паллах, вӗренмӗҫ. Шурчанов пек калаҫсан (чӑваш чӗлхине иккӗмӗш сортлисен шутне кӗртсе калаҫсан) — чӗлхерен сивӗнӗҫ кӑна. Пурнӑҫра ҫапла пулса иртет те...
Шурчанов Фёдорова тав сӑмахӗ калать тата. Ман шутпа Николай Васильевич пек чӑваш халӑхне пысӑк сиен кӳрекенсем пулман (хальлӗхе эпӗ ҫапла шутлатӑп, тен каярах, унӑн ӗҫне тишкернӗ май ман шухӑш улшӑнӗ те...). Национализма пӗтерчӗ теме пулать, анчах та халӑхпа мӗн турӗ вӑл? Пӗтерчӗ теме те пулать. Чӗлхесӗр халӑх ҫук. Хӑйне хӑй хисеплеме пултаракан халӑх яланах ҫирӗп. Мӗн вӑл национализм? Пирӗн Раҫҫейре ӑна шовинизма танлаштарса лартнӑ, чӑннипе вара вӑл туйӑм — тӑван халӑхшӑн тӑрӑшни, тӑван халӑха чапа кӑларассишӗн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлени. Паллах, ытти халӑхсене хурламасӑр (хурлани, иккӗмӗш-виҫҫӗмӗш сортлисен шутне кӗртни — шовинизм). Тӑван халӑх кашнишӗн ыттисенчен тӑванрах пулмалла. Пире вара яланах вырӑс халӑхне пуҫ ҫапма вӗрентеҫҫӗ. Пуҫ ҫапмастӑн пулсан — пӗтрӗ пуҫ, националист. Тӗрӗс мар хӑтланан, иккен. Ҫапла май калаҫса хӑйсен сӑмахӗсем шовинизмла пулнине те туймаҫҫӗ...
«...да и по конфессиям у нас в общем-то всё нормально...» Эх, суять Валентин. Е пӗлмӗше перет. Мӑсӑльмансемпе христиансем хушшинче пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулсан, чӑваш тӗнне ытла та хӗсеҫҫӗ вара. Мечӗт лартма — тархасшӑн, чиркӳ лартма — хӑвна пулӑшӗҫ. Чӑваш тӗнӗпе мӗн те пулин тума пуҫла — чарма пуҫлӗҫ ай-уй... Пуҫа ҫӗклеме памӗҫ. Пурте пӗр тан тет... Пӗртанлахӗ ҫук пулсан та.
«Я чуваш, ярый национальный деятель, но я не националист.» Чӑвашла каласан: эп националист, анчах националист мар. :) Малалла тата: «Я считаю, что только владея великим русским языком, вместе все народы во главе с русским народом — братья», тет. Чӑваш калать! Чӑваш чӗлхи пирки пӗрре те «аслӑ чӗлхе» темест. Вырӑсли анчах иккен. Конституцине пӑсса калаҫнине ӑнланмасть те!
Питӗр, Мускав чӑвашсене ҫӑлни пирки калаҫмӑп, вӑл выҫлӑх Мускава пула пулни пирки асӑнмасть анчах...

Малалла Аксаков сӑмахӗсене пӑхса тухар. Ку та хӑй сӑмахӗнче чӑваш чӗлхи пирки иккӗмӗш сортли пек кӑна калать. «Политикам и всем, кто общается с сельским населением, желательно знать». Анатолий Аксаков шучӗпе чӑваш чӗлхи ялта ҫеҫ пулма пултарать-ши? Хулара пулма тивӗҫлӗ мар? Унта, цивилизациллӗ вырӑнта, Аксаков шухӑшӗпе килӗшӳллӗн вырӑсли валли кӑна алӑк уҫӑ.

Тепӗр сӑмах Регнум агенство пирки калас килет. Ман шутпа ку агенство ытла чӑвашлӑха хирӗҫ ӗҫлет. Ӑна хӑйне хурламалла, Чӑваш Енре ӗҫлеме чармалла. Унашкал чӑвашлӑха кураймасӑр ҫыраканнисем урӑх ҫук та пулӗ. Эп хам пӗлместӗп. Информаци те вӗсен пӗрешкел — е статистика майли, е пӗр-пӗр пӑтӑрмах пирки пӗлтерни. Чӑваша хирӗҫле ҫырма ыйтмалла та мар. Асӑрхӑр, чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе калаканнин шухӑшне илсе паман, вӗсем ун пеккисен шухӑшӗсем валли хӑйсен патӗнче нихӑҫан та вырӑн памӗҫ.

Пӗтӗмлетнӗ май: хӑҫан та хӑҫан чӑваш чӗлхине усӑ курмалли майсем пулӗҫ — ҫавӑн чухне чӗлхе хаш! сывласа ярӗ, йывӑр чиртен сывалӗ. Вырӑсла ҫеҫ пӗлекенсем, вӗсен кӑмӑлне тивӗҫтернӗрен пурне те вырӑсла тунӑран, йӗркеленӗрен, канлӗн пурӑнсан чӗлхе сывалмӗ. Вырӑс чӗлхине кӑна тӗп чӗлхе вырӑнне хурса пурӑнсан вӑл малашне тата та пысӑкрах хирӗҫтерме пултарӗ. Хирӗҫӳ чӑвашсенчен тухмӗ — вырӑссем хӑйсем, ытларах та ытларах ыйтнӑ май, хирӗҫӳ пуҫлӗҫ. Чӑваш халӑхӗ чӑтӑмлӑ та анчах унӑн та виҫи пур. Эпир шарламаннипе савӑнса вӗсем ырӑ куратпӑр теҫҫӗ пулӗ. Анчах вӗсем чӑвашӑн чунне-кӑмӑлне лайӑх пӗлмеҫҫӗ. Истори те вӗсене ниме вӗрентмест.
Чӑваша вырӑс чӗлхине хисеплеттерес килет пулсан — малтан хӑвӑр вырӑс чӗлхине мӗнле хисеплеттӗр, ҫавӑн пекех чӑваш чӗлхине хисеплеме вӗренӗр. Тепӗр хут — вӑл нимпе те кая мар. Тӗнче тетелӗнче те ӑна ним мар уса курма пулать, компьютер та чӑвашла ним мар калаҫайрать. Вӑл хулара та ялта та пурӑнайрать! Вӑл вырӑс чӗлхи пекех аслӑ! Нимрен те кая мар! Ирӗк парӑр ҫеҫ.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2011.05.10 21:49
Регнум агентствин чăваша хирĕç ĕçлекен журналисчĕсен ячĕсене пĕлме пулать-и?

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики