Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Любимая женщина не стареется.
(М. Горький)
 

Аçтахар Плотников: Юрӑ мӗн ятлӑ-ши?

Аçтахар Плотников10.08.2011 16:439894 просмотров
Шӑматкунпа вырсарникун чӑваш туйӗнче пултӑм. Купӑсҫӑ юрласа панӑ юрӑ мана питӗ килӗшрӗ. Паллӑ юрӑ пулас, анчах хамӑн юрӑсен пуххинче унашкалли пуррине ниепле те асилейместӗп. Тен эсир пулӑшайратӑр? Кам ҫырнӑ-ши ӑна, кам юрлать?

Туйра юрланине кунта тупма май пур:


 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2011.08.10 16:57
Аксар Чунтупай
Сăмахĕсем илтĕнмеççĕ. Ăнланма çук.
2011.08.10 17:10
Аçтахар Плотников
Юрататăп эп сана...
Кăмăллатăп эп сана...
Анчах эсĕ туймастăн... — çавнашкаллисене уйăрма пулать-иç :)
таня абрамова // 2460.43.9596
2011.09.27 19:02
90-мĕш çулсенчи юрă.Шел,авторне пĕлместĕп
таня абрамова // 2460.43.9596
2011.09.27 20:19
90-м
oriflame // 6033.8.5529
2011.10.06 12:49
"Татрăм эп уйра чечек
Хитрирен те хитрине..."
Акулина // 2217.87.9990
2011.10.06 13:21
Эпĕ те, тусăмсем, сирĕнтен пулăшу ыйтасшăн. Хăта-тăхлачăпа пит килĕштеретпĕр. Пирĕн тата тепĕр мăнук çуралчĕ. "Тăхлачă-тăхлачă" тата"Хăтапа тăхлач патне каятпăр" (ячĕсене пĕлместĕп) юрăсен сăмахĕсене кам та пулсан çырса параймасть-ши? Ача çума кайсан юрласчĕ çав юрăсене...
2013.01.28 22:52
Аçтахар Плотников
Сăмаххисене тупрăм :)

Татрăм эп кăвак чечек
Хитререн те хитрине
Вăл сана килĕшмесен
Асăнмалăх пултăр-и?

Хушса юрламалли:
Халĕ эсĕ манпа мар
Сан чĕрӳнте урăххи
Анчах манăн мĕн тăвас
Çулăм хыпнă чĕрене.
Юрататăп эп сана
Кăмаллатăп эп сана
Анчах эсĕ туймастăн
Туймастăн юратнине.
2013.01.28 22:52
Аçтахар Плотников
Урăххипе тĕл пулан
Урăххипе калаçан
Манпа эсĕ тĕл пулсан
Куçусене çеç тартан.

Парнелерĕм эп сана
Пирвайхи юратăва
Саншăнах эп çунтартăм
Телейлĕ çамрăклăха
Лариса // 3060.51.0374
2013.04.15 14:03
ку юрана эпе радиопа илтсе - Надежда Заводская юрлать

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики