Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Любовь живет обманом, а дружба - откровенностью.
(Оноре де'Бальзак)
 

Ермакова Надежда Васильевна: Ермакова Н.В, Орлов Г.В.. пухса хатӗрленӗ.ҪЕМЬЕРЕ КИЛӖШТЕРСЕ ПУРӐНАССИ

Ермакова Надежда Васильевна03.02.2012 20:129133 просмотров

ҪЕМЬЕРЕ КИЛӖШТЕРСЕ ПУРАНАССИ

Ҫемьери хутшӑнусен пӗлтӗрӗшӗ.

Нумай ҫемьесенче ашшӗ-амӑшӗсем ачисемпе килӗштерсе пурӑнаймаҫҫӗ.

Мӗншӗн килӗштерсе пурӑнайманнин сӑлтавӗ пирки шутласах кайман ашшӗ-амӑшӗсем тӗлӗнсе час-часах ҫапла калаҫҫӗ:

— Мӗншӗн ҫапла пулать-ха вӑл? Эпир яланах хамӑр ачасемпе пӗрле-ҫке, вӗсене эпир ҫуралнӑ кунранах пӑхатпӑр, вӗсен хамӑр кӑна ӑнланакан пӗрремӗш сӑмахӗсене илтетпӗр, вӗсем чӗвӗлтетнипе чунтанах савӑнатпӑр... Чи малтан вӗсем пирӗнпе калаҫаҫҫӗ. Эпир ачасемшӗн яланах пӑшӑрханатпӑр, вӗсем ҫинчен пурне те пӗлес тесе тӑрӑшатпӑр. Вӗсем мӗн ҫинчен шухӑшланине, мӗн тӑвасшӑн пулнине, вӗсене мӗн килӗшнипе килӗш- меннине, вӗсем мӗн ҫинчен ӗмӗтленнине, мӗншӗн куляннине, савӑннине — пурне те, пурне те пӗлес килет-ҫке пирӗн...

Ачасемпе килӗштерсе пурӑнсан вара ҫаксене пӗтӗмпех пӗлме пулать.

Шкулта нумай вӑхӑт ӗҫленӗ учительсем акӑ мӗн асӑрханӑ. Ачасем пӗчӗк чухне — шкула кайиччен е пуҫламӑш классенче вӗреннӗ вӑхӑтра—ашшӗ-амӑшӗсем ачисемпе туслӑ, килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Ку вӑхӑтра ача¬сем хӑйсем те ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пуласшӑн: тем ҫинчен те ыйтаҫҫӗ, пӗрле вулама, уҫӑлса ҫӳреме, кинона е театра кайма юратаҫҫӗ. Кӗҫӗн ҫулхи ачасемпе калаҫма та йывӑр мар. Вӗсем мӗн ыйтнине ӑнлантарса пама ҫӑмӑл, мӗншӗн тесен ачасем пурте пӗлекен япаласем ҫинчен ыйтаҫҫӗ. Вӗсен ыйтӑвӗсем те пире айванла е кулӑшла пек туйӑнаҫҫӗ. Вӑхӑта кӗҫӗн ҫулхи ачасемпе ирт- тересси савӑнӑҫ кӑна. Акӑ, ачасем ҫитӗнеҫҫӗ, пиллӗкмӗш-улттӑмӗш класа ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ. Халӗ ӗнтӗ вӗсемпе пӗчӗк чухнехи пек килӗштерсе пурӑнма ҫӑмӑл мар.

Кунта ним тӗлӗнмелли те ҫук. Пысӑкланнӑ ачасемпе малтанхи пекех туслӑ пулас тесен, ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен те кӑштах «ӳсмелле». Ҫак ҫулхи ачасемпе килӗш¬терсе, туслӑ пурӑнма вӑй-хал та, тӳсӗмлӗх те кирлӗ,

Хӑш чухне ачасемшӗн хамӑрӑн ӗмӗтсене пӑрахӑҫлама та пӗлмелле. Ачисемпе килӗштерсе, туслӑ пурӑнас тесе тӑрӑшакан ҫемьере кӑна чӑннипех те телейлӗ ачасем ӳсеҫҫӗ...

«Хӗрӗм хӑйӗн ашшӗпе тӗлӗнсе каймалла туслӑ пулнӑшӑн эпӗ савӑнатӑп. Ҫак туслӑх вӑл чи малтан ашшӗ хӗрӗпе пӗрле пулассишӗн тем тума та хатӗрринчен килет. Паян хӗрӗм, ашшӗпе пӗрле йӗлтӗрпе ярӑнас тесе, юлташӗн ҫуралнӑ кунне палӑртма каймарӗ. Концертра ашшӗпе юнашар ларасси уншӑн чи пысӑк савӑнӑҫ. Ашшӗ ӗҫрен килни хӗрӗме кашнинчех уяв пек туйӑнать. Эпӗ ку мӗншӗн ҫапла пулнине пӗлетӗп, мӗншӗн тесен ӗнер ашшӗ, хӗрӗпе пӗрле пулас тесе, хӑнана кайма килӗшмерӗ. Хӗрӗм ҫуралнӑранпа кӗҫех вунвиҫӗ ҫул ҫитет, анчах ашшӗ хӗрӗнчен уйрӑм, урӑх ҫӗрте, Ҫӗнӗ ҫул кӗтсе илесси е отпуск ирттересси ҫинчен шухӑшламасть те. Чӑнах та, мӗн тери илӗртӳллӗ сӗнӳсене пӑрахӑҫламан- ши вӑл? Сӑлтавӗ вара пӗрре кӑна: хӗрӗнчен уйрӑм пу¬лас мар тени».

Амӑшӗ ҫырнӑ «Согревая добром» ятлӑ пӗчӗк кӗнекери ҫак сӑмахсем уйрӑмах асра юлчӗҫ.

Эпӗ вара ҫакӑн пек ашшӗ хӑйӗн хӗрӗпе концерта кайма мӗнле хатӗрленни ҫинчен шухӑшларӑм. Хӗрӗ концерт хыҫҫӑн, паллах, композитор пурнӑҫӗ ҫинчен мӗн те пулин ыйтатех. Композитор кунсӑр пуҫне тата мӗн-мӗн ҫырнине, концерт мӗншӗн килӗшнине, артистсем мӗнле юрланине...

Ачасемпе калаҫнин усси пултӑр тесен, вӗсене интереслентерекен е интереслентерме пултаракан ыйтусемпе ӗҫсем ҫинчен мӗн те пулин пӗлмеллех.

Кун пек ыйтусемпе ӗҫсем ачасем ӳссе пынӑҫемӗн нумайланаҫҫӗ, кӑткӑсланаҫҫӗ. Вӗсем ҫине ответлеме йывӑрлансах пырать, ҫавна пула ачасемпе ашшӗ-амӗшӗ те пӗрле сайрарах пулма тытӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ха¬лӗ ӗнтӗ пӗр- пӗринпе калаҫма ҫӑмӑлах та мар. Ҫакна пула хӑшпӗр ашшӗ-амӑшӗсем, вӑхӑт ҫук те¬се, ачисен ыйтӑвӗсем ҫине ответлемеҫҫӗ, ачисемпе вӗсем уроксене вӗреннипе вӗренменни ҫинчен, шкулта мӗнле паллӑсем илни ҫинчен ҫеҫ калаҫаҫҫӗ. Ывӑлӗ е хӗрӗ начар вӗренет пулсан, ашшӗ-амӑшӗсем вӗсене тахҫанччен ӑса вӗрентеҫҫӗ. Ачасен ун пек калаҫусене итлес килмест, вӗсене кичем. Кун пек чухне ачасем усал чунлӑ пулса каяҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗнчен сивӗнеҫҫӗ, вӗсенчен ютшӑнма пуҫлаҫҫӗ.

Ачисем лайӑх вӗренеҫҫӗ пулсан, калаҫу та нумая пымасть. Ашшӗ-амӑшӗсем часах лӑпланаҫҫӗ те хӑйсен ӗҫӗсене тума тытӑнаҫҫӗ. Ачасемпе вӗренӳ ҫинчен ҫеҫ калаҫнипе ҫывӑх туслашма ҫук. Ача хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗпе чунне уҫса калаҫмасть пулсан, унӑн шухӑш-кӑмӑлне те, вӑл мӗнле ҫын иккенне те пӗлейместӗн. Кун пек чухне ачасене пӑхса ӳстерме те ҫӑмӑл мар.

Ачасемпе килӗштерсе пурӑнсан, вӗсен чун-чӗринче мӗн пуррине пӗлме пулать. Ашшӗ-амӑшӗпе ачисем хушшинче пӗр-пӗрне хисеплес, ырӑ сунас туйӑм аталанать. Анчах ку сахал. Ачасене тӗрӗс пӑхса ӳстерес ӗҫре тепӗр пысӑк тӗллев пулмалла: вӗсене ҫынсемпе туслӑ пурӑнма, коллективра ӗҫлеме, вӗренме хӑнӑхтарса ӳстермелле.

Эпир кашниех темиҫе коллектив членӗ щутланатпӑр: ӗҫ, вӗренӳ, ҫемье коллективӗнче тӑратпӑр. Кунсӑр пуҫне, клубри е Культура ҫуртӗнчи спорт е художество коллективӗнче т. ыт. те.

Ҫакӑнта асӑннӑ кашни коллектив членӗсемпе пире пӗрле тӑвакан пӗр-пӗр ӗҫ ҫыхӑнтарса тӑрать.

Малашлӑх тӑвас тӗллевпе пурӑнакан кашни коллек¬тив пуласлӑхшӑн кӗрешме вӗрентес ӗҫре иксӗлми вӑй пулса тӑрать. Ҫын хӑйне хӑй мӗнле тытасси те, пӗр- пӗрин хушшинчи хутшӑнусене мӗнле йӗркелесси те ҫав тӗллеве мӗнле ӑнланнинчен килет. Хӑйсен ҫитӗнӗвӗсене те, ӗҫӗ ӑнманнине те ҫынсем халӑх ӗҫӗн шайӗпе танлаштарса виҫеҫҫӗ.

Ӗҫӗсене, шухӑшӗсене, ҫитӗнӗвӗсене ытти ҫынсен ӗҫӗ- хӗлӗпе, шухӑшӗсемпе танлаштарса, кашниех хӑйне хӑй хак пама пултарать. Ҫынсем хушшинче пурӑнакан, ҫынсем хӑй ҫинчен мӗн калассине асра тытса тӑракан ҫын хӑйне йӗркеллӗрех тытать, ытти ҫынсене, вӗсен ӗҫне хисеплеме вӗренет.

Ҫавӑнпа коллективра пурӑнакан, коллективра ӗҫлекен ҫын хӑйпе юнашар ӗҫлекен ҫынсенчен нимӗнпе те кая юлас мар тесе тӑрӑшать. Коллектива пула ҫын лайӑхланма пуҫлать.

Ачасен пурнӑҫӗнчи малтанхи коллективсем шкулпа ҫемье пулса тӑраҫҫӗ. Мӗн тусан лайӑх пулассине, мӗн тусан япӑх пулассине вӗсем чи малтан ҫак коллективсенче ӑнланма пуҫлаҫҫӗ. Ҫынсемпе мӗнле хутшӑнса пурӑнмалли хӑнӑхусемпе йӑласене ачасем килте те, шкулта та вӗренеҫҫӗ. Ҫак йӗркесене шкулта ҫеҫ вӗрентни сахал. Ҫынсемпе мӗнле хутшӑнса пурӑнмаллине килте вӗрентнин пӗлтерӗщӗ вара нумай пысӑкрах.

— Эсир, паллах, ачасене ӗҫлеме, ӗҫе юратма вӗрентетӗр. Ҫынсемпе килӗштерсе пурӑнма та вӗсене ҫавӑн пекех вӗрентмелле,— теҫҫӗ ашшӗ-амӑшӗсене педагогсем. Эпӗ ҫак шухӑшпа пӗтӗмпех килӗшетӗп.

Ачасене тӑрӑшса ӗҫлеме, ҫынсемпе туслӑ, килӗштер¬се пурӑнма вӗрентмелли майсем кашни ҫемьерех пур. Ҫакна яланах асра тытса пурӑнмалла: ачасем хӑйсем тӗллӗнех ҫынсемпе килӗштерсе пурӑнма вӗренӗҫ тесе шутламалла мар.

Килте килӗштерсе ӗҫлесси.

Ачи ӗҫчен пулсан, ашшӗпе амӑшӗ чӗререн савӑнаҫҫӗ. Мӗнле савӑнмӑн-ха?

Ӗҫлеме юратакан ача йӗркеллӗ ҫын пулса ӳсессине пурте пӗлеҫҫӗ. Ӗҫчен ҫын хӑех ӗҫ шырать, тӑрӑшса, тирпейлӗ ӗҫлет, вӑхӑта вали –шал ирттерме юратмасть. Вӑл лайӑхран лайӑх ӗҫлесшӗн, ҫавӑнпа вӗренме те ӳркенмест, пурне те пӗлес тесе тӑрӑшать. Пӗчӗк чухнех ҫемьере ӗҫе юратма вӗрентнӗ ача ӳссе ҫитсен те ӗҫчен ҫын пулать.

Халӗ килти ӗҫсене тума ҫав тери ҫӑмӑлланчӗ. Ҫавна пула хӑш-пӗр ҫемьесенче ачасене килти ӗҫе тума вӗрентес тесе тӑрӑшмаҫҫӗ. Ҫитӗннисем пӗтӗм ӗҫе хӑйсем тӑваҫҫӗ.

Пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, ачана килти ӗҫсене тума вӗренме ҫӑмӑлах мар. Ҫапла пулин те, хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем ачасене ӗҫе хӑнӑхтарма шутламаҫҫӗ те. «Халӗ шкулта вӗренме йывӑр — вӗренччӗрех»,— теҫҫӗ вӗсем.

«Чашӑк-тирӗк ҫума, урай шӑлма вӗренесси темех мар-ха»,— теҫҫӗ теприсем.

Ҫакӑн пек шухӑшлакан ашшӗ-амӑшӗсем пӗр япалана манса каяҫҫӗ. Ачасене килте таса, тирпейлӗ пултӑр тесе ҫеҫ ӗҫлеттермелле мар. Килти ӗҫсене ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле тӑвакан ача ҫитӗннисемпе килӗштерсе, туслӑ пу- рӑнма вӗренет. Чи малтанах ҫакна шута илсе ӗҫлеттермелле те ачасене.

Килӗштерсе пурӑнас тени вӑл ачасемпе туслӑн калаҫмаллине ҫеҫ пӗлтермест. Килӗштерсе, пурӑнакан ҫемьесенче пур ӗҫе те пӗрле тума, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшма, пӗр-пӗрин шухӑш-кӑмӑлне туйма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫемьесенче килти ӗҫсене лайӑх йӗркеленӗ, камӑн мӗн тумаллине пурте пӗлсе тӑраҫҫӗ. Ачисем те ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ, вӗсен яланах ӗҫлес килсе тӑрать Ачасене пур чухне те тӑрӑшса, вӗсен ӗҫӗ ыттисемшӗн усӑллӑ пулнине асра тытса ӗҫлеме вӗрентмелле.

«Мана ӗҫ хушнӑ, эпӗ ҫав ӗҫе вӑхӑтра, лайӑх тӑвасса пурте ӗненеҫҫӗ. Эпӗ ҫав ӗҫе тумасан, аттене те, аннене те, пиччене те, аппана та, асаннене те улталани пулать».

«Килтисем манӑн ӗҫе мухтарӗҫ — питӗ савӑнтӑм».

«Эпӗ килти ӗҫсене тусан, аттепе аннен канма та вӑхӑт юлать,— ҫавӑнпа савӑнсах ӗҫлетӗп».

Сирӗн ачӑрсем килти ӗҫсене тӑрӑшсах тӑваҫҫӗ, ямӑттине кӗтсе лармаҫҫӗ пулсан, вӗсем те хӑйсен ӗҫӗпе ыттисене усӑ кӳресси ҫинчен шутлама пуҫлаҫҫӗ. Килтисемшӗн ҫапла тӑрӑшасси ачасен йӑли пулса тӑрать. Ҫи- тӗннисемпе ачасем килти ӗҫсене килӗштерсе тунӑ май тӗрлӗрен – лайӑх йӑласем ҫуралаҫҫӗ.

Ҫемьере пӗр-пӗрне ӗҫпе савӑнтарни ҫинчен эпӗ пӗрре ҫеҫ илтмен. Акӑ ашшӗпе хӗрӗ е ывӑлӗ Мартӑн 8-мӗшӗ е амӑшӗн менелникӗ умӗн пӳрт-ҫурта тӑрӑшсах тирпейлеҫҫӗ. Ҫак ӗҫе пӗрле туни ашшӗне хӗрӗпе ывӑлне ӑнланма, вӗсемпе туслашма мӗн тери пулӑшать! Вӗсем пӗрле ӗҫленӗ чухне темӗн ҫинчен те калаҫаҫҫӗ. Ҫуртри япаласене мӗнле майлаштарса лартсан амӑшне ытларах килӗшессине сӳтсе яваҫҫӗ. Пӗр- пӗрин ӗҫне сӑнаҫҫӗ, пулӑшаҫҫӗ, канаш параҫҫӗ, мухтаҫҫӗ е шӳтлесе илеҫҫӗ, шӳтлесе е тӗплӗн шухӑшласа калаҫаҫҫӗ. Пӗрле ӗҫленӗ чухне тӗрлӗ ӗмӗтсем ҫуралаҫҫӗ, е ашшӗпе хӗрӗ мӗн ҫинчен те пулин аса илеҫҫӗ. Килти ӗҫсене пӗрле тумасан, ашшӗ-амӑшӗсем ачисемпе нихӑҫан та пӗр-пӗринпе ҫапла чунӗсене уҫса калаҫаймаҫҫӗ. Пӗрле ӗҫлени пӗр-пӗрне лайӑхрах пӗлме, килӗштерсе пурӑнма ҫав тери пулӑшать. Ҫакӑ вара килти темле йывӑр ӗҫе тунинчен те пахарах.

Пурӑннӑҫемӗн ҫакӑн пек лайӑх йӑласем нумайланса, ҫирӗпленсе пыраҫҫӗ. Кун пек чухне пурӑнма та хаваслӑрах, ырӑ йӑла ҫемьере туслӑрах, пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах пулма пулӑшать, ӗмӗрлӗхех асра юлать. Ҫак йӑлана час-часах ывӑлӗн е хӗрӗн ҫемйинче те тытса пыраҫҫӗ, ашшӗпе амӑшне ӑшшӑн аса илсе пурӑнаҫҫӗ.

Ҫемьери йӑласенчен кунта мӗнле ҫынсем пурӑнни, вӗсем пӗр-пӗрин ҫинчен мӗн шухӑшлани, мӗнпе интересленни, мӗне юратни лайӑх курӑнать. Йӑлана кӗнӗ япалана ҫемьери ҫынсем хирӗҫлемесӗр, пӗтӗм кӑмӑлтан, савӑнса, хӑйсен тивӗҫне, ответлӑхне туйса тӑваҫҫӗ. Ырӑ йӑласен ачасене тӗрӗс пӑхса ӳстерес ӗҫри пахалӑхӗ куҫ умӗнчех. Килте ырӑ йӑласем мӗн чухлӗ нумайрах, ҫемье те ҫавӑн чухлӗ хаваслӑрах, туслӑрах пурӑнать.

Ҫемьере мӗнле те пулин ырӑ йӑлана хӑнӑхасси тӑрӑшмасӑр, вӑй хумасӑр пуҫланмасть. Кил-йышри ҫынсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма, пӗрле ӗҫлеме, канма тӑрӑшни питӗ лайӑх. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫакӑ йӑлана кӗрет, каярахпа урӑхла пурӑнма та ҫук пек туйӑнма пуҫлать.

Ҫемье валли апат-ҫимӗҫ илес, Ҫурта тирпейлес, апат пӗҫерес ӗҫре те ырӑ йӑласем сахал мар. Ҫакӑ ача¬сене пӑхса ӳстерме те, килти ӗҫе ҫӑмӑллатма та пулӑшни ҫинчен калама та кирлӗ мар пулӗ. Ҫапах ҫак йӑласем кашни ҫемьерех ҫук-ха.

Мӗншӗн? .

Польша педагогӗ Я. Корчак кун пирки мӗн каланине аса илӗпӗр. Камӑн мӗнле ӗҫ тумаллине ҫирӗплетсе йӑлана кӗртесси, тет вӑл, ҫак ӗҫе йӗркелесе ярас тенипех пулмасть, йӑла вӑл ӗҫе йӗркелесе янине пӗлтерет. Ӗҫе пӗрре калаҫу ирттернипех йӗркелесе яма ҫук, ӑна тума темиҫе уйӑх хушши лайӑх шухӑшласа, тимлӗн хатӗрленмелле.

Ӗҫсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ: ирхине е каҫхине, кашни кун е эрнере пӗрре, пӗччен е ушкӑнпа тумаллисем. Кирек мӗнле ӗҫе те килӗштерсе, туслӑн ӗҫлеме пӗлмелле. Ӗҫ ҫынна лайӑхрах пулма пулӑштӑр, ӗҫлес кӑмӑлне ҫӗкле- тӗр тесен, кама мӗн ӗҫ хушассине лӑйӑх пӗлмелле. Кам мӗн ӗҫлеме пултарнине тӗрӗслемелле, кирлӗ пулсан, пӗр ӗҫ вырӑнне теприне тума хушмалла.

Ашшӗсемпе амӑшӗсем, аслашшӗсемпе асламӑшӗсем ачисене кахалланнӑшӑн, ӗҫе ҫиелтен ҫеҫ тунӑшӑн вӑрҫаҫҫӗ, килти пӗтӗм ӗҫе вара хӑйсем тӑваҫҫӗ. Ку вӗсене ачасене ӗҫлеме вӗрентнинчен, кӑшт ӗҫе ачасемпе пӗр¬ле тума тӑрӑшнинчен ҫӑмӑлрах пек туйӑнать пулмалла. Ҫакӑ вӑл ачасене пӑхса ӳстернӗ чух ҫемьере тӑвакан пысӑк йӑнӑшсенчен пӗри.

 

Килти ӗҫ ачасене килӗштӗр, вӗсем ӑна хавасланса туччӑр тесен, ҫак ӗҫе тума пӗлни малашлӑхра кирлӗ пулассине астутармалла. Паллах, ҫав малашлӑх ачасемшӗн илӗртӳллӗ ҫеҫ пулмалла мар. Ачасем ӗмӗтленме юратаҫҫӗ. Малашлӑх ҫинчен ӗмӗтленмесен, вӗсене пурӑнма кичем те йывӑр пулӗччӗ. Паян тӑвакан ӗҫ ачан ӗмӗчӗпе ҫыхӑннӑ пулсан, вӑл ҫунатланса, тулли кӑмӑлпа ӗҫлет.

Ним тума пӗлмен ҫын та, унӑн хӑйне илӗртекен пӗчӗк ҫеҫ малашлӑхӗ пур пулсан, хаваслӑрах цурӑнма пуҫлать, хӑй ӗмӗтне пурнӑҫлас тесе тӑрӑшать, тенӗ А. С.Ма¬каренко. _

Ачана малашлӑх ҫинчен ӗмӗтленни тӑрӑшарах ӗҫлеме, темӗнле кичем ӗҫе те хавасланса тума пулӑшать. «Ҫӗрулми шуратма, пулӑ тасатма лайӑх вӗренсе ҫитсенех, сана пулла илсе каятӑп – тет ашшӗ кӗҫӗн ывӑлне.–Унта пулӑ яшки пӗҫерме те санах шанӑпӑр».

Эпир ачасене час-часах ҫакӑн пек илӗртетпӗр. Ачан пулла ҫав тери каяс килет, ашшӗ ыйтнине тума та йывӑрах мар. Анчах ачана хӑйне ҫеҫ илӗртекен малашлӑх ҫинчен кӑна ӗмӗтлентернин усси сахал. Ачасене килӗшекен ӗҫе халӑх, ҫӗр-шыв ӗҫӗпе те ҫыхӑнтарма пӗлмелле. Кӑна тума пурнӑҫ хӑех пулӑшса пырать.

Пӗр ҫуртра ҫакӑн пек ӗҫ пулса иртнӗ.

— Сӑрӗ кайса пӗтнӗ картасем пӗтӗм ҫурт илемне яраҫҫӗ. Пирӗн хамӑрӑн ҫуртра та ҫавах,—тесе калаҫнӑ пӗр ҫемьере.

— Картасем ҫурта илемлетсе тӑмаллине мӗншӗн ӑнланмаҫҫӗ-ши ҫынсем? Карта вӑл пальто е кӗпе ҫинчи тӳме пекех-ҫке. Пальто ҫине кам тӗрлӗ тӗслӗ тӳме лартать? Ҫук, тӳмене тӗсне, илемне пӑхса суйлаҫҫӗ. Картана е вара камӑн мӗнле тӑвас килет, ҫапла тӑваҫҫӗ: пӗрин кӑвак, теприн симӗс е хӗрлӗ!— тарӑхса калаҫнӑ асламӑшӗ.

— Чечек лартассине, картасене сӑрлассине йӗркелесе яраканни никам та ҫук-ҫке,— тенӗ ашшӗ.

— Мӗншӗн никам та ҫук?— килӗшмен амӑшӗ — Нумаях пулмасть эпӗ пирӗн Гальӑпа юлташӗсем те картасене тиркесе калаҫнине илтнӗччӗ. Вӗсем пурте пӗр урамра пурӑнаҫҫӗ, класра вара пӗр звенора ӗҫлеҫҫӗ... Ҫиччӗмӗш класра вӗренекен хӗрачасем магазинтан пур картасене те сӑрламалӑх сӑрӑ кайса илеймеҫҫӗ-и? Сӑрӗ пулсан пурте сӑрлӗҫ.

— Хӗрачасемпе калаҫса пӑхмалла кун ҫинчен,—тенӗ те Галя ҫавӑнтах тухса кайнӑ.

Тепӗр виҫӗ эрнерен урам палламалла мар улшӑнса илемленнӗ. Ун ҫине пурте киленсе пӑхнӑ. Хӗрачасене ҫак ӗҫе пуҫласа янӑшӑн мухтанӑ. Гальӑпа юлташӗсен вара ҫынсене татах савӑнтарас, татӑх ӗҫлес килнӗ. Хӗрачасем кашни киле кӗрсе тухнӑ, че¬чек лартасси ҫинчен калаҫнӑ. Вӗсене пурте кӑмӑллӑн кӗтсе илнӗ. Хӗрачасем чечек ӑҫта сутнине каланӑ, ӑҫта мӗнле чечек лартассине кил хуҫисемпе сӳтсе явнӑ. Пенсионерсене, чирлӗ ҫынсене хӗрачасем чечек хӑйсемех илсе килсе панӑ. Ҫурт татах та чиперленнӗ. Чи па- хи вара — ҫитӗннисемпе ачасем ҫывӑх туслашни, аслисем ачасене ӑса вӗрентсе калаҫма пӑрахни. Вӗсене пурне те пӗр тӗллев, пуриншӗн те усӑллӑ ӗҫ туни, пӗрлещтерсе тӑнӑ.

— Чечексене кунне миҫе хут шӑваратӑр? Имҫамсем сапатӑр-и? Камсен клумби чи хитри?— Ҫакна пурин те: ҫитӗннисен те, шкул ачисен те — пӗлес килнӗ.

Тахӑшӗ чи хитре, чечексем нумайрах клумбӑшӑн ӑмӑртма сӗннӗ. Сӗнӳ нумайӑшне килӗшнӗ. Ачасемпе ҫитӗннисем хальхинче те пӗрле ӗҫленӗ, вӗсен туслӑхӗ ҫирӗпленсех пынӑ. Жюри членӗсем хушшинче ҫитӗннисемпе пӗрле ачасем те пулнӑ. Вӗсем пурте ӑмӑрту условийӗсене сӳтсе явнӑ, хӑйсен ҫуртӗнче пурӑнакансене интереслентерме пултаракан стенд хатӗрленӗ. Паллах, юнашар ҫуртсенче пурӑнакансен те хӑйсен пахчисене ҫакӑн пек илемлетес килне. Ку ҫитӗннисене те, ачасене те илӗртнӗ. Халӗ ку урамра никам та ачасене кахал, сӗмсӗр, нимӗн ҫинчен шухӑшламасӑр, ямӑттипе пурӑ- натӑр тесе вӑрҫмасть. Шкул ачисем пур ӗҫре те пулӑшса тӑраҫҫӗ.

Ачасемпе ҫитӗннисем кирек мӗнле ӗҫе те ҫапла пӗр кӑмӑллӑн тунин усси пысӑк. Ачасем ют ҫынсемпе те килӗштерсе ӗҫлеме вӗренсе ӳсеҫҫӗ. Халӗ, техника вӑйлӑ аталаннӑ ӗмӗрте, килӗштерсе ӗҫлеме пӗлни пушшех те кирлӗ. Пирӗн ума лартнӑ задачӑсем йывӑрланнӑ, техника кӑткӑсланнӑ, ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ ӳснӗ май ҫынсен пултарулӑхӗпе пӗлӗвӗсем те ӳссех пыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех ҫынсем хушшинчи ӗҫлӗ хутшӑнусем те улшӑнаҫҫӗ, Ахальтен мар ҫак хутшӑнусем мӗнле пулмалли ҫинчен халӗ нумай ҫыраҫҫӗ, нумай калаҫаҫҫӗ. Хаҫат-журналсенче тӗрлӗ статьясем пичетленеҫҫӗ, кӗнекесем тухаҫҫӗ. Пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлес тесен, ҫынсен тӳрӗ кӑмӑллӑ пулмалла, пӗр-пӗрне хисеплемелле, пӗр хӑйшӗн ҫеҫ ҫунмалла мар, пуҫаруллӑ, ҫынсемпе туслӑ, сӑпайлӑ, тӗрӗслӗхшӗн тӑракан пулмалла. Ҫынсене ки¬лӗштерсе ӗҫлеме пулӑшас тесе хатӗрленӗ сӗнӳсене ҫакна асра тытса ҫырнӑ та.

Акӑ ҫитеннисене ачасемпе килӗштерсе ӗҫлеме пулашакан темиҫе сӗнӳ:

• Хӑвна яланах пӗр пек лӑпкӑ тыт, тарӑхса ан кай.

• Хӑйне итлеттерме пултарайман ҫын ҫеҫ кӑшкӑрса калаҫать.

• Сӑмах пама ан васка, кашни сӑмаха шухӑшласа кала.

• Панӑ сӑмаха тытма пӗтӗм вӑйна, пултарулӑхна хур.

• Пӗрле ӗҫлекенсен кӑмӑл-туйӑмне пӗлме тӑрӑш.

• Юлташусен ӗҫри кашни ҫитӗнӗвне асӑрха: вӗсем вара тата лайӑхрах ӗҫлеме тӑрӑшӗҫ.

• Ҫынсен опытне ан сивле.

• Вӑхӑта перекетлеме пӗл: нихҫан та ниҫта та кая юлса ан ҫит, ыттисене те ҫавӑн пек тума хуш.

• Ӗҫре май килнӗ таран пуҫаруллӑрах пул.

Ача ҫак сӗнӳсене ӑнланма тӑрӑшсан, хӑйне ҫакӑнта каланӑ пек тытсан, вӑл ҫынсемпе килӗштерсе ӗҫлеме пӗлекен этем пулать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Тимер // 5574.4.5423
2012.02.15 10:49
Чиркÿ пирки ан асăн.Манса ан кай мĕнле майпа пирĕн несĕлсене сĕмсĕррĕн христианизациленĕ.
Вол // 4189.75.1878
2012.02.15 15:37
Чиркÿне кашни эрнере пĕр кун каяс пулать. Унта каяс килмесессĕн пĕр юпа çумне ут. Чун пуянлăхне нимĕнпе те çитерейместĕн.
Васса // 5222.0.3599
2012.02.16 13:34
ДА-аа,Турă Кĕпĕрьян мар,часах курать.
светлана // 4064.53.0739
2012.02.17 21:02
Ăнланмастăп, Пуян пулни начар-им?, апла пулсан айтăр пурте чухăн пулатпăр, лайăххи патне туртăнма пăрахатпăр...


Аçтаха, чуну таса мар пулсан сана мул мĕн тума кирлĕ? Мул кăна ырри патнелле туртать пулсан питĕ лайăх пулмалла та... Чуна тасалама пулăшакан мулшăн кăна эпĕ туртăнма хавас...
Васса // 3979.73.6191
2012.02.19 11:58
Культура-этеплĕх,Аçтаха,эс ху çырнă пек пĕтĕм енчен Пуян пулсан сан ачусем чăвашла калаçмалла та калаçмалла ĕнтĕ,мĕнле-ши?
Аçтаха // 3736.45.4809
2012.02.19 16:44
Аçтаха
Ĕçчен çыннан хăйĕн Пуян пулма тăрăшмалла-Пуян чунпа,Пуян çирĕп сывлăхпа, Пуян ĕçченлĕхпе, Пуян культурăллă (чавашла куçарса парăр)Пуян чĕлхе-сăмахлăхпа,Пуян мулпа пулма тăрăшмалла, çапла пулмалла. Лайăххи патне туртăнмалла, аталанмалла....
Аçтаха // 4042.84.7721
2012.02.22 17:02
Аçтаха
Васса, нумай пулмас ăнлана пуçларăм çавăн пек пулма тăрăшмаллине, ачасем чăвашла та вырăсла та калаçаççĕ...Ачасене пĕчекрен икĕ чĕлхепе вĕрентмелле тесе шутлатăп-пурнăçра кирлĕ, пĕр çĕршывра пурăнатпăр ытти халăхсемпе...
Аçтаха // 4042.84.7721
2012.02.22 20:59
Аçтаха
Мĕншĕн вĕçне кăларса пăрахрăр ентешĕм...?
2012.02.23 07:07
Мĕншĕн вĕçне кăларса пăрахрăр ентешĕм...?

Аçтаха интерташăм, мана хумхантаракан шухăш сăмах айне пулчĕ çав.
Аçтаха // 2731.84.1854
2012.02.23 13:37
Аçтаха
Аçтаха интерташăм, мана хумхантаракан шухăш сăмах айне пулчĕ çав.
<br>
<br>
<br><br> Ăнланмалла, анчах вăл самахсем тишкерĕве, шухăша питех те палăртатчĕç, шухăша яратчĕç...(Тĕрĕсех çыртăм-ши? Последние предложения акцентировали внимание на этой мысли, заставляли задуматься...)

Страницăсем: 1, 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики